The New Testament of our Lord and Saviour Jesus Christ
Иисус Христосăн йăх тымарĕ
1 Авраампа Давид йăхĕнчен çуралнă Иисус Христосăн йăх-несĕл тымарĕ. 2 Авраам ачи Исаак пулнă; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудăпа унăн пĕртăванĕсем пулнă; 3 Иуда ачисем – Фареспа Зара, вĕсен амăшĕ Фамарь пулнă. Фарес ачи – Есром, Есром ачи Арам пулнă; 4 Арам ачи – Аминадав; Аминадав ачи – Наассон; Наассон ачи Салмон пулнă. 5 Салмон ачи – Вооз, унăн амăшĕ Рахава пулнă. Вооз Овид ашшĕ пулнă, Овид амăшĕ Руфь пулнă. Овид ачи Иессей пулнă; 6 Иессей ачи Давид патша пулнă; Давид ачи – Соломон, Соломон амăшĕ малтан Урия арăмĕ пулнă; 7 Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнă; 8 Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнă; 9 Озия ачи – Иоафам, Иоафам ачи – Ахаз, Ахаз ачи Езекия пулнă. 10 Езекия ачи – Манассия, Манассия ачи – Амон, Амон ачи Иосия пулнă; 11 Иосия ачи – Иоаким; Израиль халăхне Вавилона куçарса каяс умĕн Иоакимран Иехонияпа унăн пĕртăванĕсем çуралнă. 12 Вавилона куçарса кайнă хыççăн Иехонияран Салафииль çуралнă; Салафииль ачи Зоровавель пулнă; 13 Зоровавель ачи – Авиуд, Авиуд ачи – Елиаким, Елиаким ачи Азор пулнă; 14 Азортан Садок çуралнă; Садок ачи – Ахим, Ахим ачи Елиуд пулнă; 15 Елиудран Елеазар çуралнă; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнă; 16 Иаковран Мариян упăшки Иосиф çуралнă, Мария вара Христос теекен Иисуса çуратнă. 17 Çапла вара Авраамран пуçласа Давида çитиччен пурĕ вун тăватă сыпăк. Давидран пуçласа Вавилона куçарса кайиччен те вун тăватă сыпăк. Вавилона куçнинчен пуçласа Христос çураличчен те вун тăватă сыпăк.
Иисус Христос çурални
18 Иисус Христос çурални вара акă çапла пулса иртнĕ: Иисус Амăшне, Марияна, Иосиф валли çураçсан, вĕсем пĕрле пурăнма пуçличченех, Святой Сывлăш хăвачĕпе Мариян çие юлнă. 19 Унăн пулас упăшки Иосиф тӳрĕ пурăнакан çын пулнă. Вăл, Мариян ятне ярас мар тесе, сас-хура кăлармасăр Ăна пăрахма шут тытнă. 20 Анчах та вăл çапла шухăшласанах ăна тĕлĕкре Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ курăннă. «Давид патша йăхĕнчи Иосиф, – тенĕ Турă ангелĕ, – эсĕ арăмна, Марияна, ху патна илме ан хăра, Вăл Святой Сывлăш хăвачĕпе йывăр çын пулнă. 21 Вăл Ывăл Ача çуратĕ, эсĕ çав Ачана Иисус ятлă хурăн, мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕн халăхне çылăхĕсенчен çăлĕ». 22 Çак ĕçсем Хуçа Турă пророк урлă калани пурнăçланмашкăн пулса иртнĕ, пророк çапла каланă пулнă: 23 «Акă Хĕр йывăр çын пулса Ывăл Ача çуратĕ, Ăна Еммануил ятлă хурĕç». Еммануил тени «Турă пирĕнпе» тенине пĕлтерет. 24 Иосиф ыйхăран вăраннă. Унтан вăл, Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ хушнă пекех, арăмне хăй патне илнĕ. 25 Анчах вăл Марияпа çывăрман. Пурăна-киле Мария Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çуратнă. Иосиф Ăна Иисус ятлă хунă.
Ăсчахсем пуççапма пыни
1 Ирод патша вăхăтĕнче, Иудейăри Вифлеем хулинче Иисус çуралсан, хĕвел тухăçĕнчи ăсчахсем Иерусалима пынă та халăхран çапла ыйтнă: 2 «Иудейсен Патши пулма çуралнă Ача ăçта-ши? Ĕнтĕ эпир хĕвел тухăçĕнче Унăн çăлтăрне куртăмăр та Ăна пуççапма килтĕмĕр». 3 Çакна илтсен Ирод патша та, пĕтĕм Иерусалим çыннисем те аптăраса ӳкнĕ. 4 Вара Ирод аслă священниксене, халăха Моисей саккунне вĕрентекенсене пурне те пухнă та: «Христосăн ăçта çуралмалла?» – тесе тĕпчесе ыйтнă. 5 «Иудейăри Вифлеем хулинче, – тенĕ ăна вĕсем, – мĕншĕн тесен Турă пророка çапла çыртарнă: 6 „Эсĕ те, Вифлеем, Иуда çĕрĕ, Иудăн аслă хулисенчен нимĕнпе те кая мар: мĕншĕн тесен санăн çыннусенчен Çулпуçĕ тухĕ, Вăл Манăн халăхăн, Израиль халăхĕн, Кĕтӳçи пулĕ“». 7 Вара Ирод ăсчахсене вăрттăн чĕнсе илтерсе вĕсенчен çав çăлтăр курăннă тĕрĕс вăхăта ыйтса пĕлнĕ. 8 «Кайăр та пĕчĕк Ача çинчен тĕплĕн тĕпчесе ыйтса пĕлĕр. Ăна тупсан вара мана килсе калăр, эпĕ те кайса пуççапам Ăна», – тенĕ Ирод вĕсене Вифлеем хулине кайма хушса. 9 Патша хушнине итлесе ăсчахсем кайнă. Çул çинче каллех хайхи хĕвел тухăçĕнче асăрханă çăлтăр курăннă. Çав çăлтăр вĕсем умĕнче куçса пынă-пынă та, пĕчĕк Ача тĕлне çитсен, тăпах чарăннă. 10 Çăлтăра курсан вĕсем питĕ савăнса-хĕпĕртесе кайнă. 11 Вара пӳрте кĕнĕ те пĕчĕк Ачапа Унăн Амăшне Марияна курнă. Вĕсем Ачана чĕркуçленсех пуççапнă, унтан хутаçĕсенчен кăларса Ăна ылтăн, ладан, смирна парнеленĕ. 12 Каярахпа Турă вĕсене тĕлĕк кăтартса Ирод патне тавăрăнма юраманни çинчен пĕлтернĕ. Вара ăсчахсем хăйсен çĕрне урăх çулпа тавăрăннă.
Египета тарни
13 Ăсчахсем кайсан Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ Иосифа тĕлĕкре курăнса çапла каланă: «Тăр та пĕчĕк Ачапа Амăшне илсе Египет çĕр-шывне тар. Эпĕ систериччен çавăнтах пурăн, мĕншĕн тесен Ирод пĕчĕк Ачана шыраса тупса вĕлерттересшĕн». 14 Иосиф тăнă та пĕчĕк Ачапа Унăн Амăшне илсе çĕр варринчех Египета тухса кайнă; 15 вара Ирод виличченех унта пурăннă. Çапла Хуçа Турă пророк урлă: «Ывăлăма Эпĕ Египетран чĕнсе илтĕм», – тесе калани пурнăçланнă.
Ирод пĕчĕк ачасене вĕлерттерни
16 Ăсчахсем хăйне улталанине ăнланса илсен Ирод пит çилленсе кайнă. Вара вăл, ăсчахсенчен тĕпчесе пĕлнĕ вăхăт тăрăх, Вифлеемпа унăн таврашĕнче çуралнă иккĕри тата икĕ çултан кĕçĕнрех пĕчĕк ачасене пурне те вĕлерсе тухма хушнă. 17 Çапла майпа Турă Иеремия пророк урлă калани пурнăçланнă. Вăл çапла каланă пулнă: 18 «Рама хулинче сасăпах макăрни, хыттăн ӳлени, татăлса йĕни илтĕнет. Ку вăл ачисем çукран лăпланаймасăр йĕрекен Рахиль сасси».
Египетран Назарета тавăрăнни
19 Ирод вилсен вара Египетра Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ Иосифа тĕлĕкре курăннă та 20 çапла каланă: «Ача чунне шыракансем вилчĕç ĕнтĕ, çавăнпа тăр та, Ачапа Амăшне илсе, Израиль çĕрне кай». 21 Иосиф тăнă та, Ачапа Амăшне илсе, Израиль çĕрне тавăрăннă. 22 Анчах та Иудейăра Ирод ывăлĕ Архелай ашшĕ вырăнĕнче патшара ларнине пĕлсен Иосиф унта тавăрăнма шикленнĕ. Вара, Турă хăйне тĕлĕкре пĕлтернине итлесе, Галилейăна кайнă. 23 Унта вăл хăйĕн çемйипе Назарет ятлă хулара пурăнма пуçланă. Çапла Турă пророксем урлă: «Турă Суйласа илнине Назорей тейĕç», – тесе калани пурнăçланнă.
Шыва кĕртекен Иоанн ӳкĕтлесе вĕрентни
1 Çав кунсенче Шыва кĕртекен Иоанн халăх хушшине тухнă, вăл Иудея пуш хирĕнче ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. 2 «Çӳлти Патшалăх çывхарчĕ ĕнтĕ, çавăнпа та ӳкĕнĕр», – тенĕ вăл çынсене. 3 Исаия пророках ун çинчен çапла каланă пулнă: «Пуш хирте чĕнекенĕн сасси илтĕнет: „Хуçамăр валли çул хатĕрлĕр, Вăл утас çулсене тӳрлетĕр!“» 4 Çӳрессе Иоанн тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çӳренĕ. Çиессе вăл хĕрлĕ шăрчăк тата хăвăлсенче тупкаланă пыл çисе пурăннă. 5 Ун патне Иерусалимран, пĕтĕм Иудейăран тата Иордан шывĕ таврашĕнчен çынсем пырсах тăнă. 6 Иоанн вĕсене çылăхĕсенчен ӳкĕнтерсе Иорданра шыва кĕртнĕ. 7 Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайăшĕ хăй патне шыва кĕме пынине асăрхасан Иоанн вĕсене çапла каланă: «Эй, çĕлен çурисем! Çитес çилĕрен тарса хăтăлма кам вĕрентрĕ сире? 8 Эппин хăвăр çылăхран ӳкĕннине тивĕçлĕ ĕçпе çирĕплетсех тăрăр. 9 „Пирĕн мăн асатте – Авраам!“ – текен шухăшпа киленсе ан пурăнăр. Калатăп сире: Турă çак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 10 Акă пуртă та йывăç тымарĕ çумĕнчех выртать. Ырă çимĕç кӳмен кирек епле йывăçа та касса вута пăрахаççĕ. 11 Эпĕ сире ӳкĕнтерсе шывпа тĕне кĕртетĕп. Анчах та ман хыççăн Килекенни манран хăватлăрах, эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар. Вăл сире Святой Сывлăшпа тата вутпа тĕне кĕртĕ. 12 Кĕреçи те Унăн Хăйĕн аллинчех. Вăл йĕтемĕнчи туллине сăвăрса тасатĕ те ăна Хăйĕн кĕлетне пухса хурĕ, арпи-улăмне вара сӳнми вутра çунтарса ярĕ».
Иисуса шыва кĕртни
13 Çавăн чухне, Хăйне Иоанн шыва кĕрттĕр тесе, Иисус Галилейăран Иордан хĕррине пынă. 14 «Санăн мана шыва кĕртмелле, Эсĕ вара Ху ман патăма килтĕн-и?» – тесе хирĕçленĕ малтанах Иоанн. 15 Анчах та Иисус ăна хуравласа каланă: «Çапла пулмалла та, Турă хушнине йăлтах пирĕн çапла пурнăçламалла». Иоанн вара шыва кĕртме килĕшнĕ. 16 Иоанн шыва кĕртнĕ хыççăнах Иисус çырана тухнă. Акă ĕнтĕ Ун тĕлĕнче тӳпе уçăлса кайнă та, Иоанн Турă Сывлăшĕ Иисус çине кăвакарчăн пек курăнса аннине асăрханă. 17 Акă, тӳперен çапла сасă илтĕнсе кайнă: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Унра».
Иисуса шуйттан илĕртсе тĕрĕслени
1 Çавăн хыççăн Сывлăш Иисуса шуйттан илĕртĕвĕпе тĕрĕслеме пуш хире ертсе кайнă. 2 Унта Иисус хĕрĕх кун та хĕрĕх каç типĕ тытнă, юлашкинчен Унăн çиесси килнĕ. 3 Хайхи шуйттан, илĕртсе тĕрĕслекен, Ун патне пынă та çапла каланă: «Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çак чулсене çăкăр пулма хуш». 4 «Çырнинче çапла каланă, – тавăрнă ăна Иисус, – çын çăкăрпа кăна пурăнмасть, Турă çăварĕнчен тухакан кашни сăмахпах пурăнать». 5 Унтан шуйттан Ăна Иерусалима илсе кайнă та Турă Çурчĕ тăррине тăратса 6 çапла каланă: «Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çакăнтан сик. Çырнинче каланă вĕт-ха: „Турă Хăйĕн ангелĕсене Сана упрама хушĕ, урупа чултан такăнасран вĕсем Сана алă çинче çĕклесе çӳрĕç“». 7 Иисус ăна çапла тавăрнă: «„Хăвăн Хуçа Турруна илĕртсе ан тĕрĕсле“, – тесе те çырнă вĕт». 8 Унтан шуйттан Иисуса питĕ çӳллĕ ту çине илсе кайнă та Ăна тĕнчери мĕн пур патшалăхсене, вĕсен чапне-илемне кăтартнă. 9 «Эсĕ мана чĕркуçленсе пуççапсан çаксене йăлтах Сана паратăп», – тенĕ Ăна шуйттан. 10 Вара Иисус ăна çапла хуравланă: «Кай Ман патăмран, шуйттан! Çырнинче: „Хуçа Турруна кăна пуççап, пĕр Уншăн анчах ĕçлесе тăр“, – тенĕ вĕт». 11 Вара шуйттан Иисус патĕнчен кайнă, çавăнтах ангелсем пынă та Уншăн ĕçлесе тăма тытăннă.
Иисус Галилейăра вĕрентме пуçлани
12 Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея çĕрне кайнă. 13 Вăл Завулонпа Неффалим тăрăхне, тинĕс хĕрринчи Капернаум хулине, Назаретран пурăнма куçнă. 14 Çак ĕç Исаия пророк сăмахĕсем пурнăçланма пулса иртнĕ. Вăл çапла каланă пулнă: 15 «Тинĕс еннелле выртакан çул çинчи, Иордан леш енчи Завулонпа Неффалим çĕрĕ, чăн Турра пĕлмен Галилея! 16 Çавăнта тĕттĕмре пурăннă халăх хăватлă çутă курчĕ! Вилĕм çĕрĕнче, вилĕм тĕттĕмлĕхĕнче пурăнакансемшĕн çутă килчĕ». 17 Çавăнтан вара Иисус ӳкĕтлесе вĕрентме пуçланă. «Çӳлти Патшалăх çывхарчĕ ĕнтĕ, çавăнпа та ӳкĕнĕр!» – тесе вĕрентнĕ Вăл.
Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем
18 Пĕррехинче Иисус Галилея тинĕсĕ хĕррипе иртсе пынă. Çавăн чухне Вăл тинĕсе сĕреке-тетел пăрахакан икĕ пĕртăвана – Петр текен Симонпа унăн шăллĕне Андрея – курнă. Вĕсем пулăçăсем пулнă. 19 Иисус вĕсене çапла каланă: «Ман хыççăн пыракансем пулăр, Эпĕ сире этем чунĕсене тытакансем тăвăп». 20 Вĕсем вара çав самантрах сĕреке-тетелĕсене хăварса Ун хыççăн кайнă. 21 Пырсан-пырсан Вăл тата икĕ пĕртăвана – Иаковпа унăн шăллĕне Иоана – курнă. Вĕсем Зеведей ывăлĕсем пулнă, ашшĕпе пĕрле кимĕ çинче сĕреке-тетелĕсене юсаса тăнă, Иисус вĕсене те Хăйпе пĕрле чĕннĕ. 22 Вĕсем вара çав самантрах киммине хăварнă та, ашшĕнчен уйăрăлса, Иисус хыççăн кайнă.
Иисус Галилейăра вĕрентни тата сыватни
23 Иисус пĕтĕм Галилея çĕрĕ тăрăх çӳренĕ. Вăл унти синагогăсенче вĕрентнĕ, Çӳлти Патшалăх çинчен Ырă Хыпар пĕлтернĕ, халăха тĕрлĕ чир-чĕртен, халсăрлăхран сыватнă. 24 Çавăнпа пĕтĕм Сири çĕрĕнче Ун çинчен хыпар сарăлнă. Ун патне мĕн пур халсăр пулнисене, чир-чĕрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйăх çапнисене тата паралич çапнисене иле-иле пынă. Иисус вĕсене сыватнă. 25 Унăн хыçĕнчен Галилейăран, Вунхула çĕрĕнчен, Иерусалимран, Иудейăран, Иордан леш енчи çĕрсенчен килнĕ темĕн чухлĕ халăх çӳренĕ.
Ту çинче вĕрентни. Телейлĕх пил-хушăвĕсем
1 Иисус, халăх йышлăн пухăннине курсан, ту çине улăхнă. Вăл ларсан, вĕренекенĕсем Ун патне пуçтарăннă. 2 Иисус вĕсене çапла каласа вĕрентме пуçланă: 3 «Чун-чĕм кĕлмĕçисем телейлĕ, вĕсене Çӳлти Патшалăх пулĕ. 4 Йĕрекенсем телейлĕ, вĕсем лăпланĕç. 5 Йаваш кăмăллисем телейлĕ, вĕсене çĕр тивĕ. 6 Тӳрĕлĕхе выçăхса çитнĕ пек, ăш хыпса çитнĕ пек шыракансем телейлĕ: вĕсем тăранĕç. 7 Хĕрхенме пĕлекенсем телейлĕ, вĕсене те хĕрхенĕç. 8 Таса чунлисем телейлĕ, вĕсем Турра курĕç. 9 Килĕшӳ кӳрекенсем телейлĕ, вĕсене Турă ывăлĕсем тейĕç. 10 Тӳрĕлĕхшĕн хĕсĕрленине тӳсекенсем телейлĕ, вĕсене Çӳлти Патшалăх пулĕ. 11 Сире Ман пирки хурласан, хĕсĕрлесен, сăлтавсăрах тĕрлĕ сăлтав тупса усал сăмахпа хăртсан, эсир телейлĕ. 12 Ĕлĕк пурăннă пророксене те çавнашкалах хĕсĕрленĕ. Çавăнпа та савăнса хĕпĕртĕр: тӳпере сире пысăк сăвап пулĕ».
Тĕнче тăварĕпе тĕнче çути
13 «Эсир – тĕнче тăварĕ. Тăвар хăй хăватне çухатсан, епле ăна тăварлă тăвăн? Вăл ĕнтĕ ниме юрăхсăр, ăна çын ури айĕнче таптанма кăна кăларса тăкмалла. 14 Эсир – тĕнче çути. Ту çинче ларакан хула курăнмасăр юлмĕ. 15 Çутаткăçа та çутсан чӳлмекпе хупламаççĕ; пӳртрисене пурне те çутă пултăр тесе ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтараççĕ. 16 Çапла сирĕн çуттăр та çынсем хушшинче çутаттăр, вĕсем, сирĕн ырă ĕçĕрсене курса, Çӳлти Аçăра мухтаччăр».
Христос тата саккун
17 «Эпĕ пророксен сăмахĕсене е Моисей саккунне пăсма килнĕ тесе ан шухăшлăр. Эпĕ пăсма килмен, туса çитерме килнĕ. 18 Чăн калатăп сире: çĕрпе пĕлĕт пĕтиччен, çырнинче калани пĕтĕмпех пурнăçланиччен саккунри пĕр сас палли те, пĕр йĕр те пĕтмĕ. 19 Кам çак ансат пил-хушусенчен пĕрне те пулин пăсать, çынсене те çаплах тума вĕрентет, çавна Çӳлти Патшалăхра кĕçĕнни тейĕç. Кам пил-хушусене пурнăçлать, çынсене те çаплах тума вĕрентет, çавна Çӳлти Патшалăхра асли тейĕç. 20 Калатăп сире: сирĕн тӳрĕлĕхĕр фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисен тӳрĕлĕхĕнчен тĕрĕсрех пулмасан, эсир Çӳлти Патшалăха кĕреймĕр».
Çилĕ çинчен
21 «„Ан вĕлер, çынна вĕлерекен суда тивĕçлĕ“, – тесе авалах каланине эсир илтнĕ. 22 Эпĕ вара сире калатăп: хăй тăванне сăлтавсăр çилленекен кашни çынах суда тивĕçлĕ. Кам хăй тăванне „ухмах“ тет, çав синедрион судне тивĕçлĕ. Кам хăй тăванне „ирсĕр“ тет, çав тамăк вутне тивĕçлĕ. 23 Çапла вара, эсĕ Турра парне кӳмелли вырăна пырсан, тăвану сана кӳреннине аса илсен, 24 парнӳне унтах, парне вырăнĕ умĕнчех, хурса хăвар та тăванупа кайса çураç. Вара тин тавăрăнса парнӳне кӳр. 25 Хупа судлашас текенпе çул çинчех çураç. Ахальлĕн вăл сана судья аллине парĕ, судья сана тĕрмене хуптарма хуралçă аллине парĕ. 26 Чăн калатăп сана: юлашки пусна парса хăвармасăр та унтан тухаймăн».
Мăшăра улталани тата уйăрăлни çинчен
27 «„Мăшăрна ан ултала“, – тесе авалах каланине эсир илтнĕ ĕнтĕ. 28 Эпĕ вара сире калатăп: хĕрарăм çине аскăннăн пăхакан кашни çын хăйĕн чунĕнче мăшăрне улталать. 29 Сана сылтăм куçу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна чавса кăлар та ывăтса яр. Мĕншĕн тесен ӳт-пĕвĕн пĕр пайне пĕтерни саншăн пĕтĕм ӳт-пĕве тамăка пăрахнинчен лайăхрах. 30 Сана сылтăм аллу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна кас та ывăтса яр. Мĕншĕн тесен ӳт-пĕвĕн пĕр пайне пĕтерни саншăн пĕтĕм ӳт-пĕве тамăка пăрахнинчен лайăхрах. 31 „Кам хăй арăмне уйăрса ярать, çавăн арăмне уйăрăлу хучĕ памалла“, – тенĕ тата авалах. 32 Эпĕ вара сире калатăп: кам хăй арăмне аскăн ĕçпе айăпа кĕмен çĕртех уйăрса ярать, çав ăна мăшăра улталас çул çине тăратать. Уйăрăлнă хĕрарăма качча илни те мăшăра улталаниех пулать».
Тупа тăвасси çинчен
33 «Тата эсир авалах каланă çак сăмахсене те илтнĕ ĕнтĕ: „Тупа тунинчен ан ирт, Хуçа Турă умĕнче тупа тунине пурнăçла“. 34 Эпĕ вара сире калатăп: нимĕн ячĕпе те тупа ан ту. Пĕлĕтпе те тупа ан ту, вăл Туррăн престолĕ. 35 Çĕрпе те тупа ан ту, вăл Турă ури айĕн кантармалăхĕ. Иерусалимпа та тупа ан ту, вăл аслă Патша хули. 36 Пуçупа та тупа ан ту, эсĕ пĕр çӳç пĕрчин тĕсне те улăштарма пултараймастăн. 37 Сирĕн мĕн калани те çакă çеç пултăр: „çапла, çапла“; „çук, çук“. Çак сăмахсенчен ытлашшине вара шуйттан калаттарать».
Усала усалпа ан тавăр
38 «„Куçшăн – куç, шăлшăн – шăл“, – тенине эсир илтнĕ ĕнтĕ. 39 Эпĕ вара сире калатăп: усала усалпа ан тавăр. Хăвна сылтăм енчен çупса яракана тепĕр енне çавăрса пар. 40 Кам санпа судлашса кĕпӳне туртса илесшĕн, ăна çиелти тумтирне те пар. 41 Кам сана хăйпе пĕрле пĕр çухрăм уттарать, унпа пĕрле иккĕ кай. 42 Хăвăнтан ыйтакана пар, кивçен илес текенрен ан пăрăн».
Тăшманăрсене юратăр
43 «„Хăвна çывăх çыннуна юрат, тăшманна кураймасăр тăр“, – тенине эсир илтнĕ ĕнтĕ. 44 Эпĕ вара сире калатăп: тăшманăрсене юратăр, хăвăра ылханакансене ырă сунăр, хăвăра курайман çынсене ырă тăвăр, хăвăра кӳрентерекен тата хĕсĕрлекен çынсемшĕн кĕлтăвăр. 45 Вара эсир Çӳлти Аçăрăн ачисем пулăр. Вăл Хăйĕн хĕвелне усаллисем çине те, ыррисем çине те пăхтарать; çумăрне тӳрĕ пурăнакансем çине те, тӳрĕ мар пурăнакансем çине те çутарать. 46 Хăвăра савакансене кăна юрататăр пулсан, эсир сăвапа тивĕçлĕ-и-ха? Налук пухакансем те çаплах тумаççĕ-им? 47 Хăвăр тăванăрсене анчах саламлатăр пулсан, эсир кирлинчен ытла мĕнех тăватăр? Урăх халăх çыннисем те çаплах тумаççĕ-им? 48 Çапла вара, Çӳлти Аçăр епле паха, эсир те çапла паха пулăр».
Чухăнсене пулăшасси çинчен
1 «Асăрханăр, чухăнсене пулăшас ĕçе çынна кăтартасшăн ан тăвăр, унсăрăн сире Çӳлти Аçăртан сăвап пулмĕ. 2 Хăйсене çынсем мухтаччăр тесе, икĕ питлисем синагогăсемпе урамсенче шăв-шав кăларса чухăнсене пулăшанçи тăваççĕ. Ĕнтĕ эсĕ вĕсем пек ан пул. Чăн калатăп сире: илнĕ мухтавĕ вĕсен кунти пурăнăçра кăна. 3-4 Эсĕ вара чухăнсене пулăшнине ан палăрт: сылтăм аллу мĕн тунине сулахаййи ан пĕлтĕр. Вара вăрттăн тунине те куракан Аçу сана уççăнах тавăрса парĕ».
Кĕлтăвасси çинчен
5 «Турра кĕлтунă чухне те икĕ питлĕ çынсем пек ан пул. Пурте курччăр тесе, вĕсем синагогăсенче, урам тăваткалĕсенче тăрса кĕлтума юратаççĕ. Чăн калатăп сире: илнĕ мухтавĕ вĕсен кунти пурăнăçра кăна. 6 Эсĕ вара кĕлтунă чухне шалти пӳлĕме кĕр те, алăкна хупса, курăнми Аçуна кĕлту. Вара вăрттăн тунине те куракан Аçу сана уççăнах тавăрса парĕ. 7 Кĕлтунă чухне тата урăх халăх çыннисем пек ытлашши ан калаç. Вĕсем вăрăм кĕлле туррисем илтĕç тесе шухăшлаççĕ. 8 Çапла вара, вĕсем пек ан кĕлтăвăр, мĕншĕн тесен сире мĕн кирлине Аçăр эсир Унран ыйтичченех пĕлсе тăрать. 9 Эсир çапла кĕлтăвăр: „Эй, Çӳлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр; 10 Санăн Патшалăху килтĕр; Санăн ирĕкӳ çĕр çинче те çӳлти пекех пултăр. 11 Паян пурăнмалăх çăкăр пар пире. 12 Эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире. 13 Çылăха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире. Патшалăх та, хăват та, аслăлăх та ĕмĕрех Санăн. Аминь“. 14 Эсир çын айăпĕсене каçарсан, Çӳлти Аçăр та сире каçарĕ. 15 Эсир çын айăпĕсене каçармасан, Çӳлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçармĕ».
Типĕ тытасси çинчен
16 «Типĕ тытнă чухне те икĕ питлĕ çынсем пек салхуллă ан çӳрĕр. Вĕсем хăйсем типĕ тытнине çынсене кăтартасшăн кулянăçлă сăн-питпе çӳреççĕ. Чăн калатăп сире: илнĕ мухтавĕ вĕсен кунти пурăнăçра кăна. 17 Эсĕ вара типĕ тытнă чухне çӳç-пуçна тураса тирпейле те пит-куçна çу. 18 Çакна эсĕ ху типĕ тытнине çынсене палăртас мар тесе, курăнми Аçу анчах пĕлсе тăтăр тесе ту. Вара вăрттăн тунине те куракан Аçу сана уççăнах тавăрса парĕ».
Тӳпери пурлăх çинчен
19 «Çĕр çинче хăвăр валли мул ан пухăр: кунта кĕве те çиет, тутăхса та пĕтет, вăрăсем те çĕмĕрсе кĕрсе вăрлаççĕ. 20 Эсир хăвăр валли мул тӳпере пухăр. Унта кĕве те çимест, тутăхса та пĕтмест, вăрăсем те çĕмĕрсе кĕрсе вăрламаççĕ. 21 Мĕншĕн тесен пурлăхăр çта, чун-чĕрĕр те çавăнтах пулĕ».
Куç – ӳт-пӳ çутаткăçĕ
22 «Куç – ӳт-пӳ çутаткăçĕ. Çавăнпа ĕнтĕ санăн куçу таса пулсан, пĕтĕм ӳт-пĕвӳ те çутă пулĕ. 23 Куçу таса мар пулсан, пĕтĕм ӳт-пĕвӳ те тĕксĕм пулĕ. Çапла вара, санăн ăшунти çутту та тĕттĕм пулсан, чăн тĕттĕмӳ еплерех-ши24 Никам та харăсах икĕ хуçа тарçи пулаймасть, мĕншĕн тесен вăл пĕр хуçине кураймĕ, теприне юратĕ; е пĕриншĕн чунне парса тăрăшĕ, теприншĕн тăрăшмĕ. Эсир харăсах Турă чури те, мул чури те пулаймăр».
Çӳлти Аçăра шанăр
25 «Çавăнпа та сире калатăп: чуна усрамалăх ĕçме-çиме пирки те, кĕлеткене тăхăнмалăх тумтир пирки те ан кулянăр. Чун – апат-çимĕçрен, кĕлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара? 26 Вĕçен кайăксене сăнăр-ха: вĕсем тырă акса-вырса кĕлете пухса хумаççĕ. Çӳлти Аçăр вĕсене тăрантарать. Эсир вĕсенчен чылай пахарах мар-им вара? 27 Хăй тăрăшнипе сирĕнтен хăшĕ шит чухлĕ те пулин ӳсме пултарайĕ? 28 Тумтиршĕн те мĕншĕн кулянатăрХирти чечексем епле ӳснине сăнăр-ха. Вĕсем тертленсе çип арламаççĕ, 29 анчах та сире акă мĕн калатăп: тем тери чаплă пулнă пулин те, Соломон патша пĕр хир чечекĕ чухлĕ те тумланайман. 30 Эй, çителĕксĕр ĕнененекенсем! Паян пур та ыран вута кăна пăрахмалли хирти курăка та Турă çапла çи-пуç парать пулсан, сире тата ытларах памĕ-и? 31 Çапла вара, „мĕн çиес“, „мĕн ĕçес“, „мĕн тăхăнас“ тесе ан кулянăр. 32 Мĕншĕн тесен çавсемшĕн пуриншĕн те урăх халăх çыннисем тăрăшаççĕ. Вăл япаласем пурте сире кирлине вара Çӳлти Аçăр ахалех пĕлсе тăрать. 33 Пуринчен малтан Турă Патшалăхне, Унăн тӳрĕлĕхне ăнтăлса шырăр, ытти вара сирĕн пурте пулĕ. 34 Çапла ĕнтĕ ыранхи куншăн ан кулянăр, тăрăшмалли ыран та тупăнĕ, кунсерен ĕç-пуç тупăнсах пырать».
Ыттисене ан айăплăр
1 «Ан айăплăр, вара хăвăра та айăпламĕç. 2 Мĕншĕн тесен эсир çынсене мĕнле айăплатăр, хăвăра та çаплах айăплĕç. Эсир çынсене мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçĕç. 3 Мĕншĕн эсĕ тăвану куçĕнчи çӳппе куратăн, хăвăн куçунти пĕренене асăрхамастăн? 4 Хăвăн куçунта пĕрене пулин те, епле-ха эсĕ тăванна: „Куçна кĕнĕ çӳппе кăларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратăн? 5 Икĕ питлĕскер! Малтан хăвăн куçунти пĕренене кăлар, вара тин тăванун куçĕнчи çӳппе епле кăлармаллине уçăмлăн курăн. 6 Сăваплă япалана йытăсене пăрахса ан парăр, хаклă ĕнчĕ шăрçана та сыснасем умне ан сапалăр – вĕсем ăна таптĕç кăна, хăвăра туртса çурĕç».
Ылтăн йĕрке
7 «Ыйтăр – вара сире парĕç, шырăр – вара тупăр, шаккăр – вара сире уçĕç. 8 Мĕншĕн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уçаççĕ. 9 Сирĕн хушшăрта ывăлĕ çăкăр ыйтсан, ăна чул паракан çын пур-и? 10 Е пулă ыйтсан, çĕлен паракан пур-и? 11 Енчен те эсир, усал пулин те, ачăрсене ырă япала пама пĕлетĕр пулсан, Çӳлти Аçăр Хăйĕнчен ыйтакансене ырăлăхне паратех. 12 Çапла вара, çынсене хăвăрпа пур тĕлĕшĕнчен те мĕнле пултарас килет, вĕсемпе те çавнашкалах пулăр. Çакă вăл саккун тата пророксен сăмахĕсен тĕшши пулать те».
Тăвăр хапха
13 «Тăвăр хапхапа кĕрĕр, мĕншĕн тесен пĕтеслĕх хапхи аслă, çулĕ сарлака. Чылайăшĕ çав çулпа пырать. 14 Чĕрĕлĕх хапхи вара тăвăр, çулĕ хĕсĕк. Çав çула тупаканĕ сахал».
Йывăçа çимĕçĕнчен пĕлеççĕ
15 «Суя пророксенчен асăрханăр. Вĕсем сирĕн патăра сурăх тирĕ витĕнсе пыраççĕ, анчах ăшĕнче хăйсем – тискер кашкăрсем. 16 Вĕсене эсир ĕçĕсенчен пĕлĕр. Пиçен çинчен – иçĕм çырли, куршанак çинчен смоква татни пур-и? 17 Çапла, лайăх йывăç ырă çимĕçех парать, начар йывăçăн çимĕçĕ те япăх. 18 Лайăх йывăç япăх çимĕç тума пултараймасть, начар йывăç та ырă çимĕç тума пултараймасть. 19 Ырă çимĕç кӳмен йывăçа касса вута пăрахаççĕ. 20 Çапла вара, суя пророксене ĕçĕ-çимĕçĕнчен пĕлĕр».
Эпĕ сире нихăçан та пĕлмен
21 «Мана: „Эй, Хуçамăр, эй, Хуçамăр!“ – тесе калакан кашни çынах Çӳлти Патшалăха кĕреймĕ. Унта Çӳлти Аттемĕн ирĕкне пурнăçлакан кăна кĕрĕ. 22 „Эй, Хуçамăр, эй, Хуçамăр! Эпир Сан ятупа пророкла калаçмарăмăр-им? Усалсене Сан ятупа хăваласа кăлармарăмăр-им? Сан ятупа тĕлĕнмелле ĕç нумай Ìàòôåé, « тумарăмăр-им?“ – тейĕ Мана чылайăшĕ суд кунĕ çитсен. 23 Ун чухне Эпĕ вĕсене калăп: „Эй, йĕркесĕр ĕç тăвакансем! Эпĕ сире нихăçан та пĕлмен, кайăр Ман патăмран!“»
Çурт лартакан икĕ çын çинчен каланă ытарлăх
24 «Çапла вара, Манăн çак сăмахсене итлекен, вĕсене пурнăçлакан кашни çыннах хăйĕн çуртне чул çине лартнă ăслă çынпа танлаштарăп. 25 Акă çумăр çуса ярать, юхан шыв çырантан тухать, çил-тăвăл пуçланса каять. Хайхисем çав çурта пырса çапаççĕ, анчах та чул çине лартнăран вăл ишĕлмест. 26 Манăн çак сăмахсене итлесе, вĕсене пурнăçламан кашни çыннах хăйĕн çуртне хăйăр çине лартнă ăссăр çын евĕрлĕ. 27 Акă çумăр çуса ярать, юхан шыв çырантан тухать, çил-тăвăл пуçланса каять. Хайхисем çав çурта пырса çапаççĕ те вăл йăтăнса анать, вара ишĕлчĕк çеç тăрса юлать». 28 Иисус çак сăмахсене каласа пĕтерсен, халăх Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. 29 Мĕншĕн тесен Вăл саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем пек мар, Турă хăват панă пек вĕрентнĕ.
Иисус юхан-суранлă çынна сыватать
1 Иисус ту çинчен ансан, Ун хыçĕнчен темĕн чухлĕ халăх пынă. 2 Сасартăк Иисус патне пĕр юхан-суранлă çын çывхарнă та чĕркуçленсе ларса çапла каланă: «Хуçамăр! Сыватас тесессĕн, Эсĕ мана сыватма пултаратăнах». 3 Иисус аллине тăсса ăна сĕртĕннĕ те çапла каланă: «Чиртен тасатас тетĕп, сывал». Çын вара çавăнтах юхан-суранран тасалнă. 4 «Асту, сывални çинчен никама та ан кала, – тенĕ ăна Иисус. – Хăвна священника кайса кăтарт та Моисей Турра кӳме хушнă парнене кӳр. Çакă ху сывалнине пĕлтерни пулать те».
Çĕрпӳ тарçине сыватни
5 Иисус Капернаума çул тытнă. Хулана çитсен Ун патне пĕр çĕрпӳ пырса çапла тархасланă: 6 «Хуçамăр, килте ман тарçăм хускалайми асапланса вырăнпах выртать». 7 «Эпĕ пырăп, ăна сыватăп», – тавăрса каланă Иисус. 8 Анчах та çĕрпӳ çапла каланă: «Эй, Хуçамăр! Сана хамăн кил-çуртăма чĕнсе кĕртме эпĕ тивĕçлĕ мар. Эсĕ хуш кăна, вара тарçăм сывалĕ. 9 Эпĕ аслисене пăхăнса тăратăп пулин те, манăн хама пăхăнса тăракан салтаксем те пур. Эпĕ вĕсенчен пĕрне: „Кай!“ – тесен, вăл каять. Тепĕрне: „Кил!“ – тесен, вăл пырать. Тарçăма та: „Çавна ту!“ – тесе хушсан, вăл тăвать». 10 Çакна илтсен Иисус тĕлĕнсех кайнă. «Чăн калатăп сире, – тенĕ Вăл Хăй хыççăн пыракан халăха, – кунашкал çирĕп ĕненӳ Эпĕ Израильте те курманччĕ. 11 Сире акă мĕн калатăп: çакнашкал ĕненекенсем хĕвел тухăçĕнчен те, хĕвел анăçĕнчен те нумаййăн килĕç те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пĕрле Çӳлти Патшалăх кĕрекине ларĕç. 12 Çӳлти Патшалăхра пулма çуралнисене вара тулаш сĕмлĕхе кăларса пăрахĕç; унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнĕ». 13 Унтан Иисус çĕрпĕве çапла каланă: «Каях, ху ĕненнĕ пек пултăр сана». Тарçи çав самантрах сывалнă вара.
Нумай çынна сыватни
14 Иисус, Петр килне пырсан, унăн хунямăшĕ сив чирпе выртнине курнă. 15 Иисус хĕрарăмăн аллине сĕртĕннĕ те унăн чирĕ иртсе кайнă. Вара Петр хунямăшĕ вырăн çинчен тăрса вĕсене хăналама пуçланă. 16 Каç пулсан Иисус патне усал ернĕ нумай çынна илсе пынă. Вăл усал сывлăшсене сăмахĕпех хăваласа кăларнă, чирлисене пурне те сыватнă. 17 Çапла Турă Исаия пророк урлă калани пурнăçланнă. Пророк çапла каланă пулнă: «Вăл пирĕн халсăрлăха тата чир-чĕре илсе кайрĕ».
Христос хыççăн пырасси çинчен
18 Хăй тавра халăх пит нумай пухăннине асăрхасан вĕренекенĕсене Иисус кимĕпе тепĕр енне ишсе каçма хушнă. 19 Çавăн чухне Ун патне саккун вĕрентӳçи пынă та çапла каланă: «Вĕрентекен! Эсĕ кирек ăçта кайсан та, эпĕ Сан хыçăнтан пыракан пулăп». 20 «Тиллĕн те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăкăн та йăви пур, Этем Ывăлĕн кăна пуçне хурса канмалăх вырăнĕ çук», – тенĕ вара ăна Иисус. 21 Вĕренекенĕсенчен тепри Ăна çапла каланă: «Хуçамăр! Ирĕк парсамччĕ: вилнĕ аттене кайса пытарам малтан». 22 Анчах Иисус ăна çапла каланă: «Ман хыçăмран пыракан пул, вилнĕ çыннисене вилĕмлисемех пытарччăр».
Çил-тăвăла чарни
23 Иисус кимĕ çине ларсан вĕренекенĕсем те Унпа пĕрле ларнă. 24 Тинĕс çинче вăйлă çил-тăвăл тухнă, кимме путарасла хумсем çапа пуçланă. Иисус çав вăхăтра çывăрнă пулнă. 25 Вĕренекенĕсем Иисуса пырса вăратнă та: «Эй, Хуçамăр, çăл пире, пĕтетпĕр», – тенĕ. 26 «Эй, çителĕксĕр ĕненекенсем! Мĕншĕн эсир çав териех хăравçă?» – тенĕ вĕсене Иисус. Унтан Вăл, тăрса, çиле те, тинĕсе те лăпланма хушнă, вара çанталăк шăпах пулнă. 27 «Çиле те, тинĕсе те итлеттерме пултараканскер, Кам пулчĕ-ши Ку?» – тенĕ вара çынсем тĕлĕнсе.
Усал ернĕ икĕ çынна сыватни
28 Иисус тинĕс леш енне, Гергеса çĕрне ишсе каçнă. Унта Ăна çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхсенчен тухнă, усал ернĕ икĕ çын тĕл пулнă. Вĕсем питĕ тискерленсе кайнăран çав çулпа никам та çӳреймен. 29 Иисуса курсанах вĕсем кăшкăрса янă: «Эй, Турă Ывăлĕ, Иисус! Санăн пирĕнпе мĕн ĕç пур? Эсĕ пире кунта вăхăт çитичченех асаплантарма килтĕн». 30 Вĕсенчен аяккарахра пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. 31 Усалсем Иисуса: «Эсĕ пире хăваласа кăларатăн пулсан, кĕтӳри сыснасем ăшне кĕме хушсам», – тесе йăлăннă. 32 «Кайăрах», – тенĕ вара Вăл усалсене. Вĕсем, тухса, сыснасем шне кĕнĕ. Çавăнтах пĕтĕм сысна кĕтĕвĕ чăнкă çырантан тинĕсе сикнĕ те путса вилнĕ. 33 Сысна пăхакансем вара хулана чупнă, çитсессĕн, мĕн-мĕн пулса иртнине, усал ернĕ çынсене мĕн пулнине те каласа кăтартнă. 34 Вара пĕтĕм хула халăхĕ Иисуса хирĕç тухнă. Ăна курсан хăйсен çĕрĕ-шывĕнчен кайма йăлăннă.
Паралич çапнă çынна сыватни
1 Унтан Иисус кимĕ çине ларса каялла ишсе каçнă та Хăй пурăнакан хулана тавăрăннă. 2 Ун патне паралич çапнă пĕр çынна хăй выртакан вырăнĕпех çĕклесе пынă. Иисус вĕсен ĕненĕвне курнă та паралич çапнă çынна: «Хăюллăрах пул, ачам! Санăн çылăхусем каçарăнчĕç», – тенĕ. 3 «Вăл Турра хурлать», – тесе шухăшланă çавăн чухне хăш-пĕр саккун вĕрентӳçисем. 4 Иисус, вĕсен шухăшĕсене пĕлсе тăрса: «Мĕншĕн эсир хăвăр ăшăрта ырă мара шухăшлатăр? – тенĕ. 5 – Мĕн калама çăмăлтарах: „Санăн çылăхусем каçарăнчĕç“ теме е: „Тăр та утса çӳре“ теме? 6 Анчах та Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма та ирĕк пуррине сире пĕлтерессĕм килет». Çавна пĕлтерес тесе Вăл паралич çапнă çынна: «Тăр та сарнă вырăнна илсе киле кай» – тенĕ. 7 Лешĕ тăнă та вырăнне илсе килне кайнă. 8 Халăх вара, çакна курсан, питĕ тĕлĕннĕ, этеме çавнашкал вăй-хăват панă Турра мухтанă.
Матфея чĕнни
9 Çавăн хыççăн Иисус налук пухмалли çурт умĕпе иртсе пынă. Вăл унта ларакан Матфей ятлă çынна курнă та ăна: «Ман хыçăмран пыракан пул», – тенĕ. Вара лешĕ тăнă та Иисус хыççăн кайнă. 10 Пĕррехинче Иисуспа Унăн вĕренекенĕсем пĕр пӳртре апат çинĕ. Çавăн чухне налук пухакансемпе çылăхлă çынсем нумайăшĕ пынă та вĕсемпе пĕрле ĕçсе çинĕ. 11 «Мĕншĕн-ха сирĕн Вĕрентекенĕр налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиет?» – тенĕ çакна курсан фарисейсем Унăн вĕренекенĕсене. 12 Çак сăмахсене илтсен Иисус фарисейсене çапла каланă: «Тухтăр сыввисене мар, чирлисене кирлĕ. 13 „Çынсем парне кӳни мар, ырă кăмăллă пулни кирлĕ Мана“, – тенĕ вĕт Çырнинче. Кайăр та çакă мĕне пĕлтернине ăнкарса илме тăрăшăр. Эпĕ тӳрĕ пурăнакансене мар, çылăхлисене ӳкĕнме чĕнмешкĕн килнĕ».
Типĕ тытасси çинчен ыйтни
14 Çавăн чухне Ун патне Иоанăн вĕренекенĕсем пынă те çапла ыйнă: «Фарисейсем те, эпир те нумай типĕ тытатпăр, Санăн вĕренекенӳсем мĕншĕн типĕ тытмаççĕ?» 15 Иисус вĕсене çапла каланă: «Туй ачисем кĕрӳ каччă хăйсемпе пĕрле чухне кулянĕç-иАнчах та акă вĕсенчен кĕрӳ каччăна туртса илес кунсем çитĕç, çавăн чухне вĕсем типĕ тытĕç. 16 Никам та кивĕ тумтир çине çĕнĕ пир саплăк лартмасть. Апла тусан çĕнĕ саплăкĕ кивĕ пирне тăпăлтарса кăларĕ, çĕтĕкĕ вара татах пысăкланĕ. 17 Тин тунă хĕрлĕ эрехе те кивĕ сăран хутаçа тултармаççĕ. Апла тусан хутаçĕ çурăлса каять те, эрехĕ те юхса тухать, хутаçĕ те сая каять. Çĕнĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа тултараççĕ, вара иккĕшĕ те упранса юлаççĕ».
Иаир хĕрне чĕртни тата юн каякан хĕрарăма сыватни
18 Иисус вĕсене çак сăмахсене каланă чухне пĕр пуçлăх Ун патне пынă та пуççапсах каланă: «Хĕрĕм вилесле выртать, Эсĕ пырса ун çине аллуна хурсам, вара вăл чĕрĕлĕччĕ». 19 Иисус тăнă та вĕренекенĕсемпе пĕрле ун хыççăн утнă. 20 Çавăн чухне юн кайнипе вун икĕ çул асапланакан пĕр хĕрарăм хыçалтан пынă та Унăн тумтир аркине сĕртĕннĕ. 21 «Унăн тумтирне сĕртĕнсенех сывалăттăм», – тесе шухăшланă вăл хăй ăшĕнче. 22 Иисус çавăрăннă та ăна асăрхаса çапла каланă: «Хăюллă пул, хĕрĕм! Ĕненĕвӳ çăлчĕ сана». Хĕрарăм вара çав самантрах сывалнă. 23 Унтан Иисус пуçлăх килне кайнă. Пӳрте кĕрсен Вăл хăйсен йăлипе виле çинче кĕвĕ калакансене, ним тума аптăранă çынсене курнă. 24 Иисус вĕсене çапла каланă: «Тухăр-ха кунтан, хĕр ача вилмен, вăл çывăрать кăна». Çакна илтсен Иисусран кулма пуçланă. 25 Халăха кăларсан Вăл пӳлĕме кĕнĕ те хĕре аллинчен тытнă, вара хĕр тăнă. 26 Çак ĕç пирки йĕри-таврах хыпар сарăлнă.
Икĕ суккăра тата чĕлхесĕр çынна сыватни
27 Иисус унтан кайнă чух икĕ суккăр çын Ун хыççăн: «Эй, Давид йăхĕнчи Иисус, хĕрхенсем пире!» – тесе кăшкăра-кăшкăра пынă. 28 Иисус пĕр пӳрте кĕрсен, суккăрсем те Ун хыççăн кĕнĕ. «Эсир ыйтнине Эпĕ тума пултарасса ĕненетĕр-и эсир?» – тенĕ вĕсене Иисус. «Ĕненетпĕр, Хуçамăр!» – тенĕ Ăна вĕсем. 29 Унтан Вăл суккăрсен куçĕсене сĕртĕннĕ те çапла каланă: «Хăвăр ĕненнĕ пек пултăр». 30 Вара вĕсем куракан пулнă. «Астăвăр, кун çинчен никам та ан пĕлтĕр», – тенĕ хытарсах вĕсене Иисус. 31 Анчах та тухса кайсанах вĕсем çав таврара пур çĕрте те Ун çинчен калаçса çӳренĕ. 32 Вĕсем тухса кайнă чух Иисус патне усал ернĕ чĕлхесĕр çынна илсе пынă. 33 Усалне хăваласа кăларсан чĕлхесĕр çын калаçа пуçланă. «Израильте кунашкалли нихăçан та пулманччĕ», – тесе калаçнă халăх тĕлĕнсе. 34 Фарисейсем кăна çапла каланă: «Усалсене Вăл усалсен пуçлăхĕн хăвачĕпе хăваласа кăларать». Вырмалли нумай та, выраканĕ сахал 35 Иисус мĕн пур хуласемпе ялсем тăрăх унти синагогăсенче вĕрентсе, Çӳлти Патшалăх çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе, тĕрлĕ чир-чĕртен тата тĕрлĕ халсăрлăхран сыватса çӳренĕ. 36 Ушкăн-ушкăн халăха курсан Иисус вĕсене хĕрхеннĕ: арпашса та саланса кайнă çынсем кĕтӳçĕсĕр сурăхсем пекех пулнă. 37 Вара Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Вырмалли нумай та, выраканĕ сахал. 38 Çапла ĕнтĕ, ани çине выраканĕсене ятăр тесе, ана Хуçине йăлăнăр».
Вун икĕ апостол
1 Унтан Иисус Хăйĕн вун икĕ вĕренекенне чĕнсе илнĕ. Вăл вĕренекенĕсене, усал сывлăшсене хăваласа кăларччăр тесе, вĕсене пăхăнтарма, тĕрлĕ чир-чĕртен, тĕрлĕ халсăрлăхран сыватма хăват панă. 2 Вун икĕ апостолăн ячĕсем çаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унăн шăллĕ Андрей, Зеведей Иаковĕпе унăн шăллĕ Иоанн, 3 Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковĕпе Фаддей текен Леввей, 4 Симон Кананит тата Иуда Искариот. Çакă вара Ăна сутаканни пулнă. 5 Çак вун икĕ вĕренекенне Иисус çапла каласа вĕрентсе янă: «Иудейсем пурăнман çĕрсене ан кайăр, Самари хулине те ан кĕрĕр. 6 Чи малтан Израиль халăхĕ патне кайăр, вĕсем ĕнтĕ çĕтсе кайнă сурăхсем пекех. 7 Çӳренĕ чухне вара: „Çӳлти Патшалăх çывхарчĕ“, – тесе ӳкĕтлесе вĕрентĕр. 8 Чирлисене сыватăр, юхан-суранлисене тасатăр, вилнисене чĕртĕр, усалсене хăваласа кăларăр. Тӳлевсĕр илтĕр, тӳлевсĕрех парăр. 9 Хăвăрпа пĕрле укçа таврашĕ ан илĕр: ылтăннине те, кĕмĕллине те, пăхăррине те; 10 Çул çине хутаç та, тепĕр кĕпепе пушмак та, туя та ан илĕр. Ĕçлекене мĕн кирлине пама тивĕçлĕ. 11 Мĕнле те пулин хулана е яла çитсен унта кам шанчăклине ыйтса пĕлĕр те кайичченех ун патĕнче пурăнăр. 12 Пӳрте кĕрсен ырă сунса: „Çак кил-çурта канăçлăх пултăр!“ – тесе саламлăр. 13 Тивĕçлĕ кил-çурт пулсан канăçлăхăр ун çине анĕ, тивĕçсĕр пулсан эсир ырă сунни хăвăрах тавăрăнĕ. 14 Кам та пулин сире хапăл тумасан, сăмахăра та итлемесен, çав кил-çуртран е хуларан тухса кайнă чухне эсир пушмакăр çумĕнчи тусана та силлесех хăварăр. 15 Чăн калатăп сире: суд кунĕнче Содомпа Гоморра çĕрне çав хуларан çăмăлтарах пулĕ».
Çитес хĕсĕрлевсем
16 «Акă Эпĕ сире кашкăрсем хушшине сурăхсене янă пек яратăп. Ĕнтĕ эсир çĕлен пек вичкĕн ăслă, кăвакарчăн пек йăваш пулăр. 17 Çынсенчен сыхланăр, мĕншĕн тесен вĕсем сире судпа айăплама тытса парĕç, хăйсен синагогисенче хĕнĕç. 18 Вара сире Мана пула пуçлăхсемпе патшасем патне илсе кайĕç. Вĕсем умĕнче тата урăх халăх çыннисем умĕнче сирĕн Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтермелле пулĕ. 19 Сире суда тытса парсан мĕн каласси, мĕнле каласси пирки ан кулянăр, сирĕн калас сăмахăр çав самантра чĕлхе çинчех пулĕ. 20 Мĕншĕн тесен эсир хăвăр мар, сирĕнти Аçăр Сывлăшĕ мĕн каламаллине калаттарĕ. 21 Тăванĕ – тăванне, ашшĕ ачине вĕлерме тытса парĕ. Ачисем вара ашшĕ-амăшне хирĕç кайĕç, вĕсене вилĕм кӳрĕç. 22 Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç; кам вĕçне çитичченех тӳсĕ, çав çăлăнĕ. 23 Сире пĕр хулара хĕсĕрлесен эсир тепĕр хулана тарăр. Чăн калатăп сире: эсир Израилĕн пур хулисене те çитме ĕлкĕриччен Этем Ывăлĕ килĕ. 24 Вĕренекен вĕрентекенĕнчен аслă мар, тарçă та хуçинчен аслă мар. 25 Вĕренекенĕ вĕрентекен пек пулсан, тарçи хуçи пек пулсан çитет вара. Кил хуçине Веельзевул терĕç пулсан, унăн кил-йышĕ пирки пушшех те çапла каламĕç-и?»
Камран хăрамалла
26 «Çапла вара, хăвăра хирĕç çынсенчен ан хăрăр: пытарса хăварни те çиеле тухатех, вăрттăнни те паллă пулатех. 27 Эпĕ сире тĕттĕмре каланине эсир çутăра калăр, хăлхаран каланине ял илтмелле пĕлтерĕр. 28 Ӳт-пĕве пĕтерекенсенчен ан хăрăр, вĕсем чуна пĕтереймĕç. Хăрасса вара ӳт-пĕве те, чуна та тамăкра пĕтерме пултараканран хăрăр. 29 Икĕ пĕчĕкçĕ вĕçен кайăка пĕр ассарийлĕхе сутмаççĕ-и? Çапах вĕсенчен пĕри те Çӳлти Аçăр ирĕкĕсĕр çĕре ӳкмест. 30 Сирĕн пуçăр çинчи çӳç пĕрчисем те пĕтĕмпех шутра. 31 Çавăнпа та ан хăрăр: эсир, паллах, пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк йышĕнчен хаклăрах. 32 Çапла вара, кам та кам халăх умĕнче Мана ĕненнине пĕлтерет, Эпĕ те Çӳлти Аттем умĕнче çав çын çинчен пĕлтерĕп. 33 Кам халăх умĕнче Манран тунать, Эпĕ те Çӳлти Аттем умĕнче унран тунăп».
Эпĕ канăçлăх мар, хĕç кӳме килнĕ
34 «Эпĕ çĕр çине канăçлăх кӳме килнĕ тесе ан шухăшлăр. Эпĕ канăçлăх мар, хĕç кӳме килнĕ. 35 Эпĕ ывăлне – ашшĕнчен, хĕрне – амăшĕнчен, кинне – хунямăшĕнчен уйăрма килтĕм. 36 Çыншăн хăйĕн кил-йышĕсемех тăшман пулĕç. 37 Ашшĕне е амăшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивĕçлĕ мар. Ывăлне е хĕрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивĕçлĕ мар. 38 Кам хăйĕн асап хĕресне йăтса Ман хыççăн пымасть, çав Мана тивĕçлĕ мар. 39 Хăйĕн пурăнăçне упраса хăваракан ăна çухатĕ. Хăйĕн пурăнăçне Мана халалласа çухатакан ăна упраса хăварĕ».
Илес сăвап
40 «Сире йышăнакан Мана та хапăл тăвать. Мана хапăл тăвакан Мана кунта Яракана та йышăнать. 41 Пророка пророк пулнишĕн хапăл тăвакан пророкпа танах сăвап илĕ. Тӳрĕлĕхлĕ çынна тӳрĕ пурăннишĕн хапăл тăвакан та тӳрĕлĕхлĕ çынпа танах сăвап илĕ. 42 Чăн калатăп сире: кам çак кĕçĕннисенчен пĕрне Ман вĕренекенĕм пулнăшăн пĕр курка та пулин сивĕ шыв ĕçтерет, вăл илес сăвапне çухатмĕ».
1 Хăйĕн вун икĕ вĕренекенне ăс парса каланă хыççăн Иисус, çав хуларан тухса, вĕрентме тата ӳкĕтлеме ытти хуласене кайнă.
Иоанăн вĕренекенĕсем тата Иисус
2 Иоанн вара тĕрмере ларнă чух Христос ĕçĕсем çинчен илтнĕ те хăйĕн икĕ вĕренекенне: 3 «Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янă. 4 Иисус вĕсене хуравланă: «Мĕн курни-илтнине Иоана кайса каласа кăтартăр: 5 суккăррисем куракан пулаççĕ, уксаххисем çӳрекен пулаççĕ, юхан-суранлисем тасалаççĕ, хăлхасăррисем илтекен пулаççĕ, вилнисем чĕрĕлсе тăраççĕ, чухăннисем хушшинче Ырă Хыпар сарăлать. 6 Ман пирки иккĕленмен çын телейлĕ». 7 Вĕсем кайсассăн Иисус халăха Иоанн çинчен кала пуçланă: «Эсир пуш хире мĕн курма кайрăр? Çилпе хумханса ларакан хăмăша-и? 8 Мĕн курма кайрăр вара эсир? Капăр тумтирлĕ çынна курма-и? Анчах та капăр тумтир тăхăннă çынсем патша çуртĕнче пурăнаççĕ. 9 Мĕн курма кайрăр-ха эппин? Пророка курма-иÇапла, калатăп сире, вăл пророкран та аслă. 10 „Акă Эпĕ Сан умăнтан хыпарçăма яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ“, – тенĕ Çырнинче. Вăл шăпах çавă. 11 Чăн калатăп сире: этем йăхĕнче Шыва кĕртекен Иоанран аслăраххи пулман, анчах та Çӳлти Патшалăхри чи кĕçĕнни те унран аслă. 12 Шыва кĕртекен Иоанран пуçласа паян кунчченех Çӳлти Патшалăха тăрăшулăхпа илеççĕ, пит тăрăшакансем ăна тупаççĕ. 13 Мĕншĕн тесен Иоанн киличчен мĕн пур пророкла каланисене тата Моисей саккунне пĕлтернĕ ĕнтĕ. 14 Эсир çак шухăшăма йышăнма хатĕр пулсан, калам: Иоанн вăл – килмелле тенĕ Илия. 15 Илтме хăлха пурри илттĕр! 16 Кампа танлаштарам-ши çак ăру çыннисене? Вĕсем урамра ларакан ачасем евĕрлĕ, вĕсем хăйсен юлташĕсене çапла калаççĕ: 17 „Эпир сирĕншĕн шăхличĕ каларăмăр – эсир ташламарăр, эпир сирĕншĕн хурлăхлă юрă юрларăмăр – эсир йĕмерĕр“. 18 Акă Иоанн килчĕ те – типĕ тытать, эрех таврашĕ ĕçмест. „Усал ернĕ ăна“, – теççĕ çынсем. 19 Этем Ывăлĕ килчĕ те – çиет те, ĕçет те. „Ку çын çиме те, хĕрлĕ эрех ĕçме те юратать, налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе туслă“, – теççĕ çавсемех. Анчах та Турă ăслăлăхне ачисем тӳрре кăларчĕç ĕнтĕ». Ӳкĕнмен хуласене хуйхă пулĕ 20 Унтан Иисус Хăй нумайрах хăват кăтартнă хуласене ӳкĕнменшĕн ӳпкелеме тытăннă: 21 «Хуйхă пулĕ сана, Хоразин! Хуйхă пулĕ сана, Вифсаида! Эсир курнă хăватсене Тирпа Сидонра кăтартнă пулсан, вĕсем тахçанах хуйхă тумтирĕ тăхăнса, хурланса çылăхĕсенчен ӳкĕннĕ пулĕччĕç. 22 Калатăп сире: суд кунĕнче Тирпа Сидон хулисене сирĕнтен çăмăлтарах пулĕ. 23 Эсĕ те, хăвна тӳпе таранах мăнна хуракан Капернаум хули, тамăк тĕпнех анса кайăн. Сан урамусенче кăтартнă хăватсене Содомра кăтартнă пулсан вăл паянхи кунчченех ларнă пулĕччĕ. 24 Çапах та калатăп сире: суд кунĕнче Содом çĕрне санран çăмăлтарах пулĕ».
Ман патăма килĕр те канлĕх илĕр
25 Çавăн чухне Иисус, сăмахне малалла тăсса, çапла каланă: «Эй, Аттем, çĕрпе пĕлĕт Хуçи! Эсĕ çакна ăслă-тăнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пĕлмелле тунăшăн Сана мухтатăп. 26 Çапла, Аттем! Санăн ырă ирĕкӳ çавнашкал пулнă. 27 Аттем Мана йăлтах панă. Ашшĕсĕр пуçне Ывăлне никам та пĕлмест. Ашшĕне те Ывăлĕсĕр пуçне никам та пĕлмест, Ывăлĕ пĕлтерес тесен анчах пĕлĕç. 28 Эй, эсир, йывăр çĕклемпе халтан кайнисем! Пурте Ман патăма килĕр, Эпĕ сире канлĕх парăп. 29 Эпĕ йăваш та лăпкă кăмăллă, çавăнпа Ман туртам хушшине тăрăр, Манран тĕслĕх илĕр, вара канлĕхĕре тупăр. 30 Мĕншĕн тесен Ман лава туртма ырă, Ман çĕклемĕм çăмăл».
Христос тата шăмат кун
1 Нумаях та вăхăт иртмен, пĕр шăмат кун Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă. Вĕренекенĕсен çиесси килнĕ те вĕсем пучахсене тата-тата илсе тырă пĕрчисене çиме пуçланă. 2 Фарисейсем çакна курнă та Иисуса каланă: «Акă Санăн вĕренекенӳсем шăмат кун тума юраманнине тăваççĕ». 3 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Пĕррехинче, Давид хăй тата унпа пĕрле пулнисем выçăпа аптăрасан, вăл мĕн тунине вуламан-им эсир? 4 Епле вăл, кĕлĕ çуртне кĕрсе, Турра халалланă çăкăрсене çинĕ. Çав çăкăрсене унăн хăйĕн те, унпа пĕрле пулнисен те çиме юраман вĕт-ха, вĕсене пĕртен-пĕр священниксем кăна çиме пултарнă. 5 Е тата шăмат кунсенче священниксем Турă çуртĕнче шăмат кун тума хушман ĕçсене тăваççĕ пулин те, вĕсем айăплă мар тенине эсир саккунра вуламан-им? 6 Анчах та калатăп сире: халĕ çакăнта Турă çуртĕнчен те Аслăраххи пур. 7 Çырнинче: „Çынсем парне кӳни мар, ырă кăмăллă пулни кирлĕ Мана“, – тенине ăнланса илнĕ пулсан эсир çак айăпсăр çынсене айăпламăттăр, 8 мĕншĕн тесен Эпĕ, Этем Ывăлĕ, – шăмат кун хуçи те».
Иисус алли типнĕ çынна сыватать
9 Çавăнтан кайсан Иисус унти пĕр синагогăна кĕнĕ. 10 Унта алли типнĕ çын пулнă. Иисуса айăплама сăлтав тупас тесе синагогăрисем Унран: «Шмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнă. 11 Иисус вĕсене çапла каланă: «Хăйĕн пĕртен-пĕр сурăхĕ шăмат кун шăтăка кĕрсе ӳксен, сирĕнтен кам ăна туртса кăлармĕ? 12 Этем сурăхран мĕн чухлĕ пахарах! Çапла вара, шăмат кун ырă ĕç тума юрать». 13 «Аллуна тăс-ха», – тенĕ унтан Иисус çав çынна. Лешĕ тăснă та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тăнă. 14 Фарисейсем вара синагогăран тухсанах Ăна вĕлерме кавар тунă. Анчах та Иисус, çавна пĕлсе, унтан кайнă.
Суйласа илнĕ Ачам
15 Ун хыççăн темĕн чухлĕ халăх пынă, Иисус пурне те сыватнă. 16 Вĕсене Иисус Хăй çинчен каласа çӳреме хушман. 17 Вăл çапла Исаия пророк урлă Турă каланă çак сăмахсем пурнăçланччăр тесе тунă: 18 «Акă Манăн суйласа илнĕ, Манăн юратнă, чунăм савнă Ачам. Эпĕ Ун çине Хам Сывлăшăма ярăп, Вăл мĕн пур халăхсене тĕрĕслĕхе пĕлтерĕ. 19 Вăл тавлашса, кăшкăрашса çӳремĕ, никам та Ун сассине урамра илтеймĕ. 20 Тĕрĕслĕхе çиеле кăлариччен Вăл хуçăла пуçланă хăмăша та хуçмĕ, сӳне пуçланă çутаткăçа та сӳнтермĕ. 21 Вăл пур халăхшăн та шанчăк пулса тăрĕ».
Усалсене Иисус мĕнле хăватпа хăваласа кăларать
22 Унтан Иисус патне усал ернĕ суккăр тата чĕлхесĕр çынна çавăтса пынă. Иисус ăна сыватнă, çапла вара суккăр тата чĕлхесĕр çын калаçма та, курма та пуçланă. 23 Иисус мĕн тунине курсан пĕтĕм халăх тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. «Çакă Давид йăхĕнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнă çынсем. 24 Çавна илтсен фарисейсем вара çапла каланă: «Усалсене Вăл урăх нимĕнле хăватпа та мар, усалсен пуçлăхĕн, Веельзевулăн, хăвачĕпе хăваласа кăларать». 25 Иисус, фарисейсен шухăшĕсене пĕлсе, вĕсене çапла каланă: «Кирек мĕнле патшалăх та хирĕçсе-пайланса кайсан пушанса юлать; кирек мĕнле хула та, кил-йыш та хирĕçсе-пайланса кайсан арканать. 26 Çавнашкалах, шуйттан шуйттана хăваласа кăларать пулсан, эппин вăл хăйпе хăй хирĕçет. Апла пулсан, унăн патшалăхĕ епле тытăнса тăрайтăр? 27 Эпĕ усалсене Веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, апла сирĕн халăх ывăлĕсем кам хăвачĕпе хăваласа кăлараççĕ? Çавăнпа сире суд тăвакансем те вĕсемех пулĕç. 28 Эпĕ усалсене Турă Сывлăшĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, эппин, паллах, сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çитнĕ пулать. 29 Е тата, вăйлă çынна малтанах çыхса пăрахмасан, кам унăн çуртне кĕрсе япалисене çаратса тухма пултарĕ-ха? Паллах, çыхса пăрахсан тин унăн çуртне çаратайĕ. 30 Кам Ман майлă мар, çав Мана хирĕç; кам Манпа пухмасть, çав салатса пĕтерет. 31 Çавăнпа калатăп сире: этемсен кирек епле çылăхĕ те, хурлани те каçарăнĕ, анчах та Святой Сывлăша хурлани каçарăнмĕ. 32 Этем Ывăлне хирĕç сăмах калакана каçарĕç, Святой Сывлăша хирĕç калакана вара кунти пурăнăçра та, лери пурăнăçра та каçармĕç».
Йывăçпа çимĕçĕ çинчен
33 «Йывăçне аван тетĕр пулсан çимĕçне те аван тейĕр; йывăçне начар тетĕр пулсан çимĕçне те начар тейĕр – йывăçа çимĕçне кура хаклаççĕ. 34 Эй, çĕлен çурисем! Хăвăр усал пулсассăн епле-ха эсир ырри çинчен калаçма пултаратăр? Этемĕн чĕри мĕнпе тулнă, чĕлхи-çăварĕ те çавнах калать. 35 Ырă çыннăн ырă кăмăлĕнчен ырри тухать, усал çыннăн усал кăмăлĕнчен усалли тухать. 36 Çавăнпа та калатăп сире: асăрханмасăр каланă кашни сăмахшăн суд кунĕнче çынсен явап тытмалла пулĕ. 37 Мĕншĕн тесен каланă сăмахна кура Турă сана е тӳрре кăларĕ, е айăплĕ».
Хăват кăтартма ыйтни
38 Çавăн хыççăн хăш-пĕр саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем Иисуса: «Вĕрентекен! Эпир Эсĕ хăват кăтартма пултарнине курасшăн», – тенĕ. 39 Иисус вĕсене çапла тавăрса каланă: «Усал та пăсăк ăру хăватшăн антăхать, анчах та Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна нимĕнле хăват та пулмĕ. 40 Иона кит ăшĕнче виçĕ кун та виçĕ каç пулнă пек, Этем Ывăлĕ те çĕр айĕнче виçĕ кун та виçĕ каç пулĕ. 41 Суд кунĕ çитсен Ниневи çыннисем çак ăрупа пĕрле чĕрĕлсе тăрĕç те ăна айăплĕç, мĕншĕн тесен вĕсем Иона ӳкĕтленине илтсен ӳкĕннĕ пулнă. Акă халĕ кунта Ионăран та Аслăраххи пур. 42 Суд кунĕ çитсен кăнтăр енчи çĕр-шыври хĕрарăм патша çак ăрупа пĕрле чĕрĕлсе тăрĕ те ăна айăплĕ, мĕншĕн тесен вăл Соломон ăслăлăхне итлеме тĕнче хĕрринченех килнĕ пулнă. Акă халĕ кунта Соломонран та Аслăраххи пур».
Усал сывлăш тавăрăнасси çинчен
43 «Çын ăшĕнчен тухсан усал сывлăш канлĕх шыраса шывсăр вырăнсенче çапкаланса çӳрет, анчах тупаймасть. 44 Вара вăл çапла шухăшлать: „Хам тухнă çуртăма каялла тавăрăнам-ха“. Тавăрăнсассăн пушă, тирпейлесе тасатнă çурт курать. 45 Вара вăл каять те хăйпе пĕрле хăйĕнчен те усалтарах тепĕр çичĕ сывлăша ертсе пырать. Çавăнтах вĕсем ун ăшне кĕрсе пурăнма пуçлаççĕ. Çав çынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Çак усал рăва та çаплах пулĕ».
Иисус Христос Амăшĕпе тăванĕсем
46 Иисус халăха çак сăмахсене каласа тăнă вăхăтра Унăн Амăшĕпе тăванĕсем Унпа калаçасшăн тулта кĕтсе тăнă. 47 «Авă Аннӳпе тăванусем Санпа калаçасшăн тулта кĕтсе тăраççĕ», – тенĕ Иисуса пĕр çын. 48 «Кам Манăн Аннем? Камсем Манăн тăванăмсем?» – тенĕ Иисус Хăйне çапла каланă çынна. 49 Унтан вĕренекенĕсем çинелле аллипе тĕллесе каланă: «Акă Манăн аннемпе тăванăмсем. 50 Мĕншĕн тесен кам Çӳлти Аттем ирĕкне пурнăçласа пурăнать, çавă Манăн тăванăм та, аннем те пулать».
Акаçă çинчен каланă ытарлăх
1 Çав кунхинех Иисус килтен тухнă та тинĕс хĕррине кайнă. Вăл унта вĕрентсе ларнă. 2 Ун патне темĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă, çавăнпа Унăн кимĕ çине ларма тивнĕ. Мĕн пур халăх вара çыран хĕрринче тăнă. 3 Иисус халăха ытарлăн каласа нумай вĕрентнĕ. Вăл çапла каланă: «Пĕр акаçă акана тухнă. 4 Акнă чухне хăш пĕрчисем çул хĕррине ӳкнĕ, кайăксем вĕçсе пынă та çав пĕрчĕсене сăхса пĕтернĕ. 5 Хăшĕ тата чуллă, сахал тăпраллă çĕре ӳкнĕ, тăпри ăшăх пулнăран калча часах шăтса тухнă. 6 Анчах та хĕвел тухсанах ăна ĕнтсе янă, тымар ярайман калча вара типсе ларнă. 7 Хăшĕ тата пиçенлĕ вырăна ӳкнĕ, пиçен çитĕнсе кайнă та калчана пусса лартнă. 8 Хăшĕ тата пулăхлă çĕр çине ӳкнĕ те тулли пучах кăларнă: пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрчĕ, тепри утмăл пĕрчĕ, тата тепри вăтăр пĕрчĕ пултарнă. 9 Илтме хăлха пурри илттĕр!»
Ытарлăн калани çинчен
10 «Мĕншĕн Эсĕ çынсене ытарлăн каласа вĕрентетĕн?» – тесе ыйтнă Унран вĕренекенĕсем çывăхарах пырса. 11 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Мĕншĕн тесен сире Çӳлти Патшалăх вăрттăнлăхĕсене пĕлме тивĕç панă, вĕсене вара – паман. 12 Камăн пур, ăна татах парĕç, унăн ытлашшипех пулĕ. Камăн çук, унăнне пур пеккине те туртса илĕç. 13 Вĕсем пăхсан та курмаççĕ, итлесен те илтмеççĕ, ăнланмаççĕ, çавăнпа вĕсене ытарлăн калатăп та. 14 Исаия пророкла калани вĕсенче пурнăçланĕ. Вăл çапла каланă: „Эсир хăлхапа илтсен те ăнланаймăр, куçăрсемпе пăхсан та кураймăр. 15 Çак çынсен чун-чĕри хытса ларнă, хăлхисем те аран илтеççĕ, куçĕсем те хупă. Ĕнтĕ вĕсен куçĕ курмасть, хăлхи илтмест, чун-чĕри туймасть, çавăнпа та вĕсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне çавăрăнмаççĕ“. 16 Куçăрсем курнăран, хăлхăрсем илтнĕрен эсир телейлĕ. 17 Чăн калатăп сире: пророксемпе тӳрĕ пурăнакансем нумайăшĕ эсир мĕн курнине курасшăнччĕ те – кураймарĕç, эсир илтнине илтесшĕнччĕ те – илтеймерĕç».
Акаçă çинчен каланă ытарлăха ăнлантарни
18 «Эппин акаçă çинчен каланă ытарлăх мĕне пĕлтернине тăнлăр: 19 Çул хĕррине ӳкни Çӳлти Патшалăх çинчен вĕрентнине илтсе те ăнланайман çынна пĕлтерет. Ун патне шуйттан пырать те чĕрине акнине вăрласа каять. 20 Чуллă çĕре ӳкни Турă сăмахне илтсе ăна тӳрех хавасланса йышăнакан çынна пĕлтерет, 21 анчах та унăн чун-чĕри тымарсăр та иккĕленчĕк. Сăмахшăн хĕн кăтартма е хĕсĕрлеме тытăнсан, вăл тӳрех ĕненӳрен пăрăнать. 22 Пиçенлĕ вырăна ӳкни Турă сăмахне илтекен çыннах пĕлтерет, анчах та ку тĕнчери хĕвĕшӳ, пуянлăх илĕртĕвĕ ун чĕринчи сăмаха пусса лартать те, сăмах вара тĕшĕсĕр пулать. 23 Пулăхлă çĕр çине ӳкни Турă сăмахне илтсе, ăнланса илекене пĕлтерет, ун чĕринче сăмах тĕшĕ кăларать. Çапла вара, пĕринчен çĕр пĕрчĕ, тепринчен утмăл пĕрчĕ, тата тепринчен вăтăр пĕрчĕ пулать». Тулăпа çум курăкĕ çинчен каланă ытарлăх 24 Иисус вĕсене тата тепĕр ытарлăх каласа кăтартнă: «Çӳлти Патшалăха хăйĕн ани çине лайăх вăрлăх акнă çынпа танлаштарма пулать. 25 Анчах та çĕрле, пурте çывăрнă чухне, унăн тăшманĕ пынă та тулă хушшине çум курăкĕ акса кайнă. 26 Калча ӳссе пуç кăларсан вара çум курăкĕ те палăрнă. 27 Ана хуçин чурисем ăна çапла пырса каланă: „Хуçамăр! Эсĕ хăвăн ану çине лайăх вăрлăх акнăччĕ, епле майпа халĕ унта йăлтах çум курăкĕ пусса илнĕ?“ 28 „Темле тăшман хăтланнă çавна“, – тенĕ хуçи вĕсене. „Çумлаттарас теместĕн-и, эпир кайса çумлатпăр“, – тенĕ чурисем. 29 „Çук, çум курăкне çумланă чух унпа пĕрле тулли те тăпăлĕ, – тенĕ хуçи. 30 – Выриччен хутăшах ӳсчĕр-ха, вырмара вара выракансене çапла хушăп: çунтарса ямашкăн малтан çум курăкне пухса кĕлтен-кĕлтен çыхăр, туллине ман кĕлете пуçтарса хурăр“».
Сарă пăрăç вăррипе кăвас тĕпĕ çинчен каланă ытарлăхсем
31 Унтан Иисус вĕсене тепĕр ытарлăх каласа кăтартнă: «Çӳлти Патшалăха сарă пăрăç вăррипе танлаштарма пулать; ăна пĕр çын хăйĕн ани çине акнă. 32 Сарă пăрăç вăрри ытти вăрăсенчен чи пĕчĕкки пулин те, ӳссен вăл пахча çимĕçсенчен чи çӳлли пулса тăрать. Вăл йывăç пекех паркаланса каять, кайăксем вĕçсе пыраççĕ те унăн турачĕсем хушшинче йăва çавăраççĕ». 33 Иисус вĕсене тата тепĕр ытарлăх каланă: «Çӳлти Патшалăха кăвас тĕпĕпе танлаштарма пулать. Хĕрарăм кăвас тĕпне илнĕ те виçĕ витре çăнăхпа хутăштарса çăрнă, вара пĕтĕм чусти йӳçсе хăпарнă». 34 Çаксене пурне те Иисус халăха ытарлăн каланă, ытарлăхсăр нимĕн те вĕрентмен. 35 Вăл пророк урлă Турă калани пурнăçлантăр тесе çакнашкал вĕрентнĕ. «Çварăма ытарлăн калама уçăп та тĕнче пуçланнăранпах пытарăнса тăнине каласа пĕлтерĕп», – тенĕ пулнă пророк.
Тулăпа çум курăкĕ çинчен каланă ытарлăха ăнлантарни
36 Унтан Иисус, халăхпа сывпуллашсан, вĕренекенĕсемпе пĕрле килне кайнă. Пӳрте кĕрсен вĕренекенĕсем Унран çум курăкпа ана çинчен каланă ытарлăха ăнлантарса пама ыйтнă. 37 Вăл çапла ăнлантарнă: «Лайăх вăрлăх акаканĕ – Этем Ывăлĕ. 38 Ана вара тĕнчене пĕлтерет, лайăх вăрлăх – Турă Патшалăхĕн çыннисене, çум курăкĕ шуйттана парăннисене пĕлтерет. 39 Çум курăкне акакан тăшман – шуйттана, вырма вăхăчĕ – тĕнче пĕтмĕшне, выраканĕсем ангелсене пĕлтереççĕ. 40 Çапла вара шуйттана парăннă çынсене тĕнче пĕтмĕшĕнче çум курăкĕ пекех суйласа пухса çунакан вута пăрахĕç. 41 Этем Ывăлĕ Хăйĕн ангелĕсене ярĕ те, вĕсем Унăн Патшалăхĕнчи çылăха кĕртекенсене, усал тăвакансене пурне те çумлĕç. 42 Вара вĕсене çунакан вута пăрахĕç: унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнĕ. 43 Ун чухне сăваплисем Ашшĕн Патшалăхĕнче хĕвел пек çуталĕç. Илтме хăлха пурри илттĕр».
Çӳлти Патшалăх çинчен каланă тепĕр виçĕ ытарлăх
44 «Çӳлти Патшалăха тата ана çине чавса пытарнă мулпа танлаштарма пулать. Вăл мула пĕр çын тупнă та çавăнтах чавса пытарнă. Хайхискер савăннипе пурлăхне кайса сутнă та çав анана туяннă. 45 Çӳлти Патшалăха тата хаклă ĕнчĕ шыракан купсапа танлаштарма пулать. 46 Пĕррехинче вăл хаклăран та хаклă ĕнчĕ курнă та кайса мĕн пур пурлăхне сутса çав ĕнчĕне туяннă. 47 Çӳлти Патшалăха тата сĕреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулăçăсем çав сĕреке-тетеле тинĕсе янă та, унта тĕрлĕ йышши пулă кĕнĕ. 48 Сĕреке-тетел тулсан ăна пулăçăсем çыран хĕррине туртса кăларнă, унтан ларса юрăхлă пуллине суйласа илнĕ те савăта янă, юрăхсăррине кăларса ывăтнă. 49 Тĕнче пĕтмĕшĕнче те çаплах пулĕ: ангелсем килĕç те усаллисене сăваплисенчен суйласа илĕç. 50 Вара усаллисене çунакан вута пăрахĕç: унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнĕ». 51 «Çаксене пурне те ăнлантăр-и?» – тесе ыйтнă Иисус вĕренекенĕсенчен. «Ăнлантăмăр, Хуçамăр», – тенĕ лешсем. 52 Вара Иисус вĕсене çапла каланă: «Çӳлти Патшалăх çинчен илтсе пĕлнĕ кашни саккун вĕрентӳçине кил хуçипе танлаштарма пулать. Çав хуçа хăй пурлăхне упракан вырăнтан киввине те, çĕннине те илсе тухать».
Назарет çыннисем Иисуса ĕненменни
53 Çак ытарлăхсене каласа пĕтернĕ хыççăн Иисус унтан кайнă. 54 Вăл Хăй ӳснĕ хулана пынă та унти синагогăра халăха вĕрентнĕ. Унăн вĕрентĕвĕнчен çынсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. «Çакнашкал слăлăх тата хăват кăтартмалăх вăй ăçтан тухать-ши Унăн? – тенĕ вĕсем. 55 – Платник ывăлĕ çеç мар-им вара Вăл? Унăн Амăшĕ Мария ятлă вĕт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унăн тăванĕсем мар-и вара? 56 Унăн аппăшĕсем те пурте кунтах пурăнмаççĕ-иЭппин çавнашкал пĕлӳ ăçтан тухать Унăн?» 57 Çапла вĕсем Унăн сăмахĕсене ĕненесшĕн пулман. Иисус вара вĕсене каланă: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеплемесен те ăна тăван çĕр-шывĕнче тата килĕнче кăна хисеплемеççĕ». 58 Вĕсем ĕненменрен Иисус унта хăватсем нумаях туман вара.
Шыва кĕртекен Иоанн вилĕмĕ
1 Çав вăхăтра Иисус пирки çӳрекен сас-хура Галилея пуçлăхĕн Иродăн хăлхине те кĕнĕ. 2 Вара вăл хăйĕн улпут таврашĕсене çапла каланă: «Ку çын – Шыва кĕртекен Иоанн, вилĕмрен чĕрĕлсе тăнăран вăл хăватсем кăтартать те». 3 Ирод хăйĕн Филипп ятлă пиччĕшĕн арăмне, Иродиадăна, качча илнĕ пулнă. Çав хĕрарăма пула вăл Иоана тытса çыхтарса тĕрмене хуптарнă. 4 Мĕншĕн тесен Иоанн ăна: «Санăн инкӳпе пурăнма юрамасть», – тесе ӳпкеленĕ. 5 Ирод ăна çавăншăн вĕлерттересшĕн те пулнă, анчах халăхран хăранă. Халăх Иоана пророк тесе шутланă. 6 Пĕррехинче вара, Ирод хăйĕн çуралнă кунне уявланă чухне, Иродиадăн хĕрĕ хăнасем умĕнче ташласа Иродăн кăмăлне кайнă. 7 «Эпĕ сана тупа тусах шантаратăп, – тенĕ ăна çавăнпа Ирод, – эсĕ мĕн ыйтнине йăлтах парăп». 8 Хĕр вара амăшĕ вĕрентнипе çапла каланă: «Шыва кĕртекен Иоанн пуçне тирĕк çине хурса çакăнта илсе килсе пар». 9 Патша салхуланнă, анчах та хăнасем умĕнче тупа тунăран хĕр кăмăлне тивĕçтерме хушнă. 10 Унтан хăй çыннисене тĕрмене Иоанн пуçне кастарма янă. 11 Ĕнтĕ унăн пуçне тирĕкпе çĕклесе пырса хĕре тыттарнă, вăл ăна амăшне илсе кайса панă. 12 Вĕренекенĕсем вара Иоанн ӳтне пырса илнĕ те çĕре пытарнă. Унтан вĕсем çакăн çинчен Иисуса кайса пĕлтернĕ.
Пилĕк пин çынна тăрантарни
13 Иисус çавна илтсен çын çук вырăна пĕчченех кимĕпе ишсе кайнă. Халăх, çакăн çинчен пĕлсен, хуласенчен тухса Ун хыççăн çыран хĕррипе çуран утнă. 14 Кимĕ çинчен ансан Иисус унта çынсем нумай пулнине курнă. Вара Иисус, хĕрхенсе, вĕсен хушшинчи чирлисене сыватнă. 15 Каç пуласпа вĕренекенĕсем Ун патне пырса çапла каланă: «Кунта çын пурăнман вырăн, каç та пулса килет ĕнтĕ; ялсене кайса хăйсем валли çимелли туянма халăха яр». 16 «Вĕсен каймалла мар, çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр», – тенĕ вĕренекенĕсене Иисус. 17 Лешсем Иисуса каланă: «Пирĕн кунта пурĕ те пилĕк çăкăрпа икĕ пулă кăна». 18 «Вĕсене Мана илсе килсе парăр-ха», – тенĕ Иисус. 19 Унтан Вăл халăха çерем çине ларма хушнă, Хăй пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çӳлелле пăхнă та Турра тав тунă. Вара Иисус çăкăрсене хуçа-хуçа вĕренекенĕсене тыттарнă, лешсем çăкăр татăкĕсене халăха валеçсе панă. 20 Пурте çисе тăраннă; юлнă татăкĕсене тата вун икĕ кунтăк туллиех пухнă. 21 Хĕрарăмсемпе ачасене шутламасан, çиекенĕсем пилĕк пин çынна яхăн пулнă.
Иисус шыв çийĕпе утни
22 Çавăн хыççăнах Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене кимĕ çине ларса тинĕс леш енне Хăйĕнчен маларах ишсе каçма хушнă, Хăй халăха ăсатма юлнă. 23 Халăхпа сывпуллашсан Вăл пĕчченлĕхре кĕлтума ту çине улăхнă, çĕрле те унта пĕчченех пулнă. 24 Çав вăхăтра кимĕ тинĕс варрине çитнĕ ĕнтĕ. Çил хирĕçле пулнăран кимме хумсем лăсканă. 25 Тул çутăласпа вара Иисус вĕренекенĕсем патне тинĕс çийĕпе утса пынă. 26 Вĕренекенĕсем, Вăл тинĕс çийĕпе утса пынине курсан, пăлханса ӳкнĕ те: «Куçа мĕлке курăнать», – тенĕ. Сехрисем хăпнипе вĕсем кăшкăрсах янă. 27 Иисус вĕсене çав самантрах сасă парса: «Хастар пулăр! Ку – Эпĕ, ан хăрăр!» – тенĕ. 28 «Хуçам! – тенĕ Ăна Петр. – Енчен те Ку Эсех пулсан, эппин мана та Хăв патна шыв çийĕпе пыма хуш». 29 «Кил», – тенĕ Иисус. Петр вара кимĕрен тухса шыв çийĕпе Иисус патне утнă. 30 Анчах та çил вăйлине асăрхасан вăл хăранипе пута пуçланă. «Хуçам! Çăлсам мана!» – тесе кăшкăрса янă вăл. 31 Иисус çавăнтах аллине тăсса ăна ярса тытнă. «Эй, çителĕксĕр ĕненекен, – тенĕ ăна Иисус, – мĕншĕн эсĕ иккĕленсе кайрăн?» 32 Вĕсем кимĕ çине ларсанах çил лăпланнă. 33 Кимĕ çинчисем Ун патне пырса, пуççапса çапла каланă: «Эсĕ чăнах та Турă Ывăлĕ!»
Геннисаретра чирлисене сыватни
34 Тинĕс урлă ишсе каçсан вĕсем Геннисарет çĕрне çитнĕ. 35 Унта пурăнакансем Иисуса палласа илнĕ те çав таврана хыпар янă. Вара Иисус патне мĕн пур чирлĕ çынсене илсе пыра пуçланă. 36 «Тумтирӳ аркине те пулин сĕртĕнме ирĕк парсам», – тесе йăлăннă вĕсем Ăна. Сĕртĕнекеннисем вара сывалнă.
Ваттисен йăли-йĕркине тытса пырасси çинчен
1 Çавăн хыççăн Иисус патне Иерусалимри саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем пынă та çапла каланă: 2 «Мĕншĕн Санăн вĕренекенӳсем ваттисен йăлине пăхăнмасăр çиес умĕн аллисене çумаççĕ?» 3 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Эсир мĕншĕн тата хăвăр йăла-йĕркĕре Турă хушнинчен мала хуратăр? 4 „Аçу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшĕне е амăшне усал сăмах калакана вилĕм çиттĕр“ тесе Турă каланă-çке-ха. 5-6 Эсир вара: „Кам хăй ашшĕне е амăшне парассине Турра асăнса парать, çав ашшĕ-амăшĕ умĕнче парăмлă мар“, – тесе вĕрентетĕр. Çапла каласа эсир хăвăр йăла-йĕркешĕн Турă пил-хушăвне пăрахăçлатăр. 7 Эй, икĕ питлĕскерсем! Сирĕн çинчен Исаия пророк Турă сăмахĕсемпе аван каланă: 8 „Çак çынсем чĕлхи-çăварĕпе Ман патăмалла çывхараççĕ, сăмахпа Мана хисеплеççĕ, анчах чун-чĕрипе Манран питĕ аякра. 9 Вĕсем этем шухăшласа кăларнă вĕрентĕве, йăла-йĕркене вĕрентеççĕ пулсан, вĕсем Мана пуççапни усăсăр“». 10 Унтан Иисус халăха чĕнсе çапла каланă: «Итлĕр те ăнланса илĕр: 11 Çынна çăвара кĕрекенни мар, çăвартан тухаканни ирсĕрлетет». 12 Çав вăхăтра вĕренекенĕсем Иисус патне пынă та çапла каланă: «Пĕлетĕн-и, çак сăмахсене илтсен фарисейсем питĕ кӳренчĕç». 13 «Манăн Çӳлти Аттем акман кирек епле ӳсен-тăран та кăкланĕ, – тавăрнă вара Иисус. 14 – Фарисейсемшĕн ан кулянăр, вĕсем суккăрсене çавăтса пыракан суккăрсем. Енчен те суккăра суккăр çавăтса пырать пулсан, вĕсем иккĕшĕ те шăтăка кĕрсе ӳкĕç». 15 «Ху ытарлă каланине пире ăнлантарса парсамччĕ», – тесе ыйтнă Унран Петр. 16 Иисус вара çапла каланă: «Сирĕн те с-тăнăр халичченех уçăлса çитеймерĕ-и? 17 Çăвара кĕрекенни пурте вар-хырăма кĕрсе тулашах тухнине халиччен те ăнланмастăр-и? 18 Çăвартан тухаканни вара – чун-чĕререн тухать, çынна Турă умĕнче çавă ирсĕрлетет. 19 Мĕншĕн тесен çак усал шухăшсем пурте: çын вĕлересси, мăшăра улталасси, аскăнланасси, вăрласси, судра суйса пĕлтересси, хурласси чун-чĕререн тухаççĕ. 20 Çынна Турă умĕнче çавсем ирсĕрлетеççĕ. Алă çумасăр çини вара çынна ирсĕрлетмест».
Хананей хĕрарăмĕн ĕненĕвĕ
21 Унтан Иисус Тирпа Сидон çĕрне тухса кайнă. 22 Ун патне çавăнти пĕр хананей хĕрарăмĕ пынă та: «Эй, Хуçам, Давид йăхĕн Ывăлĕ, хĕрхенсем мана! Хĕрĕм усал ернипе питĕ асапланать», – тенĕ кăшкăрсах. 23 Иисус ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен. Вĕренекенĕсем Ун патне пынă та: «Ку хĕрарăма кайма хуш-ха, вăл пĕрмай пирĕн хыçран кăшкăрашса пырать», – тенĕ. 24 «Турă Мана Израиль ăрăвĕн çĕтсе кайнă сурăхĕсем патне кăна янă», – тесе тавăрнă Иисус. 25 Çапах та хĕрарăм пынă та Ун умне чĕркуçленсе ларса: «Хуçам! Пулăшсам мана!» – тенĕ. 26 Иисус вара çапла тавăрнă: «Ачасем çиес çăкăра йытăсене пăрахса пани аван мар». 27 «Çапли çапла та-ха, Хуçам, – тенĕ хĕрарăм, – анчах йытăсем те хуçисен сĕтелĕ çинчен ӳкнĕ тĕпренчĕксене çиеççĕ-çке». 28 Иисус вара ăна çапла тавăрнă: «Эй, хĕрарăм! Санăн ĕненĕвӳ чăнласах та çирĕп, ху ыйтнă пек пултăр эппин». Вара унăн хĕрĕ çав самантрах сывалнă.
Иисус чирлисене сыватни
29 Унтан кайсан Иисус Галилея тинĕсĕ хĕррине çитнĕ, вара пĕр сăрт çине хăпарнă та çавăнта ларнă. 30 Ун патне пит нумай халăх пухăннă. Çынсем хăйсемпе пĕрле уксах-чăлахсене, суккăрсене, чĕлхесĕрсене, сусăрсене тата ытти чирлисене йышлăн илсе пынă, вĕсене Иисус умне вырттарнă. Иисус вĕсене сыватнă. 31 Халăх вара чĕлхесĕррисем калаçнине, сусăррисем тӳрленнине, уксаххисем çӳренине, суккăррисем куракан пулнине курса тĕлĕннĕ. Пурте Израиль Туррине мухтанă.
Тăватă пин çынна тăрантарни
32 Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: «Çак халăха Эпĕ шеллетĕп: вĕсем ĕнтĕ виçĕ кун хушши Манпа пĕрле, çимелли те вĕсен нимĕн те çук. Çул çинче халтан каясран Ман вĕсене выçăлла кăларса ярас килмест». 33 «Кунта, çын пурăнман вырăнта, çакăн чухлĕ халăха тăрантармалăх ăçтан çăкăр тупас пирĕн?» – тенĕ Ăна вĕренекенĕсем. 34 «Сирĕн миçе çăкăр пур?» – ыйтнă Иисус. «Çичĕ çăкăрпа темиçе пĕчĕк пулă», – тавăрнă лешсем. 35 Вара Иисус халăха çерем çине ларма хушнă. 36 Унтан çав çичĕ çăкăрпа пулла илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене хуçа-хуçа тыттарнă, вĕренекенĕсем халăха валеçсе панă. 37 Пурте çисе тăраннă. Юлнă татăкĕсене тата çичĕ карçинкка туллиех пухнă. 38 Хĕрарăмсемпе ачасемсĕр пуçне, çиекенĕсем пурĕ тăватă пин çын пулнă. 39 Кайран Иисус, халăхпа сывпуллашса, кимĕ çине ларнă та Магдала çĕрне ишсе кайнă.
Тӳперен хăват кăтартма ыйтни
1 Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынă та, Ăна тĕрĕслес тесе, тӳперен хăват кăтартма ыйтнă. 2 Вăл вара вĕсене çапла хуравланă: «Каçхине эсир: пĕлĕт хĕрелет – уяр пулать тетĕр. 3 Ирхине эсир: пĕлĕт йăм-хĕрлĕ – паян çанталăк пăсăлать тетĕр. Икĕ питлĕскерсем! Тӳпери паллăсене уйăрма пĕлетĕр, вăхăт паллисене уйăрма пĕлейместĕр-и? 4 Усал та пăсăк ăру хăватшăн антăхать, анчах та Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна нимĕнле хăват та пулмĕ». Унтан Иисус вĕсене пăрахса кайнă.
Фарисейсемпе саддукейсен кăвас тĕпĕ çинчен
5 Тинĕс тепĕр енне ишсе каçнă чух Унăн вĕренекенĕсем хăйсемпе пĕрле çăкăр илме маннă. 6 «Асăрханăр, – тенĕ вĕсене Иисус, – фарисейсемпе саддукейсен кăвас тĕпĕнчен сыхланăр». 7 «Эпир çăкăр илме маннăран çапла калать пулĕ Вăл», – тесе шухăшланă вĕренекенĕсем хăйсен ăшĕнче. 8 Иисус вара вĕсен шухăшĕсене пĕлсе çапла каланă: «Эй, çителĕксĕр ĕненекенсем! Мĕншĕн эсир хăвăр ăшăрта çăкăр илменни çинчен шухăшлатăр» Халичченех ăнланмастăр-и? Пилĕк çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарнине, юлашкине тата темиçе кунтăк пухнине астумастăр-им? 10 Тата çичĕ çăкăрпа тăватă пин çынна тăрантарнине, юлашкине миçе карçинкка пухнине те манса кайрăр-им? 11 „Фарисейсемпе саддукейсен кăвас тĕпĕнчен сыхланăр“, – тесе Эпĕ çăкăр пирки каламаннине епле-ха ăнланаймастăр?» 12 Иисус кăвас тĕпĕнчен мар, фарисейсемпе саддукейсен вĕрентĕвĕнчен сыхланма каланине вĕренекенĕсем тинех тавçăрса илнĕ.
Иисус кам пулнине Петр пĕлтерни
13 Филипп Кесарийĕ таврашĕнчи çĕрсене пырсан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсенчен çапла ыйтнă: «Çынсем Мана, Этем Ывăлне, кам вырăнне хураççĕ?» 14 «Пĕрисем – Шыва кĕртекен Иоанн вырăнне, теприсем – Илия вырăнне, хăшĕ-пĕрисем тата Иеремия е пĕр-пĕр урăх пророк вырăнне хураççĕ», – тавăрнă вĕсем. 15 «Эсир хăвăр вара Мана кам вырăнне хуратăр?» – тенĕ Иисус вĕсене. 16 «Эсĕ – Чĕрĕ Туррăн Ывăлĕ, Христос», – тавăрнă вара Петр текен Симон. 17 «Телейлĕ эсĕ, Иона ывăлĕ Симон, мĕншĕн тесен сана çав чăнлăха этем мар, Манăн Çӳлти Аттем уçса пачĕ. 18 Ĕнтĕ Эпĕ сана калатăп: эсĕ – Петр. Эпĕ ĕненекен ушкăнсем йĕркеленĕ чухне эсĕ вĕсемшĕн чул никĕс пулăн. Вара çав Чиркĕве тамăк хапхи те çĕнтереймĕ. 19 Эпĕ сана Çӳлти Патшалăха кĕмелли алăкăн уççине парăп. Эсĕ çĕр çинче мĕне чарăн, çавă тӳпере те чаруллă пулĕ; эсĕ çĕр çинче мĕне чармăн, çавă тӳпере те ирĕклĕ пулĕ». 20 Çавăн чухне Вăл вĕренекенĕсене Хăй, Иисус, Турă Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен калани
21 Çавăнтан вара Иисус вĕренекенĕсене Хăйĕн Иерусалима каймалли çинчен, унта ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксенчен тата саккун вĕрентӳçисенчен нумай асап курмалла пуласси çинчен кала пуçланă. Тата Вăл вĕренекенĕсене Хăйне вĕлересси çинчен, виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен те каласа ăнлантарнă. 22 Çавăн чухне Петр Ăна аяккалла чĕнсе илнĕ те хирĕçлесе çапла каланă: «Эй, Хуçамăр! Турă хăтартăрах! Санпала унашкалли ан пултăрах!» 23 Иисус вара Петр енне çавăрăнса каланă: «Кай Ман патăмран, шуйттан! Эсĕ Мана илĕртсе иккĕлентеретĕн; эсĕ Турра юрăхли çинчен мар, этеме юрăхли çинчен шухăшлатăн». 24 Унтан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Кам Ман хыççăн пыракан пулас тет, çав хăй çинчен манса, хăйĕн асап хĕресне йăтса, Ман хыççăн пытăр. 25 Мĕншĕн тесен хăйĕн пурăнăçне упраса хăварас текен ăна çухатĕ. Хăйĕн пурăнăçне Мана халалласа çухатакан ăна тупĕ. 26 Çын, пĕтĕм тĕнчене хăй аллине илсен те, хăй чунне сиен тусан, ăна мĕн усси пулĕ? Çын хăй чунне мĕн хакпа илейĕ? 27 Этем Ывăлĕ Çӳлти Ашшĕн мухтавĕпе, ангелĕсемпе килĕ те пурне те ĕçĕсене кура тавăрса парĕ. 28 Чăн калатăп сире: çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем Патша пулса килекен Этем Ывăлне курмасăр та вилмĕç».
Иисус Христос сăн-сăпачĕ улшăнни
1 Пĕр ултă кун иртсен Иисус Петра тата пĕртăван Иаковпа Иоана кăна Хăйпе пĕрле илнĕ те çӳллĕ ту çине улăхнă. 2 Çавăнта вара вĕсен умĕнчех Унăн сăн-сăпачĕ улшăннă: сăнĕ хĕвел пек ялтăраса кайнă, тумтирĕ чăлт шуррăн çуталса тăнă. 3 Сасартăк вĕсене Иисуспа калаçса тăракан Моисейпа Илия курăннă. 4 Вара Петр Иисуса çапла каланă: «Хуçамăр! Пире кунта епле аван. Кмăлу пулсан, эпир кунта виçĕ хӳшĕ тăвăпăр: пĕрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 5 Петр çапла каласа тăнă чухнех сасартăк вĕсене çутă пĕлĕт хупласа илнĕ. Пĕлĕт çинчен вара: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Унра; Ăна итлĕр», – текен сасă илтĕннĕ. 6 Çакна илтсен Иисусăн вĕренекенĕсем хăранипе çĕр çумне тĕшĕрĕлнĕ. 7 Иисус вĕренекенĕсем патне пынă та вĕсене сĕртĕнсе каланă: «Тăрăрах, ан хăрăр». 8 Пуçĕсене çĕклесе пăхсан вĕсем Иисуссăр пуçне урăх никама та курман. 9 Ту çинчен аннă чухне вара Иисус вĕренекенĕсене çапла хушнă: «Этем Ывăлĕ вилĕмрен чĕрĕлсе тăриччен çак курăну пирки никама та ан калăр». 10 «Мĕншĕн-ха саккун вĕрентӳçисем Христосран маларах Илия килмелле теççĕ?» – ыйтнă Унран вĕренекенĕсем. 11 Иисус вĕсене çапла тавăрса каланă: «Малтан Илия килсе йăлтах хатĕрлесе хумалла тени тĕрĕсех. 12 Анчах та калатăп сире: Илия килнĕччĕ ĕнтĕ, ăна çынсем паллаймарĕç, унпа хăйсем мĕн тăвас тенине турĕçех. Вĕсем Этем Ывăлне те çавнашкал асап кăтартĕç». 13 Вара вĕренекенĕсем хăйсене Иисус Шыва кĕртекен Иоанн пирки каланине ăнланса илнĕ.
Усал сывлăш ернĕ ачана сыватни
14 Иисуспа вĕренекенĕсем халăх пухăннă çĕре çитсессĕнех Ун патне пĕр çын çывхарнă та Ун умне чĕркуçленнĕ. 15 «Хуçамăр, ывăлăма хĕрхенсем: уйăх çĕнелсен вăл усал ернипе питĕ асапланать; тăтăшах е вута, е шыва сикет, – тенĕ çав çын. 16 – Эпĕ ăна Санăн вĕренекенӳсем патне илсе килнĕччĕ, анчах вĕсем ăна сыватаймарĕç». 17 «Эй, ĕненмен, пăсăк ăру! Тата хăçанччен Манăн сирĕнпе пулмалла-ши? Хăçанччен Манăн сире тӳсмелле-шиАчине Ман патăма илсе килĕр эппин», – тавăрса каланă Иисус. 18 Унтан Вăл усала чарнă та, лешĕ ача ăшĕнчен тухса тарнă. Арçын ача çав самантрах сывалнă. 19 Çавăн чухне вĕренекенĕсем ушкăнран уйăрăлса Иисус патне пынă та: «Мĕншĕн эпир усала хăваласа кăлараймарăмăр?» – тесе ыйтнă. 20 Иисус вара вĕсене çапла хуравланă: «Мĕншĕн тесен эсир çителĕксĕр ĕненетĕр. Чăн калатăп сире: эсир пĕр пĕрчĕк анчах ĕненсессĕн те, çак тăва: „Кунтан çавăнта куçса лар“, – тесен, вăл куçса ларĕччĕ. Эсир пултарайманни нимĕн те пулмĕччĕ. 21 Усал-тĕсел таврашне типĕ тытнипе тата кĕлтунипе çеç хăваласа кăларма пулать».
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен тепĕр хут калани
22 Галилейăра пурăннă чухне Иисус вĕренекенĕсене каланă: «Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç, 23 Ăна вĕлерĕç, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ». Çакна илтсен вĕренекенĕсем хуйха ӳкнĕ.
Турă Çурчĕшĕн тӳлемелли налук çинчен
24 Иисуспа вĕренекенĕсем Капернаумра чухне Петр патне Турă Çурчĕ валли налук пухакансем пырса каланă: «Сирĕн Вĕрентекен налук укçи тӳлет-и?» 25 «Тӳлĕ-ха», – тенĕ Петр. Унтан, Петр пӳрте кĕрсен, сăмах хушма ĕлкĕричченех Иисус ăна çапла каланă: «Симон, эсĕ мĕнле шухăшлатăн? Çĕр çинчи патшасене хырçă-налук камсен тӳлемелле? Хăйсен çĕр-шывĕнче пурăнакансен е пăхăнтарнă ют халăхсен?» 26 «Ют халăхсен», – тенĕ Петр. Вара Иисус ăна каланă: «Эппин хăйсен çĕр-шывĕнче пурăнакансем ирĕклĕ, вĕсен тӳлемелле мар. 27 Çапах та налук пухакансем кăмăлсăр ан юлччăр тесен, тинĕс хĕррине кайса вăлта яр та чи малтан лекнĕ пулла илсе çăварне уçса пăх. Унăн çăварĕнче эсĕ пĕр статир тупăн. Çав укçа иксĕмĕршĕн те тӳлеме çитĕ, ăна вĕсене пар».
Ачасем пек пулăр
1 Çав вăхăтра вĕренекенĕсем Иисус патне пырса ыйтнă: «Çӳлти Патшалăхра аслăраххи кам пулĕ?» 2 Иисус пĕр пĕчĕк ачана кăчăк туртса чĕннĕ те ăна вĕсен умне тăратнă. 3 «Чăн калатăп сире: улшăнаймасан, ача пек пулаймасан эсир Çӳлти Патшалăха кĕреймĕр. 4 Çавăнпа та кам хăйне çак ача пек кĕçĕне хума пултарайĕ, çавă Çӳлти Патшалăхра аслăраххи пулĕ. 5 Кам çакнашкал пĕр ачана Ман ятăмшăн хапăл тăвать, çав Мана йышăнать».
Илĕртӳсем çинчен
6 «Кам Мана ĕненекен çак пĕчĕкскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕртет, çавăн мăйне арман чулĕ çакса тинĕс тĕпне путарсан, ăна хăйне лайăхрах пулĕччĕ. 7 Илĕртсе çылăха кĕртнĕрен çак тĕнче хур курать. Илĕртӳсем пулаççех, анчах та илĕртсе çылăха кĕртекен çынна хуйхă пулĕ. 8 Сана аллу е уру çылăх тума илĕртет пулсан, ăна кас та ывăтса яр. Алăсăр е урасăр ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕни ал-ураллăнах тамăка, сӳнми вута пăрахнинчен саншăн лайăхрах. 9 Сана куçу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна чавса кăларса пăрах та ывăтса яр: икĕ куçупа тамăк вутне пăрахнинчен хăрах куçупа ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕни саншăн лайăхрах».
Çухалнă сурăх çинчен каланă ытарлăх
10 «Астăвăр, çак пĕчĕкскерсем çине хисеплемесĕр ан пăхăр. Калатăп сире: вĕсен тӳпери ангелĕсем Çӳлти Аттем сăнне яланах курса тăраççĕ. 11 Мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ çухалнисене шыраса тупса çăлма килнĕ. 12 Епле шутлатăр эсир? Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр çыннăн çĕр пуç сурăх пур тейĕпĕр. Вăл, пĕр сурăхне çухатсан, тăхăр вун тăххăрăшне ту хушшинче хăварса, çухалнине шырама каймĕ-и? 13 Чăн калатăп сире: çав çын, сурăхне тупсассăн, уншăн ытти çухалман тăхăр вун тăхăр сурăхĕнчен те ытларах савăнĕ. 14 Сирĕн Çӳлти Аçăрăн ирĕкĕ те çавнашкалах: Вăл çак пĕчĕкскерсенчен пĕрне те çухатасшăн мар».
Ĕненекен тăвану çылăха кĕрсен
15 «Ĕненекен тăвану сана усал туса çылăха кĕрсен, кай та унпа куçа-куçăн калаç, ӳпкеле. Вăл сана итлесен, эсĕ тăванна каялла тавăртăн пулать. 16 Итлемесен, хупа пĕрле икĕ-виçĕ çын илсе кай. Курни-илтнине çирĕплетекен икĕ е виçĕ çын пулсан, кирек епле сăмах та тĕрĕс пулать. 17 Вĕсене те итлес темесен вара ун çинчен ĕненекен ушкăнрисене каласа кăтарт. Ĕненекен ушкăн та ăна ӳкĕте кĕртеймесен, вăл вара саншăн урăх халăх çынни пекех, налук пухакан пекех пултăр. 18 Чăн калатăп сире: эсир çĕр çинче мĕне чарăр, çавă тӳпере те чаруллă пулĕ. Çĕр çинче мĕне чармăр, çавă тӳпере те ирĕклĕ пулĕ. 19 Татах чăн калатăп сире: çĕр çинче сирĕн хушшăртан иккĕн пĕр шухăшлă пулса Турра тархасласан, Çӳлти Аттем вĕсем ыйтнине тивĕçтерĕ. 20 Мĕншĕн тесен Ман ятăмпа иккĕн е виççĕн пухăннă çĕрте Эпĕ те вĕсемпе пулатăп».
Пĕр-пĕрне каçарасси çинчен
21 Çавăн чухне Петр Иисусран пырса ыйтнă: «Хуçам, хама усал тунă ĕненекен тăванăма ман миçе хутчен каçармалла? Çичĕ хутчен-и?» 22 «Çичĕ хутчен теместĕп, çичĕ хут çитмĕл таранах тетĕп, – тавăрнă ăна Иисус. 23 – Çакна Эпĕ акă мĕншĕн калатăп: Çӳлти Патшалăх вăл çак ытарлăх евĕрлĕ. Пĕр патша чурисен парăмне тĕрĕслеме шухăш тытнă. 24 Хайхискер парăм укçи шутла пуçласан, ун патне вунă пин талант парăмлă пĕр çынна илсе пынă. 25 Парăмне тӳлесе татма укçи пулманран патша чурине хăйне те, унăн арăмĕпе ачисене те, мĕн пур пурлăхне те сутса парăма татма хушнă. 26 Çакна пĕлсен çав чура ун умне ӳксе тархасланă: „Патшам! Мана усал ан тусам, эпĕ сана пĕтĕмпех тӳлесе татăп“. 27 Патша вара çав чурана хĕрхеннĕ те, ирĕке кăларса, парăмне каçарнă. 28 Анчах та патша патĕнчен тухнă-тухманах çак чура юлташне тĕл пулнă. Юлташĕ ăна нумаях та мар, çĕр динарийлĕх парăмлă пулнă. Хайхи чура ăна çулса илнĕ те: „Парăмна тавăрса пар!“ – тесе пăва пуçланă. 29 „Мана усал ан тусам, эпĕ сана пĕтĕмпех тӳлесе татăп“, – тесе тархасланă юлташĕ ун умне ӳксе. 30 Чура ун сăмахĕсене итлесшĕн те пулман, парăмне тӳлесе татиччен ăна тĕрмене тытса хуптарнă. 31 Çакна курса тăнă ытти юлташĕсем хуйха ӳкнĕ. Вĕсем патша патне кайнă та пулса иртнĕ ĕç-пуç çинчен йăлтах каласа кăтартнă. 32 Патша вара хайхи чурана чĕнтерсе çапла каланă: „Эй, усал чура! Эсĕ мана тархасларăн та, эпĕ санăн пĕтĕм парăмна каçартăм. 33 Эп сана каçарнă пекех санăн та юлташна каçармалла марччĕ-и вара?“ 34 Çилли тулса çитнипе патша çав чурана асаплантаракансен аллине панă та пĕтĕм парăмне тӳлесе татичченех тертлентерме хушнă. 35 Çылăха кĕнĕ тăванăрсене чĕререн каçармасан Çӳлти Аттем те сирĕнпе çаплах тăвĕ».
Уйăрăласси çинчен
1 Çак сăмахсене вĕçлесен Иисус Галилейăран кайнă та Иордан леш енчи çĕрсем урлă Иудея тăрăхне пынă. 2 Ун хыççăн нумай халăх пынă, унта Вăл чирлисене сыватнă. 3 Иисус патне фарисейсем пынă та, Ăна илĕртсе тĕрĕслес тесе, ыйту панă: «Упăшкин арăмне кирек епле сăлтавпа та уйăрса яма юрать-и?» 4 Иисус вара çапла тавăрса каланă: «Пултаракан чăн малтанах çынсене арçын тата хĕрарăм пулмалла туни çинчен вуламан-им эсир5 Унтан каланă: „Çавăнпа çын ашшĕ-амăшне хăварĕ те арăмĕпе пĕрлешĕ, вара иккĕн пĕр ӳт пулĕç“. 6 Ĕнтĕ вĕсем иккĕн мар, пĕр ӳт. Çапла вара, Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр», – тенĕ. 7 «Епле-ха тата Моисей: упăшки арăмĕпе уйăрăлнă чухне унăн арăмне уйăрăлу хучĕ çырса памалла тесе хушса хăварнă?» – тенĕ Ăна фарисейсем. 8 Иисус вĕсене каланă: «Чунăрсем уçăлса çитейменрен Моисей сире арăмсене уйăрса яма ирĕк панă, малтанах апла пулман. 9 Эпĕ вара сире калатăп: кам хăй арăмне аскăн ĕçпе айăпа кĕмен çĕртех уйăрса ярса урăххине качча илет, çав мăшăра улталас çул çине тăрать. Уйăрăлнă хĕрарăма качча илни те мăшăра улталаниех пулать». 10 «Арăмпа çак çирĕп йĕркесене пăхăнса пурăнас пулсан, авланиччен авланманни», – теççĕ вĕренекенĕсем Иисуса. 11 «Эп каланине пурте мар, кама Турă ăнланма тивĕç панă, çавă ăнланĕ, – тавăрнă вĕсене Иисус. 12 – Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри çуралассах арлă-арăмлă пурăнма юрăхсăр çуралать, хăшне çынсем каярахпа юрăхсăра кăлараççĕ. Теприсем тата Çӳлти Патшалăхшăн тăрăшас тесе хăйсемех арлă-арăмлă пурăнма килĕшмеççĕ. Кама ăнланма тивĕç панă, çавă ăнлантăр».
Иисус ачасене пиллет
13 Çавăн чухне çынсем ачисене Иисус патне аллине хурса кĕлтутарма илсе пынă; вĕренекенĕсем вара вĕсене Иисуса кансĕрлеме чарнă. 14 Анчах та Иисус çапла каланă: «Ачасене Ман патăма ярăр, килме ан чарăр, мĕншĕн тесен Çӳлти Патшалăх вĕсем пеккисемшĕн». 15 Вара Вăл ачасем çине аллине хурса пилленĕ те урăх çĕре кайнă.
Иисуспа пĕр пуян çамрăк
16 Иисус патне пĕр çын пынă. «Ырă Вĕрентекен! Ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕнле ырă ĕç тумалла-ши?» – тенĕ вăл. 17 «Мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? – хуравланă ăна Иисус. – Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар. Ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрес тесен пил-хушусене пурнăçласа пурăн». 18 «Хăшсене?» – ыйтнă лешĕ Иисусран. «Ак çаксене, – тавăрнă Иисус. – Ан вĕлер, мăшăрна ан ултала, ан вăрла, судра суйса ан пĕлтер, 19 аçу-аннӳне хисепле; çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат». 20 «Эпĕ вăл пил-хушусене пурне те мĕн ачаранах пăхăнса пурăнатăп-ха, тата мĕн тумалла-ши манăн?» – тенĕ Ăна çамрăк. 21 Иисус çамрăк çынна çапла каланă: «Пĕр кăлтăксăр пулас килсен кайса хăвăн пурлăхна сут та укçине чухăнсене валеçсе пар, вара сан валли пурлăх пĕлĕт çинче пулĕ. Ху кил те Ман хыççăн пыракан пул». 22 Çак сăмахсене илтсен çамрăк çын хуйха ӳкнĕ те пăрăнса утнă, мĕншĕн тесен унăн пурлăхĕ питĕ нумай пулнă. 23 «Чăн калатăп сире, – тенĕ вара Иисус вĕренекенĕсене, – пуян çынна Çӳлти Патшалăха кĕме питĕ йывăр. 24 Тата çакна хушса калам: пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлтарах». 25 «Кам çăлăнма пултарĕ-ха эппин?» – тенĕ вĕренекенĕсем çав сăмахсене илтнĕ хыççăн пит тĕлĕнсе. 26 Иисус вĕсем çине тинкерсе пăхнă та çапла каланă: «Этем ăна тума пултараймĕ, Турă вара пурне те пултарать». 27 Çавăн чухне Петр Ăна хирĕç каланă: «Акă эпир хамăрăн мĕн пуррине пĕтĕмпех хăвартăмăр та Сан хыççăн пыракансем пултăмăр. Уншăн пире мĕн лекĕ?» 28 «Чăн калатăп сире, – тенĕ вĕсене Иисус, – пулас çĕнĕ тĕнчере, Этем Ывăлĕ Хăйĕн чаплă престолĕ çине ларсан, эсир те, Ман хыççăн пыракансем, Израилĕн вун икĕ ăрăвĕн тӳри пулмашкăн вун икĕ престол çине ларăр. 29 Кам та кам кил-çуртне, тăванĕсене, ашшĕ-амăшне, арăмне, ачи-пăчине, ани-çаранне Ман ятăмшăн пăрахса хăварнă, Турă ăна çĕр хут та ытларах тавăрса парĕ, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă тăвĕ. 30 Малтисем чылайăшĕ кайра пулĕç, кайрисем малта пулĕç».
Тара тытнă çынсем çинчен каланă ытарлăх
1 Унтан Иисус çапла каланă: «Çӳлти Патшалăх вăл хуçа евĕрлĕ. Çав хуçа ирхине ирех иçĕм çырли пахчинче ĕçлеттермешкĕн çынсене тара тытма тухнă. 2 Кунне пĕр динарий тӳлеме калаçса татăлса, вăл тара кĕрĕшекенсене хăй пахчине ĕçлеме янă. 3 Пĕр тăхăр сехет тĕлнелле хуçа каллех тухнă та пасар вырăнĕнче тара кĕрĕшес текен, ĕçсĕр ларакан ытти çынсене курнă. 4 „Эсир те манăн иçĕм çырли пахчине ĕçлеме кайăр, тивĕçлĕ чухлĕ сире те тӳлĕп“, – тенĕ хуçа вĕсене те. Лешсем вара кайнă. 5 Кăнтăрлапа тата кăнтăрла иртни виçĕ сехетсенче тухсан та хуçа çаплах тунă. 6 Унтан вара, кăнтăрла иртни пилĕк сехетсенче, вăл каллех пасар вырăнне пынă та ĕçсĕр ларакан урăх çынсене курса çапла каланă: „Кунĕпех ĕçе кĕрĕшеймерĕр-и, ахалех ларатăр-и?“ 7 „Пире тара тытакан пулмарĕ çав“, – тавăрнă лешсем ăна. „Эсир те ман пахчама ĕçлеме кайăр, мĕн тӳлемеллине сире тӳлĕç“, – тенĕ хуçа вĕсене. 8 Каç пулсан хайхи пахча хуçи хăйĕн кил-çуртне пăхса тăракана çапла каланă: „Тара кĕрĕшнисене чĕнсе кил те каярахран ĕçлеме пуçланисенчен тытăнса малтан ĕçлеме пуçланисене пурне те укçа тӳле“. 9 Кăнтăрла иртни пилĕк сехетсенче ĕçлеме тухнисем пынă та пĕрер динарий ĕç укçи илнĕ. 10 Ирхине ирех ĕçлеме тухнисем пынă та: „Пире ытларах тӳлет пулĕ-ха“, – тесе шухăшланă. Анчах вĕсем те, калаçса килĕшнĕ пекех, пĕрер динарий илнĕ. 11 Хайхискерсем укçине илсен пахча хуçине ӳпкеле пуçланă. 12 „Кусем, кайран килнисем, пĕр сехет пек ĕçлерĕç те, пирĕнпе, кун каçа шăрăхра тар тăкса тертленекенсемпе, танах илчĕç“, – тенĕ вĕсем. 13 Хуçи вара вĕсенчен пĕрне çапла хуравланă: „Тусăм, эпĕ сана кӳрентермерĕм-çке. Кĕрĕшнĕ чухне эпир санпа пĕр динарийлĕх калаçса татăлмарăмăр-им вара? 14 Ĕçлесе илнĕ укçуна ил те каях. Эпĕ çак кайран кĕрĕшнине те сана тӳленĕ чухлех парас тетĕп. 15 Хамăн пурлăхăмпа хамăн хуçаланма ирĕк çук-им манăн? Е эпĕ ырă пулнăран эсĕ кĕвĕç куçлă?“ 16 Çапла ĕнтĕ кайрисем малта пулĕç, малтисем кайра пулĕç. Мĕншĕн тесен чĕнни нумай та – суйласа илни сахал».
Иисус Хăй вилĕмрен чĕрĕлесси çинчен виççĕмĕш хут калани
17 Иисус, Иерусалима кайнă чухне, çул çинче Вун иккĕшне Хăй патне чĕнсе илнĕ те çапла каланă: 18 «Акă ĕнтĕ эпир Иерусалималла хăпарса пыратпăр, унта Этем Ывăлне аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисен аллине тытса парĕç. Вĕсем Ăна суд туса вĕлерме йышăнĕç. 19 Унтан Этем Ывăлне урăх халăх çыннисен аллине мăшкăл кăтартма, чĕн пушăпа хĕнеме, пăталама тытса парĕç. Виççĕмĕш кунне Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăрĕ».
Зеведей ывăлĕсем ыйтни
20 Çавăн чухне Зеведей арăмĕ хăйĕн икĕ ывăлĕпе пĕрле Иисус патне пынă. Вăл Иисуса ӳксе пуççапсах темĕн тархасланă. 21 «Сана мĕн кирлĕ?» – ыйтнă унран Иисус. Зеведей арăмĕ Ăна çапла каланă: «Çак икĕ ывăлăма Хăвăн Патшалăхунта пĕрне Хăвăнтан сылтăм енне, тепĕрне сулахай енне лартма шантарсамччĕ». 22 «Хăвăр мĕн ыйтнине хăвăр та пĕлместĕр, – тавăрнă вара Иисус. – Эпĕ ĕçес асап куркине ĕçме, Эпĕ кĕрес асап шывĕпе тĕне кĕме пултарайăр-и-» «Пултаратпăр», – тенĕ ывăлĕсем. 23 «Эпĕ ĕçес асап куркине сире те ĕçме лекĕ, Эпĕ кĕрес асап шывĕпе сире те тĕне кĕме тивĕ, анчах Хамран сылтăм енне те, сулахай енне те лартаканĕ Эпĕ мар. Аттем вăл вырăнсене кам валли хатĕрленĕ, çавсем ларĕç». 24 Çак сăмахсене илтсен тепĕр вунă вĕренекенĕ икĕ пĕртăвана питĕ тарăхса кайнă. 25 Иисус вара вĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: «Халăхсен патшисем халăхпа хуçаланнине, пуçлăхсем те халăха пăхăнтарнине эсир пĕлетĕр. 26 Сирĕн хушшăрта вара апла пулмалла мар: хăвăр хушшăрта асли пулас текенĕн ыттисемшĕн тарçă пулмалла. 27 Хăвăр хушшăрта малти пулас текенĕн ыттисемшĕн чура пулмалла. 28 Этем Ывăлĕ те Хăйшĕн тăрăштарма килмен, Хăй çынсемшĕн тăрăшас тесе, нумайăшне çăлмашкăн Хăй чунне тӳлевлĕхе пама килнĕ».
Икĕ суккăра сыватни
29 Иисуспа вĕренекенĕсем Иерихон ятлă хуларан тухнă чухне Ун хыççăн темĕн чухлĕ халăх пынă. 30 Çавăнта çул хĕрринче ларакан икĕ суккăр çын Иисус иртсе пырать тенине илтсен: «Эй, Хуçамăр, Давид йăхĕн Ывăлĕ, хĕрхенсем пире!» – тесе кăшкăра пуçланă. 31 Халăх вĕсене шăпланма хушнă, анчах лешсем тата хыттăнрах: «Эй, Хуçамăр, Давид йăхĕн Ывăлĕ, хĕрхенсем пире!» – тесе кăшкăрнă. 32 Вара Иисус чарăннă та суккăрсене çывăхарах чĕнсе илсе: «Эсир Манран мĕн ыйтасшăн?» – тенĕ. 33 «Эй, Хуçамăр! Пирĕн куракан пуласчĕ», – тенĕ Ăна суккăрсем. 34 Иисус, хĕрхенсе, вĕсен куçĕсене сĕртĕннĕ те, икĕ суккăр çын çав самантрах куракан пулнă. Вара вĕсем те Иисус хыççăн кайнă.
Иисус Христос Иерусалим хулине кĕни
1 Иисуспа вĕренекенĕсем Иерусалималла çывхарса пынă. Çавăн чухне, Елеон тăвĕ патĕнчи Виффагине çитсен, Иисус икĕ вĕренекенне 2 çапла хушса янă: «Çак хăвăр умăрти яла кайăр, кĕнĕ-кĕменех эсир унта тихаллă, кăкарса хунă ашак амине курăр. Эсир ăна вĕçертсе Ман патăма çавăтса килĕр. 3 Кам та пулин сире: „Мĕн хăтланатăр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуçамăра кирлĕ тесе тавăрăр, вара сире вĕсене тӳрех парса ярĕç». 4 Çакă пĕтĕмпех Турă пророк урлă калани пурнăçланма пулса иртнĕ. Пророк çапла каланă пулнă: 5 «Сион хĕрне калăр: акă йăваш кăмăллă Патшу сан патна тихаллă, ĕçе кӳлĕннĕ ашак ами çине утланса çывхарать». 6 Вĕренекенĕсем вара яла кайнă та Иисус хушнă пек тунă. 7 Ашак амипе тихине çавăтса пырса, вĕсем хăйсен тумтирĕсене ашаксем çине хунă, Иисус çав тумтирсем çине ларнă. 8 Темĕн чухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене Иисус умне çул тăрăх сарса пынă, теприсем тата йывăç турачĕсем касса çул тăрăх пăрахса пынă. 9 «Давид йăхĕн Ывăлне осанна! Хуçа Турă ячĕпе Килекен мухтавлă! Çӳл тӳпере те осанна!» – тесе кăшкăрнă Иисус умĕнче те, хыçĕнче те пыракан халăх. 10 Иисус Иерусалима пырса кĕрсен пĕтĕм хула хускалса кайнă. «Кам-ши Ку?» – тĕлĕнсе каланă хула халăхĕ. 11 «Ку вăл Иисус, Галилейăри Назаретран тухнă Пророк», – тенĕ çынсем.
Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни
12 Иисус Турă Çуртне пынă та суту-илӳ тăвакансене пурне те унтан хăваласа кăларса янă. Вăл укçа улăштаракансен сĕтелĕсене, кăвакарчăн сутакансен тенкелĕсене тӳнтере-тӳнтере тухнă. 13 «Çырнинче çапла каланă: „Манăн çуртăма кĕлĕ çурчĕ тейĕç“. Эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă», – тенĕ вĕсене Иисус. 14 Турă Çуртĕнче Ун патне суккăрсемпе уксах-чăлахсем пынă, Иисус вĕсене сыватнă. 15 Иисус тĕлĕнмелле ĕçсем тунине курсан тата ачасем те: «Давид йăхĕн Ывăлне осанна!» – тесе мухтаса кăшкăрнине илтсен аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем питĕ çилленсе кайнă. 16 «Çаксем Сан пирки мĕн каланине илтетĕн-и?» – тенĕ вĕсем Иисуса. «Илтетĕп, – хуравланă Иисус, – „пĕчĕк ачасемпе кăкăр ачисен чĕлхи-çăварĕпе Хăвна мухтава кăларăн“ тенĕ Çырнинче. Эсир çавна нихăçан та вуламан-им?» 17 Вара Иисус вĕсене пăрахса кайнă та хуларан тухса Вифанире çĕр каçнă.
Смоква йывăççине ылханни. Ĕненӳ вăйĕ
18 Ирхине хулана тавăрăннă чухне Унăн çиес килсе кайнă. 19 Вăл çул хĕрринче смоква йывăççине асăрханă. Иисус йывăç патнерех пынă та ун çинче çулçăсăр пуçне урăх ним те тупайман. «Сан çинче текех ĕмĕрне те çимĕç ан пултăр», – тенĕ Иисус смоква йывăççине. Смоква çав самантрах хăрса ларнă. 20 Çакна курсан вĕренекенĕсем тĕлĕнсех кайнă. «Епле-ха смоква йывăççи пĕр самантрах хăрса ларчĕ?» – тенĕ вĕсем. 21 «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус вĕсене, – эсир ĕненӳллĕ пулсан, иккĕленмесен, Эпĕ смоква йывăççипе мĕн тунине кăна тумăр-ха. Енчен те эсир çак тăва: „Вырăнунтан тапран та тинĕсе кĕрсе ӳк“, – тесен, çапла пулĕ те. 22 Эсир кĕлĕ тунă чухне ĕненсе кирек мĕн ыйтсан та, ыйтнине йăлтах илĕр».
Кам Сана çакнашкал ирĕк панă
23 Иисус Турă Çуртне пырса çынсене вĕрентнĕ чух Ун патне аслă священниксемпе халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсем пынă. «Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? Кам Сана çакнашкал ирĕк панă?» – тесе ыйтнă вĕсем. 24 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Манăн та сирĕнтен пĕр сăмах ыйтмалли пур: эсир Мана каласан, Эпĕ те çакна мĕнле тивĕçпе тунине каласа парăп. 25 Иоанн шыва кĕртни ăçтан пулнă: çӳлтен-и е этемрен?» Лешсем вара пĕр-пĕринпе канашлама пуçланă: «„Çӳлтен“, – тесен, Вăл пире: „Апла эсир Иоана мĕншĕн ĕненмерĕр?“ – тейĕ. 26 „Этемрен“, – теес, халăхран хăратпăр, мĕншĕн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаççĕ“». 27 «Пĕлместпĕр», – тенĕ вара вĕсем Иисуса. «Эппин Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп», – тавăрнă Иисус вĕсене.
Икĕ ывăл çинчен каланă ытарлăх
28 «Эсир тата çак ĕç-пуç пирки мĕн каланă пулăттăр? Пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă. Вăл пĕрин патне пынă та çапла каланă: „Ачам, паян иçĕм çырли пахчине кайса ĕçле-ха“. 29 „Каяс килмест“, – тенĕ ывăлĕ. Анчах та тепĕртакран, ӳкĕнсе, ĕçлеме кайнă. 30 Ашшĕ тепĕр ывăлĕ патне пынă та çав ĕçех тума хушнă. „Юрĕ, аттем“, – тенĕ ывăлĕ, анчах хăй кайман. 31 Икĕ ывăлĕнчен хăшĕ ашшĕ ирĕкне пурнăçланă?» «Пĕрремĕшĕ», – тенĕ Ăна. «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус вĕсене, – налук пухакансемпе аскăн хĕрарăмсем Турă Патшалăхне сирĕнтен маларах кĕрĕç. 32 Мĕншĕн тесен сирĕн патăра тӳрĕлĕх çулĕпе Шыва кĕртекен Иоанн килчĕ те, эсир ăна ĕненмерĕр. Налук пухакансемпе аскăн хĕрарăмсем вара ăна ĕненчĕç. Çавна курнă хыççăн та эсир ĕненесчĕ тесе ӳкĕнмерĕр».
Усал пахчаçăсем çинчен каланă ытарлăх
33 «Тата тепĕр ытарлăх итлесемĕр. Пĕр кил хуçи пулнă. Вăл иçĕм çырли лартса пахча тунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Унтан вăл сĕткен пусса кăлармалли юхтаркăч чавнă тата хурал пӳрчĕ лартнă. Вара пахчине тара тытнă пахчаçăсене парса хăварнă та хăй урăх çĕре кайнă. 34 Çырла татма вăхăт çитсессĕн хайхи хуçа хăйĕн тарçисене пахчаçăсем патне хăйĕн çырлине илме янă. 35 Анчах та лешсем унăн тарçисене ярса тытнă та хăшне хĕнесе тăкнă, хăшне çапса пăрахнă, хăшне тата чулпа пере-пере вĕлернĕ. 36 Хуçа вара урăх тарçисене янă. Вĕсем малтанхисенчен те йышлăрах пулнă, анчах та пахчаçăсем кусемпе те çаплах хăтланнă. 37 Юлашкинчен хуçи вĕсем патне ывăлне янă. „Ывăлăмран вăтанĕçех“, – тесе шухăшланă вăл. 38 Пахчаçăсем вара хуçа ывăлне курсанах пĕр-пĕрне çапла каланă: „Ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла, атьр ăна вĕлерер те вăл илес еткере хамăр илер“. 39 Вара ăна тытнă та пахчаран илсе тухса вĕлернĕ. 40 Ĕнтĕ пахча хуçи килсен çав пахчаçăсене мĕн тăвĕ?» 41 «Çав усал тăвакансене усал вилĕмпе вĕлерттерĕ те пахчине урăххисене, çимĕçе вăхăтра парса тăракан пахчаçăсене, тара парĕ», – тенĕ Ăна. 42 Иисус вĕсене çапла каланă: «„Çурт тăвакансем пăрахăçланă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ; çакна Хуçамăр турĕ, çакна эпир пăхса ытараймастпăр“, – тенĕ Çырнинче. Эсир çавна нихăçан та вуламан-и43 Çавăнпа калатăп сире: Турă Патшалăхне сирĕнтен туртса илĕç те ăна тивĕçлĕ çимĕç кӳрекен халăха парĕç. 44 Çав чул çине ӳкекен арканĕ. Чулĕ хăй кам çине ӳкĕ, ăна лапчăтса пăрахĕ». 45 Унăн ытарлăхĕсене илтсессĕн аслă священниксемпе фарисейсем Иисус хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ. 46 Вара вĕсем Ăна ярса тытасшăн пулнă, анчах халăхран хăранă, мĕншĕн тесен çынсем Ăна Пророк тесе шутланă.
Туй ĕçки-çики çинчен каланă ытарлăх
1 Иисус вĕсене татах ытарлăн каласа вĕрентме пуçланă: 2 «Çӳлти Патшалăх хăйĕн ывăлне туй ĕçки-çики туса паракан патша евĕрлĕ. 3 Вăл хăйĕн чурисене туя чĕнсе хунисене йыхрав тума янă, анчах лешсем пырасшăн пулман. 4 Вара патша урăх чурисене çапла каласа янă: „Чĕнсе хунисене калăр: ĕçкĕм-çикĕм хатĕр ĕнтĕ, вăкăрсемпе самăртнă выльхсене те пустартăм, йăлтах хатĕр, туя килме кăмăл тусамăр“. 5 Чĕнсе хунисем вара, йыхравланине хисепе хумасăр, хăшĕ – хăйĕн хирне, хăшĕ суту-илӳ тума кайнă. 6 Теприсем тата хайхи чурасене ярса тытнă та мăшкăл туса вĕлернĕ. 7 Çакăн çинчен илтсен патша питĕ çилленсе кайнă. Вара хăйĕн çарне ярса çав çын вĕлеренсене хăйсене те вĕлерттернĕ, хулине çунтарса яма хушнă. 8 Унтан вăл чурисене çапла каланă: „çкĕ-çикĕм хатĕр ĕнтĕ, анчах чĕнсе хунисем тивĕçлĕ пулмарĕç. 9 Ĕнтĕ çул юпписене тухăр та кама тĕл пулатăр, пурне те туя чĕнĕр“. 10 Вара чурисем çул-йĕрсем çине тухнă та тĕл пулнисене пурне те – усаллисене те, ыррисене те – чĕнсе пынă. Ĕçкĕ-çикĕре хăна-вĕрле туллиех пулнă. 11 Патша, хăнисене курма кĕрсен, унта туй тумтирĕ тăхăнман пĕр çынна асăрханă. 12 „Тусăм, епле эсĕ туй тумтирĕсĕрех кунта килтĕн?“ – тенĕ ăна патша. Лешĕ чĕнмен. 13 Вара патша тарçисене çапла каланă: „Çакăн алли-урине çыхăр та ăна тула, тĕттĕмлĕхе кăларса пăрахăр. Унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнсе тăрĕ. 14 Мĕншĕн тесен чĕнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
Рим патшине тӳлемелли налук
15 Çакăн хыççăн фарисейсем кайнă та Вăл каланинче епле те пулин айăпламалли сăлтав тупасчĕ тесе канаш тунă. 16 Хайхисем Ун патне хăйсен вĕренекенĕсемпе Ирод майлисене янă. «Вĕрентекен, – тенĕ вĕсем Иисуса, – Эсĕ тӳрĕлĕхлĕ пулнине, чăнах та Турă çулĕ çинчен вĕрентнине эпир пĕлетпĕр. Эсĕ никама та юрама тăрăшмастăн, мĕншĕн тесен çынна кам пулнине кура хакламастăн. 17 Эппин каласам пире: эпир Рим патшине налук пани тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и? Эсĕ мĕнле шухăшлатăн?» 18 Анчах та Иисус, вĕсен чеелĕхне пĕлсе тăрса, çапла каланă: «Мĕн эсир Мана илĕртсе тĕрĕслетĕр, икĕ питлĕскерсем? 19 Налук тӳлемелли укçăра Мана кăтартăр-ха». Лешсем Ун патне пĕр динарийлĕх укçа илсе пынă. 20 Иисус вĕсене каланă: «Çакăнта кам сăнне çаптарнă, кам ятне çырнă?» 21 «Патшанне», – тенĕ лешсем. Вара Вăл çапла каланă: «Эппин патшанне патшана парăр, Туррăнне – Турра». 22 Çакна илтсен, тĕлĕннипе шалтах аптăраса, вĕсем Ун патĕнчен тухса кайнă.
Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен ыйтни
23 Çав кунах Иисус патне вилнисем чĕрĕлессе ĕненмен саддукейсем пынă. Вĕсем Унран ыйтнă: 24 «Вĕрентекен! Моисей çапла каланă пулнă: „Кам та пулин вилсен, унран ача-пăча юлмасан, шăллĕ унăн арăмне качча илтĕр, пиччĕшĕн йăхне тăстăр“. 25 Пирĕн патра çичĕ пĕртăван пурччĕ: асли авланчĕ те ача-пăчасăрах вилчĕ, арăмĕ вара шăллĕне юлчĕ. 26 Иккĕмĕшĕ те, виççĕмĕшĕ те, пурте – çиччĕмĕшĕ таранах – çапла вилсе пычĕç. 27 Пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ. 28 Ĕнтĕ вилнисем чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсен вăл çиччĕшĕнчен хăшĕн арăмĕ пулĕ ĕнтĕ? Вăл пуринпе те пурăннă-çке-ха». 29 Иисус вĕсене хуравланă: «Эсир Çырнине те, Турă хăватне те пĕлмен пирки аташатăр. 30 Чĕрĕлсе тăнисем авланмаççĕ те, качча та каймаççĕ, вĕсем тӳпери Туррăн ангелĕсем пек пулаççĕ. 31 Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси пирки вара Турă сире каланă çак сăмахсене эсир вуламан-им? 32 „Эпĕ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им Вăл? Турă вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри». 33 Çакна илтсен халăх Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.
Чи аслă пил-хушу
34 Иисус саддукейсен çăварне хуплани çинчен илтсен фарисейсем пĕр çĕре пухăннă. 35 Вĕсенчен пĕри, саккун вĕрентӳçи, Ăна илĕртсе тĕрĕслес тесе çапла ыйтнă: 36 «Вĕрентекен, саккунри чи аслă пил-хушу хăшĕ?» 37 Иисус вара ăна каланă: «„Хуçа Турруна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунран, пĕтĕм ăс-халтан юрат“. 38 Çакă – чи малтанхи тата чи аслă пил-хушу. 39 Иккĕмĕшĕ те çавнашкалах аслă: „Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат“. 40 Моисей саккунĕпе пророксен сăмахĕ пĕтĕмпех çак икĕ пил-хушу çинче никĕсленсе тăрать».
Турă Суйласа илни кам йăхĕнчен пулмалла
41 Фарисейсем пухăнса çитсен Иисус вĕсенчен çапла ыйтнă: 42 «Турă Суйласа илни çинчен эсир мĕн шухăшлатăр? Кам йăхĕнчен пулмалла Вăл?» «Давид йăхĕнчен», – тенĕ Ăна. 43 Иисус вĕсене каланă: «Епле-ха эппин Давид, Турă Сывлăшĕн витĕмĕпе, Ăна Хуçам тет? Давид çапла каланă вĕт-ха: 44 „Хуçамăр манăн Хуçама каланă: Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче, хисеплĕ вырăнта лар“. 45 Çапла вара, Давид Ăна Хуçам тет пулсан, епле-ха Вăл унăн йăхĕнчен пулма пултарать?» 46 Иисуса хирĕç никам та пĕр сăмах та калайман. Çав кунран пуçласа вара Иисуса ыйтусем пама никам та хăяйман.
Фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисенчен асăрхаттарни
1 Çавăн хыççăн Иисус пухăннă халăха тата вĕренекенĕсене çапла каланă: 2 «Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем Моисей ларнă вырăна йышăннă. 3 Çавăнпа вĕсем сире мĕн каланине итлĕр, хушнине пурнăçласа тăрăр. Анчах та вĕсем пек ан хăтланăр: вĕсем хăйсем каланине хăйсем те тумаççĕ. 4 Вĕсем çынсен ĕнси çине чăтма çук йывăр çĕклем хураççĕ, анчах та хăйсем пӳрнине те хускатасшăн мар. 5 Тăвакан мĕн пур ĕçĕсене те вĕсем çынсене кăтартма çеç тăваççĕ: сыхлăх хăюсене сарлакалатсах пыраççĕ, аркă вĕçĕнчи çӳçисене те вăрăмлатсах пыраççĕ. 6 Вĕсем ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма, синагогăра малта ларма юратаççĕ, 7 халăх йышлă çĕрте хăйсене саламланине тата çынсем хăйсене: „Вĕрентекен! Вĕрентекен!“ – тесе чĕннине килĕштереççĕ. 8 Эсир вара хăвăра „вĕрентекен“ тесе ан калаттарăр, мĕншĕн тесен сирĕн Вĕрентекенĕр пĕрре – Христос, хăвăр хушшăрта вара эсир пурте тăвансем. 9 Çĕр çинче никама та хисеплесе „атте“ тесе ан калăр, мĕншĕн тесен унашкал хисеплĕ ята тивĕçли – пĕртен-пĕр Çӳлти Аçăр. 10 Хăвăра „с паракан“ тесе те ан калăр, мĕншĕн тесен сирĕн пĕртен-пĕр Ăс Паракан – Христос. 11 Хăвăр хушшăрта асли сирĕншĕн тарçă пултăр. 12 Мĕншĕн тесен кам хăйне асла хурать, çав кĕçĕне юлĕ; хăйне кĕçĕне хуракан асла тухĕ. 13 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир çынсене Çӳлти Патшалăха кĕме пӳлсе тăратăр; хăвăр та кĕместĕр, кĕрес текенсене те кĕме памастăр. 14 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир тăлăх арăмсене кил-çуртсăр хăваратăр тата çын умĕнче юриех чылайччен кĕлтăватăр. Çавăншăн сире тата йывăртарах айăплав пулĕ. 15 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир пĕр çынна та пулин хăвăр енне çавăрасшăн шывпа-çĕрпе нумай çул çӳретĕр. Çавăрсан вара эсир çав çынна хăвăртан икĕ хут ытларах усала кăларатăр, унран тамăк ачи туса хуратăр. 16 Хуйхă пулĕ сире, суккăр ертӳçĕсем! „Турă Çурчĕпе тупа тăвакана нимĕн те пулмасть, Турă Çурчĕн ылтăнĕпе тупа тăвакан – айăплă“, – тетĕр эсир. 17 Эй, ăссăрсем, суккăрсем! Мĕн пахарах: ылтăн-и е ылтăна сăваплă тăвакан Турă Çурчĕ-и? 18 Тата çапла калатăр: „Парне вырăнĕпе тупа тăвакана нимĕн те пулмасть, унта кӳнĕ парнепе тупа тăвакан – айăплă“. 19 Эй, ăссăрсем, суккăрсем! Мĕн пахарах: парне-и е ăна сăваплă тăвакан парне вырăнĕ-и? 20 Çапла вара парне вырăнĕпе тупа тăвакан унпа та, ун çинчи парнесемпе те тупа тăвать. 21 Турă Çурчĕпе тупа тăвакан унпа та, унта Пурăнаканпа та тупа тăвать. 22 Пĕлĕтпе тупа тăвакан Туррăн Престолĕпе те, ун çинче Лараканпа та тупа тăвать. 23 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир пĕтнĕк курăкĕн, энĕс курăкĕн, калемпĕр курăкĕн вуннăмĕш пайне Турăшăн паратăр, анчах саккунри чи кирлине – тĕрĕслĕхлĕ, хĕрхенӳллĕ, ĕненӳллĕ пулассине – сиктерсе хăваратăр. Сирĕн çакна та туса тăмалла, лешне те манмалла мар. 24 Эй, суккăр ертӳçĕсем! Вăрăм туна кĕрсе каясран эсир сĕрсе ĕçетĕр, тĕвене вара çăтса яратăр. 25 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир чашăк-тирĕк тулашне тасататăр, вĕсен ăшĕ вара çăткăнлăхпа, тĕрĕсмарлăхпа тулнă. 26 Эй, суккăр фарисей! Чашăк-тирĕк тулашĕ таса пултăр тесен малтан ăшне тасат. 27 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир сăрланă тупăклăхсем евĕрлĕ: тулашĕнчен вĕсем хитрен курăнаççĕ, ăшĕнче вара вилнисен шăмми-шакки, тĕрлĕ тасамарлăх тулса ларнă. 28 Эсир те çавнашкалах: пăхма тӳрĕ çын пек курăнатăр, ăшăр вара ултавлăхпа, йĕркесĕрлĕхпе тулса ларнă. 29 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир ĕлĕкхи пророксем валли тупăклăхсем тăватăр, тӳрĕ пурăннисен палăкĕсене илемлететĕр. 30 „Эпир мăн асаттесен саманинче пурăннă пулсан вĕсем пророксен юнне юхтарнă çĕре хутшăнман пулăттăмăр“, – тетĕр эсир. 31 Çапла майпа эсир хăвăр çинчен хăвăрах пророксене вĕлерекенсен ачисем, вĕсен ĕçне тăсакансем пулнине çирĕплетсе пĕлтеретĕр. 32 Аслаçăрсем туса пĕтерейменнине эсир туса пĕтерĕр ĕнтĕ. 33 Эй, çĕленсем, çĕлен çурисем! Хăвăра тамăк вутне кĕме суд тăвасран хăтăлса юлма пулать тетĕр-и? 34 Ĕнтĕ Эпĕ сирĕн патăра пророксене, ăсчахсене, вĕрентекенсене яратăп. Эсир вĕсенчен хăшне-пĕрне вĕлерĕр, пăталăр; хăшне-пĕрне хăвăр синагогăсенче чĕн пушăпа çаптарăр, хуларан хулана тарса çӳремеллех хĕсĕрлĕр. 35 Çапла майпа тӳрĕ пурăннă Авель юнĕнчен пуçласа Турă Çурчĕн картишĕнче, парне вырăнĕ умĕнче, хăвăр вĕлернĕ Варахия ывăлĕ Захария юнĕ таранах, çĕр çинче сăваплă çынсем тăкнă мĕн пур юншăн сире явап тытма лекĕ. 36 Чăн калатăп сире: çавсемшĕн пуриншĕн те çак ăрăва айăплав пулĕ».
Иисус Иерусалимшăн кулянни
37 «Эй, Иерусалим, Иерусалим! Пророксене пĕтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вĕлерекен хула! Чĕп амăшĕ хăй чĕпписене çуначĕ айне пухнă пек, Эпĕ миçе хутчен санăн ачусене пуçтарма тытăнтăм, анчах та эсир пуçтарăнасшăн пулмарăр! 38 Ĕнтĕ çуртăр пушанса юлать. 39 Калатăп сире: „Хуçа Турă ячĕпе Килекен мухтавлă!“ – тесе кăшкăрас вăхăтчен Мана урăх кураймăр».
Турă Çуртне аркатасси тата тĕнче пĕтесси çинчен
1 Иисус Турă Çуртĕнчен тухнă та çулпа утса пынă. Çавăн чухне, Ăна Турă Çурчĕпе хуралтисене кăтартас тесе, Ун патне вĕренекенĕсем пынă. 2 «Çак çуртсене куратăр-и? – тенĕ вĕсене Иисус. – Чăн калатăп сире: çакăнта чул çинче чул та юлмĕ, йăлтах аркатĕç». 3 Елеон тăвĕ çинче ларнă чухне Ун патне вĕренекенĕсем пĕр хăйсем кăна пынă та çапла ыйтнă: «Каласамччĕ пире: вăл хăçан пулĕ? Эсĕ тепĕр хут килессе тата çак тĕнче пĕтес вăхăта мĕнле паллă тăрăх пĕлмелле?» 4 Иисус вĕсене çапла тавăрнă: «Хăвăра кам та пулин илĕртсе улталасран асăрханăр. 5 Мĕншĕн тесен Ман ятăмпа килекенсем нумай пулĕç, „эпĕ – Христос“ тесе вĕсем чылайăшне улталĕç. 6 Тата сирĕн вăрçăсем çинчен илтмелле, вăрçă хыпарĕсем илмелле пулĕ. Астăвăр, хăраса ан ӳкĕр, мĕншĕн тесен çавсен пурин те пулмалла, анчах ку пĕтес вăхăт мар-ха. 7 Халăх çине халăх тапăнĕ, патшалăх çине патшалăх вăрçăпа тухĕ; вырăнăн-вырăнăн выçлăх çулсем, вĕлерекен чир-чĕрсем, çĕр чĕтреннисем пулĕç. 8 Çапах та çаксем пурте – хĕн-хур пуçламăшĕ кăна-ха. 9 Ун чухне сире асаплантарма тытса парĕç, сире вĕлерĕç, Ман ятăмшăн сире пĕтĕм тĕнче курайми пулĕ. 10 Çавăн чухне чылайăшĕ Мана ĕненме пăрахĕç, пĕр-пĕрне сутĕç, пĕр-пĕрне курайми пулĕç. 11 Суя пророксем нумай килĕç, чылайăшне илĕртсе улталĕç. 12 Йĕркесĕрлĕх вăйланса пынăçемĕн çынсем пĕр-пĕринчен сивĕнĕç. 13 Кам вĕçне çитичченех тӳсĕ, çав çăлăнĕ. 14 Вара мĕн пур халăхсене пĕлтермешкĕн пĕтĕм тĕнчипех Турă Патшалăхĕ çинчен çак Ырă Хыпара сарĕç. Пĕтес вăхăт çавăн чухне çитĕ».
Хăрушă асап-хуйхă çитесси çинчен
15 «Çапла вара, Турă Даниил пророк урлă калани çитсен, сăваплă вырăн ирсĕрлĕхпе юхăнса тăнине курсан, – вулакан çакна ăнлантăр, – 16 вара Иудея халăхĕ тусем çине тартăр. 17 Кил хушшинчи çын япала таврашĕ илес тесе пӳрте кĕрсе-туса ан тăтăр. 18 Хирти çын та тумтир таврашĕ илес тесе каялла ан тавăрăнтăр. 19 Çав кунсенче йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, кăкăр çитерекен амăшĕсене пысăк хуйхă пулĕ. 20 Хăвăр тарас вăхăт хĕллене е шăмат куна ан килтĕрччĕ тесе кĕлтăвăр. 21 Мĕншĕн тесен ун чухне хăрушă асап-хуйхă пулĕ. Унашкалли халиччен тĕнче пуçланнăранпа та пулман, пулас та çук. 22 Турă асап кунĕсен шутне чакарман пулсан, никам та çăлăнса юлаяс çукчĕ. Анчах та Хăй суйласа илнисене хĕрхенсе Турă çав кунсен шутне чакарĕ. 23 Çавăн чухне кам та пулин сире: „Христос акă кунта“ е „Авă унта“, – тесен ан ĕненĕр. 24 Мĕншĕн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупăнĕç. Вĕсем тĕлĕнмелле паллăсемпе хăватсем кăтартса, май килсен, суйласа илнисене те илĕртсе улталама пăхĕç. 25 Çаксем пирки Эпĕ сире малтанах каласа хурас терĕм. 26 Çапла вара: „Авă, Христос пуш хирте“, – тенине илтсен курма ан тухăр, „Авă, Христос шалти пӳлĕмсенче“, – тенине илтсен те ан ĕненĕр. 27 Мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ хĕвел тухăçĕнчен пуçласа хĕвел анăçне çитичченех ялтăраса тăракан çиçĕм пек курăнса килĕ. 28 Виле выртакан вырăна ăмăрт кайăксем пуçтарăнĕç».
Этем Ывăлĕ килесси çинчен
29 «Çав асап кунĕсем хыççăнах хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх çути сӳнĕ. Тӳпери çăлтăрсем ӳкĕç, çӳлти вăй-хăватсем хускалĕç. 30 Çавăн хыççăн пĕлĕт çинче Этем Ывăлĕн палли курăнĕ, вара çĕр çинчи мĕн пур халăхсем кăшкăрса йĕрсе ярĕç. Вĕсем тӳпери пĕлĕтсем çинче хăватлă та аслă мухтавпа килекен Этем Ывăлне курĕç. 31 Вара, вăйлă труба сасси янăраса кайсан, Вăл Хăйĕн ангелĕсене ярĕ, вĕсем тĕнчен тăватă енчен те, пĕлĕтĕн пĕр хĕрринчен пуçласа тепĕр хĕррине çитичченех Унăн суйласа илнĕ çыннисене пухĕç».
Смоква йывăççипе танлаштарни
32 «Илер-ха, тĕслĕхрен, смоква йывăççине. Унăн турачĕсем папка кăларса ешере пуçласан, эсир çу çывхарнине пĕлетĕр. 33 Çавнашкалах эсир те, Эпĕ калани пурнăçланса пынине курсан, çак тĕнче пĕтес вăхăт çывхарнине, алăк умнех çитнине пĕлсе тăрăр. 34 Чăн калатăп сире: çавсем пурте çак ăру пĕтичченех пулса иртĕç. 35 Çĕрпе пĕлĕт те пĕтĕ, Ман сăмахăмсенчен пĕри те пĕтмĕ. 36 Çавă хăш кун, хăш сехетре пуласса Атте Турăсăр пуçне никам та пĕлмест, тӳпери ангелсем те пĕлмеççĕ. 37 Ной вăхăтĕнче епле пулнă, Этем Ывăлĕ килнĕ чух та çаплах пулĕ. 38 Çĕре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап çине ларичченех, çынсем ĕçсе çинĕ, авланнă, качча кайнă. 39 Çĕр питне шыв илсе пурне те пĕтеричченех ун çинчен никам та шухăшламан. Этем Ывăлĕ килесси те çаплах пулĕ. 40 Ун чухне хирте ĕçлекен икĕ çынран пĕрне илĕç, теприне хăварĕç. 41 Ал арманĕпе авăртакан икĕ хĕрарăмран пĕрне илĕç, теприне хăварĕç».
Хатĕр тăма чĕнни
42 «Çапла вара, сыхă пулăр, мĕншĕн тесен Хуçăр хăш самантра килессине пĕлместĕр. 43 Анчах та эсир çакна пĕлетĕр: вăрă хăçан килессе кил хуçи пĕлес пулсассăн çав вăхăтра вăл сыхă тăрĕччĕ, хăй çуртне çĕмĕрсе кĕме памĕччĕ. 44 Çавăнпа эсир те хатĕр тăрăр, мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ эсир кĕтмен-туман вăхăтра килĕ».
Шанчăклă тата шанчăксăр чурасем çинчен
45 «Кам шанчăклă та ăслă чура? Калăпăр, хуçи хăйĕн ытти тарçисене пăхса тăма, вăхăтра апат çитерме пĕр чурине уйăрса лартнă. 46 Хуçи тавăрăннă чухне хушнине туса тăракан чура телейлĕ пулĕ. 47 Чăн калатăп сире: хуçи ăна хăйĕн пĕтĕм пурлăхне пăхса тăраканĕ тăвĕ. 48 Енчен те çав чура усал пулсан, хăй ăшĕнче: „Хуçам халех килмĕ-ха“, – тесе, 49 хăйĕн юлташĕсенех хĕнеме пуçлĕ, ĕçкĕçсемпе ерсе кайса ĕçсе çийĕ. 50 Хайхи чура хуçи кĕтмен-туман вăхăтра тавăрăнĕ те, 51 ăна асаплантарса вĕлерсе, унăн шăпине икĕ питлисемпе пĕрешкелех татса парĕ; унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнсе тăрĕ».
Вунă хĕр çинчен каланă ытарлăх
1 «Ун чухне Çӳлти Патшалăх çутаткăçсем илсе кĕрӳ каччăна хирĕç тухнă вунă хĕр евĕрлĕ пулĕ. 2 Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ăслă пулнă, пиллĕкĕшĕ – айван. 3 Айваннисем çутаткăçĕсене илнĕ, анчах çунтармалли çуне илмен. 4 Ăслисем вара çутаткăçĕсене те, çунтармалли çу кăкшăмĕсене те илнĕ. 5 Кĕрӳ каччă час пырайманран хĕрсем ыйхăласа çывăрсах кайнă. 6 Çĕр варринче кăшкăрни илтĕнсе кайнă: „Кĕрӳ килет, хирĕç тухăр!“ 7 Вара çав хĕрсем пурте вăраннă та тăрса çутаткăçĕсене йĕркене кĕртнĕ. 8 „Пирĕн çутаткăçсем сӳнме пуçларĕç, пире çу парăр-ха“, – тенĕ айваннисем ăслисене. 9 Анчах та ăслисем çапла тавăрса каланă: „Парсассăн çăвĕ сире те, хамăра та çитеймĕ. Çу сутакан патне кайăр та хăвăр валли туянăр“. 10 Вĕсем çу туянма кайсан кĕрӳ каччă пырса çитнĕ. Вара хатĕр тăракан пилĕк хĕр унпа пĕрле туй пулас пӳрте кĕнĕ, унтан тарçăсем алăка хупса хунă. 11 Тепĕртакран çу патне кайнă хĕрсем тавăрăннă та: „Хуçамăр! Хуçамăр! Уçса кĕртсемччĕ пире!“ – тенĕ. 12 Анчах та каччă вĕсене çапла хуравланă: „Чăн калатăп сире: эпĕ сире пĕлместĕп“. 13 Çапла вара, – тенĕ ытарлăха вĕçлесе Иисус, – сыхă пулăр, мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ хăш кун, хăш сехетре килессе пĕлместĕр».
Талант çинчен каланă ытарлăх
14 «Ун чухне ак çак ытарлăхра каланă пек пулса иртĕ. Пĕр çын ют çĕр-шыва тухса каяс умĕн чурисене чĕнсе илнĕ те вĕсене хăйĕн пурлăхне пăхса тăма шанса хăварнă. 15 Кашнин пултарулăхне кура хайхи хуçа пĕр тарçине пилĕк талант кĕмĕл укçа, теприне икĕ талант, тата теприне пĕр талант уйăрса панă, хăй часах çула тухса кайнă. 16 Пилĕк талант илни укçине ĕçе хывнă та татах пилĕк талант тупăш тунă. 17 Çавнашкалах, икĕ талант илни те тата икĕ талант тунă. 18 Пĕр талант илни вара кайнă та хуçи панă кĕмĕл укçана çĕре чавса пытарнă. 19 Чылай вăхăт иртсен хуçи тавăрăннă та чурасем укçапа мĕн тунине тĕрĕсле пуçланă. 20 Пилĕк талант илни тата тепĕр пилĕк талант илсе пынă та çапла каланă: „Хуçам, эсĕ мана пилĕк талант парса хăварнăччĕ, акă эпĕ вăл укçапа тата пилĕк талант тупăш турăм“. 21 „Аван, ырă та шанчăклă чурам, – тенĕ ăна хуçи. – Пĕчĕк тивĕçе тӳрре кăларнăшăн эпĕ сана пысăк тивĕç шанса паратăп. Халĕ хуçупа пĕрле савăн ĕнтĕ“. 22 Икĕ талант илни те пырса çапла каланă: „Хуçам, эсĕ мана икĕ талант парса хăварнăччĕ, акă эпĕ вăл укçапа тата икĕ талант тупăш турăм“. 23 „Аван, ырă та шанчăклă чурам, – тенĕ ăна та хуçи. – Пĕчĕк тивĕçе тӳрре кăларнăшăн эпĕ сана пысăк тивĕç шанса паратăп. Халĕ хуçупа пĕрле савăнах ĕнтĕ“. 24 Унтан пĕр талант илни çапла пырса каланă: „Хуçам, эсĕ хытă чунлă çын иккенне эпĕ пĕлеттĕм: эсĕ акмасăрах вырса илетĕн, сапмасăрах пухса илетĕн. 25 Çавăнпа та санран хăранипе эсĕ панă таланта çĕре чавса пытартăм, акă санăн укçу“. 26 „Эх, усал та кахал чура! – тавăрнă ăна хуçи. – Эпĕ акмасăрах вырнине, сапмасăрх пухса илнине эсĕ пĕлнĕ. 27 Эппин ман укçама усламçăсене памаллаччĕ, тавăрăнсан вара эпĕ тупăш илнĕ пулăттăм. 28 Ĕнтĕ унран пĕр талантлăх укçине илĕр те вунă талантлă чурама парăр. 29 Мĕншĕн тесен камăн пур, ăна татах парĕç, унăн хушăнсах пырĕ. Камăн çук, мĕн пуррине те туртса илĕç. 30 Юрăхсăр чурана тулашри тĕттĕмлĕхе кăларса пăрахăр, унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнсе тăрĕ». Çак сăмахсем хыççăн: «Илтме хăлха пурри илттĕр!» – тенĕ Иисус хыттăн.
Пулас Суд
31 «Этем Ывăлĕ Хăйĕн мухтавĕпе, мĕн пур святой ангелĕсемпе килсессĕн Хăйĕн чаплă престолĕ çине ларĕ. 32 Ун умне вара пур халăхсем те пухăнĕç. Вăл вĕсене, кĕтӳçĕ сурăхсене качакасенчен уйăрнă пек, уйăрĕ. 33 Сурăхĕсене Вăл Хăйĕн сылтăм енне, качакисене сулахай енне вырнаçтарĕ. 34 Вара Патша сылтăм енчисене çапла калĕ: „Эй, Аттем пилленисем, килĕр те тĕнчене пултарсанах сирĕн валли хатĕрленĕ Патшалăха еткере илĕр. 35 Мĕншĕн тесен Эпĕ выçă чухне эсир Мана çитертĕр, ăш хыпнă чухне Мана ĕçтертĕр, çул çӳренĕ чухне Мана хăна пек йышăнтăр. 36 Тумтир кирлĕ чухне Мана тумлантартăр, чирлĕ чухне Мана пăхрăр, тĕрмере ларнă чухне те Ман патăма пырсах тăтăр“. 37 Вара сăваплисем Ăна çапла калĕç: „Эй, Хуçамăр, çиессӳ килнине курса хăçан эпир Сана çитертĕмĕр? Е ĕçессӳ килнине курса хăçан ĕçтертĕмĕр? 38 Эсĕ çул çӳренине курса хăçан хăна пек йышăнтăмăр? Тумтир çителĕксĕррине курса хăçан тумлантартăмăр39 Эсĕ чирлине, тĕрмерине курса хăçан Саншăн тăрăшрăмăр?“ 40 „Чăн калатăп сире, – тейĕ вĕсене Патша, – çаксене эсир Манăн пĕр-пĕр кĕçĕн тăваншăн тунă, апла ку Маншăн туниех пулать“. 41 Унтан сулахай енчисене çапла калĕ: „Эй, ылханлăскерсем! Шуйттанпа ăна пулăшаканĕсем валли хатĕрлесе хунă сӳнми тамăк вутне кайăр Ман патăмран! 42 Мĕншĕн тесен çиессĕм килсен эсир Мана çитермерĕр, ĕçессĕм килсен Мана ĕçтермерĕр. 43 Çул çӳренĕ чухне Мана хăна пек йышăнмарăр, тумтир кирлĕ чухне тумлантармарăр. Эпĕ чирлĕ чухне, тĕрмере чухне Маншăн тăрăшмарăр“. 44 Вара вĕсем те çапла калĕç: „Эй, Хуçамăр! Санăн ĕçессӳ, çиессӳ килнине е çул çӳренине, е тумтирсĕррине, е чирлине, е тĕрмерине эпир хăçан куртăмăр, хăçан Сана пулăшмарăмăр?“ 45 „Чăн калатăп сире, – тейĕ вара Вăл, – эсир Манăн çак кĕçĕн тăванăмсенчен пĕрне ырă туманни Мана ырă туманнипе пĕрех“. 46 Кусем вара ĕмĕрлĕх асапа кайĕç, сăваплисем ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрĕç».
Иудейсем Иисуса хирĕç тунă кавар
1 Çак сăмахсене пурне те каласа пĕтерсен Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: 2 «Тепĕр икĕ кунран пасха уявĕ çитессе эсир пĕлетĕр. Çавăн чухне Этем Ывăлне пăталама тытса парĕç». 3 Çав вăхăтра Каиафа ятлă аслă священник керменне аслă священниксем, саккун вĕрентӳçисем тата халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсем пухăннă. 4 Вĕсем Иисуса чеелĕхпе тытас та вĕлерес тесе кавар тунă. 5 Анчах та вĕсем çапла калаçса татăлнă: «Халăх пăлханмалла ан пултăр тесен ку ĕçе уяв вăхăтĕнче тăвас мар».
Иисуса Вифанире çупа сĕрни
6 Пĕррехинче, Иисус Вифанири юхан-суранлă Симон килĕнче чухне, 7 пĕр хĕрарăм Ун патне хаклă йышши мирă янă алебастр савăт çĕклесе пынă. Иисус хăналаннă чухнех çав хĕрарăм Унăн пуçне çу сĕре пуçланă. 8 Çакна курсан вĕренекенĕсем тарăхса каланă: «Мĕне кирлĕччĕ кунашкал тăкакланни? 9 Ку мирăна пысăк хакпа сутмаллаччĕ те укçине чухăнсене памаллаччĕ». 10 Анчах та Иисус, вĕсем кăмăлсăррине асăрхасан, çапла каланă: «Мĕншĕн эсир хĕрарăма пăшăрхантаратăр? Вăл Маншăн ырă ĕç турĕ. 11 Чухăнсем сирĕн яланах пулĕç, Эпĕ сирĕнпе яланах пулас çук. 12 Çак хаклă çăва Манăн ӳтĕм çине юхтарса, хĕрарăм Мана çĕре пытарма хатĕрлерĕ. 13 Чăн калатăп сире: çак Ырă Хыпара пĕтĕм тĕнчипех ӳкĕтлесе вĕрентсен те, пур çĕрте те, çак хĕрарăм ятне асăнсан, вăл мĕн туни çинчен те калаçĕç».
Иуда Искариот сутăнчăклăхĕ
14 Çавăн чухне Вун иккĕшĕнчен пĕри, Иуда Искариот ятли, аслă священниксем патне кайнă. 15 «Иисуса сутнăшăн эсир мана мĕн парăр?» – тенĕ Иуда вĕсене. Лешсем ăна вăтăр кĕмĕл укçа сĕннĕ. 16 Çавăнтан вара вăл Иисуса тытса пама меллĕ вăхăт шыранă.
Пасхăна хатĕрленни
17 Тутлăлла çăкăр уявĕн малтанхи кунĕнчех вĕренекенĕсем Иисуса çапла пырса каланă: «Ху валли пасха апачĕ ăçта хатĕрлеме хушатăн?» 18 Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене хулана пĕр çын патне кайма, ăна Хăйĕн сăмахĕсене калама хушнă: «Манăн вăхăтăм çывхарчĕ, сан патăнта Хамăн вĕренекенĕмсемпе пасха уявне тăвас тетĕп». 19 Вĕренекенĕсем Иисус хушнă пек тунă, пасха апачĕ хатĕрлесе хунă. 20 Каç пулсан, Вăл вун икĕ вĕренекенĕпе пĕрле çиме ларнă. 21 «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус каçхи апат çинĕ чухне, – сирĕнтен пĕри Мана тытса парĕ». 22 Вĕренекенĕсем хуйха ӳкнĕ, вара кашниех Ăна: «Хуçамăр, эпĕ мар пулĕ те?» – тенĕ. 23 «Манпа пĕр чашăкран çиекенех Мана сутĕ, – тавăрнă вара Иисус. 24 – Тепĕр тесен, Этем Ывăлĕ Çырнинче палăртса хунă çулпах пырать. Анчах Этем Ывăлне тытса паракана хуйхă пулĕ: ăна çураличчен çуралманни аванрах пулнă пулĕччĕ». 25 «Равви! Эпĕ мар пулĕ те?» – ыйтнă çавăн чухне ăна тытса пама килĕшнĕ Иуда. «Эсĕ хăвах çапла каларăн», – тенĕ ăна Иисус.
Каçхи вăрттăн апатлану
26 Вĕсем каçхи апат çинĕ чухне Иисус çăкăр илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса: «Илĕр, çийĕр, çакă – Манăн Ӳтĕм», – тенĕ. 27 Унтан хĕрлĕ эрех курки илнĕ те Турра тав тунă, куркана вĕсене парса: «Пурте ĕçĕр çакăнтан, 28 çак хĕрлĕ эрех – Çĕнĕ Халала çирĕплетекен Манăн Юнăм, нумайăшĕн çылăхне каçармашкăн юхакан Юн. 29 Ĕнтĕ сире калатăп: паянтан Эпĕ иçĕм çырли эрехне Аттем Патшалăхĕнче сирĕнпе пĕрле çĕнĕ эрех ĕçес кунчченех урăх ĕçеймĕп». 30 Вара, Турра мухтаса юрланă хыççăн, Иисуспа вĕренекенĕсем Елеон тăвĕ çине кайнă.
Петр тунасса Иисус малтанах калани
31 Çавăн чухне Иисус вĕренекенĕсене калать: «Кĕçĕр эсир пурте Мана шанма пăрахатăр, мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: „Кĕтӳçне пĕтерĕп те, кĕтӳри сурăхсем саланса кайĕç“. 32 Чĕрĕлсе тăнă хыççăн вара Эпĕ Галилейăра сирĕнтен те маларах пулăп». 33 «Сана пурте шанми пулсан та, эпĕ яланах шанăп», – тенĕ Ăна Петр. 34 «Чăн калатăп сана, – тенĕ ăна Иисус, – кĕçĕр автан авăтичченех эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн». 35 «Санпа пĕрле вилмелле пулсассăн та эпĕ Санран тунас çук», – тенĕ Ăна Петр. Ытти вĕренекенĕсем те çавнашкалах каланă.
Иисус Гефсиманире
36 Унтан Иисус вĕренекенĕсемпе Гефсимани текен вырăна пынă. «Эпĕ çавăнта кайса кĕлтунă вăхăтра çакăнтах ларăр-ха», – тенĕ вĕренекенĕсене Иисус. 37 Вара Петра тата Зеведейăн икĕ ывăлне Хăйпе илсе кайнă та пăшăрханса хуйхăрма пуçланă. 38 «Манăн чунăм вилесле хурланать, эсир çакăнта Манпа пĕрле пулăр-ха, ан çывăрăр», – тенĕ вĕсене Иисус. 39 Унтан кăшт аяккарах кайнă та çĕре ӳксе çапла кĕлтунă: «Эй, Аттем! Май пулсассăн çак асап куркине Манран ирттерсемччĕ. Çапах та Эпĕ тăвас тенĕ пек мар, Эсĕ тăвас тенĕ пек пултăр». 40 Çавăн хыççăн Вăл вĕренекенĕсем патне пынă та лешсем çывăрнине курнă. «Манпа пĕрле эсир пĕр сехет те пулин çывăрмасăр тӳсеймерĕр-и? – тенĕ вăл Петра. 41 – Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе сыхă пулăр, кĕлтăвăр: этемĕн чун-чĕмĕ çирĕп, ӳт-пĕвĕ вара хавшак». 42 Унтан Вăл каллех тепĕр хут аяккарах пăрăннă та çапла каласа кĕлтунă: «Эй, Аттем! Çак асап куркине Манран ирттерме май çуках пулсан, Манăн ăна ĕçмеллех пулсан, эппин Санăн ирĕкӳ пултăр». 43 Вĕренекенĕсем патне тавăрăнсан Вăл каллех вĕсем çывăрнă тĕле пулнă. Вĕсене ыйхă пуссах çитернĕ. 44 Унтан Иисус, вĕсене хăварса, каллех аяккарах пăрăннă та малтанхи пекех каласа виççĕмĕш хут кĕлтунă. 45 Кĕлтунă хыççăн вĕренекенĕсем патне тавăрăннă та вĕсене çапла каланă: «Эсир çаплах çывăратăр-и, канатăр-и? Ĕнтĕ Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса парас вăхăт çитрĕ. 46 Тăрăр та каяр! Акă ĕнтĕ Мана сутакан та çывăхрах».
Иисуса тытни
47 Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах Вун иккĕшĕнчен пĕри, Иуда, тата унпа пĕрле хĕçсемпе шалçасем йăтнă темĕн чухлĕ халăх пырса çитнĕ. Вĕсене аслă священниксемпе халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсем янă пулнă. 48 Сутаканĕ ушкăнрисене çапла паллă пама калаçса татăлнă: «Эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă Иисус пулĕ, эсир вара Ăна ярса тытăр». 49 Вăл çавăнтах Иисус патне пынă та: «Сывлăх сунатăп, Равви!» – тесе Ăна чуптунă. 50 Иисус вара ăна çапла каланă: «Тусăм, мĕн тума килнине ту!» Çав вăхăтра ыттисем Иисуса çавăрса илнĕ те Ăна ярса тытнă. 51 Иисуспа юнашар тăракансенчен пĕри хĕçне туртса кăларнă та аслă священник чури çине сулса ярса унăн хăлхине касса татнă. 52 Иисус вара ăна çапла каланă: «Хĕçне хăй вырăнне чик, мĕншĕн тесен хĕç çĕклекенсем хĕçпех пĕтĕç. 53 Е Эпĕ халĕ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймăп тетĕн-и? Ыйтсан, Вăл çак самантрах Ман патăма вун икĕ пулккă та ытла ангел ярĕ. 54 Çырнинче çапла пулмалла тесе калани вара епле пурнăçланĕ?» 55 Унтан Иисус халăха каланă: «Мана тытма эсир, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалçасемпе тухрăр. Эпĕ куллен сире Турă Çуртĕнче вĕрентсе лартăм, ун чухне эсир Мана тĕкĕнмерĕр. 56 Çакă йăлтах пророксем çырса хăварни пурнăçланмашкăн пулса иртрĕ». Çавăн чухне мĕн пур вĕренекенĕ Ăна пăрахса тарнă.
Иисуса Каиафа патне илсе пыни
57 Иисуса тытакансем Ăна Каиафа ятлă аслă священник патне илсе пынă. Унта саккун вĕрентӳçисемпе ятлă-сумлă çынсем те пухăннă пулнă. 58 Аслă священник çурчĕ патне çитичченех Петр Иисус хыççăн чылай каярахра утса пынă. Вăл ĕç епле вĕçленессе курас шухăшпа картишне кĕнĕ те унти тарçăсемпе пĕрле ларнă. 59 Аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем тата синедрионра ларакан ытти çынсем, Иисуса вĕлерттерес тесе, Ăна судра айăпламалли суя сăлтав шыранă. 60 Ун çинчен суйса айăп кăтартакансем нумаййăн пынă пулин те, вĕлермеллех айăплама сăлтав тупăнман. Юлашкинчен суйса айăп кăтартакансем иккĕн пынă. 61 Вĕсем çапла каланă: «„Эпĕ Турă Çуртне пăсса виçĕ кунра çĕнĕрен туса лартма пултаратăп“, – тетчĕ Вăл». 62 Аслă священник ури çине тăнă та Иисуса каланă: «Вĕсем Сана хирĕç айăп кăтартаççĕ, Санăн тавăрса каламалли нимĕн те çук-им?» 63 Иисус чĕнмен. Вара аслă священник Ăна çапла каланă: «Чĕрĕ Турă ятне асăнса хистесех ыйтатăп Санран, каласамччĕ пире: Эсĕ Христос-и? Турă Ывăлĕ-и?» 64 «Эсĕ хăвах çапла каларăн, – тенĕ ăна Иисус. – Эпĕ сире унтан та ытларах калатăп: паянтан пуçласа, малашлăхра, эсир Этем Ывăлĕ, Хăватлин сылтăм енче ларса, тӳпери пĕлĕтсем çинче килнине курăр». 65 Çакна илтсен, тарăхнипе, священник хăй çийĕнчи тумтирне çурса ярса каланă: «Вăл Турра хурларĕ! Унăн айăпне кăтартакан мĕн тума кирлĕ тата пире? Вăл Турра хурланине, акă, хăвăрах илтрĕр! 66 Çакăн пирки эсир мĕн шухăшлатăр?» «Айăплă, вĕлермелле», – тавăрса каланă вĕсем. 67 Вара çынсем Ăна питрен сурнă, çупа-çупа янă, теприсем тата çапнă пеккĕн 68 ыйтнă: «Эй, Христос! Пророкла кала-ха: Хăвна кам çапрĕ?»
Петр Иисуса пĕлмĕш пулни
69 Петр çав хушăра тулта, картишĕнче, ларнă. Ун патне пĕр хĕрарăм тарçă пынă та: «Эсĕ те Галилейăри Иисуспа пĕрлеччĕ», – тенĕ. 70 Петр пурин умĕнчех Иисусран тунса: «Эсĕ мĕн çинчен каланине пĕлместĕп», – тенĕ. 71 Вăл хапхаран тухнă чухне ăна тепĕр хĕрарăм тарçă асăрханă та унти çынсене каланă: «Ак çакă та Иисус Назорейпа пĕрлеччĕ». 72 «Эпĕ вăл Çынна пĕлместĕпех», – тупа тусах туннă каллех Петр. 73 Тепĕртакран çавăнта тăракансем Петр патне пырса: «Эсĕ чăнах та вĕсен ушкăнĕнченех, ку калаçни-тунинчен те паллă», – тенĕ. 74 Вăл вара пĕтĕм чĕререн: «Эпĕ вăл Çынна пĕлместĕпех», – тесе тупа тăва пуçланă. Çав самантрах автан авăтса янă. 75 Петр Иисус хăйне автан авăтиччен эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн тесе каланине аса илнĕ. Вара вăл картишĕнчен тухнă та татăлсах йĕнĕ.
Иисуса Пилат патне илсе кайни. Иуда вилĕмĕ 1 Тепĕр кунне тул çутăлсанах аслă священниксем тата халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсем пурте пуçтарăннă та Иисуса вĕлерттерме йышăннă. 2 Вара Ăна çыхтарнă та Рим лартнă Понтий Пилат пуçлăх патне илсе кайнă. 3 Иисуса сутнă Иуда, Ăна вĕлерме йышăннине пĕлсен, ӳкĕннипе вăтăр кĕмĕл укçине аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсене тавăрса панă. 4 «Айăпсăр Çынна тытса парса çылăха кĕтĕм», – тенĕ вăл пуçлăхсене. Лешсем вара çапла каланă: «Пире мĕн ĕç пур? Хăвăнне ху пĕл». 5 Вара Иуда кĕмĕл укçисене Турă Çуртĕнче пăрахнă та хăй кайса çакăнса вилнĕ. 6 Аслă священниксем, пăрахнă укçана пуçтарса, çапла каланă: «Ку – юн укçи, çавăнпа ăна Турă Çурчĕн укçа арчине хума юрамасть». 7 Канашланă хыççăн вĕсем ютран килнĕ çул çӳрекенсем валли масар вырăнĕ тума çав укçапа пĕр чӳлмекçĕрен çĕр илнĕ. 8 Çавăнтанпа вăл çĕре халичченех «Юн çĕрĕ» теççĕ. 9 Çапла вара Иеремия пророк урлă калани пурнăçланнă. Пророк çапла каланă пулнă: «Израиль ывăлĕсем вăтăр кĕмĕл укçалăх Хакланине çавăн чухлĕ укçаллах илчĕç. 10 Хуçа Турă мана пĕлтернĕ пекех, çав укçана чӳлмекçĕ çĕрĕшĕн тӳлерĕç».
Иисус Пилат патĕнче
11 Çав вăхăтра Иисуса Пилат патне илсе пынă. «Эсĕ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнă Унран пуçлăх. «Эсĕ ху çапла тесе каларăн», – тавăрнă Иисус. 12 Хăйне аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем айăпланă чухне вара Вăл нимĕн те чĕнмен. 13 Унтан Пилат Ăна çапла каланă: «Илтместĕн-им, Сана хирĕç мĕн чухлĕн айăп кăтартаççĕ?» 14 Иисус хăйĕн пĕр сăмахне те хирĕç тавăрса каламаннине курсан Пилат питĕ тĕлĕннĕ.
Иисуса вĕлерме ыйтни
15 Пасха уявĕ тĕлне Рим лартнă пуçлăхăн тĕрмене хупнисенчен пĕрне халăх ыйтнипе ирĕке кăларас йăла пулнă. 16 Çавăн чухне тĕрмере пĕр Варавва ятлă паллă вăрă-хурах ларнă. 17 Хăйĕн керменĕ умĕнче халăх пухăнсан Пилат çынсене çапла каланă: «Эсир манран хăшне ирĕке кăларма ыйтатăр: Вараввăна е Турă Суйласа илни текен Иисуса?» 18 Вăл Иисуса кураймасăр тытса панине пĕлнĕрен çапла ыйтнă. 19 Тата вăл суд тумалли вырăнта ларнă чухне арăмĕ ун патне пĕр çынна çапла калама хушса янă пулнă: «Çав Айăпсăрскерне нимĕн те ан ту! Эпĕ кĕçĕр тĕлĕкре Уншăн хытă асаплантăм». 20 Çапах аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем Вараввăна кăларма, Иисуса вĕлерме ыйтмашкăн халăха ӳкĕте кĕртнĕ-кĕртнех. 21 «Сире иккĕшĕнчен хăшне кăларса памалла?» – тесе ыйтнă пуçлăх халăхран. «Вараввăна», – тенĕ çынсем. 22 «Турă Суйласа илни текен Иисуса вара манăн мĕн тумалла?» – тенĕ вĕсене Пилат. «Пталаттармалла!» – тенĕ пурте. 23 «Мĕн усалли тунă вара Вăл?» – тенĕ пуçлăх. Анчах та халăх тата хытăрах: «Пталаттар Ăна!» – тесе кăшкăрнă. 24 Пилат вара, нимĕн тума çуккине кура, халăх ытларах та ытларах пăлханнине кура, шыв илсе халăх умĕнче аллине çунă та: «Çак Айăпсăрскерĕн юнĕ тăкăннишĕн эпĕ яваплă мар, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр», – тенĕ. 25 «Унăн юнĕ пирĕн çинче, пирĕн ачасем çинче пултăр!» – тавăрнă ăна хирĕç пĕтĕм халăх. 26 Унтан Пилат Вараввăна кăларса янă, Иисуса, чĕн пушăпа хĕнеттерсе, пăталама хушнă.
Иисусран мăшкăллани
27 Çавăн чух Рим лартнă пуçлăхăн салтакĕсем Иисуса преторине илсе кĕртнĕ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуçтарнă. 28 Вĕсем Ăна хывăнтарса патшалла хĕрлĕ тум тăхăнтартнă. 29 Ун пуçне йĕплĕ кӳкен хуллинчен явнă пуç кăшăлĕ тăхăнтартнă, сылтăм аллине туя тыттарнă. Салтаксем Ун умне чĕркуçленсе ларнă та мăшкăлла-мăшкăлла: «Сывă пултăр Иудея Патши!» – тесе кулнă. 30 Салтаксем Ун çине сурнă, туйине илсе Ăна пуçĕнчен çапнă. 31 Çапла мăшкăлласан-мăшкăлласан, хĕрлĕ тумне хывтарса, Хăйĕн тумтирне тăхăнтартнă та Ăна пăталама илсе кайнă.
Иисус Христоса пăталани
32 Тухнă чухне вĕсем Симон ятлă Киринея çыннине тĕл пулнă, Иисусăн хĕресне йăтса пыма çавна хушнă. 33 Голгофа ятлă вырăна çитсессĕн – Голгофа тени «Пуç купташки» тенине пĕлтерет, – 34 Иисуса ват йӳççипе хĕрхӳлентернĕ хĕрлĕ эрех панă, ăна тутанса пăхсан Иисус ĕçесшĕн пулман. 35 Пталанă хыççăн салтаксем Унăн тумтирне шăпа ярса валеçнĕ. 36 Унтан хайхисем пăталанă Иисуса хураллама ларнă. 37 Унăн пуçĕ тĕлне: «Çакă – Иисус, Иудея Патши», – тесе айăпласа çырнă хăма татăкĕ çапса хунă. 38 Çавăн чухнех Иисуспа пĕрле икĕ вăрă-хураха, пĕрне – сылтăм енне, теприне сулахай енне пăталанă. 39 Иртен-çӳренсем пуçĕсене сулла-сулла Ăна хурласа калаçнă. 40 «Турă Çуртне Псакан, ăна виçĕ кун хушшинче çĕнĕрен Туса лартакан! Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан Хăвна Ху çăлсам, хĕрес çинчен анса пăх-ха», – тенĕ вĕсем. 41 Аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем те, ятлă-сумлă çынсемпе фарисейсем те çавнашкалах Унран мăшкăлланă: 42 «Ыттисене çăлатчĕ, Хăйне Хăй çăлаймасть! Вăл Израиль Патши пулсан, халĕ хĕрес çинчен анса кăтарттăр, вара эпир те Ăна ĕненме пуçлăпăр. 43 Вăл Турра шанатчĕ; Турра юрăхлăскерех пулсан, халĕ эппин Турă çăлтăр Ăна. „Эпĕ – Турă Ывăлĕ,“ – тетчĕ-çке-ха Вăл». 44 Хăйпе пĕрле пăталанă вăрă-хурахсем те Унран мăшкăлласа кулнă.
Иисус Христос вилĕмĕ
45 Кăнтăрла, вун икĕ сехетрен пуçласа виççĕччен, пĕтĕм çĕр çинче тĕттĕмленсе ларнă. 46 Виçĕ сехет тĕлĕнче вара Иисус хыттăн кăшкăрса янă: «Или! Или! Лама савахфани?» Çакă вăл: «Эй, Турăçăм! Турăçăм! Мĕншĕн Эсĕ Мана пăрахрăн?» – тени пулать. 47 Çакна илтсен çавăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕри каланă: «Вăл Илияна пулăшма чĕнет». 48 Çав самантрах вĕсенчен пĕри чупса кайнă та, хĕрхӳлентернĕ хĕрлĕ эрех сăхтарнă мунчалана патак вĕçне тирсе, Иисуса ĕçме панă. 49 «Тăхтăр-ха, пăхса тăрар, – тенĕ ыттисем, – Илия Ăна çăлма килет-и?» 50 Иисус тепĕр хут хыттăн кăшкăрса янă та, Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă. 51 Çав вăхăтра Турă Çуртĕнчи чаршав çӳлтен аяла çитиччен çурмалла çурăлса аннă, çĕр чĕтреннĕ, чул ту хысакĕсем те çурăла-çурăла кайнă. 52 Тупăклăхсем уçăлнă та, вилнĕ сăваплă çынсенчен нумайăшĕ чĕрĕлсе тăнă. 53 Вĕсем Иисус чĕрĕлсе тăнă хыççăн тупăклăхсенчен тухса сăваплă Иерусалим хулине кĕнине нумай çын курнă. 54 Рим çĕрпĕвĕ тата унпа пĕрле Иисуса хураллакансем çĕр чĕтреннине, тем те пĕр пулса иртнине курсан сехрисем хăпнипе каланă: «Ку чăнах та Турă Ывăлĕ пулнă-мĕн!» 55 Çавăнта тата Иисуса пулăшса Ун хыççăн Галилейăранах çӳренĕ хĕрарăмсенчен нумайăшĕ пулнă. Вĕсем мĕн пулса иртнине аякран пăхса тăнă. 56 Вĕсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амăшĕ Мария тата Зеведей ывăлĕсен амăшĕ те пулнă.
Иисус ӳтне тупăклăха хуни
57 Каç пулсан унта Аримафея хулинче çуралса ӳснĕ Иосиф ятлă пĕр пуян çын пынă; вăл та Иисусăн вĕренекенĕ пулнă. 58 Вăл Пилат патне кайса Иисус ӳтне пама тархасланă. Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнă. 59 Иосиф Иисус ӳтне илсе таса пирпе чĕркенĕ те 60 хăйне валли чул ту хысакне алтса тунă çĕнĕ тупăклăха хунă. Унтан тупăклăха кĕмелли шăтăка пысăк чулпа хупласа хăварса кайнă. 61 Мария Магдалинăпа тепĕр Мария вара çавăнтах, тупăклăх умĕнчех, ларнă.
Тупăклăх умне хурал тăратни
62 Тепĕр кунне, шăмат кун, аслă священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухăннă. 63 «Ырă çыннăмăр, – тенĕ вĕсем, – леш ултавçă Хăй чĕрĕ чухне „виçĕ кунран чĕрĕлсе тăрăп“ тенине аса илтĕмĕр-ха эпир. 64 Çавăнпа Иисусăн тупăклăхне пĕр виçĕ кун хушши хураллама хушсам. Вĕренекенĕсем Унăн ӳтне вăрласа ан кайччăрччĕ, кайран халăха: „Вăл чĕрĕлсе тăнă!“ – тесе ан çӳреччĕрччĕ. Ĕç-пуç кунашкал кайсан вара çак юлашки ултав малтанхинчен те усалтарах пулĕ». 65 «Сирĕн хуралçăсем пур, кайăр та хăвăра кирлĕ пек хураллăр», – тенĕ Пилат. 66 Вĕсем вара тупăклăха хураллама кайнă, хупланă чулне пичетлесех паллă тунă, хурал тăратнă.
Иисус Христос чĕрĕлсе тăни
1 Шмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунĕнче, тул çутăлнă чух Мария Магдалинăпа тепĕр Мария тупăклăха пăхма кайнă. 2 Çав вăхăтра питĕ вăйлăн çĕр чĕтренсе илнĕ, мĕншĕн тесен Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ тӳперен анса тупăклăх умĕнчи чула йăвантарса янă та хăй ун çине ларнă. 3 Ангел çиçĕм пек ялтăртатса тăнă, тумтирĕ юр пек шурă пулнă. 4 Хурал тăракансем унран хăранипе вилесле чĕтресе ӳкнĕ. 5 «Ан хăрăр, – тенĕ вара ангел хĕрарăмсене, – пăталанă Иисуса эсир шыранине пĕлетĕп. 6 Вăл кунта çук ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, Хăй каланă пекех, Вăл вилĕмрен чĕрĕлнĕ. Хуçамăра хунă вырăна кайса пăхăр та 7 Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăни çинчен, сирĕнтен маларах Галилейăна çитсе кĕтсе тăрасси çинчен Унăн вĕренекенĕсене хăвăртрах кайса пĕлтерĕр. Эсир Ăна Галилейăра тĕл пулăр. Ман сире çакна каламалли пурччĕ». 8 Хĕрарăмсем тупăклăх патĕнчен васкасах кайнă. Вĕсем пĕр хăраса та пĕр савăнса Иисусăн вĕренекенĕсене пĕлтерме чупнă. 9 Вĕренекенĕсене калама кайнă чух сасартăк вĕсене çул çинче Иисус тĕл пулнă та: «Сывлăх сунатăп!» – тенĕ. Вĕсем вара патнерех пынă та чĕркуçленсе ларнă, уринчен тытсах пуççапнă. 10 Çавăн чухне Иисус вĕсене: «Ан хăрăр, кайăр та ĕненекен тăванăмсене Галилейăна пыма калăр. Мана вĕсем унта тĕл пулĕç», – тенĕ. 11 Хĕрарăмсем çул çинче чухне хăш-пĕр хуралçăсем хулана çитнĕ те мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех аслă священниксене каласа панă. 12 Вара аслă священниксем, ятлă-сумлă çынсемпе калаçса татăлса, салтаксене нумай укçа панă та 13 çапла сас-хура кăларма хушнă: «Çĕрле, эпир çывăрнă чухне, вĕренекенĕсем пынă та Унăн ӳтне вăрласа кайнă». 14 «Çак сас-хура Рим лартнă пуçлăх хăлхине кĕрес пулсан, – тенĕ вĕсем, – эпир хамăрах майлашăпăр, айăпĕ сирĕн çинче пулмĕ». 15 Хуралçăсем вара укçине илнĕ те хăйсене вĕрентнĕ пек сас-хура сарса çӳренĕ. Çак суя сăмах иудейсем хушшинче халичченех çӳрет.
Чĕрĕлсе тăнă Иисус вун пĕр апостола курăнни
16 Вун пĕр вĕренекенĕ Галилейăна, Иисус пыма хушнă ту çине, кайнă. 17 Иисуса курсан вĕсем Ăна ӳксе пуççапнă, теприсем тата иккĕленсе кайнă. 18 Вара Иисус, патнерех пырса, çапла каланă: «Пĕлĕт çинче те, çĕр çинче те пуç пулма Мана тулли ирĕк панă. 19 Ĕнтĕ кайăр та Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшăн ячĕпе шыва кĕртсе мĕн пур халăхсене ӳкĕтлесе вĕрентĕр. 20 Вĕсене Эпĕ сире каланă пил-хушусене тытса пурăнма вĕрентĕр. Эпĕ тĕнче пĕтичченех куллен сирĕнпе пулăп». Аминь.
Шыва кĕртекен Иоанн вĕрентсе калани
1-3 Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен пĕлтерекен Ырă Хыпар пророксем çырса хăварнă пекех пуçланать: «Акă Эпĕ Сан умăнтан Хамăн хыпарçăна яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ». «Пуш хирте чĕнекенĕн сасси илтĕнет: „Хуçа Турă валли çул хатĕрлĕр, Вăл утас çулсене тӳрлетĕр!“» 4 Çавăнпа та Иоанн килнĕ, вăл пуш хирте тĕне кĕртнĕ, çылăхсене каçарттармашкăн ӳкĕнсе шыва кĕме ӳкĕтленĕ. 5 Вара ун патне пĕтĕм Иудея çĕрĕнчен те, Иерусалим хулинчен те халăх пыма пуçланă. Иоанн вĕсене çылăхĕсенчен ӳкĕнтерсе Иордан юхан шывĕнче пурне те шыва кĕртнĕ. 6 Тăхăнасса Иоанн тĕве çăмĕнчен тунă тумтир тăхăнса, пилĕкне чĕн пиçиххи çыхса çӳренĕ. Çиессе те вăл хĕрлĕ шăрчăк тата хăвăлсенче тупкаланă пыл çисе пурăннă. 7 Вăл çапла ӳкĕтлесе вĕрентнĕ: «Ман хыççăн манран Хăватли килет, эпĕ Унăн пушмакне пĕшкĕнсе хывма та тивĕçлĕ мар. 8 Эпĕ сире шывпа тĕне кĕртрĕм, Вăл вара сире Святой Сывлăшпа тĕне кĕртĕ».
Иисуса шыва кĕртни
9 Çав кунсенче Галилея çĕрĕнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынă. Иоанн Ăна Иорданра шыва кĕртнĕ. 10 Иисус шывран тухнă самантрах Иоанн тӳпе уçăлса кайнине, Святой Сывлăш кăвакарчăн пек курăнса Ун çине аннине асăрханă. 11 Тата тӳперен çапла сасă илтĕннĕ: «Эсĕ Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Санра!»
Иисуса шуйттан илĕртсе тĕрĕслени
12 Çавăн хыççăнах Сывлăш Иисуса пуш хире ертсе кайнă. 13 Пуш хирте Ăна шуйттан хĕрĕх кун илĕртсе тĕрĕсленĕ. Иисус тискер кайăксем хушшинче пурăннă, ангелсем Уншăн ĕçлесе тăнă. 14 Иоана тĕрмене тытса хупнă. Иисус вара Галилейăна пынă та Турă Патшалăхĕн Ырă Хыпарне ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. 15 Вăл çапла каласа вĕрентнĕ: «Ĕнтĕ вăхăт çитрĕ, Турă Патшалăхĕ çывхарчĕ: ӳкĕнĕр те Ырă Хыпара ĕненĕр!»
Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем
16 Пĕррехинче Иисус Галилея тинĕсĕ хĕррипе иртсе пынă. Çавăн чухне Вăл тинĕсе сĕреке-тетел пăрахакан пĕртăвансене – Симонпа унăн шăллĕне Андрея – курнă. Вĕсем пулăçăсем пулнă. 17 Иисус вĕсене çапла каланă: «Ман хыççăн пыракансем пулăр, Эпĕ сире этем чунĕсене тытакансем тăвăп». 18 Вĕсем вара çав самантрах сĕреке-тетелĕсене хăварса Иисус хыççăн кайнă. 19 Тепĕртак кайсан Вăл Зеведей ывăлĕсене – Иаковпа унăн шăллĕне Иоана – курнă. Вĕсем те кимĕ çинче сĕреке-тетелĕсене юсаса тăнă. 20 Çавăнтах Иисус вĕсене Хăй хыççăн пыракансем пулма чĕннĕ. Вĕсем вара хăйсен ашшĕне Зеведея тарçисемпе пĕрле кимĕ çинче хăварса Ун хыççăн кайнă.
Усал сывлăша хăваласа кăларни
21 Акă ĕнтĕ вĕсем Капернаум хулине çитнĕ. Унта Вăл пирвайхи шăмат кунах синагогăра вĕренте пуçланă. 22 Çынсем Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесен Вăл саккун вĕрентӳçисем пек мар, Турă хăват панă пек вĕрентнĕ. 23 Вĕсен синагогинче усал ернĕ пĕр çын пулнă, вăл кăшкăрса янă: 24 «Эй, Назарет Иисусĕ! Санăн пирĕнпе мĕн ĕç пур араЭсĕ пире пĕтерме килнĕ! Эсĕ камне эпĕ пĕлетĕп. Эсĕ – Туррăн Святойĕ!» 25 «Чарăн! – çирĕппĕн хушнă Иисус. – Тух ун ăшĕнчен!» 26 Вара усал сывлăш çынна чĕтретсе пăрахса, хыттăн кăшкăрса ун ăшĕнчен тухнă. 27 Пурте хăраса-тĕлĕнсе кайса пĕр-пĕринчен çапла ыйтнă: «Мĕн пулчĕ ку? Мĕнле çĕнĕ вĕрентӳ куВăл усал сывлăшсене те Хăйĕн вăй-хăвачĕпе хушать, лешсем Ăна пăхăнаççĕ». 28 Часах пĕтĕм Галилея тăрăхĕнче Ун çинчен хыпар сарăлнă.
Иисус нумай çынна чиртен сыватни
29 Çавăн хыççăн тӳрех Иисус синагогăран тухнă та Иаковпа тата Иоанпа пĕрле Симонпа Андрей килне пынă. 30 Симонăн хунямăшĕ сив чирпе выртнă пулнă. Çийĕнчех ун пирки Иисуса каласа панă. 31 Иисус ун патне пынă та аллинчен тытса çĕклесе тăратнă. Хĕрарăмăн чирĕ çавăнтах иртсе кайнă, вара вăл вĕсене хăналама пуçланă. 32 Хĕвел ансан, каç пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынă. 33 Пĕтĕм хулипех алăк умне пуçтарăннă. 34 Чылайăшне Вăл чир-чĕртен сыватнă, усал сывлăшсене те нумай хăваласа кăларнă. Усалсене Вăл Хăй Христос пулнине пĕлни çинчен калама чарнă.
Иисус Галилейăра вĕрентни
35 Ирхине вара Иисус ирех тăрса тухнă та çын çук вырăна кĕлтума кайнă. 36 Çапах та Симон тата унпа пĕрле пулнисем Ун хыççăн васканă. 37 «Сана пурте шыраççĕ», – тенĕ вĕсем Иисуса тупсан. 38 «Манăн çывăхри ялсемпе хуласенче те ӳкĕтлесе вĕрентмелле, атьр унта каяр, мĕншĕн тесен Эпĕ тĕнчене вĕрентме килнĕ», – тенĕ Иисус вĕсене. 39 Вара Вăл пĕтĕм Галилея тăрăх çӳресе унти синагогăсенче ӳкĕтлесе вĕрентнĕ тата усал сывлăшсене хăваласа кăларнă.
Иисус юхан-суранлă çынна сыватни
40 Пĕррехинче Ун патне юхан-суранлă çын пынă та чĕркуçленсе ларса Ăна йăлăннă: «Сыватас тесессĕн, Эсĕ мана сыватма пултаратăнах». 41 Иисус, хĕрхенсе, аллине тăснă та ăна сĕртĕнсе çапла каланă: «Чиртен тасатас тетĕп, сывал». 42 Çакна каласанах ун çинчи юхан-суран пĕтнĕ, ӳчĕ тап-таса пулса тăнă. 43 Иисус ун çине çирĕппĕн пăхнă та ăна çав самантрах кайма хушнă. 44 «Асту, никама та ним те ан кала, – тенĕ ăна Иисус. – Хăвна священника кайса кăтарт та ху тасалнăшăн Моисей Турра кӳме хушнă парнене кӳр. Çакă ху сывалнине пĕлтерни пулать те ĕнтĕ». 45 Анчах та лешĕ, кайнă-кайманах, мĕн пулса иртни çинчен пурне те пĕлтерсе, каласа çӳреме пуçланă. Иисусăн вара хулана куçкĕретĕнех кĕресси пĕтнĕ, Вăл хула тулашĕнче, ялсăр вырăнсенче çӳренĕ. Ун патне халăх пур çĕртен те пырсах тăнă.
Паралич çапнă çынна сыватни
1 Иисус каллех Капернаума пырсан темиçе кунранах Вăл килне тавăрăнни çинчен хыпар сарăлнă. 2 Нумаях та вăхăт иртмен, алăк патĕнче те вырăн юлмиех халăх пуçтарăннă. Иисус çынсене Турă сăмахне вĕрентнĕ. 3 Çавăн чухне тăваттăн Ун патне паралич çапнă çынна çĕклесе пынă. 4 Халăх йышлă пулнăран вĕсем Иисус патне çывхарайман. Вара вĕсем, çурт виттине пĕр çĕртен сирсе, паралич çапнă çынна выртнă вырăнĕпех Иисус тĕлне антарнă. 5 Иисус вĕсен ĕненĕвне курса паралич çапнă çынна çапла каланă: «Ачам, санăн çылăхусем каçарăнчĕç». 6 Çавăнта темиçе саккун вĕрентӳçи ларнă, вĕсем хăйсен ăшĕнче шухăшланă: 7 «Ку мĕн капла Турра хурлать? Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне çылăх каçарма кам пултартăр?» 8 Иисус Хăйĕн чун-чĕмĕпе вĕсен ăшри шухăшĕсене çав самантрах пĕлсе çапла каланă: «Мĕншĕн эсир хăвăр шăрта апла шухăшлатăр? 9 Паралич çапнă çынна мĕн калама çăмăлтарах? „Санăн çылăхусем каçарăнчĕç“ теме-и е: „Тăр, вырăнна ил те утса çӳре“ теме? 10 Анчах та Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма та ирĕк пуррине сире пĕлтерессĕм килет». Çавна пĕлтерес тесе Вăл паралич çапнă çынна каланă: 11 «Сана калатăп: тăр та сарнă вырăнна илсе киле кай». 12 Лешĕ çав самантрах тăнă та, вырăнне илсе, пурин умĕнчех тухса кайнă. Вара пурте шалтах тĕлĕнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихăçан та курманччĕ», – тенĕ.
Иисус Левие чĕнни
13 Иисус каллех тинĕс хĕррине кайнă. Пĕтĕм халăх Ун тавра пуçтарăннă, Вăл халăха вĕрентнĕ. 14 Иртсе пынă чухне Вăл Алфей ывăлне Левие, налук пухмалли çуртра лараканскере, курнă. «Ман хыçăмран пыракан пул», – тенĕ ăна Иисус. Лешĕ тăнă та Ун хыçĕнчен кайнă. 15 Пĕррехинче Иисуспа вĕренекенĕсем Левий килĕнче хăналаннă. Вĕсемпе пĕрле тата налук пухакансемпе çылăхлă çынсем те нумаййăн апатланнă, вĕсем Ун хыçĕнчен яланах йышлăн çӳренĕ. 16 Иисус налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе пĕрле апат çинине курсан фарисейсен саккун вĕрентӳçисем Унăн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Епле-ха Вăл налук пухакансемпе, çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиет?» 17 Çакна илтсен Иисус вĕсене: «Тухтăр сыввисене мар, чирлисене кирлĕ. Эпĕ тӳрĕ пурăнакансене мар, çылăхлисене ӳкĕнме чĕнмешкĕн килнĕ», – тенĕ.
Типĕ тытасси çинчен ыйтни
18 Иоанн вĕренекенĕсемпе фарисейсен вĕренекенĕсем типĕ тытнă. Вĕсем Иисус патне пынă та çапла каланă: «Иоанн вĕренекенĕсем те, фарисейсен вĕренекенĕсем те типĕ тытаççĕ, Санăн вĕренекенӳсем мĕншĕн типĕ тытмаççĕ?» 19 Иисус вĕсене çапла каланă: «Туй ачисем кĕрӳ каччă хăйсемпе пĕрле чухне типĕ тытĕç-и? Çук, кĕрӳ каччă хăйсемпе чухне вĕсем типĕ тытма пултараймĕç. 20 Акă кĕрӳ каччăна вĕсенчен туртса илес кунсем çитĕç, çав кунсенче вара вĕсем типĕ тытĕç. 21 Никам та кивĕ тумтир çине çĕнĕ пир саплăк лартмасть. Апла тусан çĕнĕ саплăкĕ кивĕ пирне тăпăлтарса кăларĕ, çĕтĕкĕ вара татах пысăкланĕ. 22 Тин тунă хĕрлĕ эрехе те кивĕ сăран хутаçа никам та тултармасть. Апла тусан çĕнĕ эрех кивĕ сăран хутаçа çурса ярĕ те, эрехĕ те юхса тухĕ, хутаçĕ те сая кайĕ. Тин тунă хĕрлĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа ямалла».
Христос тата шăмат кун
23 Пĕррехинче шăмат кун Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă. Унăн вĕренекенĕсем çула май пучахсене тата-тата илнĕ. 24 Иисуса фарисейсем çапла каланă: «Пх-ха, мĕн хăтланаççĕ вĕсем шăмат кун-! Тума юраманнине тăваççĕ». 25 Иисус вĕсене тавăрса каланă: «Пĕррехинче Давид хăй тата унпа пĕрле пулнисем выçăпа аптăраса çитсен, вăл мĕн тунине нихăçан та вуламан-им эсир? 26 Епле вăл, Авиафар аслă священникра ларнă чухне, кĕлĕ çуртне кĕрсе Турра халалланă çăкăрсене çинĕ, çав çăкăрсене хăйпе пĕрле пулнисене те панă. Вĕсене священниксемсĕр пуçне никамăн та çиме юраман вĕт-ха». 27 Унтан вĕсене çапла каланă: «Этеме шăмат куншăн туман, шăмат куна этемшĕн тунă; 28 çавăнпа та Этем Ывăлĕ – шăмат кун хуçи те».
Алли типнĕ çынна сыватни
1 Иисус каллех синагогăна пынă; унта алли типнĕ çын пулнă. 2 Иисуса айăплама сăлтав тупас шутпа, çак çынна Вăл шăмат кун сыватмĕ-и тесе, хăшĕ-пĕрисем Ăна сăнаса тăнă. 3 Иисус алли типнĕ çынна çапла каланă: «Маларах тух-ха». 4 Лешсене вара каланă: «Шмат кун ырă тумалла-и е усал тумалла? Чуна çăлмалла-и е пĕтермелле?» Пĕри те хирĕç чĕнмен. 5 Иисус, вĕсем хытă чунлă пулнăран кулянса, вĕсене çилĕллĕн пăхса çавăрăннă та çав çынна каланă: «Аллуна тăс-ха». Лешĕ тăснă та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тăнă. 6 Фарисейсем вара унтан тухсан тӳрех Ирод майлă çынсен ушкăнĕпе пĕрле Иисуса епле вĕлерес-ши тесе Ăна хирĕç кавар тунă.
Тинĕс хĕрринче
7-8 Иисус вара Хăйĕн вĕренекенĕсемпе тинĕс хĕррине кайнă. Ун хыççăн Галилейăра, Иудейăра, Иерусалимра, Идумейăра тата Иордан леш енче пурăнакан темĕн чухлĕ халăх пынă. Иисусăн ĕçĕсем пирки сăмах сарăлнăран унта Тирпа Сидон таврашĕнчи çынсем те йышлăн пуçтарăннă. 9-10 Иисус чылайăшне сыватнă. Ăна сĕртĕнесчĕ тесе чирлисем Ун патне талпăннă. Хăй тавра халăх кĕпĕрленсе тулнăран Иисус вĕренекенĕсене Хăй валли кимĕ хатĕрлеме хушнă. 11 Иисуса курсан усал сывлăшсем Ун умне ӳксе: «Эсĕ – Турă Ывăлĕ!» – тесе кăшкăрнă. 12 Иисус вара вĕсене Хăй çинчен пĕлтерме хыттăнах чарнă.
Вун икĕ апостола суйласа илни
13 Унтан Иисус ту çине улăхнă та Хăй чĕнес тенĕ вĕренекенĕсене чĕннĕ; лешсем Ун патне пынă. 14-15 Вĕсенчен вун иккĕшне Иисус Хăйпе пĕрле пулмашкăн, вĕрентме ямашкăн, чиртен сыватмашкăн тата усалсене хăваласа кăлармашкăн хăват илччĕр тесе суйласа лартнă. 16 Вăл çаксене суйласа илнĕ: Симон – Иисус ăна Петр тесе ят панă; 17 Зеведей ывăлĕсем Иаковпа унăн шăллĕ Иоанн – Иисус вĕсене Воанергес тесе ят панă, ку «аслати ачисем» тени пулать; 18 Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывăлĕ Иаков, Фаддей, Симон Кананит 19 тата Иуда Искариот. Çакă вара Ăна сутаканни пулнă.
Усалсене Иисус мĕнле хăватпа хăваласа кăларать
20 Иисуспа вĕренекенĕсем пĕр çурта кĕнĕ. Каллех халăх нумай пуçтарăннă пирки вĕсен апат çиме те май пулман. 21 Иисусăн с-пуçĕ йĕркеллех мар тенине илтсен тăванĕсем Ăна илме пынă. 22 Унăн ăшĕнче – Веельзевул, Иисус усал сывлăшсене усалсен пуçлăхĕн хăвачĕпе хăваласа кăларать тесе калаçнă Иерусалимран пынă саккун вĕрентӳçисем те. 23 Иисус вĕсене аяккарах чĕнсе илнĕ те ытарлăн çапла каланă: «Епле-ха шуйттан шуйттана хăваласа кăлартăр? 24 Хирĕçсе-пайланса кайсан патшалăх тытăнса тăраймасть, 25 кил-йыш та хирĕçсе-пайланса кайсан арканать. 26 Шуйттан та, хăйпе хăй хирĕçсен, пайланса кайсан, тытăнса тăраймасть; унăн пĕтес вăхăчĕ çитнĕ пулать вара. 27 Вăйлă çыннăн çуртне кĕрсен, малтанах вăйлăскерне çыхса пăрахмасăр, никам та унăн япалисене çаратаймĕ, çыхса пăрахсан тин унăн çуртне çаратайĕ. 28 Чăн калатăп сире, этем ывăлĕсен кирек епле çылăхĕсем те, кирек епле хурласа калаçнисем те каçарăнĕç. 29 Анчах та кам Святой Сывлăша хурлать, ăна ĕмĕрне те каçару пулмĕ. Çав çын ĕмĕрлĕхех айăплă пулма тивĕçлĕ». 30 Унăн ăшĕнче усал сывлăш ларать тенĕрен Вăл çапла каланă пулнă.
Иисус Христос Амăшĕпе тăванĕсем
31 Иисусăн Амăшĕпе тăванĕсем Ун патне пынă та, хăйсем пӳрте кĕмен, Ăна чĕнсе тухма ыйтнă. 32 Иисус тавра халăх ларнă. «Сана тулта Аннӳпе тăванусем чĕнеççĕ», – тенĕ Ăна çавăн чухне. 33 «Кам Манăн Аннем? Камсем Манăн тăванăмсем?» – тавăрнă вĕсене Иисус. 34 Унтан, Хăй тавра ларакансене пăхса çавăрăнса, çапла каланă: «Акă Манăн аннемпе тăванăмсем. 35 Мĕншĕн тесен кам Турă ирĕкне пурнăçласа пурăнать, çав Манăн тăванăм та, аннем те пулать».
Акаçă çинчен каланă ытарлăх
1 Иисус каллех тинĕс хĕрринче вĕрентме пуçланă. Ун патне темĕн чухлĕ халăх пухăннă, çавăнпа Унăн кимĕ çине ларма тивнĕ. Вăл тинĕс хĕрринчи кимĕ çинче пулнă, мĕн пур халăх вара çыран хĕрринче тăнă. 2 Иисус вĕсене ытарлăн каласа нумай вĕрентнĕ, вĕсене ӳкĕтлесе çапла каланă: 3 «Ĕнтĕ итлĕр. Пĕр акаçă акана тухнă. 4 Хайхи акнă чухне хăш пĕрчисем çул хĕррине ӳкнĕ, кайăксем вĕçсе пынă та çав пĕрчĕсене сăхса пĕтернĕ. 5 Хăшĕ чуллă, сахал тăпраллă çĕре ӳкнĕ, тăпри ăшăх пулнăран калча часах шăтса тухнă. 6 Анчах та хĕвел тухсанах ăна ĕнтсе янă, тымар ярайман калча вара типсе ларнă. 7 Хăшĕ пиçенлĕ вырăна ӳкнĕ, пиçен çитĕнсе кайнă та калчана пусса лартнă, вара калча пучах кăларайман. 8 Хăшĕ тата пулăхлă çĕр çине ӳкнĕ те шăтса тухса пучах кăларнă: пĕр пĕрчĕрен вăтăр пĕрчĕ, тепри утмăл пĕрчĕ, тата тепри çĕр пĕрчĕ пултарнă. 9 Илтме хăлха пурри илттĕр!» – тенĕ Иисус вĕсене.
Ытарлăн калани çинчен
10 Халăх салансан, унта юлнă çынсем тата вун икĕ вĕренекенĕ Унран ытарлăн калани çинчен ыйтнă. 11-12 Вара Иисус вĕсене çапла каланă: «Сире Турă Патшалăхĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме тивĕç панă. Ыттисене вара, тивĕçлĕ маррисене, Эпĕ йăлтах ытарлăн калатăп, ĕнтĕ вĕсем куçĕпе пăхсан та курмаççĕ, хăлхипе илтсен те ăнланмаççĕ, çавăнпа та, çылăхĕсене каçарттарас тесе, Турă енне çавăрăнмаççĕ».
Акаçă çинчен каланă ытарлăха ăнлантарни
13 «Çак ытарлăха та ăнланмастăр-и? – тенĕ вĕсене Иисус. – Ыттисене вара епле ăнланса илĕр? 14 Акаçă Турă сăмахĕ акать. 15 Çул хĕррине ӳкни çакна пĕлтерет: хăш-пĕрисем вĕрентнĕ сăмаха итлеççĕ, анчах та илтсенех вĕсем патне шуйттан пырать те вĕсен чун-чĕрине акнине вăрласа каять. 16 Çавнашкалах чуллă çĕре ӳкни те Турă сăмахне илтсе ăна тӳрех хавасланса йышăнакансене пĕлтерет, 17 анчах та вĕсем питĕ иккĕленчĕк, чун-чĕрисем тымарсăр. Каярахпа, сăмахшăн хĕн кăтартма е хĕсĕрлеме тытăнсан, вĕсем тӳрех ĕненӳрен пăрăнаççĕ. 18 Пиçенлĕ вырăна ӳкни те Турă сăмахне илтекен çынсенех пĕлтерет, 19 анчах та ку тĕнчери хĕвĕшӳ, пуянлăх илĕртĕвĕпе ытти илĕртӳсем вĕсен чунне тулса сăмаха пусса лартаççĕ те, сăмах вара тĕшĕсĕр пулать. 20 Пулăхлă çĕр çине ӳкни Турă сăмахне илтсе çав сăмаха хапăл тăвакансене пĕлтерет, вĕсен чĕринчи сăмах тĕшĕ кăларать. Çапла вара, пĕринчен вăтăр пĕрчĕ, тепринчен утмăл пĕрчĕ, тата тепринчен çĕр пĕрчĕ пулать».
Çутаткăçпа виçе çинчен каланă ытарлăх
21 Унтан Иисус вĕсене çапла каланă: «Çутаткăçа чӳлмекпе хуплама е кравать айне лартма илсе пыраççĕ-им? Ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтармаççĕ-им? 22 Вăрттăнни те паллă пулатех, пытарса хăварни те çиеле тухатех. 23 Илтме хăлха пурри илттĕр!» 24 Тата вĕсене каланă: «Ман сăмахăма тимлĕн итлĕр. Мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç. Сире, сăмахăма итлекенсене, ытларах та хушса парĕç. 25 Камăн пур, ăна татах парĕç. Камăн çук, унăнне пур пеккине те туртса илĕç».
Вăрлăх çинчен каланă ытарлăх
26 «Турă Патшалăхĕ çакăн евĕрлĕ, – тенĕ тата Иисус. – Çын çĕре вăрлăх акать. 27 Кайран вăл каçсерен çывăрать, ирсерен тăрать. Çав хушăра вăрлăх шăтса ӳсет, хайхи çын ку епле пулнине те пĕлмест. 28 Çĕр хăй тĕллĕнех çимĕç парать: малтан калча ӳстерет, унтан пучах кăларттарать, кайран пучаха тултарать. 29 Пулса çитнĕ пучах часрах çурла тыттарать, мĕншĕн тесен вырма вăхăчĕ çитнĕ».
Сарă пăрăç вăрри çинчен каланă ытарлăх
30 «Турă Патшалăхне тата мĕнпе танлаштарар-ши? Ăна мĕнле ытарлăхпа сăнарлама май пур-ши? – тенĕ Иисус. 31 – Вăл – сарă пăрăç вăрри евĕрлĕ теме пулать. Акнă чухне çав пĕрчĕ çĕр çинчи вăрăсенчен чи пĕчĕкки. 32 Аксассăн шăтса тухать те мĕн пур пахча çимĕçсенчен те çӳллĕ пулать. Унăн парка турачĕсен сулхăнĕнче вара вĕçен кайăксем те йăва çавăрма пултараççĕ». 33 Çынсем тавçăрса илме пултарнă таран Иисус вĕсене Турă сăмахне çакнашкал нумай ытарлăхпа вĕрентнĕ. 34 Çынсемпе Вăл ытарлă кăна калаçнă, вĕренекенĕсене вара куçа-куçăн чухне пĕтĕмпех ăнлантарса панă.
Çил-тăвăла чарни
35 Каç пулса килнĕ чухне Иисус вĕренекенĕсене каланă: «Тинĕс тепĕр енне каçар-ха». 36 Вара вĕренекенĕсем, халăхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнă киммипех хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Унтах ытти кимĕсем те пулнă. 37 Çавăн чухне вăйлă çил-тăвăл тухнă, вара хум çапнипе кимме шыв тула пуçланă. 38 Иисус киммĕн хыçалти пайĕнче пуçелĕк хурсах çывăрнă пулнă. Ăна вăратса çапла каланă: «Вĕрентекен! Эпир пĕтсен те Сана пурпĕрех-им?» 39 Иисус тăнă та çиле чарăнма хушнă, тинĕсе: «Чарăн, ан шавла», – тенĕ. Вара çил лăпланнă та, çанталăк шăпах пулнă. 40 «Мĕншĕн эсир çав тери хăравçă? Нивушлĕ сирĕн ĕненĕвĕр çук?» – тенĕ Иисус вĕсене. 41 Питĕ хăраса кайнипе вĕсем пĕр-пĕрне çапла каланă: «Кам-ши Ку? Ăна çил те, тинĕс те пăхăнать».
Усал ернĕ çынна сыватни
1 Иисуспа вĕренекенĕсем тинĕс леш енчи Гадара çĕрне çитсе чарăннă. 2 Иисус кимĕ çинчен ансанах Ăна çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхран тухнă усал ернĕ пĕр çын тĕл пулнă. 3 Вăл çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхсенче пурăннă, ăна никам та сăнчăрласа та чарайман. 4 Çынсем темиçе хут та унăн алли-урине сăнчăрласа-тимĕрлесе пăхнă, анчах вăл сăнчăрĕсене тата-тата пăрахнă, тимĕрĕсене ватнă. Ăна никам та лăплантарма пултарайман. 5 Çав çын яланах, кунĕн-çĕрĕн сăртсем çинче тата çĕр хăвăлĕсенчи тупăклăхра кăшкăрашса, хăйне-хăй чулпа çапса сусăрлатса çӳренĕ. 6 Вăл, Иисуса инçетренех асăрхаса, Ун патне чупса пынă та чĕркуçленсех пуççапнă. 7 «Эй, Çӳлти Турă Ывăлĕ Иисус! – тесе хыттăн кăшкăрнă вăл. – Санăн манпа мĕн ĕç пур? Турă ячĕпе Сана тархаслатăп, ан асаплантар мана». 8 Мĕншĕн тесен Иисус ăна: «Усал сывлăш, тух çак çын ăшĕнчен», – тенĕ пулнă. 9 «Эсĕ мĕн ятлă?» – тесе ыйтнă унран Иисус. «Эпир нумаййăн, çавăнпа та эпĕ „пулккипех“ ятлă», – тенĕ Ăна лешĕ. 10 Унтан хăйсене çав тăрăхран хăваласа ан ятăр тесе вĕсем Иисуса йăлăнсах тархасланă. 11 Çавăнтах, ту патĕнче, пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. 12 Усалсем пурте Иисуса: «Пире çав сыснасен ăшне кĕме ярсам», – тесе йăлăннă. 13 Иисус çавăнтах вĕсене ирĕк панă. Вара усал сывлăшсем, тухса, сыснасем ăшне кĕнĕ. Унтан сысна кĕтĕвĕ чăнкă çырантан тинĕсе сикнĕ, пурте путса вилнĕ. Кĕтӳре икĕ пине яхăн сысна пулнă. 14 Сысна пăхакансем вара хуланалла чупнă та çавăн çинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кăтартнă. Халăх мĕн пулнине курма тухнă. 15 Хайхисем Иисус патне пынă та акă мĕн курнă: çав çын, пулккипе усал ернĕскер, тумланса ларнă та чипер ăс-тăнпах ларать. Çакна курсан вĕсем хăрасах кайнă. 16 Куçăн курнисем вĕсене усал ернĕ çынпа мĕн пулса иртнине те, сыснасем çинчен те каласа кăтартнă. 17 Вара халăх Иисуса хăйсен çĕрĕ-шывĕнчен кайма тархасла пуçланă. 18 Иисус кимĕ çине ларнă чухне хайхи усал ернипе асапланнă çын хăйне те пĕрле илме йăлăннă. 19 Анчах та Иисус ăна пĕрле илмен. «Эсĕ киле кай та Хуçа Турă хăвăншăн мĕн тунине, епле хĕрхеннине тăванусене каласа кăтарт», – тесе кăна хушса хăварнă. 20 Унтан çав çын Вунхула çĕрне кайнă та Иисус ăна мĕн туни çинчен каласа çӳреме пуçланă. Вара пурте тĕлĕннĕ.
Иаир хĕрне чĕртни тата юн каякан хĕрарăма сыватни
21 Иисус тинĕс леш енчен кимĕпе каялла тавăрăннă. Хăй патне халăх йышлă пухăннăран Вăл пĕр вăхăт тинĕс хĕрринчех пулнă. 22-23 Çавăнта синагога пуçлăхĕсенчен пĕри, Иаир ятлăскер, пынă. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вăл питĕ хытă тархасла пуçланă: «Хĕрĕм вилесле выртать, пырсамччĕ, сывалса чĕрĕ юлтăр тесе ун çине аллуна хурсамччĕ». 24 Вара Иисус унпа пĕрле кайнă. Ун хыççăн халăх йышлăн кĕпĕрленсе пынă. 25 Çавăнта юн кайнипе вун икĕ çул асапланакан пĕр хĕрарăм пулнă. 26 Вăл тĕрлĕ тухтăрсем патне çӳресе нумай нуша курнă, пĕтĕм укçи-тенкине пĕтернĕ, анчах ним усси те пулман, унăн сывлăхĕ пушшех япăхланса пынă. 27-28 Çав хĕрарăм Иисус çинчен илтсе пĕлнĕ. «Унăн тумтирне те пулин сĕртĕнсен сывалăттăм», – тесе шухăшланă вăл. Вара хайхискер халăх хушшипе хыçалтан пынă та Унăн тумтирне сĕртĕннĕ. 29 Çавăнтах хĕрарăмăн юн кайма пăрахнă, чир-чĕртен сывалнине вăл пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе туйса илнĕ. 30 Иисус, Хăйĕнчен хăват тухнине чунĕпе çав самантрах сиссе, халăха пăхса çавăрăннă та: «Тумтирĕме кам сĕртĕнчĕ?» – тенĕ. 31 Вара вĕренекенĕсем Ăна çапла каланă: «Хăвăн тавра халăх кĕпĕрленнине курса тăнă çĕртех епле-ха Эсĕ: „Тумтирĕме кам сĕртĕнчĕ?“ – тетĕн». 32 Анчах та Иисус, Хăйне кам сĕртĕннине курас тесе, çаплипех йĕри-тавралла пăхкаланă. 33 Хăранипе чĕтреме ернĕ хĕрарăм вара, хăйпе мĕн пулса иртнине пĕлекенскер, Иисус патне пынă та Ун умне ӳксе тĕрĕссине каласа панă. 34 «Хĕрĕм! Ĕненĕвӳ çăлчĕ сана. Канăçлă каях, чирӳнтен сывал!» – тенĕ вара ăна Иисус. 35 Иисус çак сăмахсене каланă вăхăтрах синагога пуçлăхĕн килĕнчен пынă та çапла каланă: «Хĕрӳ вилсе кайрĕ ĕнтĕ. Вĕрентекене мĕншĕн чăрмантаратăн тата?» 36 Анчах та Иисус, çак сăмахсене илтсенех, синагога пуçлăхне: «Ан хăра, ĕнен кăна», – тенĕ. 37 Вара Вăл Петрпа Иаковсăр пуçне, Иаков шăллĕ Иоансăр пуçне Хăй хыççăн никама та пыма хушман. 38 Иисус синагога пуçлăхĕн килне çитнĕ те аптăраса кайнă çынсене курнă, хӳхлесе хыттăн йĕнине илтнĕ. 39 «Мĕншĕн каплах кулянса йĕретĕр? – тенĕ Вăл пӳрте кĕрсенех. – Хĕр ача вилмен, çывăрать кăна». 40 Çынсем Иисусран кулма пуçланă. Анчах та Вăл ыттисене пӳртрен тухма хушнă та хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе тата Хăйпе пулнисемпе пĕрле хĕр ача выртакан пӳлĕме кĕнĕ. 41 Унтан хĕр ачана аллинчен тытнă та: «Талифа куми!» – тенĕ. Ку: «Хĕрĕм, сана калатăп, тăр!» – тенине пĕлтерет. 42 Хĕр ача – вăл ĕнтĕ вун икĕ çулсенче пулнă – вара тӳрех тăнă та утма пуçланă. Çакна курсан пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. 43 Çак ĕç пирки никам та ан пĕлтĕр тесе Иисус вĕсене çирĕппĕн каласах чарнă. Вара хĕре çимелли пама хушнă.
Назарет çыннисем Иисуса ĕненменни
1 Унтан Иисус çав вырăнтан Хăй ӳснĕ хулана тавăрăннă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсем те пынă. 2 Шмат кун çитсен Вăл синагогăра вĕрентме пуçланă. Итлекенсенчен чылайăшĕ тĕлĕннипе çапла каланă: «Кунашкал пĕлӳ ăçтан тухать-ха Унăн? Мĕнлескер-ши вăл, Ăна панă ăслăлăх? Çавнашкал хăватсене тума епле пултарать-ши Вăл? 3 Платник çеç мар-им вара Вăл? Вăл Мария ывăлĕ, Иаковпа Иосийăн, Иудăпа Симонăн тăванĕ кăна-иç! Унăн аппăшĕсем те кунтах, хамăр хушшăмăртах мар-им вара?» Çапла вĕсем Унăн сăмахĕсене ĕненесшĕн пулман. 4 Иисус вара вĕсене каланă: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеп тумасан та ăна тăван çĕр-шывĕнче тата тăван халăхĕ хушшинче, хăй килĕнче кăна хисеп тумаççĕ». 5 Вăл унта нимĕнле хăват та кăтартман, хăш-пĕр чирлĕ çынсене кăна аллине хурса сыватнă. 6 Вĕсен ĕненменлĕхĕнчен Иисус питĕ тĕлĕннĕ. Унтан вара таврари ялсенче вĕрентсе çӳренĕ.
Иисус вун икĕ апостолне вĕрентсе çӳреме ярать
7 Иисус Вун иккĕшне чĕнсе илнĕ. Вара вĕсене, усал сывлăшсене пăхăнтарма хăват парса, икшерĕн-икшерĕн вĕрентме янă. 8 Иисус вĕсене çул çине туясăр пуçне нимĕн те: хутаç та, çăкăр та, вак укçа та – илме хушман, 9 чаплă пушмак тăхăнма та, тепĕр кĕпе илме те каламан. 10-11 «Сире хăш çуртра хапăл туса йышăнаççĕ, çав çуртра вăл вырăнтан кайма вăхăтăр çитичченех пурăнăр, – тенĕ Иисус вĕсене. – Кам та пулин сире хапăл тумасан, сăмахăра та итлемесен, унтан тухса кайнă чухне эсир, вĕсене асăрхаттарнине пĕлтерсе, пушмак çумĕнчи тусана та силлесех хăварăр. Чăн калатăп сире: суд кунĕнче Содомпа Гоморра хулисене çав хуларан çăмăлтарах пулĕ». 12 Вĕсем вара кайнă та çылăхран ӳкĕнме вĕрентсе çӳренĕ; 13 нумай-нумай усал сывлăш хăваласа кăларнă, чылай чирлĕ çынна çу сĕрсе сыватнă.
Шыва кĕртекен Иоанн вилĕмĕ
14 Çав вăхăтра Иисус ячĕ тавраллах сарăлнă. Ирод патша Ун çинчен илтсен çапла каланă: «Ку – вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Шыва кĕртекен Иоанн, çавăнпа вăл хăватсем кăтартать те». 15 Хăшĕсем тата: «Вăл Илия пророк», – тенĕ. «Вăл авалхи пророксем евĕрлĕ пророк», – тенĕ тата теприсем. 16 Ирод вара, çакнашкал калаçусене илтсен: «Ку çын – эпĕ пуçне кастарнă Шыва кĕртекен Иоанн, вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă», – тенĕ. 17-18 Ирод хăйĕн пиччĕшĕн Филипăн арăмне, Иродиадăна, качча илнĕ пулнă. Çав хĕрарăма пула вăл Иоана тыттарса тĕрмене хупса лартнă пулнă. Мĕншĕн тесен Иоанн ăна: «Санăн инкӳпе пурăнма юрамасть», – тесе ӳпкеленĕ. 19 Иродиада вара, Иоана çилленсе, ăна вĕлерттересшĕн пулнă, анчах пултарайман, 20 мĕншĕн тесен Ирод Иоанран хăранă. Иоанн тӳрĕ, сăваплă çын иккенне пĕлсе Ирод ăна кӳрентерме паман, хăйĕн ĕçĕсене те нумайăшне Иоанн каланă пек тунă, унăн сăмахĕсене кăмăлласах итленĕ. 21 Иродиадăн кĕтнĕ кунĕ аранах çитнĕ. Ирод хăйĕн çуралнă кунне уявлама улпут таврашĕсене, пинпӳсене тата Галилейăри ятлă-сумлă çынсене чĕнсе ĕçкĕ-çикĕ тунă. 22-23 Çавăн чухне Иродиада хĕрĕ кĕнĕ те хăнасене ташласа савăнтарнă. Унăн ташши Иродпа хăнисене питĕ килĕшсе кайнă. Ирод вара хĕре: «Манран мĕн ыйтассу килет, çавна ыйт. Эпĕ сана кирек мĕн ыйтсан та парăп, çур патшалăхăма та пама хатĕр», – тесе тупа тунă. 24 Хĕр амăшĕ патне тухнă та: «Мĕн ыйтам-ши?» – тенĕ. «Шыва кĕртекен Иоанн пуçне ыйт», – тенĕ амăшĕ. 25 Хĕрĕ çавăнтах патша патне васкаса кĕнĕ. «Шыва кĕртекен Иоанн пуçне тирĕк çине хурса халех илсе килсе пар мана», – тенĕ вăл. 26 Патша салхуланнă, анчах хăнисем умĕнче тупа тунăран мĕн ыйтнине пама пулнă. 27 Вара патша çав самантрах, Иоанн пуçне илсе килме хушса, пĕр салтакне тĕрмене янă. 28 Салтакĕ тĕрмене кайнă та Иоанн пуçне касса, тирĕк çине хурса хĕр патне илсе пынă, лешĕ вара ăна амăшне панă. 29 Çавна илтсен Иоанн вĕренекенĕсем пынă та унăн ӳтне тупăклăха илсе кайса пытарнă.
Пилĕк пин çынна тăрантарни
30 Апостолсем Иисус патĕнче пуçтарăннă, хăйсем мĕн-мĕн тунине, мĕн-мĕн вĕрентнине йăлтах каласа панă. 31 Килен-каян йышлă пулнăран вĕсен апат çиме те май пулман, çавăнпа Иисус вĕсене çапла каланă: «Халĕ хамăр кăна çын çук вырăна каяр та кăштах канар». 32 Вара вĕсем пĕр хăйсем кăна кимĕпе çын çук вырăна ишсе кайнă. 33 Çапах та вĕсем ишсе кайнине çынсем асăрханă, чылайăшĕ вĕсене палласа илнĕ. Тĕрлĕ хуласенчен тухнă халăх, васкаса, çав вырăна маларах çитнĕ те Иисус патне пухăннă. 34 Çыран хĕррине тухсан Иисус унта çынсем нумай пулнине курнă. Вăл çынсене хĕрхеннĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кĕтӳçĕсĕр сурăхсем пекех пулнă. Вара Иисус вĕсене чылай вĕрентнĕ. 35 Каç пулса килнĕрен вĕренекенĕсем Иисус патне пырса çапла каланă: «Кунта çын пурăнман вырăн, ĕнтĕ каç та пулса килет. 36 Эсĕ çынсене таврари ялсене кайса хăйсем валли çăкăр туянмашкăн ярсамччĕ, вĕсен çиме çук». 37 «Çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр», – тавăрнă Иисус. «Вĕсене çитерме пĕр ик çĕр динарийлĕх çăкăр кирлĕ. Кайса туянмалла-и вара пирĕн?» – тенĕ Ăна. 38 «Кайса пăхăр-ха, сирĕн миçе çăкăр пур?» – тенĕ Иисус вĕсене. «Пилĕк çăкăрпа икĕ пулă», – тенĕ лешсем кайса пĕлнĕ хыççăн. 39 Вара Иисус халăха ушкăнăн-ушкăнăн çерем çине лартма хушнă. 40 Çынсем ушкăнăн-ушкăнăн çĕршерĕн, аллăшарăн ларса тухнă. 41 Унтан Иисус пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çӳлелле пăхнă та Турра тав тунă. Çăкăрсене Вăл халăха валеçмешкĕн вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă; икĕ пуллине те çавнашкалах валеçнĕ. 42 Пурте çисе тăраннă. 43 Унтан юлнă çăкăр татăкĕсене, пулă татăкĕсене тата вун икĕ кунтăк туллиех пухнă. 44 Çиекенсенчен арçынсем кăна пилĕк пине яхăн пулнă.
Иисус шыв çийĕпе утни
45 Çавăн хыççăнах Иисус вĕренекенĕсене кимĕ çине ларма, Хăйĕнчен маларах тепĕр енне, Вифсаидăналла, кимĕпе ишсе каçма хушнă. Хăй халăха ăсатма юлнă. 46 Халăхпа сывпуллашсан Иисус ту çине кĕлтума кайнă. 47 Каçхине кимĕ тинĕс варрипе ишсе пынă, Иисус вара пĕчченех çыран хĕрринче пулнă. 48 Вăл вĕренекенĕсем кĕсменпе вăйран кайса çиле хирĕç ишнине курнă. Тул çутăласпа вара, тинĕс çийĕпе утса, Иисус вĕсем патне пынă, иртсе каясшăн та пулнă. 49 Вăл тинĕс çийĕпе утса пынине курсан вĕренекенĕсем, куçа мĕлке курăнать пулĕ тесе, хăранипе кăшкăрсах янă. 50 Вăл пурин куçне те курăннăран вĕсен сехри хăпнă та. Иисус вара çав самантрах сасă парса: «Хастар пулăр! Ку – Эпĕ, ан хăрăр!» – тенĕ. 51 Вăл вĕсен кимми çине ларсанах çил чарăннă. Вĕренекенĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. 52 Мĕншĕн тесен чунĕсем уçăлса çитеймен пирки вĕсем çăкăрпа тунă хăвата та ăнланса илеймен пулнă-ха.
Геннисаретра чирлисене сыватни
53 Тинĕс урлă ишсе каçсан вĕсем Геннисарет çĕрне çитнĕ те çыран хĕррине пырса чарăннă. 54-55 Кимĕ çинчен ансанах унти çынсем Иисуса палласа илнĕ те йĕри-таврах Ун çинчен пĕлтерсе çӳренĕ. Вара чирлисене вырăнĕ-мĕнĕпех Иисус çавăнта тенĕ çĕре илсе пыра пуçланă. 56 Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ăçта пырсан та – пур çĕрте те çынсем чирлисене уçă лаптăка илсе тухса вырттарнă. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сĕртĕнтерме йăлăннă. Ăна сĕртĕнекенсем пурте сывалнă.
Ваттисен йăли-йĕркине тытса пырасси çинчен
1 Пĕррехинче Иисус патне фарисейсем тата Иерусалимран пынă темиçе саккун вĕрентӳçи пухăннă. 2 Вĕсем Иисусăн хăш-пĕр вĕренекенĕсем çуман, таса мар алăпах çăкăр çинине асăрханă та вĕсене ӳпкеленĕ. 3 Кунта çакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йăлипе аллисене тĕплĕн çумасăр çимеççĕ. 4 Çавнашкалах пасартан тавăрăнсан та çăвăнас йăлана туса ирттермелле, вара тин çимелле. Вĕсен тата ытти нумай йăласене те тытса пымалла: савăт-сапана та, сак-тенкеле те йĕркене пăхăнса çумалла. 5 Унтан фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисем Иисусран ыйтнă: «Мĕншĕн Санăн вĕренекенӳсем ваттисен йăлине пăхăнмаççĕ, çиес умĕн аллисене çумаççĕ?» 6 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Сирĕн çинчен, икĕ питлĕскерсем çинчен, Исаия пророк Турă сăмахĕсемпе аван çырса хăварнă: „Çак çынсем чĕлхи-çăварĕпе Мана хисеплеççĕ, анчах чун-чĕрипе Манран питĕ аякра. 7 Вĕсем этем шухăшласа кăларнă вĕрентĕве, йăла-йĕркене вĕрентеççĕ пулсан, вĕсем Мана пуççапни усăсăр“. 8 Эсир те Турă хушнине пăрахăçласа этем шухăшласа кăларнă йăласене çеç – савăт-сапа çăвассине тата çавăн евĕрлĕ ытти тем те пĕре – тытса пыратăр». 9 Иисус татах çапла каланă: «Эсир хăвăр йăлăра тытса пырас тесе Турă хушнине пăрахăçлани лайăх-им10 Моисей çапла каланă пулнă-çке-ха: „Аçу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшĕне е амăшне усал сăмах калакана вилĕм çиттĕр“. 11 Эсир вара мĕне вĕрентетĕр? „Çын хăй ашшĕне е амăшне парассине „корван“ (Турă валлилĕх) тесе уйăрса хума пултарать“, – тетĕр эсир. 12 Капла вĕренти вăл çынна аçушăн е аннӳшĕн нимĕн тумасан та юрать тениех-çке. 13 Çавнашкал япаласем эсир урăх та нумай тăватăр. Çапла майпа эсир хăвăр кăларнă йăла-йĕркешĕн Турă сăмахне пăрахăçлатăр». 14 Унтан Иисус халăха чĕнсе çапла каланă: «Пурте Мана итлĕр те ăнланса илĕр. 15 Çынна тулашран кĕрекенни нимĕн те ирсĕрлетме пултараймасть, ăшран тухаканни ирсĕрлетет. 16 Илтме хăлха пурри илттĕр!» 17 Иисус халăхран уйăрăлса пӳрте кĕрсен вĕренекенĕсем Унран çак ытарлăх мĕне пĕлтернине ыйтнă. 18 Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир те çав териех ăнланусăр-иТулашран кĕрекенни нимĕн те çынна ирсĕрлетме пултарайманнине те ăнланмастăр-и? 19 Тулашран кĕрекенни çын чун-чĕрине мар, вар-хырăмне кĕрет те тулашах тухать». (Çапла майпа Иисус мĕн пур апат-çимĕç таса пулнине пĕлтернĕ.) 20 «Ăшран тухаканни вара çынна Турă умĕнче ирсĕрлетет, – тенĕ Вăл малалла. 21-22 – Мĕншĕн тесен усал шухăшсем пурте: мăшăра улталасси, аскăнланасси, çын вĕлересси, вăрласси, çăткăнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак çукки, кĕвĕçесси, Турра хурласси, мăнкăмăлланасси, ăссăрланасси – çын ăшĕнчен, чун-чĕринчен тухаççĕ. 23 Çак пĕтĕм усаллăх ăшран тухать, çынна Турă умĕнче ирсĕрлетет».
Сирофиники хĕрарăмĕн хĕрне сыватни
24 Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон çĕрне пынă та пĕр çуртра чарăнса тăнă. Вăл Хăй унтине никама та пĕлтересшĕн пулман, анчах çынсем пурпĕрех пĕлнĕ. 25 Хĕрне усал ернĕ пĕр хĕрарăм Иисус килни çинчен илтнĕ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуççапнă, 26 хĕрĕ ăшĕнчи усала хăваласа кăларма тархасланă. Вăл хăй урăх халăх хĕрарăмĕ, Сирофиники çынни пулнă. 27 Анчах та Иисус ăна çапла каланă: «Малтан ачасене тăрантармалла, мĕншĕн тесен ачасем çиес çăкăра йытăсене пăрахса пани аван мар». 28 «Çапли çапла та-ха, Хуçамăр, – тавăрнă Ăна хĕрарăм, – анчах йытăсем те ача-пăча сĕтел айне ӳкернĕ тĕпренчĕксене çиеççĕ-çке». 29 «Сăмаху тĕрĕс пулчĕ, – тенĕ ăна Иисус, – халĕ каях, хĕрӳ ăшĕнчи усал тухрĕ!» 30 Киле пырсан çак хĕрарăм хăйĕн хĕрĕ вырăн çинче выртнине курнă. Ун ăшĕнчи усал тухнă иккен.
Хăлхасăр, селĕп çынна сыватни
31 Иисус Тирпа Сидон çĕрĕнчен Вунхула çĕрĕ витĕр каллех Галилея тинĕсĕ хĕррине тухнă. 32 Çавăнта Иисус патне хăлхасăр, селĕп çынна илсе пынă та Ăна çав çын çине аллине хума тархасланă. 33 Иисус ăна халăхран уйăрнă та, куçа-куçăн юлсан, Хăйĕн пӳрнисене унăн хăлхи шăтăкĕсене чикнĕ. Унтан Вăл сурнă та унăн чĕлхине сĕртĕннĕ. 34 Вара тӳпенелле пăхса ассăн сывласа янă та çав çынна: «Еффафа», – тенĕ (ку вăл «уçăл» тени пулать). 35 Çав самантрах унăн хăлхи уçăлнă, чĕлхи çыхланни те иртсе кайнă, вăл чип-чиперех калаçа пуçланă. 36 Иисус çынсене çак ĕç пирки никама та калама хушман. Анчах чарнăçемĕн вĕсем ытларах та ытларах калаçса çӳренĕ. 37 «Вăл мĕн туни пĕтĕмпех вырăна килет, – тенĕ вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе, – хăлхасăррисем те илтме тытăнаççĕ, чĕлхесĕррисем те калаçма пуçлаççĕ».
Тăватă пин çынна тăрантарни
1 Çав кунсенче пĕрре Иисус патне питĕ нумай халăх пухăннă. Çимелли вĕсен нимĕн те пулман. Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: 2 «Çак халăха Эпĕ шеллетĕп: çынсем ĕнтĕ виçĕ кун хушши Манпа пĕрле, çиме вĕсен нимĕн те çук. 3 Килĕсене выçах ярсан, вĕсем çул çинче халран кайĕç, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри питĕ инçетрен килнĕ». 4 «Кунта, çын пурăнман вырăнта, вĕсене тăраниччен çитермелĕх кам ăçтан çăкăр тупма пултарĕ?» – тавăрнă Ăна вĕренекенĕсем. 5 «Сирĕн миçе çăкăр пур?» – ыйтнă вĕсенчен Иисус. «Çиччĕ», – тенĕ вĕсем. 6 Вара Иисус халăха çерем çине ларма хушнă. Унтан çав çичĕ çăкăра илсе Турра тав тунă та халăха валеçме вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă, лешсем вара валеçнĕ. 7 Тата вĕсен кăштах вĕтĕ пулă пулнă. Турра тав тунă хыççăн Иисус пуллине те халăха валеçме хушнă. 8 Пурте çисе тăраннă. Юлнă татăкĕсене тата çичĕ карçинкка пухнă. 9-10 Çиекеннисем тăватă пине яхăн пулнă. Халăхпа сывпуллашсанах Вăл вĕренекенĕсемпе кимĕ çине ларса Далмануфа çĕрне ишсе кайнă.
Тӳперен хăват кăтартма ыйтни
11 Унта фарисейсем пынă та Иисуспа тавлашма пуçланă. Вĕсем, Ăна илĕртсе тĕрĕслес тесе, тӳперен хăват кăтартма хистесех ыйтнă. 12 Вара Вăл ассăн сывласа янă та çапла каланă: «Çак ăру мĕншĕн-ха хăват кăтартма хистесех ыйтать? Чăн калатăп сире: ăна нимĕнле хăват та пулмĕ». 13 Вĕсенчен уйăрăлсан Иисус каллех кимĕпе тинĕс тепĕр енне кайма тухнă.
Фарисейсен кăвас тĕпĕ çинчен
14 Вĕренекенĕсем хăйсемпе пĕрле çăкăр илме маннă, кимĕ çинче вĕсен пурĕ те пĕр çăкăр анчах пулнă. 15 Иисус вĕсене хытарсах каланă: «Асăрханăр, фарисейсен кăвас тĕпĕнчен, Иродăн кăвас тĕпĕнчен сыхланăр». 16 «Вăл пирĕн çăкăр çуккишĕн çапла калать ĕнтĕ», – тенĕ вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче. 17 Вара Иисус вĕсем мĕн çинчен калаçнине пĕлсе çапла каланă: «Мĕншĕн эсир хăвăрăн çăкăр çукки пирки калаçатăр? Халичченех ăнкарса, ăнланса илейместĕр-и? Халичченех ăс-тăнăрсем уçăлса çитеймерĕç-и18 Куçлă пулин те – курмастăр-им? Хăлхаллă пулин те – илтместĕр-им? Çакна астумастăр-им: 19 Эпĕ пилĕк çăкăра пилĕк пин çынна хуçа-хуçа парсан, юлашки юлнă татăкĕсене миçе кунтăк туллиех пухрăр-ха эсир?» «Вун иккĕ», – тавăраççĕ Ăна. 20 «Тата çичĕ çăкăра тăватă пин çынна валеçсе парсан, юлнă татăкĕсене миçе карçинкка тултартăр-ха?» «Çиччĕ», – теççĕ лешсем. 21 «Эппин мĕншĕн-ха халичченех ăнланмастăр?» – тенĕ вара Иисус.
Вифсаидăра суккăра сыватни
22 Пĕррехинче, вĕсем Вифсаида витĕр тухнă чухне, Ун патне суккăра çавăтса пынă та Иисуса ăна сĕртĕнме йăлăннă. 23 Иисус çав суккăр çынна ялтан çавăтса тухнă та унăн куçне сурчăкпа йĕпетсе шăлса, ун çине аллине хурса ыйтнă: «Мĕн те пулин куратăн-и?» 24 Лешĕ пăхнă та çапла каланă: «Уçăмсăр курăннă пирки иртсе çӳрекен çынсем йывăç пек курăнаççĕ». 25 Иисус каллех аллипе ун куçне сĕртĕннĕ, пăхма каланă. Суккăр çын вара тӳрленнĕ, йăлтах витĕр куракан пулнă. 26 Вара Иисус ăна киле ярса çапла каланă: «Яла-мĕне кĕрсе ан тăр, ялта никама та каласа ан кăтарт».
Иисус кам пулнине Петр пĕлтерни
27 Унтан Иисуспа вĕренекенĕсем Филипп Кесарийĕ таврашĕнчи ялсене кайнă. Çул çинче Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсенчен: «Çынсем Мана Кам вырăнне хураççĕ?» – тесе ыйтнă. 28 «Пĕрисем – Шыва кĕртекен Иоанн вырăнне, теприсем вара – Илия вырăнне, хăшĕ-пĕрисем тата – пĕр-пĕр урăх пророк вырăнне хураççĕ», – тавăрнă вĕренекенĕсем. 29 «Эсир хăвăр вара Мана Кам вырăнне хуратăр?» – ыйтнă вĕсенчен Иисус. «Эсĕ – Турă Суйласа илни, Христос», – тавăрса каланă Ăна Петр. 30 Иисус вĕсене Хăй çинчен никама та калама хушман.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен калани
31 Унтан Иисус вĕренекенĕсене Этем Ывăлĕ нумай асап курасси çинчен, ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксем тата саккун вĕрентӳçисем Хăйне йышăнас çукки çинчен кала пуçланă. Тата Вăл Хăйне вĕлересси çинчен, виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен те каласа панă. 32 Çак сăмахсене Вăл уççăнах каланă. Анчах та Петр Ăна, аяккарах чĕнсе илсе, хирĕçлеме пуçланă. 33 Вара Иисус вĕренекенĕсем çине çавăрăнса пăхнă та Петра пат татса çапла каланă: «Кай Ман патăмран, шуйттан! Эсĕ Турра юрăхли çинчен мар, этеме юрăхли çинчен шухăшлатăн!» 34 Унтан халăха тата Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе каланă: «Кам Ман хыççăн пырас тет, çав хăй çинчен манса, хăйĕн асап хĕресне йăтса, Ман хыççăн пытăр. 35 Мĕншĕн тесен хăйĕн пурăнăçне упраса хăварас текен ăна çухатĕ. Хăйĕн пурăнăçне Мана тата Ырă Хыпара халалласа çухатакан ăна упраса хăварĕ. 36 Çын, пĕтĕм тĕнчене хăй аллине илсен те, хăй чунне сиен тусан, ăна мĕн усси пулĕ? 37 Çын хăй чунне мĕн хакпа илейĕ? 38 Кам çак пăсăк та çылăхлă ăру хушшинче Манран тата Ман сăмахăмсенчен вăтанать, Этем Ывăлĕ те Ашшĕ мухтавĕпе, святой ангелĕсемпе пĕрле килсен унран вăтанĕ».
1 «Чăн калатăп сире, – тенĕ унтан Иисус вĕсене, – çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем Турă Патшалăхĕ хăватлăн килнине хăйсем виличченех курĕç».
Иисус Христос сăн-сăпачĕ улшăнни
2 Пĕр ултă кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрăммăн Хăйпе пĕрле çӳллĕ ту çине илсе кайнă. Вара Унăн сăн-сăпачĕ вĕсен умĕнчех улшăннă: 3 Унăн тумтирĕ юр пек чăлт шуррăн çуталса тăнă, çĕр çинчи пĕр шуратакан та унашкал шуратаймасть. 4 Сасартăк вĕсене Иисуспа калаçса тăракан Илияпа Моисей курăннă. 5 Çавăн чухне Петр Иисуса каланă: «Равви! Епле аван пире кунта. Атьр виçĕ хӳшĕ тăвар: пĕрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли». 6 Çакна вăл ним калама аптăранăран каланă, мĕншĕн тесен вĕсем хăраса ӳкнĕ пулнă. 7 Сасартăк вĕсене пĕлĕт пырса хупăрласа илнĕ, пĕлĕт çинчен вара: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ăна итлĕр!» – текен сасă илтĕннĕ. 8 Вĕренекенĕсем йĕри-тавралла йăпăр-япăр пăхкаланă, анчах та Иисуссăр пуçне урăх никама та курман. 9 Ту çинчен аннă чухне вара Иисус вĕсене мĕн курни çинчен Этем Ывăлĕ вилĕмрен чĕрĕлсе тăриччен никама та калама хушман. 10 Вĕсем хушнине итленĕ: çын çине сăмах кăларман. Вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси тени мĕне пĕлтерет-ши тесе кăна пĕр-пĕринпе калаçнă. 11 «Мĕншĕн-ха саккун вĕрентӳçисем Христосран маларах Илия килмелле теççĕ?» – ыйтнă Унран вĕренекенĕсем. 12 Иисус вĕсене çапла тавăрса каланă: «Малтан Илия килсе пурне те хатĕрлесе хумалла тени тĕрĕсех ĕнтĕ. Эппин мĕншĕн-ха Этем Ывăлĕн нумай асап курмалла, мăшкăл тӳсмелле тесе те çырнă? 13 Калатăп сире: Илия килнĕччĕ ĕнтĕ. Анчах та, Çырнинче каланă пекех, унпа çынсем хăйсем мĕн тăвас тенине турĕç».
Усал сывлăш ернĕ ачана сыватни
14 Унтан Иисус, ытти вĕренекенĕсем патне пырсан, вĕсем тавра халăх йышлăн тăнине, саккун вĕрентӳçисем Хăйĕн вĕренекенĕсемпе тавлашнине курнă. 15 Ăна асăрхасанах пĕтĕм халăх тĕлĕнсе кайнă, çынсем Ун патне чупа-чупа пырса сывлăх суннă. 16 «Эсир вĕсемпе мĕн пирки тавлашатăр?» – тесе ыйтнă Вăл саккун вĕрентӳçисенчен. 17 Халăх хушшинчен пĕри Ăна çапла хуравланă: «Вĕрентекен! Эпĕ Сан патна чĕлхесĕр тăвакан усал сывлăш ернĕ ывăлăма илсе килтĕм. 18 Çав усал сывлăш ăна ăçта ярса илет, çавăнта çĕре ӳкерет. Вара ывăлăм кăпăк кăларса, шăлне шатăртаттарса выртать, шăнăр туртнипе хытсах каять. Çав усала хăваласа кăларма эпĕ Санăн вĕренекенӳсенчен ыйтрăм, анчах вĕсем пултараймарĕç». 19 Иисус вара ăна çапла тавăрса каланă: «Эй, ĕненмен ăру! Тата хăçанччен Манăн сирĕнпе пулмалла-шиХăçанччен Манăн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патăма илсе килĕр эппин». 20 Ăна Иисус патне илсе пынă. Усал сывлăш Иисуса курнă-курманах ачана чĕтретсе пăрахнă та, вăл çĕре ӳксе, кăпăк кăларса йăвалана пуçланă. 21 «Ывăлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнă вара Иисус ачан ашшĕнчен. «Мĕн пĕчĕкренех, – тенĕ лешĕ. 22 – Усал сывлăш ăна пĕтерес тесе вута та, шыва та темиçе хут сиктерчĕ. Хĕрхенсем пире, мĕн те пулин тума пултарсан, пулăшсам». 23 Иисус вара ăна çапла каланă: «Мĕн чухлĕ те пулин ĕненетĕн пулсан, ĕненекеншĕн Турă пурне те пултарттарать». 24 Ача ашшĕ, куççульленсе, çав самантрах: «Ĕненетĕп, Хуçамăр! Ĕненсех çитерейместĕп пулсан, пулăшсам!» – тесе кăшкăрса янă. 25 Иисус, халăх васкаса пуçтарăннине курса, усал сывлăша чарса каланă: «Чĕлхесĕр-хăлхасăр тăвакан сывлăш, сана хушатăп: тух ун ăшĕнчен, текех нихăçан та ун ăшне ан кĕр!» 26 Вара усал сывлăш кăшкăрса ярса, ачана чĕтретсе пăрахса ун ăшĕнчен тухнă. Ача вилнĕ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрĕ», – тенĕ чылайăшĕ. 27 Анчах та Иисус ăна аллинчен тытса тăратнă та, вăл тăнă. 28 Унтан, Иисус пĕр пӳрте кĕрсен, куçа-куçăн юлнă вĕренекенĕсем Унран çапла ыйтнă: «Мĕншĕн эпир усала хăваласа кăлараймарăмăр?» 29 «Усал-тĕсел таврашне кĕлтунипе тата типĕ тытнипе çеç хăваласа кăларма пулать», – тенĕ вара Иисус вĕсене.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен тепĕр хут калани
30 Иисуспа вĕренекенĕсем çав тăрăхран кайнă. Вĕсем Галилея çĕрĕпе пынă. Хăйсем унта пулнине Иисус пĕлтересшĕн пулман. 31 Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене: «Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç, Ăна вĕлерĕç, вĕлерсен виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ», – тесе вĕрентсе каланă. 32 Анчах вĕсем çак сăмахсене ăнланса илеймен, Хăйĕнчен ыйтма вара хăранă.
Кам аслăрах
33 Иисуспа вĕренекенĕсем Капернаума çитнĕ. Пĕр пӳрте кĕрсен Иисус вĕренекенĕсенчен ыйтнă: «Çул çинче эсир пĕр-пĕринпе мĕн çинчен калаçаттăрччĕ-ха?» 34 Вĕсем чĕнмен, мĕншĕн тесен çул тăршшĕпех хăйсенчен хăшĕ аслăраххи пирки тавлашса пынă пулнă. 35 Ларсан Вăл Вун иккĕшне Хăй патне чĕнсе илнĕ те çапла каланă: «Кам пуринчен те аслă пулас тет, çав пуринчен те кĕçĕн, пуриншĕн те тарçă пултăр». 36 Вара Вăл пĕр пĕчĕк ачана вĕсен умне илсе пырса тăратнă. Унтан, ачана ыталаса, вĕренекенĕсене каланă: 37 «Кам çакнашкал ачасенчен пĕрне Ман ятăмшăн хапăл тăвать, çав Мана йышăнать. Мана хапăл тăваканни Мана çеç мар, Мана кунта Яракана та йышăнать».
Кам сире хирĕç мар, çав сире майлă
38 «Вĕрентекен! – тенĕ çавăн чухне Иоанн. – Эпир Сан ятупа усалсене хăваласа кăларакан пĕр çынна тĕл пултăмăр, анчах хамăрпа пĕрле çӳременрен эпир ăна чартăмăр». 39 Иисус вара çапла каланă: «Ан чарăр ăна: Ман ятăмпа хăват тăвакансенчен нихăшĕ те Ман çинчен часах усал калаçас çук. 40 Кам сире хирĕç мар, çав сире майлă». 41 «Чăн калатăп сире: кам сире Христос çыннисем тесе Ман ятăмпа пĕр курка шыв ĕçтерет, çав хăйĕн илес сăвапне çухатмĕ.
Илĕртӳсем çинчен
42 Кам та кам çак Мана ĕненекен пĕчĕкскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕртет, çавăн мăйне арман чулĕ çакса тинĕсе пăрахсан, ăна хăйне лайăхрах пулĕччĕ. 43 Сана аллу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна касса пăрах: икĕ аллупа тамăка, сӳнми вута кĕриччен ĕмĕрлĕх пурăнăçа чăлаххăн кĕни саншăн лайăхрах. 44 Унта, тамăкра, вĕсене çиекен хурчĕ те вилмест, çунтаракан вучĕ те сӳнмест. 45 Сана уру çылăх тума илĕртет пулсан, ăна касса пăрах: икĕ урупа тамăка, сӳнми вута пăрахнинчен ĕмĕрлĕх пурăнăçа уксаххăн кĕни саншăн лайăхрах. 46 Унта, тамăкра, вĕсене çиекен хурчĕ те вилмест, çунтаракан вучĕ те сӳнмест. 47 Сана куçу çылăх тума илĕртет пулсан, ăна чавса кăларса пăрах: икĕ куçупа тамăк вутне пăрахнинчен Турă Патшалăхне хăрах куçлăн кĕни саншăн лайăхрах. 48 Унта, тамăкра, вĕсене çиекен хурчĕ те вилмест, çунтаракан вучĕ те сӳнмест. 49 Турра кӳмелли кирек епле выльх-чĕрлĕхе те тăварпа тăварланă пекех кашниннех вутпа тăварланмалла пулĕ. 50 Тăвар – ырă япала, анчах вăл хăватне çухатсан унăн тутине эсир епле тавăрăр? Чун-чĕрĕрте ĕненӳ тăварĕ пултăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр».
Уйăрăласси çинчен
1 Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи çĕрсем урлă Иудея тăрăхне пынă. Каллех Ун патне халăх пуçтарăннă, каллех, яланхи пекех, Вăл çынсене вĕрентнĕ. 2 Çавăнта Иисус патне фарисейсем пынă та, Ăна илĕртсе тĕрĕслес тесе, çапла ыйтнă: «Упăшкин хăй арăмне уйăрса яма юрать-и?» 3 «Моисей саккунĕ ун пирки мĕн калать?» – тавăрнă вĕсене Иисус. 4 «Уйăрăлу хучĕ çырса парсан уйăрăлма Моисей ирĕк панă», – тенĕ вĕсем. 5 Вара Иисус вĕсене çапла тавăрса каланă: «Моисей сире çав йĕркене чунăрсем уçăлса çитейменрен парса хăварнă. 6 Чăн малтанах вара, тĕнчене пултарнă чухне, Турă çынсене арçын тата хĕрарăм пулмалла тунă. 7 Çавăнпа çын хăйĕн ашшĕ-амăшне хăварать те 8 арăмĕпе пĕрлешет. Вара иккĕшĕ пĕр ӳт пулаççĕ, ĕнтĕ вĕсем иккĕн мар, пĕр ӳт. 9 Çапла вара, Турă пĕрлештернине этем ан уйăртăр». 10 Каярахпа пĕр килте Унăн вĕренекенĕсем каллех çавăн çинчен ыйтнă. 11 Иисус вĕсене çапла каланă: «Кам хăй арăмне уйăрса ярса урăх арăм илет, çав малтанхи арăмне урăх хĕрарăмпа улталать. 12 Арăмĕ те упăшкинчен уйăрăлса урăххине качча кайсан мăшăрне улталать».
Иисус ачасене пиллет
13 Иисус аллипе сĕртĕнсе пиллетĕр тесе Ун патне ачасене илсе пынă, анчах та вĕренекенĕсем ача-пăча илсе пыракансене Иисуса кансĕрлеме чарнă. 14 Çавна курсан Иисус, çилленсе, вĕсене каланă: «Ачасене Ман патăма ярăр, килме ан чарăр, мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ вĕсем пеккисемшĕн. 15 Чăн калатăп сире: Турă Патшалăхне кам ача пек йышăнмасть, çав унта кĕреймĕ». 16 Унтан Вăл ачасене ыталанă та вĕсем çине аллине хурса пилленĕ.
Иисуспа пĕр пуян çамрăк
17 Иисус çула кайма тухнă чухне пĕр çын чупса пынă та Ун умне чĕркуçленсе ларса Унран çапла ыйтнă: «Ырă Вĕрентекен! мĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕн тумалла-ши?» 18 «Мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? – тавăрнă ăна Иисус. – Пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар. 19 „Мăшăрна ан ултала, çынна ан вĕлер, ан вăрла, судра суйса ан пĕлтер, ĕçе тӳрĕ татса пар, аçу-аннӳне хисепле“ текен пил-хушусене эсĕ пĕлетĕн». 20 «Вĕрентекен, – тавăрса каланă вăл, – эпĕ вăл пил-хушусене мĕн ачаранпах пăхăнса пурăнатăп». 21 Вара Иисус ăна тинкерсе пăхнă та ăшшăн каланă: «Ĕнтĕ сана пĕр япала кăна çитеймест: кай та пĕтĕм пурлăхна сутса чухăнсене валеçсе пар, вара сан валли пурлăх пĕлĕт çинче пулĕ. Ху кил те, асап хĕресне йăтса, Ман хыççăн пыракан пул». 22 Çак сăмахсене илтсен вăл аптăраса кайнă та салхуллăн пăрăнса утнă, мĕншĕн тесен вăл питĕ пуян пулнă. 23 Вара Иисус йĕри-тавралла пăхса илсе Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Пуян çынсене Турă Патшалăхне кĕмешкĕн епле йывăр!» 24 Иисусăн çак сăмахĕсене илтсен вĕренекенĕсем тĕлĕнсе хытсах кайнă. Анчах та Иисус вĕсене татах çапла каланă: «Ачамсем, пуянлăха шанакансене Турă Патшалăхне кĕмешкĕн епле йывăр! 25 Пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлрах». 26 «Эппин кам çăлăнма пултарĕ?» – шалт аптăранипе пĕр-пĕринпе калаçнă вĕренекенĕсем. 27 Иисус вĕсем çине тинкерсе пăхса çапла каланă: «Этем ăна тума пултараймĕ, анчах та Турă тăваять, мĕншĕн тесен Турă пурне те пултарать». 28 Вара Петр Ăна кала пуçланă: «Акă эпир хамăрăн мĕн пуррине пĕтĕмпех хăвартăмăр та Сан хыççăн пыракансем пултăмăр». 29 «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус, – кам та кам Маншăн тата Ырă Хыпаршăн е кил-çуртне, е тăванĕсене, е ашшĕ-амăшне, е арăмне, е ачисене, е ани-çаранне хăварать, çавă 30 халех, çак хĕсĕрлев саманинчех кил-çуртне те, тăванне те, ашшĕ-амăшне те, ачисене те, ани-çаранне те çĕр хут ытларах илĕ. Лери пурăнăçра вара вăл ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕхлĕ пулĕ. 31 Малтисем чылайăшĕ кайра пулĕç, кайрисем малта пулĕç».
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен виççĕмĕш хут калани
32 Вĕсем Иерусалима каякан çулпа пынă. Сехĕрленсе ӳкнĕ вĕренекенĕсем умĕнче Иисус пынă, вĕсем хыççăн вара хăраса кайнă халăх утнă. Иисус Вун иккĕшне чĕнсе илсе вĕсене каллех Хăйне мĕн кĕтнине кала пуçланă: 33 «Акă ĕнтĕ эпир Иерусалималла хăпарса пыратпăр, унта Этем Ывăлне аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисен аллине тытса парĕç. Вĕсем Ăна суд туса вĕлерме йышăнĕç, унтан урăх халăх çыннисен аллине парĕç. 34 Лешĕсем Ăна мăшкăл кăтартĕç, чĕн пушăпа хĕнĕç, питрен сурса пĕтерĕç. Ăна вĕлерĕç, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ».
Иаковпа Иоанн ыйтни
35 Çавăн чухне Ун патне Зеведей ывăлĕсем Иаковпа Иоанн пынă та çапла каланă: «Вĕрентекен! Эпир мĕн ыйтнине туса парсамччĕ». 36 «Сирĕншĕн мĕн тумалла вара Манăн?» – ыйтнă Иисус. 37 «Эсĕ Хăвăн чаплă Патшалăхунта пире пĕрне Хăвăнтан сылтăм енне, теприне сулахай енне лармалла тусамччĕ!» – тенĕ вĕсем Ăна. 38 Анчах та Иисус вĕсене çапла тавăрнă: «Хăвăр мĕн ыйтнине хăвăр та пĕлместĕр. Эпĕ ĕçес асап куркине ĕçме, Эпĕ кĕрес асап шывĕпе тĕне кĕме пултарайăр-и эсир?» 39 «Пултаратпăр», – тенĕ вĕсем. «Эпĕ ĕçес асап куркине сире те ĕçме лекĕ, Эпĕ кĕрес асап шывĕпе сире те тĕне кĕме тивĕ. 40 Анчах Хамран сылтăм е сулахай енне лартаканĕ Эпĕ мар. Турă кам валли хатĕрленĕ, çавсем ларĕç». 41 Çакна илтсен тепĕр вунă вĕренекенĕ Иаковпа Иоана тарăхса кайнă. 42 Иисус вара вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: «Халăхсен княçĕсем пулма тивĕçнисем халăхпа хуçаланнине, пуçлăхсем те халăха пăхăнтарнине эсир пĕлетĕр. 43 Анчах сирĕн хушшăрта апла пулмалла мар: хăвăр хушшăрта асли пулас текенĕн ыттисемшĕн тарçă пулмалла. 44 Хăвăр хушшăрта малти пулас текенĕн ыттисемшĕн чура пулмалла. 45 Мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ те Хăйшĕн тăрăштарма килмен, Хăй çынсемшĕн тăрăшас тесе, нумайăшне çăлмашкăн Хăй чунне тӳлевлĕхе пама килнĕ».
Суккăр Вартимее сыватни
46 Вĕсем Иерихона çитнĕ. Иисуспа вĕренекенĕсем тата темĕн чухлĕ халăх хуларан тухнă чухне пĕр суккăр çын, Тимей ывăлĕ Вартимей, çул хĕрринче ыйткаласа ларнă. 47 «Иртсе пыраканни – Иисус Назорей», – тенине илтсен Вартимей кăшкăрса каланă: «Давид йăхĕнчи Иисус! Хĕрхенсем мана!» 48 Нумайăшĕ ăна шăпланма хушнă, анчах вăл тата хытăрах: «Давид йăхĕн Ывăлĕ! Хĕрхенсем мана!» – тесе кăшкăрнă. 49 Иисус чарăннă та ăна чĕнсе илме хушнă. Вара çынсем хайхи суккăра: «Ан хăра, тăр, Вăл сана пыма хушать», – тенĕ. 50 Вартимей çиелти тумне хывса пăрахсах сиксе тăнă та Иисус патне пынă. 51 «Эсĕ Мана мĕншĕн чĕнетĕн?» – тенĕ ăна Иисус. «Вĕрентекен! Манăн куракан пуласчĕ», – тенĕ Ăна суккăр çын. 52 Иисус ăна çапла каланă: «Ĕнтĕ каях, ĕненĕвӳ çăлчĕ сана». Вăл вара çав самантрах куракан пулнă та çулпа Иисус хыççăн кайнă.
Иисус Христос Иерусалим хулине кĕни
1 Иисуспа вĕренекенĕсем Иерусалималла çывхарса пынă. Çавăн чухне, Елеон тăвĕ патĕнчи Виффагипе Вифани тĕлне çитсен, Иисус икĕ вĕренекенне 2 çапла хушса янă: «Çак хăвăр умăрти яла кайăр, кĕнĕ-кĕменех унта эсир кăкарса хунă çамрăк ашака асăрхăр, ун çине ку таранччен никам та утланса çӳремен. Эсир ăна вĕçертсе çавăтса килĕр. 3 Кам та пулин сире: „Мĕн хăтланатăр?“ – тесен, эсир çапла калăр: „Вăл Хуçамăра кирлĕ, Хуçамăр часах ăна каялла тавăрса парĕ“». 4 Вĕсем кайнă та урамра хапха умне кăкарса хунă çамрăк ашака тупса, ăна вĕçертсе илнĕ. 5 «Мĕн хăтланатăр? – тенĕ вĕсене çавăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем. – Ашака мĕншĕн вĕçертетĕр?» 6 Вĕсем Иисус хушнă пек хуравланă та, çынсем вĕсене янă. 7 Унтан хайхи çамрăк ашака Иисус патне çавăтса пынă, ашак çине хăйсен тумтирĕсене хунă. Иисус вара ун çине утланса ларнă. 8 Темĕн чухлĕ халăх хăйсен тумтирĕсене Иисус умне çул тăрăх сарса пынă, теприсем тата йывăç турачĕсем касса çул тăрăх пăрахса пынă. 9 Умĕнче пыракансем те, хыçалта пыракансем те мухтаса çапла кăшкăрнă: «Осанна! Хуçа Турă ячĕпе Килекен мухтавлă! 10 Мăн асаттемĕрĕн Давидăн Хуçа Турă ячĕпе килекен Патшалăхĕ мухтавлă! Çӳл тӳпере те осанна!» 11 Иисус Иерусалима кĕрсен Турă Çуртне пынă та пĕтĕмпех тĕплĕн пăхса çавăрăннă. Вара тĕттĕм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккĕшĕпе пĕрле Вифание кайнă.
Çимĕçсĕр смоква йывăççи
12 Тепĕр кунне, вĕсем Вифанирен тухсан, Иисусăн çиесси килнĕ. 13 Вăл аякранах ешĕл çулçăллă смоква йывăççине асăрханă та ун çинче çимĕç пур-ши тесе йывăç патне пынă. Анчах та патнерех пырсан ун çинче çулçăсăр пуçне урăх ним те тупайман, мĕншĕн тесен смоква çимĕçне пухас вăхăт çитеймен пулнă-ха. 14 «Сан çинчен текех ĕмĕрне те никамăн та çимĕç татса çимелле ан пултăр», – тенĕ вара Иисус йывăçа. Çак сăмахсене вĕренекенĕсем те илтнĕ.
Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни
15 Унтан вĕсем Иерусалима çитнĕ. Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илӳ тăвакансене хăваласа кăларма пуçланă. Вăл укçа улăштаракансен сĕтелĕсене, кăвакарчăн сутакансен тенкелĕсене тӳнтере-тӳнтере янă, 16 Турă Çурчĕ витĕр тĕрлĕ ăпăр-тапăр çĕклесе çӳреме чарнă. 17 Вĕсене вĕрентсе Вăл çапла каланă: «„Манăн çуртăма пур халăхсемшĕн те лартнă кĕлĕ çурчĕ тесе калĕç“, – темен-им Çырнинче? Эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă». 18 Çак сăмахсене илтнĕ саккун вĕрентӳçисемпе аслă священниксем Иисуса пĕтерме май шыранă. Пĕтĕм халăх Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕннĕ пирки вĕсем Иисусран хăранă. 19 Вара Вăл тĕттĕм пулса киличчен хуларан тухса кайнă.
Ĕненессипе каçарасси çинчен
20 Ирхине иртсе пынă чух вĕсем хайхи смоква йывăççи тымарĕ таранах типсе ларнине курнă. 21 Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланă: «Равви! Пх-ха, хайхи Эсĕ ылханнă смоква йывăççи типсе ларнă». 22 Иисус вĕренекенĕсене çапла тавăрса каланă: 23 «Турра ĕненĕр! Чăн калатăп сире, кам çак тăва: „Вырăнунтан тапран та тинĕсе кĕрсе ӳк“, – тесе чун-чĕрипе иккĕленмесĕр, хăй калани пурнăçланасса ĕненсе калать, вăл кирек мĕн калани те пулатех. 24 Çавăнпа калатăп сире: эсир кĕлтунă чухне мĕн ыйтатăр, çавна парасса ĕненĕр – вара илетĕрех. 25 Кама та пулин кӳреннĕ пулсан, кĕлĕ тунă чухне эсир ăна каçарăр. Вара Çӳлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçарĕ. 26 Эсир каçармастăр пулсан, Çӳлти Аçăр та сирĕн çылăхăрсене каçармĕ».
Кам Сана çакнашкал ирĕк панă
27 Иисуспа вĕренекенĕсем каллех Иерусалима тавăрăннă. Вăл Турă Çуртĕнче çӳренĕ чухне Ун патне аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем тата ятлă-сумлă çынсем пынă. 28 «Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? Кам Сана çакнашкал ирĕк панă?» – тесе ыйтнă вĕсем. 29 Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Манăн та сирĕнтен пĕр сăмах ыйтмалли пур. Эсир çавна хуравласан, эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине пĕлтерĕп. 30 Калăр-ха Мана: Иоанн шыва кĕртни çӳлтен е этемрен пулнă?» 31 Лешсем вара пĕр-пĕринпе канашлама пуçланă: «Çӳлтен», – тесен, «Эсир Иоана мĕншĕн ĕненмерĕр?» – тейĕ Вăл. 32 «Этемрен», – тесе вара вĕсем халăхран хăранипе калайман, мĕншĕн тесен пурте Иоана чăн-чăн пророк тесе шутланă. 33 «Пĕлместпĕр», – тенĕ вара вĕсем Иисуса. «Эппин Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп», – тавăрнă вĕсене Иисус.
Усал пахчаçăсем çинчен каланă ытарлăх
1 Иисус вĕсене ытарлăн калама пуçланă: «Пĕр çын иçĕм çырли лартса пахча тунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Унтан вăл сĕткен пусса кăлармалли юхтаркăч чавнă тата хурал пӳрчĕ лартнă. Вара пахчине тара панă та хăй урăх çĕре тухса кайнă. 2 Иçĕм çырли татма вăхăт çитсессĕн вăл тарçине пахчаçăсем патне çырла илме янă. 3 Анчах та лешсем тарçăна тытнă та хĕнесе тăкса пуш алăпах янă. 4 Вара хуçа вĕсем патне тепĕр тарçине янă. Вĕсем ăна та пуçне чулпа персе шăтарса, мăшкăл туса янă. 5 Тата тепĕр тарçине янă та, пахчаçăсем ăна вĕлернĕ. Ытти янă тарçăсене те е хĕненĕ, е вĕлернĕ. 6 Çав хуçан пĕртен-пĕр савнă ывăлĕ пулнă. „Ывăлăмран вăтанĕçех“, – тенĕ те вăл юлашкинчен пахчаçăсем патне хайхи ывăлне янă. 7 Анчах та пахчаçăсем, хуçа ывăлне курсан, пĕр-пĕрне çапла каланă: „Ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла, атьр ăна вĕлерер те тивĕçлĕ еткерне хамăр илер“. 8 Вара вĕсем ăна тытса вĕлернĕ те иçĕм çырли пахчинчен кăларса пăрахнă. 9 Çавăн хыççăн пахча хуçи мĕн тăвĕ? Вăл пырĕ те пахчаçăсене вĕлерттерĕ, пахчине урăххисене парĕ. 10-11 „Çурт тăвакансем пăрахăçланă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ; çакна Хуçамăр турĕ, çакна эпир пăхса ытараймастпăр“, – тенĕ Çырнинче. Эсир çавна та вуламан-им?» 12 Хайхи Иисуса илĕртсе тĕрĕслекенсем çак ытарлăха хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ те Ăна ярса тытасшăн пулнă, анчах та халăхран хăранă. Вара вĕсем çавăрăнса утнă.
Рим патшине тӳлемелли налук
13 Унтан вĕсем, Иисус каланинче айăпламалли сăлтав тупасчĕ тесе, Ун патне темиçе фарисея тата Ирод майлисене янă. 14 Лешсем пынă та Ăна çапла каланă: «Вĕрентекен! Эсĕ тӳрĕлĕхлĕ пулнине, никама та юрама тăрăшманнине эпир пĕлетпĕр. Эсĕ çынна кам пулнине кура хакламастăн, чăнах та Турă çулĕ çинчен вĕрентетĕн. Эппин каласамччĕ: эпир Рим патшине налук тӳлени тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и? Çав налука пирĕн памалла-и, памалла мар-и?» 15 Анчах та Иисус, вĕсен чеелĕхне пĕлсе тăрса, çапла каланă: «Мĕн эсир Мана илĕртсе тĕрĕслетĕр? Мана пĕр динарийлĕх укçăра илсе килсе кăтартăр-ха». 16 Лешсем илсе пынă. Иисус вĕсене каланă: «Çакăнта кам сăнне çаптарнă, кам ятне çырнă?» «Патшанне», – тенĕ Ăна вĕсем. 17 Вара Иисус, вĕсене хуравласа, çапла каланă: «Патшанне патшана парăр, Туррăнне – Турра». Унăн сăмахĕсене илтсен вĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ.
Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен ыйтни
18 Унтан Иисус патне вилнисем чĕрĕлсе тăрасса ĕненмен саддукейсем пырса ыйтнă: 19 «Вĕрентекен! Моисей пирĕн валли çапла çырса хăварнă: „Камăн та пулин ача-пăчасăр пиччĕшĕ вилсен, арăмĕ тăлăха юлсан, шăллĕ унăн арăмне качча илтĕр, пиччĕшĕн йăхне тăстăр“. 20 Пĕр кил-йышра çичĕ пĕртăванччĕ. Асли авланчĕ те ача-пăчасăрах вилчĕ, 21 вара унăн арăмне иккĕмĕшĕ илчĕ. Вăл та ача-пăчаллă пулаймасăрах вилчĕ. Виççĕмĕшĕпе те çаплах пулчĕ. 22 Çав арăма умлăн-хыçлăн çиччĕшĕ те качча илчĕç пулин те, ача-пăча таврашĕ юлмарĕ. Пуринчен кайран арăмĕ те вилчĕ. 23 Ĕнтĕ вилнисем чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсен вăл хăшĕн арăмĕ пулĕ-ши? Çиччĕшĕ те унпа пурăннă-çке-ха». 24 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Эсир Çырнине те, Турă хăватне те пĕлмесĕр çак тĕслĕхпех аташатăр-и? 25 Вилнĕ çынсем, чĕрĕлсе тăрсан, авланмĕç те, качча та каймĕç, вĕсем тӳпери ангелсем пек пулĕç. 26 Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси пирки вара Моисей кĕнекинче каланă. Çунса тăракан тĕмĕ çинчен каланă тĕле вуламан-им эсир? Унта Турă ăна: „Эпĕ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им? 27 Турă вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри. Çапла вара, эсир пит йăнăш шухăшлатăр».
Чи аслă пил-хушу
28 Саккун вĕрентӳçисенчен пĕри, вĕсем тавлашнине курса тăрса, Иисус саддукейсене епле аван тавăрса каланине илтсе, патнерех пынă. «Чи аслă пил-хушу хăшĕ?» – тесе ыйтнă вăл Иисусран. 29 Вара Иисус çапла хуравланă: «Малтанхи пил-хушу çакă: „Эй, Израиль халăхĕ, итле! Пирĕн Хуçа Туррăмăр – пĕртен-пĕр Хуçамăр. 30 Хуçа Турруна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунран, пĕтĕм с-халтан, пĕтĕм вăй-халтан юрат“. Çакă – чи аслă пил-хушу! 31 Иккĕмĕшĕ те çавнашкалах аслă: „Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат“. Çаксенчен аслăрах пил-хушу урăх çук», – тенĕ Вăл. 32 «Вĕрентекен! Эсĕ чаплă хурав патăн, – тенĕ вара Ăна саккун вĕрентӳçи. – Турă пĕрре анчах, Унран урăххи çук тесе Эсĕ чăннине каларăн. 33 Ăна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм ăс-халтан, пĕтĕм чунран, пĕтĕм вăй-халтан юратмаллине те, çывăх çынна хăвна юратнă пек юратмаллине те Эсĕ тĕрĕс каларăн. Çак пил-хушусене тытса пыни кирек епле парнерен те – пĕтĕмĕшпе çунтарса кӳнинчен те, ыттисенчен те – пахарах». 34 Саккун вĕрентӳçи ăслă калаçнине кура Иисус ăна çапла каланă: «Эсĕ Турă Патшалăхĕнчен инçех те мар». Çавăнтан кайран никам та Ăна ыйтусем пама хăяйман.
Турă Суйласа илни кам йăхĕнчен пулмалла
35 Турă Çуртĕнче тата малалла вĕрентсе Иисус çапла каланă: «Епле-ха саккун вĕрентӳçисем Турă Суйласа илни Давид йăхĕнчен пулмалла теççĕ? 36 Давид хăй те, Святой Сывлăш витĕмĕпе, çапла каланă пулнă-çке: „Хуçамăр манăн Хуçама çапла каланă: Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар“. 37 Çапла вара, Давид хăй Ăна Хуçам тет. Эппин епле-ха Вăл унăн йăхĕнчен пулма пултарать?» Темĕн чухлĕ халăх Ăна савăнса итлесе тăнă.
Саккун вĕрентӳçисенчен асăрхаттарни
38 Малалла Иисус çапла вĕрентсе каланă: «Саккун вĕрентӳçисенчен асăрханăр. Вĕсем вăрăм тумтирпе саркаланса çӳреме юратаççĕ, халăх йышлă çĕрте хăйсене саламланине килĕштереççĕ. 39 Синагогăра вĕсем малта ларма, ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма юратаççĕ. 40 Çавсене, тăлăх арăмсене кил-çуртсăр хăваракансене, çын умĕнче юриех нумайччен кĕлтăвакансене, ыттисенчен те йывăртарах айăплав пулĕ».
Тăлăх арăмăн икĕ вак укçи
41 Иисус парне арчине хирĕç ларнă та çынсем унта укçа янине сăнанă. Пуянсенчен чылайăшĕ нумай хунă. 42 Унтан пĕр чухăн тăлăх хĕрарăм пынă та пĕр кодрант чухлĕ икĕ вак укçа хунă. 43 Вара Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе илсе çапла каланă: «Чăн калатăп сире: çак чухăн тăлăх хĕрарăм укçа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучĕ. 44 Мĕншĕн тесен пурте арчана ытлашшине ячĕç, ку тăлăх хĕрарăм вара пур-çук юлашки укçине хучĕ, хăйне пурăнмалăх укçине пĕтĕмпех арчана ячĕ».
Турă Çуртне аркатасси çинчен
1 Иисус Турă Çуртĕнчен тухнă чухне Ăна пĕр вĕренекенĕ çапла каланă: «Вĕрентекен! Кур-ха, çурчĕсем те, вĕсене купаланă чулĕсем те епле чаплă!» 2 Иисус ăна хирĕç каланă: «Куратăн-и çак капмар çуртсене? Çакăнта чул çинче чул та юлмĕ, йăлтах аркатĕç». 3 Тепĕртакран, Иисус Елеон тăвĕ çинче Турă Çурчĕ курăнакан вырăнта ларнă чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куçа-куçăн юлсассăн çапла ыйтнă: 4 «Каласамччĕ пире: вăл хăçан пулĕ? Çавсем пурте пуласса мĕнле паллă тăрăх пĕлмелле?» 5 Вĕсене хуравласа вара Иисус çапла кала пуçланă: «Хăвăра кам та пулин илĕртсе улталасран асăрханăр, 6 мĕншĕн тесен Ман ятăмпа килекенсем нумай пулĕç. „Эпĕ – Христос“, – тесе вĕсем чылайăшне улталĕç. 7 Вăрçăсем çинчен илтсен, вăрçă хыпарĕсем илсен, хăраса ан ӳкĕр, мĕншĕн тесен çапла пулмалла та, анчах ку пĕтес вăхăт мар-ха. 8 Халăх çине халăх тапăнĕ, патшалăх çине патшалăх вăрçăпа тухĕ, тĕллĕн-тĕллĕн çĕр чĕтренĕ, выçлăх пуçланĕ, халăх пăлханĕ. Çапах та ку – хĕн-хур пуçламăшĕ кăна-ха. 9 Эсир вара хăвăра хăвăр сыхланса пурăнăр! Сире суд тума тытса парĕç, синагогăсенче хĕнĕç. Мана пула сире пуçлăхсемпе патшасем умне Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн тăратĕç. 10 Анчах та малтан пур халăхсем хушшинче те Ырă Хыпар сарăлса çитмелле. 11 Сире суда тытса пама илсе кайнă чухне мĕн калас тесе малтанах ан кулянăр, ан шухăшлăр. Çав самантра мĕн каламалли хăех тупăнĕ, мĕншĕн тесен калаканĕ эсир мар, Святой Сывлăш пулĕ. 12 Тăванĕ – тăванне, ашшĕ ачисене вĕлерме тытса парĕ. Ачи-пăчисем ашшĕ-амăшне хирĕç кайĕç, вĕсене вилĕм кӳрĕç. 13 Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç. Кам вĕçне çитичченех тӳсĕ, çав çăлăнĕ».
Хăрушă асап-хуйхă çитесси çинчен
14 «Даниил пророк калани çитсен, ирсĕр пулмалла мар вырăн ирсĕрлĕхпе юхăнса тăнине курсан, – вулакан çакна ăнлантăр, – Иудея халăхĕ тусем çине тартăр. 15 Кил хушшинчи çын япала таврашĕ илес тесе пӳрте кĕрсе-туса ан тăтăр. 16 Хирти çын та тумтир таврашĕ илес тесе каялла ан тавăрăнтăр. 17 Çав кунсенче йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, кăкăр çитерекен амăшĕсене пысăк хуйхă пулĕ. 18 Тарса хăтăлас вăхăт хĕлле ан пултăрччĕ çеç тесе кĕлтăвăр. 19 Мĕншĕн тесен ун чухне хăрушă асап-хуйхă пулĕ. Унашкалли Турă пултарнă тĕнче пуçланнăранпа халиччен пулман та, пулас та çук. 20 Хуçа Турă асап кунĕсен шутне чакарман пулсан, никам та çăлăнса юлаяс çукчĕ. Анчах та Хăй суйласа илнисене хĕрхенсе Вăл çав кунсен шутне чакарĕ. 21 Çавăн чухне кам та пулин сире: „Христос акă кунта“ е: „Авă унта“, – тесен, ан ĕненĕр. 22 Мĕншĕн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупăнĕç. Вĕсем, тĕлĕнмелле паллăсемпе хăватсем кăтартса, май килсен суйласа илнисене те илĕртсе улталама пăхĕç. 23 Эсир вара сыхă пулăр. Çаксем пирки Эпĕ сире малтанах каласа хурас терĕм».
Этем Ывăлĕ килесси çинчен
24 «Çав кунсенче, асап хыççăн, хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх çути сӳнĕ. 25 Тӳпери çăлтăрсем ӳкĕç, çӳлти вăй-хăватсем кисренсе кайĕç. 26 Унтан çынсем тӳпери пĕлĕтсем çинче аслăран та аслă хăватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывăлне курĕç. 27 Çавăн чухне Вăл Хăйĕн ангелĕсене ярĕ, Хăй суйласа илнĕ çыннисене тĕнчен тăватă енчен те, çĕр хĕрринчен пуçласа пĕлĕт хĕррине çитичченех
Смоква йывăççипе танлаштарни
28 «Илер-ха, тĕслĕхрен, смоква йывăççине. Унăн турачĕсем папка кăларса ешере пуçласан эсир çу çывхарнине пĕлетĕр. 29 Çавнашкалах эсир те, Эпĕ калани пурнăçланса пынине курсан, çак тĕнче пĕтес вăхăт çывхарнине, алăк умнех çитнине пĕлсе тăрăр. 30 Чăн калатăп сире: çавсем пурте çак ăру пĕтичченех пулса иртĕç. 31 Çĕрпе пĕлĕт те пĕтĕ, Ман сăмахăмсенчен пĕри те пĕтмĕ».
Сыхă пулма чĕнни
32 «Çавă хăш кун, хăш сехетре пуласса никам та пĕлмест, тӳпери ангелсем те, Ывăлĕ те пĕлмест. Ăна пĕртен-пĕр Атте Турă кăна пĕлет. 33 Астăвăр, сыхă пулăр, кĕлтăвăр, мĕншĕн тесен çав вăхăт хăçан çитессе пĕлме пултараймастăр. 34 Ун чухне ак çак ытарлăхра каланă пек пулĕ. Пĕр çын инçе çула кайма пуçтарăннă. Килтен кайиччен вăл кашни тарçинех харпăр-хăй ĕçĕшĕн яваплă пулма, хапха хуралçине сыхă пулма хушса хăварнă. 35 Çапла вара сыхă пулăр, мĕншĕн тесен кил хуçи те каçпа, те çур çĕрте, те автан авăтсан, те ирхине килет. Эсир ăна пĕлме пултараймастăр. 36 Астăвăр, вăл сасартăк эсир çывăрнă тĕле килсе ан тухтăрччĕ. 37 Çакна сире кăна мар, пурне те калатăп: сыхă пулăр».
Иисуса хирĕç тунă кавар
1 Тата тепĕр икĕ кунтан пасха тата тутлăлла çăкăр уявĕ çитмелле пулнă. Аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем Иисуса епле те пулин чеелĕхпе тытса вĕлерме май шыранă. 2 Анчах та вĕсем çапла калаçса килĕшнĕ: «Иисуса уяв вăхăтĕнче тытас мар, ахальлĕн халăх пăлханса кайĕ».
Иисуса Вифанире çупа сĕрни
3 Иисус Вифанире юхан-суранлă Симон патĕнче хăнара пулнă чухне çавăнта пĕр хĕрарăм кĕнĕ. Вăл алебастр савăтпа таса та хаклă йышши нардран тунă ырă шăршăллă мирă илсе пынă. Хĕрарăм, чул савăтне çапса уçса, Унăн пуçне çав çупа сĕре пуçланă. 4 «Мĕне кирлĕччĕ мирăна пĕтерсе кунашкал тăкакланни?» – тарăхса калаçнă хăш-пĕр хăнисем. 5 «Ăна виç çĕр динарийрен те ытлараха сутса укçине чухăнсене пама пулатчĕ», – тесе ӳпкеленĕ вĕсем хĕрарăма. 6 Вара Иисус çапла каланă: «Ан тивĕр ăна, мĕншĕн эсир хĕрарăма пăшăрхантаратăрВăл Маншăн ырă ĕç турĕ. 7 Чухăнсем сирĕн яланах пулĕç, эсир вĕсене хăçан ырă тăвас тетĕр, çавăн чухне пулăшма пултаратăр. Эпĕ вара сирĕнпе яланах пулас çук. 8 Çак хĕрарăм хăй мĕн тума пултарнине турĕ: Ман ӳтĕме пытарма хатĕрлесе çу сĕрчĕ. 9 Чăн калатăп сире: çак Ырă Хыпара ăçта вĕрентĕç, çавăнта – пĕтĕм тĕнчипех – ку хĕрарăма та аса илĕç, вăл мĕн туни çинчен те калаçĕç».
Иуда Искариот сутăнчăклăхĕ
10 Вун иккĕшĕнчен пĕри вара, Иуда Искариот, Иисуса аслă священниксене тытса парас шухăшпа вĕсем патне кайнă. 11 Лешсем Иуда шухăшне пĕлсессĕн хĕпĕртесех ӳкнĕ, ăна кĕмĕл укçа пама пулнă. Вара вăл Иисуса тытса пама меллĕ вăхăт шыранă.
Пасха апачĕ тума хатĕрленни
12 Тутлăлла çăкăр уявĕн малтанхи кунĕнче, пасха валли путек пусмалли вăхăтра, вĕренекенĕсем Иисуса каланă: «Эсĕ пасха апачĕ ăçта çиес тетĕн? Эпир кайса хатĕрлĕпĕр». 13 Вара Иисус Хăйĕн икĕ вĕренекенне çапла каласа янă: «Хулана кайăр, унта сире кăкшăмпа шыв çĕклесе пыракан пĕр çын тĕл пулĕ. Эсир çав çын хыççăн кайăр. 14 Вăл кĕрекен çуртри кил хуçине çапла калăр: „Вĕрентекен акă мĕн ыйтать: Эпĕ Хамăн вĕренекенĕмсемпе пасха апачĕ çиес пӳлĕм хăшĕ?“ 15 Кил хуçи сире янтăласа хунă пысăк та хăтлă пӳлĕм кăтартĕ. Хамăр валли пасха апачĕ çавăнта хатĕрлĕр». 16 Вĕренекенĕсем кайнă, хулана çитнĕ. Пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулса иртнĕ. Унтан вĕсем пасха апачĕ хатĕрленĕ.
Каçхи вăрттăн апатлану
17 Каç пулсан Вун иккĕшĕпе пĕрле Иисус унта пынă. 18 «Чăн калатăп сире, – тенĕ Иисус каçхи апат çинĕ чухне, – сирĕнтен пĕри, Манпа пĕрле çиекенскерех, Мана тытса парĕ». 19 Вĕренекенĕсем хуйха ӳкнĕ, вара пĕрин хыççăн тепри Ăна: «Эпĕ марах!» – теме пуçланă. 20 «Вун иксĕртен пĕри, Манпа пĕрле пĕр чашăкран çăкăр пуçса çиекенни, – тавăрнă Иисус вĕсене. 21 – Тепĕр тесен, Этем Ывăлĕ Çырнинче палăртса хунă çулпа пырать. Анчах Этем Ывăлне тытса паракана хуйхă пулĕ: çав çынна çураличчен çуралманни лайăхрах пулнă пулĕччĕ». 22 Каçхи апат çинĕ чухне Иисус çăкăра илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса: «Илĕр, çийĕр, çакă – Манăн Ӳтĕм», – тенĕ. 23 Унтан куркине илсе Турра тав тунă, вара çав куркаран пурте ĕçнĕ. 24 Иисус вĕсене çапла каланă: «Çак хĕрлĕ эрех – Çĕнĕ Халала çирĕплетекен, нумай çыншăн юхакан Манăн Юнăм. 25 Чăн калатăп сире: ĕнтĕ Эпĕ иçĕм çырли эрехне Турă Патшалăхĕнче çĕнĕ эрех ĕçес кунчченех урăх ĕçеймĕп». 26 Вара, Турра мухтаса юрланă хыççăн, Иисуспа вĕренекенĕсем Елеон тăвĕ çине кайнă.
Петр тунасса Иисус малтанах калани
27 Çавăн чухне Иисус вĕсене каланă: «Кĕçĕр эсир пурте Мана шанма пăрахатăр, мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: „Кĕтӳçне пĕтерĕп те, сурăхĕсем саланса кайĕç“. 28 Чĕрĕлсе тăнă хыççăн вара Эпĕ Галилейăра сирĕнтен те маларах пулăп». 29 «Сана пурте шанми пулсан та, эпĕ шанăп», – тенĕ Ăна Петр. 30 «Чăн калатăп сана, – тенĕ вара ăна Иисус, – кĕçĕрех, автан иккĕ авăтма ĕлкĕричченех, эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн». 31 «Санпа пĕрле вилмелле пулсассăн та Санран тунас çук», – тенĕ Петр çине тăрсах. Ыттисем те çавнашкалах каланă.
Елеон тăвĕ çинче кĕлтуни
32 Унтан вĕсем Гефсимани текен вырăна пынă. «Эпĕ кайса кĕлтунă вăхăтра çакăнтах ларăр-ха», – тенĕ вĕренекенĕсене Иисус. 33 Вара Хăйпе пĕрле Вăл Петра тата Иаковпа Иоана илсе кайнă та калама çук вăйлăн хуйхăра пуçланă. 34 «Манăн чунăм вилесле хурланать, эсир çакăнта Манпа пĕрле пулăр-ха, ан çывăрăр», – тенĕ вĕсене Иисус. 35-36 Вара кăштах аяккалла пăрăннă та: «Май пулсассăн, çак асап вăхăчĕ Манран иртинччĕ. Эй, Авва Аттем! Эсĕ пурне те тума пултаратăн. Çак асап куркине Манран ирттерсемччĕ. Çапах та Эпĕ тăвас тенĕ пек мар, Эсĕ тăвас тенĕ пек пултăр», – тесе çĕре ӳксе кĕлтунă. 37 Унтан вĕренекенĕсем патне пынă та лешсем çывăрнине курнă. «Симон, эсĕ çывăратăн-и? Пĕр сехет те пулин çывăрмасăр тӳсеймерĕн-и? – тенĕ Петра. 38 – Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе, сыхă пулăр, кĕлтăвăр: этемĕн чун-чĕмĕ çирĕп, ӳт-пĕвĕ вара хавшак». 39 Унтан Иисус, каллех пăрăнса, малтанхи пекех каласа кĕлтунă. 40 Вĕренекенĕсем патне пырсан Вăл лешсем каллех çывăрнине курнă. Ыйхă пуссах çитернипе вĕсем Иисуса ним тавăрса калама та аптăранă. 41 Унтан, виççĕмĕш хут кĕлтуса тавăрăнсан, Иисус вĕренекенĕсене çапла каланă: «Эсир çаплах çывăратăр-и, канатăр-и? Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ: акă Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса параççĕ. 42 Тăрăр та каяр! Акă Мана сутакан та çывăхрах».
Иисуса тытни
43 Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах Вун иккĕшĕнчен пĕри, Иуда, тата унпа пĕрле хĕçсемпе шалçасем йăтнă темĕн чухлĕ халăх пырса çитнĕ. Вĕсене аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем тата ятлă-сумлă çынсем янă пулнă. 44 Сутаканĕ вĕсемпе çапла калаçса татăлнă пулнă: «Эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă Иисус пулĕ. Эсир Ăна ярса тытăр та хуралласа илсе кайăр». 45 Вăл çавăнтах Иисус патне пынă та: «Равви! Равви!» – тесе Ăна чуптунă. 46 Лешсем вара, Ун çине алă çĕклеме хăйса, Ăна ярса тытнă. 47 Çав вăхăтра Иисуспа пулнисенчен пĕри хĕçне туртса кăларнă та, аслă священник чури çине сулса ярса, унăн хăлхине касса татнă. 48 Çавăн чухне Иисус Хăйне сырса илнисене каланă: «Мана тытма эсир, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалçасемпе тухрăр. 49 Эпĕ куллен Турă Çуртĕнче сирĕнпе пултăм, вĕрентрĕм; ун чухне эсир Мана тĕкĕнмерĕр. Çырнинче мĕн калани пурнăçлантăр, тытăрах эппин». 50 Çавăн чухне Ăна пурте пăрахса тарнă. 51 Çара ӳчĕ çинченех пĕркенчĕк уртса янă пĕр темле çамрăк çеç Иисус хыççăн утнă, анчах салтаксем ăна та ярса тытнă. 52 Вара çав çамрăк, пĕркенчĕкне вĕсен аллинче хăварса, çарамассăнах тарнă.
Иисуса синедриона илсе пыни
53 Иисуса чи аслă священник патне илсе кайнă. Вара çавăнта ытти аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем, саккун вĕрентӳçисем пухăннă. 54 Петр вара аслă священник çурчĕ патне çитичченех Иисус хыççăн чылай каярахра утса пынă. Картишне кĕрсессĕн вăл унти тарçăсемпе пĕрле кăвайт умне ăшăнма ларнă. 55 Аслă священниксем тата синедрионра ларакан ытти çынсем, Иисуса вĕлерттерес тесе, Ăна судра айăпламалли сăлтав шыранă, анчах тупайман. 56 Ун çинчен нумайăшĕ суйса айăп кăтартнă, анчах вĕсем кăтартнисем çителĕксĕр пулнă. 57 Хăшĕ-пĕрисем ура çине тăрсах Ăна хирĕç çапла суйса пĕлтернĕ: 58 «„Этем аллипе тунă çак Турă Çуртне аркатма, унтан тепĕр виçĕ кунран урăххине, этем аллипе туманнине, çĕнĕрен туса лартма пултаратăп“, – тенине эпир хамăр илтрĕмĕр». 59 Анчах вĕсем çапла кăтартни те айăплама çителĕксĕр пулнă. 60 Вара аслă священник мала тухса тăнă та Иисусран ыйтнă: «Вĕсем Сана хирĕç айăп кăтартаççĕ, Санăн тавăрса каламалли нимĕн те çук-им?» 61 Иисус чĕнмен, хирĕç тавăрса нимĕн те каламан. Аслă священник каллех ыйту панă. «Эсĕ Христос-и? Мухтавлă Турă Ывăлĕ-и?» – тесе ыйтнă Унран. 62 «Эпĕ, – тенĕ вара Иисус. – Ĕнтĕ эсир Этем Ывăлĕ, Хăватлин сылтăм енче ларса, тӳпери пĕлĕтсем çинче килнине курăр». 63 Çакна илтсен, тарăхнипе, аслă священник хăй çийĕнчи тумтирне çурса янă. «Унăн айăпне кăтартакан мĕн тума кирлĕ тата пире? – тенĕ вăл. 64 – Вăл Турра хурланине хăвăрах илтрĕр! Çакăн пирки эсир мĕн шухăшлатăр?» «Айăплă, вĕлермелле», – тенĕ вара вĕсем пурте. 65 Хăшĕ-пĕрисем Ун çине сура пуçланă, Иисусăн питне хупласа, çапа-çапа каланă: «Пророк пулсан кам çапнине кала!» Ăна тарçăсем те питрен çупа-çупа янă.
Петр Иисуса пĕлмĕш пулни
66 Петр çав хушăра тулта, картишĕнче ларнă. Аслă священникăн хĕрарăм тарçи, пырсан, 67 Петр кăвайт умĕнче ăшăнса ларнине курнă. Вара ун çине тинкеререх пăхса çапла каланă: «Эсĕ те Назаретри Иисуспа пĕрлехчĕ». 68 Анчах та Петр, Иисусран тунса: «Эсĕ мĕн калаçнине пĕлместĕп те, ăнланаймастăп та», – тенĕ. Вара малти картишне тухнă, çавăнтах автан авăтса янă. 69 Хĕрарăм тарçă ăна каллех асăрханă та çавăнта тăракансене: «Ку çын çавсен ушкăнĕнченех», – тесе кала пуçланă. 70 Петр каллех туннă. Тепĕртакран çавăнта тăракансем Петра татах çапла каланă: «Эсĕ чăнах та çавсен ушкăнĕнченех. Мĕншĕн тесен эсĕ – Галилея çынни, калаçни-туни те вĕсен евĕрлех». 71 Вăл вара пĕтĕм чĕререн: «Эсир калакан Çынна эпĕ пĕлместĕпех», – тесе тупа тăва пуçланă. 72 Çав самантрах автан иккĕмĕш хут авăтса янă. Петр вара хăйне Иисус «автан иккĕ авăтма ĕлкĕричченех эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн» тенине аса илнĕ те йĕрсе янă.
Иисус Пилат патĕнче
1 Ирхине, тул çутăлсанах, аслă священниксем, ятлă-сумлă çынсем, саккун вĕрентӳçисем – синедрионра ларакансем пурте канашласа йышăннипе Иисуса çыхса Пилат патне илсе кайнă. 2 «Эсĕ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнă Унран Пилат. «Эсĕ ху çапла каларăн», – тавăрнă ăна Иисус. 3 Аслă священниксем Ăна хирĕç тем тĕрлĕ айăплав та кăларса тăратнă. 4 Вара Пилат каллех Унран çапла ыйтнă: «Куратăн-и, Сана хирĕç мĕн чухлĕ айăплав сăмахĕ калаççĕ. Эсĕ мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн?» 5 Анчах Иисус çакна хирĕç те нимĕн те тавăрса каламан, ку вара Пилата
Иисуса вĕлерме ыйтни
6 Кашни пасха уявĕ тĕлне вăл тĕрмере ларакансенчен пĕрне халăх ыйтнипе ирĕке кăларнă. 7 Çавăн чухне пĕр Варавва ятлă çын ытти пăлхавçăсемпе пĕрле тĕрмере ларнă. Вĕсем пăлхав вăхăтĕнче çын вĕлернĕ пулнă. 8 Халăх Пилатран йăлана кĕнĕ йĕркене пурнăçлама кăшкăра-кăшкăра ыйта пуçланă. 9 Пилат вĕсене çапла тавăрса каланă: «Сире Иудея Патши текеннине кăларса парас мар-и? Килĕшетĕр-и?» 10 Аслă священниксем Иисуса кураймасăр тытса панине пĕлнĕрен Пилат çапла ыйтнă. 11 Анчах аслă священниксем Иисус вырăнне Вараввăна кăларма ыйтмашкăн халăха пăлхатса янă. 12 Пилат каллех вĕсене тавăрса çапла каланă: «Хăвăр Иудея Патши текеннине манăн мĕн тумалла вара?» 13 Вĕсем каллех кăшкăра пуçланă. «Пталаттар Ăна!» – кăшкăрнă вĕсем çаплах. 14 «Мĕн усалли тунă вара Вăл?» – тенĕ Пилат вĕсене. Анчах та халăх тата хытăрах: «Пталаттар Ăна!» – тесе кăшкăрнă. 15 Вара Пилат, халăх кăмăлне юрас тесе, Вараввăна тĕрмерен кăларттарнă, Иисуса, чĕн пушăпа хĕнеттерсе, пăталама хушнă.
Иисусран мăшкăлласа кулни
16 Салтаксем Ăна претори картишне илсе кĕртнĕ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнă. 17 Вара Ăна патшалла хĕрлĕ тум тăхăнтартнă, Ун пуçне йĕплĕ кӳкен хуллинчен явнă пуç кăшăлĕ тăхăнтартнă. 18 Вара Ăна хисепленçи пулса: «Сывă пултăр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуçланă. 19 Салтаксем Иисус çине сура-сура Ăна пуçĕнчен туяпа çапса пĕтернĕ, Ун умне чĕркуçленсе ларса пуç тайнă пек хăтланнă. 20 Унтан, мăшкăлласа тăрансан, Ун çийĕнчи хĕрлĕ тумне хывса илнĕ те Хăйĕн тумтирне тăхăнтартнă. Вара Ăна пăталама илсе кайнă.
Иисус Христоса пăталани
21 Çул çинче вĕсем хиртен тавăрăнакан Симон ятлă Киринея çыннине, Александрпа Руф ашшĕне, тĕл пулнă, Иисусăн хĕресне йăтса пыма çавна хушнă. 22 Иисуса Голгофа ятлă вырăна илсе пынă, ку «Пуç купташки» тенине пĕлтерет. 23 Вара Ăна смирнăпа хутăштарнă хĕрлĕ эрех ĕçтересшĕн пулнă, анчах Вăл ĕçмен. 24 Иисуса пăталакансем Унăн тумтирне шăпа ярса пĕр-пĕрин хушшинче валеçнĕ. 25 Ирхине тăхăр сехетре Иисуса хĕрес çумне пăталанă. 26 Унăн айăпне кăтартса «Иудея Патши» тесе çырса çапнă. 27 Унпа пĕрле икĕ хураха пăталанă: пĕрне – унран сылтăм енне, теприне – сулахай енне. 28 Çапла «Ăна вăрă-хурах шутне кĕртĕç» тесе Çырнинче калани пурнăçланнă. 29 Иртен-çӳренсем Ăна хурласа, пуçĕсене сулла-сулла çапла калаçкаланă: «Ай-яй, Турă Çуртне аркатакан, ăна виçĕ кун хушшинче çĕнĕрен туса лартакан! 30 Халĕ Хăвна Ху çăлсам, хĕрес çинчен анса пăх-ха!» 31 Аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем те çавнашкалах Унран мăшкăлланă. Пĕр-пĕрин хушшинче çапла калаçкаланă: «Ыттисене çăлатчĕ, Хăйне Хăй çăлаймасть! 32 Ĕнтĕ Христос, Израиль Патши текенскер, халĕ хĕрес çинчен антăр, эпир çакна курăпăр та вара Ăна ĕненме пуçлăпăр». Хăйĕнпе пĕрле пăталанисем те Унран йĕкĕлтесе кулнă.
Иисус Христос вилĕмĕ
33 Кăнтăрла, вун икĕ сехетрен пуçласа виçĕ сехетчен, сасартăк пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларнă. 34 Виçĕ сехетре вара Иисус хыттăн кăшкăрса янă: «Элои! Элои! Ламма савахфани?» Ку «Эй, Турăçăм! Турăçăм! Мĕншĕн Эсĕ Мана пăрахрăн?» тени пулать. 35 Çакна илтсен: «Вăл Илияна пулăшма чĕнет», – тенĕ çавăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕри. 36 Пĕри тата чупса кайнă та, хĕрхӳлентернĕ хĕрлĕ эрех сăхтарнă мунчалана патак вĕçне тирсе, Иисуса ĕçме панă. «Тăхтăр-ха, пăхса тăрар: Илия Ăна хĕрес çинчен антарма килет-и?» – тенĕ çавскер. 37 Унтан Иисус хыттăн кăшкăрса янă та, Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă. 38 Çав вăхăтра Турă Çуртĕнчи чаршав çӳлтен аяла çитиччен çурмалла çурăлса аннă. 39 Иисуса хирĕçех тăракан Рим çĕрпĕвĕ вара, Иисус çапла кăшкăрса юлашки сывлăшне кăларса янине курса: «Ку Çын чăнах та Турă Ывăлĕ пулнă-мĕн!» – тенĕ. 40 Çавăнтах аякран пăхса тăракан хĕрарăмсем те пулнă: вĕсем хушшинче Мария Магдалина та, кĕçĕн Иаковпа Иосия амăшĕ Мария та, Саломия та пулнă. 41 Вĕсем Иисус Галилейăра чухне те Ун хыççăн çӳренĕ, Ăна пулăшнă. Унта тата Иисуспа пĕрле Иерусалима пынă ытти хĕрарăмсем те нумаййăн пулнă.
Иисус ӳтне тупăклăха хуни
42 Çакă эрне кун пулса иртнĕ, шăмат кун вара ĕçлеме юраман. Çавăнпа та, каç пулсан, 43 Аримафея хулинче çуралса ӳснĕ Иосиф ятлă пĕр çын пынă та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хăйса кĕнĕ. Иосиф иудейсен канашĕнче хисеплĕ çын шутланнă пулин те, хăй те Турă Патшалăхĕ килессе кĕтсе пурăннă пулнă. 44 Иисус вилнĕ ĕнтĕ тесен Пилат тĕлĕннĕ. Вара вăл çĕрпĕве чĕнтерсе: «Иисус вилни нумай пулать-и?» – тесе ыйтнă. 45 Иисус вилнине çĕрпӳ те пĕлтерсен, Пилат Унăн ӳтне Иосифа пама хушнă. 46 Вара Иосиф йĕтĕн пир туяннă та Иисус ӳтне хĕрес çинчен антарнă. Унтан пирпе чĕркенĕ те чул ту хысакне касса тунă тупăклăха кайса хунă, шала кĕмелли шăтăк умне чул йăвантарса хунă. 47 Мария Магдалинăпа Иосия Марийи Ăна ăçта пытарнине пăхса тăнă.
Иисус Христос чĕрĕлсе тăни
1 Шмат каç Мария Магдалина, Иаков амăшĕ Мария тата Саломия, Иисус ӳтне кайса сĕрес тесе, ырă шăршăллă çусем туяннă. 2 Вырсарни кун, эрнен малтанхи кунĕнче, ирпе ирех, хĕвел тухнă вăхăтра, вĕсем тупăклăх патне кайнă. 3 Çапла вĕсем: «Тупăклăх шăтăкĕ умĕнчи чула кам йăвантарса куçарса парĕ-ши пире?» – тесе пĕр-пĕринпе калаçкаласа пынă. 4 Çитсессĕн пăхнă та курах кайнă: хайхи пысăк чула куçарса та хунă иккен. 5 Унтан, тупăклăха кĕрсен, вĕсем сылтăм енче шап-шурă тум тăхăннă пĕр çамрăк ларнине асăрханă. Вара хĕрарăмсем тĕлĕннипе питĕ хăраса ӳкнĕ. 6 «Ан хăрăр, – тенĕ ангел вĕсене. – Эсир хĕрес çине пăталанă Назаретри Иисуса шыратăр вĕт. Вăл вилĕмрен чĕрĕлнĕ. Вăл кунта çук халĕ. Акă Ăна хунă вырăн. 7 Çапах та эсир Унăн вĕренекенĕсене тата Петра: „Иисус сире Хăй каланă пекех Галилейăра тĕл пулĕ, эсир Ăна унта курăр“, – тесе кайса калăр». 8 Вара вĕсем тупăклăхран тухса тарнă, тĕлĕннипе питĕ хăраса ӳкнĕ. Хăранăран вара никама та ним те каламан.
Чĕрĕлсе тăнă Христос Мария Магдалинăна тата икĕ вĕренекенне курăнни
9 Эрнен малтанхи кунĕнче, вырсарни кун, ирпе ирех чĕрĕлсе тăнă хыççăн Иисус чи малтан Хăй унччен çичĕ усал сывлăша хăваласа кăларнă Мария Магдалинăна курăннă. 10 Мария çакăн çинчен Иисуспа пĕрле пулнисене, татăлса йĕрекенскерсене, кайса каласа кăтартнă. 11 Анчах та вĕсем Иисус чĕрĕ пулнине те, Мария Ăна курнине те ĕненмен. 12 Кайран Иисус çав ĕненменнисенчен иккĕшне, вĕсем пĕр яла кайнă чухне, çул çинче урăх сăн-сăпатлă пулса курăннă. 13 Вара хайхисем каялла тавăрăннă та ыттисене каласа кăтартнă, анчах вĕсене те ĕненмен.
Чĕрĕлсе тăнă Иисус вун пĕр апостола курăнни
14 Юлашкинчен Иисус вун пĕр вĕренекенне каçхи апат çисе ларнă чухне курăннă. Иисус вĕсене чунĕсем уçăлса çитейменшĕн, Хăй чĕрĕлсе тăнă хыççăн Ăна куракансене ĕненменшĕн ӳпкеленĕ. 15 Унтан Иисус вĕсене çапла каланă: «Кайăр та пĕтĕм тĕнчипех пурне те Ырă Хыпар вĕрентсе çӳрĕр. 16 Кам ĕненсе шыва кĕрĕ, çав çăлăнĕ. Кам ĕненмĕ, çавна юлашки судра айăплĕç. 17 Ĕненекенсем çак хăватсене тума пултарĕç: Ман ятăмпа усалсене хăваласа кăларĕç; хăйсем халиччен пĕлмен чĕлхесемпе калаçĕç; 18 çĕленсене алла тытĕç; пĕр-пĕр наркăмăш ĕçсен те сиенленмĕç; чирлисем çине аллисене хурсан, лешсем сывалĕç».
Иисус Христос тӳпене çĕкленни
19 Çапла Хуçамăр, вĕренекенĕсемпе калаçнă хыççăн, тӳпене çĕкленнĕ те Туррăн сылтăм енне ларнă. 20 Вара вĕренекенĕсем кайнă та пур çĕрте те ӳкĕтлесе вĕрентнĕ; Хуçамăр вĕсене пулăшсах тăнă, хăватсем кăтартса вĕсен сăмахĕсене çирĕплетнĕ. Аминь.
Ум сăмах
1 Пирĕн хушшăмăрта пулса иртнĕ паллă ĕçсем çинчен халĕ нумайăшĕ çыра пуçларĕç ĕнтĕ. 2 Сăмаха чăн малтанах куçăн курса Уншăн ĕçлесе тăнă çынсем пире мĕн каласа панă, вĕсем те çавнах çыраççĕ. 3 Çавăнпа эпĕ те, хисеплĕ çыннăм Феофил, малтан пуçласа пĕтĕмпе лайăх тĕпчесе пĕлтĕм те ун çинчен сана йĕркипе çырса парас терĕм. 4 Хăвна мĕне вĕрентни чăннипех те тĕрĕс пулнине санăн тĕппипе пĕлсе çитмелле пултăр терĕм.
Ангел Шыва кĕртекен Иоанн çураласса пĕлтерни
5 Иудея çĕрĕнче Ирод патшара ларнă чух пĕр Захария ятлă священник пурăннă, вăл Авий ушкăнĕнчи священниксен черечĕпе Турă Çуртĕнче ĕçленĕ. Унăн арăмĕ те, Елисавета, Аарон рăвĕнчен тухнăскер пулнă. 6 Вĕсем Турă умĕнче тӳрĕ пурăннă: Хуçа Турă йĕркисене, пил-хушăвĕсене пурне те тĕрĕс пурнăçласа тăнă. 7 Анчах та вĕсен ача-пăча пулман, мĕншĕн тесен Елисавета ача туман арăм пулнă. Иккĕшĕ те вĕсем ватăлса çитнĕ. 8-9 Пĕррехинче, Захария хăй черечĕн йĕркипе Турă умĕнче ĕçленĕ чухне, священниксен йăлипе Хуçа Турă Çуртĕнче ладан çунтарса тĕтĕрме ăна шăпа тухнă. 10 Захария тĕтĕрнĕ вăхăтра темĕн чухлĕ халăх Çурт тулашĕнче кĕлтуса тăнă. 11 Çавăн чухне ăна ладан çунтаракан парне вырăнĕн сылтăм енче сасартăк Хуçа Туррăн ангелĕ курăннă. 12 Ангела курсан Захария тĕлĕннипе хăрасах кайнă. 13 Ангел ăна каланă: «Ан хăра, Захария! Санăн кĕллӳне Турă илтрĕ. Санăн арăму, Елисавета, сана ывăл ача çуратса парĕ, ăна эсĕ Иоанн ятлă хурăн. 14 Уншăн эсĕ хавасланса хĕпĕртĕн, вăл çуралнăшăн нумайăшĕ савăнĕç, 15 мĕншĕн тесен вăл Хуçа Турă умĕнче аслă пулĕ. Вăл эрех-сăра таврашĕ ĕçмĕ; амăш варĕнчех унăн чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулĕ. 16 Вăл Израиль çыннисене нумайăшне хăйсен Хуçа Турри енне çавăрĕ. 17 Вăл Христос умĕн Илиян чун-чĕм хăвачĕпе килĕ те халăха Хуçамăр умне тăма хатĕрлĕ: ашшĕсен кăмăлне ачисен енне çавăрĕ, Турă хушнине итлемен çынсене тӳрĕлĕх çулĕ çине тăратĕ». 18 Захария вара ангелран çапла ыйтнă: «Ку чăн пуласса эпĕ епле пĕлĕп-ши? Эпĕ ĕнтĕ ватăлтăм, ман арăм та ватăлса çитрĕ». 19 Ангел ăна каланă: «Эпĕ – Турă умĕнче тăракан Гавриил. Мана сан патна çак ырă хыпара пĕлтерме янă. 20 Вăхăчĕ çитсен эп калани пурнăçланĕ, анчах ман сăмахсене ĕненменшĕн эсĕ чĕлхесĕр пулăн, эпĕ калани пурнăçланиччен калаçаймасăр пурăнăн». 21 Çав хушăра унти халăх Захария тухасса кĕтсе тăнă, вăл Турă Çуртĕнче вăрах тăнинчен тĕлĕннĕ. 22 Унтан тухсан Захария пĕр сăмах та калайман, аллисемпе паллă кăтартса халăха тем ăнлантарма тăрăшнă. Вара пурте ăна Турă Çуртĕнче темскер курăннине чухласа илнĕ. 23 Турă умĕнче ĕçлемелли кунĕсем иртсен Захария килне тавăрăннă. 24-25 Çавăн хыççăн унăн арăмĕ, Елисавета, йывăр çын пулнă. Çие юлнине вăл пилĕк уйăх палăртмасăр çӳренĕ. «Çын хурланине ман çинчен сирес тесе, çак кунсенче Хуçа Турă мана хĕрхенсе çапла турĕ», – тенĕ вăл.
Ангел Марияна ырă хыпар пĕлтерни
26 Çие юлни ултă уйăх çитсен, Турă татах Гавриил ангела Галилейăри Назарет хулине 27 Давид йăхĕнчи Иосиф валли çураçнă Хĕр патне янă. Çав Хĕр Мария ятлă пулнă. 28 Ун патне кĕрсен ангел çапла каланă: «Эй, тивлетлĕ Хĕр, савăн! Санпала Турă, Эсĕ пур хĕрарăмран та мухтавлăрах!» 29 Ангел сăмахĕсене илтсен Мария аптăрасах кайнă. Çапла ырă сунса саламлани мĕне пĕлтерет-ши тесе шухăшланă. 30 Ангел Ăна каланă: «Ан хăра, Мария! Эсĕ Турăран ырăлăх илтĕн. 31 Акă Эсĕ йывăр çын пулса Ывăл Ача çуратăн, Ăна Иисус ятлă хурăн. 32 Вăл аслă пулĕ, Ăна Çӳлти Туррăн Ывăлĕ тесе калĕç. Хуçа Турă Ăна мăн аслашшĕн, Давидăн, престолне парĕ. 33 Вăл ĕмĕр-ĕмĕр Иаков йăхĕн Патши пулĕ, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтмĕ». 34 Мария вара ангелран ыйтнă: «Ку епле пулма пултарĕ-ши? Эпĕ халĕ качча та кайман-çке?» 35 Ангел Ăна каланă: «Сан çине Святой Сывлăш анĕ, сана Çӳлти Туррăн хăвачĕ витсе тăрĕ, çавăнпа çуралас таса Ачуна та Турă Ывăлĕ тейĕç. 36 Акă санăн тăвану Елисавета та ватлăхра ывăл çуратĕ. Ун çинчен пурте ача тăвайманскер тесе калаçатчĕç, вăл йывăр çын пулни улттăмĕш уйăх ĕнтĕ. 37 Мĕншĕн тесен Туррăн пĕр сăмахĕ те пурнăçланмасăр юлмасть». 38 «Эпĕ – Хуçа Туррăн Чури, – тенĕ Мария, – эппин пĕтĕмпех эсĕ каланă пек пултăр». Ангел вара Ун патĕнчен кайнă.
Мария Елисаветăна курма кайни
39 Тепĕр темиçе кунран Мария çула хатĕрленнĕ те сăртлă Иудейăри хулана васкаса кайнă. 40 Захария кил-çуртне кĕрсен вăл Елисаветăна сывлăх суннă. 41 Мария саламланине илтсен Елисаветăн варĕнчи ачи тапкалашса илнĕ, вара Елисавета чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнă. 42 Вăл хытă сасăпа каланă: «Эсĕ пур хĕрарăмран та мухтавлăрах! Санран çуралас Ачу та мухтавлă! 43 Хуçа Туррăмăн Амăшĕ ман патăма килнине курма епле тивĕçлĕ пултăм-ши? 44 Эсĕ сывлăх суннине илтсенех ман ăшăмри ача савăннипе тапкалашса илчĕ! 45 Хуçа Турă сăмахĕ пурнăçланасса ĕненнĕшĕн Эсĕ телейлĕ!»
Мария Турра мухтани
46 Вара Мария çапла каланă: «Манăн чунăм Хуçамăра аслăлать, 47 Манăн кăмăлăм Çăлакан Туррăмшăн савăнать, 48 мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕн Чурин йăвашлăхне асăрхарĕ. Паянтан Мана пур халăхсем те мухтĕç. 49 Хăватлă Турă Маншăн аслă ĕç турĕ, Унăн ячĕ таса. 50 Хăйне хисеплесе хăракансене Вăл ăруран ăрăва ырăлăх парса тăрать. 51 Шухăш-туйăмпа мăн кăмăллисене Вăл хăватлă аллипе салатса ячĕ, 52 вăйлисене престолĕсем çинчен сирпĕтсе антарчĕ, йăвашшисене асла кăларчĕ, 53 выçăхнисене ырăлăх пачĕ, пуйнисене нимĕнсĕрех хăварчĕ. 54-55 Пирĕн мăн асаттесене, Авраама тата унăн йăхне Вăл ĕмĕрлĕхех ырăлăх парасса шантарнă. Çавна асра тытса Вăл Израиль халăхне, Хăйĕн тарçине, пулăшрĕ». 56 Виçĕ уйăха яхăн Елисавета патĕнче пурăнсан Мария килне
Шыва кĕртекен Иоанн çурални
57 Çмăлланас вăхăчĕ çитсен Елисавета ывăл ача çуратнă. 58 Кӳршисемпе тăванĕсем ун çинчен илтнĕ те Хуçамăр çав тĕрлĕ пысăк ырăлăх панăшăн Елисаветăпа пĕрле савăннă. 59 Саккăр-мĕш кунне вĕсем хăйсен йăлипе ача ӳтне касма илсе пынă, вара ăна ашшĕ ячĕпе Захария ятлă хурасшăн пулнă. 60 Анчах та амăшĕ: «Çук, ăна Иоанн ятлă хурар», – тенĕ. 61 «Сирĕн йăхăрта ун ятли никам та çук-ке!» – тенĕ ăна ыттисем. 62 Унтан вĕсем, аллисем пе паллă кăтартса, ывăлне мĕн ятлă хурас килнине ашшĕнчен ыйтнă. 63 Захария хăма татăкĕ ыйтса илнĕ те: «Унăн ячĕ – Иоанн», – тесе çрса панă. Çавна курсан пурте тĕлĕннĕ. 64 Çав самантрах унăн чĕлхи-çăварĕ уçлăнă, вара вăл сасăпах Турра мухтама пуçланă. 65 Унта пурăнакан пĕтĕм халăх хăраса ӳкнĕ. Мĕн пулса иртни çинчен сăртлă Иудейăра пур çĕрте те калаçнă. 66 «Ку ача кам пулĕ-ши?» – тесе тĕлĕнсе шухăшланă çав хыпара илтнĕ çынсем пурте. Чăн та, унра Хуçа Турă хăвачĕ пулнă.
Захария пророкла калани
67 Иоанн ашшĕ Захария чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнăран пророкла калама пуçланă: 68 «Израилĕн Хуçа Туррине мухтав! Вăл килсе Хăйĕн халăхне хăтăлмалла турĕ; 69 Вăл Хăйĕн тарçи Давид йăхĕнчен пире валли хăватлă Çлакан кăларчĕ. 70 Вăл Хăйĕн авалхи сăваплă пророкĕсем урлă каласа пĕлтернĕ пекех, 71 пире тăшмансенчен те, хамăра курайман мĕн пур çынсенчен те çăлса хăварĕ. 72 Вăл пирĕн мăн асаттесене ырăлăх пама пулнă. Вăл Хăйĕн таса халалне, 73 мăн асаттемĕре Авраама тупа тунине яланах асра тытма пулнă. 74-75 Ĕнтĕ эпир, тăшмансен аллинчен хăтăлсан, хамăр пурăнас кунсенче хăрамасăр Уншăн ĕçлесе тăрăпăр, Ун умĕнче сăваплă, тӳрĕлĕхлĕ пулăпăр. 76 Сана та, ачам, Çӳлти Туррăн пророкĕ тесе калĕç, мĕншĕн тесен эсĕ Хуçамăр валли çул хатĕрлеме Ун умĕнчен пырăн. 77 Çылăхсене каçарса çăлăнасси çинчен те эсĕ Унăн халăхне каласа ăнлантарăн. 78-79 Ырă кăмăллă та хĕрхенӳллĕ Туррăмăр тĕттĕмре, вилĕм тыткăнĕнче пурăнакансене çутатма, канăçлăх çулне кăтартма пирĕн пата çӳлтен Шурăмпуç çути ячĕ». 80 Ача çитĕнсе, чун-чĕмĕпе çирĕпленсе пынă. Израиль халăхĕ умне тухма вăхăчĕ çитиччен вăл пуш хирте пурăннă.
Иисус Христос çурални
1 Çав вăхăтра Рим императорĕ Август пĕтĕм патшалăхри халăха çырса тухма хушнă. 2 Çак пирвайхи хут халăха шута илесси Сири çĕрне Квириний тытса тăнă чухне пулнă. 3 Вара пурте кашни хăйĕн хулине çырăнма тухса кайнă. 4 Иосифăн, Давид йăхĕнчен пулнăран, Галилейăри Назарет хулинчен Иудейăри Вифлеема, тахçан Давид çуралнă хулана, каймалла пулнă. 5 Çапла Иосиф хăйĕн çураçнă хĕрĕпе Марияпа пĕрле ят çыртарма кайнă. Мария ун чухне йывăр çын пулнă. 6 Вифлеемре Унăн çăмăлланас вăхăчĕ çитнĕ. 7 Вара Мария Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне çуратнă. Хăна çуртĕнче вырăн пулманран Вăл Ăна, чĕркесе, выльх-чĕрлĕхе апат памалли сырăша вырттарнă.
Кĕтӳçĕсем тата ангел
8 Çавăнтан аякра мар, хирте, кĕтӳçĕсем çĕрле кĕтĕвĕсене хуралланă. 9 Сасартăк вĕсен умне Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ пырса тăнă та, вĕсене Хуçа Туррăн мухтавлăхĕ çутатса янă. Кĕтӳçĕсем çав тери хăраса ӳкнĕ. 10 Ангел вĕсене çапла каланă: «Ан хăрăр! Эпĕ сире пĕтĕм халăха савăнтармалли чаплă хыпар пĕлтерме килтĕм. 11 Паян Давид хулинче сире Çăлакан çуралчĕ, Вăл – Христос Хуçамăр! 12 Акă сире паллă: эсир сырăша чĕркесе вырттарнă Ачана курăр». 13 Унтан сасартăк çав ангелпа пĕрле тӳпери ангелсен йышлă çарĕ курăнса кайнă. Вĕсем Турра мухтаса юрланă: 14 «Çӳлте Турра мухтав, çĕр çине канăçлăх килчĕ, çынсене ырăлăх çитрĕ!» 15 Ангелсем тӳпене çĕкленсе кайсан кĕтӳçĕсем пĕр-пĕрне каланă: «Атьр Вифлеема кайса унта мĕн пулнине, Хуçа Турă пире мĕн пĕлтернине курар». 16 Вара вĕсем васкаса Вифлеема çитнĕ те Марияпа Иосифа тата сырăшра выртакан пĕчĕк Ачана шыраса тупнă. 17 Ачана курнă хыççăн кĕтӳçĕсем хăйсене Çак Ача пирки мĕн хыпарланине каласа панă. 18 Итлекенсем пурте кĕтӳçĕсем каласа кăтартнинчен тĕлĕннĕ. 19 Мария вара çак сăмахсене пурне те Хăйĕн чĕринчех усранă. 20 Йалтах ангел каланă пек пулса иртнĕ. Çавна курма-илтме тӳр килнишĕн Турра аслăласа та мухтаса кĕтӳçĕсем хăйсен кĕтĕвĕ патне тавăрăннă. 21 Тепĕр сакăр кунран, Ача ӳтне касма вăхăт çитсен, Амăшне йывăр çын пуличчен ангел каланă пекех, Ăна Иисус ятлă хунă.
Иисуса Турă Çуртне илсе пыни
22 Моисей саккунĕ хушнă тăрăх тасалмалли кунсем иртсен, Иосифпа Мария пĕчĕк Ачана Хуçа Турă умне тăратма Иерусалима илсе пынă, 23 мĕншĕн тесен Хуçамăр саккунĕ çапла калать: «Малтанхи ывăл ачана, вар уçнăскере, Хуçа Турра халалламалла». 24 Çавăн пекех, Хуçамăр саккунĕпе килĕшӳллĕн, вĕсен икĕ улатăпа кайăкĕ е икĕ кăвакарчăн чĕппи парне кӳмелле пулнă. 25 Çав вăхăтра Иерусалим хулинче тӳрĕ пурăнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлă пĕр çын пурăннă. Ун çинче Святой Сывлăш пулнă, Симеон Израиль халăхне çăлăнăç килессе кĕтнĕ. 26 Хуçа Туррăн Христосне курмасăр вилместĕн тесе ăна Святой Сывлăш малтанах систернĕ пулнă. 27 Иосифпа Мария саккун хушнă йăлана тума пĕчĕкçĕ Иисуса Турă Çуртне илсе пырсан, Сывлăш хавхалантарнипе Симеон та унта пынă.
Симеон Турра мухтани
28 Вăл Ачана хăй аллине илнĕ те Турра мухтаса каланă: 29 «Эй, Туррăм! Халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна, Ху каланă пек, лăплантарса яратăн: 30 ман куçăмсем Санран çăлăнăç илсе килекене курчĕç. 31 Ку çăлăнăçа Эсĕ мĕн пур халăх куçĕ умĕнчех хатĕрленĕ. 32 Урăх халăхсемшĕн вăл чăн çутă пулĕ, Хăвăн Израиль халăхне мухтава кăларĕ». 33 Иосифпа Ачан Амăшĕ Ун çинчен Симеон çапла каланине илтсен тĕлĕннĕ. 34-35 Унтан Симеон вĕсене пилленĕ те, Ача Амăшне Марияна каланă: «Мария, Сан чуну хĕçпе каснă пек касăлĕ, мĕншĕн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тăракан та нумай пулĕ. Ун пирки нумай тавлашĕç, чылайăшĕ ăна хирĕç тăрĕç, çапла вĕсен чун-чĕринчи вăрттăн шухăшĕсем палăрĕç». Хĕрарăм пророк Анна 36 Унта тата Асир ăрăвĕнчен тухнă Фануил хĕрĕ, Анна ятлă хĕрарăм пророк пулнă. Вăл питĕ ватăлса çитнĕ, хăйĕн упăшкипе Анна çичĕ çул анчах пурăннă. 37 Çав сакăр вун тăватă çулхи упăшкасăр карчăк Турă Çуртĕнчен кайманпа пĕрех. Вăл, Турра хисеплесе, тăтăшах типĕ тытнă, кунĕн-çĕрĕн кĕлтунă. 38 Симеон Марияпа калаçнă вăхăтра вĕсем патне пынă Анна та Хуçамăра мухтама пуçланă. Çăлăнасса кĕтекен Иерусалимри çынсене пурне те вăл Ача çинчен каласа кăтартнă.
Назарета тавăрăнни
39 Турă саккунĕ хушнине пурне те туса пĕтерсен Иосифпа Мария Галилейăна, Назарет ятлă тăван хулине, тавăрăннă. 40 Ача çитĕннĕçемĕн чун-чĕмĕпе çирĕпленсе, ăс-тăнĕпе хăватланса пынă. Турă тивлечĕ Ун çинче пулнă.
Иисус Турă Çуртĕнче
41 Унăн ашшĕ-амăшĕ кашни çулах пасха уявне Иерусалима çӳренĕ. 42 Иисус вун икĕ çула çитсен, вĕсем çав йăлапа Иерусалима уява пынă. 43 Уяв хыççăн Иосифпа Унăн Амăшĕ киле кайма çула тухнă, анчах Ачи, Иисус, Иерусалимра тăрса юлнине вĕсем асăрхаман. 44 Вăл урăх çынсемпе пырать пулĕ тесе, пĕр куна яхăн кайсан тин Ăна хурăнташĕсемпе пĕлĕшĕсем хушшинче шырама пуçланă. 45 Анчах та Иисуса тупайман пирки, Ăна шыраса, вĕсем каллех Иерусалима тавăрăннă. 46 Виçĕ кунран тин вĕсем Иисуса Турă Çуртĕнче тупнă. Вăл унта вĕрентекенсене итлесе ларнă, Хăй те вĕсене ыйтусем панă. 47 Ăна итлекенсем пурте Ун ăсĕнчен те, хуравĕсенчен те тĕлĕннĕ. 48 Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питĕ тĕлĕнсе кайнă. Вара Амăшĕ Унран çапла ыйтнă: «Ывăлăм, мĕншĕн Эсĕ капла хăтлантăн? Аçупа иксĕмĕр Сана шыраса йăлт кулянса пĕтрĕмĕр». 49 Иисус вĕсене каланă: «Эсир Мана мĕншĕн шырарăр? Эпĕ Хамăн Аттеме тивĕçлĕ çĕрте пулмаллине пĕлмен-и-мĕн эсир?» 50 Иисус мĕншĕн çапла каланине вĕсем ăнланса илеймен. 51 Вара Иисус вĕсемпе пĕрле Назарета тавăрăннă та ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмесĕр пурăннă. Амăшĕ вара çак сăмахсене пурне те чунĕнче упраса пурăннă. 52 Иисус ăслăлансах, ӳссех пынă. Турă та, çынсем те Ăна юратнăçемĕн ытларах юратнă.
Шыва кĕртекен Иоанн вĕрентсе калани
1 Тиверий императора ларни вун пилĕк çула кайнă. Иудейăра Понтий Пилат пуçлăхра ларнă, Галилея çĕрĕнче – Ирод, Итурейăпа Трахонит çĕрĕнче – унăн пиччĕшĕ Филипп, Авилинея çĕрĕнче – Лисаний. 2 Аннапа Каиафа ун чухне аслă священниксем пулнă. Çавăн чух Захария ывăлне, Иоана, пуш хирте Турă сăмахĕ илтĕннĕ. 3 Иоанн вара Иордан шывĕ таврашĕнче, пур çĕрте те, çылăхсене каçарттармашкăн ӳкĕнсе шыва кĕме ӳкĕтленĕ. 4 Ун çинчен Исаия пророк кĕнекинче çапла çырнă: «Пуш хирте чĕнекенĕн сасси илтĕнет: „Хуçамăр валли çул хатĕрлĕр, Вăл утас çулсене тӳрлетĕр! 5 Мĕн пур айлăм вырăнсем тулччăр, мĕн пур тусемпе сăртсем çĕрпе танлашчăр. Кукăр çулсем тӳрĕленччĕр, тикĕс маррисем те – тикĕсленччĕр, 6 вара пĕтĕм этемлĕх Турă панă çăлăнăçа курĕ!“» 7 Иоанн хăй патне шыва кĕме пыракан халăха çапла каланă: «Эй, çĕлен çурисем! Çитес çилĕрен тарса хăтăлма кам вĕрентрĕ сире? 8 Эппин хăвăр çылăхран ӳкĕннине тивĕçлĕ ĕçпе çирĕплетсех тăрăр. „Пирĕн мăн асатте – Авраам!“ – текен шухăшпа киленсе ан пурăнăр. Калатăп сире: Турă çак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать. 9 Акă пуртă та йывăç тымарĕ çумĕнчех выртать. Ырă çимĕç кӳмен кирек епле йывăçа та касса вута пăрахаççĕ». 10 «Пирĕн мĕн тумалла ĕнтĕ?» – тесе ыйтнă унран халăх. 11 Иоанн хирĕç çапла тавăрнă: «Камăн икĕ тумтир пур, пĕрне чухăна патăр. Камăн çимелли пур, вăл та çаплах тутăр». 12 Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кĕме пынă. Вĕсем унран ыйтнă: «Вĕрентекен, пирĕн мĕн тумалла-ши?» 13 Иоанн вĕсене каланă: «Хăвăра илме хушнинчен ытлашши ан илĕр». 14 Салтаксем те унран ыйтнă: «Пирĕн тата мĕн тумалла?» Иоанн хуравланă: «Кӳрентерсе, суйса айăпласа никам укçине те ан хапсăнăр, хăвăра мĕн чухлĕ шалу панипе çырлахăр». 15 Кĕтсе тăракан çынсем пурте хăйсен ăшĕнче Иоанн пирки: «Ку Турă Суйласа илни мар-ши?» – тесе шухăшланă чухне 16 Иоанн пурне те çапла каланă: «Эпĕ сире шывпа тĕне кĕртетĕп. Анчах та манран Хăватли килет, эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар. Вăл сире Святой Сывлăшпа тата вутпа тĕне кĕртĕ. 17 Кĕреçи те Унăн Хăйĕн аллинчех. Вăл йĕтемĕнчи туллине сăвăрса тасатĕ те ăна Хăйĕн кĕлетне пухса хурĕ, арпи-улăмне вара сӳнми вутра çунтарса ярĕ». 18 Çакнашкал тата ытти сăмахсемпе Иоанн халăха Ырă Хыпар нумай вĕрентнĕ. 19 Вăл Ирод пуçлăха хăй пиччĕшĕн арăмне, Иродиадăна, качча илнĕшĕн тата ытти усал ĕçсемшĕн хытă питленĕ. 20 Ирод вара усал ĕçĕсем çумне тата тепĕр усал ĕç хушнă: Иоана тĕрмене хуптарнă.
Иисуса шыва кĕртни
21 Пĕтĕм халăх шыва кĕнĕ чух, Иисус шыва кĕрсе тухса кĕлтунă вăхăтра, тӳпе уçăлса кайнă та, 22 Ун çине Святой Сывлăш кăвакарчăн кĕлетки пек курăнса аннă. Вара тӳперен сасă илтĕннĕ: «Эсĕ – Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Санра!»
Иисус Христосăн йăх тымарĕ
23 Хăйĕн ĕçне пуçланă чух Иисус пĕр вăтăр çулсенче пулнă. Çынсем шухăшланă тăрăх, Вăл Иосиф ывăлĕ, Илия мăнукĕ пулнă. Унăн ытти мăн аслашшĕсем: 24 Матфат, Левий, Мелхий, Ианнай, Иосиф, 25 Маттафий, Амос, Наум, Еслим, Наггей, 26 Мааф, Маттафий, Семеий, Иосиф, Иуда, 27 Иоаннан, Рисай, Зоровавель, Салафииль, Нирий, 28 Мелхий, Аддий, Косам, Елмодам, Ир, 29 Иосий, Елиезер, Иорим, Матфат, Левий, 30 Симеон, Иуда, Иосиф, Ионан, Елиаким, 31 Мелеай, Маинан, Маттафай, Нафан, Давид, 32 Иессей, Овид, Вооз, Салмон, Наассон, 33 Аминадав, Арам, Есром, Фарес, Иуда, 34 Иаков, Исаак, Авраам, Фарра, Нахор, 35 Серух, Рагав, Фалек, Евер, Сала, 36 Каинан, Арфаксад, Сим, Ной, Ламех, 37 Мафусал, Енох, Иаред, Малелеил, Каинан, 38 Енос, Сиф, Адам. Адама вара Турă пултарнă.
Иисуса шуйттан илĕртсе тĕрĕслени
1 Святой Сывлăшпа хăватланнă Иисуса Иордан хĕрринчен тавăрăнсан Сывлăш пуш хире ертсе кайнă. 2 Унта Ăна шуйттан хĕрĕх кун илĕртсе тĕрĕсленĕ. Çав кунсенче Иисус нимĕн те çимен, юлашкинчен Унăн çиесси килнĕ. 3 Шуйттан Ăна каланă: «Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çак чула çăкăр пулма хуш». 4 «Çырнинче çапла каланă, – тавăрнă ăна Иисус, – çын çăкăрпа кăна пурăнмасть, Туррăн кашни сăмахĕпех пурăнать». 5 Вара шуйттан Ăна çӳллĕ ту çине илсе кайнă та пĕр самантрах тĕнчери мĕн пур патшалăха кăтартнă. 6 Унтан вăл çапла каланă: «Çак мĕн пур патшалăхсемпе пуç пулмалли хама панă ирĕке, вĕсен чап-илемне Сана парăп, мĕншĕн тесен эпĕ ăна кама парас тетĕп, çавна паратăп. 7 Çапла вара, мана ӳксе пуççапсан, пĕтĕмпех Санăн пулĕ». 8 «Кай Ман патăмран, шуйттан, – тенĕ Иисус. – Çырнинче çапла каланă: „Хуçа Турруна кăна пуççап, пĕр Уншăн анчах ĕçлесе тăр“». 9 Вара шуйттан Ăна Иерусалима илсе кайнă та Турă Çурчĕ тăррине тăратса каланă: «Эсĕ Турă Ывăлĕ пулсан çакăнтан аялалла сик. 10 Çырнинче каланă вĕт: „Турă Хăйĕн ангелĕсене Сана упрама хушĕ, 11 урупа чултан такăнасран вĕсем Сана алă çинче çĕклесе çӳрĕç“». 12 Иисус шуйттана хирĕç çапла каланă: «„Хăвăн Хуçа Турруна илĕртсе ан тĕрĕсле“, – тенĕ Çырнинче». 13 Урăх нимпе те илĕртме çук пирки майлă вăхăт çитиччен шуйттан Ун патĕнчен кайнă.
Иисус Галилейăра вĕрентме пуçлани
14 Иисус вара Сывлăшпа хăватланса Галилейăна тавăрăннă. Ун çинчен пĕтĕм таврана хыпар сарăлнă. 15 Вăл унти синагогăсенче вĕрентнĕ, пурте Ăна мухтаса калаçнă.
Иисуса Назаретра йышăнманни
16 Пĕррехинче Иисус Хăй ӳснĕ хулана, Назарета, пынă. Шмат кун Вăл яланхи пекех синагогăна кĕнĕ те Çырнине вулама хатĕрленсе тăнă. 17 Ăна Исаия пророк кĕнекине панă. Вăл кĕнекене уçнă та çак вырăна тупса вулама пуçланă: 18 «Хуçа Туррăн Сывлăшĕ Ман çинче, Вăл Мана суйласа илсе чухăнсене Ырă Хыпар вĕрентме ячĕ. Вăл Мана хуйхăпа касăлнă чĕреллисене лăплантарма ячĕ. Тыткăнрисене ирĕке кăларасса, суккăррисене куракан тăвасса, пусмăртисене хăтарасса, 19 Туррăн ырăлăх кăтартас вăхăчĕ çитессе пĕлтерме ячĕ». 20 Иисус вара кĕнекине хупса унта ĕçлекен çынна панă та, Хăй ларнă. Синагогăри çынсем пурте Ун çине куç илмесĕр пăхнă. 21 Унтан Вăл вĕсене çапла каланă: «Çырнинчи эсир илтнĕ çак сăмахсем паян пурнăçланчĕç ĕнтĕ». 22 Вара вĕсем пурте Иисус каланипе килĕшнĕ, Унăн çăварĕнчен тухакан ырăлăх сăмахĕсенчен тĕлĕннĕ. «Иосиф ывăлĕ мар-и вара Ку?» – тесе калаçнă вĕсем. 23 Иисус вĕсене каланă: «Паллах, эсир, ваттисем каларăшле: „Тухтăр, Хăвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратăр Мана. Капернаумра Эсĕ мĕн тунине илтрĕмĕр эпир. Кунта та, Ху ӳснĕ хулара, çавна туса кăтарт тесе каласшăн ĕнтĕ эсир». 24 «Чăн калатăп сире, – тенĕ унтан, – хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче пĕр пророка та хапăл туса йышăнмаççĕ. 25 Тата çакна калас килет: Илия пурăннă вăхăтра виçĕ çул та ултă уйăх пĕртте çумăр çуман. Вара çав çĕр-шывра питĕ йывăр выçлăх пуçланнă. Ун чухне Израильте тăлăх арăмсем нумай пулнă, 26 çапах Илия пророка Сидонри Сарепта хулинчи пĕр тăлăх арăм патне янисĕр пуçне пĕрин патне те яман. 27 Елисей пророк вăхăтĕнче те Израиль çĕрĕнче юхан-суранлă çынсем нумай пулнă, анчах Сири çынни Неемансăр пуçне вĕсенчен пĕри те тасалман». 28 Çавна илтсен синагогăрисем пурте питĕ хытă çилленсе кайнă. 29 Вĕсем сиксе тăнă та Иисуса хуларан хăваласа кăларнă. Вара Ăна хăйсен хули вырнаçнă ту çине илсе хăпартса аялалла тĕртсе ярасшăн пулнă. 30 Анчах та Иисус вĕсен хушшинченех утса тухса кайнă.
Иисус Христос Капернаумра кăтартнă хăватсем
31 Кайран Иисус Галилейăри Капернаум хулине пынă. Вара шăмат кунсенче халăха вĕрентнĕ. 32 Çынсем Унăн вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ, мĕншĕн тесен Унăн сăмахĕнче Турă хăвачĕ пулнă. 33 Синагогăра усал ернĕ çын пулнă. Вăл хыттăн кăшкăрса каланă: 34 «Эй, Назарет Иисусĕ! Санăн пирĕнпе мĕн ĕç пур ара? Эсĕ пире пĕтерме килнĕ. Эсĕ камне эпĕ пĕлетĕп: Эсĕ – Туррăн Святойĕ!» 35 Иисус ăна чарса çапла каланă: «Чарăн! Тух ун ăшĕнчен!» Вара усал сывлăш çав çынна синагога варринчех урайне ӳкернĕ те нимĕнле сиен тумасăрах ун ăшĕнчен тухнă. 36 Çавна куракансем пурте хăраса-тĕлĕнсе кайса пĕр-пĕринчен ыйтнă: «Ку мĕне пĕлтерет-ши? Вăл Хăй ирĕкĕпе тата вăй-хăвачĕпе усал сывлăшсене хушать те, лешсем тухаççĕ». 37 Çавăн хыççăн пĕтĕм таврана Иисус çинчен хыпар сарăлнă. 38 Синагогăран тухсан Вăл Симон килне пынă. Симонăн хунямăшĕ сив чирпе питĕ йывăр выртнă. Çавăн чухне Иисусран ăна пулăшма ыйтнă. 39 Иисус ун патне пырса сив чире чарнă, вара унăн чирĕ иртсе кайнă. Хĕрарăм çавăнтах тăнă та вĕсене хăналама пуçланă. 40 Чир-чĕрлĕ çын пуррисем пурте хĕвел аннă чухне вĕсене Иисус патне çавăтса пынă. Вăл, кашнин çинех Хăйĕн аллине хурса, чирлисене сыватнă. 41 Усал сывлăшсем те нумай çын ăшĕнчен: «Эсĕ – Христос, Турă Ывăлĕ!» – тесе кăшкăрса тухнă. Иисус вĕсене Хăй Христос пулнине пĕлни çинчен калама чарнă.
Иисус Галилейăра вĕрентни
42 Ирхине Иисус унтан тухса çын çук вырăна кайнă. Çынсем Ăна шыранă, тупсан, Ăна хистесех хăйсемпе хăварасшăн пулнă. 43 Анчах та Иисус вĕсене каланă: «Манăн ытти хуласенче те Турă Патшалăхĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳремелле, Мана çавăншăн янă». 44 Вăл вара Галилейăри синагогăсенче ӳкĕтлесе вĕрентнĕ.
Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем
1 Пĕррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хĕрринче чарăнса тăнă. Турă сăмахне итлесшĕн Ун патне халăх кĕпĕрленсе пухăннă. 2 Вăл кӳлĕ хĕрринче икĕ кимĕ ларнине курнă. Пулăçăсем кимĕ çинчен тухса сĕреке-тетелĕсене çуса тăнă. 3 Иисус, Симон кимми çине ларсан, ăна çыран хĕрринчен кăшт шаларах ишсе кайма хушнă. Унтан Хăй кимĕ çинчен халăха вĕрентме пуçланă. 4 Вĕрентсе пĕтерсен Вăл Симона çапла каланă: «Тарăнрах çĕре ишсе кĕр те пулă тытма сĕреке-тетелӳсене пăрах». 5 Симон Ăна хирĕç каланă: «Вĕрентекен! Эпир çĕрĕпех тертленсе ĕçлерĕмĕр, çапах пĕр пулă та тытаймарăмăр. Эсĕ хушатăн пулсан, сĕреке-тетелсене пăрахам эппин». 6 Çапла тусан вара питĕ нумай пулă кĕнĕ, вĕсен сĕреке-тетелĕсем те çурăлма пуçланă. 7 Вĕсем вара тепĕр кимĕ çинчи юлташĕсене паллă кăтартса хăйсене пулăшма чĕннĕ. Лешсем ишсе пырсан икĕ кимĕ туллиех пулă тултарнă, çавăнпа вĕсен киммисем путма пуçланă. 8 Петр текен Симон çавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуçамăр! Манпа, çылăхлă çынпа, пĕрле ан пулсам, кайсам», – тенĕ. 9 Хăйсем тытнă пулă нумай пулнăран Симон та, унпа пĕрле пулнисем те хăраса-тĕлĕнсе кайнă. 10 Зеведей ывăлĕсем те, Симонăн юлташĕсем Иаковпа Иоанн, хăраса ӳкнĕ. Иисус вара Симона каланă: «Ан хăра, паянтан эсĕ этем чунĕсене тытакан пулăн». 11 Унтан вĕсем икĕ киммине те çыран хĕррине туртса кăларнă та, пĕтĕмпех пăрахса хăварса, Иисус хыççăн кайнă.
Юхан-суранлă çынна сыватни
12 Иисус пĕр хулара юхан-суранланса кайнă çынна тĕл пулнă. Иисуса курсан вăл ӳксе пуççапнă та Ăна йăлăннă: «Хуçамăр! Сыватас тесессĕн, Эсĕ мана сыватма пултаратăнах». 13 Иисус аллине тăсса ăна сĕртĕннĕ те: «Чиртен тасатас тетĕп, сывал», – тенĕ. Çавăнтах ун çинчи юхан-суран пĕтнĕ. 14 «Асту, кун çинчен никама та ан кала, – тенĕ ăна Иисус. – Кайса хăвна священника кăтарт та ху тасалнăшăн, Моисей саккунĕ хушнă пек, Турра парне кӳр. Çакă ху сывалнине пĕлтерни пулать те ĕнтĕ». 15 Апла пулин те Иисус çинчен ытларах та ытларах ырă ят сарăлнă. Вăл вĕрентнине итлеме те, чир-чĕртен сывалма та Ун патне темĕн чухлĕ халăх çӳренĕ. 16 Анчах та Иисус час-часах çын çук вырăна кайса кĕлтунă.
Паралич çапнă çынна сыватни
17 Пĕррехинче Иисус халăха вĕрентнĕ. Галилейăпа Иудея çĕрĕнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынă фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисем те унта ларнă. Чирлисем сывалнипе Хуçа Турă вăй-хăвачĕ палăрнă. 18 Çавăнта пĕрисем паралич çапнă çынна выртнă вырăнĕпех çĕклесе пынă та пӳрте йăтса кĕрсе ăна Иисус умне хурасшăн тăрмашнă. 19 Анчах халăх йышлă пулнăран шала кĕме май тупайман. Вара вĕсем çурт тăррине хăпарнă та ăна пĕр тĕлтен сӳтсе паралич çапнă çынна выртнă вырăнĕпех пухăннисен варрине, Иисус умнех, антарнă. 20 Вĕсен ĕненĕвне курсан Иисус çав çынна: «Санăн çылăхусем каçарăнчĕç», – тенĕ. 21 Фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисем пĕр-пĕрин хушшинче çапла шухăшласа калаçнă: «Вăл Турра хурлать! Камах вара ВăлТурăсăр пуçне çылăх каçарма кам пултарĕ?» 22 Иисус вĕсен шухăшĕсене пĕлсе çапла тавăрса каланă: «Эсир мĕншĕн ун пек шухăшлатăр? 23 Мĕн калама çăмăлрах: „Сан çылăхусем каçарăнчĕç“ теме-и е: „Тăр та утса çӳре“ теме? 24 Анчах та Этем Ывăлĕн çĕр çинче çылăх каçарма та ирĕк пуррине сирĕн пĕлмелле». Çавна кăтартса парас тесе Вăл паралич çапнă çынна каланă: «Сана калатăп: тăр та вырăнна илсе киле кай». 25 Лешĕ вара çав самантрах вĕсен куçĕ умĕнчех тăнă та вырăнне илсе, Турра мухтаса, килне кайнă. 26 Унта тăракансем пурте шалтах тĕлĕнсе кайнă, хăраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуçланă. «Паян эпир тĕлĕнмелле ĕç-пуç куртăмăр», – тенĕ вĕсем.
Иисус Левие чĕнни
27 Çавăн хыççăн, унтан кайсан, Иисус налук пухмалли çуртра ларакан Левий ятлă çынна курнă. «Ман хыçран пыракан пул», – тенĕ ăна Иисус. 28 Лешĕ тăнă та, пĕтĕмпех хăварса, Иисус хыççăн кайнă. 29 Унтан вăл Иисуса хăналама хăйĕн килĕнче пысăк ĕçкĕ-çикĕ тунă. Хăнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти çынсем те нумаййăн пулнă. 30 Фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисем Иисусăн вĕренекенĕсене ӳпкелешсе каланă: «Мĕншĕн эсир налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе пĕрле ĕçсе çиетĕр?» 31 Çавна илтсен Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Тухтăр сыввисене мар, чирлисене кирлĕ. 32 Эпĕ тӳрĕ пурăнакансене мар, çылăхлисене ӳкĕнме чĕнмешкĕн килнĕ».
Типĕ тытасси çинчен ыйтни
33 Вара вĕсем Иисусран ыйтнă: «Иоанн вĕренекенĕсем те, фарисейсен вĕренекенĕсем те тăтăшах типĕ тытаççĕ, кĕлтăваççĕ, Сан вĕренекенӳсем мĕншĕн ĕçсе çиеççĕ?» 34 Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир туй ачисене кĕрӳ каччă хăйсемпе пĕрле чухне типĕ тыттарайăр-и? 35 Акă кĕрӳ каччăна вĕсенчен туртса илес кунсем çитĕç, çав кунсенче вара вĕсем типĕ тытĕç». 36 Унтан Вăл тепĕр ытарлăх каласа панă: «Никам та çĕнĕ тумтиртен чĕрсе илсе кивĕ тумтир çине саплăк лартмасть. Апла тусан вăл çĕнĕ тумтирне те пăсать, çĕнĕ саплăкĕ те кивви çумĕнче килĕшмест. 37 Тин тунă хĕрлĕ эрехе те кивĕ сăран хутаçа никам та тултармасть. Апла тусан çĕнĕ эрех кивĕ хутаçа çурса ярĕ те, хăй те юхса тухĕ, хутаçĕ те сая кайĕ. 38 Тин тунă хĕрлĕ эрехе çĕнĕ сăран хутаçа тултармалла, вара вĕсем иккĕшĕ те упранса юлĕç. 39 Пулса çитнĕ хĕрлĕ эрех ĕçнĕ хыççăнах никам та тин тунă хĕрлĕ эрех ĕçесшĕн пулмĕ, мĕншĕн тесен вăл: „Кивви лайăхрах!“ – тейĕ».
Иисус – шăмат кун хуçи те
1 Пĕррехинче, пасхăн иккĕмĕш кунĕ хыççăнхи малтанхи шăмат кун, Иисусăн тырă пуссипе иртсе пымалла пулнă. Унăн вĕренекенĕсем пучах тата-тата илсе, ывăç тупанĕ çинче сăтăрса çиме пуçланă. 2 Хăш-пĕр фарисейсем вĕсенчен: «Эсир мĕншĕн шăмат кун тума юраманнине тăватăр?» – тесе ыйтнă. 3 Иисус вĕсене çапла тавăрнă: «Пĕррехинче, Давид тата унпа пĕрле пулнисем выçăпа аптăрасан, вăл мĕн туни çинчен вуламан-им эсир? 4 Епле вăл кĕлĕ çуртне кĕрсе Турра халалланă çăкăрсене илсе хăй те çинĕ, пĕрле пулнисене те панă. Вĕсене священниксемсĕр пуçне никамăн та çиме юраман вĕт-ха». 5 Унтан вĕсене çапла каланă: «Этем Ывăлĕ – шăмат кун хуçи те».
Алли типнĕ çынна сыватни
6 Иисуса тепĕр шăмат кун та синагогăна кĕрсе вĕрентме тӳр килнĕ. Унта сылтăм алли типнĕ çын пулнă. 7 Иисус шăмат кун сыватмĕ-и-ха тесе, Ăна айăплама сăлтав шыраса, саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем Ăна сăнаса тăнă. 8 Иисус вĕсен шухăшĕсене пĕлнĕ, çавăнпа Вăл алли типнĕ çынна: «Тăр та халăх умне тух», – тенĕ. Лешĕ тăнă та тухнă. 9 Унтан Иисус вĕсене каланă: «Эпĕ сирĕнтен ыйтам-ха: шăмат кун мĕн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна çăлмалла-и е пĕтермелле?» Пĕри те хирĕç чĕнмен. 10 Вара Иисус вĕсене пурне те пăхса çавăрăннă та çав çынна: «Аллуна тăс», – тенĕ. Лешĕ тăснă та, унăн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тăнă. 11 Вĕсем вара урса çитнипе хăйсем хушшинче: «Ку Иисуса мĕн тăвар-ши?» – тесе калаçнă.
Вун икĕ апостола суйласа илни
12 Çав кунсенче Иисус кĕлтума ту çине хăпарнă. Унта Вăл çĕр каçипех Турра кĕлтунă. 13 Тул çутăлсан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене чĕнсе вĕсенчен вун иккĕшне суйласа илнĕ, вĕсене апостол ятне панă. Вĕсем çаксем: 14 Петр тесе Иисус ят панă Симон, унăн шăллĕ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей, 15 Матфей, Фома, Алфей ывăлĕ Иаков, Зилот текен Симон, 16 Иаков ывăлĕ Иуда тата Иуда Искариот. Çакскер кайран сутăнчăк пулса тăнă.
Иисус халăха сыватни тата вĕрентни
17 Иисус апостолсемпе пĕрле ту çинчен ансан тӳрем çĕрте чарăнса тăнă. Унта вара Унăн чылай вĕренекенĕсем тата пĕтĕм Иудейăран, Иерусалимран, тинĕс хĕрринчи Тирпа Сидон таврашĕнчен нумай халăх пуçтарăннă. 18 Вĕсем пурте Иисус вĕрентнине итлеме тата чирĕсенчен сывалма пынă. Усал сывлăш ернипе аптăракан çынсем те пырса тăнă. Иисус вĕсене сыватнă. 19 Пĕтĕм халăх Ăна сĕртĕнесшĕн пулнă, мĕншĕн тесен Унран тухакан хăват пурне те сыватнă.
Телей çинчен, хуйхă çинчен
20 Хăйĕн вĕренекенĕсем çине пăхса Иисус çапла калама пуçланă: «Чун-чĕм кĕлмĕçисем телейлĕ, сире Турă Патшалăхĕ пулĕ. 21 Халĕ выçăхса пурăнакансем телейлĕ, эсир тăранăр. Халĕ йĕрекенсем телейлĕ, эсир савăнса хĕпĕртĕр. 22 Этем Ывăлĕ пирки сире çынсем курайми пулсан, сирĕнпе хутшăнми пулсан, хурласан, сирĕн ятăртан та усал сăмах туса хурсан, эсир телейлĕ пулăр. 23 Вĕсен мăн аслашшĕсем те пророксене çаплах хĕсĕрленĕ. Çав кун савăнăр та хĕпĕртĕр, мĕншĕн тесен тӳпери сăвапăр пысăк пулĕ. 24 Пуянсем, сире вара хуйхă пулĕ, эсир савăнăçăра илтĕр ĕнтĕ. 25 Халĕ мăнтăрпа иртĕхекенсем, сире хуйхă пулĕ, эсир выçăпа аптăрăр. Халĕ кулакансем, сире хуйхă пулĕ, эсир хурланса макăрăр. 26 Сирĕн çинчен пурте мухтаса калаçсан, сире хуйхă пулĕ, вĕсен мăн аслашшĕсем те суя пророксене çаплах мухтанă».
Хăвăрăн тăшманăрсене юратăр
27 «Анчах та сире, сăмахăма итлекенсене, калатăп: хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, хăвăра курайман çынсене ырă тăвăр. 28 Хăвăра ылханакансене ырă сунăр, кӳрентерекен çынсемшĕн кĕлтăвăр. 29 Хăвна пĕр енчен çупса яракана тепĕр енне çавăрса пар. Санран çиелти тумтире туртса илекене кĕпӳне илме те ан чар. 30 Пур ыйтакана та пар. Хăвăнне илнĕ çынран каялла ан шыра. 31 Çынсене хăвăрпа мĕнле пултарас килет, вĕсемпе те çавнашкалах пулăр. 32 Хăвăра юратакансене кăна саватăр пулсан, сире уншăн мĕн мухтамалли пур? Çылăхлисем те хăйсене юратакан çынсене саваççĕ. 33 Хăвăршăн ырă ĕç тăвакансене кăна ырă тăватăр пулсан, сире уншăн мĕн мухтамалли пур? Çылăхлă çынсем те çаплах тăваççĕ. 34 Тавăрса паракан, шанчăклă çынна çеç кивçен паратăр пулсан, сире уншăн мĕн мухтамалли пур? Çылăхлисем те, каялла илессе шанса, çылăхлă çынсене кивçен параççĕ. 35 Эсир вара хăвăрăн тăшманăрсене юратăр, вĕсене ырă тăвăр. Тавăрса парасса шанмасăрах кивçен парăр. Вара сире пысăк сăвап пулĕ, эсир Çӳлти Туррăн ачисем пулăр, мĕншĕн тесен Вăл пархатарсăр çынсемшĕн те, усаллисемшĕн те ырă. 36 Çапла вара, сирĕн Аçăр епле ырă кăмăллă, эсир те çавăн пек ырă кăмăллă пулăр».
Ыттисене ан айăплăр
37 «Ан айăплăр, вара хăвăра та айăпламĕç. Çынна сивлесе ан калаçăр, вара хăвăра та сивлемĕç. Каçарăр, вара хăвăра та каçарĕç. 38 Парăр, вара хăвăра та парĕç: тулли виçепе виçсе, силлесе, пусса, тӳпеми тултарсах чĕрçи çине хурĕç. Мĕнле виçепе виçетĕр, хăвăра та çав виçепех виçсе парĕç». 39 Тата Иисус вĕсене çапла ытарлăх каласа панă: «Суккăра суккăр çавăтса çӳреме пултарать-и? Апла вĕсем иккĕшĕ те шăтăка кĕрсе ӳкмĕç-и? 40 Вĕренекен хăйĕн вĕрентекенĕнчен аслă пулмасть. Çапах та пĕлĕвне ӳстерсен кирек кам та хăйĕн вĕрентекенĕ пек пулма пултарать. 41 Мĕншĕн эсĕ тăвану куçĕнчи çӳппе куратăн, хăвăн куçунти пĕренене асăрхамастăн? 42 Хăвăн куçунти пĕренене асăрхамастăн пулсан епле-ха эсĕ: „Тăванăм, куçна кĕнĕ çӳппе кăларса ярам-ха“, – тесе калама пултаратăн? Икĕ питлĕскер! Малтан хăвăн куçунти пĕренене кăлар, вара тин тăвану куçĕнчи çӳппе мĕнле кăлармаллине уçăмлăн курăн».
Йывăçпа çимĕçĕ çинчен
43 «Ырă йывăç начар çимĕç тумасть. Начар йывăç та ырă çимĕç тумасть. 44 Кашни йывăçа çимĕçĕнчен пĕлеççĕ. Смоква çимĕçне кӳкен тĕмми çинчен татмаççĕ, иçĕм çырлине те шăлан тĕмми çинчен пуçтармаççĕ. 45 Ырă çыннăн ырă кăмăлĕнчен ырри тухать, усал çыннăн усал кăмăлĕнчен усалли тухать. Этемĕн кăмăлĕ мĕнпе тулнă, чĕлхи-çăварĕ те çавнах калать».
Çурт лартакан икĕ çын çинчен каланă ытарлăх
46 «Мĕншĕн эсир Мана: „Эй, Хуçамăр! Хуçамăр!“ – тесе чĕнетĕр, хăвăр вара Эпĕ вĕрентнĕ пек тумастăр? 47 Ман пата килекен, Ман сăмахсене итлекен, вĕсене пурнăçлакан кашни çын кам евĕрлине каласа парам-ха сире. 48 Вăл, тарăн алтса, çуртне чул никĕс çине лартнă çын евĕрлĕ. Вăйлă шыв тулса çитсен çав çурт патне пырса капланнă, çапах ăна хускатайман, мĕншĕн тесен çуртне чул çине лартнă. 49 Ман сăмахсене итлесе вĕсене пурнăçламан çын çуртне çĕр çине никĕссĕрех лартнă çын евĕрлĕ. Вăйлă шыв капланса пырсан çав çурт самантрах йăтăнса анать, вара ишĕлчĕк çеç тăрса юлать».
Çĕрпӳ тарçине сыватни
1 Итлесе тăракан халăха Хăйĕн сăмахне каласа пĕтерсен Иисус Капернаума кайнă. 2 Унта Рим çĕрпĕвĕн пĕр тарçи вилес пекех чирлĕ выртнă пулнă. Çĕрпӳ çав тарçа питĕ хакланă. 3 Иисус çинчен илтсен вăл тарçине сыватма килтĕр тесе йăлăнма Ун патне иудейсен ятлă-сумлă çыннисене янă. 4 Лешсем Иисус патне пырсан Унран йăлăнса ыйтнă: «Çав çĕрпӳ Санран пулăшу илме тивĕçлĕ çын. 5 Вăл пирĕн халăха юратать, пире синагога та лартса пачĕ». 6 Вара Иисус вĕсемпе пĕрле кайнă. Вăл çĕрпӳ çурчĕ патне çитеспе лешĕ Ăна хирĕç çапла калама тусĕсене янă: «Эй, Хуçамăр, ан чăрман! Сана хамăн кил-çуртăма чĕнсе кĕртме эпĕ тивĕçлĕ мар. 7 Сан патна пыма та хама тивĕçсĕр тесе шутларăм. Эсĕ хуш кăна, вара тарçăм сывалĕ. 8 Эпĕ аслисене пăхăнса тăратăп пулин те, манăн хама пăхăнса тăракан салтаксем те пур. Эпĕ вĕсенчен пĕрне: „Кай!“ – тесен, вăл каять. Тепĕрне: „Кил!“ – тесен, вăл пырать. Тарçăма та: „Çавна ту!“ – тесе хушсан, вăл тăвать». 9 Çак сăмахсене илтсен Иисус унран тĕлĕннĕ. Унтан Хăй хыçĕнчен пыракан халăх еннелле çавăрăнса: «Калатăп сире, кунашкал çирĕп ĕненӳ Эпĕ Израильте те курманччĕ», – тенĕ. 10 Иисус патне янисем каялла тавăрăнсан чирлĕ выртакан тарçă сывалнине курнă.
Тăлăх арăмăн ывăлне вилĕмрен чĕртни
11 Нумаях та вăхăт иртмен, Иисус Наин хулине кайнă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ тата темĕн чухлĕ халăх пынă. 12 Хула хапхи патне çитеспе Вăл хуларан вилнĕ çынна çĕклесе тухакансене тĕл пулнă. Вилни тăлăх арăмăн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă, халăх унта нумай пуçтарăннă. 13 Иисус çав тăлăх арăма курсан, ăна хĕрхенсе: «Ан йĕр», – тенĕ. 14 Унтан Вăл пырса вилене çĕклемеллине сĕртĕннĕ те, ăна çĕклесе пыракансем чарăннă. Иисус вара каланă: «Ачам, сана тăма хушатăп!» 15 Вилнĕскер çавăнтах тăрса ларнă та калаçма пуçланă. Иисус ăна амăшне панă. 16 Çынсем пурте хăраса-тĕлĕнсе кайнă, вĕсем Турра мухтаса каланă: «Пирĕн хушшăмăрта аслă пророк тупăнчĕ! Турă Хăйĕн халăхне хăтарма килчĕ!» 17 Вара Ун çинчен çапла калаçни пĕтĕм Иудейăпа ун таврашĕнчи çĕрсене сарăлнă.
Иоанăн вĕренекенĕсем тата Иисус
18 Çавăн çинчен йăлтах Иоана хăйĕн вĕренекенĕсем каласа кăтартнă. 19 Иоанн вара вĕсенчен иккĕшне чĕнсе илнĕ те: «Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янă. 20 Хайхисем Иисус патне пырсан каланă: «Шыва кĕртекен Иоанн пире Сан патна çапла ыйтма ячĕ: Килмелли Эсĕ-и е пирĕн урăххине кĕтмелле?» 21 Çавăн чухне Иисус нумай çынна чир-чĕртен сыватнă, усал сывлăшсене хăваласа кăларнă, суккăр çынсенчен чылайăшне куракан тунă. 22 Иоанн вĕренекенĕсене Иисус çапла каланă: «Кайăр та хăвăр мĕн курни-илтнине Иоана каласа парăр: суккăррисем куракан пулаççĕ, уксаххисем çӳрекен пулаççĕ, юхан-суранлисем тасалаççĕ, хăлхасăррисем илтекен пулаççĕ, вилнисем чĕрĕлеççĕ, чухăннисем Ырă Хыпар итлеççĕ. 23 Ман пирки иккĕленмен çын телейлĕ». 24 Иоанн янă çынсем Хăйĕн патĕнчен кайсан Иисус халăха Иоанн çинчен çапла калама пуçланă: «Эсир пуш хире мĕн курма кайрăр? Çилпе хумханса ларакан хăмăша-и? 25 Мĕн курма кайрăр вара эсир? Капăр тумтир тăхăннă çынна-и? Чаплă тумланакансем, пуян пурăнакансем патша çуртĕнче пурăнаççĕ. 26 Мĕн курма кайрăр-ха эппинПророка курма-и? Çапла, калатăп сире: вăл пророкран та аслă. 27 „Акă Эпĕ Сан умăнтан Хамăн хыпарçăна яратăп, вăл Сан валли çул хатĕрлесе хурĕ“, – тенĕ Çырнинче. Вăл шăпах çавă. 28 Калатăп сире: этем йăхĕнче Шыва кĕртекен Иоанран аслăрах пĕр пророк та çук, анчах Турă Патшалăхĕнче чи кĕçĕнни те унран аслă». 29 Иоана итленĕ пĕтĕм халăх, çав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кĕрсе Турра мухтанă. 30 Фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисем кăна Турă ирĕкне хирĕçлесе шыва кĕмен. 31 Хуçамăр вара çапла каланă: «Çак ăру çыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евĕрлĕ вĕсем? 32 Вĕсем урамра пĕр-пĕрне çапла кăшкăрса ларакан ачасем евĕрлĕ: „Эпир сирĕншĕн шăхличĕ каларăмăр – эсир ташламарăр. Эпир сирĕншĕн хурлăхлă юрă юрларăмăр – эсир йĕмерĕр“. 33 Шыва кĕртекен Иоанн килчĕ: çăкăр та çимест, хĕрлĕ эрех те ĕçмест. „Усал ернĕ ăна“, – тетĕр эсир. 34 Этем Ывăлĕ килчĕ: çиет те, ĕçет те. „Ку çын çиме те, хĕрлĕ эрех ĕçме те юратать. Вăл налук пухакансемпе тата çылăхлă çынсемпе туслă“, – тетĕр эсир. 35 Анчах та Турă ăслăлăхне ачисем пурте тӳрре кăларчĕç ĕнтĕ».
Çылăхлă хĕрарăма каçарни
36 Пĕр фарисей Иисуса хăнана чĕннĕ. Иисус вара ун килне кĕнĕ те çиме ларнă. 37 Çак хулара çылăхлă хĕрарăм пурăннă. Вăл фарисей килĕнче Иисус апат çинине пĕлнĕ те алебастр савăтпа ырă шăршăллă çу, мирă, илсе пынă. 38 Хĕрарăм, хыçалтан пырса, Иисус ури патĕнче йĕрсе тăнă. Унăн урисем çине куççуль юхтарса хăйĕн çӳçĕпе шăла-шăла илнĕ. Вăл Иисусăн урисене чуптăва-чуптăва мирăпа сĕрнĕ. 39 Çавна курсан Иисуса чĕнсе кĕртнĕ фарисей хăй ăшĕнче шухăшланă: «Çак Çын чăнах та пророк пулсан, Хăйне кам, мĕнле хĕрарăм сĕртĕннине пĕлĕччĕ, мĕншĕн тесен ку çылăхлă хĕрарăм!» 40 Иисус ун енне çавăрăнса: «Симон, Ман сана пĕр сăмах каламали пур», – тенĕ. Симон вара: «Вĕрентекен, кала», – тенĕ. 41 Иисус çапла каланă: «Икĕ çын кивçен паракана парăмлă пулнă: пĕри пилĕк çĕр динарий чухлĕ, тепри алă динарий чухлĕ. 42 Анчах вĕсен тӳлеме нимĕн те пулманран кивçен панă çын вĕсене иккĕшне те каçарнă. Ĕнтĕ кала-ха, çавсенчен хăшĕ ăна ытларах юратĕ?» 43 «Хăшне ытларах каçарнă, çавă тесе шутлатăп эпĕ», – тенĕ Симон. «Эсĕ тĕрĕсех шухăшлатăн», – тенĕ Иисус. 44 Унтан Вăл, хĕрарăм енне çавăрăнса, Симона каланă: «Çак хĕрарăма эсĕ куратăн-и? Эпĕ санăн кил-çуртна кĕтĕм, çапах эсĕ ура çума Мана шыв та памарăн. Ку хĕрарăм вара Ман урасене куççулĕпе çуса, хăйĕн çӳçĕпе шăлса типĕтрĕ. 45 Эсĕ Мана тăванла чуптумарăн, вăл вара Эпĕ килнĕренпех Манăн урасене пĕр чарăнмасăр чуптăвать. 46 Эсĕ Манăн пуçăма тип çу та сĕрмерĕн, вăл вара Манăн урасене мирă сĕрчĕ. 47 Çавăнпа калатăп сана: унăн, çылăха нумай кĕнĕскерĕн, юратулăхĕ нумай пулнăран çылăхĕсем каçарăнаççĕ. Камăн çылăхĕ сахал каçарăнать, çав сахал юратать». 48 Вара Иисус хĕрарăма каланă: «Санăн çылăхусем каçарăнчĕç». 49 Унта ларакансем хăйсен ăшĕнче: «Ку кам-ши? Вăл çылăхсене каçарма та пултарать», – тенĕ. 50 Иисус вара çав хĕрарăма: «Ĕненĕвӳ сана çăлчĕ, канăçлă каях ĕнтĕ», – тенĕ.
Хĕрарăмсем Иисуспа пĕрле çӳрени
1 Иисус çавăн хыççăн хуласемпе ялсем тăрăх Турă Патшалăхĕ çинчен Ырă Хыпар вĕрентсе çӳренĕ. Унпа пĕрле Вун иккĕшĕ 2 тата усал сывлăшран, чиртен сыватнă хăш-пĕр хĕрарăмсем пынă. Вĕсем хушшинче ăшĕнчен çичĕ усал сывлăш тухнă Магдалина текен Мария, 3 Ирод кил-çуртне пăхса тăракан Хуза арăмĕ Иоанна, Сусанна тата урăххисем те нумаййăн пулнă. Вĕсем Иисуса хăйсен пурлăхĕпе пулăшса тăнă.
Акаçă çинчен каланă ытарлăх
4 Иисус патне тĕрлĕ хуласенчен питĕ нумай халăх пуçтарăннă. Вăл вара ытарлăн калама пуçланă: 5 «Пĕр акаçă вăрлăх акма тухнă. Вăл акнă чух хăш пĕрчисем çул хĕррине ӳкнĕ; вара вĕсене таптаса пĕтернĕ, вĕçен кайăксем çисе янă. 6 Хăшĕ чуллă çĕре ӳкнĕ. Нӳрĕк çителĕклĕ пулманран вăл шăтса тухсанах типсе ларнă. 7 Хăшĕ пиçенлĕ вырăна ӳкнĕ, пиçен çитĕнсе кайнă та калчана пусса лартнă. 8 Хăшĕ тата пулăхлă çĕр çине ӳкнĕ. Вăл шăтса тухнă та пĕр пĕрчĕрен çĕр пĕрчĕ пултарнă». Çакна каласа пĕтерсен Иисус хытă сасăпа: «Илтме хăлха пурри илттĕр!» – тенĕ.
Ытарлăн калани çинчен
9 «Ку ытарлăх мĕне пĕлтерет?» – тесе ыйтнă Унран вĕренекенĕсем. 10 Иисус вĕсене çапла каланă: «Сире Турă Патшалăхĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме панă. Ыттисене, пĕлме паманнисене, Эпĕ ытарлăн калатăп, ĕнтĕ вĕсем пăхсан та курмаççĕ, илтсен те ăнланмаççĕ».
Акаçă çинчен каланă ытарлăха ăнлантарни
11 «Çак ытарлăх акă мĕне пĕлтерет: вăрлăх вăл – Турă сăмахĕ. 12 Çул хĕррине ӳкни – сăмаха илтекен çынсене пĕлтерет, анчах, ĕненсе ан çăлăнччăр тесе, вĕсем патне кайран шуйттан пырать те Турă сăмахне вĕсен чĕринчен вăрласа каять. 13 Чуллă çĕре ӳкни вара çакăн пеккисене пĕлтерет: вĕсем Турă сăмахне илтсен хавасланса йышăнаççĕ, анчах та хăйсем тымарсăр. Унашкаллисем пĕр вăхăт ĕненсе пурăнаççĕ, анчах та тĕрĕслев вăхăтне тӳсеймесĕр ĕненме пăрахаççĕ. 14 Пиçенлĕ вырăна ӳкни те Турă сăмахне илтекен çынсене пĕлтерет, анчах та пурăнан пурăнăçра вĕсене хĕвĕшӳ, пуянлăх, çĕр çинчи киленĕç пусса лартать те, сăмах вара тĕшĕсĕр пулать. 15 Пулăхлă çĕр çине ӳкни çакăн пеккисене пĕлтерет: вĕсем илтнĕ сăмаха ырă та таса чун-чĕрере упраççĕ, тӳсĕмлĕ пулса тулли пучах кăлараççĕ».
Çутаткăç çинчен каланă ытарлăх
16 Иисус татах каланă: «Çутаткăç çутсан никам та ăна чӳлмекпе хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть. Пӳрте кĕрекенсем çутăра курччăр тесе ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтарать. 17 Вăрттăн туни курăнмасăр юлни çук, пытарса хăварни те палăрманни, çиеле тухманни çук. 18 Çапла вара хăвăр епле итленине асăрхăр. Камăн пур, ăна татах парĕç. Камăн çук, унăнне пур тесе шутланине те туртса илĕç».
Иисус Христос Амăшĕпе тăванĕсем
19 Иисусăн Амăшĕпе тăванĕсем Ун патне пынă, анчах çын нумай пулнăран вĕсем Ун çывăхне пырайман. 20 «Сана курасшăн тулта Аннӳпе тăванусем кĕтсе тăраççĕ», – тенĕ Иисуса. 21 «Манăн аннем, Манăн тăванăмсем – Турă сăмахне итлекенсем, ăна пăхăнса пурăнакансем», – хуравланă вĕсене Иисус.
Çил-тăвăла чарни
22 Пĕррехинче Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе кимĕ çине кĕрсе ларнă та вĕсене çапла каланă: «Кӳлĕ тепĕр енне каçар-ха». Унтан вĕсем ишме пуçланă. 23 Ишсе пынă чух Иисус çывăрса кайнă. Кӳлĕ çинче çил-тăвăл тухнă. Хум çапнипе кимме шыв тула пуçланăран вĕсем хăрушă инкеке кĕрсе ӳкнĕ. 24 Унтан вĕсем Иисус патне пынă та Ăна вăратса: «Вĕрентӳçĕ! Вĕрентӳçĕ! Эпир пĕтетпĕр!» – тенĕ. Иисус ыйхăран вăрансан çиле те, хумханакан шыва та чарăнма хушнă. Вара пĕтĕмпех лăпланнă та, çанталăк шăпах пулнă. 25 «Ăçта сирĕн ĕненĕвĕр?» – тенĕ вара вĕсене Иисус. Вĕренекенĕсем хăраса-тĕлĕнсе пĕр-пĕринпе çапла калаçнă: «Кам-ши Ку? Вăл çиле те, шыва та хушать те – вĕсем Ăна пăхăнаççĕ».
Усал ернĕ çынна сыватни
26 Унтан вĕсем кӳллĕн тепĕр енче Галилейăна хирĕç вырнаçнă Гадара çĕрне ишсе каçнă. 27 Иисус çыран хĕррине тухсан Ăна хулари пĕр çын тĕл пулнă; вăл тахçантанпах усал ернипе асапланнă. Çавскер тумтирсĕрех çӳренĕ, пурăнасса та пӳрт-çуртра мар, çĕр хăвăлĕнчи тупăклăхсенче пурăннă. 28 Иисуса курсан вăл кăшкăрса янă та Ун умне ӳксе хытă сасăпа: «Эй, Çӳлти Турă Ывăлĕ, Иисус! Санăн манпа мĕн ĕç пур? Тархасласа ыйтатăп, ан асаплантар мана!» – тенĕ. 29 Мĕншĕн тесен Иисус усал сывлăша çав çын ăшĕнчен тухма хушнă. Усал сывлăш ăна нумай çул асаплантарнă пулнă. Çынсем унăн алли-урине сăнчăрласа-тимĕрлесе сыхланă пулин те, вăл сăнчăрĕсене тата-тата пăрахнă; вара усал сывлăш ăна çын пурăнман вырăна хăваласа кайнă. 30 Иисус унран: «Эсĕ мĕн ятлă?» – тесе ыйтнă. «Пулккипех», – тенĕ лешĕ, мĕншĕн тесен ун ăшне нумай-нумай усал кĕнĕ. 31 Усал сывлăшсем, хăйсене тĕпсĕрлĕхе ан ятăр тесе, Иисуса йăлăнма пуçланă. 32 Çавăнтах, сăрт çинче, пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. Усалсем Иисусран çав сыснасен ăшне кĕме ирĕк памашкăн тархасласа ыйтнă. Иисус вĕсене чарман. 33 Усал сывлăшсем çын ăшĕнчен тухнă та сыснасем ăшне кĕнĕ. Вара сысна кĕтĕвĕ чăнкă çырантан кӳлле сикнĕ те путса вилнĕ. 34 Сысна пăхакансем мĕн пулса иртнине курсан хуланалла чупнă, хăйсем мĕн курнине хулара та, таврари ялсенче те кала-кала кăтартнă. 35 Çынсем мĕн пулнине курма тухнă та Иисус патне пынă. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнă, тăхăнса тумланнă çын чипер ăс-тăнпах ларнине курсан вĕсем хăраса ӳкнĕ. 36 Куçăн куракансем вара вĕсене усал ернĕ çын епле сывални çинчен каласа кăтартнă. 37 Гадара таврашĕнчи пĕтĕм халăх питĕ хăранипе Иисуса хăйсем патĕнчен кайма тархасланă. Иисус кимĕ çине ларса каялла тавăрăннă. 38 Усалсенчен тасалнă çын хăйне пĕрле илме ыйтса Иисуса йăлăннă, анчах Иисус ăна çапла каласа янă: 39 «Эсĕ киле тавăрăн та Турă хăвăншăн мĕн тунине каласа пар». Лешĕ кайнă та Иисус хăйшĕн мĕн тунине хулипех каласа çӳренĕ.
Иаир хĕрне чĕртни тата юн каякан хĕрарăма сыватни
40 Иисус каялла тавăрăнсан, халăх Ăна хапăл туса йышăннă, мĕншĕн тесен пурте Вăл килессе кĕтнĕ. 41 Çавăнта Иаир ятлă çын, унти синагога пуçлăхĕ, Иисус патне пынă та, Ун ури умне ӳксех, хăйĕн патне килне пыма тархасланă. 42 Унăн вун икĕ çулхи пĕртен-пĕр хĕрĕ пулнă, вăл та пулин вилесле чирлĕ выртнă. Иисус пуçлăх килне кайнă чухне Ун тавра халăх кĕпĕрленсе пынă. 43 Çавăнта вун икĕ çул юн кайнипе асапланакан хĕрарăм пулнă. Вăл тухтăрсем патне çӳресе пĕтĕм пурлăхне пĕтернĕ, çапах ăна пĕри те сыватайман. 44 Çав хĕрарăм хыçалтан пырса Иисусăн тумтир аркине сĕртĕннĕ те, унăн çавăнтах юн кайма пăрахнă. 45 Иисус вара: «Кам Мана сĕртĕнчĕ?» – тесе ыйтнă, анчах пурте туннă. Петр та, Иисуспа пĕрле пулнисенчен ыттисем те çапла каланă: «Вĕрентекен! Сан тавра халăх кĕпĕрленсе пырать, хĕстерет. Эсĕ тата Мана кам сĕртĕнчĕ тетĕн». 46 «Ман çумма пĕри сĕртĕнчĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Хамран хăват тухнине сисрĕм», – тенĕ Иисус. 47 Хĕрарăм хăй сĕртĕнни сисĕнмесĕр юлманнине курсан Иисус патне чĕтресе пынă. Вара Ун умне ӳксе мĕншĕн сĕртĕннине тата сĕртĕнсенех епле сывалнине Ăна пĕтĕм халăх умĕнче каласа кăтартнă. 48 Иисус ăна каланă: «Хĕрĕм! Хăюллă пул, ĕненĕвӳ сана çăлчĕ, канăçлă каях», – тенĕ. 49 Иисус çапла каласа тăнă вăхăтрах синагога пуçлăхĕн килĕнчен ăна пĕр çын пырса каланă: «Хĕрӳ вилсе кайрĕ ĕнтĕ, Вĕрентекене ан та чăрмантар». 50 Анчах та Иисус, çавна илтсенех, Иаира каланă: «Ан хăра, ĕнен кăна, хĕрӳ çăлăнĕ». 51 Иаир килне пырсан Иисус унта Петрпа Иоансăр, Иаковсăр тата хĕрĕн ашшĕпе амăшĕсĕр пуçне никама та кĕме хушман. 52 Пурте хĕршĕн хурланса, хӳхлесе йĕнĕ. «Ан йĕрĕр, вăл вилмен, çывăрать кăна», – тенĕ Иисус. 53 Хĕр вилнине пĕлнĕрен вĕсем Иисусран кулма пуçланă. 54 Вара Иисус пурне те тухма хушса хĕре аллинчен тытнă та хыттăн каланă: «Хĕрĕм, тăр!» 55 Унăн чунĕ каялла кĕнĕ те хĕр çав самантрах тăнă. Иисус ăна апат çитерме хушнă. 56 Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ питĕ тĕлĕнсе кайнă. Анчах Иисус вĕсене мĕн пулса иртни çинчен никама та калама хушман.
Иисус вун икĕ апостолне вĕрентсе çӳреме ярать
1 Иисус вара Вун иккĕшне чĕнсе илнĕ те вĕсене мĕн пур усалсене пăхăнтарма, çынсене чир-чĕртен сыватма вăй-хăват панă. 2 Унтан вĕсене Турă Патшалăхĕ çинчен ӳкĕтлесе вĕрентме тата чирлисене сыватма янă. 3 Вăл вĕсене çапла каланă: «Хăвăрпа пĕрле çул çине нимĕн те ан илĕр: туя та, хутаç та, çăкăр та, укçа та, тепĕр кĕпе те. 4 Сире хăш çуртра хапăл туса йышăнаççĕ, çула тухичченех çавăнта пурăнăр. 5 Ăçта та пулин сире йышăнмасан, çав хуларан тухса кайнă чух, вĕсене асăрхаттарнине пĕлтерсе, пушмакăр çумĕнчи тусана та силлесе хăварăр». 6 Вĕренекенĕсем кайнă та ял-хула тăрăх Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳренĕ, пур çĕрте те чирлисене сыватнă. 7 Иисус мĕн-мĕн туни çинчен Ирод пуçлăх та илтнĕ. Вара тĕлĕннипе аптăраса кайнă, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем: «Ку – Шыва кĕртекен Иоанн! Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă», – тесе калаçнă. 8 Хăшĕсем тата: «Илия пророк тепĕр хут çĕр çине килчĕ», – тенĕ. «Авалхи пророксенчен пĕри чĕрĕлсе тăнă пулĕ», – тенĕ тата теприсем. 9 «Иоанн пуçне эпĕ хамах кастартăм. Ку вара Кам-ши? Ун çинчен эпĕ тĕлĕнмелле сăмахсем илтетĕп», – тенĕ Ирод. Вара вăл Иисуса курма майлă вăхăт шыранă.
Пилĕк пин çынна тăрантарни
10 Апостолсем тавăрăннă та хăйсем мĕн-мĕн тунине Иисуса каласа кăтартнă. Вара Иисус, Хăйпе пĕрле вĕсене анчах илсе, Вифсаида ятлă хула çывăхĕнчи çын çук вырăна кайнă. 11 Анчах та халăх, çавна пĕлсе, Ун хыçĕнчен пынă. Иисус вĕсене хапăл тунă, вĕсемпе Турă Патшалăхĕ çинчен калаçнă, сыватма ыйтакансене сыватнă. 12 Кун каç еннелле сулăна пуçланă. Вара Вун иккĕшĕ Иисус патне пырса çапла каланă: «Халăха яр, вĕсем çывăхри ялсене çĕр выртма кайччăр, апат-çимĕç туянччăр, мĕншĕн тесен кунта çын пурăнман вырăн». 13 «Çимелли вĕсене эсир хăвăр парăр», – тенĕ Иисус. «Пирĕн кунта пилĕк çăкăрпа икĕ пулă анчах, урăх нимĕн те çук! Çак мĕн пур халăх валли çимелли кайса туянмалла-и вара пирĕн?» – тенĕ вĕренекенĕсем. 14 Унта пилĕк пин çынна яхăн пулнă. «Вĕсене аллăшарăн йĕркипе çерем çине лартса тухăр», – тенĕ Иисус вĕренекенĕсене. 15 Вĕсем Иисус хушнă пек тунă. Пурте ларсан, 16 Вăл пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе çӳлелле пăхнă та Турра тав тунă. Вара çăкăрпа пулла халăха валеçмешкĕн вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă. 17 Пурте тăраничченех çинĕ, юлнă татăкĕсене тата вун икĕ кунтăк пухнă.
Иисус Кам пулнине Петр пĕлтерни
18 Пĕррехинче Иисус çын çук вырăнта кĕлтунă, Унпа пĕрле вĕренекенĕсем кăна пулнă. «Çынсем Мана Кам вырăнне хураççĕ?» – тесе ыйтнă вĕсенчен Иисус. 19 Вĕренекенĕсем каланă: «Пĕрисем Сана Шыва кĕртекен Иоанн теççĕ. Теприсем Илия пророк теççĕ. Хăшĕ-хăшĕ тата авалхи пророксенчен пĕри чĕрĕлсе тăнă пулĕ тесе калаçаççĕ». 20 Иисус вĕсенчен çапла ыйтнă: «Эсир хăвăр Мана Кам вырăнне хуратăр?» «Эсĕ – Турă Суйласа илни, Христос», – тавăрса каланă Петр.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен калани
21 Анчах Вăл вĕсене çавăн çинчен никама та калама хушман. 22 Иисус Этем Ывăлĕ нумай асап курасси çинчен, ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксем тата саккун вĕрентӳçисем Ăна йышăнас çукки çинчен, Этем Ывăлне вĕлересси çинчен, Вăл виççĕмĕш кунне чĕрĕлсе тăрасси çинчен каланă. 23 Унтан Иисус пурне те каланă: «Кам Ман хыççăн пырас тет, çав хăй çинчен манса, хăйĕн асап хĕресне йăтса Ман хыççăн пытăр. 24 Мĕншĕн тесен хăйĕн пурăнăçне упраса хăварас текен ăна çухатĕ. Хăйĕн пурăнăçне Мана халалласа çухатакан ăна упраса хăварĕ. 25 Хăйĕн чунне пĕтерсе е сиен туса пĕтĕм тĕнчене илнинчен этеме мĕн усси? 26 Кам Манран тата Ман сăмахăмсенчен вăтанать, Этем Ывăлĕ те Хăйĕн тата Ашшĕн мухтавĕпе, святой ангелĕсен мухтавĕпе килсен унран вăтанĕ. 27 Чăн калатăп сире, çакăнта тăракансенчен хăшĕ-пĕрисем хăйсем виличченех Турă Патшалăхне курĕç».
Иисус Христос сăн-сăпачĕ улшăнни
28 Çапла калани пĕр сакăр кун иртсен, Вăл Петра, Иоана тата Иакова Хăйпе пĕрле илнĕ те ту çине кĕлтума хăпарнă. 29 Кĕлтунă чухне Унăн сăн-сăпăчĕ улшăннă, тумтирĕ чăлт шуралса, йăлтăртатса кайнă. 30 Çавăнтах икĕ арçын Иисуспа калаçса тăнă: пĕри – Моисей, тепри Илия пулнă, 31 вĕсене те мухтавлă çутă хупăрласа тăнă. Вĕсем Христосăн Иерусалимра вилмелле пуласси çинчен калаçнă. 32 Петрпа унăн юлташĕсем ыйхă пуснипе аптăранă. Вăрансан вĕсем мухтавлă çутăри Иисуса тата Унпа юнашар тăракан икĕ çынна курнă. 33 Çав çынсем Иисус патĕнчен кайсан Петр, хăй мĕн каланине ăнланмасăр, Иисуса çапла каланă: «Вĕрентекен! Епле аван пире кунта. Атьр эпир виçĕ хӳшĕ тăвар: пĕрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 34 Вăл çапла каласа тăнă чух вĕсене пĕлĕт пырса хупăрласа илнĕ. Пĕлĕт шне пулсан вĕренекенĕсем питĕ хăраса ӳкнĕ. 35 Пĕлĕтрен вара: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм! Ăна итлĕр!» – текен сасă илтĕннĕ. 36 Çав сасă шăплансан Иисус каллех пĕчченех юлнă. Вĕренекенĕсем вара хăйсем мĕн курни çинчен çав кунсенче никама та каламан.
Усал сывлăш ернĕ ачана сыватни
37 Тепĕр кунне, вĕсем ту çинчен ансан, Иисуса тем чухлĕ халăх кĕтсе илнĕ. 38 Халăх хушшинчен сасартăк пĕр çын кăшкăрса янă: «Эй, Вĕрентекен! Сана йăлăнатăп, ман ывăлăма пырса пăхсам, вăл манăн пĕртен-пĕр ача! 39 Ăна усал сывлăш çулса илет те, вăл шари кăшкăрса ярать, вара хутлатса лартнипе çăварĕнчен кăпăк кăларма пуçлать; ачана вĕлересле асаплантарсан тин усал сывлăш аран-аран лăпланать. 40 Ăна хăваласа кăларма эпĕ Санăн вĕренекенӳсенчен ыйтрăм, анчах вĕсем пултараймарĕç». 41 «Эх, ĕненмен, пăсăк ăру! Тата хăçанччен Эпĕ сирĕнпе пулăп, хăçанччен тӳссе тăрăп сире? Хăвăн ывăлна илсе кил кунта», – тавăрса каланă Иисус. 42 Ача утса пынă чухнех усал ăна çĕре ӳкернĕ те чĕтретме пуçланă. Анчах та Иисус, усал сывлăша чарса, ачана сыватнă та ашшĕне панă. 43 Пĕтĕм халăх Турă аслăлăхĕнчен тĕлĕннĕ.
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен тепĕр хут калани
Иисус мĕн тунинчен çапла пурте тĕлĕнсе тăнă чух Вăл вĕренекенĕсене каланă: 44 «Çак сăмахăмсене эсир лайăх астуса юлăр: Этем Ывăлне çынсен аллине тытса парĕç». 45 Анчах та çак сăмаха вĕсем ăнланман. Иисус калани вĕсемшĕн пытарăнчăк пулнăран вĕсем ăна пĕлеймен, Хăйĕнчен вара çавăн çинчен ыйтма хăранă.
Кам аслăрах
46 «Пирĕнтен хăшĕ аслăрах?» – тесе шухăшлама пуçланă вĕренекенĕсем. 47 Иисус, вĕсен пуçĕнчи шухăша пĕлсе, пĕр ачана Хăй умне илсе пырса тăратнă та 48 вĕсене çапла каланă: «Кам çак ачана Ман ятăмшăн хапăл тăвать, вăл Мана йышăнать. Мана хапăл тăвакан Мана кунта Яракана йышăнать. Сирĕнтен кам хăйне кĕçĕне хурать, çав аслă пулĕ». 49 «Вĕрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хăваласа кăларакан çынна тĕл пултăмăр. Вăл пирĕнпе пĕрле çӳремен пирки эпир Ăна чартăмăр», – тенĕ Ăна çавăн чухне Иоанн. 50 «Ан чарăр ăна, кам сире хирĕç мар, çав сире майлă», – хуравланă Иисус. Этем Ывăлĕ пĕтерме мар, çăлма килнĕ 51 Иисуса ку тĕнчерен илес вăхăт çывхарса пынă май Вăл хăюллăнах Иерусалима кайма шутланă. 52 Вăл вара Хăй умĕнчен хыпарлама вĕренекенĕсене янă. Лешсем кайнă та Иисус пынă çĕре вырăн хатĕрлеме Самарири пĕр яла кĕнĕ. 53 Анчах ял халăхĕ Иисуса унта кĕртмен, мĕншĕн тесен Вăл çынсене Иерусалима кайма тухнă çул çӳревçĕ пек туйăннă. 54 Çавна курсан Унăн вĕренекенĕсем Иаковпа Иоанн çапла каланă: «Хуçамăр! Кмăлу пулсан, тӳперен вут-çулăм антарса пирĕн те çак яла Илия тунă пекех çунтарса ямалла мар-и?» 55 Анчах та Иисус вĕсем еннелле çавăрăннă та чарса çапла каланă: «Чун-чĕрĕрсем мĕнле Сывлăшпа тулнине те пĕлместĕр. 56 Этем Ывăлĕ çын чунне пĕтерме килмен, çăлма килнĕ». Унтан вĕсем тепĕр яла кайнă.
Иисус хыçĕнчен пырасси
57 Вĕсем çулпа пынă чух пĕр çын Иисуса каланă: «Хуçамăр! Эсĕ кирек ăçта кайсан та, эпĕ Сан хыççăн пыракан пулăп». 58 Иисус ăна хирĕç: «Тиллĕн те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăкăн та йăви пур, Этем Ывăлĕн кăна пуçне хурса канмалăх вырăнĕ çук», – тенĕ. 59 «Ман хыçăмран пыракан пул», – тенĕ Вăл тепĕр çынна. Лешĕ вара çапла каланă: «Хуçамăр! Ирĕк парсамччĕ: вилнĕ аттене кайса пытарам малтан». 60 «Вилнĕ çыннисене вилĕмлисемех пытарччăр. Эсĕ вара кай та Турă Патшалăхĕ çинчен пĕлтерсе çӳре», – тенĕ ăна Иисус. 61 «Хуçамăр, эпĕ Сан хыçăнтан пырăп, анчах малтан Эсĕ мана килтисемпе сывпуллашма ирĕк парсамччĕ», – тенĕ Ăна тата тепри. 62 «Сухапуç тытсан каялла çавăрăнса пăхакан Турă Патшалăхĕшĕн шанчăклă мар», – тавăрнă Иисус.
Çитмĕл вĕренекенне Ырă Хыпар пĕлтерме яни
1 Çавăн хыççăн Хуçамăр татах тепĕр çитмĕл вĕренекен суйласа илнĕ. Вара вĕсене Хăйĕн умĕнчен икшерĕн-икшерĕн Хăй кайма шухăшланă хуласемпе ялсене янă. 2 Иисус вĕсене çапла каланă: «Вырмалли нумай та, выраканĕ сахал. Çапла ĕнтĕ, ани çине выраканĕсене ятăр тесе, ана Хуçине йăлăнăр. 3 Кайăр, Эпĕ сире кашкăрсем хушшине путексене янă пек яратăп. 4 Хăвăрпа пĕрле укçа енчĕкĕ те, хутаç та, урана тăхăнмалли те ан илĕр. Çул çинче чарăнса никампа та калаçса ан тăрăр. 5 Мĕнле те пулин çурта кĕрсен эсир малтан: „Çак кил-йыша канăçлăх пултăр!“ – тесе саламлăр. 6 Унта канăçлăх çынни пулсан, сирĕн канăçлăхăр ун чунне кĕрĕ. Канăçлăх çынни пулмасан, эсир ырă сунни хăвăрах тавăрăнĕ. 7 Хăвăра хапăлласа йышăннă çуртрах пурăнăр, мĕн сĕнеççĕ, çавна ĕçсе çийĕр. Мĕншĕн тесен ĕçлекен çын хăй ĕçĕшĕн тӳлев илме тивĕçлĕ. Пĕр çуртран тепĕр çурта куçса ан çӳрĕр. 8 Эсир мĕнле те пулин хулана пырсан, унта сире хапăл туса мĕн çиме парĕç, çавна çийĕр. 9 Унти чирлĕ çынсене сыватăр, „Сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çывхарчĕ“, – тейĕр вĕсене. 10 Енчен те сире пĕр-пĕр хулара хапăл тумасан, эсир çав хула урамĕсем тăрăх çапла каласа çӳрĕр: 11 „Акă сирĕн хулăрта пушмак çумне çыпçăннă тусана та хăвăр патăртах силлесе хăваратпăр. Çапах та эсир Турă Патшалăхĕ çывхарнине пĕлсе тăрăр!“ – тейĕр. 12 Калатăп сире: суд кунĕнче Содома та çав хуларан çăмăлтарах пулĕ».
Ĕненмен хуласене асăрхаттарни
13 «Хуйхă пулĕ сана, Хоразин! Хуйхă пулĕ сана, Вифсаида! Эсир курнă хăватсене Тирпа Сидонра кăтартнă пулсан вĕсем тахçанах хуйхă тумтирĕ тăхăнса, хурланса çылăхĕсенчен ӳкĕннĕ пулĕччĕç. 14 Çавăнпа судра Тирпа Сидон хулисене сирĕнтен çăмăлтарах пулĕ. 15 Санăн та, хăвна тӳпе таранах мăнна хуракан Капернаум хули, тамăк тĕпнех анса каймалла пулĕ. 16 Сире итлекен Мана итлет, сире йышăнманни Мана йышăнмасть. Мана йышăнман çын Мана кунта Яракана йышăнмасть».
Çитмĕл вĕренекенĕ тавăрăнни
17 Çитмĕл вĕренекенĕ савăнса тавăрăннă та Иисуса каланă: «Хуçамăр! Сан ятна асăнсанах пире усалсем те пăхăнаççĕ». 18 Иисус вĕсене çапла каланă: «Шуйттан пĕлĕт çинчен çиçĕм пек ӳкнине Эпĕ куртăм. 19 Акă Эпĕ сире çĕленсене, скорпионсене таптама, тăшманăн мĕн пур вăйне çĕнтерме хăват паратăп. Сире ĕнтĕ нимĕн те сиен тăваймĕ. 20 Çапах эсир усал сывлăшсем хăвăра пăхăннишĕн мар, тӳпере хăвăр ятăрсем çырăннишĕн савăнăр».
Иисус савăнса кĕлтуни
21 Çав вăхăтрах Иисус кăмăлĕпе çĕкленсе çапла каланă: «Эй, Аттем, çĕрпе пĕлĕт Хуçи! Эсĕ çакна ăслă-тăнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пĕлмелле тунăшăн Сана мухтатăп. Çапла, Аттем! Санăн ырă ирĕкӳ çавнашкал пулнă». 22 Унтан вĕренекенĕсем еннелле çавăрăннă та: «Аттем Мана йăлтах панă. Ывăлĕ камне Ашшĕсĕр пуçне никам та пĕлмест. Ашшĕ камне те Ывăлĕсĕр пуçне никам та пĕлмест, Ывăлĕ пĕлтерес тесен анчах пĕлĕç», – тенĕ. 23 Унтан Вăл, вĕренекенĕсем енне çавăрăнса, вĕсене çеç илтмелле каланă: «Сирĕн куçăрсем мĕн курнине куракан çын телейлĕ. 24 Калатăп сире: пророксем те, патшасем те нумайăшĕ эсир мĕн курнине курасшăнччĕ те – кураймарĕç, эсир мĕн илтнине илтесшĕнччĕ те – илтеймерĕç».
Ырă кăмăллă Самари çынни çинчен каланă ытарлăх
25 Çавăн чухне пĕр çын, саккун вĕрентӳçи, мала тухнă та Иисуса илĕртсе тĕрĕслес тесе çапла ыйтнă: «Вĕрентекен! Ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕн тумалла?» 26 «Саккунра мĕн çырнă? Эсĕ ăна вуланă вĕт-ха», – тенĕ Иисус. 27 Лешĕ çапла хуравланă: «Хуçа Турруна пĕтĕм чĕререн, пĕтĕм чунран, пĕтĕм вăй-халтан, пĕтĕм ăс-халтан юрат. Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат». 28 Иисус ăна хирĕç: «Эсĕ тĕрĕс каларăн. Çапла ту, вара ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулăн», – тенĕ. 29 Анчах та саккун вĕрентӳçи хăйне тӳрре кăларасшăн Иисусран татах ыйтнă: «Ман çывăх çыннăм кам?» 30 Иисус ăна çапла тавăрса каланă: «Пĕр çын Иерусалимран Иерихона кайма тухнă. Çул çинче ăна вăрă-хурахсем тапăннă та çаратса, хĕнесе пĕтернĕ. Унтан вилес патне çитнĕскерне пăрахса хăварнă. 31 Ăнсăртран çав çулпа пĕр священник иртсе пынă. Вăл, аманнă çынна курсан, айккинчен пăрăнса кайнă. 32 Кшт тăрсан çав вырăна левит çитнĕ. Вăл патнерех пырса пăхнă та çавнашкалах пăрăнса иртсе кайнă. 33 Çав çулпах пĕр Самари çынни ашакпа пынă. Мĕскĕне курсассăн вăл питĕ шелленĕ. 34 Вара унăн суранĕсене эрехпе олив çăвĕ сĕрсе, эмеллесе çыхнă. Унтан ăна ашакĕ çине лартнă та хăна çуртне илсе кайнă. Хăна çуртĕнче те вăл уншăн тăрăшнă. 35 Тепĕр кунне, хăй тухса каяс умĕн, хăна çурчĕн хуçине вăл икĕ динарий панă та: „Эсĕ çак çынна пăх-ха. Ку укçа çитмесен, эпĕ каялла тавăрăннă чух уншăн сана татах тӳлĕп“, – тенĕ. 36 Эсĕ мĕнле шутлатăн ĕнтĕ? – ыйтнă Иисус унран. – Вăрă-хурахсен аллине лекнĕ çыншăн çав виççĕшĕнчен хăшĕ çывăххи пулнă?» 37 «Ăна хĕрхенсе пулăшаканни», – тенĕ саккун вĕрентӳçи. Вара Иисус ăна çапла каланă: «Кай та эсĕ те
Иисус Марфпа Мария патĕнче
38 Çулпа малалла пынă чухне Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕр яла кĕнĕ. Унта Ăна Марфа ятлă пĕр хĕрарăм хăй килне чĕнсе кĕртнĕ. 39 Унăн Мария ятлă йăмăкĕ пулнă. Вăл Иисус ури патне пырса ларнă та Ун сăмахĕсене итлеме пуçланă. 40 Марфа вара хăнана чаплăрах ĕçтерсе çитересчĕ тесе тăрăшнă. Унтан вăл Иисус патне пынă та çапла каланă: «Хуçамăр! Йамăк мана пĕчченех ĕçлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулăшма кала-ха ăна!» 41-42 «Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланă Иисус, – эсĕ нумайшăн чăрманса, хыпкаланса çӳретĕн, кирли вара пĕрре кăна. Мария чи кирлине суйласа илчĕ, çавна унран никам та туртса илеймĕ».
Иисус кĕлтума вĕрентни
1 Пĕррехинче Иисус кĕлтунă. Кĕлтуса пĕтерсен пĕр вĕренекенĕ Унран: «Хуçамăр, Иоанн хăйĕн вĕренекенĕсене вĕрентнĕ пек, пире те кĕлтума вĕрент-ха», – тесе ыйтнă. 2 Иисус вĕсене каланă: «Кĕлтунă чухне эсир çапла калăр: „Эй, Çӳлти Аттемĕр! Санăн яту хисеплентĕр; Санăн Патшалăху килтĕр; Санăн ирĕкӳ çĕр çинче те çӳлти пекех пултăр; 3 куллен пире пурăнмалăх çăкăр пар, 4 пирĕн çылăхсене каçар: эпир те хамăра парăмлă пулнисене кирек кама та каçаратпăр; çылăха ан кĕрт пире, усалтан хăтар пире“, – тейĕр». 5 Иисус татах вĕсене каланă: «Акă, тĕслĕхрен, сирĕн хушшăрта камăн та пулин пĕр тусĕ пултăр. Вăл ун патне çур çĕр тĕлĕнче пытăр та: „Тусăм, мана кивçен виçĕ çăкăр пар-ха, 6 çула май ман пата юлташ кĕчĕ те, манăн ăна хăналама нимĕн те çук“, – тесе ыйттăр. 7 Тусĕ шалтан ăна хирĕç: „Ан чăрмантарса çӳре! Эпĕ алăксене питĕрнĕ ĕнтĕ, ачасем те вырăн çинче хампа пĕрле çывăраççĕ. Тăрса çăкăр параймастăп сана“, – тетĕр. 8 Калатăп сире: вăл ăна туслă пулнишĕн тăрса парас темесен те, лешĕ тимлесе йăлăннине кура, вырăнĕ çинчен тăрĕ те ăна ыйтнă чухлĕ парĕ. 9 Эпĕ те сире калатăп: ыйтăр – вара сире парĕç, шырăр – вара тупăр, шаккăр – вара сире уçĕç. 10 Мĕншĕн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уçаççĕ. 11 Сирĕн хушшăрта çăкăр ыйтакан ывăлне чул паракан ашшĕ пур-и? Е пулă ыйтсан, пулă вырăнне ăна çĕлен параканĕ пур-и? 12 Е çăмарта ыйтакан ывăлне скорпион паракан ашшĕ пур-и? 13 Çапла ĕнтĕ эсир, усал пулин те, ачăрсене ырă япала пама пĕлетĕр пулсан, Çӳлти Аçăр Хăйĕнчен ыйтакансене Святой Сывлăшне паратех».
Усалсене Иисус мĕнле хăватпа хăваласа кăларать
14 Пĕррехинче Иисус чĕлхесĕр тăвакан усала çын ăшĕнчен хăваласа кăларнă. Усалĕ тухсан чĕлхесĕр çын калаçма пуçланă; вара халăх тĕлĕнсех кайнă. 15 «Усалсене Вăл усалсен пуçлăхĕн, Веельзевулăн, хăвачĕпе хăваласа кăларать!» – тенĕ хăшĕ-пĕрисем. 16 Теприсем тата, Иисуса тĕрĕслес тесе, тӳперен хăват кăтартма хистесех ыйтнă. 17 Анчах та Иисус, çынсен шухăшĕсене пĕлсе, вĕсене çапла каланă: «Кирек мĕнле патшалăх та хирĕçсе-пайланса кайсан пушанса юлать. Кил-йыш та хирĕçсе-пайланса кайсан арканать. 18 Шуйттан та хăйпе хăй хирĕçет пулсан, унăн патшалăхĕ епле тытăнса тăрайтăр? Эсир вара Мана усалсене Веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларать тетĕр. 19 Эпĕ усалсене Веельзевул хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, апла сирĕн халăх ывăлĕсем вĕсене кам хăвачĕпе хăваласа кăлараççĕ? Çавăнпа сире суд тăвакансем те вĕсемех пулĕç. 20 Эпĕ усалсене Турă хăвачĕпе хăваласа кăларатăп пулсан, эппин, паллах, сирĕн патăра Турă Патшалăхĕ çитнĕ пулать. 21 Вăйлă çын хăйĕн çуртне хĕçпе хуралланă чухне унăн пурлăхĕ шанчăклă упранса тăрать. 22 Анчах та хăйĕнчен те вăйлăраххи ăна тапăнса çĕнтерсен, вăл унăнне шанса тăнă хĕçĕ-сăннине йăлтах туртса илĕ, çаратнă пурлăхне салатса пĕтерĕ. 23 Кам Ман майлă мар, вăл Мана хирĕç. Кам Манпа пĕрле пухмасть, вăл салатса пĕтерет. 24 Çын ăшĕнчен тухсан усал сывлăш канлĕх шыраса шывсăр вырăнсенче çапкаланса çӳрет. Вара хăй валли вырăн тупаймасăр: „Хам тухнă çуртăма каялла тавăрăнам-ха“, – тет. 25 Унтан тавăрăнать те тирпейлесе тасатнă çурт курать. 26 Вара вăл каять те хăйпе пĕрле хăйĕнчен те усалтарах тепĕр çичĕ сывлăша ертсе пырать. Çавăнтах вĕсем ун ăшне кĕрсе пурăнма пуçлаççĕ. Çав çынна вара малтанхинчен те начартарах пулать». 27 Иисус çапла каласа тăнă чухне пĕр хĕрарăм халăх хушшинчен: «Сана çуратса кăкăр çитернĕ Аннӳ телейлĕ!» – тесе кăшкăрнă. 28 «Турă сăмахне илтекенсем, ăна пурнăçлакансем телейлĕ», – тенĕ вара Иисус.
Хăват кăтартма ыйтни
29 Халăх йышлăн пуçтарăнсан Иисус çапла калама пуçланă: «Çак усал ăру хăватшăн антăхать, анчах та Иона пророк хăвачĕсĕр пуçне ăна нимĕнле хăват та пулмĕ. 30 Иона Ниневи çыннисемшĕн мĕнле хăват пулнă, Этем Ывăлĕ те çак ăрушăн çаплах пулĕ. 31 Суд кунĕ çитсен кăнтăрти çĕр-шыври хĕрарăм патша çак ру çыннисемпе пĕрле чĕрĕлсе тăрĕ те вĕсене айăплĕ, мĕншĕн тесен вăл Соломон ăслăлăхне итлеме тĕнче хĕрринченех килнĕ пулнă. Акă халĕ кунта Соломонран та Аслăраххи пур. 32 Суд кунĕ çитсен Ниневи çыннисем çак ăрупа пĕрле чĕрĕлсе тăрĕç те ăна айăплĕç, мĕншĕн тесен вĕсем Иона ӳкĕтленине илтсен ӳкĕннĕ пулнă. Акă халĕ кунта Ионăран та Аслăраххи пур».
Куç – ӳт-пӳ çутаткăçĕ
33 «Çутаткăç çутсан ăна никам та курăнман вырăна е чӳлмекпе хупласа лартмасть; пӳрте кĕрекенсем çутăра курччăр тесе ăна çутаткăç лартмалли çине вырнаçтарать. 34 Куç – ӳт-пӳ çутаткăçĕ. Çавăнпа ĕнтĕ санăн куçу таса пулсан пĕтĕм ӳт-пĕвӳ те çутă пулĕ. Эсĕ таса мар куçлă пулсан санăн ӳт-пĕвӳ те тĕксĕм пулĕ. 35 Çапла вара, асăрхан: сан ăшунти çутту тĕттĕм мар-и? 36 Санăн ӳт-пĕвӳ пĕтĕмпех çутă пулсан, пĕр пайĕ те тĕксĕм мар пулсан, вара сана çутаткăç хăйĕн çутипе çутатнă пек, санăн пурте çутă пулĕ».
Фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисене питлени
37 Çакна каланă чухне пĕр фарисей Ăна хăй патне кăнтăрлахи апат тума чĕннĕ. Фарисей килне пырсан Иисус çиме ларнă. 38 Апат çиес умĕн Вăл аллине çуманнине курсан фарисей питĕ тĕлĕннĕ. 39 Анчах та Хуçамăр ăна çапла каланă: «Акă эсир, фарисейсем, чашăк-тирĕк тулашне тасататăр, анчах ăшăр-чикĕр çăткăнлăхпа, усаллăхпа тулнă. 40 Ăссăрсем! Тулашне Кам пултарнă, ăшне те Çавах пултарман-и вара? 41 Тиркесе лариччен хăвăрăн мул чашăкĕнчен чухăнсене уйăрса парăр, вара сирĕн пурте таса пулĕ. 42 Фарисейсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир пĕтнĕк курăкĕн, çу курăкĕн тата тĕрлĕ пахча çимĕçĕн вуннăмĕш пайне Турăшăн паратăр, анчах тĕрĕслĕх çинчен, Турă юратăвĕ çинчен шухăшламастăр. Сирĕн çакна та туса тăмалла, лешне те манмалла мар. 43 Фарисейсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир синагогăра малта ларма юрататăр, халăх йышлă çĕрте хăвăра саламланине килĕштеретĕр. 44 Саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем, икĕ питлĕскерсем, хуйхă пулĕ сире! Эсир – манăçнă масарти тупăксем евĕрлĕ. Çынсем вĕсем çинче утса çӳреççĕ, анчах мĕн çинче утса çӳренине пĕлмеççĕ». 45 Çак сăмахсене илтсен саккун вĕрентӳçисенчен пĕри Ăна: «Вĕрентекен, кун пек каласа Эсĕ пире те кӳрентеретĕн», – тенĕ. 46 Анчах та Иисус тата çапла каланă: «Сире те, саккун вĕрентӳçисем, хуйхă пулĕ, мĕншĕн тесен эсир çынсем çине чăтма çук йывăр çĕклем хуратăр, анчах та хăвăр пӳрнĕре те хускатмастăр. 47 Хуйхă пулĕ сире! Эсир пророксем валли капăр тупăклăхсем тăватăр та-ха, анчах та вĕсене сирĕн мăн аслаçăрсем вĕлернĕ-çке! 48 Çапла туса эсир хăвăр мăн аслаçăрсен ĕçне ырланине çирĕплететĕр; вĕсем пророксене вĕлернĕ, эсир пророксем валли тупăклăхсем тăватăр. 49 Турă ăслăлăхĕ çапла каланă ĕнтĕ: „Вĕсем патне Эпĕ пророксене, апостолсене ярăп. Пĕрисене вĕсем вĕлерĕç, теприсене хăваласа ярĕç“. 50 Çавăнпа ĕнтĕ тĕнчене пултарнăранпа юхнă пур пророксен юнĕшĕн те çак ăру айăпа юлĕ. 51 Авель юнĕнчен пуçласа Турă Çурчĕн картишĕнче, парне вырăнĕ умĕнче, вĕлернĕ Захария юнĕ таранах çак ăрăвăн явап тытмалла пулĕ. Чăн калатăп сире: вĕсемшĕн пĕтĕмпех çак ăру çыннисем айăпа юлĕç. 52 Саккун вĕрентӳçисем, хуйхă пулĕ сире! Эсир пĕлӳлĕхĕн çăраççине хăвăр алла илнĕ те, хăвăр та кĕместĕр, кĕрес текенсене те кĕртместĕр». 53 Çак сăмахсене каланă чухне саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем Ăна хĕстерсех çитернĕ, нумай ыйту çине хурав пама хистенĕ, 54 Хăйĕн çăварĕнчен тухакан сăмахпа Хăйнех айăпламашкăн сăлтав тупма тăрăшнă.
Икĕпитлĕхрен асăрхаттарни
1 Çав хушăра унта темиçе пин çын пуçтарăннă, тăвăр пулнипе вĕсем пĕр-пĕрне хĕстернĕ. Иисус вара Хăйĕн вĕренекенĕсем енне çавăрăнса çапла каланă: «Фарисейсен кăвас тĕпĕнчен – вĕсен икĕпитлĕхĕнчен – сыхланăр. 2 Пытарса хăварни те çиеле тухатех, вăрттăнни те паллă пулатех. 3 Çавăнпа эсир тĕттĕмре мĕн каланине çутă çĕрте илтĕç. Шалти пӳлĕмре хăлхаран каланине те ял илтмелле кăшкăрĕç».
Камран хăрамалла
4 «Сире, Хамăн тусăмсене, калатăп: ӳт-пĕве пĕтерекенсенчен ан хăрăр, вĕсем сире унтан ытла нимĕн те тăваймĕç. 5 Камран хăрамаллине калам: вĕлерсен тамăка пăрахма пултараканран хăрăр. Чăн калатăп сире, çавăнтан хăрăр. 6 Пилĕк пĕчĕкçĕ вĕçен кайăка икĕ ассарийлĕхе сутмаççĕ-и? Çапах та Турă вĕсене пĕрне те манмасть. 7 Сирĕн пуçăр çинчи çӳç пĕрчисем те пĕтĕмпех шутра. Çавăнпа ĕнтĕ ан хăрăр: эсир, паллах, пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк йышĕнчен хаклăрах».
Çынсем умĕнче Христос çинчен каласа парасси
8 «Калатăп сире: кам та кам халăх умĕнче Мана ĕненнине пĕлтерет, Этем Ывăлĕ те Туррăн ангелĕсем умĕнче çав çын çинчен пĕлтерĕ. 9 Кам халăх умĕнче Мана пĕлмĕш пулать, ăна хăйне те Туррăн ангелĕсем умĕнче пĕлмĕш пулĕç. 10 Этем Ывăлне хирĕç сăмах калакана кирек кама та каçарĕç, анчах Святой Сывлăша хурлакана каçармĕç. 11 Сире айăплама синагогăсене, пуçлăхсемпе влаçсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мĕн тавăрса калас тесе ан кулянăр, 12 мĕншĕн тесен çав самантра мĕн каламаллине сире Святой Сывлăш вĕрентĕ».
Ăссăр пуян çинчен каланă ытарлăх
13 Халăх хушшинчен пĕр çын Иисуса каланă: «Вĕрентекен, манăн пиччене кала-ха, аттерен юлнă пурлăха вăл мана та уйăрса патăр». 14 Иисус çав çынна: «Эй, этем! Мана сире суд тума е пурлăхăра уйăрма лартнă-им?» – тенĕ. 15 Унтан Вăл халăха çапла каланă: «Асăрханăр, пуянлăха ан хапсăнăр, мĕншĕн тесен çыннăн пурăнăçĕ пурлăх нумаййинчен килмест». 16 Иисус вĕсене çапла ытарлăх каласа панă: «Пĕр пуян çыннăн хирĕнче тырă питĕ ăнса пулнă. 17 Вара вăл: „Ман ĕнтĕ мĕн тăвас-ши? Вырса пуçтарнă тырра усрама вырăн çитмест“, – тесе шухăшланă. 18 Унтан çапла шут тунă: „Акă мĕн тăвăп. Ампарсене пăсса пысăкраххисем туса лартăп. Вара пĕтĕм тырра, мĕн пур пуянлăха çавăнта пуçтарса хурăп. 19 Кайран хама: санăн пурлăху нумай ĕнтĕ, темиçе çула çитмелĕх те выртать. Ĕçсе çи те савăнса кан!“ – тейĕп. 20 Анчах Турă ăна каланă: „Эй, ăссăр! Кĕçĕрех сан чунна илĕç. Эсĕ хатĕрлесе хуни кама юлĕ?“ 21 Турă умĕнче сумлă пулас вырăнне хăйшĕн мул пухакан кашни çынпах çапла пулĕ».
Çӳлти Аçăра шанăр
22 «Çавăнпа Эпĕ сире калатăп, – тенĕ Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене, – чуна усрамалăх ĕçме-çиме пирки те, кĕлеткене тăхăнмалăх тумтир пирки те ан кулянăр. 23 Чун – апат-çимĕçрен, кĕлетке тумтиртен пахарах! 24 Çăхансем çине пăхăр-ха: вĕсем акмаççĕ, вырмаççĕ; вĕсен ампарĕ те, кĕлечĕ те çук, çапах вĕсене Турă тăрантарать. Эсир вĕçен кайăксенчен мĕн чухлĕ пахарах! 25 Хăй тăрăшнипе сирĕнтен хăшĕ шит чухлĕ те пулин ӳсме пултарайĕ? 26 Çапла вара, пĕчĕкçĕ ĕçе те тăваймастăр пулсан, ыттишĕн мĕн кулянатăр эппин? 27 Чечексем епле ӳснине сăнăр-ха. Вĕсем тертленсе çип арламаççĕ, анчах та сире акă мĕн калатăп: тем тери чаплă пулнă пулин те, Соломон патша пĕр хир чечекĕ чухлĕ те тумланайман. 28 Эй, çителĕксĕр ĕнененекенсем! Паян пур та ыран вута кăна пăрахмалли хирти курăка та Турă çапла çи-пуç парать пулсан, сире тата ытларах памĕ-и? 29 Çапла вара, мĕн ĕçес-ши, мĕн çиес-ши тесе ан тăрмашăр, ан пăшăрханăр. 30 Çавсемшĕн пуриншĕн те çак тĕнче çыннисем тăрăшаççĕ. Вăл япаласем сире кирлине вара Çӳлти Аçăр ахалех пĕлсе тăрать. 31 Эсир чи малтан Турă Патшалăхне ăнтăлса шырăр, ытти вара сирĕн пурте пулĕ. 32 Эй, пĕчĕк кĕтĕвĕм, ан хăра! Аçăр сире Патшалăх пама кăмăл тунă. 33 Хăвăрăн пурлăхăра сутăр та чухăнсене пулăшăр. Вара хăвăршăн тӳпере арканми арча, иксĕлми пурлăх хатĕрлесе хурăр. Унта вăрă та пымасть, кĕве те çимест. 34 Сирĕн пурлăхăр ăçта, чун-чĕрĕр те çавăнтах пулĕ».
Сыхă пулма калани
35 «Яланах хатĕр пулăр, сирĕн çутаткăçсем çунса тăччăр; 36 эсир хуçи туйран тавăрăнасса кĕтекен çынсем пек пулăр. Вăл пырса шаккасан вĕсем çавăнтах ăна алăк уçса кĕртеççĕ. 37 Хăйсен хуçине кĕтсе хатĕр тăракан чурасем телейлĕ! Чăн калатăп сире: хуçи тавăрăнĕ те пилĕкне çыхса вĕсене сĕтел хушшине лартĕ, вĕсене хăналĕ. 38 Тен, çав чурасен çур çĕрччен е тул çутăличченех хуçине кĕтмелле пулĕ. Хуçи пырĕ те вĕсем çывăрманнине курĕ. Сыхă тăракан чурасем тата телейлĕрех. 39 Çакна астăвăр: вăрă хăш вăхăтра килессе пĕлсен кил хуçи сыхă тăрĕччĕ, ăна хăйĕн çуртне çĕмĕрсе кĕме памĕччĕ. 40 Çавăнпа эсир те хатĕр тăрăр, мĕншĕн тесен Этем Ывăлĕ кĕтмен-туман вăхăтра килĕ».
Шанчăклă тата шанчăксăр чурасем çинчен
41 Вара Петр ыйтнă: «Хуçамăр, çак ытарлăха Эсĕ пирĕн валли калатăн-и е вăл пурин валли те?» 42 Иисус вара çапла каланă: «Кам шанчăклă, ăслă кил пăхакан? Калăпăр, хуçи хăйĕн ытти тарçисене пăхса тăма, вăхăтра çăкăр валеçме пĕр чурине уйăрса лартнă. 43 Хуçи тавăрăннă чухне хушнине туса тăракан чура телейлĕ пулĕ. 44 Чăн калатăп сире: хуçа ăна хăйĕн пĕтĕм пурлăхне пăхса тăраканĕ тăвĕ. 45 Калăпăр, çав чура хăй ăшĕнче: „Хуçам халех килмĕ-ха“, – тесе, арçын тарçисене те, хĕрарăм тарçисене те хĕнеме пуçлĕ, ĕçсе-çисе ӳсĕрĕлсе çӳрĕ. 46 Хайхи чура хуçи кĕтмен-туман вăхăтра килĕ те, ăна асаплантарса вĕлерсе, унăн шăпине ĕненмен çынсеннипе пĕрешкелех татса парĕ. 47 Ĕнтĕ хуçи ирĕкне пĕлнĕ çинчех хатĕр тăман, унăн ирĕкне туман чурана нумай хĕнĕç. 48 Пĕлмесĕр айăпа кĕнĕ чурана вара сахалтарах хĕнĕç. Кама нумай панă, унран нумайрах ыйтĕç. Кама нумай шанса панă, унран тата ытларах шыраса илĕç».
Вут тата уйăру
49 «Эпĕ çĕр çине вут антармашкăн килтĕм, ăна ĕнтĕ халех тивертсе ярасшăн! 50 Манăн синкерлĕ шыва кĕмелле, вăл пурнăçланасса кĕтсе Эпĕ питĕ тертленетĕп. 51 Эпĕ çĕр çине канăçлăх кӳме килнĕ тесе шухăшлатăр-и эсир? Çук, – тетĕп сире, – Эпĕ уйăрма килнĕ. 52 Паянтан ĕнтĕ, пĕр килте пилĕк çын пулсан, вĕсем икĕ пая уйăрăлĕç: виççĕшĕ – иккĕшне хирĕç, иккĕшĕ виççĕшне хирĕç тăрĕç. 53 Ашшĕ – ывăлне хирĕç, ывăлĕ ашшĕне хирĕç тăрĕ. Амăшĕ – хĕрне хирĕç, хĕрĕ амăшне хирĕç тăрĕ. Хунямăшĕ – кинне хирĕç, кинĕ хунямăшне хирĕç тăрĕ».
Вăхăт паллине пĕлни
54 Унтан Иисус халăха çапла каланă: «Хĕвел анăç енчен пĕлĕт хăпарнине курсан эсир: „Çумăр çăвасса“, – тетĕр. Чăнах та çăвать. 55 Кăнтăр енчен çил вĕрсен: „Шрăх пуласса“, – тетĕр. Чнах та пулать. 56 Эй, икĕ питлĕскерсем! Эсир çĕрпе пĕлĕте сăнаса çанталăка чухлама пĕлетĕр. Халĕ мĕнле вăхăт çитнине мĕншĕн пĕлейместĕр57 Мĕн тусан тĕрĕс, мĕн тусан тĕрĕс мар пулнине мĕншĕн-ха эсир хăвăр тĕллĕн татса параймастăр? 58 Хăвăнпа судлашас текенпе пуçлăх патне кайнă чухне çул çинчех çураçма тăрăш. Ахальлĕн вăл сана судья патне илсе пырĕ, судья вара сана тĕрмене хуптарма хуралçă аллине парĕ. 59 Калатăп сана: юлашки пусна парса хăвармасăр та унтан тухаймăн».
Ӳкĕнмешкĕн чĕнни
1 Çав вăхăтра пĕрисем пынă та Иисуса çапла каласа кăтартнă: «Галилея çыннисене Пилат Турă Çуртĕнче вĕлерттернĕ. Вара вĕсен юнне хăйсем Турра кӳнĕ выльх-чĕрлĕх юнĕпе хутăштарнă». 2 Иисус çакна хирĕç каланă: «Вĕсем çапла вилнĕшĕн Галилейăри ытти çынсенчен те çылăхлăрах пулнă пулĕ тесе шутлатăр-и эсир? 3 Çук, çылăхлăрах пулман. Калатăп сире: ӳкĕнмесен эсир те вĕсем пекех пурте пĕтетĕр. 4 Е тата Силоам башни ишĕлнипе вун сакăр çын вилни çинчен мĕн калама пулать? Вĕсем Иерусалимри ытти çынсенчен айăплăрах пулнă пулĕ тесе шутлатăр-и эсир5 Çук, айăплăрах пулман. Калатăп сире: ӳкĕнмесен эсир те вĕсем пекех пурте пĕтетĕр».
Çимĕç кӳмен смоква çинчен каланă ытарлăх
6 Унтан Иисус вĕсене çак ытарлăха каласа панă: «Пĕр çын иçĕм çырли пахчине смоква йывăççи лартнă пулнă. Пĕррехинче вăл ун çимĕçне пăхма пынă, анчах тупайман. 7 Вара пахчаçине каланă: „Виççĕмĕш çул эпĕ çак йывăçăн çимĕçне пăхма килетĕп. Çапах ун çинче пĕр çырла та курмастăп. Касса пăрах ăна, мĕн вăл усăсăр çĕр йышăнса ларать?“ 8-9 Лешĕ хирĕç каланă: „Эй, Хуçам! Ăна тепĕр çула хăвар ĕнтĕ. Эпĕ ун тавра çĕрне кăпкалатса, тислĕк хурса пăхам, çимĕçĕ пулмĕ-и? Пулмасан вара килес çул касса пăрахтар ăна“».
Иисус пĕр хĕрарăма шăмат кун сыватни
10 Иисус пĕр синагогăра шăмат кун вĕрентнĕ. 11 Унта халсăр тăвакан сывлăш хутлатса лартнă хĕрарăм пулнă. Вăл вун сакăр çул тӳрленме пултарайман. 12 Иисус ăна курсан чĕнсе илнĕ те каланă: «Хĕрарăм, эсĕ чирӳнтен тасалтăн!» 13 Вара ун çине аллине хунă та, лешĕ çавăнтах тӳрленсе тăрса Турра мухтама пуçланă. 14 Çавăн чух синагога пуçлăхĕ, Иисус çав хĕрарăма шăмат кун сыватнăшăн çилленсе, халăха каланă: «Эрнере ултă кун пур, пĕтĕм ĕçе çав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шăмат кун мар, ытти кунсенче килĕр!» – тенĕ. 15 Хуçамăр ăна çапла хуравланă: «Эй, икĕ питлĕскер! Сирĕнтен кашниех витере кăкарăнса тăракан вăкăрне е ашакне çыххине салтса шăмат кун шăварма илсе каймасть-им вара? 16 Авраам йăхĕнчи çак хĕре шуйттан вун сакăр çул çыхса усранă. Вăл ĕнтĕ çав çыхăран шăмат кун ирĕке тухма тивĕçлĕ марччĕ-и?» 17 Иисус çапла каланă чухне Ăна хирĕçлекенсем пурте намăсланнă, ытти халăх Иисус тунă мĕн пур мухтавлă ĕçсемшĕн савăнса тăнă.
Сарă пăрăç вăррипе кăвас тĕпĕ çинчен каланă ытарлăх
18 Иисус çапла каланă: «Турă Патшалăхĕ мĕн евĕрлĕ? Ăна мĕнпе танлаштарам-ши? 19 Вăл сарă пăрăç вăрри евĕрлĕ; пĕр çын ăна хăйĕн пахчине акнă. Вара çав вăрăран пысăк йывăç ӳснĕ, унăн турачĕсем хушшинче вĕçен кайăксем те йăва çавăрнă». 20 Иисус татах каланă: «Турă Патшалăхне мĕнпе танлаштарма пулать? 21 Вăл кăвас тĕпĕ евĕрлĕ. Хĕрарăм кăвас тĕпне илнĕ те виçĕ витре çăнăхпа хутăштарса çăрнă, вара пĕтĕм чусти йӳçсе хăпарнă».
Тăвăр хапха
22 Иисус çынсене вĕрентсе ял-хула витĕр тухнă. Унăн çулĕ Иерусалималла выртнă. 23 Пĕр çын Унран ыйтнă: «Хуçамăр, çăлăнакансем чăнах сахал пулĕç-и?» Иисус çапла хуравланă: 24 «Тăвăр хапхапа кĕме пĕтĕм вăйран тăрăшăр. Калатăп сире: нумайăшĕ кĕме тăрăшĕç, анчах кĕреймĕç. 25 Кил хуçи тăрса алăкне хупсан, эсир тул енче алăка шаккаса: „Хуçамăр! Хуçамăр! Уçса кĕртсем пире“, – тесе йăлăнма пуçлăр. Анчах Вăл сире: „Камсем тата ăçтан эсир? Эпĕ сире пĕлместĕп“, – тейĕ. 26 Эсир вара: „Эпир Санăн куçу умĕнчех ĕçсе çиеттĕмĕр! Эсĕ пирĕн хула урамĕсенче вĕрентсе çӳреттĕн!“ – тейĕр. 27 Анчах та Вăл калĕ: „Эй, усал ĕç тăвакансем пурте! Калатăп сире: эсир камне тата ăçтан килнине пĕлместĕп, кайăр Ман патăмран“. 28 Эсир Авраам, Исаак, Иаков тата пур пророксем те Турă Патшалăхĕнче пулнине, хăвăра вара тулашне хăваласа кăларнине курăр. Унта шăл шатăртаттарса йĕни илтĕнсе тăрĕ. 29 Çынсем хĕвел тухăçĕнчен те, хĕвел анăçĕнчен те, кăнтăрпа çурçĕр енчен те пырса Турă Патшалăхĕн кĕрекине ларĕç. 30 Ун чухне кайрисем малта пулĕç, малтисем кайра пулĕç».
Иисус Иерусалимшăн йĕни
31 Çав кун Иисус патне хăш-пĕр фарисейсем пынă та: «Эсĕ урăх çĕре тухса кай, мĕншĕн тесен Ирод Сана вĕлересшĕн», – тенĕ. 32 Иисус вара вĕсене: «Кайса çав тилле калăр: „Эпĕ паянпа ыран усалсене хăваласа кăларатăп, чирлисене сывататăп, виçмине Хамăн ĕçе вĕçлĕп“, – тенĕ. 33 – Анчах епле пулсан та паян, ыран тата виçмине Манăн Хамăн çулпа утмалла, мĕншĕн тесен пророка Иерусалимра мар, урăх çĕрте вĕлерни пулман-ха. 34 Эх, Иерусалим! Иерусалим! Пророксене пĕтерекен, ху патна янисене чулпа пере-пере вĕлерекен хула! Кайăк хăй чĕпписене çуначĕ айне пухнă пек, Эпĕ миçе хутчен санăн ачусене пуçтарма тытăнтăм, анчах та эсир пуçтарăнасшăн пулмарăр! 35 Ĕнтĕ сирĕн çуртăр пушанса юлать. Калатăп сире: „Хуçа Турă ячĕпе Килекен мухтавлă!“ – теес вăхăт çитиччен эсир Мана урăх кураймăр».
Шыв чирĕллĕ çынна сыватни
1 Пĕр шăмат кун Иисус фарисейсен пуçлăхĕ патне хăнана кĕнĕ. Унти фарисейсем Ăна хытă сăнаса ларнă. 2 Çавăн чух Ун умне шыв чирĕпе асапланакан çын пырса тăнă. 3 Иисус саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсенчен: «Саккун тăрăх шăмат кун çынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнă. 4 Лешсем чĕнмен. Иисус çав çынна сĕртĕнсе сыватнă та килне янă. 5 Унтан вĕсене: «Сирĕнтен камăн та пулин ашакĕ е вăкăрĕ çăла кайсан, ăна вăл, шăмат кун пулсан та, хăвăртрах туртса кăлармĕ-и?» – тенĕ. 6 Çакна хирĕç лешсем Ăна нимĕн те калайман.
Сапăрлăх çинчен
7 Чĕннĕ хăнисем сĕтел хушшинчи лайăхрах вырăна ларма тăрăшнине курсан Иисус çапла ытарлăх каласа кăтартнă: 8 «Сана туя чĕнсен эсĕ кĕрекене кĕрсе ан лар. Тен, унта санран хисеплĕрех хăна пулĕ. 9 Вара иксĕре те туя чĕннĕ хуçи сан патна пырĕ те: „Эсĕ куçса ху вырăнна çак çынна ларт-ха“, – тейĕ. Ун чух санăн намăсланса алăк патĕнчи вырăна кайса лармалла пулĕ. 10 Хăнана чĕнсен эсĕ алăк патнерех лар. Вара сана чĕнекен хуçи пырса: „Тусăм! Эсĕ тĕпелерех иртсе ларсам“, – тейĕ. Ун чух сана ытти хăнасем умĕнче епле хисеп пулĕ! 11 Астăвăр, хăйне хăй асла хуракан кĕçĕне юлĕ; хăйне кĕçĕне хураканни асла тухĕ». 12 Хăйне хăнана чĕннĕ фарисее Иисус çапла каланă: «Эсĕ кăнтăрлахи е каçхи апат тунă чух тусусене, хурăнташусене, тăванусене тата пуян кӳршӳсене ан чĕн, мĕншĕн тесен кайран вĕсем те сана хăнана чĕнсе тав тума пултараççĕ. 13 Пысăк ĕçкĕ-çикĕ тума шутласан эсĕ кĕлмĕçсене, уксах-чăлахсене, суккăрсене чĕн. 14 Вĕсем сана тавăрса парайманшăн эсĕ телейлĕ пулăн. Уншăн сана сăваплă çынсем чĕрĕлсе тăнă чухне тавăрса парĕç».
Пысăк ĕçкĕ-çикĕ çинчен каланă ытарлăх
15 Çавна илтсен Унпа пĕрле сĕтел хушшинче ларакансенчен пĕри: «Турă Патшалăхĕнче çăкăр çиес çын телейлĕ!» – тенĕ Ăна. 16 Иисус вара ăна çапла каланă: «Пĕр çын пысăк ĕçкĕ-çикĕ хатĕрленĕ те йышлă хăна чĕннĕ. 17 Ĕçсе çиме вăхăт çитсен вăл чĕнсе хунисем патне хăйĕн чурине: „Ĕнтĕ апат-çимĕç пĕтĕмпех хатĕр, пырăр“, – тесе калама янă. 18 Анчах чĕнсе хунисем, пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă пекех, тĕрлĕрен сăлтав тупса каçару ыйтнă. „Эпĕ çĕр илтĕм, çавна пăхма манăн халех каймалла. Тархасшăн, каçар мана“, – тенĕ ăна пĕри. 19 „Эпĕ пилĕк мăшăр вăкăр туянтăм, вĕсене çӳретсе пăхма каятăп. Тархасшăн, каçар мана“, – тенĕ тепри. 20 Виççĕмĕшĕ тата: „Эпĕ нумай пулмасть авлантăм, çавăнпа пыраймастăп“, – тенĕ. 21 Вара чури тавăрăннă та çавăн çинчен хуçине каласа панă. Кил хуçи çилленсе çитсе хăйĕн чурине çапла хушса янă: „Часрах кай та хула урамĕсемпе тăкăрлăкĕсенчи кĕлмĕçсене, чăлахсене, уксахсене, суккăрсене кунта чĕнсе кил“. 22 Чĕннисем пуçтарăнсан, чури каланă: „Хуçам! Пĕтĕмпех эсĕ хушнă пек турăм, сĕтел хушшинче татах вырăн пур-ха“, – тенĕ. 23 „Эсĕ эппин хула çумĕнчи тĕттĕм, пушă çул-йĕрсем тăрăх кай та тĕл пулакансене хистесех кунта чĕн, килĕм тулли хăна пултăр, – тенĕ хуçи чурине. 24 – Калатăп сире: чĕнсе хунисенчен пĕри те манăн ĕçкĕ-çикĕре лараймĕç, мĕншĕн тесен чĕнсе хунисем нумай та, суйласа илнисем сахал“».
Иисусăн вĕренекенĕ пулма кам пултарать
25 Иисус хыççăн питĕ нумай халăх пынă. Вăл çавăрăнса пăхнă та вĕсене каланă: 26 «Кам хăйĕн ашшĕ-амăшне, арăмне, ачисене, пĕртăванĕсене е хăйĕн пĕртен-пĕр пурăнăçне Манран мала хурать, вăл Ман вĕренекенĕм пулма пултараймĕ. 27 Кам хăйĕн асап хĕресне йăтса Ман хыççăн пымасть, çав Манăн вĕренекенĕм пулаймĕ. 28 Сиртен кам та пулин çурт лартма шутлать пулсан, вăл малтан çурчĕ мĕн хака ӳкессе тата ăна туса пĕтерме укçи çитессе шутласа пăхмĕ-и? 29 Унсăрăн вăл никĕсне хурĕ те çуртне туса пĕтереймĕ. Вара пурте унран кулма пуçлĕç: 30 „Ку çын çурт лартма тытăнчĕ те туса пĕтереймерĕ“, – тейĕç. 31 Е тата пĕр патша тепĕр патшана хирĕç вăрçăпа тухма шутлать пултăр. Вăл вара хăйĕн вунă пин çынлă çарĕпе леш çирĕм пинлĕ патша çарне çĕнтерме вăйĕ çитессе е çитмессе малтан шухăшласа пăхмĕ-и? 32 Вăйне çитереймессе туйса илсен, леш патши аякра чухне, ун патне вăл килĕшӳ тума элчисене ярĕ. 33 Çавăн пекех эсир те, хăвăрăн мĕн пуррине пăрахăçламасан, Ман вĕренекенĕмсем пулаймăр». 34 «Тăвар – ырă япала, анчах вăл хăватне çухатсан унăн тутине епле тавăрмалла? 35 Вăл ĕнтĕ ана çине тăкма та, тислĕк купи çине хума та юрăхсăр, ăна кăларса тăкмалла кăна. Илтме хăлха пурри илттĕр!»
Çухалнă сурăх çинчен каланă ытарлăх
1 Пĕррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, çылăхлă çынсем те нумаййăн пынă. 2 Унта тăракан фарисейсемпе саккун вĕрентӳçисем ӳпкелешсе калаçнă: «Вăл çылăхлă çынсене йышăнать, вĕсемпе пĕрле апат çиет!» – тенĕ. 3 Вăл вара вĕсене çак ытарлăха каласа кăтартнă: 4 «Сирĕн хăшĕн те пулин çĕр пуç сурăх пултăр. Вăл, пĕр сурăхне çухатсан, тăхăр вун тăххăрăшне хире хăварса, çухалнă сурăхне мĕн тупичченех шыраса çӳремĕ-и? 5 Сурăхне тупсан вăл, савăнса, ăна хăйĕн хулпуççийĕ çине çĕклесе хурĕ. 6 Вара килне илсе пырсан хăйĕн тусĕсене, кӳршисене чĕнсе пуçтарĕ те вĕсене калĕ: „Манпа пĕрле савăнăр, эпĕ çухалнă сурăха тупрăм!“ – тейĕ. 7 Калатăп сире: çавнашкалах тӳпере те, çылăхлă пĕр çын ӳкĕнсен, уншăн ӳкĕнме те кирлĕ мар тăхăр вун тăхăр тӳрĕ çыншăн савăннинчен ытларах савăнĕç».
Çухалнă кĕмĕл укçа çинчен каланă ытарлăх
8 «Е пĕр-пĕр хĕрарăм хăйĕн вунă драхма укçинчен пĕрне çухаттăр. Вăл вара çутаткăç çутса, урайне шăпăрпа шăлса укçине тупичченех тăрăшса шырамĕ-и? 9 Укçине тупсан вăл тус-тантăшĕсене, кӳршĕ хĕрарăмĕсене чĕнсе пуçтарĕ те вĕсене: „Манпа пĕрле савăнăр, эпĕ çухалнă укçана тупрăм!“ – тейĕ. 10 Калатăп сире: çылăхлă пĕр çын ӳкĕннишĕн те Туррăн ангелĕсем çавăн пекех савăнаççĕ».
Аташнă ывăл çинчен каланă ытарлăх
11 Иисус татах каланă: «Пĕр çыннăн икĕ ывăл пулнă. 12 Кĕçĕнни ашшĕ патне пынă та: „Атте, хама тивĕçлĕ пурлăха мана уйăрса пар!“ – тенĕ. Ашшĕ вара ывăлĕсене пурлăх уйăрса панă. 13 Часах кĕçĕн ывăлĕ хăйĕнне пĕтĕмпех пуçтарнă та инçетри çĕр-шыва тухса кайнă. Унта путсĕр пурăнса вăл хăйĕн пурлăхне салатса пĕтернĕ. 14 Пурлăхĕ пĕтнĕ хыççăнах çав çĕр-шывра йывăр выçлăх пуçланнă, вăл вара аптăраса çитнĕ. 15 Унтан пĕр çын патне тарçа кĕнĕ. Лешĕ ăна хăйĕн сыснисене пăхма хире янă. 16 Çимелли нимĕн те паманран вăл сысна апачĕпе тăранса пурăнма та хатĕр пулнă. 17 Юлашкинчен вăл шухăшласа илнĕ те: „Аттем килĕнче мĕн чухлĕ тарçă тăраничченех çăкăр çиет, эпĕ кунта выçă вилетĕп! – тенĕ. 18 – Ĕнтĕ атте патне тавăрăнам та ăна калам: Эй, атте! Эпĕ Турă умĕнче те, сан умăнта та çылăха кĕтĕм, 19 ывăлу ятне илтме те тивĕçсĕр! Çапах мана ху патна тарçа илсем, – теем“. 20 Унтан вăл ашшĕ патне кайнă. Ашшĕ ăна аякран курсанах хĕрхеннĕ, хирĕç чупса пынă та ыталаса чуптунă. 21 „Эй, атте! – тенĕ ăна ывăлĕ. – Эпĕ Турă умĕнче те, сан умăнта та çылăха кĕтĕм, ывăлу ятне илтме те тивĕçсĕр!“ 22 Ашшĕ хăйĕн чурисене çапла каланă: „Чи лайăх тумтир илсе килсе тумлантарăр ăна. Пӳрнине куçлă çĕрĕ тăхăнтартăр, урине тăхăнма пушмак парăр. 23 Самăртнă пăрăва çавăтса килсе пусăр, ĕçсе çиер, савăнар! 24 Ку ывăлăм манăн вилнĕччĕ, халĕ акă чĕрĕлчĕ! Çухалнăччĕ, акă тупăнчĕ!“ Унтан вĕсем ĕçсе-çисе савăнма пуçланă. 25 Çав вăхăтра аслă ывăлĕ хирте пулнă. Тавăрăннă чухне вăл килĕнче савăнса юрланине илтнĕ. 26 Вара пĕр тарçине чĕнсе илнĕ те: „Кунта мĕн тăваççĕ?“ – тесе ыйтнă. 27 Тарçи ăна каланă: „Сан шăллу тавăрăнчĕ, вăл сывă тавăрăннăшăн савăннипе аçу самăртнă пăрăва пустарчĕ“. 28 Аслă ывăлĕ питĕ çилленнĕ, килне те кĕресшĕн пулман. Ашшĕ ăна хăй тухса чĕннĕ. 29 Анчах вăл ашшĕне хирĕç каланă: „Миçе çул эпĕ саншăн тарçă пек ĕçлесе пурăнтăм, эсĕ мĕн хушнине яланах туса тăтăм. Анчах юлташсемпе савăнма эсĕ мана пĕр качака путекки те пустарса памарăн! 30 Аскăн арăмсемпе çӳресе пурлăхне салатнă ывăлу килнĕ те, эсĕ уншăн самăртнă пăрăва пустарнă“. 31 „Эй, ывăлăм! – тенĕ ашшĕ ăна. – Эсĕ яланах манпа пĕрле. Манăн мĕн пурри пĕтĕмпех санăн. 32 Шллу тавăрăннăшăн хĕпĕртемелле, мĕншĕн тесен вăл вилнĕччĕ, халĕ чĕрĕлчĕ; çухалнăччĕ, халĕ тупăнчĕ!“»
Кил-çурт пăхакан ултавçă çинчен каланă ытарлăх
1 Унтан Хăйĕн вĕренекенĕсене Иисус çапла каланă: «Пĕр пуян çыннăн кил-çурт пăхса тăраканни пулнă. Вăл хуçин пурлăхне салатса пĕтерни çинчен хайхи пуяна хыпар çитернĕ. 2 Вара хуçи ăна чĕнтернĕ те: „Сан çинчен ырă мар хыпар илтрĕм. Ман пурлăха епле упрани çинчен явап пар, текех ĕнтĕ эсĕ кил-çурт пăхса тăмăн“, – тенĕ. 3 Кил-çурт пăхакан хăй ăшĕнче шухăшланă: „Мĕн тăвас-ши ĕнтĕ манăн? Хуçам мана ĕçрен кăларса ярать. Çĕр чавма эпĕ пултараймастăп, ыйткаласа çӳреме вăтанатăп. 4 Ĕнтĕ кунтан кăларса ярсан мана кам та пулин хăй патне илтĕр тесен, мĕн тумаллине тинех ăнкарса илтĕм“. 5 Вăл вара хуçине парăма кĕнĕ çынсене пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе илнĕ. „Ман хуçаран эсĕ мĕн чухлĕ кивçен илнĕ?“ – ыйтнă вăл малтанхи çыннинчен. 6 „Çĕр кăкшăм олив çăвĕ“, – тенĕ лешĕ. Кил-çурт пăхакан ăна каланă: „Хăвăртрах лар та парăм хучĕ çине аллă тесе çыр“. 7 „Эсĕ тата мĕнпе парăма кĕнĕ?“– ыйтнă унтан тепринчен. „Çĕр михĕ тулă“, – тенĕ хайхискер. Вăл ăна та: „Парăм хутне ил те сакăр вуннă тесе çырса хур“, – тенĕ. 8 Çапла тавçăруллă пулнăшăн хуçи вара хăйĕн кил-çуртне пăхакан ултавçăна мухтанă. Чăнах та, ку тĕнче çыннисем хăйсем хушшинче çутă ачисенчен тавçăруллăрах. 9 Эпĕ те сире калатăп: ку тĕнчери таса мар мулăрпа усă курса та хăвăр валли тус-тăвансем тупăр. Кайран, хăвăр çука юлсан, сире ĕмĕр пурăнмалли çурта илĕç. 10 Сахалра шанчăклă çын нумаййинче те шанчăклă; сахалра ултавли нумаййинче те ултавлă. 11 Çавăнпа ĕнтĕ, сире ку тĕнчери ултавлă мула та шанса пама çук пулсан, тӳпери чăн-чăннине кам шанса парĕ? 12 Ют çын пурлăхне шанса пама çук пулсан, апла хăвăрăнне сире кам шанса парĕ? 13 Нимĕнле тарçă та харăсах икĕ хуçана юраймасть, мĕншĕн тесен вăл пĕр хуçине кураймĕ, теприне юратĕ; е пĕриншĕн чунне парса тăрăшĕ, теприншĕн тăрăшмĕ. Эсир харăсах Турă чури те, мул чури те пулаймăр».
Саккун тата Турă Патшалăхĕ
14 Укçа юратакан фарисейсем те çак сăмахсене илтнĕ. Вара вĕсем Иисусран тăрăхласа кулма пуçланă. 15 Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир çынсем умĕнче хăвăра тӳрĕ пек кăтартатăр, анчах сирĕн чĕрĕре Турă пĕлет. Мĕншĕн тесен çынсем хушшинче чаплă пекки Турă умĕнче ирсĕр. 16 Иоанн киличчен саккунпа пророксем кăна пулнă. Çав вăхăтран пуçласа Турă Патшалăхĕн Ырă Хыпарне пĕлтереççĕ, тăрăшсассăн кашниех унта кĕреет. 17 Çапах та саккунри пĕр сас палли те çухалмасть. Вăл пĕтиччен çĕрпе пĕлĕт пĕтĕ. 18 Кирек кам та, арăмĕнчен уйăрăлса урăххине качча илсен, мăшăрне улталать. Уйăрăлнă хĕрарăма качча илни те мăшăра улталаниех пулать».
Пуянпа Лазарь
19 Иисус татах каланă: «Пĕр çын питĕ пуян пулнă. Вăл чи хаклă йышши тумтирпе çӳренĕ, куллен чаплă ĕçкĕ-çикĕ тунă. 20 Çав пуянăн хапхи умĕнче кĕсенленсе кайнă Лазарь ятлă кĕлмĕç выртнă. 21 Вăл пуян сĕтелĕ çинчен ӳкекен тĕпренчĕксемпе тăранса пурăнасшăн пулнă. Унăн суранĕсене йытăсем пыра-пыра çулланă. 22 Кĕлмĕç вилнĕ те, ангелсем ăна Авраам патне пĕлĕт çине илсе кайнă. Пуян çын та вилнĕ, ăна пытарнă. 23 Вăл тамăкра асапланнă чух çӳлелле пăхнă та инçетре Авраама тата унпа юнашар тăракан Лазаре курнă. 24 „Эй, Авраам мăн асатте, хĕрхен мана! – тесе кăшкăрнă пуян. – Лазаре ярсам, типнĕ çăварăма тумлам шывпа йĕпеттĕрччĕ! Эпĕ çак çулăм ăшĕнче питĕ асапланатăп-çке!“ 25 Анчах та Авраам çапла каланă: „Ачам! Астуса ил-ха, çĕр çинчи пурăнăçунта эсĕ ырлăх куртăн, Лазарь вара нуша курса пурăнчĕ. Халĕ вăл кунта савăнать, эсĕ вара асапланатăн. 26 Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каçма та, леш енчен ку енне каçма та май çук, мĕншĕн тесен сирĕнпе пирĕн хушшăмăрта тĕпсĕр шырлан“. 27 Вара пуян йăлăнса ыйтнă: „Эй, мăн асаттем, тархаслатăп сана, Лазаре эсĕ атте килне ярсамччĕ. 28 Унта манăн татах пилĕк шăллăм пур-çке! Вăл вĕсене каласа пĕлтертĕр, вĕсен те çак асапланмалли вырăна килмелле ан пултăрччĕ!“ 29 Авраам ăна каланă: „Вĕсен Моисей тата пророксем пур. Вĕсем çавсене итлеччĕр“. 30 „Çук, Авраам мăн асатте, – хирĕçленĕ пуян, – вилнисенчен кам та пулин кайса каласан, вĕсем çылăхĕсенчен ӳкĕнĕччĕç“. 31 Вара Авраам ăна çапла каланă: „Вĕсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чĕрĕлсе тăрса каласан та ĕненмĕç“».
Çылăха кĕресси, каçарасси, ĕненесси çинчен
1 Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: «Этемĕн çылăха кĕресси пулатех, анчах илĕртсе çылăха кĕртекене хуйхă пулĕ. 2 Ăна, мăйне арман чулĕ çакса тинĕсе пăрахсан, çак пĕчĕкскерсенчен пĕрне те пулин илĕртсе çылăха кĕртнинчен лайăхрах пулĕччĕ. 3 Хăвăра хăвăр астуса пурăнăр. Тăвану сан умăнта çылăха кĕрсен эсĕ ăна йăнăшне кăтарт; ӳкĕнет пулсан каçар. 4 Вăл сан умăнта кунне çичĕ хут çылăха кĕрсен те, çичĕ хут пырса: „Ӳкĕнетĕп“, – тесен, каçар ăна». 5 Апостолсем вара Хуçамăра: «Пирĕн ĕненĕве вăйлатсам», – тенĕ. 6 Хуçамăр вĕсене каланă: «Эсир пĕр пĕрчĕк те пулин ĕненсессĕн те, çак смоква йывăççине: „Тымарупах кăкланса тинĕсе куçса лар!“ – тесе каласан, вăл сире итленĕ пулĕччĕ». 7 «Калăпăр, санăн суха тăвакан е кĕтӳ кĕтекен чуру пур. Вăл хиртен тавăрăнсан эсĕ ăна: „Кил, сĕтел хушшине ларса апат çи“, – тесе калăн-и? 8 Çук, апла каличчен хуçи малтан: „ç тумтирне улăштарса тăхăн та ман валли каçхи апат хатĕрле, эпĕ ĕçсе çием! Кайран ху ларса çи“, – тейĕ. 9 Хушнă ĕçе тунăшăн хуçи чурине тав тăвĕ-и? Тав тăвĕ тесе шухăшламастăп. 10 Эсир те çаплах, хăвăра мĕн хушнине тусассăн: „Эпир ним тĕшне тăман чурасем, мĕншĕн тесен хамăр тума тивĕçлине кăна турăмăр“, – тейĕр».
Юхан-суранлă вунă çынна сыватни
11 Иисус Иерусалим хулине кайнă чух Галилейăпа Самари хушшинчи çулпа иртсе пынă. 12-13 Пĕр яла кĕрес умĕн Ăна юхан-суранлă вунă çын тĕл пулнă. Вĕсем чарăнса аякранах хыттăн кăшкăрма пуçланă: «Эй, Вĕрентӳçĕ Иисус! Хĕрхенсем пире!» 14 Иисус вĕсене асăрхасан каланă: «Эсир кайăр та священниксене курăнăр». Вара лешсем çулпа пынă чухнех чиртен тасалнă. 15 Вĕсенчен пĕри хăй сывалнине курсанах хытă сасăпа Турра мухтаса каялла тавăрăннă. 16 Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуççапнă. Çакскер Самари çынни пулнă. 17 «Эсир вуннăн юхан-суранран тасалмарăр-и? Тепĕр тăххăрăшĕ ăçта? – тенĕ çавăн чухне Иисус. 18 – Çак урăх халăх çыннисĕр пуçне ыттисем мĕншĕн Турра мухтама тавăрăнмарĕç?» 19 Унтан Иисус ăна: «Эсĕ тăрса каях, ĕненĕвӳ сана çăлчĕ», – тенĕ.
Турă Патшалăхĕ килесси
20 Пĕррехинче фарисейсем Иисусран: «Турă Патшалăхĕ хăçан килет?» – тесе ыйтнă. Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Турă Патшалăхĕ куçа курăнса килмест. 21 Турă Патшалăхĕ – сирĕн шăрта, çавăнпа та: „Акă вăл кунта“ е: „Авă унта“, – тесе калакан пулмĕ». 22 Кайран Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: «Акă вăхăт çитĕ, эсир ун чух Этем Ывăлне пĕр кунлăх та пулин курасшăн пулăр, анчах кураймăр. 23 „Акă Вăл кунта“ е: „Авă унта“, – тейĕç сире, анчах эсир вĕсем хыççăн ан кайăр. 24 Хăй килес кун Этем Ывăлĕ пĕлĕте енчен енне ялтăртаттарса çутатакан çиçĕм пек палăрса килĕ. 25 Анчах та унччен малтан Унăн нумай асап курмалла, çак ăру çыннисем Ăна йышăнмĕç. 26 Ной вăхăтĕнче мĕнле пулнă, Этем Ывăлĕ килес кун та çаплах пулĕ. 27 Ной карап çине ларас кунчченех çынсем ĕçсе çинĕ, авланнă, качча кайнă. Кайран çĕр çине шыв илнĕ те пурне те пĕтернĕ. 28 Лот вăхăтĕнче те çавăн пекех пулнă. Çынсем ĕçнĕ, çинĕ, сутнă, илнĕ, акнă, çуртсем лартнă. 29 Анчах Лот Содомран тухнă кунах вутлă кӳкĕрт пĕлĕтрен çумăр пек çунă та пĕтĕм халăха пĕтернĕ. 30 Этем Ывăлĕ çĕр çине килес кун та çавăн пекех пулĕ. 31 Çав кун кам та пулин кил хушшинче пулсан, хăйĕн япалисене илме пӳрте ан кĕтĕр. Хирте пулсан, вăл та каялла ан тавăрăнтăр. 32 Лот арăмне аса илĕр! 33 Кам хăйĕн пурăнăçне упрасшăн тăрăшĕ, çав ăна пĕтерĕ. Кам та кам пурăнăçне пĕтерĕ, çав ăна çăлса хăварĕ. 34 Калатăп сире: çав каç пĕр вырăн çинчи икĕ çынран пĕрне илĕç, теприне хăварĕç. 35 Икĕ хĕрарăм пĕрле тырă авăртĕç: пĕрне илĕç, теприне хăварĕç. 36 Иккĕн хирте пулĕç: пĕрне илĕç, теприне хăварĕç». 37 Вĕренекенĕсем Иисусран ыйтнă: «Хуçамăр! Ку вара ăçта пулĕ?» «Виле выртакан вырăна ăмăрт кайăксем те пуçтарăнĕç», – тенĕ Иисус.
Тăлăх арăмпа тӳрĕ мар судья
1 Ялан Турра кĕлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пĕлччĕр тесе Иисус вĕсене çакăн пек ытарлăх каланă: 2 «Пĕр хулара судья пурăннă, вăл Турăран та хăраман, çынсене те ним вырăнне хуман. 3 Çав хуларах тата тăлăх арăм пулнă. Вăл ялан çав судья патне пырса: „Мана хампа хирĕçекен çынран хӳтĕлесемччĕ,“ – тесе йăлăннă. 4 Судья нумайччен ун хутне кĕресшĕн пулман. Юлашкинчен хăй ăшĕнче шутланă: „Эпĕ Турăран та хăрамастăп, çынсене те ним вырăнне хумастăп! 5 Анчах ку тăлăх арăм мана пĕртте канăç памасть. Çавăнпа ун ыйтăвне татса парам, урăх аптăратса ан çӳретĕр“». 6 «Тӳрĕ мар судья мĕн каланине астăвăр, – тенĕ унтан Хуçамăр. 7 – Кунĕн-çĕрĕн йăлăнса ыйтсан Турă Хăйĕн суйланă çыннисене, васкаман пек туйăнсан та, хӳтĕлесе хăвармĕ-и? 8 Калатăп сире: Вăл часах вĕсен хутне кĕрĕ. Анчах та Этем Ывăлĕ килсен çĕр çинче ĕненӳ тупайĕ-ши?»
Фарисейпа налук пухакан çинчен каланă ытарлăх
9 Ытти çынсенчен йĕрĕнсе, эпир кăна тӳрĕ пурăнатпăр тесе шутлакансене Иисус çакăн пек ытарлăх каласа кăтартнă: 10 «Икĕ çын Турă Çуртне кĕлтума кĕнĕ: пĕри фарисей пулнă, тепри – налук пухакан. 11 Фарисейĕ тăнă та хăй ăшĕнче çапла кĕлтунă: „Эй, Турăçăм! Тавтапуç Сана, эпĕ ĕнтĕ вăрлакан, кӳрентерекен, мăшăрĕсене улталакан ытти çынсем пек мар. Акă çак налук пухакан пек те мар. 12 Эрнере икĕ хут типĕ тытатăп, хам ĕçлесе илнинчен вуннăмĕш пайне Турăшăн паратăп“. 13 Налук пухаканĕ кăна пуçне çĕклеме те хăяймасăр аякра тăнă. Вăл хуçăк кăмăлпа каланă: „Эй, Турăçăм! Хĕрхен мана, çылăхлă çынна!“ 14 Чăн калатăп сире: çак çын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавăрăнĕ. Мĕншĕн тесен кам хăйне асла хурать, çав кĕçĕне юлĕ; хăйне кĕçĕне хуракан асла тухĕ».
Иисус ачасене пиллет
15 Иисус аллипе сĕртĕнтĕр тесе Ун патне çынсем пĕчĕк ачисене те илсе пынă; çавна курсан вĕренекенĕсем вĕсене Иисуса кансĕрлеме чарнă. 16 Анчах та Иисус, ачасене Хăй патне чĕнсе илсе, вĕренекенĕсене каланă: «Ачасене Ман патăма ярăр, килме ан чарăр, мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ вĕсем пеккисемшĕн. 17 Чăн калатăп сире: Турă Патшалăхне кам ача пек йышăнмасть, çав унта кĕреймĕ».
Иисуспа пĕр пуян çамрăк
18 Пĕр пуçлăх Иисусран ыйтнă: «Эй, Ырă Вĕрентекен! Ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулас тесен манăн мĕн тумалла?» 19 Иисус ăна çапла каланă: «Мĕншĕн эсĕ Мана ырă тетĕн? Пĕр Турăсăр пуçне никам та ырă мар. 20 Пил-хушусене эсĕ пĕлетĕн: мăшăрна ан ултала, ан вĕлер, ан вăрла, судра суйса ан пĕлтер, аçу-аннӳне хисепле». 21 «Эпĕ вĕсене пурне те мĕн ачаранах пăхăнса пурăнатăп», – тенĕ лешĕ. 22 Çавна илтсен Иисус ăна каланă: «Санăн ĕнтĕ пĕри çитеймест. Хăвăн пĕтĕм пурлăхна сут та укçине чухăнсене валеçсе пар, вара сан валли пурлăх çӳл тӳпере пулĕ. Ху кил те Ман хыççăн пыракан пул». 23 Капла каланине илтсен пуян çын салхуланнă, мĕншĕн тесен унăн пурлăхĕ питĕ нумай пулнă. 24 Иисус вара, вăл салхуланнине курса, çапла каланă: «Пуянсене Турă Патшалăхне кĕме епле йывăр! 25 Пуяна Турă Патшалăхне кĕрессинчен тĕвене йĕп çăрти витĕр тухма çăмăлтарах». 26 Çакна илтнĕ çынсем: «Эппин кам çăлăнма пултарĕ?» – тесе ыйтнă. 27 Иисус каланă: «Этем пултарайманнине Турă пултарать». 28 Петр Ăна каланă: «Акă эпир хамăрăн мĕн пуррине пĕтĕмпех хăвартăмăр та Сан хыççăн пыракансем пултăмăр». 29 Иисус вĕсене çапла каланă: «Чăн калатăп сире: кам та кам хăйĕн кил-çуртне е ашшĕ-амăшне, е тăванĕсене, е арăмне, е ачисене Турă Патшалăхĕшĕн пăрахать, 30 вăл кунти пурăнăçрах чылай ытларах илĕ. Лери пурăнăçра вара ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕхлĕ пулĕ».
Иисус Хăй вилсе чĕрĕлесси çинчен виççĕмĕш хут калани
31 Иисус Вун иккĕшне аяккарах чĕнсе илнĕ те каланă: «Акă эпир Иерусалималла çывхарса пыратпăр. Унта вара Этем Ывăлĕ çинчен пророксем çырса хуни пĕтĕмпех пурнăçланĕ. 32 Ăна урăх халăх çыннисен аллине тытса парĕç, лешсем Унран мăшкăлласа кулĕç, Ăна хур тăвĕç, Ун çине сурса пĕтерĕç, 33 чĕн пушăпа хĕнĕç, унтан вĕлерĕç. Виççĕмĕш кунне вара Вăл чĕрĕлсе тăрĕ». 34 Анчах вĕренекенĕсем çапла каланинчен нимĕн те ăнланса илеймен, вĕсемшĕн çав сăмахсем пытарăнчăк пулнă. Иисус мĕн каланине вĕсем пĕлеймесĕрех юлнă.
Суккăр çынна сыватни
35 Иисус Иерихон хули патне çывхарса пынă. Унта пĕр суккăр çын çул хĕрринче ыйткаласа ларнă. 36 Вăл юнашарах халăх иртнине илтнĕ те: «Унта мĕн тăваççĕ?» – тесе ыйтнă. 37 Çынсем ăна: «Назорей Иисусĕ иртсе пырать», – тенĕ. 38 Вăл вара: «Эй, Давид йăхĕнчи Иисус! Хĕрхенсем мана!» – тесе кăшкăрма пуçланă. 39 Малта пыракансем ăна шăпланма хушнă. Анчах суккăр çын тата хытăрах: «Давид йăхĕн Ывăлĕ! Хĕрхенсем мана!» – тесе кăшкăрнă. 40 Иисус чарăннă та суккăра Хăй патне çавăтса пыма хушнă. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран: 41 «Эсĕ Мана мĕншĕн чĕнетĕн?» – тесе ыйтнă. «Эй, Хуçамăр! Манăн куракан пуласчĕ», – хуравланă лешĕ. 42 Иисус ăна каланă: «Куракан пул! Ĕненĕвӳ сана çăлчĕ». 43 Суккăр çав самантрах куракан пулнă та, Турра мухтаса, Иисус хыççăн кайнă. Çавна курсан пĕтĕм халăх Турра мухтама пуçланă.
Иисуспа Закхей
1 Çавăн хыççăн Иисус Иерихон хулине кĕнĕ те урампа утса пынă. 2 Çав хулара налук пухакансен пуçлăхĕ, Закхей ятлă пĕр пуян çын, пурăннă. 3 Вăл Иисуса курасшăн питĕ тăрăшнă, анчах хăй лутра пирки халăх хушшинчен Ăна курайман. 4 Вара Закхей маларах чупса кайнă та Вăл иртес тĕлти смоква йывăççи çине хăпарса тăнă. 5 Çав вырăна çитсен Иисус çӳлелле пăхнă та Закхея асăрханă. «Закхей! Хăвăртрах ан, Манăн паян сан патна хăнана пымалла», – тенĕ ăна Иисус. 6 Закхей васкаса йывăç çинчен аннă та Иисуса хăй патне савăнсах илсе кĕнĕ. 7 Çавна курсан çынсем: «Вăл çылăхлă çын патне кĕчĕ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуçланă. 8 Вара Закхей тăнă та Хуçамăра çапла каланă: «Эй, Хуçамăр! Эпĕ халех хамăн пурлăхăн çуррине чухăнсене валеçсе паратăп. Кама та пулин улталанă пулсан, эпĕ ăна тăватă хут ытларах тавăрса парăп». 9 «Паян Закхей кил-йышне çăлăнăç çитрĕ, мĕншĕн тесен вăл та Авраам ачи! 10 Этем Ывăлĕ çухалнă çынсене шыраса тупса çăлма килнĕ», – тенĕ Иисус.
Вунă мина укçа çинчен каланă ытарлăх
11 Çакна итлекен çынсене Вăл тата тепĕр ытарлăх каласа панă. Иисус Иерусалималла çывхарса пынăçемĕн çынсем Турă Патшалăхĕ те часах çитĕ тесе шутланă. 12 Иисус çапла каланă: «Пĕр чаплă ăруран тухнă çын, патшана ларма ирĕк илсе тавăрăнас тесе, инçетри çĕр-шыва кайма хатĕрленнĕ. 13 Вăл вунă чурине чĕннĕ те кашнинех пĕрер мина укçа парса каланă: „Эпĕ тавăрăниччен эсир çак укçана ĕçе хывса тупăш тăвăр“, – тенĕ. 14 Анчах çав çĕр-шывра пурăнакансем ăна курайман пирки: „Вăл пирĕн патша ан пултăр!“ – тесе калама ун хыçĕнчен хăйсен çыннисене янă. 15 Хайхискер, патшана ларма ирĕк илсе тавăрăнсан, кĕмĕл укçа парса хăварнă чурисене чĕнтернĕ те кам мĕн чухлĕ тупăш тунине тĕпчеме тытăннă. 16 Пĕр чури пынă та: „Хуçам, эсĕ парса хăварнă мина вунă мина тупăш кӳчĕ“, – тенĕ. 17 „Аван, эсĕ ырă чура! Пĕчĕк тивĕçе тӳрре кăларнăшăн эпĕ сана вунă хула пуçлăхĕ тăватăп“, – тенĕ ăна хуçи. 18 Унтан иккĕмĕш чури те: „Хуçам, эсĕ парса хăварнă мина пилĕк мина тупăш кӳчĕ“, – тенĕ. 19 „Сана та пилĕк хула пуçлăхĕ тăватăп“, – тенĕ хуçи ăна. 20 Кайран виççĕмĕшĕ пырса çапла каланă: „Хуçам! Акă эсĕ парса хăварнă мина, эпĕ ăна тутăрпа чĕркесе усрарăм. 21 Эпĕ санран хăрарăм, мĕншĕн тесен эсĕ хытă чунлă çын: памасăрах илетĕн, акмасăрах выратăн“. 22 Хуçи ăна каланă: „Эй, усал чура! Эпĕ сана хăвăн сăмахусемпех айăплатăп! Эпĕ хытă чунлă пулнине, памасăрах илнине, акмасăрах вырнине эсĕ пĕлнĕ. 23 Апла мĕншĕн ман кĕмĕл укçана усламçăсене те пулин памарăн? Тавăрăнсан эпĕ тупăш илнĕ пулăттăм“. 24 Унтан хуçа хăй умĕнче тăракансене каланă: „Унри пĕр мина укçана илĕр те вунă мина укçаллă чурама парăр“. 25 „Хуçамăр, унăн ахаль те вунă мина пур вĕт“, – тенĕ лешсем. 26 „Калатăп сире: камăн пур, ăна татах парĕç. Камăн çук, унăнне мĕн пур пеккине те туртса илĕç, – тенĕ хуçа. 27 – Эпĕ хăйсен патши пулнипе килĕшмен леш тăшманăмсене кунта илсе килĕр те хам куç умĕнчех вĕлерĕр“».
Иисус Христос Иерусалим хулине кĕни
28 Çакна каласан Иисус малалла кайнă. Вăл Иерусалим хулинелле хăпарса пынă. 29 Елеон текен ту патĕнчи Вифагипе Вифани патне çывхарсан Вăл икĕ вĕренекенне 30 çапла каласа янă: «Хамăр умра ларакан çак яла кайăр. Эсир унта кĕрсенех кăкарса хунă çамрăк ашака курăр, ун çине ку таранччен никам та утланса çӳремен. Эсир ăна вĕçертсе çавăтса килĕр. 31 Кам та пулин сирĕнтен: „Ашака мĕншĕн вĕçертетĕр?“ – тесе ыйтсан, „Вăл Хуçамăра кирлĕ“, – тейĕр». 32 Вĕренекенĕсем яла çитсен пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулса иртнĕ. 33 Ашакне вĕçертнĕ чух хуçисем вĕсенчен: «Ашак тихине мĕншĕн вĕçертетĕр?» – тесе ыйтнă. 34 «Вăл Хуçамăра кирлĕ», – тенĕ лешсем. 35 Унтан вĕсем ашак тихине çавăтса пынă та ун çине хăйсен тумтирне хунă, ашак çине Иисуса утлантарнă. 36 Ашак çине утланнă Иисус пынă чух çынсем хăйсен тумтирĕсене çул тăрăх сарса пынă. 37 Иисус Елеон тăвĕ çинчен анмалли вырăна çитсен вĕренекенĕсем пурте, темĕн чухлĕн, хăйсем курнă мĕн пур хăватсемшĕн Турра мухтаса, савăнса хытă кăшкăрма пуçланă: 38 «Хуçа Турă ячĕпе килекен Патша мухтавлă! Пĕлĕт çинче канăçлăх, çӳлте мухтав пултăр!» 39 Халăх хушшинчен хăш-пĕр фарисейсем Иисуса каланă: «Вĕрентекен, Хăвăн вĕренекенӳсене чар!» – тенĕ. 40 «Калатăп сире, – тенĕ Иисус вĕсене хирĕç, – вĕсем шăплансан чулсем кăшкăрма пуçлĕç».
Иисус Иерусалимшăн йĕни
41 Иерусалим патне çывхарсан Иисус хула çине пăхнă та ун шăпишĕн хурланса йĕрсе янă. 42 Вара çапла каланă: «Эх, Иерусалим! Хăвна мĕн канăçлăх кӳнине эсĕ çак кунсенче те пулин пĕлес пулсанччĕ, анчах та вăл халĕ саншăн пытарăнчăк. 43 Акă кунсем çитĕç, тăшманусем сана хупăрласа илĕç, йĕри-тавра шăтăксем чавĕç, пур енчен те хĕстерсе çитерĕç. 44 Вĕсем сана та, ачусене те тĕп тăвĕç; çак вырăнта чул çинче чул та хăвармĕç, мĕншĕн тесен эсĕ хăвăн патна Турă килнĕ вăхăта пĕлеймерĕн».
Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни
45 Иисус Турă Çуртне кĕнĕ те унта суту-илӳ тăвакансене хăваласа кăларма пуçланă, 46 вĕсене çапла каланă: «„Манăн çуртăм – кĕлĕ çурчĕ“, – тенĕ Çырнинче. Эсир вара ăна вăрă-хурах йăви туса хунă!» 47 Иисус кашни кун Турă Çуртĕнче вĕрентнĕ. Аслă священниксем, саккун вĕрентӳçисемпе халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсем вара Ăна пĕтересшĕн пулнă, 48 анчах нимĕнле те май тупайман, мĕншĕн тесен пĕтĕм халăх, Иисуса итлес тесе, Унран уйăрăлман.
Кам Сана çакнашкал ирĕк панă
1 Пĕррехинче, Иисус Турă Çуртĕнче халăха Ырă Хыпар каласа вĕрентнĕ чух, Ун патне аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем тата ятлă-сумлă çынсем пынă та: 2 «Эсĕ çакна мĕнле тивĕçпе тăватăн? Кам Сана çакнашкал ирĕк панă?» – тесе ыйтнă. 3-4 «Манăн та сирĕнтен пĕр сăмах ыйтмалли пур, – тавăрнă вĕсене Иисус. – Калăр-ха Мана, Иоанн шыва кĕртни çӳлтен е этемрен пулнă?» 5 Лешсем вара пĕр-пĕринпе канашлама пуçланă: «„Çӳлтен“, – тесен, „Эсир мĕншĕн Иоана ĕненмерĕр?“ – тейĕ Вăл. 6 „Этемрен“, – теес, пĕтĕм халăх пире чулпа пере-пере вĕлерĕ, мĕншĕн тесен халăх Иоана пророк тесе шанать». 7 Вара вĕсем: «Пĕлместпĕр!» – тесе хуравланă. 8 «Эппин Эпĕ те сире çакна мĕнле тивĕçпе тунине каламастăп», – тенĕ вĕсене Иисус.
Усал пахчаçăсем çинчен каланă ытарлăх
9 Кайран Иисус халăха çакăн пек ытарлăх каласа панă: «Пĕр çын иçĕм çырли лартса пахча тунă та ăна тара тытнă пахчаçăсене парса хăварса хăй нумайлăха тухса кайнă. 10 Иçĕм çырли пухма вăхăт çитсессĕн çав хуçа чурине пахчаçăсем патне çырла илме янă. Анчах лешсем ăна хĕнесе тăкнă та пуш алăпах кăларса янă. 11 Вара вăл тата тепĕр чурине янă. Пахчаçăсем ăна та хĕнесе-вăрçса нимĕнсĕрех янă. 12 Вара вăл виççĕмĕш чурине ярса пăхнă. Лешсем ăна аманичченех хĕненĕ те пахчаран кăларса пăрахнă. 13 Унтан пахча хуçи: „Мĕн тăвам-ши? Юратнă ывăлăма ярса пăхам-ха, тен, ăна курсан, вăтанĕç“, – тенĕ. 14 Анчах та пахчаçăсем, хуçа ывăлне курсан: „Ашшĕн пурлăхĕ çакна юлмалла, атьр ăна вĕлерер те тивĕçлĕ еткерне хамăр илер“, – тесе шут тунă. 15 Вĕсем вара ăна пахчаран илсе тухнă та вĕлернĕ. Çавăн хыççăн пахча хуçи вĕсене мĕн тăвĕ? 16 Вăл килсе çав пахчаçăсене вĕлерттерĕ те пахчине урăххисене парĕ». Çак ытарлăха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултăрах!» – тенĕ. 17 Анчах та Иисус вĕсене тинкерсе пăхнă та: «„Çурт тăвакансем пăрахăçланă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ“, – тесе çырни мĕне пĕлтерет? 18 Çав чул çине ӳкекен арканĕ. Чулĕ хăй кам çине ӳкĕ, ăна лапчăтса пăрахĕ», – тенĕ. 19 Вара аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем çак ытарлăха хăйсем çинчен каланине ăнланса илнĕ. Çавăнтах вĕсем Иисуса ярса тытасшăн пулнă, анчах та халăхран хăранă.
Рим патшине тӳлемелли налук
20 Вĕсем Ăна сăнасах тăнă. Пуçлăхсен, влаçсен аллине тытса памашкăн Иисус каланинче айăпламалли сăлтав тупас тесе Ун патне вĕсем ырă пуланçи чее çынсене янă. 21 Лешсем вара Иисусран ыйтнă: «Вĕрентекен! Эсĕ тĕрĕс каланине, тĕрĕс вĕрентнине тата çынна вăл кам пулнине кура хакламаннине эпир пĕлетпĕр. Эсĕ, чăнах та, Турă çулĕ çинчен вĕрентетĕн. 22 Эппин каласамччĕ: эпир Рим патшине налук пани тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и?» 23 Иисус вара, вĕсен чеелĕхне пĕлсе тăрса: «Мĕн эсир Мана илĕртсе тĕрĕслетĕр? – тенĕ. 24 – Укçăра кăтартăр-ха Мана. Ун çине кам сăнне çаптарнă, кам ятне çырнă?» Вĕсем Ăна хирĕç: «Патшанне», – тесе тавăрнă. 25 Иисус вĕсене каланă: «Эппин патшанне патшана парăр, Туррăнне – Турра». 26 Çапла вĕсем Иисус çын çинче каланă сăмахĕнче айăп тупайман, Унăн хуравĕнчен тĕлĕнсе шăпланнă.
Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен ыйтни
27 Кайран Иисус патне вилнисем чĕрĕлессине ĕненмен саддукейсенчен хăшĕ-пĕрисем пырса çапла ыйтнă: 28 «Вĕрентекен, Моисей пирĕн валли çапла çырса хăварнă: „Камăн та пулин авланнă пиччĕшĕ ача-пăчасăр вилсен, шăллĕ унăн арăмне качча илтĕр, пиччĕшĕн йăхне тăстăр“. 29 Пĕр кил-йышра çичĕ пĕртăванччĕ. Асли авланчĕ те ача-пăча хăвармасăрах вилчĕ. 30 Вара ун арăмне иккĕмĕшĕ качча илчĕ, вăл та ача-пăча хăвармасăр вилчĕ. 31 Унтан çав хĕрарăмпа виççĕмĕшĕ пĕрлешрĕ. Çапла çичĕ тăванĕ те ăна качча илчĕç, анчах пурте ачаллă пулаймасăрах вилчĕç. 32 Пуринчен кайран хĕрарăмĕ те вилчĕ. 33 Ĕнтĕ вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсен вăл хăшĕн арăмĕ пулĕ? Çиччĕшĕ те унпа пурăннă-çке-ха». 34 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Çак пурăнăçра пурăнакансем авланаççĕ те, качча та каяççĕ. 35 Анчах та лери пурăнăçра вилĕмрен чĕрĕлсе тăма тивĕçлĕ пулнисем авланмаççĕ те, качча та каймаççĕ. 36 Вĕсем ĕнтĕ, чĕрĕлсе тăма тивĕçлĕ пулнисем – Турă ачисем, ангелсемпе танах вилĕмсĕр. 37 Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси пирки вара Моисей кĕнекинче çунса тăракан тĕмĕ çинчен каланă вырăн пур. Хуçамăр унта ăна: „Эпĕ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – тенĕ. 38 Турă вăл вилнисен Турри мар, чĕррисен Турри. Уншăн пурте чĕрĕ». 39 Вара хăш-пĕр саккун вĕрентӳçисем Ăна хирĕç: «Вĕрентекен, Эсĕ аван каларăн», – тенĕ. 40 Çавăн хыççăн пĕри те Иисуса ыйтусем пама хăяйман.
Турă Суйласа илни кам йăхĕнчен пулмалла
Иисус вара вĕсенчен ыйтнă: 41 «Епле-ха тата Турă Суйласа илни Давид йăхĕнчен пулмалла теççĕ? 42-43 Давид хăй вара псалом кĕнекинче çапла çырнă: „Хуçамăр манăн Хуçама каланă: Эпĕ Сан тăшманусене Санăн уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче, хисеплĕ вырăнта лар“. 44 Çапла вара, Давид Ăна Хуçам тет. Эппин епле-ха Вăл унăн йăхĕнчен пулма пултарать?»
Саккун вĕрентӳçисенчен асăрхаттарни
45 Пĕтĕм халăх Иисус сăмахне итлесе тăнă чухне Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене çапла каланă: 46 «Саккун вĕрентӳçисенчен сыхланăр. Вĕсем вăрăм тумтирпе саркаланса çӳреме юратаççĕ, халăх йышлă çĕрте хăйсене саламланине килĕштереççĕ; синагогăра малта ларма, ĕçкĕ-çикĕре кĕрекере ларма юратаççĕ. 47 Çавсем ĕнтĕ тăлăх арăмсене кил-çуртсăр хăвараççĕ тата çын умĕнче юриех нумайччен кĕлтăваççĕ. Вĕсене ыттисенчен те йывăртарах айăплав пулĕ».
Тăлăх арăмăн икĕ вак укçи
1 Унтан Иисус çавăрăнса пăхнă та Турă Çуртĕнчи парне арчине пуянсем хăйсен укçине янине курнă. 2 Пĕр чухăн тăлăх арăм та пырса икĕ лептăлăх вак укçа хунă. 3 Çавна курсан Иисус каланă: «Чăннипех те, çак чухăн тăлăх арăм пуринчен те ытларах хучĕ. 4 Мĕншĕн тесен пурте ытлашшине Турра парне пачĕç. Ку вара хăйне тăранса пурăнмалăх юлашки пур-çук укçине пĕтĕмпех хучĕ».
Турă Çуртне аркатасси çинчен
5 Иисусăн хăш-пĕр вĕренекенĕсем Турă Çурчĕ çинчен: «Вăл епле капмар! Ăна хаклă чулсемпе, Турра парнеленĕ япаласемпе илемлетнĕ», – тесе калаçнă. Çавăн чухне Иисус вĕсене каланă: 6 «Вăхăт çитĕ, эсир çакăнта куракан çуртсене пĕтĕмпех аркатĕç, чул çинче чул та юлмĕ». 7 «Вĕрентекен, вăл хăçан пулĕ? Çавă пуласса мĕнле паллă тăрăх пĕлмелле?» – тесе ыйтнă Унран вĕренекенĕсем. 8 Иисус вара çапла каланă: «Хăвăра илĕртсе улталасран асăрханăр, мĕншĕн тесен нумайăшĕ Ман ятăмпа килĕç те: „Эпĕ – Христос!“ – тейĕç. „Ĕнтĕ вăхăт пĕтесси çывăх!“ – тейĕç. Вĕсем хыççăн ан кайăр. 9 Вăрçăсем çинчен, халăх пăлханни çинчен илтсен хăраса ан ӳкĕр. Çавă малтан пулмалла, анчах ун хыççăн та тӳрех вăхăт пĕтмĕ-ха». 10 Иисус татах каланă: «Халăх çине халăх тапăнĕ, патшалăх çине патшалăх вăрçăпа тухĕ; 11 вырăнăн-вырăнăн питĕ хытă çĕр чĕтреннисем, выçлăх çулсем тата вĕлерекен чир-чĕрсем пулĕç. Тӳпере хăрушă пулăмсемпе аслă паллăсем курăнĕç. 12 Çаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятăмшăн сирĕн çине алă çĕклĕç, синагогăсемпе тĕрмесене тытса парса хĕсĕрлĕç, пуçлăхсемпе патшасем умне илсе пырса тăратĕç. 13 Çакă йăлтах Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн пулĕ. 14 Çакна чĕре варне хурăр: мĕн тавăрса калас-ши тесе малтанах ан кулянăр, 15 мĕншĕн тесен Эпĕ сирĕн чĕлхе-çăварăра ăслăлăх парăп. Тăшманăрсенчен пĕри те сире хирĕç сăмах тупса калаймĕ, сире хирĕç тăраймĕ. 16 Тата сире аçăр-аннĕрсем те, тăванăрсем те, хурăнташăрсем те, тусăрсем те сутĕç, сиртен хăшне-пĕрне вĕлерĕç. 17 Ман ятăмшăн сире пурте курайми пулĕç. 18 Анчах та сирĕн пуçăр çинчи пĕр çӳç пĕрчине пĕтерни те Турă ĕçĕшĕн усăсăр пулмĕ. 19 Чтăмлă пулнипе чунăрсене çăлса хăварăр».
Иерусалима аркатасси çинчен
20 «Иерусалима йĕри-тавра çар хупăрласа илнине курсан, вара унăн юхăнса тăрас вăхăчĕ çывхарнине пĕлĕр! 21 Иудея халăхĕ ун чухне тусем çине тартăр, Иерусалимри çынсем хăвăртрах хуларан тухчăр, хула таврашĕнчисем хулана ан кĕччĕр. 22 Мĕншĕн тесен çак кунсем – тавăру кунĕсем, вĕсем пирки Çырнинче мĕн калани йăлтах пурнăçланĕ. 23 Çав кунсенче йывăр çын пулнă хĕрарăмсене, кăкăр çитерекен амăшĕсене хуйхă пулĕ. Çĕр çине пысăк асаплăх килĕ, çак халăха Турă çилли çитĕ. 24 Пĕрисене хĕçпе вĕлерĕç, теприсене тĕрлĕрен урăх халăх хушшине тыткăна илсе кайĕç. Иерусалима ют халăхсем хăйсен вăхăчĕ иртичченех таптĕç».
Христос тепĕр хут килесси
25 «Хĕвелпе уйăх çинчи, çăлтăрсем çинчи пулăмсем хăрушă паллăсем пулĕç. Çĕр çинчи халăхсем хуйха ӳкĕç, ăнран кайĕç. Тинĕс шавласа, кĕрлесе тăрĕ. 26 Тӳпери вăй-хăватсем кисренĕç. Çавăнпа та, тĕнчене килес асапсене кĕтсе, çынсем вилесле сехĕрленсе ӳкĕç. 27 Вара тӳпери пĕлĕт çинче аслăран та аслă мухтавпа тата хăватпа килекен Этем Ывăлне курĕç. 28 Çаксем пула пуçласан пуçăрсене усас вырăнне çĕклĕр, мĕншĕн тесен сирĕн çăлăнас вăхăтăр çывхарать».
Смоква йывăççипе танлаштарни
29 Унтан Иисус вĕсене ытарлăх каласа панă: «Смоква йывăççи çине, ытти мĕн пур йывăçсем çине пăхăр-ха. 30 Вĕсем çулçă кăлара пуçласан эсир çу çывхарса килнине пĕлетĕр. 31 Çавăн пекех, çаксем пула пуçланине курсан, Турă Патшалăхĕ çывăххине пĕлĕр. 32 Чăн калатăп сире: çаксем пурте çак ăру пĕтичченех пулса иртĕç. 33 Çĕрпе пĕлĕт те пĕтĕ, Ман сăмахăмсенчен пĕри те пĕтмĕ».
Сыхă тăма чĕнни
34 «Хăвăра хăвăр асăрхăр: çиесшĕн, ĕçсе ӳсĕрĕлесшĕн çăткăнланса ан çӳрĕр, пурăнăç хуйхи-суйхипе кăмăлăрсене ан хуçăр. Çав кун сирĕншĕн кĕтмен çĕртен ан пултăр, 35 мĕншĕн тесен çав кун пĕтĕм çĕр пичĕ çинче пурăнакансене тетеле çаклатнă пек çаклатĕ. 36 Çавăнпа ĕнтĕ яланах сыхă тăрăр, çав килес асапсенчен хăтăлма вăй-хал ыйтса кĕлтăвăр, Этем Ывăлĕ умне тăма тивĕçлĕ пулăр». 37 Кăнтăрла Иисус Турă Çуртĕнче вĕрентнĕ, каçхине хуларан тухса Елеон ятлă ту çинче çĕр каçнă. 38 Вăл вĕрентнине итлеме пĕтĕм халăх куллен ир-ирех Турă Çуртне пуçтарăннă.
Иисуса хирĕç тунă кавар
1 Тутлăлла çăкăр уявĕ, пасха текен уяв, çывхарса килнĕ. 2 Аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем, халăхран хăранипе, Иисуса вĕлерме вăрттăн май шыранă. 3 Вун иккĕшĕнчен пĕрин, Искариот текен Иудăн, ăшне шуйттан кĕнĕ. 4 Вăл вара кайнă та Иисуса мĕнле тытса парасси çинчен аслă священниксемпе, пуçлăхсемпе канаш тунă. 5 Лешсем савăннипе ăна укçа пама пулнă. 6 Вара Иуда, вĕсемпе килĕшсе татăлсан, Иисуса халăхран вăрттăн тытса пама меллĕ вăхăт шыранă.
Пасха апачĕ тума хатĕрленни
7 Тутлăлла çăкăр уявĕ çитнĕ. Çавăн чухне пасха валли путек пусмалла пулнă. 8 Иисус вара Петрпа Иоана çапла каласа янă: «Кайăр та хамăр валли пасха апачĕ хатĕрлесе хурăр». 9 «Эсĕ пире ăçта хатĕрлеме хушатăн?» – тесе ыйтнă Унран вĕсем. 10 Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир хулана пырса кĕнĕ чух кăкшăмпа шыв çĕклесе пыракан çынна тĕл пулăр. Вара ун хыçĕнчен кайăр та вăл кĕрекен çурта кĕрĕр. 11 Унтан кил хуçине калăр: „Вĕрентекен санран ыйтать: Манăн пасха апатне вĕренекенĕмсемпе пĕрле хăш пӳлĕмре çимелле пулать?“ 12 Вăл сире янтăласа хунă пысăк та хăтлă пӳлĕм кăтартĕ, çавăнта хатĕрлĕр». 13 Петрпа Иоанн хулана кайсан пĕтĕмпех Иисус каланă пек пулса иртнĕ. Унтан вĕсем пасха апачĕ хатĕрлесе хунă.
Аслă каçхи апат
14 Вăхăт çитсен Иисус вун икĕ апостолĕпе пĕрле сĕтел хушшине ларнă. 15-16 Унтан вĕсене çапла каланă: «Пасха апачĕ Турă Патшалăхĕнче пулса çитмесĕр те Эпĕ ăна урăх çиеймĕп, çавăнпа калатăп та сире: асап куриччен малтан Манăн ăна питĕ сирĕнпе ларса çиес килет». 17 Вара Иисус курка илсе Турра тав тунă та каланă: «Çакна илĕр те кашниех ĕçсе парăр. 18 Калатăп сире: Турă Патшалăхĕ килмесĕр те Эпĕ ĕнтĕ иçĕм çырли эрехне ĕçеймĕп». 19 Вăл тата çăкăр илсе Турра тав тунă та, вĕренекенĕсене хуçа-хуçа парса, каланă: «Çакă – сирĕншĕн паракан Манăн Ӳтĕм. Малашне те Мана аса илсе çак йăлана тăвăр». 20 Каçхи апат хыççăн, çавнашкалах, Иисус курка илсе каланă: «Çак курка – сирĕншĕн юхакан Юнăмпа çирĕплетнĕ Çĕнĕ Халал. 21 Акă ĕнтĕ Мана сутакан та Манпа пĕрле çак сĕтел хушшинчех ларать. 22 Этем Ывăлĕн малтанах палăртнă çулне утса тухмаллах, анчах та Ăна тытса паракана хуйхă пулĕ». 23 Вĕренекенĕсем вара пĕр-пĕринчен ыйтса: «Пирĕн хушшăмăртан кам тытса пама пултарĕ-ши?» – тесе калаçнă.
Тарçă пек пулăр
24 Çавăнтах тата вĕсем хăйсем хушшинче хăшĕ аслăраххи пирки тавлашма тытăннă. 25 Иисус вĕсене каланă: «Патшасем халăхпа хуçаланаççĕ, халăхпа пуç пулакансене „ырă хуçам“ теççĕ. 26 Эсир унашкал ан пулăр. Сирĕн хушшăрта асли кĕçĕнни пек пултăр, хуçи те тарçă пек пултăр. 27 Хăшĕ аслă: кĕрекере лараканни-и е ĕçлесе тăракан тарçи? Кĕрекере лараканни мар-и вара? Анчах та акă Эпĕ сирĕн хушшăрта тарçă пек пултăм. 28 Мана йывăр чухне эсир Манпа пĕрле пултăр. 29-30 Ман Патшалăхăмра кĕрекере ĕçсе çиччĕр тесе, Израилĕн вун икĕ рăвĕн тӳри пулма престол çине ларччăр тесе Аттем Мана Патшалăх парса хăварнă пекех, Эпĕ те сире Патшалăх шанса парса хăваратăп».
Петр тунасса Иисус малтанах калани
31 Иисус вара каланă: «Эх, Симон, Симон! Акă ĕнтĕ шуйттан сире тулă алланă пек аллама ирĕк ыйтса илчĕ. 32 Анчах та ĕненĕвӳ ан чактăр тесе Эпĕ саншăн кĕлтурăм. Эсĕ те кайран, ху тĕрексĕр пулнăшăн ӳкĕнсен, тăванусене тĕреклĕх пар». 33 «Хуçамăр, эпĕ Санпа пĕрле тĕрмене ларма та, вилме те хатĕр!» – тенĕ Ăна Петр. 34 «Петр, сана калатăп: кĕçĕр, автан авăтичченех, эсĕ Мана виçĕ хутчен пĕлмĕш пулăн», – тенĕ ăна Иисус. 35 Унтан вĕренекенĕсенчен ыйтнă: «Эпĕ сире укçа енчĕкĕсĕр, хутаçсăр, пушмаксăр янă чух сирĕн мĕн те пулин çитменни пулчĕ-и?» Лешсем Ăна хирĕç: «Çитменни нимĕн те пулмарĕ!» – тенĕ. 36 Иисус вĕсене каланă: «Халĕ ĕнтĕ укçа енчĕкĕ пуррисем ăна илччĕр, хутаçне те илччĕр. Камăн хĕç çук, вăл тумтирне сутса хĕç илтĕр. 37 Мĕншĕн тесен Çырнинче: „Ăна вăрă-хурах шутне кĕртĕç“ тесе калани Манпа пурнăçланмаллах, çакă часах пулса иртмелле». 38 «Хуçамăр! Акă кунта икĕ хĕç пур», – тенĕ вĕсем. «Çитет», – тенĕ Вăл вĕренекенĕсене.
Елеон тăвĕ çинче кĕлтуни
39 Унтан тухсан Иисус хăнăхнă йăлипе Елеон тăвĕ çине кайнă. Унпа пĕрле вĕренекенĕсем те пынă. 40 Вырăна çитсен Иисус вĕсене каланă: «Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе кĕлтăвăр». 41 Хăй вара вĕсем патĕнчен пĕр вăтăр утăма кайнă та чĕркуçленсе ларса 42 çапла кĕлтунă: «Эй, Аттем! Кмăлу пулсан, çак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччĕ. Çапах та Ман ирĕк мар, Санăн ирĕкӳ пултăр». 43 Вара тӳперен ангел курăнса Ăна вăй-хăват панă. 44 Плхана-пăлхана Иисус тата хытăрах кĕлтунă. Унăн тарĕ çĕре юн пек тумланă. 45 Кĕлтунă хыççăн Вăл вĕренекенĕсем патне пынă та лешсем куляна-куляна çывăрсах кайнине курнă. 46 «Эсир мĕншĕн çывăратăр? Илĕртнипе çылăха кĕрес марччĕ тесе, тăрса кĕлтăвăр», – тенĕ вĕсене Иисус.
Иисуса тытни
47 Иисус çапла каласа тăнă чух унта пĕр ушкăн халăх пырса çитнĕ. Вĕсен умĕнче Вун иккĕшĕнчен пĕри, Иуда ятли, пынă. Вăл Иисуса чуптума Ун умне пырса тăнă, мĕншĕн тесен Иуда лешсене: «Эпĕ Кама чуптăвăп, Çавă Иисус пулĕ», – тесе паллă пама пулнă. 48 Иисус вара ăна каланă: «Иуда, Этем Ывăлне чуптусах тытса паратăн-и?» 49 Иисуспа пĕрле пулнисем, ĕç-пуç епле кайнине курсан: «Хуçамăр, хĕçсене кăларар мар-и?» – тенĕ Ăна. 50 Вĕсенчен пĕри аслă священникăн чурине хĕçпе сулса янă та унăн сылтăм хăлхине касса татнă. 51 Иисус вĕсене каланă: «Чарăнăр, çитĕ!» Унтан Вăл çав тарçă хăлхине сĕртĕнсе сыватнă. 52 Хăйне тытма пынă аслă священниксене, Турă Çурчĕн хурал пуçлăхĕсене, ятлă-сумлă çынсене Иисус çапла каланă: «Эсир Мана тытма, вăрă-хураха хирĕç тухнă пек, хĕçсемпе, шалçасемпе килтĕр. 53 Эпĕ кашни кун сирĕнпе пĕрле Турă Çуртĕнче пултăм, эсир ун чух Мана тĕкĕнмерĕр. Халĕ ĕнтĕ тĕттĕмлĕх хуçаланать, ку – сирĕн вăхăтăр».
Петр Иисуса пĕлмĕш пулни
54 Вĕсем Иисуса ярса тытнă та аслă священник çуртне илсе кайнă. Петр вĕсем хыççăн чылай каярахра утса пынă. 55 Çынсем картиш варринче кăвайт хурса пурте йĕри-тавра пухăнсан, вĕсен хушшине Петр та пырса ларнă. 56 Пĕр хĕрарăм тарçă, Петр кăвайт умĕнче ларнине курсан, ун çине тинкерсе пăхса каланă: «Ку çын та Унпа пĕрлеччĕ». 57 Анчах та Петр, Иисусран тунса, çав хĕрарăма: «Эпĕ Ăна пĕлместĕп», – тесе тавăрнă. 58 Кштахран тепри ăна асăрханă та: «Эсĕ те çав ушкăнранахчĕ», – тенĕ. Петр çав çынна та: «Çук, çук!» – тенĕ. 59 Сехете яхăн вăхăт иртсен татах тепри çине тăрсах: «Чăнах, ку та Унпа пĕрлеччĕ, ку Галилея çынни», – тенĕ. 60 «Эсĕ тем калаçатăн, пĕлместĕп», – тенĕ Петр ăна хирĕç. Вăл çапла каласа тăнă вăхăтрах сасартăк автан авăтса янă. 61 Хуçамăр çавăрăнса Петр çине тинкерсе пăхнă. Петр вара Хуçамăр сăмахĕсене: «Автан авăтичченех эсĕ Мана виçĕ хут пĕлмĕш пулăн», – тенине аса илнĕ. 62 Унтан Петр картишĕнчен тухнă та татăлсах йĕнĕ.
Иисусран мăшкăлласа кулни
63 Иисуса хураллакан салтаксем Унран çав тери мăшкăлласа кулнă, хĕнесе пĕтернĕ. 64 Вĕсем Унăн куçне хупласа питрен çупа-çупа ярса ыйтнă: «Эсĕ пророк пулсан, кала, кам çапрĕ Сана?» 65 Ăна урăх сăмахсем каласа та нумай хур тунă.
Иисуса синедриона илсе пыни
66 Тул çутăлсанах халăх хушшинчи ятлă-сумлă çынсемпе аслă священниксем тата саккун вĕрентӳçисем пуçтарăннă. Вĕсем Иисуса синедрион канашĕ умне тăратса: 67 «Каласам пире: Эсĕ Турă Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенĕ. «Эпĕ сире каласан та, эсир Мана ĕненмĕр, – тавăрнă Иисус. 68 – Хăвăртан ыйтсан та эсир Мана хирĕç тавăрса каламăр, Мана ирĕке те ямăр. 69 Паянтан пуçласа, малашлăхра, Этем Ывăлĕ хăватлă Туррăн сылтăм енне ларĕ». 70 Вара пурте: «Апла Эсĕ – Турă Ывăлĕ-и?» – тесе ыйтма пуçланă. Иисус хуравланă: «Вăл Эпĕ тесе эсир каларăр». 71 Лешсем вара: «Ун айăпне кăтартни мĕн тума кирлĕ тата пире? Ĕнтĕ Унăн сăмахĕсене хамăр хăлхапа хамăрах илтрĕмĕр!» – тенĕ.
Иисус Пилат патĕнче
1 Унтан синедрион канашĕнчисем пĕтĕм йышĕпех пурте тăнă та Иисуса Пилат патне илсе кайнă. 2 Вара Ăна çапла айăплама пуçланă: «Ку Çын пирĕн халăха пăлхатса çӳрет. Хăйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!» 3 Пилат Иисусран ыйтнă: «Эсĕ Иудея Патши-и?» Иисус ăна хирĕç: «Эсĕ ху çапла каларăн», – тенĕ. 4 Пилат вара аслă священниксене те, халăха та каланă: «Ку Çынна айăплама эпĕ нимĕнле сăлтав та курмастăп». 5 Анчах лешсем çине тăрса хистенĕ: «Галилейăран пуçласах Вăл пĕтĕм Иудея тăрăх Хăйĕн вĕрентĕвĕпе халăха пăлхатса çӳрет. Акă, халĕ кунта килчĕ!» – тенĕ.
Иисуса Ирод патне яни
6 Галилея тенине илтсен Пилат: «Вăл Галилея çынни-им?» – тесе ыйтнă. 7 Иисус хайхи Ирод тытса тăракан çĕр-шывран пулнине пĕлсен, Пилат Ăна шăпах çав вăхăтра Иерусалима пынă Ирод патша патне янă. 8 Иисуса курсан Ирод питĕ савăннă, мĕншĕн тесен вăл Ăна унчченех курасшăн пулнă. Иисус тунă ĕçсем çинчен Ирод нумай илтнĕ, çавăнпа Унран мĕнле те пулин хăват курма ĕмĕтленнĕ. 9 Ирод Ăна тĕрлĕрен ыйтусем панă, анчах Иисус хирĕç нимĕн те тавăрса каламан. 10 Аслă священниксемпе саккун вĕрентӳçисем вара Иисуса хыттăн кăшкăра-кăшкăра айăпласа тăнă. 11 Анчах та Ирод, салтакĕсемпе пĕрле, Унран тăраничченех мăшкăлласа кулнă та Ăна патшалла çутă тум тăхăнтартса Пилат патне каялла янă. 12 Малтан пĕр-пĕринпе хирĕçсе пурăннă Пилатпа Ирод çав кун туслашса кайнă.
Иисуса вĕлерме ыйтни
13 Унтан Пилат аслă священниксене, пуçлăхсене, халăха чĕнсе пуçтарнă та 14 вĕсене каланă: «Ку Çынна эсир ман пата халăха пăтратакан тесе тытса килтĕр. Акă, эпĕ сирĕн умăртах тĕпчерĕм, анчах та эсир айăпланине çирĕплетекен пĕр сăлтав та тупмарăм. 15 Ирод хăй те çак Çынна вĕлермеллех айăплама нимĕнле сăлтав та тупайман. Эпĕ Ăна ун патне янăччĕ. 16 Çавăнпа эпĕ Ăна чĕн пушăпа хĕнеттерем те кăларса ярам». 17 Пилатăн пасха уявĕ ячĕпе тĕрмере ларакансенчен пĕрне халăх ыйтнипе кăларса ямалла пулнă. 18 Вара пĕтĕм халăх: «Иисуса вĕлерттер! Эпир Вараввăна ирĕке кăларттарасшăн!» – тесе кăшкăрма пуçланă. 19 Вараввăна хула халăхне пăлхатнăшăн, çын вĕлернĕшĕн тĕрмене хупса лартнă пулнă. 20 Пилат, Иисуса кăларса ярасшăн пулса, каллех халăха чĕнсе каланă. 21 Анчах та лешсем: «Пталаттар Ăна! Пталаттар!» – тесе кăшкăрнă. 22 Пилат вĕсене виççĕмĕш хут каланă: «Мĕн усалли тунă вара Вăл? Ку Çынна вĕлерме эпĕ нимĕнле сăлтав та тупмарăм, çавăнпа ĕнтĕ Ăна хĕнеттерем те кăларса ярам», – тенĕ. 23 Анчах та вĕсем хыттăн кăшкăрса, çине тăрсах Иисуса пăталаттарма ыйтнă. Çапла кăшкăрса-хистесе халăхпа аслă священниксем çиеле тухнă. 24 Пилат вара вĕсем ыйтнине тивĕçтерес тенĕ. 25 Вăл пăлхав çĕкленĕшĕн тата çын вĕлернĕшĕн тĕрмене хупнă Вараввăна вĕсем ыйтнипе ирĕке кăларса янă, Иисуса вара вĕсен аллине панă.
Иисус Христоса пăталани
26 Ăна илсе кайнă чух салтаксем хиртен тавăрăнакан Киринея çыннине, Симона, ярса тытнă та, хĕрес йăттарса, Иисус хыççăн çĕклесе пыма хушнă. 27 Иисус хыçĕнчен çынсем нумаййăн пынă, хĕрарăмсем те Уншăн кăшкăрса йĕрсе утнă. 28 Иисус вĕсем енне çавăрăнса каланă: «Эй, Иерусалим хĕрĕсем! Маншăн мар, хăвăршăн тата ачăрсемшĕн хуйхăрса макăрăр. 29 Акă вăхăт çитĕ, ун чухне çынсем: „Ача туман арăмсем, çуратманнисем, кăкăр çитерменнисем телейлĕ!“ – тесе калĕç. 30 Çавăн чух вĕсем тусене калĕç: „Пирĕн çине ӳкĕр!“ Сăртсене те: „Пире хупласа хурăр!“ – теме пуçлĕç. 31 Ешерсе ларакан йывăçа çапла тăваççĕ пулсан, апла хăрăккине мĕн пулĕ?» 32 Иисуспа пĕрле тата икĕ вăрă-хураха вĕлерме илсе пынă. 33 «Пуç купташки» текен вырăна çитсен Иисуса та, икĕ вăрă-хурахне те хĕрессем çумне пăталанă. Пĕрне – Унăн сылтăм енне, теприне сулахай енне пăталаса хунă. 34 Иисус каланă: «Эй, Аттем, каçар вĕсене! Вĕсем хăйсем мĕн тунине те пĕлмеççĕ». Иисуса пăталанă салтаксем вара Унăн тумтирне шăпа ярса валеçнĕ. 35 Халăх пăхса тăнă. Пуçлăхсем те халăхпа пĕрле Иисусран тăрăхласа кулнă: «Ыттисене çăлатчĕ! Вăл Турă Суйласа илни, Христос пулсан, Хăйне Хăй çăлтăр», – тенĕ. 36 Салтаксем те, пыра-пыра, Ăна хĕрхӳлентернĕ хĕрлĕ эрех парса, Унран мăшкăлласа 37 çапла каланă: «Эсĕ Иудея Патши пулсан, Хăвна Ху çăл ĕнтĕ!» 38 Унăн пуçĕ тĕлне: «Çакă – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла çырса çапнă. 39 Хĕрес çумне пăталанă вăрă-хурахсенчен пĕри Иисуса мăшкăлласа: «Эсĕ Христос пулсан, Хăвна та, пире те çăл!» – тенĕ. 40 Тепри вара, пачах урăхла, ăна чарса каланă: «Эсĕ Турăран хăрамастăн-и-мĕн? Хăвна та вĕлерме суд тунă-çке. 41 Пире тĕрĕсех айăпланă, ĕçĕмĕрсемшĕн эпир вилĕме тивĕçлĕ. Вăл вара нимĕнле усал ĕç те туман». 42 Унтан вăл Иисуса: «Хуçамăр, Хăвăн Патшалăху çитсен аса илсем мана», – тенĕ. 43 Иисус ăна каланă: «Чăн калатăп сана, паянах эсĕ Манпа пĕрле райра пулăн».
Иисус Христос вилĕмĕ
44-45 Кăнтăрла, вун икĕ сехетрен пуçласа виçĕ сехетсенелле, пĕтĕм çĕр çинче сĕм тĕттĕм пулса ларнă. Хĕвел тĕттĕмленнĕ. Турă Çуртĕнчи чаршав та çурмалла çурăлса аннă. 46 Иисус хытă кăшкăрса каланă: «Эй, Аттем! Сывлăшăма Санăн аллуна паратăп». Çапла каласанах Унăн юлашки сывлăшĕ тухнă. 47 Çĕрпӳ, çавăнта мĕн пулнине курсан, Турра мухтаса каланă: «Ку, чăнах та, тӳрĕ çын пулнă иккен!» 48 Пуçтарăннă халăх та, мĕн пулса иртнине курсан, хĕрхеннипе пуçĕсене усса килĕсене тавăрăннă. 49 Иисуса паллакансем тата Унпа пĕрле Галилейăран пынă хĕрарăмсем çавна аякран пăхса тăнă.
Иисус ӳтне тупăклăха хуни
50-51 Иудейăри Аримафея хулинче çуралса ӳснĕ пĕр Иосиф ятлă çын пулнă. Вăл, тӳрĕ тата ырă кăмăллăскер, иудейсен канашĕнче ларнă пулин те, канаш ĕçĕпе те, йышăнăвĕпе те килĕшмен. Вăл хăй те Турă Патшалăхне кĕтсе пурăннă. 52 Иосиф, Пилат патне пырса, унран Иисус ӳтне пама ыйтнă. 53 Унтан Ăна хĕрес çинчен антарса пирпе чĕркенĕ те чул ту хысакне алтса тунă тупăклăха хунă. Унччен кунта никама та пытарман пулнă. 54-55 Галилейăран Иисуспа пĕрле пынă хĕрарăмсем те Иосиф хыçĕнчен кайнă, вĕсем Унăн ӳтне тупăклăха епле хунине сăнаса тăнă. Çакă эрне кун пулса иртнĕ, шăмат кун вара ĕçлеме юраман, 56 çавăнпа вĕсем килне тавăрăннă та ырă шăршăллă курăксем тата сĕрмелли çусем хатĕрлесе хунă. Вара, саккуна пăхăнса, шăмат кун каннă.
Иисус Христос чĕрĕлсе тăни
1 Эрнен малтанхи кунĕнче, ирпе ирех, хатĕрлесе хунă ырă шăршăллă çăвĕсене илсе хĕрарăмсем тупăклăх патне пынă. Вĕсемпе пĕрле урăх хĕрарăмсем те пулнă. 2 Хайхисем çитнĕ те тупăклăх умĕнчи чула йăвантарса куçарса хунине асăрханă. 3 Вара вĕсем тупăклăха кĕрсе пăхнă, анчах унта Иисус Хуçамăрăн ӳчĕ пулман. 4 Хĕрарăмсем ним тума пĕлмесĕр тĕлĕнсе тăнă чух, сасартăк вĕсен умне çап-çутă тумтирлĕ икĕ çын пырса тăнă. 5 Хĕрарăмсем питĕ хăранипе çĕрелле пăхса тăнă чух вĕсем: «Эсир мĕншĕн Чĕрĕскере вилнисем хушшинче шыратăр? – тенĕ. 6 – Иисус кунта çук, Вăл чĕрĕлсе тăнă! Астăватăр-и, Галилейăра чухнех Вăл сире: 7 „Этем Ывăлне çылăхлă çынсен аллине тытса парĕç, Ăна хĕрес çумне пăталĕç, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăрĕ“, – тесе каланăччĕ». 8 Вара хĕрарăмсем Иисус сăмахĕсене астуса илнĕ. 9-10 Вĕсем, тупăклăх патĕнчен тавăрăнсан, мĕн курнине пĕтĕмпех вун пĕр апостола тата ыттисене пурне те каланă. Çавăн çинчен каласа кăтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амăшĕ Мария; вĕсемпе пĕрле тата урăх хĕрарăмсем те пулнă. 11 Анчах вĕсем каласа пани апостолсене пустуй сăмах пек туйăннă, вĕсем хĕрарăмсене ĕненмен. 12 Çапах та Петр тупăклăх патне чупса кайнă. Вăл пĕшкĕнсе шалалла пăхнă та унта выртакан пирсене çеç курнă. Вара мĕн пулнинчен тĕлĕнсе каялла тавăрăннă.
Еммауса каякан çул çинче
13 Çав кунах икĕ вĕренекенĕ Иерусалимран вун пĕр çухрăмсенелле ларакан Еммаус ятлă яла кайнă. 14 Çул çинче вĕсем иртнĕ кунсенче мĕн пулни çинчен калаçса пынă. 15 Çапла вĕсем пĕр-пĕринпе сăмахласа, тавлашкаласа пынă чухне Иисус Хăй вĕсем патне çывхарнă та юнашар утнă. 16 Анчах вĕсен куçĕсене çавăн чухне улшу курмалла тунăран вĕсем Иисуса паллайман. 17 «Эсир мĕн çинчен калаçса пыратăр, мĕншĕн питĕ салхуллă?» – тесе ыйтнă вĕсенчен Иисус. 18 Пĕри, Клеопа ятли, Ăна çапла каланă: «Иерусалима килнĕ çынсенчен пĕр Эсĕ çеç çак кунсенче унта мĕн пулса иртнине пĕлместĕн пулĕ?» 19 «Мĕн пирки вара?» – тесе ыйтнă Иисус. «Назаретри Иисус пирки, – хуравланă лешсем. – Вăл пророкчĕ, Турăпа пĕтĕм халăх умĕнче ĕçĕпе те, сăмахĕпе те хăватлăччĕ. 20 Пирĕн аслă священниксемпе пуçлăхсем вара Ăна вĕлерме суд тумашкăн тытса пачĕç те хĕрес çумне пăталаттарчĕç. 21 Эпир вара Израиле хăтараканни Çавă тесе ĕмĕтленеттĕмĕр. Çак ĕç пулнăранпа икĕ кун та иртрĕ ĕнтĕ. 22 Çитменнине тата хамăр хĕрарăмсенчен хăшĕ-пĕрисем пире тĕлĕнтерчĕç! Паян ирхине ирех вĕсем тупăклăх патне кайнă, 23 анчах та Унăн ӳтне тупайман. Тавăрăнсан вĕсем хăйсене ангелсем курăнни çинчен каласа пачĕç. Ангелсем вĕсене Иисус чĕрех пулни çинчен пĕлтернĕ. 24 Вара хамăр çынсем те тупăклăх патне кайса пăхрĕç, хĕрарăмсем каласа пани тĕрĕсех пулнă. Вĕсем унта Иисуса Хăйне курман». 25 «Эх, тавçăрусăр та мăран чунлăскерсем! – тенĕ вĕсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ĕненме пултараймастăр-çке. 26 Мухтавлăран та мухтавлă пулма Христосăн çак асапа курмалла марччĕ-им вара?» 27 Унтан Иисус вĕсене Моисейран пуçласа пур пророксем те Çырнинче Хăйĕн пирки мĕн каланине ăнлантарса панă. 28 Вĕсем хăйсем çитес ял патне çывхарнă. Иисус татах малалла кайма пуçтарăннă пек тусан, 29 вĕренекенĕсем Ăна чарса: «Кун каçалана сулăнчĕ ĕнтĕ, атя, пирĕнпе юл», – тенĕ. Вара Иисус вĕсемпе пĕр пӳрте кĕнĕ. 30 Çиме ларсан Вăл çăкăр илсе пилленĕ те вĕренекенĕсене хуçа-хуçа панă. 31 Тинех вĕсен куçĕсем уçăлнă, тинех вĕсем Ăна палласа илнĕ, анчах та Иисус вĕсен куçне курăнми пулнă. 32 Вĕренекенĕсем пĕр-пĕрне каланă: «Вăл çул çинче пирĕнпе калаçса, Çырнине ăнлантарса пынă чух пирĕн чĕресем хавхаланса çунмарĕç-и вара?» 33 Икĕ вĕренекенĕ çавăнтах тăнă та Иерусалима каялла тавăрăннă. Унта вĕсем вун пĕр апостолпа ыттисем пĕрле пухăннă çĕре пынă. 34 Вара пухăннисем: «Хуçамăр чăннипех чĕрĕлсе тăнă! Вăл Симона та курăннă», – тенĕ. 35 Икĕ вĕренекенĕ çул çинче мĕн пулса иртнине тата çăкăр хуçа-хуçа панинчен хăйсем Иисуса епле палласа илнине каласа кăтартнă.
Чĕрĕлсе тăнă Иисус вĕренекенĕсене курăнни
36 Çапла калаçса ларнă чух вĕсем Иисус хăйсем хушшинче тăнине курах кайнă. «Канăçлăх пултăр сире», – тенĕ Вăл. 37 Вĕренекенĕсем çав тери хăраса ӳкнĕ, куçа темле сывлăш курăнать пулĕ тесе шухăшланă. 38 «Эсир мĕншĕн аптăраса ӳкрĕр? – тенĕ вĕсене Иисус. – Сирĕн пуçăра мĕншĕн унашкал шухăшсем пырса кĕреççĕ? 39 Ман алăсене, урасене пăхăр-ха: Ку – Эпĕ! Эсир Мана хыпаласа пăхăр. Куратăр вĕт, Манăн ӳт те, шăмă та пур. Сывлăшăн çавсем çук». 40 Çапла каласан вĕсене Хăйĕн аллине, урине кăтартнă. 41 Вĕсем савăннипе ĕненеймесĕр тĕлĕнсе тăнă чух Иисус вĕсенчен: «Сирĕн кунта мĕн те пулин çимелли пур-и?» – тесе ыйтнă. 42 Вĕренекенĕсем Ăна шаланă пулă тата караслă пыл панă. 43 Иисус, илсе, вĕсем умĕнчех çинĕ. 44 Унтан Вăл вĕренекенĕсене çапла каланă: «Ман çинчен Моисей саккунĕнче, пророксен кĕнекинче, псаломсенче çырни пурте пурнăçланмалла тесе Эпĕ хăвăрпа пĕрле чухнех каланăччĕ. Çавсем ĕнтĕ пĕтĕмпех пурнăçланчĕç». 45 Çавăн чух Вăл вĕренекенĕсене Çырнинче мĕн каланине ăнланма ăслăлăх панă, 46 вара вĕсене каланă: «Çырнинчи пекех, Христосăн çапла асап курмаллаччĕ, виççĕмĕш кунне вилĕмрен чĕрĕлсе тăмаллаччĕ. 47 Иерусалимран пуçласа мĕн пур халăхсене ӳкĕнме, çылăх каçарттарма Ун ячĕпе ӳкĕтлесе вĕрентмелле. 48 Эсир вара – çавна курса-илтсе çирĕплетекенсем. 49 Мана Атте пама пулнине Эпĕ сире те паратăп, анчах та эсир çӳлтен хăват иличчен Иерусалимрах юлăр».
Иисус Христос тӳпене çĕкленни
50 Унтан Иисус вĕренекенĕсене хуларан илсе тухнă та Вифание çитиччен вĕсемпе пынă. Вара аллисене çĕклесе вĕсене пилленĕ. 51 Пиллесе тăнă чухнех Вăл, вĕсенчен уйăрăлса, тӳпене çĕклене пуçланă. 52 Вĕренекенĕсем Ăна ӳксе пуççапнă та питĕ савăнса Иерусалим хулине тавăрăннă. 53 Çав кунран пуçласа вĕсем ялан Турă Çуртĕнче пулнă, ялан Турра аслăласа мухтанă. Аминь.
Сăмах ӳтленни
1 Чăн малтанах Сăмах пулнă, Сăмах Турăра пулнă, Сăмах Хăй Турă пулнă. 2 Çав Сăмах чăн малтанах Турăра пулнă. 3 Мĕн пурри пĕтĕмпех Сăмах урлă пулнă. Мĕн пултарăнни нимĕн те Унсăр пулса кайман. 4 Унра чĕрĕлĕх пулнă, çав чĕрĕлĕх этемсемшĕн çутă пулнă. 5 Çутă тĕттĕмре çутатать, тĕттĕм ăна хуплаймасть. 6 Çĕр çинче Турă янă çын пулнă, вăл Иоанн ятлă пулнă. 7 Хăй урлă Çутта пурте ĕненччĕр тесе вăл Çутă çинчен каласа пĕлтерме килнĕ. 8 Вăл хăй çутă пулман, ăна Çутă çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн янă. 9 Çав Çутă – чăн-чăн: Вăл тĕнчене килекен кашни çыннах çутатать. 10 Вăл Хăй пултарнă тĕнчерех пулнă, анчах тĕнче Ăна пĕлеймен. 11 Вăл хăйĕннисем патне килнĕ, хăйĕннисем те Ăна йышăнман. 12 Хăйне йышăнакансене, Хăйне ĕненекенсене Вăл Турă ачисем пулма ирĕк панă. 13 Вĕсем юнпа-ӳтпе те мар, арçын кăмăлĕпе те мар, çӳлтен, Турăран çуралаççĕ. 14 Çапла Сăмах ӳтленсе, этем пулса, пирĕн хушшăмăрта пурăнчĕ. Атте Турă тулли тивлетлĕ, чăнлăхлă пĕртен-пĕр Ывăлне мухтава кăларчĕ. Эпир Унăн мухтавне куртăмăр. 15 «Ман хыçран Килекенни манран мала тухрĕ, Вăл манчченех пулнă тесе каланăччĕ эпĕ. Ку ĕнтĕ шăпах Çавă», – хыттăн каласа çирĕплетнĕ Ун çинчен Иоанн. 16 Унăн туллилĕхне пула эпир ырăлăх çине ырăлăх илтĕмĕр. 17 Мĕншĕн тесен саккуна Моисей урлă панă, ырăлăхпа чăнлăх вара Иисус Христос урлă килнĕ. 18 Турра никам та нихçан та курман, Турă çинчен пире Ашшĕпе пĕрлĕхлĕ, Атте Туррăмăрăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ пĕлтернĕ.
Шыва кĕртекен Иоанн каласа пĕлтерни
19-20 Иудейсен ятлă-сумлă çыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсĕ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вĕсене: «Эпĕ Христос мар», – тесе тӳрремĕнех çирĕплетсе каланă. 21 «Эппин кам эсĕ? Илия-и?» – ыйтнă унран. «Илия мар», – тавăрнă вăл. «Тен, эсĕ пророк?» – ыйтнă лешсем. «Пророк та мар», – тенĕ Иоанн. 22 «Апла кам-ха эсĕ? – татах ыйтнă унран. – Пирĕн хамăра кунта яракансене хурав памалла. Хăвна эсĕ кам тетĕн?» 23 «Эпĕ – пуш хирте: „Хуçамăр валли çул тӳрлетĕр!“ – тесе чĕнекенĕн сасси, – тенĕ Иоанн. – Ун çинчен Исаия пророках каланă». 24 Ыйтма пынисем фарисейсем пулнă. 25 «Эсĕ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мĕншĕн эппин шыва кĕртетĕн?» – тесе ыйтнă унран вĕсем. 26 Иоанн вĕсене хирĕç çапла каланă: «Эпĕ шывпа тĕне кĕртетĕп. Анчах та сирĕн хушшăрта хăвăр та пĕлмен Пĕри пур. 27 Ман хыçран Килекенни шăпах Çавă, анчах Вăл манран малти. Эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар». 28 Çакă Иоанн шыва кĕртнĕ вырăнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнĕ.
Турă Путекки
29 Тепĕр кунне Иоанн хăй патне Иисус пынине курнă та каланă: «Акă тĕнче çылăхне Хăй çине илекен Турă Путекки. 30 Ман хыçран Килекенни манран мала тухрĕ, мĕншĕн тесен Вăл манчченех пулнă тенĕччĕ эпĕ. Ку ĕнтĕ шăпах Çавă. 31 Эпĕ хам та Ăна пĕлместĕмччĕ. Çапах та, Израиль халăхĕ Ăна пĕлтĕр тесе, шывпа тĕне кĕртме килтĕм». 32 Тата Иоанн çапла çирĕплетсе каланă: «Квакарчăн пек курăнса çӳлтен анакан Святой Сывлăш Ун çинче тăнине куртăм эпĕ. 33 Эпĕ хам та Ăна пĕлместĕмччĕ. Анчах та мана шывпа тĕне кĕртме Яраканĕ çапла каларĕ: „Çӳлтен анакан Святой Сывлăш кам çинче тăнине курăн, Çавă Святой Сывлăшпа тĕне кĕртекенĕ пулĕ“. 34 Вăл Турă Ывăлĕ пулнине хам куçăмпа хам курнăран çирĕплетсе пĕлтеретĕп», – тенĕ Иоанн.
Иисусăн малтанхи вĕренекенĕсем
35 Тепĕр кунне Иоанн икĕ вĕренекенĕпе пĕрле каллех çавăнта тăнă. 36 Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акă Турă Путекки», – тенĕ. 37 Çак сăмахсене илтсен икĕ вĕренекенĕ те Иисус хыççăн кайнă. 38 Иисус çавăрăнса пăхнă та вĕсем Хăй хыçĕнчен пынине асăрханă. «Сире мĕн кирлĕ?» – ыйтнă Вăл. «Равви! (Равви тени Вĕрентекен тени пулать.) Ху ăçта пурăннине каласам пире», – тенĕ лешсем. 39 «Ман хыçăмран пырсан хăвăрах курăр», – тенĕ Иисус. Вăхăт кăнтăрла иртни тăватă сехет тĕлнелле пулнă. Вĕсем, Ун хыççăн пырса, Вăл ăçта пурăннине курнă. Иисус патĕнче вара вĕсем кунĕпех пулнă. 40 Иоанран Иисус çинчен илтсе Ун хыççăн каяканĕсенчен пĕри Петр текен Симон шăллĕ Андрей пулнă. 41 Вăл пирвай хăйĕн пиччĕшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вăл Христос тени пулать) куртăмăр», – тенĕ те 42 ăна Иисус патне илсе пынă. Иисус ун çине пăхса илнĕ те каланă: «Эсĕ, Иона ывăлĕ Симон, малашне Кифа ятлă пулăн». Кифа тени Петр тениех, вăл Чул тенине пĕлтерет.
Иисус Нафанаила тата Петра чĕнни
43 Тепĕр кунне Иисус Галилейăна кайма шут тытнă. Вăл Филипа тĕл пулнă та: «Атя Ман хыçăмран», – тенĕ. 44 Филипп вăл Андрейпа Петр çуралнă Вифсаида хулинченех пулнă. 45 Филипп вара Нафанаила тĕл пулса каланă: «Моисей саккунĕнче тата пророксен сăмахĕнче Кам çинчен каланă, эпир Çавна шыраса тупрăмăр. Вăл Иосиф ывăлĕ, Назаретри Иисус иккен». 46 Анчах та Нафанаил ăна çапла каланă: «Назаретран-и? Назаретра мĕн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пăх эппин», – тенĕ ăна Филипп. 47 Хăй патне Нафанаил пынине курсан Иисус каланă: «Акă чăн-чăн Израиль çынни, вăл ултав мĕнне те пĕлмест». 48 «Эсĕ мана ăçтан паллатăн?» – тесе ыйтнă Нафанаил. «Эпĕ сана Филипп чĕничченех, смоква йывăççи айĕнче тăнă чухнех куртăм», – тавăрнă Иисус. 49 «Равви! Эсĕ – Турă Ывăлĕ, Эсĕ – Израиль Патши», – тенĕ Нафанаил. 50 Иисус ăна хирĕç çапла каланă: «„Эпĕ сана смоква йывăççи айĕнче куртăм“, – тенипех эсĕ Мана ĕнентĕн. Эсĕ унтан та ытларах курăн-ха». 51 Иисус ăна тата çапла каланă: «Чăн-чăнах калатăп сире: паянтан тӳпе уçăлнине, Турă ангелĕсем Этем Ывăлĕ патне хăпарса аннине те курăр».
Галилейăри Кана хулинчи туй
1 Тепĕр икĕ кунран Галилейăри Кана хулинче туй пулнă. Унта Иисусăн Амăшĕ те пынă. 2 Иисуспа вĕренекенĕсене те çав туя чĕннĕ. 3 Хĕрлĕ эрех çитменнине курса: «Вĕсен эрехĕ пĕтнĕ», – тенĕ Амăшĕ Иисуса. 4 «Эй, Анне! Мана Эсĕ кун пирки мĕншĕн калатăн? Манăн вăхăтăм çитеймен-ха», – тенĕ хирĕç Иисус. 5 Амăшĕ тарçăсене: «Вăл сире мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвăр», – тенĕ. 6 Çавăнта вунă витре кĕрекен ултă чул савăт ларнă. Вĕсемпе иудейсем ĕçсе çиес умĕн тасалу йăлине тунă чух усă курнă пулнă. 7 «Савăтсене шыв тултарăр-ха», – тенĕ тарçăсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнă. 8 «Халĕ ĕнтĕ ăсса илĕр те туй пуçне леçсе парăр», – хушнă Иисус. Лешсем леçсе панă. 9 Туй пуçĕ шывран пулнă хĕрлĕ эрехе астивсе пăхнă. Вăл çав эрехе ăçтан илнине пĕлмен, ăна шыв ăсакан тарçăсем кăна пĕлнĕ. Туй пуçĕ вара кĕрĕве хăй патне чĕнсе илнĕ те 10 çапла каланă: «Пурте лайăхрах хĕрлĕ эрехе малтан параççĕ. Кайран, ĕçсе çитсен, япăхраххине параççĕ. Эсĕ вара лайăх эрехне халиччен кăлармасăр тăнă». 11 Çапла вара, Галилейăри Кана хулинче хăватлă ĕçсем тума пуçласа, Иисус Хăйĕн чап-мухтавне кăтартнă; вĕренекенĕсем Ăна ĕненнĕ. 12 Çавăн хыççăн Вăл Хăй те, Амăшĕ те, тăванĕсем те, вĕренекенĕсем те Капернаума кайнă, унта вĕсем темиçе кун çеç пурăннă.
Иисус Турă Çуртĕнчи сутуçăсене хăваласа кăларни
13 Иудейсен пасха уявĕ çитеспе Иисус Иерусалима пынă. 14 Вара Вăл Турă Çуртĕнче вăкăр, сурăх, кăвакарчăн сутнине тата укçа улăштаракансем ларнине асăрханă. 15 Иисус кантраран пушă тунă та вĕсене пурне те вăкăрĕ-сурăхĕ мĕнĕпех Турă Çуртĕнчен хăваласа кăларнă. Вăл укçа улăштаракансен укçисене сапаласа янă, сĕтелĕсене тӳнтерсе тухнă. 16 Вара кăвакарчăн сутакансене каланă: «Кайăк-кĕшĕк таврашне те илсе кайăр кунтан! Аттем çуртне суту-илӳ çурчĕ тунă ан пултăр!» 17 Çавăн чухне Унăн вĕренекенĕсем «Турăçăм, Санăн çуртушăн çунни вут пек кĕллентерет Мана» тесе Çырнинчех каланине аса илнĕ. 18 Иудейсен ятлă-сумлă çыннисем вара: «Çапла тума тивĕçӳ пуррине Эсĕ пире мĕнле паллă кăтартса ĕнентерĕн?» – тенĕ. 19 «Çак Турă Çуртне пăсăр, Эпĕ вара ăна виçĕ кунран çĕнĕрен туса лартăп», – хуравланă Иисус. 20 «Ку Турă Çуртне хĕрĕх ултă çул хушши тунă, Эсĕ ăна виçĕ кунрах туса лартасшăн-и?» – тенĕ çакна илтсен иудейсем. 21 Турă Çурчĕ тесе Иисус Хăйĕн ӳт-пĕвне каланă пулнă. 22 Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсан, вĕренекенĕсем Иисусăн çак сăмахĕсене аса илнĕ. Вара Çырнинче каланине те, Иисус каланă сăмахсене те ĕненнĕ. 23 Иерусалимра пасха уявĕнче пулнă чухне Иисус тĕрлĕ хăватсем кăтартнă. Çавна курсан чылайăшĕ Ăна ĕненме пуçланă. 24 Анчах та вĕсем Хăйне çапла çирĕп ĕненсе пăрахнине Иисус шанман, мĕншĕн тесен Вăл çынсене пурне те пĕлсе тăнă. 25 Ăна çын çинчен кăтартса пани кирлĕ пулман, Вăл Хăех çынна витĕр курса тăнă.
Иисус Никодимпа калаçни
1 Фарисейсем хушшинче иудейсен пĕр пуçлăхĕ, Никодим ятлăскер, пулнă. 2 Никодим пĕррехинче çĕрле Иисус патне пынă та Ăна çапла каланă: «Равви! Эсĕ Турă янă Вĕрентекен пулнине эпир пĕлетпĕр. Турă пулăшмасан Эсĕ кăтартакан хăватсене тума никам та пултараяс çук». 3 «Чăн-чăнах калатăп сана, – тенĕ ăна хирĕç Иисус. – Çӳлтен çуралманни Турă Патшалăхне кураймĕ». 4 «Ватăлнă çын епле тата çуралма пултарĕ? – тĕлĕнсе ыйтнă Никодим. – Вăл тепĕр хут амăш варне кĕрсе çуралма та пултарать-им?» 5 «Чăн-чăнах калатăп сана: шывран тата Турă Сывлăшĕнчен çуралманни Турă Патшалăхне кĕреймĕ, – хуравланă Иисус. 6 – Çын ӳт-пĕвĕнчен ӳт-пӳ кăна çуралать, чун-чĕм вара Турă Сывлăшĕнчен çуралать. 7 „Сирĕн çӳлтен çуралмалла“ тенĕ сăмахăмран эсĕ ан тĕлĕн. 8 Çил ăçта вĕрес тет, çавăнта вĕрет. Эсĕ çил кашланине илтетĕн пулин те, вăл ăçтан тухнине, ăçта кайнине пĕлместĕн. Турă Сывлăшĕнчен çуралнă кашни çынпах çапла пулать». 9 «Мĕнле майпа пулма пултарать-ха вăл?» – ыйтнă Никодим. 10 Иисус ăна хирĕç тавăрса каланă: «Эсĕ – Израиль халăхне вĕрентекен – çавна та пĕлместĕн-и? 11 Чăн-чăнах калатăп сана: Эпир Хамăр мĕн пĕлнине калатпăр, мĕн курнине çирĕплетсе пĕлтеретпĕр. Эсир çапах та Эпир çирĕплетсе пĕлтернине йышăнмастăр. 12 Эпĕ сире çĕр çинчи пирки каланине ĕненместĕр пулсан çӳлти пирки каланине епле ĕненĕр? 13 Тӳперен аннă çӳлти Этем Ывăлĕсĕр пуçне пĕлĕт çине никам та хăпарман-ха. 14-15 Ĕненекенĕсем пĕри те ан пĕтчĕр тесе, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе, Моисей пуш хирте çĕлене çĕкленĕ евĕрлех, Этем Ывăлĕн те çĕкленмелле. 16 Тĕнчене питĕ юратнăран Турă Хăйĕн пĕртен-пĕр Тăван Ывăлне панă. Çакна Вăл ĕненекенĕсем пĕри те ан пĕтчĕр тесе, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе тунă. 17 Хăйĕн Ывăлне Турă çак тĕнчене суд тума яман, Ун урлă тĕнче çăлăнтăр тесе янă. 18 Турă Ывăлне ĕненекен айăплă пулмĕ. Ăна ĕненменни вара Туррăн пĕртен-пĕр Тăван Ывăлне ĕненменрен айăпа юлнă та ĕнтĕ. 19 Айăпĕ вара çакă: тĕнчене çутă килчĕ, анчах çынсем, ĕçĕсем усал пулнăран, тĕттĕме çутăран ытла юратрĕç. 20 Усал ĕç тăвакан кирек кам та çутта юратмасть. Хăйĕн ĕçĕсем палăрасран вăл çутă патне пымасть, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем усал. 21 Тĕрĕс пурăнакан вара, ĕçĕсем палăрччăр тесе, çутталла туртăнать, мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем Турра юрăхлă».
Иисус тата Шыва кĕртекен Иоанн
22 Çавăн хыççăн Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Иудея çĕрне пынă. Унта Вăл вĕренекенĕсемпе пĕрле пĕр хушă çынсене шыва кĕртсе пурăннă. 23 Иоанн та Салим çывăхĕнчи Енонра шыва кĕртнĕ, мĕншĕн тесен унта шыв çителĕклех пулнă. Çынсем ун патне пыра-пыра шыва кĕнĕ. 24 Вăл вăхăтра Иоана тĕрмене хупман пулнă-ха. 25 Çавăн чухне Иоанăн вĕренекенĕсемпе иудейсем хушшинче тасалу йăли пирки тавлашу сиксе тухнă. 26 Вĕренекенĕсем вара Иоанн патне пынă та каланă: «Равви! Иордан леш енче санпа пĕрле Пĕри пулнăччĕ, эсĕ Ун çинчен ху та çирĕплетсе пĕлтернĕччĕ. Акă халĕ Вăл Хăй шыва кĕрте пуçларĕ, пурте Ун патне çӳреççĕ». 27 «Çӳлти Турă ăнăçу памасăр çын нимĕн те ăнăçтарма пултараймасть, – тенĕ вĕсене Иоанн. 28 – Эпĕ Христос мар, мана Ун умĕнчен янă тесе каланăччĕ эпĕ сире. Çав сăмахсене эсир хăвăр та çирĕплетме пултаратăр. 29 Хĕр çураçнă качча çеç кĕрӳ тееççĕ. Каччăн сассине илтекен тусĕ вара савăнса-хĕпĕртесе тăма çеç пултарать. Ман чĕрем çав савăнăçпа тулчĕ ĕнтĕ. 30 Унăн асла тухмалла, манăн кĕçĕне юлмалла».
Çӳлтен Килекенни
31 «Çӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслă. Çĕр çинче çурални çĕр çинчи пурăнăçпах пурăнать, çĕр çинчиллех калаçать. Çӳлтен Килекенни пуринчен те аслă. 32 Вăл Хăй курни-илтнине пĕлтерет, анчах та Вăл çирĕплетсе пĕлтернине никам та йышăнмасть. 33 Вăл пĕлтернине йышăнакан çапла туса Турă чăн-чăннине ĕнентерет. 34 Турă Яни Турă сăмахĕпе калаçать, мĕншĕн тесен Турă Хăйĕн Сывлăшне виçесĕр парать. 35 Ашшĕ Ывăлне юратать, Вăл пĕтĕмпех Унăн аллине панă. 36 Ывăлне ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă. Турă Ывăлне ĕненмен çын пурăнăç кураяс çук, ун çинче Турă çилли тăрать».
Иисуспа Самари хĕрарăмĕ
1 Иисусăн вĕренекенĕсем йышлансах пынă, Вăл Иоанран та ытларах шыва кĕртет текен хыпар фарисейсем патне çитнĕ. 2 Тĕрĕссипе вара, Иисус Хăй шыва кĕртмен, вĕренекенĕсем кĕртнĕ. 3 Фарисейсем Хăйĕн çинчен илтнине пĕлсен Иисус каллех Иудейăран Галилейăна кайнă. 4 Унăн Самари çĕрĕпе иртмелле пулнă. 5 Çапла вара Вăл Самарири Сихарь ятлă хулана çитнĕ. Çав хула Иаков хăйĕн ывăлне Иосифа панă анапа юнашарах вырнаçнă. 6 Унта Иаков çăлĕ те пулнă. Çул çинче ывăннă Иисус çав çăл патне канма ларнă. Кăнтăр вăхăчĕ çитсе пынă. 7 Пĕр Самари хĕрарăмĕ шыв ăсма пынă. «Шыв ĕçтерсемччĕ», – тенĕ ăна Иисус. 8 Çав вăхăтра Унăн вĕренекенĕсем хулара пулнă, вĕсем апат-çимĕç илме кайнă пулнă. 9 Самари хĕрарăмĕ Ăна: «Епле-ха Эсĕ, Иудея çынни, манран, Самари хĕрарăмĕнчен, ĕçме ыйтатăн?» – тесе каланă. Иудея çыннисемпе Самари çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнман пулнă. 10 Иисус ăна хирĕç каланă: «Турă мĕн пама пултарнине пĕлес пулсан, „шыв ĕçтерсемччĕ“ тесе калаканĕ Камне пĕлес пулсан, эсĕ ху Унран ыйтнă пулăттăн. Вара Вăл сана чĕрĕлĕх шывĕ парĕччĕ». 11 «Ырă Çыннăм! – тенĕ Ăна хĕрарăм. – Санăн ăсмалли те çук-çке, çăлĕ вара тарăн. Ăçтан-ха апла Санăн чĕрĕлĕх шывĕ пултăр? 12 Пире ку çăла алтса парса хăварнă Иаков мăн асаттерен те аслăрах-им вара Эсĕ? Вăл хăй те, ачисем те çак çăлтанах ĕçсе пурăннă, выльх-чĕрлĕхне те çакăнтах шăварнă». 13 Иисус ăна хирĕç çапла каланă: «Кам çак шыва ĕçет, тепĕртакран унăн каллех ĕçесси килет. 14 Кам та кам Эпĕ панă шыва ĕçет, унăн ĕмĕрне те ăшĕ хыпмĕ. Эпĕ паракан шыв унăн чунĕнче ĕмĕрлĕх пурăнăçа юхакан çăлкуç пулса тăрĕ». 15 «Ырă Çыннăм! – тенĕ Ăна хĕрарăм. – Çав шыва мана ĕçтерсемччĕ, манăн тек нихçан та ăшăм ан хыптăрччĕ, çакăнта шыв ăсма та килмелле ан пултăрччĕ». 16 «Кайса упăшкуна чĕн те кунта кил», – тенĕ ăна Иисус. 17 «Манăн упăшкам çук», – тавăрнă хирĕç хĕрарăм. «Упăшкам çук тесе эсĕ тĕрĕсех каларăн, – тенĕ ăна Иисус. 18 – Пилĕк хут качча кайнă пулин те, халĕ пĕрле пурăнаканни санăн упăшку мар. Эсĕ çакна тĕрĕсех каларăн». 19 «Хуçамăр! – тенĕ хĕрарăм. – Ĕнтĕ пĕлетĕп: Эсĕ – пророк. 20 Пирĕн мăн асаттесем Турра çак ту çинче пуççапнă, эсир вара пуççапмалли вырăн Иерусалимра тетĕр». 21 Иисус ăна çапла каланă: «Ĕнен Мана, вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ. Ун чухне те эсир Атте Турра пуççапăр, анчах çак ту çинче те мар, Иерусалимра та мар. 22 Эсир, Самари çыннисем, мĕне пуççапнине хăвăр та пĕлместĕр. Эпир вара хамăр мĕне пуççапнине пĕлетпĕр, мĕншĕн тесен çăлăнăç иудейсенчен килмелле. 23 Чăн-чăн пуççапакансем Аттене чун-чĕмпе, таса кăмăлпа пуççапмалли вăхăт çитсе пырать. Çав вăхăт çитрĕ те ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Атте Хăйне çавнашкал пуççапакансене шырать. 24 Турă Вăл – Сывлăш. Çавăнпа пуççапакансен те Ăна чун-чĕмпе, таса кăмăлпа пуççапмалла». 25 Хĕрарăм Ăна: «Мессия, тепĕр майлă каласан Христос, килессине, килсен пире йăлтах каласа пĕлтерессине пĕлетĕп-ха эпĕ», – тенĕ. 26 «Вăл Эпĕ, санпа Калаçаканни», – тенĕ ăна Иисус. 27 Çавăн чухне вĕренекенĕсем тавăрăннă та Иисус Самари хĕрарăмĕпе калаçса тăнинчен тĕлĕннĕ. Çапах та вĕсенчен пĕри те «Эсĕ хĕрарăмран мĕн ыйтрăн?» тесе те, «Мĕн çинчен калаçрăр?» тесе те ыйтман. 28 Шыв савăтне лартса хăварсах хĕрарăм хулана кайнă та çынсене çапла каланă: 29 «Пĕр Çын манăн пурăнăçăм çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ, кайса пăхăр-ха, Христос мар-и Вăл?» 30 Вара çынсем хуларан тухса Иисус патне кайнă. 31 Çав вăхăтра вĕренекенĕсем Ăна: «Равви! Çисемччĕ», – тесе тархасланă. 32 Анчах та Иисус вĕсене хирĕç каланă: «Манăн эсир пĕлмен апат-çимĕç пур». 33 Вĕренекенĕсем хăйсем хушшинче: «Кам та пулин Ăна çимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаçкаланă. 34 Иисус вĕсене каланă: «Манăн апат-çимĕçĕм – Хама кунта Яраканăн ирĕкне пурнăçласси, Унăн ĕçне туса пĕтересси. 35 Эсир марччĕ-и-ха: „Тепĕр тăватă уйăхран тырă вырмалла пулать“, – тесе калаканнисем? Эпĕ сире калатăп: куçăрсене уçса тырă пуссине сăнăр-ха: тырри пиçсе çитнĕ, вырмалла пулнă ĕнтĕ. 36 Выраканĕ, хăйĕн пайтине илсе, ĕмĕрлĕх пурăнăç валли тырă-пулă пуçтарать. Çапла вара акаканĕпе выраканĕ пĕрле савăнĕç. 37 Мĕншĕн тесен кунта шăпах „пĕри акать, тепри вырать“ текен каларăш вырăнлă. 38 Эпĕ сире хăвăр акман тырра вырма яратăп. Çав уй-хирте пĕрисем ĕçлерĕç, эсир вара вĕсемпе пĕрле вырнипех пая кĕретĕр». 39 Хĕрарăм Ун пирки «манăн пурăнăçăм çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ» тесе çирĕплетнине илтсен çав хулари Самари çыннисем нумайăшĕ Иисуса ĕненме пуçланă. 40 Çавăнпа Самари çыннисем, Иисус патне пырсан, Ăна пĕр вăхăт хăйсем патĕнче юлма ыйтнă. Вăл вара унта икĕ кун пурăннă. 41 Унăн Хăйĕн сăмахĕсене илтсен ĕненекенсем татах нумайланнă. 42 Вара вĕсем çав хĕрарăма каланă: «Эпир ĕнтĕ сан сăмаху тăрăх кăна ĕненместпĕр. Вăл чăнах тĕнчене Çăлакан, Христос иккенне хамăр илтсе пĕлтĕмĕр».
Пуçлăх ывăлне сыватни
43-44 Пророка хăйĕн тăван çĕр-шывĕнче хисеплемеççĕ тесе Иисус Хăех каланă пулнă. Çавăнпа та, икĕ кун иртсен, Иисус Галилейăна кайнă. 45 Галилейăна пырсан, унти çынсем Ăна хапăлласах йышăннă. Мĕншĕн тесен Иерусалимри пасха уявĕнче Иисус кăтартнă хăватсене вĕсем куçăнах курнă пулнă. 46 Çапла вара Вăл каллех Галилейăри Кана хулине, Хăй шывран хĕрлĕ эрех тунă çĕре пынă. Капернаумра патшан пĕр улпучĕ пурăннă, унăн ывăлĕ чирлĕ выртнă. 47 Иисус Иудейăран Галилейăна килни çинчен илтнĕ улпут Ун патне пынă. Вăл Иисуса хăйĕн вилесле выртакан ывăлне кайса сыватма тархасланă. 48 «Тĕрлĕ паллăсем, хăватсем курмасăр эсир ĕненекен марччĕ-çке», – тенĕ çавăн чухне Иисус. 49 Пуçлăх Ăна каланă: «Хуçамăр! Ывăлăм вилсе кайиччен атя-ха пирĕн пата каяр». 50 «Санăн ывăлу сывă ĕнтĕ, каях», – тенĕ ăна Иисус. Унăн сăмахĕсене ĕненнĕ çын кайнă вара. 51 Çул çинче ăна тарçисем тĕл пулнă. «Санăн ывăлу сывă ĕнтĕ», – тенĕ вĕсем. 52 Вăл тарçисенчен ывăлĕ миçе сехетсенче самайланни çинчен ыйтнă. «Ĕнер, кăнтăрла иртни пĕр сехет тĕлнелле унăн сив чирĕ иртсе кайрĕ», – тенĕ лешсем. 53 Вара ачан ашшĕ ку шăпах Иисус хăйне «Санăн ывăлу сывă ĕнтĕ» тенĕ сехетре пулса иртнине ăнланса илнĕ. Çавăн хыççăн пуçлăх та, унăн кил-йышĕсем те пурте Иисуса ĕненме пуçланă. 54 Çак иккĕмĕш тĕлĕнмелле ĕçе Иисус Иудейăран Галилейăна тавăрăнсан тунă.
Шыва кĕмелли вырăнта сыватни
1 Нумаях та вăхăт иртмен, иудейсен уявĕ çитнĕ. Вара Иисус Иерусалима пынă. 2 Иерусалимра, Сурăх Хапхи патĕнче, шыва кĕме ятарласа тунă вырăн пур, еврейла ăна Вифезда теççĕ. Ун йĕри-тавра пилĕк лупас ларнă. 3 Çав лупассем айĕнче питĕ нумай чирлĕ çын выртнă. Суккăрсем, уксахсем, паралич çапнисем шыв хумхана пуçласса кĕтнĕ. 4 Мĕншĕн тесен Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ вăхăтран вăхăта çавăнта анса шыва пăлхатнă. Кам та кам хумханса илнĕ шыва чи малтан кĕме ĕлкĕрнĕ, çав кирек епле чиртен те сывалнă. 5 Унта вăтăр сакăр çул хушши чирпе асапланакан пĕр çын пулнă. 6 Иисус ăна курсан, вăл чылай хушă чирленине пĕлсе, выртакан çынран: «Санăн сывалас килет-и?» – тесе ыйтнă. 7 «Эй, Хуçамăр, – тенĕ Ăна чирлĕскер, – сываласчĕ те, анчах та хум çĕкленсен мана шыва кĕме пулăшакан çук-çке. Эпĕ шыв хĕррине çитиччен ялан кам та пулин маларах кĕрсе ĕлкĕрет». 8 Иисус ăна каланă: «Тăр, сарнă вырăнна ил те утса çӳре». 9 Лешĕ çав самантрах сывалнă та вырăнне илсе утма пуçланă. Çак ĕç шăмат кун пулнă. 10 Çавăнпа иудейсен ятлă-сумлă çыннисем сывалнăскере каланă: «Паян шăмат кун, санăн вырăнна çĕклесе кайма юрамасть». 11 «Сарнă вырăнна ил те тăрса ут тесе мана Сыватакан хушрĕ», – хуравланă вĕсене çак çын. 12 «Сарнă вырăнна ил те тăрса ут текенни кам вара Вăл?» – ыйтнă унран. 13 Сывалнă çынни Вăл кам пулнине те пĕлмен, мĕншĕн тесен Иисус çавăнтах халăх хушшине кĕрсе çухалнă пулнă. 14 Кайран Иисус ăна Турă Çуртĕнче шыраса тупнă та каланă: «Акă ĕнтĕ эсĕ сывалтăн. Асту, тата япăхраххи ан пултăр тесен, çылăха урăх ан кĕр». 15 Çав çын вара иудейсен ятлă-сумлă çыннисем патне кайнă та хăйне Сыватаканĕ Иисус пулнине пĕлтернĕ. 16 Çавнашкал ĕçсене шăмат кун тунăшăн хайхи иудейсем Иисуса хĕсĕрлеме пуçланă, вĕлерме май шыранă. 17 Анчах та Иисус вĕсене çапла каланă: «Манăн Аттем Хăйĕн ĕçне яланах тăвать, Эпĕ те тăватăп». 18 Çавăнпа та ятлă-сумлисем Ăна шăмат куна хисеплеменшĕн кăна мар, Турра Манăн Аттем теме хăйнăшăн, çапла каласа Хăйне Турăпа танах хунăшăн вĕлерес тесе тата çирĕпрех шут тытнă.
Ывăлне панă ирĕк
19 «Чăн-чăнах калатăп сире, – тавăрнă Иисус. – Ашшĕ мĕн тунине курмасан Ывăлĕ хăй тĕллĕн нимĕн те тăваймасть. Ашшĕ мĕн тăвать, Ывăлĕ те çавнах тăвать. 20 Ывăлне юратнăран Ашшĕ Хăй мĕн тунине йăлтах Ăна кăтартать. Вăл Ăна тата пысăкрах ĕçсем кăтартĕ-ха, вара эсир тĕлĕнсех кайăр. 21 Ашшĕ вилнисене чĕртсе пурăнăç панă пекех, Ывăлĕ те кама пурăнăç парас тет, çавна парать. 22-23 Ашшĕ никама та суд тумасть. Ашшĕне хисепленĕ пекех, Ывăлне те хисеплеччĕр тесе суд тăвассине Вăл пĕтĕмпех Ывăлне шанса панă. Кам Ывăлне хисеплемест, çав Ăна яракан Ашшĕне те хисеплемест. 24 Чăн-чăнах калатăп сире: Ман сăмаха итлекен, Мана кунта Яракана ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă. Вăл вилĕмрен чĕрĕлĕхе куçать, унăн Турă судне те пымалла мар. 25 Чăн-чăнах калатăп сире: вилнĕ çынсем Турă Ывăлĕн сассине илтес, илтсенех чĕрĕлсе тăрас вăхăт çитсе пырать. Вăл çитрĕ те ĕнтĕ. 26 Ашшĕ Хăй чĕрĕлĕхлĕ пулнă пекех, Ывăлне те чĕрĕлĕхлĕ пулма панă. 27 Этем Ывăлĕ пулнăран Ăна Турă суд тума та ирĕк панă. 28 Çакăнтан ан тĕлĕнĕр: тупăкрисем пурте Турă Ывăлĕн сассине илтес вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ. 29 Ырă тунисем ĕмĕрлĕх пурăнма чĕрĕлĕç, усал тунисем айăплав илме чĕрĕлĕç. 30 Мĕн тăвасси Ман ирĕк мар, Аттене итленĕрен çапла суд тăватăп. Хам ирĕкĕме мар, Хама яракан ирĕкне тума тăрăшнăран Ман судăм тĕрĕс».
Ывăлĕ çинчен каласа çирĕплетни
31 «Эпĕ Хам пирки Хамах пĕлтеретĕп пулсан, Эпĕ çирĕплетсе пĕлтерни тĕрĕс пулмĕччĕ. 32 Ман пирки Тепри те çирĕплетсе пĕлтерет. Вăл Ман çинчен пĕлтерни чăн пулнине Эпĕ пĕлетĕп. 33 Эсир Иоанн патне çынсем ятăр. Вăл çирĕплетни чăн-чăн. 34 Тепĕр тесен, Ман пирки çын каласа çирĕплетни Мана кирлĕ те мар. Çакна Эпĕ сире çăлас тесе кăна калатăп. 35 Иоанн вăл çунса çутă паракан çутаткăçчĕ, эсир вара ун çутинче кăшт кăна савăнса юласшăн пултăр. 36 Ăна Ашшĕ кунта янă тесе Ман çинчен Иоанн пĕлтернисĕр пуçне тата вăйлăрах кăтартса паракан пур. Вăл – Эпĕ тăвакан ĕçсем, вĕсене Эпĕ Аттем ирĕкне пăхăнса тăватăп. 37 Мана кунта яракан Аттем Хăй те Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕ. Эсир вара Унăн сассине нихăçан та илтмен, Унăн сăнне те курман. 38 Сирĕн чĕрĕрте Унăн сăмахĕ валли вырăн тупăнмарĕ, мĕншĕн тесен Вăл Янăскере ĕненместĕр. 39 Эсир, Çырнине тишкерсе вуласа, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пуласса шанатăр, Çырни вара хăех Ман çинчен пĕлтерет. 40 Апла пулин те эсир чĕрĕлĕх илме Ман патăма килес теместĕр. 41 Çын мухтани Мана ним тума та кирлĕ мар. 42 Анчах Эпĕ сире пĕлетĕп: чунăрсенче Турра юратни çук. 43 Эпĕ Аттем ячĕпе килтĕм, эсир Мана йышăнмастăр. Кам та пулин хăй ячĕпе килет те – эсир ăна йышăнатăр. 44 Пĕртен-пĕр Турă мухтавне шырас вырăнне эсир пĕр-пĕрне мухтаса пурăнатăр пулсан ăçтан-ха Мана ĕненме пултарăр? 45 Çапах та Вăл пире Ашшĕ умĕнче айăплĕ тесе ан шухăшлăр. Сире айăплама хăвăр шанакан Моисей пур. 46 Енчен те эсир Моисея ĕненес пулсан, Мана та ĕненĕттĕр, мĕншĕн тесен вăл Ман çинчен çырнă. 47 Вăл çырнине те ĕненместĕр пулсан, ăçтан-ха Ман сăмахăмсене ĕненĕр?»
Пилĕк пин çынна тăрантарни
1 Кайран Иисус Галилея тинĕсĕн тепĕр енне каçнă. Ку тинĕсе тата Тивериада тинĕсĕ тесе те калаççĕ. 2 Вăл чирлисене сыватса хăват тунине курнă халăх Ун хыçĕнчен йышлăн пынă. 3 Иисус ту çине хăпарнă та унта Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле ларнă. 4 Иудейсен пасха уявĕ çывхарса килнĕ пулнă. 5 Иисус пуçне çĕклесе пăхнă та Хăй патне темĕн чухлĕ халăх пынине курнă. Вара Филипа çапла каланă: «Кун чухлĕ халăха тăрантармалăх çăкăр çтан сутăн илмелле-ха пирĕн?» 6 Хăй мĕн тăвассине пĕлнĕ пулин те, çакна Вăл Филипа тĕрĕслесе пăхас тесе каланă. 7 «Кунта ик çĕр динарийлĕх çăкăр туянсан та çитес çук. Кашнине пĕрер татăк та лекеймĕ», – тенĕ Филипп. 8 Иисусăн пĕр вĕренекенĕ, Петр текен Симонăн шăллĕ Андрей, Ăна çапла каланă: 9 «Кунта пĕр ачан пилĕк урпа çăкăрĕпе икĕ пĕчĕк пулă пур. Анчах çакăн чухлĕ халăха вăл ăçтан çиттĕр?» 10 «Халăха ларма хушăр», – тенĕ Иисус. Çапла вара пилĕк пин çынна яхăн ларса тухнă, вырăнĕ унта çеремлĕ пулнă. 11 Иисус хайхи çăкăрсене илсе Турра тав тунă та вĕренекенĕсене тыттарнă, лешсем ларакан халăха валеçсе панă. Пулла та çавнашкалах валеçнĕ. Кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлех илнĕ. 12 Пурте çисе тăрансан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: «Юлнă татăксене пуçтарăр, нимĕн те сая ан кайтăр». 13 Лешсем вара пилĕк урпа çăкăрне çинĕ хыççăн юлнă татăксене пуçтарнă. Пурĕ вун икĕ кунтăк тултарнă. 14 «Ку чăнах та тĕнчене килмелли Çав Пророк!» – тенĕ çавăн чухне Иисус тунă хăвата курнисем. 15 Çынсем Хăйне систермесĕрех тытса патшана лартассине пĕлсен Иисус каллех ту çине пĕчченех кайнă.
Иисус шыв çийĕпе утни
16 Каç пулсан Унăн вĕренекенĕсем тинĕс хĕррине аннă. 17 Тĕттĕмленнĕ пулин те, Иисус çаплах пыман. Вара вĕсем, кимĕ çине ларса, тинĕс тепĕр енчи Капернаума ише пуçланă. 18 Çил хытă вĕрнипе тинĕс вăйлăн хумханма тытăннă. 19 Пĕр пилĕк-ултă çухрăм ишсен вĕсем тинĕс çийĕпе утса кимĕ патне çывхаракан Иисуса курнă та хăраса кайнă. 20 «Ан хăрăр, ку – Эпĕ», – тенĕ вĕсене Иисус. 21 Вĕсем Ăна кимĕ çине лартасшăн пулнă, анчах пăхаççĕ те кураççĕ: кимĕ хăйсем çитес çырана çитсе те тăнă иккен. Иисус Христос – пурăнăç çăкăрĕ 22 Тинĕс леш енче юлнă çынсем тепĕр кунне çыранта ĕнер пĕр кимĕ кăна пулнине аса илнĕ. Унтан та ытларах, вĕсем Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсем ларнă кимĕ çине кĕменнине те, вĕренекенĕсем Унсăрах ишсе кайнине те пĕлнĕ. 23 Çав вăхăтра Тивериадăран урăх кимĕсем пырса çитнĕ. Вĕсем Хуçамăр пиллесе панă çăкăра çинĕ вырăнтан инçех мар чарăннă. 24 Анчах Иисус та, вĕренекенĕсем те ку çыранта çуккине пĕлсен халăх кимĕсем çине ларнă та Иисуса шыраса Капернаума ишсе кайнă. 25 Вара, Ăна тинĕс тепĕр енче тупсан, тĕлĕнсе каланă: «Равви! Эсĕ хăçан кунта килме ĕлкĕртĕн?» 26 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Чăн-чăнах калатăп сире: Эсир Мана хăватсем курнăран мар, çăкăр çисе тăраннăран шыратăр. 27 Çĕр çинчи вăхăтлăх апат-çимĕçшĕн ан тăрăшăр, Этем Ывăлĕ паракан ĕмĕрлĕх апат-çимĕçшĕн тăрăшăр. Мĕншĕн тесен Этем Ывăлне Турă Хăйĕн пиллĕхĕпе палăртнă». 28 «çĕмĕрсем Турра юрăхлă пулччăр тесен пирĕн мĕн тумалла?» – ыйтнă вара вĕсем. 29 «Турă Янине ĕненесси Турра юрăхлă пĕртен-пĕр ĕç пулать», – хуравланă вĕсене Иисус. 30 «Хăвна ĕнентерес тесе Эсĕ пире мĕнле паллă кăтартăн? – ыйтнă вĕсем. – Эсĕ мĕн тума пултаратăн? 31 Пирĕн аттемĕрсем пуш хирте маннă çинине астăватăр ĕнтĕ. Çырнинче çапла каланă: „Çиме вĕсене çӳлтен Турă çăкăр панă“». 32 «Чăн-чăнах калатăп, – тенĕ Иисус. – Çӳлти çăкăра сире Моисей паман, çӳлти чăн-чăн çăкăра сире Ман Аттем парать. 33 Мĕншĕн тесен Турă çăкăрĕ вăл – Çӳлтен Анаканни, тĕнчене пурăнăç Параканни». 34 Вара вĕсем Ăна тархасла пуçланă: «Хуçамăр! Пире яланах çав çăкăра парса тăрсамччĕ!» 35 Иисус вĕсене çапла каланă: «Пурăнăç çăкăрĕ – Эпĕ. Ман патăма килекен нихăçан та выçăхмĕ, Мана ĕненекенĕн нихăçан та ăшĕ хыпмĕ. 36 Анчах та, Эпĕ сире каланăччĕ ĕнтĕ, эсир Мана куртăр, çапах та ĕненместĕр. 37 Аттем Мана панисем пурте Ман патăма килĕç. Хам патăма килекенсене Эпĕ нихăçан та хăваласа ямăп. 38 Мĕншĕн тесен Эпĕ çӳлтен Хам ирĕкĕме тума мар, Хама кунта яракан Аттемĕн ирĕкне тума антăм. 39 Мана кунта яракан Атте ирĕкĕ вара çапла: Хама панисенчен пĕрне те Манăн çухатмалла мар, юлашки кун çитсен вĕсене пурне те вилĕмрен чĕртсе тăратмалла. 40 Мана кунта Яракан ирĕкĕ çакăн пек: Ывăлне куракан, Ăна ĕненекен кашни çын ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулмалла. Эпĕ вара ăна юлашки кун, суд кунĕ çитсен, чĕртсе тăратăп». 41 «Эпĕ – çӳлтен аннă çăкăр» тенине илтсен иудейсем Иисуса ӳпкелеме пуçланă. 42 «Ку – Иосиф ывăлĕ Иисус мар-им вара? – тенĕ вĕсем. – Эпир Унăн ашшĕпе Амăшне палланă çинчех Вăл епле-ха „Эпĕ çӳлтен антăм“ теме хăять?» 43 «Ан ӳпкелешĕр, – тенĕ вĕсене Иисус. 44 – Мана кунта яракан Атте çавăтса пымасăр сирĕнтен пĕри те Ман патăма çитеймĕ. Хам патăма çитнисене Эпĕ юлашки кун чĕртсе тăратăп. 45 Пророксен кĕнекинче „Турă вĕсене пурне те вĕрентĕ“ тесе çырнă. Аттене итлесе вĕренекен кашни çын Ман патăма çитет. 46 Ку сăмах Аттене кам та пулин курнине пĕлтермест. Турăран Килни кăна Ашшĕне курнă. 47 Чăн-чăнах калатăп сире: Мана ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать. 48 Эпĕ – пурăнăç çăкăрĕ. 49 Сирĕн мăн аслаçăрсем пуш хирте маннă çинĕ, çапах та вилнĕ. 50 Çӳлтен анакан ку çăкăр вара çавнашкал: ăна çиекен нихăçан та вилмест. 51 Эпĕ – çӳлтен аннă чĕрĕлĕх çăкăрĕ. Çав çăкăра çиекен ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ. Эпĕ паракан çăкăр вăл – Манăн Ӳтĕм. Ăна Эпĕ тĕнче пурăнăçĕшĕн парăп». 52 «Епле-ха Вăл Хăй Ӳтне пире çиме парĕ?» – тесе иудейсем пĕр-пĕринпе тавлашсах кайнă. 53 «Чăн-чăнах калатăп сире, – тенĕ вĕсене Иисус, – эсир Этем Ывăлĕн Ӳтне çимесен, Юнне ĕçмесен, чĕрĕлĕхлĕ пулаймăр. 54 Ман Ӳтĕме çиекен, Юнăма ĕçекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать. Юлашки кун çитсен, Эпĕ ăна чĕртсе тăратăп. 55 Мĕншĕн тесен чăн-чăн çимĕç – Манăн Ӳтĕм, чăн-чăн ĕçме – Манăн Юнăм. 56 Ман Ӳтĕме çиекен, Юнăма ĕçекен ĕмĕр-ĕмĕр Манра пурăнать, Эпĕ те çав çынра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнатăп. 57 Мана янă чĕрĕлĕхлĕ Аттем Мана чĕрĕлĕх панă пекех, Манăн Ӳтĕме çиекене те Эпĕ чĕрĕлĕх парăп. 58 Çавă ĕнтĕ çӳлтен аннă çăкăр пулать те. Вăл мăн аслаçăрсем çинĕ маннă пек мар, вĕсем ăна çинĕ, çапах та вилнĕ. Ку çăкăра çиекен ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ». 59 Çак сăмахсене Вăл Капернаумри синагогăра вĕрентнĕ чухне каланă.
мĕрлĕх пурăнăç сăмахĕсем
60 Унăн сăмахне итлесе пĕтерсен чылай вĕренекенĕ çапла каланă: «Ытла та йывăр вĕрентӳ-çке ку! Кам ăна ăша хывма пултарĕ?» 61 «Сире çакă та пăтраштарать-и? – тенĕ вĕсене Иисус, çав сăмахсемшĕн вĕренекенĕсем ӳпкелешнине пĕлсе тăрса. 62 – Этем Ывăлĕ Хăй малтан пулнă вырăна çĕкленсе кайнине курсан, мĕн тăвăр-ши эсир? 63 Чун-чĕм чĕрĕлĕхлĕ тăвать, ӳт-пӳрен ним усси те çук. Манăн сăмахăмсем вара чун-чĕмлĕ те чĕрĕлĕхлĕ. 64 Çапах сирĕн хушшăрта ĕненменнисем те пур». Çакна Иисус кам-кам ĕненменнине те, Хăйне кам сутассине те малтанах пĕлсе тăнăран каланă. 65 Унтан хушса хунă: «Çавăнпа та Эпĕ сире Аттем пулăшмасăр сирĕнтен пĕри те Ман патăма çитеймĕ тесе каларăм». 66 Çавăн хыççăн чылай вĕренекенĕ Иисусран сивĕннĕ, Унпа çӳреме пăрахнă. 67 «Сирĕн те пăрахса каяс килмест-и?» – ыйтнă çавăн чухне Иисус Вун иккĕшĕнчен. 68 «Хуçамăр! – тенĕ вара Петр текен Симон. – Пирĕн кам патне каяс? Ĕмĕрлĕх пурăнăç сăмахĕсем Санра. 69 Эсĕ – Христос, чĕрĕ Турă Ывăлĕ иккенне эпир ĕнентĕмĕр те, пĕлтĕмĕр те». 70 «Сире, Вун иксĕре, Эпĕ Хам суйласа илмерĕм-им? – тенĕ вĕсене Иисус. – Анчах та сирĕнтен пĕри – шуйттан!» 71 Çакна Вăл Симон ывăлĕ Иуда Искариот çинчен каланă, мĕншĕн тесен Иуда, Вун иккĕшĕнчен пĕри пулин те, Иисуса сутма шухăш тытнă.
Иисуса тăванĕсем ĕненменни
1 Кайран Иисус Галилейăра çӳренĕ. Иудейсен ятлă-сумлă çыннисем Хăйне вĕлересшĕн пулнине пĕлсе Вăл Иудея çĕрне каяс темен. 2 Иудейсен чатăр уявĕ çывхарса килнĕ. 3 Çавăн чухне тăванĕсем Ăна каланă: «Текех кунта ан юл. Ху тăвакан тĕлĕнмелле ĕçӳсене вĕренекенӳсене кăтартма Иудейăна кай. 4 Мĕншĕн тесен паллă çын пулас текен хăйĕн ĕçĕсене вăрттăн тумасть. Эсĕ çакнашкал ĕçсем тăватăн пулсан эппин Хăвна тĕнчене кăтарт». 5 Тăванĕсем те Ăна ĕненмен. 6 «Манăн вăхăтăм çитеймен-ха, – тавăрнă вĕсене Иисус, – сирĕншĕн вара яланах майлă вăхăт. 7 Тĕнче сире курайми пулас çук. Эпĕ унăн ĕçĕсем усаллине çирĕплетсе пĕлтеретĕп, çавăнпа тĕнче Мана кураймасть. 8 Эсир çак уява кайăрах. Эпĕ хальлĕхе тăхтам, мĕншĕн тесен Манăн вăхăтăм çитеймен-ха». 9 Çапла каласа Иисус Галилейăрах юлнă.
Иисус чатăр уявĕнче
10 Анчах, тăванĕсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесĕр пынă. 11 Уявра иудейсен ятлă-сумлă çыннисем: «Ăçта Вăл?» – тесе Ăна шыранă. 12 Халăх хушшинче Ун пирки тĕрлĕ сăмах çӳренĕ. «Ырăскер Вăл», – тесе каланă пĕрисем. «Çук, çук! Вăл халăха улталать кăна!» – хирĕçленĕ теприсем. 13 Анчах та хăйсен ятлă-сумлă çыннисенчен хăранипе пурте Ун çинчен вăрттăн çеç калаçнă. 14 Çур уяв иртнĕ тĕлелле Иисус Турă Çуртне кĕрсе вĕренте пуçланă. 15 «Вĕренмен пулин те, Çырнинче мĕн каланине ăçтан пĕлет-ха Вăл?» – тĕлĕннĕ иудейсем. 16 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Манăн вĕрентĕвĕм Хамран мар, Мана кунта Яракантан. 17 Кам Унăн ирĕкне пурнăçлас тет, вăл çак вĕрентӳ Турăран е Хамран пулнине те пĕлĕ. 18 Хăйĕнчен калакан хăйшĕн çеç мухтав шырать. Кам Хăйне кунта Яраканшăн мухтав шырать, Вăл чăннине калать; Унăн чĕри ултавсăр. 19 Моисей сире саккун паман-и вара? Çапах та сирĕнтен пĕри те саккун хушнине тумасть. Мĕншĕн эсир Мана вĕлересшĕн?» 20 Халăх Ăна хирĕç: «Сана усал ермен-и? Кам сана вĕлересшĕн?» – тесе каланă. 21 Иисус сăмахне малалла тăснă: «Эпĕ шăмат кун йăлине пĕрре пăсрăм та, эсир пурте тĕлĕнетĕр. 22 Моисей сире ӳт кастарма хушнă. Тĕрĕссипе, ку йăла Моисейран та мар, мăн аслаçăрсенченех тухнă. Çавăнпа эсир шăмат кун та ӳт кастаратăр. 23 Çапла вара, Моисей саккунне пăсас мар тесе, çын шăмат кун та ӳт кастарать. Мĕншĕн-ха эппин эсир Мана шăмат кун та çынна сыватать тесе çилленетĕр? 24 Çиелтен пăхса ан айăплăр, тӳрĕ суд туса айăплăр». Килмелли Христос Вăлах-и25 Çавăн чух Иерусалим çыннисенчен хăшĕ-пĕри: «Çакна вĕлересшĕн шырамаççĕ-и-ха? – тенĕ. 26 – Акă Вăл уççăнах калаçать, çапах та Ăна никам та чармасть. Тен, Вăл чăнах Христос пулнине пуçлăхсем пĕлеççĕ? 27 Анчах та эпир Вăл ăçта çуралса ӳснине пĕлетпĕр. Турă Суйласа илни килес пулсассăн, Вăл çтан иккенне никам та пĕлмĕччĕ». 28 Çавăн чухне Иисус, Турă Çуртĕнче вĕрентсе, хыттăн каланă: «Эсир Мана та, Эпĕ ăçта çуралнине те пĕлетĕр. Эпĕ кунта Хам тĕллĕн килмен. Мана кунта Яраканĕ чăн-чăн, анчах та эсир Ăна пĕлместĕр. 29 Ун патĕнчен килнĕ пирки Эпĕ Ăна пĕлетĕп, Мана Вăл ячĕ». 30 Вĕсем вара Иисуса тытасшăн пулнă. Çапах никам та Ун çине алă çĕклеймен, мĕншĕн тесен Унăн вăхăчĕ çитеймен пулнă-ха. 31 Кирек епле пулсассăн та, чылайăшĕ Ăна ĕненнĕ. «Турă Суйласа илни килсен, Ку тунă хăватсенчен те ытларах тăвĕ-ши вара?» – тенĕ вĕсем.
Иисуса тытасшăн пулни
32 Халăхра Иисус çинчен çапла калаçнине фарисейсем илтнĕ. Вара аслă священниксемпе фарисейсем Турă Çурчĕн хуралçисене Ăна тытма янă. 33 Иисус вĕсене çапла каланă: «Ĕнтĕ Манăн сирĕнпе пуласси нумаях юлмарĕ, часах Хама кунта Яракан патне кайăп. 34 Эсир Мана шырăр, анчах та тупаймăр. Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр». 35 «Эпир тупмалла марах ăçта каясшăн вара Вăл? – тесе калаçнă иудейсем. – Тен, Вăл грексем хушшине саланнă иудейсене, унтан тата грексене вĕрентсе çӳресшĕн? 36 Тата Вăл „Эсир Мана шырăр, анчах та тупаймăр, Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр“ тесе калани мĕне пĕлтерет-ши?»
Чĕрĕлĕх юхан шывĕсем
37 Уявăн юлашки, аслă кунĕнче Иисус ура çине тăрса пурте илтмелле çапла каланă: «Камăн ĕçес килет, çавă Ман патăма килтĕр те ĕçтĕр. 38 Кам мана ĕненет, унăн, Çырнинче каланă пек, „чĕринчен чĕрĕлĕх юхан шывĕсем юхĕç“». 39 Çакна Иисус Хăйне ĕненекенсем илес Святой Сывлăш çинчен каланă. Иисус мухтава тухман пирки ун чухне вĕсен чун-чĕринче Святой Сывлăш пулман-ха. 40 «Ку чăнах та пророк», – тенĕ çак сăмахсене илтнĕ çынсенчен чылайăшĕ. 41 «Ку – Турă Суйласа илни, Христос», – тенĕ хăшĕ-пĕри. Теприсем вĕсене хирĕçлесе каланă: «Христосăн Галилейăран килмелле мар-çке! 42 Христос Давид йăхĕнчен, Давид çуралнă Вифлеемран килмелле темен-им Çырнинче?» 43 Вара халăх Иисус пирки тавлашсах кайнă. 44 Хăшĕ-пĕри Иисуса тытасшăн та пулнă, çапах никам та Ун çине алă çĕклеймен.
Фарисейсемпе аслă священниксен ĕненменлĕхĕ
45 Çапла вара Турă Çурчĕн хуралçисем аслă священниксемпе фарисейсем патне тавăрăннă. «Эсир мĕншĕн Ăна тытса килмерĕр?» – тӳрех ыйтнă лешсем. 46 «Ку Çын калаçнă пек этем тени нихăçан та калаçманах», – тенĕ Турă Çурчĕн хуралçисем. 47 «Вăл вара мĕн, сире те Хăй майлă çавăрчĕ-им? – ыйтнă фарисейсем. 48 – Пуçлăхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ĕненчĕ-и Ăна? 49 Саккун мĕнне те пĕлмен хура халăх çеç ĕненет Ăна, ылханлă халăх!» 50 Анчах та хăйсен çынниех, Никодим, пĕррехинче çĕрле Иисус патне пынăскер, вĕсене çапла каланă: 51 «Пирĕн саккун кам мĕн тунине малтан хăйĕнчен ыйтса пĕлмесĕр çынна айăплама хушать-и?» 52 «Эсĕ те Галилея çынни мар пулĕ те? – тенĕ ăна. – Лайăхрах тĕпче те çакна пĕлсе тăр: ку таранччен Галилейăран пророк тухман та, тухас та çук». 53 Унтан пурте килĕсене саланнă.
Мăшăрне улталанă хĕрарăм çинчен
1 Иисус вара Елеон тăвĕ çине кайнă. 2 Ирхине Вăл каллех Турă Çуртне пынă. Пĕтĕм халăх Ун патне пуçтарăннă. Вăл ларнă та вĕсене вĕрентме тытăннă. 3 Çавăнта ун патне саккун вĕрентӳçисемпе фарисейсем мăшăрне улталанă чухне тытнă хĕрарăма илсе пырса халăх умне тăратнă. 4 «Вĕрентекен, – тенĕ хайхисем, – çак хĕрарăма мăшăрне улталанă чухне тытнă. 5 Моисей саккунĕ тăрăх унашкал хĕрарăмсене чулпа пере-пере вĕлермелле. Эсĕ мĕн калăн?» 6 Çакна вĕсем Ăна айăплама сăлтав тупасшăн тĕрĕслесе каланă. Иисус вĕсене курмăш пулнă та пĕшкĕнсе пӳрнипе çĕр çине темĕн çыра пуçланă. 7 Лешсем хăйĕнчен çине тăрсах ыйтнăран Вăл пуçне çĕклесе каланă: «Кам сирĕнтен çылăхсăр, çавă малтан ăна чулпа петĕр». 8 Вара каллех пĕшкĕнсе çĕр çине темĕн çырнă. 9 Хĕрарăма илсе пынă хайхи çынсем çакна илтсен, намăсланса, саланма тытăннă. Çапла аслинчен пуçласа кĕçĕнни таранах пĕрин хыççăн тепри тухса кайнă. Юлашкинчен вара халăх умĕнче тăнă хĕрарăмпа Иисус кăна тăрса юлнă. 10 Иисус пуçне çĕкленĕ те, никам та тăрса юлманнине курса, хĕрарăмран ыйтнă: «Эй, хĕрарăм, сана айăплакансем ăçта кайса кĕчĕç? Никам та сана айăпламарĕ-и?» 11 «Никам та айăпламарĕ, Хуçамăр!» – тавăрнă хĕрарăм. «Эпĕ те сана айăпламастăп. Каях, текех çылăха ан кĕр», – тенĕ Иисус.
Иисус Христос – тĕнче çути
12 Иисус татах халăха каланă: «Эпĕ – тĕнче çути. Ман хыçăмран пыракан тĕттĕмлĕхре çӳремĕ, вăл чĕрĕлĕх çутиллĕ пулĕ». 13 Çавăн чухне фарисейсем: «Эсĕ Ху çинчен Ху çирĕплетсе пĕлтеретĕн, çавăнпа та Эсĕ каласа çирĕплетни чăн мар», – тенĕ. 14 Иисус çапла хуравланă: «Хам çинчен Хам çирĕплетсе пĕлтеретĕп пулин те, Эпĕ пĕлтерни чăн. Мĕншĕн тесен Эпĕ Хам ăçтан килнине, ăçта каяссине пĕлетĕп. Эсир вара Эпĕ ăçтан килнине те, ăçта каяссине те пĕлместĕр. 15 Эсир этем виçипе виçсе айăплатăр, Эпĕ никама та айăпламастăп. 16 Айăплас пулсан та, Манăн судăм чăн пулĕччĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Хам тĕллĕн мар, Хама кунта яракан Аттепе пĕрле суд тăватăп. 17 Иккĕн кăтартса пани чăн тесе сирĕн саккунăрта та çырнă. 18 Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсем вара иккĕн: Эпĕ Хам тата Мана кунта яракан Аттем». 19 «Санăн Аçу ăçта?» – ыйтнă Унран. Иисус вĕсене хирĕç каланă: «Эсир Мана та, Аттеме те пĕлместĕр. Мана пĕлес пулсан Манăн Аттене те пĕлнĕ пулăттăрччĕ». 20 Иисус çак сăмахсене Турă Çуртĕнче, укçа арчи патĕнче, вĕрентнĕ чухне каланă. Унăн асап вăхăчĕ çитеймен пирки çавăн чухне Ăна никам та тĕкĕнмен. 21 Иисус вĕсене татах каланă: «Эпĕ каятăп, эсир Мана шырама пуçлăр, çылăхăрсене каçарттараймасăрах вилĕр. Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр». 22 «Мĕншĕн-ха Вăл „Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр“ терĕ, Хăйне Хăй вĕлерме шут тытман пулĕ те?» – тесе калаçкаланă вара иудейсем. 23 Иисус малалла каланă: «Эсир – çĕр çинчисем, Эпĕ вара çӳлтен килтĕм. Эсир – ку тĕнчерисем, Эпĕ – ку тĕнчери мар. 24 Çавăнпа Эпĕ сире „хăвăр çылăхăрпах вилĕр“ тесе каларăм. Эпĕ Кам пулнине ĕненмесен, чăнах та, хăвăр çылăхăрпах вилĕр». 25 «Кам вара Эсĕ?» – ыйтнă çавăн чухне Унран. «Кам пулнине Эпĕ сире темиçе те каларăм, – хуравланă Иисус. – Эпĕ – пуçламăшĕнченех Пурри. 26 Манăн сирĕн çинчен каламалли, сире айăпламалли нумай. Анчах та Эпĕ Хама кунта Яракантан мĕн илтнине кăна тĕнчене калатăп, мĕншĕн тесен Вăл – Чăнни». 27 Иисус Хăйĕн Ашшĕ çинчен каланине вĕсем ăнланса илеймен. 28 Çавăнпа та Иисус татах каланă: «Эпĕ Кам пулнине Мана хĕрес çине çĕклесен тин пĕлĕр. Ун чухне эсир Эпĕ Хам тĕллĕн нимĕн те туманнине, Аттем вĕрентнĕ пек кăна каланине те ăнланăр. 29 Мана кунта Яракан Манпа пĕрлех. Эпĕ яланах Ăна юрăхлине кăна тунăран Аттем Мана пăрахмасть, пĕччен хăвармасть». 30 Вăл çапла каланине илтсен чылайăшĕ Ăна ĕненме пуçланă.
Чăнлăх сире ирĕке кăларĕ
31 Вара Иисус Хăйне ĕненнĕ иудейсене каланă: «Эсир Ман сăмахăмран иртмесен Манăн чăн-чăн вĕренекенĕмсем пулăр. 32 Çавăн чухне эсир чăнлăха пĕлĕр, вара чăнлăх сире ирĕке кăларĕ». 33 Иудейсем Ăна хирĕçлесе çапла каланă: «Эпир Авраам йăхĕнчен, эпир нихăçан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсĕ тата пире ирĕке кăларасшăн?» 34 «Чăн-чăнах калатăп сире, – тавăрнă вĕсене Иисус, – çылăха кĕрекен кирек кам та – çылăх чури. 35 Хуçа килĕнче чура ĕмĕрех пурăнаймасть, Ывăлĕ вара ĕмĕрех пурăнать. 36 Çавăнпа Ывăлĕ сире ирĕке кăларсан тин эсир чăннипех ирĕклĕ пулăр. 37 Эсир Авраам йăхĕнчен пулнине пĕлетĕп. Анчах Ман сăмахăмсем чĕрĕре шăнăçайманран эсир Мана вĕлерме те хатĕр. 38 Эпĕ Хам Аттем патĕнче мĕн курнине каласа кăтартатăп. Эсир вара хăвăр аçăр патĕнче мĕн курнă, çавна тăватăр». 39 «Пирĕн Аттемĕр – Авраам!» – тенĕ Ăна хирĕç. Иисус вĕсене çапла каланă: «Эсир Авраам ачисем пулсан хăвăра Авраам пекех тыткаланă пулăттăр. 40 Эсир вара Мана, Турăран илтнĕ чăнлăха хăвăра каласа паракан Çынна, вĕлерме шутлатăр. Авраам унашкал хăтланман. 41 Эсир хăвăр аçăрăн ĕçĕсенех тăватăр». Ăна хирĕç вара: «Эпир вĕлтĕрен çинчи ачасем мар вĕт, пирĕн пĕртен-пĕр Аттемĕр пур, Вăл – Турă», – тенĕ. 42 «Эпĕ Хам тĕллĕн килмен, Турă патĕнчен анса килнĕ. Мана Вăл янă, – тавăрнă Иисус. – Çавăнпа та, сирĕн Аçăр Турă пулсассăн эсир Мана юратнă пулăттăр. 43 Мĕншĕн-ха эсир Эпĕ каланине ăнланмастăр? Мĕншĕн тесен Ман сăмахăма итлеме мехел çитерейместĕр. 44 Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унăн кăмăлне тивĕçтересшĕн тăрăшатăр. Вăл вара чăн пуçламăшĕнченех çын вĕлерекен пулнă. Чĕринче чăнлăх пулманран вăл чăнлăха та йышăнман. Суйса калаçнă чухне те вăл хăйĕн сăмахĕсенех калать, мĕншĕн тесен вăл ултавçă, ултав ашшĕ. 45 Эпĕ чăннине каланине вара эсир ĕненместĕр. 46 Кам сирĕнтен Мана çылăхлă тесе айăплаять? Енчен те Эпĕ чăннине калатăп пулсан, мĕншĕн Мана ĕненместĕр? 47 Турă ачисем Турă сăмахне итлеççĕ. Турă ачисем пулманран эсир Мана итлеместĕр те».
Эпĕ – пур, Авраам çураличчен те пулнă
48 «Эпир Сан пирки Самари çынни, Санăн ăшунта усал сывлăш тесе калани тĕрĕсех-иç», – тавăрнă Ăна иудейсем. 49 «Мана усал ермен, – тенĕ Иисус, – Эпĕ Хам Аттеме чыслатăп, эсир вара Мана чыссăрлататăр. 50 Тепĕр тесен, Мана мухтав кирлĕ мар. Мухтава кăлараканни тата Суд тăваканни вара – Урăххи. 51 Чăн-чăнах калатăп сире: Ман сăмахăма итлесе пурнăçлакан нихăçан та вилмест». 52 «Халĕ ĕнтĕ сана чăнах та усал ернине пĕлтĕмĕр, – тенĕ Ăна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнĕ, Эсĕ вара „Ман сăмахăма пурнăçлакан нихăçан та вилмест“ тетĕн. 53 Эсĕ мĕн, пирĕн мăн асаттемĕр Авраамран та чаплăрах-им? Вăл та, пророксем те вилнĕ. Эсĕ Хăвна Кам вырăнне хуратăн?» 54 Иисус вара çапла каланă: «Хама Хам мухтатăп пулсан Ман мухтавăм ним тĕшне те тăмасть. Эсир Туррăмăр теекен Аттем Мана мухтава кăларать. 55 Эсир Ăна пĕлсе çитмен-ха, Эпĕ вара пĕлетĕп. Ăна пĕлместĕп тесен Эпĕ сирнешкел суеçĕ кăна пулăп. Анчах та Эпĕ Ăна пĕлетĕп, Унăн сăмахне пурнăçласа тăратăп. 56 Сирĕн мăн аслаçăр Авраам Эпĕ килнĕ вăхăта пит курасшăнччĕ: курчĕ те – савăнмаллипех савăнчĕ». 57 «Эсĕ халĕ алла та çитмен, ăçтан Авраама курма пултарнă-!» – тенĕ иудейсем. 58 «Чăн-чăнах калатăп сире, – тенĕ Иисус, – Эпĕ – пур, Авраам çураличчен те пулнă». 59 Тарăхса кайнипе иудейсем Ăна вĕлерес тесе чулсем ярса тытнă. Анчах Иисус, курăнмăш пулса, вĕсем хушшипелех Турă Çуртĕнчен тухса кайнă.
Суккăр çуралнă çынна сыватни
1 Иртсе пынă чух Иисус суккăр çуралнă çынна курнă. 2 Вĕренекенĕсем Унран ыйтнă: «Равви! Çак çын кама пула суккăр çуралнă? Кам çылăха кĕнĕ: хăй е ашшĕ-амăшĕ?» 3 «Вăл хăй те, ашшĕ-амăшĕ те çылăха кĕмен, – хуравланă Иисус. – Турă хăватне палăртма çапла çуралнă вăл. 4 Мана кунта Яраканăн ĕçне пирĕн кун çути пур чухне тумалла. Каç пулсан никам та ĕçлеймест. 5 Çак тĕнчере чухне Эпĕ – тĕнче çути». 6 Çакна каласан Иисус çĕре сурнă. Вара сурчăкне тăпрапа çăрса пылчăк тунă та унпа суккăрăн куçне сĕрнĕ. 7 «Халĕ кай та Силоам шывĕнче çăвăн», – тенĕ ăна Иисус. Вăл кайса çăвăннă та куракан пулса тавăрăннă. «Силоам» тени «янăскер» тени пулать. 8 «Ку хайхи ыйткаласа ларакан çын мар-и?» – тенĕ маларах вăл суккăррине курнă çынсемпе кӳршисем. 9 «Çавă», – тенĕ пĕрисем. «Çук-çук, вăл сăнĕпе кăна ун евĕрлĕрех», – хирĕçленĕ теприсем. «Эпĕ чăнах та çавă», – тесе çирĕплетнĕ вăл хăй. 10 Вара унран: «Санăн куçу епле уçăлчĕ?» – тесе ыйта пуçланă. 11 «Пĕр Çын, Иисус ятлăскер, пылчăк туса ман куçăма сĕрчĕ те Силоам шывĕпе кайса çăвăнма хушрĕ, – тенĕ çав çын. – Эпĕ кайса çăвăнтăм та куракан пултăм». 12 «Ăçта халĕ Вăл?» – ыйтнă унран. «Пĕлместĕп», – тенĕ лешĕ.
Сывалнă çынна тĕпчени
13 Вара вĕсем суккăр пулнă çынна фарисейсем патне илсе кайнă. 14 Иисус пылчăк туса суккăра сыватнă чух шăмат кун пулнă. 15 Фарисейсем те унран куçĕ епле уçăлнине тĕпченĕ. «Куçăма Вăл пылчăкпа сĕрчĕ, унтан эпĕ çăвăнтăм та куракан пултăм», – тенĕ вăл. 16 «Вăл Çын Турăран мар, мĕншĕн тесен Вăл шăмат куна хисеплемест», – тенĕ вара хăш-пĕр фарисейсем. «Çакăн пек тĕлĕнмелле ĕçе çылăхлă çын епле тума пултарайтăр?» – хирĕçленĕ теприсем. Вара вĕсем тавлашсах кайнă. 17 «Хăвăн куçна уçакан çинчен эсĕ мĕн калăн?» – каллех ыйтаççĕ вĕсем куракан пулнă çынран. «Вăл – пророк», – тенĕ вара лешĕ. 18 Суккăр çын куракан пулнине иудейсен ятлă-сумлă çыннисем ниепле те ĕненесшĕн пулман. Вĕсем унăн ашшĕпе амăшне чĕнтернĕ. 19 «Суккăр çуралнă текен ывăлăр çакă-и? – ыйтнă вĕсем ашшĕпе амăшĕнчен. – Епле-ха вăл халĕ куракан пулчĕ?» 20 «Эпир ку хамăр ачах пулнине, вăл суккăр çуралнине кăна пĕлетпĕр, – хуравланă ашшĕпе амăшĕ. 21 – Халĕ епле куракан пулнине те, унăн куçне кам уçнине те эпир вара пĕлместпĕр. Хăйĕнчен ыйтăр ара. Вăл çитĕннĕ çын-иç, унăн хăйĕн те чĕлхи пур». 22 Ашшĕпе амăшĕ иудейсен ятлă-сумлă çыннисенчен хăранипе çапла каланă. Мĕншĕн тесен ятлă-сумлисем Ăна Христос тесе йышăнакансене синагогăран уйăрса ярас тесе калаçса татăлнă пулнă. 23 Çавăнпа ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ «Вăл çитĕннĕ çын-иç, унăн хăйĕн те чĕлхи пур» тесе каланă. 24 Çапла вара, иудейсем куракан пулнă çынна татах тепĕр хут чĕнсе илнĕ. «Суймастăп тесе Турра асăн, – тенĕ вĕсем ăна, – Вăл çылăхлă Çын пулнине эпир пĕлетпĕр». 25 «Çылăхлă-и Вăл, çылăхлă мар-и – пĕлместĕп, – тавăрса каланă хайхи, – пĕр çакна кăна пĕлетĕп: эпĕ суккăрччĕ, халĕ вара куратăп». 26 «Мĕн турĕ Вăл сана? Санăн куçна епле уçрĕ?» – татах ыйтнă унран. 27 «Эпĕ ĕнтĕ каларăм, анчах эсир илтместĕр, – тавăрнă çак çын. – Тата мĕн илтесшĕн эсир? Тен, эсир те Унăн вĕренекенĕсем пуласшăн?» 28 «Унăн вĕренекенĕ – эсĕ! – хăтăрса тăкнă ăна. – Эпир вара Моисей вĕренекенĕсем! 29 Турă Моисейпа калаçнине эпир пĕлетпĕр. Ку Çын ăçтан иккенне вара пачах та пĕлместпĕр». 30 «Тĕлĕнмелле! – тенĕ куракан пулнă çын. – Вăл манăн куçăма уçрĕ, эсир вара Вăл ăçтан иккенне те пĕлместĕр. 31 Анчах та çылăхлă çынна Турă итлеменнине пĕлетпĕр вĕт-ха. Вăл Хăйне хисеплекене, Хăйĕн ирĕкне пурнăçлакана кăна итлет. 32 Суккăр çуралнă çыннăн куçне кам та пулин уçнă тенине халиччен илтменччĕ. 33 Ăна кунта Турă яман пулсан, Вăл нимĕн те тăваймĕччĕ». 34 «Эсĕ, çылăхлă çуралнăскер, тата пире вĕрентесшĕн-и?» – тесе вĕсем ăна хăваласа янă.
Курнă çинчех курмастăр
35 Ăна хăваласа янă тенине илтсен Иисус çав çынна шыраса тупнă та ыйтнă: «Эсĕ Турă Ывăлне ĕненетĕн-и?» 36 «Эй, ырă Çыннăм, – тавăрнă вăл Иисуса, – Вăл Кам пулнине каласамччĕ, вара эпĕ Ăна ĕненĕттĕм». 37 «Эсĕ Ăна куртăн ĕнтĕ, Вăл санпа калаçса тăрать», – тенĕ Иисус. 38 Вара вăл: «Ĕненетĕп, Хуçамăр», – тенĕ те Ăна ӳксе пуççапнă. 39 Унтан Иисус çапла каланă: «Суккăррисем куракан пулччăр тесе, кураканнисем суккăр пулччăр тесе Эпĕ çак тĕнчене суд тума килтĕм». 40 Çакна илтсен Унпа юнашар тăракан хăш-пĕр фарисейсем каланă: «Эпир те суккăр-им вара?» 41 «Енчен те эсир суккăр пулнă пулсан çылăхлă пулмăттăр. Анчах та эсир „куратпăр“ тетĕр, çавăнпа çылăхăр хăвăрпах юлать», – тавăрнă вĕсене Иисус.
Кĕтӳçĕ çинчен каланă ытарлăх
1 «Чăн-чăнах калатăп сире: кам сурăх картине алăкран кĕмест, урăх çĕртен каçса кĕрет, çав – вăрă-хурах. 2 Алăкран кĕрекенни çеç чăн-чăн сурăх кĕтӳçи. 3 Ăна хуралçă алăкне уçса парать, сурăхсем ун сассине илтеççĕ, вăл хăйĕн сурăхĕсене ятран чĕнсе кăларать. 4 Сурăхсене кăларсан вăл кĕтӳ пуçĕнче пырать. Сурăхĕсем, унăн сассине палланăран, ун хыççăн пыраççĕ. 5 Вĕсем ют çын хыççăн каймаççĕ, сассине палламанран вĕсем унран тараççĕ». 6 Иисус ытарлă каланине фарисейсем ăнланса илеймен.
Иисус – ырă Кĕтӳçĕ
7 Вара Иисус Хăйĕн сăмахне малалла тăснă: «Чăн-чăнах калатăп сире: Эпĕ – сурăхсем валли тунă алăк. 8 Манран малтан килнисем пурте вăрă-хурахсем пулнă пирки сурăхсем вĕсене итлемерĕç. 9 Эпĕ – алăк: Ман витĕр кĕрекен çăлăнĕ. Вăл кĕрĕ те, тухĕ те, улăх-çаран та тупĕ. 10 Вăрă вăрлама, вĕлерме, пĕтерме анчах килет. Эпĕ сире чĕрĕлĕх пама, тулли пурăнăçлă тума килтĕм. 11 Эпĕ – ырă кĕтӳçĕ. Ырă кĕтӳçĕ сурăхĕсемшĕн чунне парать. 12 Тара тытнă çын кĕтӳçĕ мар, сурăхĕсем те унăн хăйĕн мар. Кашкăр çывхарнине курсан вăл сурăхĕсене пăрахсах тарать. Кашкăр вара сурăхсене туртса çурать, кĕтĕвне салатса ярать. 13 Тара тытнă çын вăл тара тытнă çынах, сурăхсемшĕн тăрăшмасть, тарать. 14 Эпĕ – ырă кĕтӳçĕ. Эпĕ Хам сурăхăмсене пĕлетĕп, вĕсем те Мана пĕлеççĕ. 15 Аттем Мана пĕлнĕ пекех, Эпĕ те Аттеме пĕлетĕп. Эпĕ сурăхăмсемшĕн чунăма паратăп. 16 Манăн урăх сурăхсем те пур, вĕсем ку картара мар. Манăн вĕсене те илсе килмелле. Вĕсем те Ман сасса илтĕç, вара пĕр кĕтӳ, пĕр Кĕтӳçĕ пулĕ. 17 Эпĕ чунăма каялла илес тесе паратăп, çавăнпа юратать те Мана Аттем. 18 Никам та Ман чунăма туртса илеймест, ăна Эпĕ Хам паратăп. Манăн ăна памашкăн та, каялла илмешкĕн те ирĕкĕм пур. Мана Аттем çапла хушнă». 19 Ку сăмахсем те иудейсене каллех тавлаштарса янă. 20 «Мĕн итлетĕр Ăна? Усал ернипе Вăл çапла ăссăрла калаçать!» – тенĕ чылайăшĕ. 21 «Усал ернĕ çын кун пек сăмахсем калаймĕ, – хирĕçленĕ теприсем. – Суккăр çын куçне усал уçма пултарать-и вара?»
Иудейсем Иисуса йышăнманни
22 Хĕл ларнă. Иерусалимри Турă Çуртне çĕнетнине асăнмалли уяв çитнĕ. 23 Иисус Турă Çурчĕн картишĕнчи Соломон притворĕнче утса çӳренĕ. 24 Çавăн чухне Ун тавра иудейсем пухăннă. «Эсĕ пире хăçанччен иккĕлентересшĕн? – тенĕ Ăна. – Эсĕ Турă Суйласа илни пулсан, кала пире уçăмлăн». 25 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Эпĕ сире каларăм ĕнтĕ, анчах эсир ĕненместĕр. Эпĕ Аттем ячĕпе тăвакан ĕçсем хăйсемех Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтереççĕ. 26 Çапах та эсир ĕненместĕр. Мĕншĕн тесен, пĕрре каланăччĕ ĕнтĕ, эсир Ман сурăхсем мар. 27 Ман сурăхсем сассăма итлеççĕ. Эпĕ те вĕсене пĕлетĕп. Вĕсем Ман хыçăмран пыраççĕ. 28 Эпĕ вĕсене ĕмĕрлĕх пурăнăç паратăп, вĕсем нихăçан та вилмĕç. Вĕсене Ман аллăмран никам та туртса илеймĕ. 29 Вĕсене Мана панă Аттем пуринчен те аслă. Вĕсене Аттем аллинчен никам та туртса илеймĕ. 30 Эпĕ те, Аттем те – пĕр». 31 Хайхи иудейсем Ăна вĕлерес тесе каллех чулсем ярса тытнă. 32 «Хамăн Аттем ячĕпе Эпĕ сире нумай ырă ĕç туса кăтартрăм, – тенĕ Иисус. – Çавсенчен хăшĕншĕн эсир Мана чулпа пере-пере вĕлересшĕн?» 33 «Эпир Сана ырă ĕç тунăшăн вĕлересшĕн мар, – тавăрнă иудейсем. – Эсĕ, çын пуççăнах Хăвна Турă вырăнне хурса, Турра хурлатăн вĕт-ха!» 34 «Сирĕн саккун кĕнекинче мĕнле çырнă-ха? „Эсир – турăсем, – тесе Эпĕ каларăм“. Çапла çырман-им? – тавăрнă вĕсене Иисус. 35 – Саккун кĕнекинче Турă сăмахне итлекенсене те турă тенĕ. Çырнине хирĕçлесе калама вара юрамасть. 36 Эппин мĕншĕн-ха эсир Мана, Аттем Хăй суйласа илсе тĕнчене Янăскере, „Эпĕ – Турă Ывăлĕ“ тенĕшĕнех Турра хурлатăн, тетĕр? 37 Эпĕ Аттем ĕçне тумасан Мана ан ĕненĕр. 38 Аттем ĕçне тăватăп пулсан, Мана ĕненмесен те, Манăн ĕçĕмсене ĕненĕр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпĕ те Унра пулнине пĕлсе ăнланса илĕр». 39 Çавăн чухне вĕсем Иисуса каллех тытасшăн пулнă, анчах та Вăл иудейсенчен хăтăлма пултарнă. 40 Вара Вăл каллех Иордан леш енне, Иоанн унччен шыва кĕртнĕ вырăна каçса кайнă, пĕр вăхăт унтах пурăннă. 41 Халăх Ун патне пырсах тăнă. «Иоанн пĕр хăват та туса кăтартмарĕ пулин те, вăл çак Çын çинчен каланисем пĕтĕмпех чăна килчĕç», – тенĕ çынсем. 42 Çавăнта чылайăшĕ Иисуса ĕненме пуçланă.
Лазарь вилĕмĕ
1 Лазарь ятлă пĕр çын чирлесе ӳкнĕ. Вăл Марияпа унăн аппăшĕ Марфа пурăнакан Вифани ялĕнченех пулнă. 2 Çав Мария кайран Хуçамăра мирă сĕрсе Унăн урисене хăйĕн çӳçĕпе шăлаканни пулнă. Чирлесе ӳкнĕ Лазарь шăпах унăн пиччĕшĕ пулнă. 3 Лазарь йăмăкĕсем Иисус патне: «Хуçамăр, Санăн юратнă çынну чирлĕ», – тесе калама янă. 4 Çавна илтсен Иисус каланă: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турă мухтавне кăтартмалли, çапла майпа Турă Ывăлне мухтава кăлармалли чир». 5 Иисус Марфпа йăмăкне те, Лазаре те юратнă. 6 Çапах та, Лазарь чирлени çинчен илтнĕ пулин те, Иисус Хăй чарăнса тăнă вырăнта тата икĕ кун пурăннă. 7 Кайран тин вĕренекенĕсене каланă: «Атьр каллех Иудейăна каяр!» 8 «Равви! – тенĕ Ăна вĕренекенĕсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вĕлересшĕнччĕ, Эсĕ каллех унта каясшăн-и?» 9 Иисус вĕсене çапла хуравланă: «Кун çути вун икĕ сехете пымасть-им вара? Кун çутипе çӳрекен такăнмасть, мĕншĕн тесен вăл тĕнче çутине курать. 10 Çĕрле çӳрекен такăнать, мĕншĕн тесен вăл çутăсăр». 11 Çак сăмахсем хыççăн Вăл вĕсене каланă: «Лазарь тусăмăр çывăрать, Манăн ăна кайса вăратмалла». 12 «Хуçамăр! – тенĕ вĕренекенĕсем. – Çывăрать пулсассăн эппин сывалĕ-ха». 13 Иисус вĕсене Лазарь вилĕмĕ çинчен каланă. Вĕренекенĕсем вара ыйхă çинчен çеç калать пулĕ тесе шухăшланă. 14 Вара Иисус тӳррĕнех каланă: «Лазарь вилнĕ. 15 Эпĕ сирĕншĕн савăнатăп. Сирĕн ĕненĕвĕре çирĕплетес тесе Эпĕ унта пулмарăм. Халĕ ĕнтĕ каяр!» 16 Çавăн чухне Йĕкĕреш тесе ят панă Фома ытти вĕренекенсене каланă: «Каяр та Унпа пĕрлех вилер!»
Иисус – чĕрĕлӳ тата пурăнăç
17 Вифани ялне çитсен Иисус Лазаре тăватă кун каяллах пытарнине пĕлнĕ. 18 Вифани ялĕ Иерусалимран инçех те мар, пĕр икĕ-виçĕ çухрăмра çеç пулнă. 19 Пиччĕшĕшĕн хуйхăракан Марфпа Марияна лăплантарма иудейсем чылаййăн пухăннă. 20 Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ăна хирĕç кайнă. Мария килĕнчех юлнă. 21 Çавăн чухне Марфа Иисуса каланă: «Хуçамăр! Эсĕ кунта пулнă пулсан пиччем вилмен пулĕччĕ! 22 Çапах та Эсĕ мĕн ыйтнине Турă Сана халĕ те парасса эпĕ пĕлетĕп». 23 «Пиччӳ чĕрĕлсе тăрĕ», – тенĕ ăна Иисус. 24 «Чĕрĕлсе тăмалли юлашки кун çитсен вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрасса хам та пĕлетĕп-ха», – тенĕ Ăна Марфа. 25 «Эпĕ – чĕрĕлӳ тата пурăнăç, – тенĕ ăна Иисус. – Мана ĕненекен вилсен те чĕрĕлет. 26 Мана ĕненсе пурăнакан кирек кам та нихăçан та вилмĕ. Эсĕ çакна ĕненетĕн-и?» 27 «Ĕненетĕп, Хуçамăр! – тенĕ Ăна Марфа. – Эсĕ тĕнчене килмелле тенĕ Турă Ывăлĕ Христос пулнине ĕненетĕп».
Иисус Лазарьшĕн хурланни
28 Çакна каласан Марфа кайнă та хăйĕн йăмăкне Марияна вăрттăн чĕнсе илсе каланă: «Вĕрентекен кунта, Вăл сана чĕнет». 29 Мария çакна илтсенех васкаса тăнă та Ун патне кайнă. 30 Иисус ун чухне яла кĕмен пулнă-ха, Марфпа тĕл пулнă вырăнтах тăнă. 31 Мария хăвăрт тăрса тухнине курсан пӳртре ăна лăплантарса ларнă иудейсем те ун хыççăн кайнă. Вĕсем Мария хăй пиччĕшĕн тупăклăхĕ патне йĕме каять пулĕ тесе шухăшланă. 32 Мария вара Иисус тăракан вырăна пынă. Иисуса курсан Ун умне ӳксе пуççапса каланă: «Хуçамăр, Эсĕ кунта пулнă пулсан, пиччем вилмен пулĕччĕ!» 33 Мария та, пĕрле пынă иудейсем те хытă йĕнине курсан кăмăлĕ хуçăлнипе Иисус пăлханса кайнă та 34 каланă: «Ăçта пытартăр эсир ăна?» «Хуçамăр, пырса пăхсамччĕ», – тенĕ Ăна. 35 Иисусăн куçĕсем шывланнă. 36 Çавăн чухне иудейсем: «Курăр-ха, епле юратнă Вăл ăна», – тенĕ. 37 «Вăл суккăр çынна куракан турĕ, – тенĕ хăшĕ-пĕри. – Тен, Вăл Лазаре те вилмелле мар тума пултарайĕччĕ?»
Иисус Лазаре чĕртсе тăратни
38 Иисус, çаплах чун-чĕререн хурланса, Лазаре пытарнă тупăклăх патне пынă. Ту хăвăлĕн шăтăкне чулпа хупланă пулнă. 39 «Чулне куçарса хурăр-ха», – тенĕ Иисус. Вилнин йăмăкĕ, Марфа, Иисуса каланă: «Хуçамăр, ăна тупăклăха хуни тăватă кун иртрĕ, виле шăрши те тухнă ĕнтĕ». 40 «Ĕненсен, Турă мухтавне курăн тесе каламарăм-и-ха Эпĕ сана?» – тенĕ ăна Иисус. 41 Вилнĕ çын выртакан ту хăвăлĕ умĕнчи чула илсен Иисус çӳлелле пăхса каланă: «Аттем! Мана илтнĕшĕн тав тăватăп Сана. 42 Эсĕ Мана илтессе пĕлетĕп пулин те, çакна Эпĕ кунта тăракан халăхшăн каларăм. Мана Эсĕ янине ĕненччĕр терĕм». 43 Çак сăмахсем хыççăн Иисус хыттăн чĕннĕ: «Лазарь, тух!» 44 Вара вилнĕ тенĕ Лазарь алли-урине пирпе чĕркенипех, питне-куçне тутăрпа çыхнипех тухнă. «Чĕркени-çыхнине салтса илĕр, утма ан чăрмантартăр», – тенĕ çынсене Иисус.
Иисуса хирĕç тунă кавар
45 Çавăн чухне Мария патне пынă чылай иудей, Иисус тунă хăвата курса, Ăна ĕненме пуçланă. 46 Хăшĕсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мĕн туни çинчен каласа кăтартнă. 47 Вара аслă священниксемпе фарисейсем хăйсен канашне пухнă. «Мĕскер тумалла-ши? – канашланă вĕсем. – Ку Çын нумай хăват кăтартать. 48 Каплипех хăварсан Ăна пурте ĕненме пуçлĕç. Вара Рим çыннисем килĕç те – пирĕн Турă Çуртне аркатĕç, пирĕн халăха пусмăрлĕç». 49 Вĕсенчен пĕри, çав çул аслă священник пулнă Каиафа, вĕсене каланă: «Эсир ним те ăнланмастăр. 50 Пĕтĕм халăх пĕтнинчен пĕри халăх ырлăхĕшĕн пĕтни хамăршăнах лайăх пуласси пирки ăнланмастăр-им?» 51 Çак сăмахсене вăл хăй ячĕпе каламан, çав çул аслă священник пулнă май, Иисус халăхшăн вилессе вăл малтанах каласа хунă. 52 Унтан та ытларах, Иисус пĕр çак халăхшăн çеç мар, сапаланса кайнă Турă ачисене пĕр çĕре пуçтарассишĕн те вилессе Каиафа пророкла систернĕ. 53 Çав кунран вара вĕсем Иисуса вĕлерме калаçса татăлнă. 54 Çавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курăнсах çӳремен. Вăл унтан пуш хир çывăхĕнчи Ефраим хулине кайнă. Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле Иисус пĕр хушă çавăнта пурăннă. 55 Иудейсен пасха уявĕ çывхарса килнĕ. Таврари чылай халăх пасха умĕн тасалма Иерусалима пынă. 56 Çынсем, Иисуса шыраса, Турă Çуртĕнче тăнă чухне пĕр-пĕринчен: «Мĕнле шухăшлатăр? Уява килет-ши Вăл?» – тесе ыйтнă. 57 Аслă священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе çапла хушнă: «Вăл ăçтине пĕлекенсен тӳрех пире систермелле».
Иисуса Вифанире çупа сĕрни
1 Пасха çитесси ултă кун юлсан Иисус Хăй вилĕмрен чĕртсе тăратнă Лазарь пурăнакан Вифани ялне пынă. 2 Иисус пынă ятпа унта каçхи апат хатĕрленĕ. Марфа хăнасене пăхнă. Иисуспа ларакансем хушшинче Лазарь те пулнă. 3 Çавăнта Мария пĕр кăкшăма тултарса нардран тунă таса, хаклă йышши мирă илсе пынă. Унтан, Иисусăн урине çупа сĕрсе, çӳçĕпе шăла-шăла илнĕ. Пӳрчĕпех ырă мирă шăрши сарăлнă. 4 Вĕренекенĕсенчен пĕри, кайран Иисуса тытса панă Иуда Искариот, Симон ывăлĕ, çавăнта пулнă. Вăл çапла каланă: 5 «Ку çăва виç çĕр динарийлĕх сутса укçине чухăнсене валеçсе памалла марччĕ-и?» 6 Çакна вăл чухăнсемшĕн куляннипе мар, хăй вăрă пулнăран каланă. Ун çумĕнче ĕненекенсене пулăшмалли укçа арчи пулнă, унта янă укçасене вăл хăй валли те илкеленĕ. 7 «Ан чăрмантарăр ăна, – тенĕ çавăн чухне Иисус. – Вăл ку çăва Мана пытарас кун валли усрать. 8 Чухăнсем сирĕн яланах пулĕç, Эпĕ яланах пулас çук». 9 Иисус ăçтине пĕлнĕ иудейсем çавăнта йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем Иисуса кăна мар, Вăл вилĕмрен чĕртнĕ Лазаре те курасшăн пулнă. 10 Вара аслă священниксем Лазаре те вĕлерес тесе кавар тунă. 11 Мĕншĕн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ĕненме пуçланă.
Иисус Христос Иерусалима кĕни
12 Тепĕр кунне пасха уявне пынă халăх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарăлнă. 13 Вара çынсем, пальма турачĕсем илсе, Ăна хирĕç тухнă. «Осанна! Хуçа Турă ячĕпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кăшкăрнă вĕсем. 14 Иисус, çамрăк ашак тупса, ун çине утланнă. Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: 15 «Эй, Сион хĕрĕ, ан хăра! Акă санăн Патшу çамрăк ашак çине утланса килет». 16 Мĕн пулса иртнине çав самантра Иисусăн вĕренекенĕсем те ăнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вĕсем Çырнинче Ун çинчен çапла каланине те, çав калани пурнăçланма хăйсем Уншăн мĕн тунине те астуса илнĕ. 17 Иисус Лазаре тупăклăхран чĕнсе кăларнине, епле ăна чĕртсе тăратнине курнă-илтнĕ çынсем çавăн çинчен ыттисене кала-кала кăтартнă. 18 Çав хăвата Иисус тунине илтнĕрен ĕнтĕ халăх Ăна хирĕç тухнă. 19 «Куратăр-и, нимĕн те тăваймастпăр, пĕтĕм тĕнче Ун хыççăн каять», – тесе калаçнă хăйсем хушшинче фарисейсем.
Грексемпе тĕл пулни
20 Уява Турра пуççапма пынисем хушшинче грексем те пулнă. 21 Вĕсем Филипа çапла тархасланă: «Ырă çыннăмăр! Пирĕн Иисуса курас килет». Филипп Галилейăри Вифсаида çынни пулнă. 22 Хайхи Филипп çавăн çинчен Андрея кайса калать. Унтан вара вĕсем, Андрейпа иккĕшĕ, çавăн çинчен Иисуса Хăйне пĕлтереççĕ. 23 Иисус вĕсене хирĕç çапла каланă: «Этем Ывăлĕ мухтава тухас вăхăт çитрĕ. 24 Чăн-чăнах калатăп сире: тăпрана ӳксен шăтман тулă пĕрчи пĕр пĕрчĕ халлĕнех упранса юлать. Анчах та, хăй пĕтсе шăтса тухсан, тулли пучах пултарать. 25 Кам хăйĕн пурăнăçне юратать, çав ăна пĕтерĕ. Кам ку тĕнчере хăйĕн пурăнăçне юратмасть, çав ăна ĕмĕрлĕх пурăнăç валли упраса хăварĕ. 26 Ман ирĕке тăвакан Ман хыççăн пытăр; Эпĕ ăçта – тарçăм та çавăнтах пултăр. Вара Ман ирĕке тăвакана Аттем те хисеплĕ».
Иисус Хăйĕн вилĕмĕ çинчен малтанах каласа хуни
27 «Халĕ Манăн чунăм пăлханса кайрĕ. Мĕн калам-ши? „Аттем, Мана çак саманта курассинчен хăтар!“ – теес-и? Анчах та Эпĕ шăпах çак самантшăн килнĕ. 28 Эй, Аттем! Хăвăн ятна мухтава кăлар!» Çав вăхăтра çӳлтен: «Мухтава кăлартăм, татах та чаплăлатăп!» – тенĕ сасă илтĕннĕ. 29 Унта тăракан халăх та çав сасса илтнĕ. «Аслати пулчĕ пулас ку», – тенĕ пĕрисем. «Ангел Унпа калаçрĕ», – тенĕ теприсем. 30 Çакнашкал калаçнине илтсен Иисус вĕсене çапла каланă: «Ку сасă Маншăн мар, сирĕншĕн пулчĕ! 31 Акă ĕнтĕ çак тĕнчене суд тăвас вăхăт çитрĕ. Ĕнтĕ çак тĕнчерен унăн пуçлăхне хăваласа ярĕç. 32 Çĕр çинчен çĕкленсен, Эпĕ пурне те Хам патăма пуçтарăп!» 33 Çак сăмахсемпе Иисус Хăй мĕнле вилĕмпе вилессе систернĕ. 34 «Христос ĕмĕр-ĕмĕр пуласса эпир саккун кĕнекинченех пĕлетпĕр, – тенĕ çынсем. – Епле тата Эсĕ „Этем Ывăлĕн çĕр çинчен çĕкленмелле“ тетĕнÇав „Этем Ывăлĕ“ текенни кам вара Вăл?» 35 Иисус çапла каланă: «Çуттăн сирĕнпе пуласси нумаях юлмарĕ. Çутă пур чухне, сире тĕттĕм хупăрличчен, çӳресе юлăр. Мĕншĕн тесен тĕттĕмре çӳрекен хăй ăçта кайнине те пĕлмест. 36 Çутă пур чухне çутта ĕненĕр, вара çутă ачисем пулăр!» Çак сăмахсене каласан Иисус вĕсем патĕнчен кайса çухалнă.
Иудейсем ĕненменнин сăлтавĕ
37 Иисус иудейсене тем тĕрлĕ хăват кăтартнă пулин те, вĕсем Ăна ĕненмен. 38 Çапла вара Исаия пророк калани çитнĕ. «Эй, Хуçа Туррăмăр, – тенĕ пулнă вăл, – эпир каланине кам ĕненчĕ-ха? Хуçа Туррăмăрăн хăвачĕ кама курăнчĕ?» 39 Вĕсем ĕненме те пултарайман, ун пирки те Исаия пророках каланă: 40 «Çак халăхăн куçĕ суккăрланнă, чун-чĕри хытса ларнă. Ĕнтĕ вĕсен куçĕ курмасть, чун-чĕри туймасть, çавăнпа та вĕсем, Вăл пире сываттăрччĕ тесе, Ман енне çавăрăнмаççĕ». 41 Çак сăмахсене Исаия пророк Ун çинчен каланă, ăна Христос мухтава тухасси курăннă пулнă. 42 Çапах та Иисуса пуçлăхсенчен те чылайăшĕ ĕненме пуçланă; анчах вĕсем, фарисейсенчен хăраса, синагогăран уйăрса ярасран шикленсе, хăйсем ĕненнине палăртман. 43 Мĕншĕн тесен вĕсем çын мухтанине Турă мухтавĕнчен ытларах юратнă.
Юлашки кун çитсессĕн Иисус сăмахĕ айăплĕ
44 Иисус кăшкăрсах каланă: «Мана ĕненекен Мана мар, Мана кунта Яракана ĕненет. 45 Мана куракан Мана кунта Яракана курать. 46 Эпĕ – çутă, Мана ĕненекенсенчен пĕри те тĕттĕмлĕхре ан юлтăр тесе, Эпĕ тĕнчене килтĕм. 47 Кам та пулин Ман сăмахăма илтсен те Мана ĕненмесен, Эпĕ ăна айăпламастăп. Мĕншĕн тесен Эпĕ тĕнчене айăпламашкăн мар, çăлмашкăн килнĕ. 48 Мана йышăнман çынна, Ман сăмахăмсене хапăл туман çынна суд тăваканĕ пур ĕнтĕ. Юлашки кун çитсессĕн, ăна Эпĕ каланă сăмах айăплĕ. 49 Мĕншĕн тесен Эпĕ Хамран каламастăп, мĕн каламаллине тата мĕнле каламаллине Хама кунта яракан Аттем хушнипе калатăп. 50 Эпĕ пĕлетĕп: Унăн пил-хушăвĕ – ĕмĕрлĕх пурăнăç. Çапла вара, Эпĕ кирек мĕн каласан та Аттем сăмахне çеç калатăп».
Вĕренекенĕсен урисене çуни
1 Пасха уявĕ çывхарса килнĕ. Ку тĕнчерен Ашшĕ патне каяс вăхăчĕ çитсе пынине Иисус пĕлнĕ. Ку тĕнчери Хăй хыççăн пыракансене Вăл савнă, каяс умĕн вара Хăйĕн тулли юратулăхне пытарас темен. 2 Каçхине Иисуспа вĕренекенĕсем апат çиме ларнă. Çавăн чухне шуйттан Симон ывăлĕн Иуда Искариотăн чĕрине Иисуса сутас шухăш кĕртнĕ. 3 Ашшĕ пĕтĕмпех Хăйĕн аллине панине тата Хăй Турă патĕнчен анса Турă патне каясса Иисус пĕлнĕ. 4 Çавăнпа Вăл сĕтел хушшинчен тухнă та, çиелти тумне хывса, пилĕкне ал шăлли çыхнă. 5 Унтан çăвăнмалли савăта шыв янă та, вĕренекенĕсен урисене çуса, пилĕкне çыхнă ал шăллипе шăла пуçланă. 6 Петр текен Симон патне çитсен, лешĕ тĕлĕнсе кайнипе çапла каланă: «Хуçамăр! Эсĕ ман урана çăвасшăн-и?» 7 «Эпĕ мĕн тунине эсĕ халĕ пĕлейместĕн-ха, кайран ăнланса илĕн», – тесе хуравланă Иисус. 8 «мĕрне те çутармастăп!» – хирĕçленĕ Ăна Петр. «Эпĕ сан уруна çумасан, эсĕ Манпа пĕрлĕхлĕ пулаймăн», – тенĕ ăна Иисус. 9 «Хуçамăр! Эппин урама кăна мар, аллăмпа пуçăма та çуса яр», – тенĕ Ăна Петр текен Симон. 10 «Çвăннă çын ахалех таса, – тенĕ ăна Иисус, – çавăнпа унăнне урине кăна çумалла. Эсир те таса, анчах пурте мар». 11 Пурте мар тесе Вăл Хăйне тытса паракана малтанах пĕлнĕрен каланă. 12 Вĕренекенĕсен урисене çусан, Хăйĕн тумне тăхăнса, Вăл каллех сĕтел хушшине ларнă. «Эпĕ сирĕншĕн мĕн тунине ăнлантăр-и? – ыйтнă вара Вăл. 13 – Эсир Мана Вĕрентекен тетĕр, Хуçамăр тетĕр. Тĕрĕсех калатăр, Эпĕ, чăнах та, сирĕн Вĕрентекенĕр тата Хуçăр. 14 Çапла вара, Эпĕ, сирĕн Хуçăр тата Вĕрентекенĕр, урăрсене çурăм пулсан, сирĕн те пĕр-пĕрин урисене çумалла. 15 Сирĕн те Ман пекех тумалла тесе Эпĕ сире тĕслĕх кăтартрăм. 16 Чăн-чăнах калатăп сире: чура хăй хуçинчен аслă мар, ĕçпе янă çын та хăйне яраканнинчен аслă мар. 17 Çаксене пĕлсе пурнăçласа тăрсан эсир телейлĕ пулăр. 18 Сирĕн çинчен пурин пирки те каламастăп. Хам суйласа илнисене Эпĕ пĕлетĕп. Çырнинче „Манпа пĕрле çăкăр çиекенех Мана хирĕç тăчĕ“ тесе калани пурнăçлантăр ĕнтĕ. 19 Ĕçĕ пулса иртичченех Эпĕ ун çинчен ахальтен каламастăп. Ĕçĕ пурнăçлансан Эпĕ Христос иккенне ĕненччĕр тесе калатăп. 20 Чăн-чăнах калатăп сире: кам Эпĕ янă çынна йышăнать, çав Мана хапăл тăвать. Кам Мана хапăл тăвать, çав Мана кунта Яракана йышăнать».
Хăйне Иуда тытса парасси çинчен калани
21 Çак сăмахсене каласан Иисусăн кăмăлĕ хуçăлнă. «Чăн-чăнах калатăп сире, – уççăнах пĕлтернĕ Вăл, – сирĕнтен пĕри Мана тытса парĕ». 22 Çавăн чухне вĕренекенĕсем, Вăл кам çинчен каланине ăнкараймасăр, пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илнĕ. 23 Иисусăн вĕренекенĕсенчен пĕри вара, Вăл юратни, Унăн хулпуççийĕ çумне сĕвеннĕ. 24 Петр текен Симон, Вăл кам çинчен каланине ыйтса пĕл-ха тесе, ăна аллисемпе паллă кăтартнă. 25 Лешĕ вара Иисус çумнерех çыпăçса: «Хуçамăр! Сутаканĕ хăшĕ пулĕ?» – тесе ыйтнă. 26 «Çкăр татăкне кама пуçса парăп, çавă», – тавăрнă Иисус. Унтан Вăл çăкăр татăкне пуçса Симон ывăлне Иуда Искариота панă. 27 Çав çăкăр татăкне илнĕ хыççăнах Иуда шне шуйттан кĕнĕ. «Тума пуçланине хăвăртрах туса пĕтер», – тенĕ ăна Иисус. 28 Вăл Иудăна мĕншĕн çапла каланине сĕтел хушшинче ларакансенчен пĕри те ăнланса илеймен. 29 Укçа арчи Иудăра пулнăран хăш-пĕр вĕренекенĕсем: «Иисус ăна уяв тĕлне хамăра мĕн кирлине илме хушать пулĕ. Е ыйткалакансене мĕн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухăшланă. 30 Çăкăр татăкне илсенех Иуда тăрса тухса кайнă. Вăхăчĕ ĕнтĕ çĕрлене кайнă.
Çĕнĕ пил-хушу
31 Иуда тухса кайсан Иисус каланă: «Паянтан Этем Ывăлĕ мухтава тухрĕ, Ун урлă Турă та мухтава тухрĕ. 32 Турă Хăйĕн Ывăлĕ урлă мухтава тухрĕ пулсан, Турă та Хăй урлă Ывăлне мухтава кăларĕ, часах мухтава кăларĕ. 33 Ачамсем! Манăн сирĕнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуçлăр. Иудейсене каланинех халĕ сире калатăп: „Эпĕ каяс çĕре эсир çитеймĕр“. 34 Эпĕ сире çĕнĕ пил-хушу паратăп: пĕр-пĕрне юратăр. Пĕр-пĕрне Эпĕ сире юратнă пекех юратăр. 35 Эсир Манăн вĕренекенĕмсем пулнине сирĕн хушшăрти юратулăхран пĕлĕç».
Петр тунасса Иисус малтанах калани
36 «Хуçамăр! Эсĕ ăçта каяс тетĕн?» – ыйтнă Петр текен Симон Иисусран. «Эпĕ каяс çĕре эсĕ халĕ пыраймăн, – тенĕ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыçăмранах пырăн». 37 «Хуçамăр! Мĕншĕн мана халĕ Сан хыçăнтан пыма юрамасть? Эпĕ Саншăн чунăма пама та хатĕр!» – тенĕ Ăна Петр. 38 Иисус вара ăна çапла каланă: «Чунăма пама та хатĕр тетĕн-и? Чăн-чăнах калатăп сана: автан авăтичченех эсĕ виçĕ хут Мана пĕлмĕш пулăн».
Иисус – çул та, чăнлăх та, чĕрĕлĕх те
1 «Сирĕн кăмăлăр ан пăсăлтăр. Турра ĕненĕр, Мана та ĕненĕр. 2 Аттем çуртĕнче вырăн нумай. Сахал пулсан: „Сирĕн валли вырăн хатĕрлеме каятăп. 3 Унта кайса сирĕн валли вырăн хатĕрлесен каллех тавăрăнăп. Вара сире, Хампа пĕрле пулччăр тесе, Хам патăма илĕп“, – тенĕ пулăттăм. 4 Эпĕ ăçта каяссине те, унта каймалли çулне те эсир пĕлетĕр», – тенĕ Иисус. 5 «Хуçамăр! Эсĕ çта каяссине эпир пĕлместпĕр, – тенĕ Ăна Фома, – апла çулне пирĕн мĕнле пĕлес?» 6 «Çул та, чăнлăх та, чĕрĕлĕх те – Эпĕ, – тавăрнă ăна Иисус. – Ман урлă каймасан Аттем патне никам та çитеймĕ. 7 Эсир Мана пĕлнĕ пулсан Аттеме те пĕлĕттĕр. Паянтан вара эсир Ăна пĕлтĕр кăна мар, куртăр та». 8 «Хуçамăр! Аттемĕре кăтартсам, пире урăх ним те кирлĕ мар», – тенĕ Ăна Филипп. 9 Иисус ăна çапла каланă: «Эх, Филипп, Эпĕ сирĕнпе мĕн чухлĕ пултăм, çапах та эсĕ Мана пĕлейместĕн-и? Мана курни Аттене те курнă. Мĕншĕн-ха эсĕ тата: „Аттемĕре кăтартсам“, – тетĕн10 Эпĕ Аттемре, Аттем Манра пулнине ĕненместĕн-им? Сире калакан сăмахсене Эпĕ Хамран каламастăп. Мĕн тăвассине Манри Аттем Хăй тăвать. 11 Эпĕ Аттемре тенине те, Аттем Манра тенине те ĕненĕр. Каланине ĕненмесен ĕçĕмсене курса ĕненĕр. 12 Чăн-чăнах калатăп сире: Мана ĕненекен çын Эпĕ тăвакан ĕçех тăвĕ, унтан та ытларах тума пултарĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Аттем патне каятăп. 13 Эсир Ман ятăмпа Аттемрен кирек мĕн ыйтсан та, Ывăлĕ урлă Ашшĕ мухтавлă пултăр тесе, эсир мĕн ыйтнине пурнăçлăп. 14 Ман ятăмпа мĕн те пулин ыйтсан та Эпĕ çавна пурнăçлăп».
Святой Сывлăш çинчен калани
15 «Мана юрататăр пулсан Манăн пил-хушусене пăхăнса пурăнăр. 16 Эпĕ Аттеме тархаслăп та, Вăл сирĕн хута кĕме тепĕр Лплантаракана ярĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр сирĕнпе пĕрле пулĕ. 17 Çав Лплантаракан – чăнлăх Сывлăшĕ. Тĕнче Ăна курмасть те, пĕлмест те, çавăнпа Ăна йышăнаймасть. Эсир вара Ăна пĕлетĕр, мĕншĕн тесен Вăл халĕ те сирĕнпе, малашне те сирĕнтех пулĕ. 18 Сире тăлăха хăвармăп, Эпĕ каллех килĕп. 19 Тĕнче Мана курми пуласси нумаях юлмарĕ. Эсир вара Мана яланах курса тăракансем пулăр; мĕншĕн тесен Эпĕ пурăнатăп, эсир те пурăнăр. 20 Эпĕ Аттемрине, эсир Манрине, Эпĕ сирĕн чунăртине эсир çав кун пĕлĕр. 21 Кам Ман пил-хушусене асра тытса пурнăçласа тăрать, çав Мана юратать. Мана юратакана Аттем те юратĕ. Мана савакана юратса, Эпĕ ун патне хамах пырăп». 22 Вара Иуда – Искариот мар, урăххи – Унран ыйтать: «Хуçамăр! Мĕншĕн Эсĕ Хăвна тĕнчене мар, пире кăтартасшăн?» 23 Иисус ăна хирĕç çапла каланă: «Мана юратакан Эпĕ вĕрентнĕ пек пурăнĕ; ăна Аттем те юратĕ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырăпăр та унпа пĕрле пулăпăр. 24 Мана юратманни Ман сăмаха пурнăçламасть; эсир илтекен сăмах вара Манăн мар, Мана кунта яракан Аттемĕн. 25 Çакна Эпĕ сире хăвăрпа пĕрле чух калас терĕм. 26 Ман ятăмпа Аттем сире Лплантаракан Сывлăш ярса парĕ. Çав Святой Сывлăш Эпĕ мĕн каланине сире пĕтĕмпех ăнлантарса парĕ, пĕтĕмпех аса илтерĕ. 27 Эпĕ сире канăçлăх парса хăваратăп, Хамăн канăçлăхăма сире паратăп. Анчах та вăл çак тĕнчери канăçлăх мар. Аптăраса ан ӳкĕр, ан хăрăр! 28 „Сирĕн патăртан кайăп та каллех килĕп“ тесе каларăм ĕнтĕ сире. Эсир ăна илтрĕр. Эсир Мана юрататăр пулсан, Эпĕ „Аттем патне каятăп“ тенĕшĕн сирĕн савăнмалла. Мĕншĕн тесен Аттем Манран хăватлăрах. 29 Çапла вара, мĕн калани пурнăçлансан ĕненччĕр тесе, Эпĕ сире ун çинчен малтанах пĕлтерес терĕм. 30 Ĕнтĕ Манăн сирĕнпе калаçасси нумаях юлмарĕ, мĕншĕн тесен çак тĕнчен пуçлăхĕ килет. Вăл Манпа хуçаланаймĕ! 31 Анчах та тĕнчен Эпĕ Аттеме юратнине пĕлмеллех. Çавăнпа та Эпĕ Аттем мĕн хушнине пĕтĕмпех тăватăп. Ĕнтĕ тăрар та кунтан каяр».
Христос – чăн-чăн иçĕм çырли авăрĕ
1 Иисус тата çапла каланă: «Эпĕ – чăн-чăн иçĕм çырли авăрĕ, Аттем вара – пахчаçă. 2 Çырла туман туратăмсене Вăл касса пăрахать. Çырла тăвакан туратсене Вăл, çырли тата нумайрах пултăр тесе, иртсех, тасатсах тăрать. 3 Эсир ĕнтĕ ӳкĕтлесе вĕрентнĕ Манăн сăмахăмпа тасалтăр. 4 Эсир Манра пулăр, Эпĕ сирĕнте пулам. Çырла авăрĕнчен уйăрнă турат çырла тăваймĕ, çавăн пекех эсир те, Манра пулмасан, çимĕç параймăр. 5 Эпĕ – çырла авăрĕ, эсир – туратсем. Эпĕ унра пулнă пекех, кам та кам Манра, çавă нумай çимĕç парать; мĕншĕн тесен Мансăр эсир нимĕн те тăваймăр. 6 Кам Манра мар, çавна турата касса пăрахнă пек касса пăрахĕç те, вăл типсе кайĕ. Типĕ туратсене вара пуçтарса вута пăрахаççĕ те, вĕсем çунса каяççĕ. 7 Эсир Манра пулсан Ман сăмахăмсем те сирĕн ăшăрта пулĕç. Вара мĕн ыйтас тенине ыйтăр, ыйтнине сире парĕç. 8 Нумай çимĕç кӳнипе эсир Аттеме мухтава кăларăр, çапла майпа эсир Манăн вĕренекенĕмсем пулăр. 9 Эпĕ сире Хама Аттем юратнă пек юратрăм. Манăн юратулăхăмпа пурăнăр. 10 Эпĕ Аттем хушнине туса тăнăран Унăн юратулăхĕпе пурăнатăп. Эпĕ хушнине туса тăрсан эсир те Ман юратулăхăмпа пурăнăр. 11 Çакна Эпĕ савăнăçăм сирĕн савăнăçăр пултăр тесе, çав савăнăç тулли пултăр тесе каларăм. 12 „Эпĕ сире юратнă пекех, эсир те пĕр-пĕрне юратăр“, – тесе пил-хушу паратăп сире. 13 Хăйĕн тусĕшĕн чунне панинчен ытларах юратулăх пулма пултараймасть. 14 Эпĕ хушнине туса тăрсан эсир Манăн тусăмсем пулатăр. 15 Чура хăйĕн хуçи мĕн тунине пĕлмест, çавăнпа Эпĕ ĕнтĕ сире чурамсем теместĕп. Хам Аттемрен мĕн илтнине Эпĕ сире пĕтĕмпех каласа патăм, çавăнпа сире тусăмсем тетĕп. 16 Эсир Мана суйласа илмен, Эпĕ сире суйласа илтĕм. Эпĕ сире, тĕнчене тухса, пĕтми çимĕç паччăр тесе суйларăм. Вара эсир Аттемрен Ман ятăмпа кирек мĕн ыйтсан та, Вăл сире парĕ. 17 Пĕр-пĕрне юратса пурăнма пил-хушу паратăп сире».
Тĕнче курайманни
18 «Тĕнче сире кураймасть пулсан, вăл сирĕнтен те маларах Мана курайманнине пĕлсе тăрăр. 19 Эсир çак тĕнче çыннисем пулнă пулсан, хăйĕн çыннисене тĕнче юратĕччĕ. Эпĕ сире тĕнчерен суйласа илсе уйăрнă пирки эсир çак тĕнче çыннисем мар. Çавăнпа та тĕнче сире кураймасть. 20 „Чура хăйĕн хуçинчен аслă мар“, – тенĕччĕ Эпĕ сире. Çав сăмахсене асра тытăр. Мана хĕсĕрлерĕç пулсан, сире те хĕсĕрлĕç. Манăн сăмахăма упраса усрарĕç пулсан, сирĕнне те упрĕç. 21 Çавна сире йăлтах Ман ятăмшăн тăвĕç, мĕншĕн тесен тĕнче Мана кунта Яракана пĕлмест. 22 Эпĕ тĕнчене килмен пулсан, каламан пулсан, вĕсем хăйсем çылăхлине пĕлмĕччĕç. Халĕ вĕсем, çылăхлăскерсем, хăйсене тӳрре кăлараймĕç. 23 Кам Мана кураймасть, вăл Аттеме те кураймасть. 24 Эпĕ вĕсене никам тăвайман ĕçсене туса кăтартман пулсан вĕсем хăйсем çылăхлине пĕлмĕччĕç. Халĕ вĕсем Эп тунă ĕçсене курчĕç, пурĕпĕрех Мана та, Аттеме те кураймаççĕ. 25 Вĕсен саккунĕнче „Мана сăлтавсăрах кураймаççĕ“ тесе çырни пурнăçланма çапла пулмалла та. 26 Эпĕ Аттемрен анакан чăнлăх Сывлăшне сирĕн патăра ярăп. Çав Лплантаракан Сывлăш сире Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенĕ пулĕ. 27 Эсир те Ман çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсем пулăр, мĕншĕн тесен эсир мĕн пуçламăшĕнченех Манпа пĕрле».
1 «Çакна Эпĕ сире ĕненӳре ан иккĕленччĕр тесе каларăм. 2 Сире синагогăсенчен хăваласа кăларĕç. Турра юрăхлă ĕç тăватпăр тесе шухăшласах сире вĕлерĕç. Çав вăхăт çывхарать те ĕнтĕ. 3 Аттеме те, Мана та пĕлменрен вĕсем çапла хăтланĕç. 4 Çакна Эпĕ сире çав вăхăт çитсен Ман сăмахăмсене аса илччĕр тесе каларăм. Хам сирĕнпе пулнă пирки маларах ун çинчен пĕлтермерĕм».
Святой Сывлăш килесси
5 «Халĕ ĕнтĕ Эпĕ Хама кунта Яракан патне каятăп. Анчах сирĕнтен пĕри те: „Ăçта каятăн?“ – тесе ыйтмасть. 6 Çакна каланăран эсир хуйха ӳкнине куратăп. 7 Анчах та Эпĕ чăннине калатăп: Эпĕ кайсан сире лайăхрах пулĕ. Эпĕ каяс мар пулсан сирĕн патăра Лплантаракан килмĕ. Кайсассăн вара – Эпĕ ăна сирĕн патăра ярăп. 8 Лплантаракан Сывлăш килĕ те – çылăх çинчен, тĕрĕслĕх çинчен, суд çинчен тĕнче тĕрĕс мар шутланине кăтартса парĕ. 9 Сывлăш çынсем çылăхлă пулнине кăтартса парĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Мана ĕненмеççĕ. 10 Эпĕ тӳрĕ пулнине те Сывлăш кăтартса парĕ, мĕншĕн тесен Эпĕ Аттем патне каятăп, эсир Мана урăх кураяс çук. 11 Турă сучĕ пуррине те Сывлăш кăтартса парĕ, мĕншĕн тесен çак тĕнчен пуçлăхне айăпланă ĕнтĕ. 12 Калас сăмахăм татах нумай, анчах та эсир халĕ пурне те ăнланаймăр. 13 Чăнлăх çулне эсир чăнлăх Сывлăшĕ килсен çеç тупăр. Мĕншĕн тесен Вăл Хăй ячĕпе мар, мĕн илтнине калĕ, пуласлăх çинчен пĕлтерĕ. 14 Сывлăш Мана мухтава кăларĕ, мĕншĕн тесен сире мĕн пĕлтерессине Вăл Манран илĕ. 15 Аттемĕн мĕн пурри пĕтĕмпех Манăн. „Манран мĕн илтнине сире Сывлăш пĕлтерĕ“ тесе çавăнпа каларăм та».
Хуйхă савăнăçпа ылмашĕ
16 «Кĕçех ĕнтĕ эсир Мана кураймăр. Тепĕртакран Мана каллех курăр, мĕншĕн тесен Эпĕ Аттем патне каятăп». 17 Çавăн чухне хăш-пĕр вĕренекенĕсем пĕр-пĕрне каланă: «Мĕн тесшĕн ара Вăл? „Кĕçех ĕнтĕ эсир Мана кураймăр. Тепĕртакран Мана каллех курăр“, – тет. Тата: „Эпĕ Аттем патне каятăп“ – тет. 18 „Кĕçех ĕнтĕ“ тенине тата мĕнле ăнланмалла-ши? Тем калать Вăл, ним те ăнланмастпăр», – тенĕ вара вĕсем. 19 Хăйĕнчен мĕн ыйтасшăн пулнине пĕлсе Иисус çапла каланă: «Кĕçех ĕнтĕ эсир Мана кураймăр, тепĕртакран каллех курăр, терĕм Эпĕ. Эсир пĕр-пĕринпе çавăн çинчен калаçатăр-и? 20 Чăн-чăнах калатăп сире: эсир ĕсĕклесе йĕрĕр, ӳлесе макăрăр, анчах та тĕнче савăнĕ. Эсир хуйха ӳкĕр, анчах та сирĕн хуйхăр савăнăçпа ылмашĕ. 21 Ача çуратнă чухне хĕрарăм тертленет, мĕншĕн тесессĕн унăн асап вăхăчĕ çитнĕ. Анчах та, ачине çуратсан, тĕнчене çын килнишĕн савăннипе вăл терчĕ çинчен манса каять. 22 Çавнашкалах эсир те халĕ тертленетĕр. Акă Эпĕ тепĕртакран сире курăп та, сирĕн чĕрĕрсем савăнăçпа тулĕç. Çав савăнăçа сирĕнтен никам та туртса илеймĕ. 23 Çав кун вара эсир Манран нимĕн çинчен те ыйтмăр. Чăн-чăнах калатăп сире: Ман ятăмпа Аттемрен кирек мĕн ыйтсан та, Вăл сире парĕ. 24 Халиччен эсир Ман ятăмпа нимĕн те ыйтманччĕ-ха. Ыйтăр – савăнăçăр тулли пултăр тесе сире мĕн ыйтнине парĕç».
Христос тĕнчене çĕнтерни
25 «Халиччен Эпĕ сире ытарлăн калаттăм. Аттем çинчен уççăн калас вăхăт, ытарлăхсем калама пăрахас вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ. 26 Çав кун эсир Аттемрен Ман ятăмпа ыйтăр. Сирĕншĕн Аттеме тархаслăп теместĕп, 27 мĕншĕн тесен эсир Мана юратнăран, Эпĕ Турă патĕнчен килнине ĕненнĕрен сире Аттем Хăй те юратать. 28 Эпĕ, Аттем патĕнчен тухса, тĕнчене килтĕм. Халĕ вара, тĕнчене хăварса, каллех Аттем патне каятăп». 29 «Акă Эсĕ халĕ ытарлăн мар, уççăн калатăн, – тенĕ Иисуса вĕренекенĕсем. 30 – Ĕнтĕ эпир Эсĕ йăлтах пĕлсе тăнине куратпăр. Эпир çăвар уçичченех Эсĕ Хăвăнтан мĕн ыйтасса пĕлетĕн. Çавăнпа Эсĕ Турă патĕнчен килнине ĕненетпĕр». 31 «Тинех ĕненетĕр-и? – тенĕ вĕсене Иисус. 32 – Акă эсир Мана пĕччен хăварса тĕрлĕ еннелле саланас вăхăт çывхарать, çав вăхăт çитрĕ те ĕнтĕ. Анчах та Аттем Манпа пулнăран Эпĕ пĕччен мар. 33 Çакна Эпĕ сире чун канăçлăхне Манра тупăр тесе каларăм. Ку тĕнче сирĕншĕн хуйхă-суйхăллă пулĕ, çапах çирĕп кăмăллă пулăр: Эпĕ тĕнчене çĕнтертĕм».
Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн кĕлтуни
1 Çак сăмахсем хыççăн Иисус çӳлелле пăхнă та çапла каланă: «Эй, Аттем! Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ: Хăвăн Ывăлу Сана мухтава кăлартăр тесе Ывăлна мухтава кăлар. 2 Эсĕ Ăна пур этемпе те пуç пулма ирĕк панă пекех, Вăл та Эсĕ шанса панисене пурне те ĕмĕрлĕх пурăнăç парĕ. 3 Сана, пĕртен-пĕр чăн Турра, пĕлни тата Ху кунта янă Иисус Христоса пĕлни ĕмĕрлĕх пурăнăç пулать те ĕнтĕ. 4 Эпĕ çĕр çинче Сана мухтава кăлартăм, Эсĕ Мана тума хушнă ĕçе пурнăçларăм. 5 Эй, Аттем! Тĕнче пуличченех Сан патăнта Эпĕ мухтавлăччĕ. Халĕ Эсĕ Мана татах Хăвăн патăнти мухтавлăхна кăтарт. 6 Эсĕ çак тĕнчери çынсене Мана патăн. Эпĕ вĕсене Санăн ятна пĕлтертĕм. Вĕсем Санăн çыннусемччĕ, Эсĕ вĕсене Мана патăн. Вĕсем Санăн сăмахна упраса хăварчĕç. 7 Эсĕ Мана пани пĕтĕмпех Санăн иккенне халĕ ĕнтĕ вĕсем ăнланса илчĕç. 8 Мĕншĕн тесен Эсĕ Мана панă сăмахсене Эпĕ вĕсене патăм. Çав сăмахсене вĕсем йышăнчĕç. Вара Эпĕ Сан патăнтан килнине чăнласах ăнланчĕç, Мана Эсĕ янине ĕненчĕç. 9 Эпĕ вĕсемшĕн тархаслатăп. Пĕтĕм тĕнчешĕн мар, Эсĕ Мана панисемшĕн кĕлтăватăп, мĕншĕн тесен вĕсем – Санăн. 10 Манăн мĕн пурри те – Санăн. Санăнни те – Манăн. Вĕсене пула Эпĕ мухтавлă пултăм. 11 Эпĕ ĕнтĕ тĕнчере мар, вĕсем вара тĕнчерех-ха. Эпĕ Сан патна пыма тухатăп. Эй, Святой Аттем! Вĕсем те Пирĕн пекех пĕр пулччăр тесе Эсĕ Мана панă Хăвăн ятупа вĕсене упрасамччĕ. 12 Эпĕ вĕсемпе пĕрле тĕнчере чухне Эсĕ панисенчен пĕри те вилмерĕ. Çырнинчи пурнăçлантăр тесе, пĕтеслĕх ывăлĕсĕр пуçне, ыттисене Эпĕ пурне те Санăн ятупа упраса хăвартăм. 13 Халĕ ĕнтĕ Сан патна пыратăп. Манăн тулли савăнăçăмпа вĕсен чĕрисем тулччăр тесе çакна Эпĕ тĕнчере чухне калатăп. 14 Эпĕ Сан сăмахна вĕсене каласа патăм. Вĕсем те Ман пекех ку тĕнче çыннисем пулманран тĕнче вĕсене курайми пулчĕ. 15 Эсĕ вĕсене ку тĕнчерен илсемччĕ тесе кĕлтумастăп, усал-тĕселтен сыхласа хăварсамччĕ тесе кĕлтăватăп. 16 Вĕсем те Ман пекех ку тĕнче çыннисем мар. 17 Вĕсене Хăвăн чăнлăхупа сăвапласа тасат: Санăн сăмаху – чăнлăх. 18 Эсĕ Мана тĕнчене янă пекех, Эпĕ те вĕсене тĕнчене ятăм. 19 Вĕсем те Санăн чăнлăхупа тасалччăр тесе Хама Эпĕ вĕсемшĕн паратăп. 20 Вĕсемшĕн анчах кĕлтумастăп. Вĕсен сăмахне итлесе Мана ĕненекен кашни çыншăн кĕлтăватăп. 21 Пурте пĕр пулччăр. Эй, Аттем, Эсĕ Манра пулнă пек, Эпĕ Санра пулнă пек, вĕсем те Пирĕнте пĕр пулччăр тесе, Мана Эсĕ янине тĕнче ĕнентĕр тесе кĕлтăватăп. 22 Эпир пĕр пулнă пек, вĕсем те пĕр пулччăр тесе, Эсĕ Мана панă мухтава вĕсене патăм. 23 Эпĕ – вĕсенче, Эсĕ те – Манра. Вĕсем те чăннипех пĕр пулччăр. Мана Эсĕ янине тата Эсĕ вĕсене Мана юратнă пекех юратнине тĕнче пĕлтĕр. 24 Эй, Аттем! Эсĕ Мана панисем те Эпĕ ăçта, çавăнта Манпа пĕрлех пулччăр. Эсĕ Мана тĕнчене пултаричченех юратса панă мухтава вĕсем те курччăр. 25 Эй, тӳрĕлĕхлĕ Аттем! Тĕнче Сана пĕлмерĕ, анчах та Эпĕ Сана пĕлтĕм. Кусем те Мана Эсĕ янине пĕлчĕç. 26 Вара Эпĕ вĕсене Санăн ятна пĕлтертĕм. Эсĕ Мана юратни те вĕсенче пултăр тесе, çапла майпа Эпĕ те вĕсенче пулам тесе, малашне те вĕсене пĕлтерсех тăрăп».
Иисуса тытни
1 Кĕлĕ туса пĕтерсен Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Кедрон айлăмĕн тепĕр енне кайнă, унта сад пулнă. Иисус вĕренекенĕсемпе пĕрле çав сада кĕнĕ. 2 Иисус унта Хăйĕн вĕренекенĕсемпе час-часах çӳрекеленĕ, çавăнпа вăл вырăн пирки Ăна тытса паракан Иуда та пĕлнĕ. 3 Çапла вара, Иуда пĕр ушкăн салтака тата аслă священниксемпе фарисейсен тарçисене ертсе унта пынă. Пурте вĕсем хунарсемпе çутаткăçсем йăтнă, хĕçсемпе пулнă. 4 Иисус, Хăйĕнпе мĕн пуласса йăлтах пĕлсе тăрса, вĕсене хирĕç тухнă та çапла каланă: «Кама шыратăр?» 5 «Назорей Иисуса», – тенĕ лешсем. «Эпĕ-ха Вăл», – тенĕ Иисус. Ăна тытса паракан Иуда та çав ушкăнрах тăнă. 6 Иисус «Эпĕ-ха Вăл» тенине илтсессĕнех вĕсем каялла чакнă та, ӳксе, çĕр çумне лăпчăннă. 7 Вăл вĕсенчен каллех: «Кама шыратăр?» – тесе ыйтнă. «Назорей Иисуса», – тенĕ лешсем. 8 «Эпĕ-ха Вăл тесе каларăм-çке сире, – тавăрнă Иисус. – Мана шыратăр пулсан эппин ыттисене ан тивĕр, вĕсене кайма ирĕк парăр». 9 Çапла майпа „Эсĕ Мана панисене Эпĕ пурне те упраса хăвартăм“ тесе маларах калани пурнăçланнă. 10 Петр текен Симонăн хĕç пулнă. Вăл хĕçне туртса кăларнă та аслă священник чури çине сулса ярса унăн сылтăм хăлхине касса татнă. Çав чура Малх ятлă пулнă. 11 «Хĕçне йĕннине чиксе хур, – тенĕ Иисус Петра. – Аттем панă асап куркине Манăн ĕçмелле марччĕ-им вара?» 12 Унтан салтаксемпе пинпӳ тата иудейсен тарçисем Иисуса тытса çыхнă. 13 Ăна малтанах Анна патне илсе пынă. Анна вăл çав çул аслă священникра ларакан Каиафăн хуньшĕ пулнă. 14 «Халăх ырлăхĕшĕн пĕр çын пĕтни лайăхрах» тесе иудейсене маларах канаш параканни шăпах çав Каиафа пулнă.
Петр Иисуса пĕлмĕш пулни
15 Иисус хыçĕнчен Петр текен Симонпа тепĕр вĕренекенĕ пынă. Çав вĕренекенне аслă священник палланă, çавăнпа вăл Иисуспа пĕрле аслă священник картишне кĕме пултарнă. 16 Петр тулта, хапха умĕнче, тăнă. Кштахран аслă священник палланă хайхи вĕренекен тухнă та, хапха асăрхаса тăракан хĕрарăмпа калаçса илсе, Петра та шала кĕртнĕ. 17 Вара çав хĕрарăм чура Петра каланă: «Эсĕ те Çак Çыннăн вĕренекенĕ мар-и-ха?» «Çу-ук», – тавăрнă Петр. 18 Çанталăк сивĕ пулнăран тарçăсемпе чурасем вут хурса ăшăнса тăнă. Петр та вĕсемпе пĕрле пулнă.
Аслă священник Иисуса тĕпчени
19 Аслă священник Иисусран Унăн вĕренекенĕсем çинчен, Унăн вĕрентĕвĕ çинчен ыйтнă. 20 «Эпĕ пĕтĕм халăха уççăнах вĕрентрĕм, – тенĕ ăна Иисус. – Эпĕ сăмахăма иудейсем ялан пуçтарăнакан синагогăсенче, Турă Çуртĕнче каларăм, вăрттăн нимĕн те вĕрентмен. 21 Эсĕ мĕншĕн Манран ыйтатăн? Эпĕ мĕн каланине итленĕ çынсенчен кайса ыйт. Эпĕ мĕн вĕрентнине вĕсем пĕлеççĕ». 22 Çак сăмахсене илтсен юнашар тăракан тарçăсенчен пĕри Ăна питĕнчен çупса янă. «Эсĕ аслă священника çапла хуравлатăн-и-ха?» – тенĕ вăл. 23 «Эпĕ тĕрĕс мар каларăм пулсан мĕн тĕрĕс маррине ăнлантарса пар, – тавăрнă ăна Иисус. – Эпĕ тĕрĕсех каларăм пулсан эсĕ Мана мĕншĕн çапатăн?» 24 Анна вара Иисуса, çыхнăскере, Каиафа ятлă аслă священник патне илсе кайма хушнă.
Петр каллех Иисуса пĕлмĕш пулни
25 Петр текен Симон кăвайт умĕнчех ăшăнса тăнă. «Эсĕ те Унăн вĕренекенĕ мар-и-ха?» – ыйтнă унран çавăнта татах. «Çук, çук», – тунса каланă Петр. 26 Аслă священникăн чурисенчен пĕри, хайхи хăлхине Петр касса татнин тăванĕ, çапла ыйтнă: «Эпĕ сана садра Унпа пĕрле курманччĕ-и-ха?» 27 Петр каллех Иисуса пĕлмĕш пулнă. Çав самантра автан авăтса янă.
Иисус Пилат патĕнче
28 Ирпе ирех иудейсем Иисуса Каиафа патĕнчен преторине илсе пынă. Ирсĕрленес мар тесе вĕсем преторине кĕмен, мĕншĕн тесен хăйсен йăлипе каçхине пасха апачĕ çимелле пулнă. 29 Çавăнпа та Пилат хăй вĕсенчен тухса ыйтнă: «Эсир Ку Çынна мĕн пирки айăплатăр?» 30 Вĕсем ăна хуравланă: «Вăл усал ĕç туман пулсан, эпир Ăна сана тытса памăттăмăр». 31 «Эсир Ăна илсе кайăр та хăвăр саккунăрпа суд тăвăр», – тенĕ Пилат. «Пирĕн çынна вĕлермеллех айăпламалли ирĕк çук», – тавăрнă ăна иудейсем. 32 Çапла Иисус Хăй мĕнле вилĕмпе вилесси çинчен малтанах калани пурнăçланнă. 33 Пилат вара каллех преторине кĕнĕ те Иисуса чĕнсе илсе каланă: «Эсĕ Иудея Патши-и?» 34 «Эсĕ ху çапла шутлатăн-и е çын сăмахĕпе Ман пирки çапла калатăн?» – ыйтнă Иисус. 35 «Эпĕ иудей-и-мĕн? – хирĕçленĕ Пилат. – Сана Хăвăн халăхупа аслă священник ман алла тытса пачĕç. Мĕн тунă вара Эсĕ?» 36 Иисус çапла тавăрнă: «Манăн Патшалăхăм çак тĕнчери мар. Манăн Патшалăхăм çак тĕнчери пулсан, Мана пăхăнса тăракансем Манăн хӳтте кĕнĕ пулĕччĕç, иудейсене тыттармĕччĕç. Анчах та халĕ Манăн Патшалăхăм кунта мар». 37 «Эппин Эсĕ Патшах-и?» – тенĕ Ăна Пилат. «Эпĕ Патша тесе эсĕ каларăн, – тавăрнă Иисус. – Эпĕ чăнлăх çинчен каласа пĕлтерме çуралнă, çавăншăн тĕнчене килнĕ. Чăнлăхлă кашни çын Ман сасса итлет». 38 «Мĕн вăл чăнлăх?» – тенĕ Ăна Пилат.
Иисуса вĕлерме ыйтни
Çак сăмахсем хыççăн вăл каллех иудейсем патне тухнă та каланă: «Ку Çынна айăплама эпĕ нимĕнле сăлтав та тупмастăп. 39 Сирĕн йăлăрпа манăн пасха уявĕ тĕлне тĕрмери пĕр çынна кăларса яма ирĕк пур. Эсир хирĕç мар пулсан, Иудея Патши текеннине кăларса ярăп». 40 Вара пурте каллех: «Ăна мар, Вараввăна кăларса яр!» – тесе кăшкăрнă. Варавва ятли вăрă-хурах пулнă.
1 Пилат вара Иисуса хурал аллине панă та хĕнеме хушнă. 2 Салтаксем йĕплĕ кӳкен хуллинчен пуç кăшăлĕ çыхса ăна Иисус пуçне тăхăнтартнă, çине патшалла хĕрлĕ тум уртса янă. 3 «Сывă пултăр иудейсен Патши!» – тесе вĕсем Иисуса çупа-çупа янă. 4 Пилат вĕсене каллех тухса каланă: «Вăл айăплă маррине пĕлтерме Ăна эпĕ сирĕн патăра кăларттаратăп». 5 Иисуса вара йĕплĕ кӳкен пуç кăшăлĕпе, вăрăм хĕрлĕ тумпа кăларнă. «Акă вăл Çын», – тенĕ вĕсене Пилат. 6 Аслă священниксемпе вĕсен тарçисем Ăна курсанах: «Пталаттар Ăна, пăталаттар!» – тесе кăшкăрнă. «Эпĕ Унра нимĕнле айăп та тупмастăп, тытăр та хăвăр пăталăр», – тенĕ вĕсене Пилат. 7 «Пирĕн хамăрăн саккун, – тавăрнă ăна иудейсем. – Хăйне Турă Ывăлĕ тесе каланăшăн Ăна пирĕн саккунпа вĕлермелле». 8 Çак сăмахсене илтсен Пилат тата ытларах хăраса ӳкнĕ. 9 Вăл каллех преторине кĕнĕ те Иисусран ыйтнă: «Эсĕ ăçтисем пулатăн?» Иисус нимĕн те каламан. 10 «Эсĕ манпа та калаçасшăн мар-и? – тенĕ вара Ăна Пилат. – Пĕлместĕн-им, манăн Сана пăталаттарма та ирĕкĕм пур, кăларса яма та ирĕкĕм пур». 11 «Çӳлтен паман пулсан санăн Манпа пуç пулма нимĕнле ирĕк те пулас çукчĕ, – тавăрнă Иисус, – çавăнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах çылăх пулĕ». 12 Çак самантран пуçласа Пилат Иисуса ирĕке кăлармашкăн май шыранă. «Ăна ирĕке ярсан эсĕ императорăн тусĕ те мар вара! Хăйне хăй патша тесе калакан кашни çын – император тăшманĕ!» – тесе кăшкăрашнă иудейсем. 13 Çак сăмахсене илтсен Пилат Иисуса преторирен илсе тухма хушнă, хăй суд тумалли вырăна ларнă. Чултан купаланă çак çӳллĕ вырăна Лифостротон, еврейла Гаввафа, теççĕ. 14 Ку ĕнтĕ пасха умĕнхи эрне кун, кăнтăрла тĕлнелле пулнă. «Акă сирĕн Патшăр», – тенĕ Пилат иудейсене. 15 Анчах та вĕсем: «Атя, хăвăртрах пăталаттар Ăна!» – тесе кăшкăрма пуçланă. «Епле-ха сирĕн Патшăра пăталаттарам?» – тенĕ Пилат. «Императорсăр пуçне пирĕн урăх патша çук», – тавăрнă аслă священниксем. 16 Вара тин Пилат вĕсене Иисуса пăталама ирĕк панă. Çавăнтах Иисуса тытса илсе кайнă.
Иисус Христоса пăталани
17 Иисус, Хăйĕн хĕресне çĕклесе, «Пуç купташки» текен вырăна çитнĕ, еврейла ăна Голгофа теççĕ. 18 Хĕрес çумне те Ăна çавăнтах пăталанă. Унпа пĕрле тепĕр икĕ çынна пăталанă; варринчи хĕрес çине – Иисуса, тепĕр иккĕшне вара Унран икĕ енне. 19 Хĕрес çумне тата хăма татăкĕ çапса хунă. Хăми çине Пилат çапла çыртарнă пулнă: «Иудея Патши, Назорей Иисус». 20 Иисуса пăталанă вырăн хула хĕрринчех пулнă. Çавăнпа хĕрес çине мĕн çырнине иудейсенчен нумайăшĕ вуланă. Çырма вара еврейла, грекла тата латинла çырнă пулнă. 21 Иудейсен аслă священникĕсем Пилата ӳпкелешнĕ: «„Иудея Патши“ тесе мар, „Вăл Хăйне Иудея Патши тесе каланă“, – тесе çырмаллаччĕ». 22 «Эпĕ мĕнле çыртарнă, çаплах пултăр», – тавăрнă Пилат. 23 Иисуса хĕрес çумне пăталасан салтаксем Унăн тумтирне илсе тăватă пая уйăрнă. Кашни салтака пĕрер пай лекнĕ. Вĕсем Унăн хитонне те илнĕ, ăна вара çĕлемесĕр тĕртсе тунă пулнă. 24 Çавăнпа вĕсем çапла калаçса татăлнă: «Хитонне çурас мар, шăпа ярас: кама шăпа тухать, çавă илтĕр». Çапла майпа Çырнинче «тумтирĕме илчĕç те хăйсем хушшинче уйăрчĕç, кĕпене вара шăпа ярса валеçрĕç» тесе калани пурнăçланнă. Салтаксем çавăн пек тунă та. 25 Иисуса пăталанă хĕрес патĕнче Унăн Амăшĕ, Амăшĕн аппăшĕ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тăнă. 26 Иисус Хăйĕн Амăшне тата çавăнта тăракан юратнă вĕренекенне асăрхасан Амăшне каланă: «Акă Санăн ывăлу». 27 «Акă санăн Аннӳ», – тенĕ унтан вĕренекенне. Çав вăхăтран вара çак вĕренекен Иисус Амăшне хăй патне илнĕ.
Иисус Христос вилĕмĕ
28 Çавăн хыççăн Иисус, пĕтĕмпех пурнăçланнине кура, Çырнинче калани пулса çиттĕр тесе, çапла каланă: «Ăшăм хыпрĕ». 29 Çавăнта хĕрхӳлентернĕ хĕрлĕ эрех тултарнă кăкшăм ларнă. Салтаксем çав шĕвеке сăхтарнă мунчалана иссоп патакки вĕçне тирсе Унăн çăварĕ патне илсе пынă. 30 Хĕрхӳлентернĕ хĕрлĕ эрех тутанса пăхсан Иисус каланă: «Мĕн пулмалли пулчĕ!» Вара Унăн пуçĕ лăштăрах усăннă та, юлашки сывлăшĕ тухнă. 31 Ку ĕç эрне кун пулнăран иудейсем вилесене хĕрес çинче шăмат кунччен – вăл шăмат кун иудейсен мăн кунĕ пулнă – хăварасшăн пулман. Çавăнпа вĕсем пăталанă çынсен ури тунисене çапса ватса хĕрес çинчен антарма Пилатран ыйтнă. 32 Вара салтаксем пынă та Иисуспа пĕрле пăталанисенне иккĕшĕнне те ури тунисене çапса ватнă. 33 Иисус тĕлне çитсен салтаксем Вăл вилнине курнă та Унăн урисене ватас темен. 34 Анчах та пĕр салтакĕ Ăна аякĕнчен сăнăпа чикнĕ, çавăнтах юнпа шыв юхса тухнă. 35 Сире çакна хăй куçĕпе хăй курнă çын çирĕплетсе пĕлтерет, вăл çирĕплетсе калани чăн. Сире ĕнентересшĕн хăй чăн каланине вăл пĕлет. 36 Çапла майпа Çырнинче «Унăн пĕр шăммине те çапса ватмĕç» тени пурнăçланнă. 37 Çырнинче тепĕр тĕлте çапла калани те пур: «Хăйсем сăнăпа Чикни çине пăхĕç».
Иисуса пытарни
38 Каярахпа Аримафейăра çуралса ӳснĕ Иосиф Иисус ӳтне хĕрес çинчен илме Пилатран ирĕк ыйтнă. Иисусăн вĕренекенĕ пулнă пулин те, иудейсенчен хăранипе çакна Иосиф палăртман. Пилат ăна ирĕк панă. Вара вăл Иисус ӳтне пырса илсе кайнă. 39 Иосифпа пĕрле тата пĕррехинче Иисус патне çĕрле вăрттăн пынă Никодим та пулнă. Вăл икĕ пăта яхăн алоэпе смирна хутăшĕ илсе пынă. 40 Çапла вара вĕсем иудейсен йăлипе Иисус ӳтне ырă шăршăллă çу сĕрнĕ пирпе чĕркенĕ. 41 Иисуса пăталанă вырăнтан инçех те мар сад ӳснĕ. Çав садра унччен пĕр виле те пытарман çĕнĕ тупăклăх пулнă. 42 Тепĕр кунне шăмат кун – иудейсен канмалли кунĕ – пулнăран тата тупăклăх çывăх пулнăран Иисуса çавăнтах пытарнă.
Иисус чĕрĕлсе тăни
1 Эрнен малтанхи кунĕнче Мария Магдалина тул çутăлса çитнĕ-çитменех тупăклăх патне пынă. Пхнă та – курах кайнă: шăтăка хупланă чула такам йăвантарса янă. 2 Вара вăл хăвăртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнă тепĕр вĕренекен патне чупнă. «Хуçамăра тупăклăхран илсе кайнă, ăçта илсе кайнине те пĕлместпĕр», – тенĕ вĕсене Мария Магдалина. 3 Петрпа тепĕр вĕренекен çав самантрах тухнă та тупăклăх патне васканă. 4 Иккĕшĕ те пĕрлех чупма пуçланă пулин те, леш вĕренекенĕ, Петртан хытăрах чупса, Иисуса пытарнă вырăна маларах çитнĕ. 5 Вăл шăтăкран пĕшкĕнсе пăхнă та пирсем выртнине асăрханă. Çапах та хăй шала кĕмен. 6 Петр текен Симон та ун хыççăн чупса çитнĕ. Вăл тупăклăха кĕнĕ те унта Иисус ӳтне чĕркенĕ пирсем 7 тата Иисусăн пуçне витнĕ тутăр выртнине кăна асăрханă. Чĕркенĕ тутăр пирсенчен уйрăм выртнă. 8 Вара тупăклăх патне маларах çитнĕ вĕренекенĕ те шала кĕнĕ, çаксене курсассăн вăл Хуçамăр вилĕмрен чĕрĕлнине ĕненнĕ. 9 Çырнинче Иисусăн вилĕмрен чĕрĕлсе тăмалла тесе каланине вĕсем ун чухне пĕлмен-ха. 10 Вара вĕренекенĕсем каллех хăйсем патне тавăрăннă.
Иисус Мария Магдалинăна курăнни
11 Мария тупăклăх умĕнче йĕрсе тăнă. Çапла йĕре-йĕрех вăл çĕр хăвăлне пĕшкĕнсе пăхнă. 12 Вăл унта шурă тумлă икĕ ангел ларнине курах кайнă. Пĕри Иисус выртнă тĕлте пуç вĕçĕнче, тепри ура вĕçĕнче ларнă. 13 «Эй, хĕрарăм, мĕншĕн йĕретĕн?» – тенĕ ăна ангелсем. «Хуçама илсе кайнăшăн, Ăна ăçта хунине те пĕлменшĕн йĕретĕп», – тенĕ вĕсене Мария. 14 Çапла каласан вăл хыçалалла çавăрăнса пăхнă та Иисус тăнине курнă. Анчах та Мария Иисуса палласа илеймен. 15 «Эй, хĕрарăм! Мĕншĕн йĕретĕнКама шыратăн?» – тенĕ ăна Иисус. Ку пахчаçă пулĕ-ха тесе, Мария Ăна çапла каланă: «Эй, ырă Çыннăм! Эсĕ Унăн ӳтне илсе кайнă пулсан, ăçта хунине каласамччĕ. Эпĕ Ăна кайса илĕттĕм». 16 «Мария!» – тенĕ ăна Иисус. Мария çавăрăнса пăхнă та: «Раввуни!» – тесе кăшкăрса янă. Çакă: «Вĕрентекен!» тенине пĕлтерет. 17 «Ман çума ан сĕртĕн, – тенĕ ăна Иисус, – мĕншĕн тесен Эпĕ Хам Аттем патне çĕкленмен-ха. Эсĕ Манăн ĕненекен тăванăмсем патне кай та çакăн çинчен пĕлтер: Эпĕ Хамăн Аттем патне, сирĕн Аçăр патне; Хамăн Туррăм патне, сирĕн Туррăр патне çĕкленетĕп». 18 Мария Магдалина вĕренекенсем патне кайнă та: «Эпĕ Хуçамăра куртăм!» – тесе хыпарланă. Иисус хăйне мĕн каланине те вăл йăлтах каласа кăтартнă.
Иисус вĕренекенĕсене курăнни
19 Çав вырсарни каçах, вĕренекенĕсем иудейсенчен хăранипе хăйсем пуçтарăннă пӳрт алăкне питĕрсе ларнă чухне, вĕсем хăйсем хушшинче Иисус тăнине курах кайнă. «Канăçлăх пултăр сире!» – тенĕ Вăл. 20 Çапла каласан Иисус вĕсене Хăйĕн алли-урине, аякне кăтартнă. Хуçамăра курсан вĕренекенĕсем питĕ савăнса кайнă. 21 «Канăçлăх пултăр сире! – саламланă вĕсене Иисус тепĕр хут. – Ĕнтĕ Аттем Мана сире вĕрентме янă пекех, Эпĕ те сире ыттисене вĕрентме яратăп». 22 Çавăн хыççăн Иисус вĕсем çине вĕрнĕ те çапла каланă: «Манран çак Святой Сывлăша йышăнăр. 23 Эсир камăн çылăхĕсене каçарăр, унăн каçарăнĕç; камăнне каçармăр, унăн каçарăнмĕç». 24 Вун иккĕшĕнчен пĕри, Йĕкĕреш текен Фома, Иисус пӳрте кĕрсе тăнă чухне унта вĕсемпе пулман. 25 «Эпир Хуçамăра куртăмăр!» – тенĕ ăна ытти вĕренекенĕсем. «Пталасан суранланнă аллисене, аяк пĕрчисене тытса пăхмасăр ĕненместĕпех!» – тенĕ Фома ыттисене.
Иисуспа Фома
26 Тепĕр сакăр кунран Унăн вĕренекенĕсем каллех пĕр пӳртре пуçтарăннă. Фома та вĕсемпе пĕрлех пулнă. Çапла питĕрĕнсе ларнă чухне Иисус кĕрсе тăнă та вĕсен умне тухса саламланă: «Канăçлăх пултăр сире!» 27 Унтан Фомана каланă: «Пӳрнӳсене тăс-ха! Акă Манăн аллăмсем. Халĕ аллуна тăсса Манăн аякăмри сурана сĕртĕн. Ан иккĕлен, ĕнен!» 28 «Хуçам тата Туррăм!» – теме çеç пултарнă Фома. 29 Иисус ăна каланă: «Эсĕ Мана курсан тин ĕнентĕн. Курмасăрах ĕненекенсем телейлĕ».
Ку кĕнекен тĕллевĕ
30 Хăйĕн вĕренекенĕсене Иисус тата нумай хăватсем туса кăтартнă пулнă. Ку кĕнекере вĕсем пирки çырман. 31 Çаксене сире Иисус вăл Турă Суйласа илни, Турă Ывăлĕ пулнине ĕнентересшĕн, ĕненсен Унăн ячĕпе чĕрĕлĕхлĕ пулччăр тесе çырнă.
Иисус вĕренекенĕсене Тивериада тинĕсĕ патĕнче курăнни
1 Çавăнтан кайран Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене Тивериада тинĕсĕ патĕнче каллех курăннă. Ку ĕç çапла пулса иртнĕ. 2 Петр текен Симон, Йĕкĕреш текен Фома, Галилейăри Кана çынни Нафанаил, Зеведей ывăлĕсем тата Иисусăн тепĕр икĕ вĕренекенĕ пĕрле пуçтарăннă. 3 «Эпĕ пулла каятăп», – тенĕ вĕсене Петр текен Симон. «Эпир те пыратпăр», – тенĕ ăна ыттисем. Вара вĕсем кимĕ çине ларса тинĕсе тухнă. Анчах çав каç вĕсем нимĕн те тытайман. 4 Ирпе ирех Иисус вĕсене çыранта кĕтсе тăнă, анчах вĕренекенĕсем Иисуса паллайман. 5 «Ачасем, сирĕн çимелли мĕн те пулин пур-и?» – тенĕ вĕсене Иисус. «Çук çав», – тавăрнă вĕренекенĕсем. 6 «Сĕреке-тетелĕрсене кимĕрен сылтăмарах пăрахăр-ха, вара кĕрĕ», – тесе каланă вĕсене Иисус. Çапла тусан туртса кăлараймиех пулă кĕнĕ. 7 Иисусăн юратнă вĕренекенĕ вара Петра çапла каланă: «Ку – Хуçамăр вĕт-ха!» Петр текен Симон, çарамасскер, «Ку – Хуçамăр» тенине илтсен, çи-пуçне пилĕк тавра çыхнă та шыва сикнĕ. 8 Ытти вĕренекенĕсем, тулли сĕреке-тетелĕсене сĕтĕрсе, киммипе çыран хĕрне ишсе пынă. Пуллине вĕсем çырантан инçех те мар, пĕр çитмĕл хăлаçра, тытнă пулнă. 9 Çыран хĕррине тухсан вĕсем кăвайт çуннине курнă. Тĕлкĕшекен кăвар çине пулă хунă иккен. Унтах çăкăр та пулнă. 10 «Халĕ ĕнтĕ тытнă пуллăра илсе килĕр», – тенĕ вĕсене Иисус. 11 Петр текен Симон кайнă та хайхи сĕреке-тетелсене çыран хĕррине сĕтĕрсе кăларнă. Шултра пулă туллиех лекнĕ пулин те, сĕреки çурăлса кайман. Пурĕ çĕр алă виçĕ пулă кĕнĕ пулнă. 12 «Çиме килĕр», – тенĕ вĕсене Иисус. Ку Иисус пулнине пĕлсе вĕренекенĕсенчен пĕри те Унран: «Эсĕ Кам?» – тесе ыйтма хăйман. 13 Иисус вĕсем патнерех пынă та çăкăрпа пулă илсе тыттарнă. 14 Çапла майпа, вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăнă хыççăн Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене виççĕмĕш хут курăннă.
Иисуспа Петр
15 Çисе ларнă чухне Иисус Петр текен Симона каланă: «Иона ывăлĕ Симон! Эсĕ Мана вĕсенчен те ытларах юрататăн-и?» «Юрататăп, Хуçамăр! – тенĕ Петр. – Эпĕ Сана юратнине Эсĕ Ху та пĕлетĕн». Иисус вара ăна каланă: «Манăн путекĕмсен кĕтӳçи пул». 16 Иисус унран тата тепĕр хут ыйтнă: «Иона ывăлĕ Симон! Эсĕ Мана юрататăн-и?» «Юрататăп, Хуçамăр! – тенĕ Петр. – Эпĕ Сана юратнине Эсĕ Ху та пĕлетĕн». Иисус ăна каланă: «Манăн сурăхăмсен кĕтӳçи пул». 17 Виççĕмĕш хут унран ыйтнă: «Иона ывăлĕ Симон! Эсĕ Мана юрататăн-и?» Хăйĕнчен виççĕмĕш хут ыйтнăшăн салхуланса Петр Ăна çапла каланă: «Хуçамăр! Эсĕ пĕтĕмпех пĕлетĕн. Эпĕ Сана юратнине те пĕлетĕн». Иисус каллех каланă: «Манăн сурăхăмсен кĕтӳçи пул. 18 Чăн-чăнах калатăп сана: çамрăк чухне эсĕ ху тумланаттăн та каяс тенĕ çĕре каяттăн. Анчах та ватăлсан, аллусем лăштăрах кайсан, сана урăххи тумлантарĕ те каяс килмен çĕре çавăтса кайĕ». 19 Çак сăмахсене Иисус Петр мĕнле вилессе, вилĕмĕпе те Турра мухтава кăларасса систерсе каланă. «Ман хыççăн пыракан пул», – тенĕ унтан Вăл Петра.
Иисуспа Унăн юратнă вĕренекенĕ
20 Петр каялла çавăрăнса пăхнă та хăйĕн хыççăн Иисусăн юратнă вĕренекенĕ пынине курнă. Ку шăпах ĕнтĕ пĕррехинче, каçхи апат вăхăтĕнче, Иисус кăкăрĕ çумне тĕршĕнсе: «Хуçамăр, Сана тытса параканĕ кам пулĕ?» – тесе ыйтаканни пулнă. 21 Çав вĕренекене асăрхасан Петр Иисусран: «Хуçамăр, ăна вара мĕн пулĕ?» – тесе ыйтнă. 22 «Эпĕ ăна Хам тепре киличченех пурăнтарас тетĕп пулсан та, сана мĕн ĕç? – тавăрнă ăна Иисус. – Эсĕ Ман хыççăн пыракан пул». 23 Акă мĕншĕн ĕнтĕ юлташĕсем хушшинче çав вĕренекенĕ нихăçан та вилмест текен сас-хура сарăлнă. Анчах та Иисус ун пирки нихăçан та вилмест тесе каламан, «Эпĕ ăна Хам тепре киличченех пурăнтарас тетĕп пулсан та, сана мĕн ĕç?» тесе çеç каланă пулнă.
Хыç сăмах
24 Мĕн пулса иртни çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенĕ, çак йĕркесене çыраканĕ – шăпах та ĕнтĕ çав вĕренекен. Вăл çирĕплетсе пĕлтерни чăн, çавна пурте пĕлсе тăратпăр. 25 Иисус татах тем те пĕр тунă. Çавсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартас пулсан, çырнă кĕнекесем тĕнчене те шăнăçаяс çук тесе шутлатăп. Аминь.
Иисус тӳпене çĕкленни
1-2 Эй, Феофил, эпĕ хамăн малтанхи кĕнекемре Иисус Хăй ĕçне тума пуçланăранпа тӳпене çĕкленичченех мĕн-мĕн туни тата мĕне вĕрентни çинчен пĕтĕмпех çырнăччĕ. Хăй суйласа илнĕ апостолĕсене Вăл тӳпене çĕкленнĕ кун Святой Сывлăш хăвачĕпе хушусем парса хăварнă. 3 Асапланса вилнĕ хыççăн Вăл вĕренекенĕсене хĕрĕх кун хушши курăннă, Хăй чĕррине нумай хутчен çирĕплетнĕ, Турă Патшалăхĕ çинчен кала-кала кăтартнă. 4 Вара, вĕсене пĕрле пуçтарса, Вăл çапла хушса хăварнă: «Иерусалимран ан кайăр, Аттем мĕн шантарнине кĕтĕр, ун пирки Эпĕ сире каланăччĕ. 5 Мĕншĕн тесен Иоанн шывпа тĕне кĕртнĕ, эсир вара тепĕр темиçе кунран Святой Сывлăшпа тĕне кĕрĕр». 6 Çавăнпа та пĕрле пуçтарăннă апостолсем Унран çапла ыйтнă: «Хуçамăр! Эсĕ çав хушăра Израиль халăхне çĕнĕрен патшалăх туса парасшăн мар пулĕ те?» 7 Вăл вара вĕсене каланă: «Аттем Хăй ирĕкĕпе палăртса хунă вăхăтпа куна пĕлесси сирĕн ĕçĕр мар. 8 Анчах та Святой Сывлăш сирĕн çине ансан эсир хăват илĕр. Вара Ман çинчен Иерусалимра та, пĕтĕм Иудейăра та, Самарире те, тĕнче хĕррине çитичченех каласа çирĕплетекенсем пулăр». 9 Çак сăмахсене каласан вĕсен куçĕ умĕнчех Вăл тӳпене çĕкленнĕ те Ăна пĕлĕт илсе кайнă. Вăл куçран çухалнă. 10 Вăл тӳпене çĕкленнине апостолсем пăхса тăнă. Çав вăхăтра, тӳпенелле пăхнă чухне, вĕсем сасартăк хăйсемпе юнашар шурă тумлă икĕ çын тăнине курнă. 11 «Эй, Галилея çыннисем! – тенĕ вĕсем. – Мĕн эсир тӳпенелле пăхса тăратăр? Эсир Иисус хăвăртан уйăрăлса тӳпене çĕкленнине куртăр. Вăл тӳпене епле çĕкленчĕ, килессе те çавнашкалах килĕ».
Иуда вырăнне урăх апостола суйлани
12 Апостолсем вара Елеон текен ту çинчен Иерусалима тавăрăннă. Тăвĕ Иерусалимран инçех те мар, шăмат кун утма юранă çул тăршшĕнче, пĕр çухрăма яхăнра, вырнаçнă пулнă. 13 Тавăрăнсассăн вĕсем хăтлă пӳлĕме хăпарнă. Унта Иисусăн çак вĕренекенĕсем пулнă: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковĕ, Симон Зилот тата Иаковпа пĕртăван Иуда. 14 Вĕсем пурте пĕр шухăш-кăмăлпа Турра кĕлтуса пурăннă. Вĕсемпе пĕрле унта темиçе хĕрарăм, Иисус Амăшĕ Мария тата Иисусăн тăванĕсем пулнă. 15-16 Тепĕр темиçе кунран çавăнта çĕр çирĕм çынна яхăн пухăннă. Çавăн чухне Петр тăрса Иисус вĕренекенĕсене çапла каланă: «Тăван çыннăмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынă Иуда çинчен Святой Сывлăш Давид сăмахĕсемпе малтанах пĕлтерсе хунă. Çырнинчи çав сăмахсен пурнăçланмалла пулчĕ. 17 Мĕншĕн тесен Иуда пирĕнпе пĕр йышраччĕ, Турă ĕçне тума ăна та шăпа тухнăччĕ. 18 Анчах та таса мар ĕçшĕн илнĕ укçипе Иуда пĕр ана çĕр туянчĕ. Унăн виллине те, питĕ хытă ӳкнипе вар-хырăмĕ çурăлса, ăш-чикки тухса кайнăскере, çав ана çинчех тупнă. 19 Çакна Иерусалим çыннисем пурте пĕлеççĕ, çавăнпа вăл ана вырăнне тăван чĕлхипе вĕсем Акелдама тесе ят панă, ку вăл Юн Ани тени пулать. 20 Псалом кĕнекинчех çапла çырнă: „унăн кил-çурчĕ пушанса юлтăр, унта пурăнакан ан пултăр“, тата „ăна шанса панă ĕçе урăххи тутăр“ тени те пур. 21 Çапла вара ун вырăнне пирĕн урăххине суйламалла. Вăл çын Иисус Хуçамăр пирĕнпе пулнă чухне яланах Ун хыççăн çӳренĕскер пулмалла. 22 Вăл çын Иоанн шыва кĕртнинчен пуçласа Иисус тӳпене çĕкленнĕ кунчченех пирĕнпе пулса, Вăл чĕрĕлсе тăнине çирĕплетсе пĕлтерекен пулмалла». 23 Вара икĕ çынран пĕрне суйлама сĕннĕ: пĕри Варсава, тепĕр майлă тата Иуст текен Иосиф, пулнă; тепри – Матфий. 24 «Хуçамăр! – тенĕ вĕренекенĕсем кĕлтуса. – Эсĕ кашнин чĕрине витĕр курса тăратăн, çак иккĕшĕнчен пĕрне, Ху суйласа илнине, кăтартсамччĕ. 25 Иуда йышран уйăрăлса хăй каймалли çĕре кайрĕ. Ун вырăнне апостол тивĕçне камăн туса пымаллине кăтартсамччĕ!» 26 Вара вĕсем шăпа янă та, шăпи Матфие тухнă. Ăна вара вун пĕр апостолпа пĕрле пĕр йыша кĕртнĕ.
Святой Сывлăш анни
1 Аллăмĕш кун уявĕ çитсен, вĕсем пурте пĕрле пĕр шухăш-кăмăлпа пухăннă. 2 Сасартăк тӳперен вăйлă çил-тăвăл кĕрлесе килнĕ чухнехи пек сасă илтĕннĕ, вĕсем пухăннă çурт шăв-шавпа тулса ларнă. 3 Унтан апостолсене пайăркаланса тăракан вут чĕлхи пек чĕлхесем курăннă, вĕсем кашнин тĕлне пĕрер аннă. 4 Унтан пурин чун-чĕри те Святой Сывлăшпа тулнă та вĕсем пурте Сывлăш панă пултарулăхпа хăйсем унччен пĕлмен чĕлхесемпе калаçа пуçланă. 5 Çав вăхăтра Иерусалимра хулари тата тĕрлĕ çĕр-шывсенчи хытă ĕненекен иудейсем уява пуçтарăннă пулнă. 6 Çак кĕрлекен сасă илтĕнсен халăх пухăнса тулнă та аптăрасах кайнă, мĕншĕн тесен кашниех хайхи апостолсем вĕсен тăван чĕлхипе калаçнине илтнĕ. 7 «Çак тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçакансем пурте Галилея çыннисем мар-и вара? – тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе ыйтнă вĕсем пĕр-пĕринчен. 8 – Епле-ха эппин пирĕнтен кашниех харпăр-хăй ачаран калаçнă чĕлхене илтеет? 9 Эпир – Парфи, Миди, Елам çыннисем; Месопотамире, Иудейăра, Каппадокире, Понтра, Асире, 10 Фригипе Памфилире тата Египетра пурăнакансем; Киринея çывăхĕнчи Ливи çĕрĕнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тĕнне йышăннă урăх халăх çыннисем, 11 Критпа Арави çыннисем – эпир пурте Туррăн хăватлă ĕçĕсем çинчен апостолсем пирĕн тăван чĕлхесемпе каланине илтетпĕр!» 12 Ăнран каймалла тĕлĕннипе вĕсем пĕр-пĕринчен: «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» – тесе ыйтнă. 13 Хăшĕ-пĕри тата тăрăхласа çапла каланă: «Вĕсем пылак хĕрлĕ эрех ĕçсе лартнă».
Аллăмĕш кун уявĕнче Петр каланă сăмах
14 Вара Петрпа вун пĕр апостол пухăннă халăх умне тухнă, Петр пурне те илтмелле çапла каланă: «Иудейсемпе мĕн пур Иерусалим çыннисем! Çакна пĕлсе тăрăр, ман сăмахăма тимлĕн итлĕр: 15 Эсир вĕсене ӳсĕр тесе шухăшлатăр, вĕсем ӳсĕр мар, мĕншĕн тесен вăхăчĕ те халь ирхи тăхăр сехет кăна-ха. 16 Ку – Иоиль пророк сăмахĕсем пурнăçланни: 17 „Юлашки кунсенче, – тесе калать Турă, – Хамăн Сывлăшăма пур çын çине те ярăп. Сирĕн ывăлăрсемпе хĕрĕрсем пророкла калаçа пуçлĕç. Сирĕн çамрăкăрсем тĕрлĕрен курăнусем курĕç. Сирĕн ватă çыннăрсене тĕлĕкре вăрттăнлăх уçăлĕ. 18 Çав кунсенче Хамăн Сывлăшăма арçын чурамсемпе хĕрарăм чурамсем çине те ярăп, вара вĕсем те пророкла калаçĕç. 19 Çӳл тӳпере хăватсем кăтартăп, аялта çĕр çинче паллăсем кăтартăп: юн та, вут та пулĕ, тĕтĕм йăсăрланĕ. 20 Хуçа Туррăмăрăн аслă та мухтавлă кунĕ çитиччен хĕвел тĕттĕмленĕ, уйăх юнланĕ. 21 Çавăн чухне кам та кам Хуçамăр ятне асăнĕ, çав çăлăнĕ“. 22-23 Эй, Израиль çыннисем! Çак сăмахсене тимлесе итлĕр: эсир Иисус Назорея, Турă малтанах пĕлсе, палăртса хунипе сутмалла пулнăскере, тытрăр та Ăна çылăхлисен аллине патăр. Пĕлетĕр ĕнтĕ, Турă Унăн тивĕçлĕхне сирĕн хушшăрта Ун урлă хăватсем, тĕлĕнмелле ĕçсем, паллăсем кăтартса сире пĕлтерчĕ. Эсир Иисуса вĕлерттертĕр, 24 анчах та Турă Ăна вилĕм тыткăнĕнчен хăтарса чĕртсе тăратрĕ, Ăна вилĕм те тытса чараймарĕ. 25 Давид Ун çинчен çапла каланă: „Эпĕ яланах Хуçамăра кураттăм, мĕншĕн тесен эпĕ иккĕленесрен Вăл манăн сылтăм енче тăратчĕ. 26 Çавăнпа чĕрем савăнăçпа тулать, сăмахăмсем хаваслă, шанчăк пуртан ӳт-пĕвĕм те канăçса лăпланĕ. 27 Мĕншĕн тесен Эсĕ чунăма вилнисем хушшинче хăвармăн, сăваплă çыннуна çĕрсе кайма памăн. 28 Эсĕ мана пурăнăç çулне кăтартрăн, Хăвăн умăнта Эсĕ чун-чĕреме савăнăçпа тултарăн“. 29 Эй, тăван çыннăмсем! Давид мăн асаттемĕр пирки сире хăю çитерсе калам: вăл вилнĕ те ăна пытарнă; унăн вил тăприйĕ те халичченех сыхланса юлнă-ха. 30 Ĕнтĕ пророк пулнă пирки вăл Турă тупа тусах престол çине хăйĕн йăхĕнчен Суйласа илнине лартма сăмах панине пĕлсе тăнă. 31 Христос чĕрĕлсе тăрасси пирки Давид малтанах каланă, Унăн чунĕ вилнисем хушшинче юлмĕ, ӳчĕ çĕрмĕ тенĕ. 32 Ăна, Иисуса, Турă чĕртсе тăратнине эпир пурте хамăр куçпа хамăр куртăмăр. 33 Çапла вара, Турă Хăйĕн хăватлă аллипе Иисуса тӳпене çĕкленĕ. Вăл Хăйне шантарнă Святой Сывлăша Ашшĕнчен илнĕ. Эсир халĕ мĕн курса-илтсе тăратăр, çавă йăлтах Иисус хăвачĕпе пулса иртет. 34-35 Давид тӳпене çĕкленмен, анчах та вăл хăех çапла калать: «„Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче, хисеплĕ вырăнта лар“, – тенĕ Хуçамăр манăн Хуçама». 36 «Çапла вара, пĕтĕм Израиль çыннисем, çакна çирĕп пĕлсе тăрăр: эсир пăталанă Иисуса Турă пирĕн Хуçамăр тата Çăлаканăмăр турĕ». 37 Çак сăмахсем итлекенсен чĕрисене пырса тивнĕ, вара вĕсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнă: «Тăван çыннăмăрсем! Пирĕн халĕ мĕн тумалла-ши?» 38 Вара Петр вĕсене çапла каланă: «Ӳкĕнĕр, çылăх каçарттарма сирĕнтен кашниех Иисус Христос ячĕпе тĕне кĕтĕр. Вара Святой Сывлăш тивлетне илейĕр. 39 Мĕншĕн тесен эсир те, ачăрсем те, катари тăвансем те – Турă чĕнсе илнисем пурте – Турă пама пулнине илмешкĕн тивĕçлĕ». 40 Петр вĕсене татах нумай сăмах каласа ăнлантарнă, ӳкĕтленĕ: «Çак пăсăк ăрупа пĕрле айăплав тивесрен çăлăнса юлăр», – тенĕ вăл. 41 Вара унăн сăмахне хапăлласа йышăннисем тĕне кĕнĕ, çав кун тепĕр виçĕ пин ĕненекене яхăн хутшăннă. 42 Вĕсем апостолсен сăмахĕсенчен иртмен, пĕрле çăкăр хуçнă, пĕрле кĕлĕ тунă.
Ĕненекенсен пурăнăçĕ
43 Ĕненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турăран хăраса пурăннă. Иерусалимра апостолсем урлă тĕрлĕ хăватсем, паллăсем пулнă. 44 Ĕненекенсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, мĕн пурри те вĕсен йăлтах пĕрлехи пулнă. 45 Вĕсем хăйсен пурлăхне, япалисене сутса кама кирлĕрех, çавсене валеçнĕ. 46 Пĕр шухăш-кăмăллă пулса вĕсем кулленех Турă Çуртне пуçтарăннă. Килĕсенче, çăкăр хуçса валеçнĕ чухне, савăнăçлăн та йăваш кăмăллăн апатланнă. 47 Ĕненекенсем Турра мухтаса пурăннă, халăх вĕсене юратнă. Хуçамăр вара çăлăнакансен йышне – Хăйĕн Чиркĕвне – куллен ӳстерсех пынă.
Петр уксаха сыватни
1 Пĕррехинче Петрпа Иоанн кăнтăрла иртни виçĕ сехетре пулакан кĕлле Турă Çуртне кайнă. 2 Çавăнта амăш варĕнченех уксах çуралнă çын пулнă. Турă Çуртне кĕрекенсенчен ыйткаласа ларма çав çынна кашни кунах Илемлĕ Хапха текен мăн алăк умне çĕклесе пырса лартнă. 3 Петрпа Иоанн Турă Çуртне кĕнине курсан вăл кĕлмĕçленме пуçланă. 4 Петрпа Иоанн ун çине тинкерсе пăхнă. «Пирĕн çине пăх-ха», – тенĕ Петр. 5 Вăл вара, кусем мĕн те пулин парĕç-и тесе, апостолсем çине кĕлмĕçленсе пăхнă. 6 Анчах та Петр çапла каланă: «Ылтăнăм та, кĕмĕлĕм те çук манăн, мĕн пуррине сана паратăп: Иисус Христос Назорей ячĕпе тăр та утса çӳре!» 7 Вăл уксах çынна сылтăм аллинчен тытса тăма пулăшнă. Çав самантрах лешĕн ури тупанĕсене, чĕркуççийĕсене вăй кĕнĕ, 8 вăл сиксе тăнă та ута пуçланă. Вăл Турă Çуртне те апостолсемпе пĕрлех кĕнĕ, сиккелесе çӳресе Турра мухтанă. 9-10 Турă Çуртĕнче пулнисем Илемлĕ Хапха умĕнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнĕ. Вăл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пĕтĕм халăх вăл сывалнинчен питĕ хытă хăраса кайса тĕлĕннĕ.
Соломон притворĕнче Петр каланă сăмах
11 Уксах пулнă çын, сывалнăскер, Петрпа Иоанран хăпман. Çавăнпа та тĕлĕнсе кайнă халăх Соломон притворĕ текен çĕрте вĕсем тавра пуçтарăннă. 12 Çакна асăрхасан Петр халăха каланă: «Эй, Израиль çыннисем! Мĕн тĕлĕнсе пăхатăр эсир пирĕн çинеЭпир ăна хамăр хăватпа тата тасалăхпа утмалла туман вĕт-ха! 13 Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирĕн мăн асаттесен Турри, Хăйĕн Ывăлне Иисуса мухтава кăларчĕ. Эсир вара Ăна тытса патăр. Ăна Пилат хăтарас тенĕччĕ, анчах эсир Пилат умĕнче Унран тунтăр. 14 Эсир Тасинчен, Тӳрĕлĕхлинчен тунса çын вĕлерекене ирĕке яма ыйтрăр, 15 пурăнăç Хуçине вара вĕлертĕр. Ăна ĕнтĕ Турă вилĕмрен чĕртсе тăратрĕ, çавна курса çирĕплетекенсем эпир хамăр. 16 Иисус ятне ĕненни çак эсир куракан, пĕлекен çынна тĕреклĕх пачĕ. Иисус панă ĕненӳ ăна сирĕн куçăр умĕнчех сыватрĕ. 17 Çапах та, тăванăмсем, эсир, хăвăр пуçлăхсем пекех, пĕлмен пирки Иисусран туннине ăнланатăп. 18 Христосăн асап тӳсмелле пулнине Турă Хăйĕн мĕн пур пророкĕсем урлă малтанах пĕлтернĕ, Вăл çавна пурнăçларĕ те. 19 Хăвăр çылăхăрсене тӳрлетес тесе ӳкĕнĕр, Турă енне çавăрăнăр. 20 Турă парас савăнăç вăхăчĕ çиттĕр, Хăй палăртса хунă Иисус Христоса Вăл сирĕн патăра ятăр. 21 Хальлĕхе, Турă Хăйĕн авалхи мĕн пур сăваплă пророкĕсем урлă калани пĕтĕмпех пурнăçланас вăхăтчен, Иисусăн тӳперех пулмалла. 22 Моисей мăн асаттемĕрсене çапла каланă: „Мана пророка кăларнă пекех, Хуçа Туррăр сирĕн валли хăвăр хушшăртанах Пророк кăларĕ. Вăл кирек мĕн каласассăн та, Ăна итлесе пурăнăр. 23 Çав Пророка итлемен çынсен халăхран уйăрăлмалла, пĕтмелле пулĕ“. 24 Самуилтан пуçласа унран кайранхи мĕн пур пророксем çак кунсем çитессе пурте малтанах пĕлтернĕ. 25 Эсир пророксен ывăлĕсем, халал ывăлĕсем. Çав халала Турă сирĕн мăн аслаçăрсене панă, Вăл Авраама çапла каланă: „Санăн йăху урлă çĕр çинчи халăхсем пурте пиллĕх илĕç“. 26 Сире усал ĕçĕрсенчен сыхласа хăварас тесе Турă Хăйĕн Ывăлне Иисуса вилĕмрен чĕртсе тăратса сире пиллеме чи малтан янă».
Петрпа Иоанн синедрион канашĕ умĕнче
1 Петрпа Иоанн халăха вĕрентнĕ чухне вĕсем патне священниксем, Турă Çурчĕн хуралĕн пуçлăхĕсем тата саддукейсем пырса çитнĕ. 2 Вĕсене апостолсем халăха вĕрентни тата Иисус чĕрĕлсе тăнă пек вилĕмрен чĕрĕлсе тăмалла тесе ӳкĕтлени питĕ тарăхтарнă. 3 Вара Петрпа Иоана тытнă та, каç пулса килнĕрен, ирччен хурал аллине пама хушнă. 4 Вĕрентсе каланă сăмаха итлекенсенчен чылайăшĕ ĕненме пуçланă, çавнашкаллисем пилĕк пин çынна яхăн пулнă. 5 Тепĕр кунне Иерусалимра иудейсен пуçлăхĕсемпе ятлă-сумлă çыннисем тата саккун вĕрентӳçисем пухăннă. 6 Унта аслă священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслă священник ăрăвĕнчен тухнă ытти çынсем те пынă. 7 Вара, апостолсене хăйсем умне тăратса, çапла ыйтнă: «Эсир çак ĕçе мĕнле хăватпа тата кам ячĕпе турăр?» 8 Çавăн чухне Петр, чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнăскер, вĕсене çапла каланă: «Эй, халăх пуçлăхĕсемпе Израилĕн ятлă-сумлă çыннисем! 9 Халсăр çынна ырă тунăшăн пире паян явап тыттаратăр пулсан, мĕнле сыватнине тĕпчетĕр пулсан, 10 Израиль халăхĕ те, эсир те пĕлсе тăрăр: вăл Иисус Христос Назорей ячĕпе сывалчĕ, ăна Иисус сирĕн ума сывă тăмалла турĕ. Эсир Иисуса пăталарăр, Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратрĕ. 11-12 Эсир, çурт тăвакансем, юрăхсăр тесе ывăтнă чул никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ. Çав чул вăл – Иисус. Урăх никам та çăлăнăç кӳреймĕ, мĕншĕн тесен çакă çутă тĕнчере çын панă ятсенчен пире çăлма пултаракан урăх ят çук». 13 Петрпа Иоанн хăюлăхне курса тата вĕсем вĕренмен ахаль çынсем çеç пулнине асăрхаса, пуçлăхсемпе ятлă-сумлă çынсем тĕлĕнсех кайнă. Çавăнтах, кусем Иисуспа пĕрле çӳренине аса илсен, вĕсене палласа илнĕ. 14 Анчах та Петрпа Иоанн çумĕнче уксах пулнă çын тăнине курсан, вĕсем нимĕн тавăрса калама та аптăранă. 15 Вара вĕсем апостолсене синедрионран тухма хушнă та хăйсем хушшинче канашлама пуçланă. 16 «Мĕн тумалла ку çынсемпе? – калаçнă вĕсем. – Иерусалимра пурăнакансем ĕнтĕ пурте вĕсем чăн-чăн тĕлĕнмелле ĕç тунине пĕлеççĕ. Пулнă япалана эпир пулман тесе калаймăпăр. 17 Çапах та халăхра тата ытларах сăмах сарăласран пирĕн вĕсене хăратсах çынсем умĕнче Иисус ячĕ çинчен каласа çӳреме чармалла». 18 Вара апостолсене чĕнсе илсе Иисус ятне асăнма та, Унăн ячĕпе вĕрентме те чарнă. 19 Анчах та Петрпа Иоанн çапла тавăрса каланă: «Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха: сире Турăран та ытларах итлени Турă умĕнче тĕрĕс пулĕ-и? 20 Хамăр курни-илтнине эпир калаймасăр тăраймăпăр». 21 Вара канашра ларакансем апостолсене айăплама май тупаймасăр вĕсене юна-юнах кăларса янă. Тата вĕсем халăхран хăранă, мĕншĕн тесен пулса иртнĕ ĕçшĕн пурте Турра мухтанă. 22 Тĕлĕнмелле майпа сывалнă çынни хĕрĕх урлă каçнăскер пулнă.
Ĕненекенсем кĕлтуни
23 Кларса ярсан Петрпа Иоанн хăйсен ушкăнне тавăрăннă та аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем хăйсене мĕн-мĕн каланине пĕтĕмпех ĕненекенсене каласа кăтартнă. 24 Çавна илтсен ĕненекенсем пурте пĕр шухăш-кăмăлпа хыттăн Турра кĕлтума пуçланă: «Эй, Патша Турăçăм! Эсĕ тӳпене те, çĕре те, тинĕсе те – вĕсенче мĕн пуррине те – пĕтĕмпех пултарнă. 25 Эсĕ Хăвăн чуруна, Давид мăн асаттемĕре, Святой Сывлăшупа çапла калаттарнă: „Чăн Турра пĕлмен халăхсем мĕншĕн пăлханаççĕ-ши, этемсем мĕншĕн пултарас çука тытăнчĕç-ши? 26 Çĕр çинчи патшасемпе княçсем пĕрле пухăнса Хуçа Туррăмăра тата Вăл Суйласа илнине хирĕç тăчĕç“. 27 Чăнах та акă çак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халăхсемпе тата Израиль халăхĕпе пĕрле пухăнса, Санăн çу сĕрсе суйласа илнĕ Святой Ывăлна, Иисуса, хирĕç тăчĕç. 28 Мĕн пулмаллине, Эсĕ Хăвăн вăй-хăватупа, Хăвăн ирĕкӳпе палăртса хунине вĕсем пурнăçларĕç. 29-30 Эй, Турăçăм, Эсĕ Хăвăн Святой Ывăлу Иисус ячĕпе чирлисене сыватма, паллăсемпе хăватсем кăтартма аллуна Тăсаканскер, вĕсем пире юнанине курсам. Эй, Турăçăм, Хăвăн чурусене Хăвăн сăмахна вĕрентме хăюлăх парсам». 31 Кĕлтуса пĕтерсенех вĕсем пухăнса тăнă вырăн чĕтренсе кайнă. Вара пурин те чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнă. Çавăн хыççăн вĕсем пурте Турă сăмахне хăюллăнах вĕрентсе çӳренĕ. Пĕрлешӳллĕ пурăнни 32 Ĕненекенсенчен чылайăшĕ пĕр кăмăллă, пĕр шухăшлă пулса пурăннă. Харпăр пурлăхне вĕсенчен пĕри те манăн тесе каламан, пурте вĕсен пĕрле пулнă. 33 Иисус Христос Хуçамăр чĕрĕлсе тăнине апостолсем хăватланса пĕлтернĕ, вĕсем пурте Турă тивлечĕллĕ пулнă. 34-35 Вĕсем хушшинче çитмен пурăнăçпа пурăнакансем пулман, мĕншĕн тесен çĕр пуррисем, кил-çуртлисем пурте çавсене сутнă, вара укçи-тенкине апостолсене панă. Çапла вĕсем кирек камăн мĕн çитменнине çитерсе тăнă. 36 Тĕслĕхрен, Кипртан пынă пĕр Иосия ятлă левит пулнă. Ăна апостолсем Варнава тесе ят панă. (Варнава тени «савăнтаракан ывăл» тенине пĕлтерет.) 37 Çав Иосия та, хăйĕн çĕрне сутса, укçине апостолсен ури умне пырса хунă.
Ананияпа Сапфира
1 Тата Анания ятлă пĕр çын, хăйĕн арăмĕпе Сапфирăпа калаçса татăлса, пĕтĕм пурлăхне сутнă. 2 Укçин пĕр пайне Анания хăйĕн валли уйăрса хăварнă, ун пирки арăмĕ те пĕлсе тăнă. Юлнă укçине вара апостолсен ури умне пырса хунă. 3 Анчах та Петр ăна çапла каланă: «Анания, çĕр укçине пытарса хăварса эсĕ Святой Сывлăша улталас терĕн-им? Хăвăн ăшна çав шухăша кĕртме мĕншĕн эсĕ шуйттана ирĕк патăн? 4 Çĕрӳ, сутиччен, хăвăн марччĕ-им вара? Сутса тунă укçупа хуçаланма та хăвăн ирĕкӳ марччĕ-и? Ултав çулĕ çине мĕн тăратрĕ-ха сана? Эсĕ халĕ çынсене мар, Турра улталарăн вĕт-ха!» 5 Çак сăмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнĕ. Çакăн çинчен пĕлнĕ çынсен пурин те сехри хăпнă. 6 Унтан çамрăксем тăнă та ăна пытарма хатĕрленĕ, вара илсе кайса пытарнă. 7 Унта мĕн пулса иртнине пĕлмесĕрех тепĕр виçĕ сехетсенчен çавăнта Анания арăмĕ те пынă. 8 «Кала-ха мана, – ыйтнă унран Петр, – эсир çĕре çав хака сутрăр-и?» «Çапла, çав хака», – хуравланă хĕрарăм. 9 Петр ăна каланă: «Епле-ха эсир Хуçа Туррăн Сывлăшне улталама калаçса татăлтăр? Акă, упăшкуна пытарса килекенсем алăкран кĕреççĕ, сана та вĕсем часах йăтса тухĕç». 10 Хĕрарăм сасартăк ун ури умне тĕшĕрĕлсе аннă, унăн та чунĕ тухса кайнă. Çамрăксем кĕнĕ те, вăл та сывламасăр выртнине курса, ăна йăтса тухса упăшки çумнех кайса пытарнă. 11 Вара ĕненекенсен пĕтĕм ушкăнĕ те, çавăн çинчен илтнĕ ытти çынсем те питĕ хытă хăраса ӳкнĕ.
Паллăсемпе хăватсем
12 Халăх хушшинче апостолсем нумай паллăсемпе хăватсем кăтартнă. Хăйсем вĕсем пĕр шухăш-кăмăлпа тăтăшах Соломон притворĕнче пуçтарăннă. 13 Христоса ĕненменнисем вĕсемпе çывăхланма хăяйман пулин те, халăх апостолсене мухтаса калаçнă. 14 Ĕненекенсен йышĕ ӳснĕçемĕн ӳссех пынă. Нумай арçынпа хĕрарăм Хуçа Турă енне çавăрăннă. 15 Урампа иртсе пыракан Петрăн мĕлки те пулин чирлисем çине ӳктĕрччĕ тесе, çынсем вĕсене урама илсе тухса вырăнĕсем çине вырттарнă. 16 Çавнашкалах Иерусалима таврари ял-хуласенчен халăх пырсах тăнă. Вĕсем унта чирлисене, усал ернисене иле-иле пынă, лешсем вара пурте сывалнă.
Апостолсене хĕсĕрлени
17 Аслă священникпа саддукейсен ушкăнĕнчи çынсен пурин те чĕрисем кĕвĕçӳпе тулса çитнĕ. 18 Вара вĕсем апостолсене тытнă та хура халăх тĕрмине хуптарнă. 19 Анчах та Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ çĕрле тĕрме алăкĕсене уçнă та апостолсене илсе тухса çапла каланă: 20 «Турă Çуртне кайăр та халăха çак чĕрĕлĕх сăмахĕсене татах вĕрентĕр». 21 Хăйсене каланă пекех, апостолсем ирхине ирех Турă Çуртне пынă та халăха вĕрентме пуçланă. Çав ирхинех аслă священникпа унăн çыннисем синедрион канашĕнче ларакансене пуçтарнă, унта Израилĕн мĕн пур ятлă-сумлă çыннисене чĕнтернĕ. Вара тĕрмерен апостолсене илсе пыма хушнă. 22 Анчах та тарçисем, тĕрмене пырсан, апостолсене тупаймасăрах тавăрăннă. 23 «Тĕрмине шанчăклă питĕрнĕ, – тенĕ вĕсем тавăрăнсан, – алăкĕсем умĕнче те хурал тăрать, çакна эпир хамăр куртăмăр, анчах та уçтартăмăр та – шалта никам та çук!» 24 Тарçăсен сăмахне илтсен аслă священник, хурал пуçлăхĕ тата ытти аслă священниксем: «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» – тесе тĕлĕнсех кайнă. 25 Кайран пĕрскер çавăнта пынă та кусене çапла пĕлтернĕ: «Хайхи эсир тĕрмене лартнă çынсем Турă Çуртĕнче халăха вĕрентсе тăраççĕ». 26 Çавăн хыççăн хурал пуçлăхĕпе тарçисем Турă Çуртне кайнă. Хăйсене халăх чулпа пере-пере вĕлересрен хăранипе вара апостолсене ирĕксĕрлемесĕрех илсе пынă. 27 Илсе пырсан вĕсене синедрион канашĕ умне тăратнă. Вара аслă священник çапла тĕпчесе ыйтнă: 28 «Çав Çын ячĕпе вĕрентсе ан çӳрĕр тесе сире çирĕппĕнех асăрхаттармарăмăр-и? Эсир вара хăвăр вĕрентĕвĕре пĕтĕм Иерусалимĕпе сарса ятăр, Çав Çын вилнишĕн те пире айăплас тетĕр». 29 Петрпа ытти апостолсем вара çапла тавăрса каланă: «Турра пăхăнасси этеме пăхăнассинчен ытларах пулмалла. 30 Эсир йывăç хĕрес çине çакса вĕлернĕ Иисуса пирĕн мăн асаттемĕрсен Турри чĕртсе тăратрĕ. 31 Израиль халăхне ӳкĕнтерес тесе, çылăхĕсене каçарас тесе Турă Ăна, Пуçлăха тата Çăлакана, Хăйĕн аллипе çĕклесе Хăйĕнчен сылтăм енне, хисеплĕ вырăна, лартрĕ. 32 Çакна курса çирĕплетекенсем – эпир хамăр тата Турă Хăйне пăхăнакансене панă Святой Сывлăш». 33 Çакна илтсен синедрион канашĕнчисем урса кайнипе апостолсене вĕлерес тесе те шухăшланă. 34 Вĕсем хушшинче Моисей саккунне вĕрентекен пĕр Гамалиил ятлă фарисей та пулнă. Халăх ăна питĕ хисепленĕ. Çавă вара канаш умне тухса тăнă та апостолсене вăхăтлăха синедрионран илсе тухма ыйтнă. 35 Кайран хăй канашра ларакансене çапла каланă: «Эй, Израиль çыннисем! Çак çынсене мĕн тăвасси пирки лайăхрах шухăшласа пăхăр. 36 Нумаях та пулмасть хăйне аслă çын вырăнне хуракан пĕр Февда ятлăскер сиксе тухнăччĕ. Ун тавра тăватă çĕре яхăн çын та пуçтарăннăччĕ. Анчах та ăна вĕлерсен, унăн ушкăнĕнчисем пурте саланса пĕтрĕç. 37 Унтан кайран, халăх шутне çыртарнă чухне, Галилейăри Иуда палăрчĕ. Вăл та чылай çынна хăй майлă çавăрчĕ. Анчах хăй те пуçне çирĕ, ун хыççăн кайнисем те саланса пĕтрĕç. 38 Çавăнпа ĕнтĕ халĕ сире калатăп: ку çынсем çумне ан çулăхăр, ярăр вĕсене. Мĕншĕн тесен вĕсем тытнă шухăш, вĕсем тăвакан ĕç этемрен пулсан, вăл хăйне хăех пĕтĕ. 39 Турăран пулсан, эсир ăна пĕтереймĕр. Асăрханăр, Турра хирĕç пыракан çынсем пулса тăмалла ан пултăрччĕ сирĕн». 40 Вĕсем вара Гамалиила итленĕ. Апостолсене чĕнсе кĕрттернĕ те вĕсене чĕн пушăпа хĕнеттернĕ. Унтан, Иисус ячĕпе вĕрентсе çӳреме чарса, кăларса янă. 41 Иисус Хуçамăр ячĕшĕн хур курма тивĕç пулнишĕн савăнса апостолсем синедрионран тухса кайнă. 42 Хăйсем вара куллен Турă Çуртĕнче те, килсенче те вĕрентме, Иисус Христос çинчен Ырă Хыпар пĕлтерме чарăнман.
Çичĕ пулăшакана суйлани
1 Вĕренекенсем йышлансах пынă. Грекланнă еврейсем çав кунсенче Иудейăри еврейсене ӳпкелешме пуçланă. Кулленхи пая валеçнĕ чухне пирĕн тăлăх арăмсене кӳрентеретĕр тенĕ вĕсем. 2 Вара Вун иккĕшĕ мĕн пур вĕренекенсене пухăва чĕнсе çапла каланă: «Турă сăмахне вĕрентме пăрахсах апат-çимĕç валеçме пире аван мар. 3 Çавăнпа та, тăвансем, хăвăр хушшăртан шанчăклă, Святой Сывлăшпа хăватланнă тата ăслă çичĕ çынна суйлăр. Çак ĕçе туса пыма вĕсене шанса парăпăр. 4 Эпир хамăр вара ялан кĕлтуса, Турă сăмахне вĕрентсе пурăнăпăр». 5 Çак сĕнĕве пухăннисем пурте ырланă. Вара вĕсем çирĕп ĕненекен, Святой Сывлăшпа хăватланнă Стефана, унпа пĕрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланă. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тĕнне тытса пынă пулнă. 6 Вĕсене апостолсем умне тăратнă. Апостолсем кĕлтуса вĕсем çине аллисене хунă. 7 Турă сăмахĕ сарăлнăçем сарăлса пынă. Иерусалимра Иисус вĕренекенĕсен шучĕ хăвăрт ӳссе кайнă. Чылай священник та çак ĕненĕве йышăннă.
Стефана тытни
8 Стефан ятлă çирĕп ĕненӳллĕ те вăйлă чун хаваллĕ çын халăх хушшинче чăн-чăн тĕлĕнмелле ĕçсемпе хăватсем кăтартнă. 9 Пĕр синагогăна çӳрекен çынсем Стефанпа тавлашса кайнă. Çав синагогăна „Ирĕклисен синагоги“ те тенĕ. Иудейсем унта Киринейăран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те çӳренĕ. 10 Анчах та Стефан ăслă калаçнăран вĕсем ăна çĕнтереймен, мĕншĕн тесен Стефана Святой Сывлăш Хăй мĕн каламаллине пĕлтерсех тăнă. 11 Вара çакскерсем хăш-пĕр çынсене Стефан Турра та, Моисея та хурланине хамăр илтрĕмĕр тесе калама ӳкĕте кĕртнĕ. 12 Çапла хăтланса çак синагогăна çӳрекенсем халăха та, ятлă-сумлă çынсене те, саккун вĕрентӳçисене те хĕтĕртсе янă. Вара лешсем Стефана ярса тытнă та синедриона илсе кайнă. 13 Вĕсем çавнашкалах суйса айăп кăтартакансем те хатĕрленĕ. «Ку çын Турă Çурчĕ ларакан сăваплă вырăна та, Моисей саккунне те пĕрмаях хурлать, – тенĕ çавскерсем. 14 – Назорей Иисус Турă Çуртне те аркатĕ, Моисейран килекен йăла-йĕркесене те улăштарĕ, тесе каланине хамăр хăлхапа хамăр илтрĕмĕр». 15 Синедрионра ларакансем Стефан çине тинкеререх пăхнă та – унăн сăнĕ ангелăнни пек çуталса тăнине асăрханă.
Стефан синедрион канашĕнче каланă сăмах
1 Çавăн чухне аслă священник Стефанран: «Сана тĕрĕсех айăплаççĕ-и?» – тесе ыйтнă. 2 Вара Стефан каланă: «Эй, тăван çынсем! Сумлă ватăсем! Итлесемĕр мана. Мухтав Турри пирĕн Авраам мăн асаттемĕре Харрана куçса кайичченех, Месопотамирех курăннă. 3 „Хăвăн çĕр-шывунтан, тăвану-хурăнташу хушшинчен, аçу килĕнчен тух та, Эпĕ сана кăтартнă çĕр-шывалла кай“, – тенĕ çавăн чухне ăна Турă. 4 Вара вăл Халдея çĕрĕнчен куçса пырса Харранта вырнаçнă. Ашшĕ вилсен, Турă Авраама çак халĕ эсир пурăнакан çĕр-шыва илсе çитернĕ. 5 Кунта ăна Турă ура лаппи чухлĕ те çĕр паман. Анчах та, Авраамăн ачи-пăчи пулман чухнех, Турă ăна çак çĕр-шыва хăйне те, ачисене те яланлăха парасса шантарнă. 6 Турă ăна çапла каланă: „Санăн йăх-тăхăмусем ют çĕре куçса кайĕç, тăватă çĕр çула яхăн вĕсем чура пулса, хĕсĕрленине тӳссе пурăнĕç. 7 Анчах та Эпĕ, – тенĕ Турă, – вĕсене чуралăхра усракан халăха айăплăп. Вара вĕсем çав çĕр-шывран тухса çак вырăнта мана пуççапса пурăнĕç“. 8 Вара, халалланине палăртма, ăна ӳт кастарма хушнă. Çапла вара, Исаак çуралсан, саккăрмĕш кун унăн ӳтне кастарнă. Исаакран Иаков çуралнă, Иаковран вун икĕ ăру пуçĕ çуралнă. 9 Хайхи ăру пуçĕсем, кĕвĕçсе, Иосиф ятлă пĕртăванне Египета чуралăха сутнă, анчах Турă унпа пĕрле пулнă. 10 Турă унăн мĕн пур хуйхи-суйхине сирнĕ, ăна вичкĕн ăс панă, Египет патшин, фараонăн, кăмăлне ун енне çавăрнă. Вара фараон Иосифа Египет çĕрне те, патша керменне те пăхса тăракан пуçлăха лартнă. 11 Кайран Египетпа Ханаан çĕрĕсенче выçлăх пуçланнă, питĕ пысăк инкек çитнĕ. Мăн асаттемĕрсем выçса вилмех пуçланă. 12 Вара Иаков Египетра тырă пур тенине илтсе хăйĕн ывăлĕсене унта малтанхи хут янă. 13 Иккĕмĕш хут пырсассăн тин Иосиф тăванĕсене хăй кам пулнине уçса панă. Çапла майпа Иосиф ăрăвĕ çинчен фараон та пĕлнĕ. 14 Иосиф вара хăйĕн ашшĕне Иакова тата тăванĕсене чĕнтерсе пынă. Вĕсем пурĕ çитмĕл пиллĕкĕн пулнă. 15 Çапла Иаков Египета куçса кайнă. Иаков та, унăн ывăлĕсем те виличченех унта пурăннă. 16 Вĕсен ӳчĕсене Сихема илсе тавăрăннă, тупăклăха хунă. Çав тупăклăха Авраам Сихемри Еммор ывăлĕсенчен кĕмĕл парса сутăн илнĕ пулнă. 17 Турă Авраама тупа туса сăмах панин пурнăçланас вăхăчĕ çывхарнăçемĕн Египетра халăх нумайлансах, йышлансах пынă. 18 Иосифа пĕлмен урăх фараон престол çине ларичченех халăх йышĕ çапла ӳссе пынă. 19 Ку патша вара пирĕн халăха кураймасăр чеен хăтланнă: çуралса пыракан ачасене вилме кайса пăрахтарса, вăл мăн асаттемĕрсене питĕ хĕсĕрленĕ. 20 Шпах çав вăхăтра Моисей çуралнă, вăл Турра та килĕшмелле хитре ача пулнă. Ашшĕ килĕнче ăна виçĕ уйăха çитиччен пăхса усранă. 21 Кайран, кайса пăрахтарсан, ăна фараон хĕрĕ усрава илнĕ те хăйĕн ывăлĕ пекех пăхса ӳстернĕ. 22 Моисея Египетри мĕн пур ăслăлăха вĕрентсе çитĕнтернĕ; вăл сăмахĕпе те, ĕçĕпе те хăватлă пулнă. 23 Хĕрĕх çул тултарсан унăн хăйĕн тăванĕсене, Израиль ывăлĕсене, кайса курас шухăш кĕнĕ. 24 Унта çитсен пĕрне пусмăрланине курнă та ун хутне кĕнĕ. Хур кăтартнăшăн тавăрса вăл Египет çыннине вĕлернĕ. 25 Турă унăн аллипе çăлăнăç илсе килнине тăванĕсем ăнланĕç тесе шухăшланă вăл, анчах тăванĕсем ăнланайман. 26 Тепĕр кунне Моисей еврей çынниех еврейпа çапăçнине курнă. Вăл вĕсене çураçтарма тăрăшнă. „Эсир тăвансем-çке-ха, – тенĕ Моисей, – мĕншĕн пĕр-пĕрне кӳрентеретĕр?“ 27 Çавăн чухне вĕсенчен пĕри Моисея аяккалла тĕртсе янă. „Пирĕн пуçлăх, пирĕн судья пулма сана кам ирĕк пачĕ? – тенĕ вăл. 28 – Ĕнер Египет çыннине вĕлернĕ пек мана та вĕлересшĕн мар-и-ха эсĕ?“ 29 Çак сăмахсене илтсен Моисей Мадиам çĕрне тарса кайнă, ютран пынă çын пулса пурăннă. Мадиамра унăн икĕ ывăл çуралнă. 30 Хĕрĕхрен иртсен ăна Синай тăвĕ çумĕнчи пуш хирте, çунса тăракан кӳкен тĕмми ăшĕнче, Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ курăннă. 31 Çакна курсан Моисей питĕ тĕлĕннĕ. Лайăхрах сăнас тесе патнерех пырсан вара ăна Хуçа Туррăмăрăн сасси илтĕннĕ: 32 „Эпĕ – санăн мăн аслаçусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хăранипе чĕтресе, пуçне çĕклесе пăхма та хăяйман. 33 Вара Хуçа Турă ăна çапла каланă: „Урунти пушмакна хыв, мĕншĕн тесен эсĕ тăракан вырăн – сăваплă çĕр. 34 Хамăн халăхăма Египетра пусмăрланине Эпĕ куратăп, вăл йынăшнине илтетĕп. Эпĕ ăна хăтармашкăн антăм. Халĕ ĕнтĕ каях, Эпĕ сана Египета яратăп“. 35 „Сана кам пирĕн пуçлăха, пирĕн судьяна лартрĕ?“ – тесе çынсем йышăнман хайхи Моисея, кӳкен тĕмми ăшĕнче ăна курăннă ангел урлă, Турă пуçлăх тата хăтаракан туса янă. 36 Çав Моисей халăха Египетран илсе тухнă. Вăл Египетра, Хĕрлĕ тинĕс хĕрринче тата хĕрĕх çула яхăн пуш хирте, тĕрлĕрен паллăсемпе хăватсем кăтартнă. 37 Шпах çав Моисей Израиль çыннисене каланă: „Мана пророка кăларнă пекех Хуçа Туррăр сирĕн валли хăвăр хушшăртанах Пророк кăларĕ. Ăна итлĕр“. 38 Шпах çав Моисей пушă хирте пуçтарăннă мăн асаттемĕрсемпе пĕрле пулнă. Пире пĕлтермешкĕн вăл Синай тăвĕ çинче ангелран чĕрĕлĕх сăмахĕсене илнĕ. 39 Анчах мăн асаттемĕрсем ăна итлемен, чун-чĕрипе йышăнман. Вĕсем каялла Египета тавăрăнасшăн пулнă. 40 Çавăнпа вĕсем Аарона каланă: „Пире хамăра ертсе пыракан турăсем туса парсамччĕ. Мĕншĕн тесен хамăра Египетран илсе тухнă Моисея мĕн пулнине эпир пĕлместпĕр“. 41 Çавăн чухне вĕсем, пăру евĕрлĕ кĕлетке туса, ăна чӳкленĕ. Унтан, хăйсем мĕн тунине курса, савăнса уявланă. 42 Турă вара вĕсене пăрахнă, тӳпери хăватсене пуççапма та чарман. Пророксен кĕнекинчех ун пирки çапла çырнă: „Эй, Израиль йăхĕ! Пуш хирте хĕрĕх çул хушшинче эсир Маншăн выльх пусрăр-и, парнелĕхе кӳтĕр-и? Пусмарăр. 43 Эсир хăвăрпа пĕрле Молоха кĕлтумалли чатăра, хăвăрăн Ремфан туррăр çăлтăрне илсе çӳрерĕр. Пуççапса пурăнмашкăн эсир хăвăр валли хăвăр кĕлеткесем турăр, çавăнпа Эпĕ сире Вавилонран та аяккарах куçарса ярăп“. 44 Пирĕн мăн асаттесен пуш хирте кĕлĕ тумалли пуху чатăрĕ пулнă. Çав чатăра епле тумаллине Моисея Турă каланă, ăна тĕслĕхне те кăтартнă. 45 Мăн асаттесем çав чатăра Иисус Навин ертсе пынипе çĕнĕ çĕрсем çине куçарнă. Унта урăх халăхсем пурăннă пулнă, Турă вĕсене мăн асаттесен куçĕ умĕнчех хăваласа янă. Чатăрĕ вара çавăнта Давид вăхăтĕчченех ларнă. 46 Давид Турă умĕнче тивлетлĕ пулнă, Иаков Турри валли çурт тăвасчĕ тесе кĕлтунă. 47 Соломон вара Ун валли çурт туса лартнă. 48 Анчах та, пророк каланă пек, Çӳлти Турă çын тунă çуртра пурăнмасть. Пророк çапла каланă: 49 „Манăн престол – тӳпе, Манăн ура айĕ – çĕр. Ман валли эсир мĕнле çурт туса парайăр? – тет Хуçа Туррăмăр. – Эпĕ канас вырăна ăçта тăвайăр? 50 Мĕн пуррине йăлтах Манăн аллăм пултарман-им вара?“ 51 Эй, эсир, кутăн çынсем! Уçăлман чун-чĕреллĕ, мăкланнă хăлхаллă çынсем! Эсир, мăн аслаçăрсем пекех, яланах Святой Сывлăша хирĕçлетĕр. 52 Сирĕн мăн аслаçăрсем пророксенчен хăшне хĕсĕрлемен? Тӳрĕлĕхли килессине малтанах каласа хунă пророксене вĕсем вĕлернĕ. Халĕ эсир Ăна Хăйне тытса парса вĕлертĕр! 53 Ангелсем пулăшнипе сире саккун панăччĕ, анчах эсир вăл саккуна пăхăнас темерĕр».
Стефана вĕлерни
54 Çак сăмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнă, шăлĕсене шатăртаттара пуçланă. 55 Чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнă Стефан вара çӳлелле пăхнă та Туррăн мухтавлăхне тата Туррăн сылтăм енче тăракан Иисуса курнă. 56 Вăл вара каланă: «Авă, эпĕ тӳпе уçăлса кайнине тата Туррăн сылтăм енче тăракан Этем Ывăлне куратăп». 57 Çакна илтсен тарăхса-кăшкăрашса, Стефан сăмахĕсене итлес мар тесе хăлхисене хупласа пурте ун çине сиксе ӳкнĕ. 58 Унтан ăна хуларан илсе тухнă та чулпа пере-пере вĕлере пуçланă. Айăп кăтартакансем хăйсен çиелти тумтирĕсене Савл ятлă çамрăк ури умне хывса хунă та 59 Стефана чулпа пеме пуçланă. «Эй, Иисус Хуçамăр! Ман чунăма йышăнсам!» – тесе кĕлтунă Стефан. 60 Унтан, чĕркуçленсе ларса, кăшкăрса янă: «Эй, Турăçăм, вĕсен çак çылăхне шута ан илсем!» Çапла каласанах вăл вилсе кайнă.
Христоса ĕненекенсене хĕсĕрлени
1 Стефана вĕлернине Савл ырланă. Çав кунсенче Иерусалимри ĕненекен ушкăна питĕ хĕсĕрлеме пуçланă. Апостолсемсĕр пуçне ытти ĕненекенсем пурте Иудейăпа Самарири тĕрлĕ çĕрсене тарса, сапаланса пĕтнĕ. 2 Ырă çынсем вара хăйсем хисепленĕ Стефана пытарнă, уншăн кулянса питĕ хытă йĕнĕ. 3 Савл килрен-киле çӳренĕ, арçынсемпе хĕрарăмсене сĕтĕре-сĕтĕре тухса тĕрмене хуптарнă. Çапла вăл ĕненекен ушкăна тĕп тума тăрăшнă. 4 Тĕрлĕ çĕре саланнă ĕненекенсем çав хушăра Турă сăмахне вĕрентсе çӳренĕ.
Филипп Самарире вĕрентсе çӳрени
5 Çапла Филипп Самарири пĕр хулана пынă та унта Христос çинчен ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. 6 Филипп кăтартакан хăватсене курса-илтсе халăх унăн вĕрентĕвне пĕр кăмăллăн тăнланă. 7 Мĕншĕн тесен усал ернĕ чылай çын ăшĕнчен усал сывлăшсем кăшкăра-кăшкăра тухса тарнă, паралич çапнисем тата уксах-чăлахсем сывалнă. 8 Хула халăхĕ савăнмаллипех савăннă. 9 Çав хулара Симон ятлă пĕр çын пурăннă, хăйне вăл темĕнле аслă çын вырăннех хунă. Çавскер тухатса-асамласа Самари халăхне тĕлĕнтерсе пурăннă. 10 Пĕчĕккисенчен пуçласа çитĕннисем таранах – пурте ăна итленĕ. «Ку çынра Турă хăвачĕ пур», – тесе калаçнă вĕсем. 11 Тахçантанпах хăйĕн тухатăвĕсемпе тĕлĕнтернĕрен халăх унăн сăмахĕсене тимлесе итленĕ. 12 Анчах та Филипп Турă Патшалăхĕпе Иисус ячĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтернине илтсен арçынсем те, хĕрарăмсем те унăн ӳкĕтне ĕненсе шыва кĕнĕ. 13 Симон хăй те ĕненме пуçланă. Шыва кĕрсен вара Филипран хăпмасăрах çӳренĕ. Филипп кăтартакан аслă хăватсемпе паллăсене хăй куçĕпе хăй курса Симон питĕ тĕлĕннĕ. 14 Самари çыннисем Турă сăмахне йышăннине илтсен, Иерусалимри апостолсем вĕсем патне Петрпа Иоана янă. 15 Кусем пынă та, Самари çыннисем те Святой Сывлăш илччĕр тесе, вĕсемшĕн кĕлтунă. 16 Мĕншĕн тесен вĕсенчен пĕрин çине те Святой Сывлăш анман пулнă-ха, вĕсене Иисус Хуçамăр ячĕпе шыва çеç кĕртнĕ пулнă. 17 Петрпа Иоанн вĕсем çине аллисене хурсан тин вĕсен чун-чĕрисем Святой Сывлăшпа тулнă. 18 Апостолсем алă хунипе Святой Сывлăш аннине курсан, Симон вĕсем патне укçа илсе пынă. 19 «Ку хăвата мана та парăр-ха, – тенĕ вăл. – Эпĕ алă хунă çын та Святой Сывлăш илме пултартăрччĕ». 20 Анчах та Петр ăна çапла каланă: «Турă тивлетне укçалла илме пулать тесе шутлатăн пулсан, хăвăн укçу хăвăнпах пĕттĕр. 21 Турă умĕнче санăн чун-чĕрӳ таса мар-ха, çавăнпа та эпир тăвакан ĕçе тума санăн пай та, тивĕç те çук. 22 Ĕнтĕ çак çылăхунтан ӳкĕн те Турра кĕлту, вара, тен, чун-чĕрӳнти йăнăш шухăшу каçарăнĕ. 23 Мĕншĕн тесен чуну ват йӳççипе тулнине, усаллăх тыткăнне лекнине эпĕ курсах тăратăп». 24 Симон вара çапла хуравланă: «Хăвăр каланисем мана ан çитчĕр тесе, эсир маншăн та Хуçамăра кĕлтусамăрччĕ». 25 Апостолсем вара Хуçамăр сăмахне çирĕплетсе пĕлтерсе, вĕрентсе çӳренĕ хыççăн каллех Иерусалима тавăрăннă. Çула май Самари тăрăхĕнчи ялсенче те Ырă Хыпара ӳкĕтлесе вĕрентнĕ.
Филиппа Эфиопи улпучĕ
26 Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ Филипа каланă: «Тăр та кăнтăралла кай. Унтан Иерусалимран Газăна каякан пушă çул çине тух». 27 Филипп çапла тунă та. Çул çинче вăл пĕр Эфиопи улпутне, евнуха, тĕл пулнă. Çав улпут Эфиопири Кандакия ятлă хĕрарăм патшан пĕтĕм пуянлăхне пăхса тăраканĕ пулнă. Вăл Иерусалима Турра пуççапма кайнă пулнă. 28 Каялла вăл хăйĕн урапипех тавăрăннă. Ларса пынă çĕртех вăл Исаия пророк кĕнекине вуласа пынă. 29 «Çак урапапа юнашар ут», – тенĕ Святой Сывлăш Филипа. 30 Вăл урапа патне пынă та хайхи Эфиопи çынни Исаия пророк кĕнекине сасăпах вуланине илтнĕ. «Ху мĕн вуланине ăнланатăн-и эсĕ?» – тесе ыйтнă унран Филипп. 31 «Никам та ăнлантарса памасăр епле ăнланаям?» – тавăрнă лешĕ. Унтан вăл Филипа хăйпе юнашар урапа çине ларма сĕннĕ. 32 Çырнинче вăл вулакан вырăн çакă пулнă: „Ăна сурăха пусма илсе пынă пек илсе пынă. Вăл, çăмне касакан умĕнче сассăр выртакан путек пек, ним те шарламан. 33 Ăна, мĕскĕнлетсе, тĕрĕс суд та туман. Унăн йăхĕ-тăхăмĕ пирки вара кам тата мĕн калайĕ? Унăн пурăнăçĕ çĕр çинчен илĕннĕ ĕнтĕ“. 34 «Кала-ха, çакăнта пророк кам çинчен каланă: хăй çинчен-и е урăххи çинчен?» – ыйтнă Филипран евнух. 35 Вара Филипп ăна Çырнинчи çак вырăна ăнлантарса пама пуçланă та Иисус çинчен Ырă Хыпар пĕлтернĕ. 36 Çапла малалла кайса вĕсем пĕр юхан шыв хĕррине çитнĕ. «Кур-ха, – тенĕ евнух, – акă шыв. Мана тĕне кĕме юрать-и?» 37 «Пĕтĕм чун-чĕрӳнтен ĕненетĕн пулсан, юрать», – тавăрнă ăна Филипп. Лешĕ вара каланă: «Иисус Христос Турă Ывăлĕ пулнине ĕненетĕп». 38 Вара вăл кӳмине чарма хушнă. Унтан Филиппа евнух иккĕшĕ те шыв хĕррине аннă та, Филипп ăна тĕне кĕртнĕ. 39 Вĕсем шывран тухсанах евнух çине Святой Сывлăш аннă, Филипа вара Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ çавăнтан илсе кайнă та вăл евнуха курăнми пулнă. Унтан евнух савăна-савăна малалла çул тытнă. 40 Филипп пăхать те – хăй Азот хулинче иккен. Вара вăл Кесарине çитичченех çула май çывăхри хуласенче Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳренĕ.
Савл Иисуса ĕненме пуçлани
1 Хуçамăрăн вĕренекенĕсене чун-чĕререн курайманнипе, вĕлерме те хатĕр пулнипе Савл аслă священник патне пынă. 2 Вара унран Дамаскри синагогăсенче кăтартма çырусем ыйтса илнĕ. Çав çырусем Савла Иисус вĕрентĕвĕ хыççăн каякансене, арçынĕсемпе хĕрарăмĕсене те, йĕрлесе тупма, вĕсене сăнчăрласа Иерусалима илсе пыма ирĕк панă. 3 Анчах та çул çинче, Дамаска çитесси инçех те мар юлсан, ăна сасартăк тӳперен çутă çутатса янă. 4 Вăл çĕре ӳкнĕ. Унтан ăна: «Эй, Савл, Савл! Эсĕ мĕншĕн Мана хĕсĕрлетĕн?» – текен сасă илтĕннĕ. 5-6 «Кам пултăн Эсĕ?» – тенĕ вăл. Хуçамăр ăна хирĕç тавăрнă: «Эпĕ – эсĕ хĕсĕрлекен Иисус. Çĕнме çук вăя хирĕç ан пыр, хăвнах йывăр пулĕ». «Турăçăм, мĕн тума хушатăн мана?» – ыйтнă чĕтресе-хăраса ӳкнипе Савл. «Тăр та хулана кай, мĕн тумаллине сана унта калĕç», – тенĕ ăна Хуçамăр. 7 Савлпа пĕрле пыракан çынсем никам курăнмасăрах сасă илтĕннĕрен шак хытса кайнă. 8 Унтан Савл ура çине тăнă, анчах куçĕсем уçах пулин те, нимĕн те курман. Вара ăна Дамаска аллинчен çавăтса илсе кайнă. 9 Виçĕ кун хушши вăл нимĕн те курман; çимен те, ĕçмен те. 10 Дамаскра Анания ятлă пĕр ĕненекен пурăннă. «Анания», – тенĕ ăна Хуçамăр куçа курăнса. «Турăçăм, эпĕ Санăн умăнта», – тенĕ вăл. 11 Хуçамăр ăна çапла каланă: «Тăр та Тӳрĕ урама кай. Çав урамри Иуда килĕнче Савл ятлă Тарс çыннине ыйт. Вăл халĕ кĕлтăвать. 12 Хăй патне Анания ятлă пĕр çын пырасси, çав çын алă хурсассăн тин куçĕ куракан пуласси ăна ĕнтĕ курăнчĕ». 13 «Турăçăм! – тенĕ Анания, – эпĕ Савл çинчен, вăл Иерусалимри Санăн сăваплă çыннусене мĕн чухлĕ усал туни çинчен нумай çынран илтнĕ. 14 Кунта та вăл аслă священниксенчен çыру илсе килнĕ. Çав хут тăрăх, Санăн ятна асăнакансене тытса çыхмашкăн унăн ирĕк пур». 15 Анчах та Хуçамăр ăна каланă: «Каях, вăл çын – Эпĕ суйласа илнĕскер. Вăл Манăн ятăма ытти халăхсене, патшасене, Израиль çыннисене пĕлтерекен пулĕ. 16 Эпĕ Хамах ăна Ман ятăмшăн мĕн чухлĕ асап тӳсмеллине те кăтартăп». 17 Анания хăйне каланă çурта кайса шыраса тупнă. «Савл тăванăм! – тенĕ вăл пӳрте кĕрсен, ун çине аллине хурса. – Эсĕ çулпа пынă чух сана курăннă Иисус Хуçамăр санăн куçна уçма тата чун-чĕрӳне Святой Сывлăшпа тултарма мана ячĕ». 18 Çавăнтах, темле каркăç сирĕлнĕ пекех, унăн куçĕсем куракан пулнă. Çав кун вара Савл тĕне кĕнĕ. 19 Çинĕ хыççăн ăна вăй та кĕнĕ.
Савл Дамаскра вĕрентни
Вĕренекенсемпе пĕрле Савл Дамаскра темиçе кун пурăннă. 20 Вăл тӳрех синагогăсенче Иисус вăл – Турă Ывăлĕ тесе вĕрентме пуçланă. 21 Итлекенсем вара пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе каланă: «Иисус ятне асăнакансене Иерусалимра хĕсĕрлекенни çак çын мар-и вара? Вăл кунта та вĕсене тытса çыхса аслă священник патне илсе кайма килменччĕ-им?» 22 Савлăн ĕненĕвĕ çирĕпленнĕçемĕн çирĕпленсе пынă. Вăл çине тăрсах Иисус – Турă Суйласа илни тесе вĕрентнĕ, Дамаскри иудейсем ăна нимĕнпе те хирĕçлеме пултарайман. 23 Тепĕртакран иудейсем Савла вĕлерме кавар тунă. 24 Вĕсем ăна вĕлерес тесе кунĕн-çĕрĕн хапха умĕнче сыхласа тăнă. Анчах та Савл вĕсен шухăшне пĕлнĕ. 25 Иисус вĕренекенĕсем ăна çĕрле хула хӳми тăрăх лăпă çине лартса антарнă.
Савл Иерусалимра
26 Дамаскран кайсан Савл Иерусалима пынă. Унта вăл Иисус вĕренекенĕсемпе çывăхланасшăн тăрăшнă, анчах та пурте унран хăранă, вăл чăнах та Христос вĕренекенĕ пулнине шанман. 27 Варнава вара ăна апостолсем патне çавăтса пынă. Вăл Савла çул çинче Хуçамăр курăннине те, Хуçамăр ăна мĕн каланине те, Иисус ячĕпе Савл Дамаскра епле хăюллăн ӳкĕтлесе вĕрентнине те вĕсене каласа кăтартнă. 28 Вара Савл вĕренекенсемпе хутшăнса пурăннă. Вăл Иерусалимра Иисус Хуçамăр çинчен уççăнах, хăюллăн вĕрентсе çӳренĕ. 29 Савл грекланнă еврейсемпе те калаçнă, тавлашнă. Лешсем ăна вĕлересшĕн те пулнă. 30 Çавна пĕлсен ĕненекен тăванĕсем ăна Кесарине янă, унтан Тарса ăсатнă. 31 Пĕтĕм Иудейăри, Галилейăри, Самарири ĕненекен ушкăнсемшĕн лăпкă пурăнăç пуçланнă. Ĕненекенсем Турă сăмахне вĕренсе, Хуçа Турăран хăраса пурăннă. Святой Сывлăш хастарлăх панипе вĕсен йышĕ ӳссех пынă.
Энея сыватни
32 Ĕненекен ушкăнсене кайса çӳренĕ чухне пĕррехинче Петрăн Лиддăри ĕненекенсем патне çитсе курма тӳр килнĕ. 33 Çавăнта сакăр çул хушши вырăнпа выртакан, паралич çапнă Эней ятлă пĕр çын пулнă. 34 «Эней, вырăну çинчен тăр, сана Иисус Христос сыватать», – тенĕ ăна Петр. Вăл вара çав самантрах ура çине тăнă. 35 Лидда хулипе Сарон айлăмĕнче пурăнакансем пурте сывалнă çынна курнă, вара Хуçа Туррăмăра ĕненме пуçланă.
Тавифа
36 Иоппире Тавифа ятлă пĕр хĕрарăм, Иисус вĕренекенĕ, пурăннă. Тавифа тени «хир качаки» тени пулать. Çав хĕрарăм яланах ырă тума тăрăшнă, чухăнсене пулăшнă. 37 Анчах пĕррехинче Тавифа хытă чирлесе ӳкнĕ те вилсе кайнă. Ăна вара çуса хăтлă пӳлĕме хунă. 38 Петр апостол ун чухне Лиддăра пулнă. Лидда Иоппирен инçех пулман пирки ĕненекенсем Петр патне икĕ çынна янă, вĕсем ăна хăвăртрах хăйсем патне пыма чĕннĕ. 39 Петр вĕсемпе пĕрлех кайнă. Çитсенех ăна хăтлă пӳлĕме илсе кĕнĕ. Куççульленнĕ тăлăх арăмсем Тавифа хăйсем валли çĕленĕ кĕпе-тумтире Петра кăтартма пуçланă. 40 Петр пурне те пӳлĕмрен тухма хушнă та чĕркуçленсе ларса кĕлтунă. Унтан вăл вилнĕ хĕрарăм енне çавăрăнса каланă: «Тавифа, тăр!» Вара хайхи хĕрарăм куçне уçнă та, Петра курсан, тăрса ларнă. 41 Петр ăна аллинчен тытса ура çине тăма пулăшнă. Кайран вăл ĕненекен тăвансемпе тăлăх арăмсене кĕме хушнă, лешсем кĕнĕ те чĕрĕ-сывă Тавифăна курнă. 42 Çакăн çинчен пĕтĕм Иоппире сăмах сарăлнă, вара чылайăшĕ Хуçамăра ĕненме пуçланă. 43 Петр Иоппире, тир тăвакан Симон ятлă пĕр çын патĕнче, самаях пурăннă.
Петрпа Корнилий
1 Кесарире тăракан Итали полкĕ текен полкра Корнилий ятлă пĕр çĕрпӳ пулнă. 2 Вăл хăй те, унăн кил-йышĕ те Турра хисеплесе, Турăран хăраса пурăннă. Корнилий халăхшăн нумай ырă ĕç тунă, тăтăшах Турра кĕлтунă. 3 Пĕррехинче, кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлнелле, ăна уççăнах Туррăн ангелĕ курăннă. Ангел ун патне пынă та: «Корнилий!» – тенĕ. 4 Ăна курсан Корнилий хăраса каланă: «Мĕн-ши, ырă çыннăм?» Ангел ăна каланă: «Турă санăн кĕллӳне те, эсĕ чухăнсене пулăшнине те асăрхарĕ. 5 Халĕ вара Петр текен Симона чĕнме Иоппине çынсем яр. 6 Вăл тир тăвакан Симон ятлă пĕр çын патĕнче, тинĕс хĕрринчи çуртра, хăна пулса пурăнать. Петр сана та, кил-йышна та çăлăнăç сăмахĕсем калĕ». 7 Хăйпе калаçнă ангел курăнми пулсан, Корнилий икĕ тарçине тата шанчăклă, Турра хисеплекен хăйĕн пĕр салтакне чĕнсе илнĕ. 8 Вара, мĕн пулса иртнине йăлтах каласа кăтартса, вĕсене Иоппине янă.
Петра курăнни
9 Тепĕр кунне, хайхи тарçăсемпе салтак хула патне çывхарнă чухне, Петр кăнтăрлахи кĕлĕ тума хăтлă пӳлĕме хăпарнă. 10 Çавăнта вăл хырăм выççине туйса илнĕ, унăн çиес килсе кайнă. Апат хатĕрленĕ вăхăтра вăл питĕ хавхаланса кайнă та 11 сасартăк тӳпе яри уçăлнине курнă. Çав уçăлăхран çĕр çине, ун пуçĕ тĕлнелле, тăватă кĕтессинчен çыхнă сарлака пир евĕрлĕ темĕнле япала анса-анса пынă. 12 Унăн ăшĕнче çĕр çинчи тĕрлĕрен тăватă ураллă чĕр чун, тискер кайăк, çĕлен-калта, вĕçен кайăк пулнă. 13 Унтан ăна çакнашкал сасă илтĕннĕ: «Петр, тăр та çаксене пусса çи». 14 Анчах та Петр: «Çук-çук, Турăçăм! Ирсĕррине, таса маррине эпĕ нихăçан та нимĕн те çимен», – тенĕ. 15 Вара сасă татах тепĕр хут илтĕннĕ: «Турă тасатнине эсĕ таса мара ан хур». 16 Çапла виçĕ хутчен пулнă, унтан çав япала каллех тӳпене çĕкленнĕ. 17 Кунашкал курăну мĕне пĕлтерет-ши тесе аптăраса, Петр шухăша путнă. Шп çав вăхăтра Корнилий янă хайхи çынсем, Симон çурчĕн тĕлне ыйтса пĕлсе, хапхи умне пырса тăнă. 18 «Петр текен Симон çакăнта-и?» – хыттăн ыйтнă вĕсем. 19 Петр çаплах курăну пирки шухăшласа тăнă. Çав хушăра Сывлăш ăна каланă: «Симон, сана виççĕн шыраççĕ, 20 тăр та вĕсем патне ан. Вĕсемпе пĕрле ним иккĕленмесĕрех кай, мĕншĕн тесен вĕсене Эпĕ ятăм». 21 «Эсир шыраканни эпĕ-ха вăл, – тенĕ ансан Петр çав çынсене. – Эсир мĕн çăмăлпа килсеччĕ?» 22 Лешсем вара çапла каланă: «Ырă ĕçсем туса, Турăран хăраса пурăнакан, пĕтĕм Иудея халăхĕ сума сăвакан çĕрпĕве, Корнилие, святой ангел курăннă. Çав ангел сана Корнилий патне чĕнсе пыма, санăн сăмахна итлеме хушнă». 23 Вара Петр вĕсене чĕнсе кĕртнĕ те хăна тунă. Тепĕр кунне, тăрсанах, Петр çав çынсемпе кайнă. Иоппири хăш-пĕр ĕненекен тăвансем те вĕсемпе пĕрле кайнă.
Петр Корнилий патĕнче
24 Кесарине вĕсем тепĕр куннех çитнĕ. Корнилий, хăйĕн тăванĕ-хурăнташĕсене, çывăх тус-юлташĕсене пуçтарса, вĕсене кĕтсе тăнă. 25 Петр пырса кĕнĕ чухне Корнилий ăна хирĕç тухса кĕтсе илнĕ, ури умне ӳксе пуççапнă. 26 Петр ăна тытса тăратнă та çапла каланă: «Тăрах, тăр, эпĕ санашкал çынах-иç». 27 Корнилийпе калаçкаласа вăл пӳрте кĕнĕ, унта ĕнтĕ туллиех çын пухăннă. 28 «Пĕлетĕр ĕнтĕ, – тенĕ вĕсене Петр, – пирĕн саккунпа иудейăн ют халăх çыннипе хутшăнма та, унăн кил-çуртне кĕме те юрамасть. Анчах та Турă мана пĕр çынна та ирсĕре е таса мара хума юраманнине уçса пачĕ. 29 Çавăнпа та, чĕнсен, эпĕ пĕр сăмахсăрах килме килĕшрĕм. Халĕ ĕнтĕ ыйтам-ха: мĕн çăмăлпа чĕнтĕр эсир мана?» 30 Корнилий çапла каланă: «Тăватăм кун çак вăхăталла эпĕ килте типĕ тытаттăм. Кăнтăрла иртни виçĕ сехетсенче, кĕлтунă чухне, сасартăк ман ума çап-çутă тумтирлĕ çын пырса тăчĕ те 31 каларĕ: „Корнилий, Турă санăн кĕллӳне илтрĕ, эсĕ чухăнсене пулăшнине асăрхарĕ. 32 Халĕ вара Петр текен Симона чĕнме Иоппине çынсем яр. Вăл тир тăвакан Симон ятлă пĕр çын патĕнче, тинĕс хĕрринчи çуртра, хăна пулса пурăнать. Вăл килсе сана каласа парĕ“. 33 Эпĕ çавăнтах сан патна çынсем ятăм. Эсĕ килни аван пулчĕ. Турă сана мĕн хушнине йăлтах итлесчĕ тесе эпир халĕ пурте Турă умĕнче тăратпăр». 34 Петр çăвар уçса çапла каланă: «Турă çынна кам пулнине кура хакламаннине эпĕ чăнахах куртăм. 35 Турă сумлăхĕнчен хăракан, чăнлăхпа пурăнакан кирек мĕнле халăх çыннине те Турă кăмăллать. 36 Турă Израиль ывăлĕсене Иисус Христос урлă канăçлăх çинчен Ырă Хыпар янă. Çав Иисус Христос – пуриншĕн те Хуçамăр. 37 Иоанн шыва кĕме ӳкĕтлесе вĕрентнĕренпе Галилейăран пуçласа пĕтĕм Иудейăра мĕн-мĕн пулса иртнине эсир пĕлетĕр. 38 Турă Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлăш тата вăй-хăват пачĕ. Вăл пур çĕрте те ырă ĕçсем туса, усал ернисене сыватса çӳрерĕ, мĕншĕн тесен Турă Унпа пĕрле пулчĕ. 39 Эпир – Вăл Иудея çĕрĕнче тата Иерусалимра мĕн-мĕн тунине курса çирĕплетекенсем. Юлашкинчен иудейсем Ăна йывăç хĕрес çине пăталаса вĕлерчĕç. 40 Турă Ăна виççĕмĕш кунне чĕртсе тăратрĕ, çынсене курăнмалла турĕ. 41 Анчах Вăл пур çынна та курăнмарĕ, Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерме Турă малтанах суйласа илнĕ çынсене – пире анчах курăнчĕ. Вăл вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсассăн эпир Унпа пĕрле ĕçсе çирĕмĕр. 42 Иисус пире çынсене вĕрентсе çӳреме хушрĕ. Чĕррисене те, вилнисене те Турă хушнипе Суд тăваканĕ Хăй иккенне çирĕплетсе пĕлтерме каларĕ. 43 Ăна ĕненекенсен Унăн ячĕпе çылăхĕсем каçарăнассине мĕн пур пророксем те çирĕплетсе каланă». 44 Петр çак сăмахсене каласа тăнă хушăрах вăл вĕрентнине итлесе тăракан мĕн пур çын çине Святой Сывлăш аннă. 45 Святой Сывлăш тивлечĕ урăх халăх çыннисем çине те аннă. Çавна курсан Петрпа пĕрле унта пынă ӳт кастарнă ĕненекенсем тĕлĕнсех кайнă. 46 Мĕншĕн тесен лешсем унччен хăйсем пĕлмен чĕлхесемпе Турра мухтанине вĕсем илтнĕ. Вара Петр каланă: 47 «Хамăр пекех Святой Сывлăш илнĕ çынсене шывпа тĕне кĕртме кам чарма пултарĕ?» 48 Вăл вара вĕсене Иисус Христос ячĕпе тĕне кĕме хушнă. Унтан кил хуçисем Петра хăйсем патĕнче тата темиçе кунлăха юлма ыйтнă.
Петр Иерусалимри ĕненекенсем патĕнче
1 Урăх халăх çыннисем те Турă сăмахне йышăннине Иудейăри апостолсемпе ĕненекен тăвансем илтнĕ. 2 Вара, Петр Иерусалима пырсан, ӳт кастарнисем ăна ӳпкелеме тытăннă. 3 «Эсĕ ӳт кастарманнисемпе хутшăнтăн, вĕсемпе пĕрле ĕçсе çирĕн», – тенĕ вĕсем. 4 Петр вĕсене мĕн пулса иртнине йĕркипе ăнлантарса пама пуçланă: 5 «Эпĕ Иоппи хулинче кĕлтăваттăм. Çавăн чухне тăнран кайнă пек пултăм. Сасартăк тӳперен тăватă кĕтессинчен çыхнă сарлака пир евĕрлĕ темĕнле япала аннине куртăм. Вăл ман тĕлех анчĕ. 6 Эпĕ ун ăшне сăнарах пăхрăм та унта çĕр çинчи тăватă ураллă чĕр чунсем, тискер кайăксем, çĕлен-калтасем, вĕçен кайăксем пуррине асăрхарăм. 7 Унтан мана „Петр, тăр та çаксене пусса çи“ текен сасă илтĕнчĕ. 8 „Çук-çук, Турăçăм! – терĕм вара эпĕ. – Ирсĕррине, таса маррине эпĕ нихăçан та нимĕн те çимен“. 9 „Турă тасатнине эсĕ таса мара ан хур“, – терĕ вара мана сасă тепĕр хут. 10 Виçĕ хут çапла пулчĕ, унтан каллех пĕтĕмпе пĕлĕте çĕкленсе кайрĕ. 11 Шп çав самантра эпĕ пурăнакан çурт умне Кесарирен ман патăма янă виçĕ çын пырса та тăнă. 12 Сывлăш мана пĕр иккĕленмесĕрех вĕсемпе пĕрле кайма хушрĕ. Çак ĕненекен ултă тăванăм та манпа пĕрле пулчĕç, эпир вара хама чĕннĕ çын килне кайрăмăр. 13 Вăл пире хăй килĕнчех святой ангела курни çинчен каласа кăтартрĕ. Курăнсассăн ангел çапла каланă пулнă: „Петр текен Симона чĕнме Иоппине çынсем яр. 14 Вăл сана сăмахсем калĕ, çав сăмахсемпе ху та, пĕтĕм кил-йышу та çăлăнĕ“. 15 Кайран, эпĕ калаçа пуçласан, маларах хамăр çине аннă пекех, вĕсем çине те Святой Сывлăш анчĕ. 16 Çавăн чухне эпĕ Хуçамăр сăмахне аса илтĕм. „Иоанн шывпа тĕне кĕртнĕ, сире вара Святой Сывлăшпа тĕне кĕртĕç“, – тенĕччĕ Вăл. 17 Çапла ĕнтĕ пире, Иисус Христос Хуçамăра ĕненекенсене, панă тивлетех Турă вĕсене те парать пулсан, Турра чăрмав тума камах вара эпĕ?» 18 Çакна итлесе пĕтерсен вĕсем лăпланнă. «Чĕрĕлĕх илмешкĕн Турă урăх халăхсене те ӳкĕнмелле тунă курăнать», – тенĕ вара вĕсем Турра мухтаса.
Антиохири чиркӳ
19 Стефана вĕлернĕ вăхăтранпах хĕсĕрленĕ пирки тарса-саланса кайнă ĕненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах çитнĕ. Вĕсем Турă сăмахне иудейсемсĕр пуçне урăх никама та вĕрентмен. 20 Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Кипрпа Киринея çыннисем пулнă. Антиохине пырсан çавсем Иисус Хуçамăрăн Ырă Хыпарне грексене те каласа кăтартнă. 21 Хуçа Турă вĕсене хăват парса тăнăран питĕ нумай çын, ĕненме пуçласа, Турă енне çавăрăннă. 22 Çакăн çинчен Иерусалимри ĕненекен ушкăна та хыпар çитнĕ. Вара ĕненекенсем Варнавăна Антиохине кайма хушнă. 23 Турă тивлетне хăй куçĕпе хăй çитсе курсан вăл питĕ хĕпĕртенĕ. Вара Варнава пурне те тӳрĕ кăмăлпа Хуçамăра пăхăнса тăма ӳкĕтленĕ. 24 Мĕншĕн тесен вăл ырă кăмăллă çын пулнă. Унăн чун-чĕри Святой Сывлăшпа тата ĕненӳпе тулнă пулнă. Варнавăна пула чылай халăх Хуçамăр енне çавăрăннă. 25 Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнă, шыраса тупсан ăна Антиохине илсе пынă. 26 Вара вĕсем çулталăкĕпех Антиохири ĕненекен ушкăнра нумай-нумай çынна Турă сăмахне вĕрентнĕ. Антиохири вĕренекенсене чи малтан христиансем тесе калама пуçланă. 27 Çав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынă. 28 Вара вĕсенчен пĕри, Агав ятли, тăнă та, Святой Сывлăш пĕлтернипе, пĕтĕм тĕнчипех питĕ йывăр выçлăх пуласси çинчен малтанах каласа хунă. Кайран, Клавдий император вăхăтĕнче, çав выçлăх чăнах та пулнă. 29 Вара вĕренекенсем, харпăр хăй вăй çитернĕ таран, Иудейăри ĕненекенсем патне пулăшу яма шут тытнă. 30 Шутланă та тунă. Мĕн пуçтарнине вĕсем Варнавăпа Савлран Иерусалимри пресвитерсене парса янă.
Петра тĕрмене хупни тата ăна ангел ирĕке кăларни
1 Ĕненекен ушкăнрисене усал тăвас тесе Ирод патша çав вăхăталла хăшне-пĕрне тĕрмене хуптарнă, 2 Иоанн пĕртăванне Иакова вара хĕçпе касса вĕлерттернĕ. 3 Çакна иудейсем кăмăлласах йышăннине курсан вăл тепĕртакран Петра та тыттарнă. Ун чухне тутлăлла çăкăр уявĕн кунĕсем пулнă. 4 Пасха иртсен Петра халăх умне илсе тухас тесе, Ирод ăна тытса тĕрмене хуптарнă, тăватшар салтакăн тăватă ушкăн хурал тăратса ăна сыхлама хушнă. 5 Çапла вара Петра тĕрмере хуралласа усранă. Çав вăхăтра ĕненекен ушкăнрисем уншăн питĕ тăрăшса Турра кĕлтунă. 6 Ирод Петра халăх умне илсе тухас тенĕ чух, çĕрле, икĕ сăнчăрпа тимĕрленĕ Петр икĕ салтак хушшинче çывăрнă. Тĕрме алăкĕсем умĕнче хуралçăсем сыхласа тăнă. 7 Сасартăк Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ курăннă та, тĕрмене çутă çутатса янă. Ангел Петра аяккинчен тĕртсе вăратнă та: «Тăр хăвăртрах», – тенĕ. Çавăнтах Петр аллинчи сăнчăрсем хывăнса ӳкнĕ. 8 «Пилĕкне çых, уруна тăхăн», – тенĕ ăна ангел. Петр çапла тунă та. «Тумтирне тăхăн та ман хыççăн пыр», – тенĕ унтан ангел ăна. 9 Петр тухнă та ангел хыççăн утнă. Ангел мĕн туни чăн пулнине вăл ăнланайман, куçа курăнать пулĕ тесе шухăшланă. 10 Вĕсем малтанхи хуралпа иккĕмĕш хуралтан иртнĕ, унтан хула çулĕ çинчи тимĕр хапха патне çитнĕ. Умĕнчи хапха хăй тĕллĕнех уçăлса кайсан вĕсем хапхаран кĕнĕ. Çапла пĕр урампа утса тухсан ангел сасартăк куçран çухалнă. 11 Тăна кĕрсе çитсен Петр хăй ăшĕнче шухăшланă: «Хуçамăр Хăйĕн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мĕн кĕтнинчен пуринчен те хăтарчĕ. Тинех çакна чăн-чăннипе ăнланса илтĕм». 12 Йĕри-тавра пăхса çавăрăнсан вăл Марк текен Иоанн амăшĕ Мария пурăнакан пӳрт умне пынă. Ĕненекенсенчен чылайăшĕ унта кĕлле пуçтарăннă пулнă. 13 Петр хапхана шаккасан камне пĕлмешкĕн Рода ятлă хĕрарăм тарçă тухнă. 14 Петра сасăран палласа илсен савăннипе вăл хапхине уçма манса кайсах чупса кĕнĕ те: «Хапха умĕнче Петр тăрать», – тенĕ. 15 «Аташмастăн-и эсĕ?» – тенĕ лешсем. Хĕрарăм хăйĕннех каланă. «Эппин ку унăн ангелĕ пулех», – тенĕ вара пӳртрисем. 16 Петр çаплах хапхана шакканă. Хапхине уçсан вара вĕсем ăна курнă та тĕлĕнсех кайнă. 17 Унтан Петр, аллипе паллă кăтартса, шăпланма ыйтнă, хăйне Хуçамăр тĕрмерен епле кăларнине вĕсене каласа панă. «Çакăн çинчен Иаковпа ытти ĕненекен тăвансене те пĕлтерĕр-ха», – тесе ыйтнă вăл. Вара тухнă та урăх çĕре кайнă. 18 Тул çутăлсан, Петр ăçта кайса кĕнине пĕлмен салтаксем йăлт аптăраса ӳкнĕ. 19 Ирод ăна шыраттарнă, анчах тупайман. Вара, хуралçисене айăпласа, вĕлерме хушнă. Унтан Ирод Иудейăран Кесарине кайнă, пĕр хушă çавăнтах пурăннă.
Ирод вилĕмĕ
20 Ирод Тирпа Сидон çыннисене питĕ çилленнĕ пулнă. Кусем вара калаçса татăлнă та ун патне пынă, патшан хăй патне çывхартнă Власт ятлă тарçине хăйсен енне çавăрса, патшаран килĕшӳ ыйтнă. Мĕншĕн тесен вĕсен çĕрĕнчи халăх Ирод патша çĕрĕнчи тырăпа тăранса пурăннă. 21 Палăртнă кун, патша тумне тăхăнса, Ирод престол çине ларнă та вĕсемпе калаçу пуçланă. 22 «Ку – этем сасси мар, Турă сасси!» – тесе кăшкăра пуçланă халăх. 23 Анчах та çав самантрах Турра мухтав сăмахĕ каламаншăн Ирода Хуçа Туррăмăрăн ангелĕ вар-хырăм чирĕпе хутлатса лартнă. Унăн ăш-чиккине хурт çисе янă, вăл вилнĕ. 24 Ĕнтĕ Турă сăмахĕ сарăлнăçемĕн сарăлсах пынă. 25 Хушнă ĕçĕсене пурнăçласан Варнавăпа Савл Иерусалимран Антиохине тавăрăннă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем Марк текен Иоана та илнĕ.
Святой Сывлăш Варнавăпа Савла чĕнсе илни
1 Антиохире, унти ĕненекен ушкăнра, хăшĕ-хăшĕ пророксем, вĕрентекенсем пулнă: Варнавăпа Нигер текен Симеон, Киринея çынни Луций, Ирод пуçлăхпа пĕрле пăхса ӳстернĕ Манаил тата Савл. 2 Пĕррехинче, вĕсем Хуçамăра кĕлтуса типĕ тытнă вăхăтра, Святой Сывлăш çапла каланă: «Эпĕ Варнавăпа Савла ятарлă ĕç валли чĕнсе илнĕ, вĕсене çав ĕçĕме тума ярăр». 3 Вара ĕненекенсем типĕ тытса кĕлтунă та, Варнавăпа Савл çине аллисене хурса, вĕсене ăсатса янă.
Апостолсем Кипрта вĕрентсе çӳрени
4 Святой Сывлăш янă çак икĕ апостол Селевкине çитнĕ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнă. 5 Саламина пырса çитсен вĕсем Турă сăмахне иудейсен синагогисенче ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. Иоанн та вĕсемпе пĕрле çӳренĕ, вĕсене пулăшнă. 6 Пĕтĕм утравĕпех çӳресе тухсан вĕсем Паф хулине çитнĕ. Унта вĕсем иудей çыннине, Вариисус ятлă асамçăна, суя пророка тĕл пулнă. 7 Вариисус асамçă Сергий Павел ятлă Рим лартнă пуçлăхпа, пит ăслăскерпе, çывăх пулнă. Çав пуçлăх Варнавăпа Савла чĕнтерсе пынă та Турă сăмахне итлесшĕн пулнă. 8 Хăйне Елима текен Вариисус (Елима тени асамçă тени пулать) Рим лартнă пуçлăх ĕненме пуçласран шикленсе вĕсене хирĕç пынă. 9 Вара Павел тесе те чĕнекен Савл, чун-чĕри Святой Сывлăшпа тулнăскер, ăна куçранах çапла каланă: 10 «Эй, шуйттан ывăлĕ, кирек епле чăнлăх тăшманĕ! Санăн чун-чĕрӳ тĕрлĕ ултавлăхпа, тĕрлĕ усаллăхпа тулса ларнă. Çынсене эсĕ Хуçамăрăн тӳрĕ çулĕ çинчен пăрса яма пăрахатăн-и, пăрахмастăн-и? 11 Халĕ акă Хуçа Турă алли сан тĕле çитрĕ. Эсĕ суккăрланса ларăн, пĕр вăхăт хĕвеле те кураймăн». Сасартăк Вариисуса тĕттĕмлĕх, сĕмлĕх хупласа илнĕ. Вара вăл, унталла-кунталла çавăрăнкаласа, хăйне çавăтмашкăн çын шыранă. 12 Мĕн пулса иртнине курсан, Хуçамăр вĕрентĕвĕнчен тĕлĕнсе, проконсул ĕненме пуçланă.
Писидири Антиохире
13 Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташĕсем Памфилири Пергине çитнĕ. Иоанн вара вĕсенчен уйăрăлса Иерусалима тавăрăннă. 14 Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине çитичченех, кайнă. Шмат кун вĕсем синагогăна кĕрсе ларнă. 15 Саккун кĕнекипе пророксен кĕнекине вуланă хыççăн синагога пуçлăхĕсем вĕсене çын урлă çапла пĕлтернĕ: «Тăван çыннăмăрсем! Сирĕн халăха вĕрентсе калас сăмахăр пур пулсан, калăр!» 16 Павел ура çине тăнă та, аллипе паллă парса, çапла каланă: «Эй, Израиль çыннисем, эй, Турăран хăракансем, итлĕр! 17 Çак халăхăн Турри пирĕн мăн асаттемĕрсене суйласа илнĕ. Египет çĕрĕнче пурăннă чухне Турă çак халăха асла кăларнă, Хăйĕн хăватлă аллипе вĕсене унтан ертсе тухнă. 18 Хĕрĕх çула яхăн вĕсене пуш хирте тăрантарса усранă. 19 Унтан вара, Ханаан çĕрĕнчи çичĕ тĕрлĕ халăха пĕтерсе, вĕсен çĕрне Хăй халăхне еткерлĕхе уйăрса панă. 20 Самуил пророк таранчченех Турă вĕсене тӳресем парса тăнă, çапла тăватă çĕр аллă çул иртнĕ. 21 Унтан вĕсем хăйсем валли патша ыйтнă. Турă вĕсене Вениамин йăхĕнчи Кис ывăлне Саула панă. Саул хĕрĕх çул патшара ларнă. 22 Кайран, Саула патшаран кăларса, Турă Давида патшана лартнă. Давид çинчен Вăл çапла çирĕплетсе пĕлтернĕ: „Эпĕ Хамăн кăмăлăма каякан çынна, Иессей ывăлне Давида тупрăм. Эпĕ палăртса хунисене вăл пурнăçлĕ“. 23 Хăйĕн сăмахне тытса, Турă Давид йăхĕнченех Израиль валли Çăлакан Иисуса кăларнă. 24 Иисус килес умĕн Иоанн пĕтĕм Израиль халăхне çылăхран ӳкĕнсе шыва кĕме ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. 25 Хăйне пӳрнĕ ĕçе вĕçлесе вăл çапла каланă: „Эсир мана кам вырăнне хуратăр? Эсир Кĕтни эпĕ мар. Анчах та акă манăн хыççăн Килекенĕ пулĕ, эпĕ Унăн пушмакне хывма та тивĕçлĕ мар“. 26 Эй тăван çыннăмăрсем! Авраам йăхĕн ачисем! Эй, Турăран хăракан сирĕн хушшăрти ытти халăх çыннисем! Çак çăлăнăç сăмахне сирĕн валли янă. 27 Мĕншĕн тесен Иерусалимра пурăнакансемпе вĕсен пуçлăхĕсем Иисуса пĕлеймерĕç, Ăна айăпларĕç. Çапла майпа синагогăсенче кашни шăмат кун вулакан пророксен сăмахĕсем пурнăçланчĕç. 28 Вĕлерме тивĕçлĕ нимĕнле айăп тупаймарĕç пулин те, вĕсем Пилатран Ăна вĕлерме ыйтрĕç. 29 Кайран вара, Çырнинче Ун çинчен каланине пĕтĕмпех пурнăçласан, Ăна хĕрес çинчен антарса тупăклăха хучĕç. 30 Анчах Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратрĕ. 31 Хăйпе пĕрле Галилейăран Иерусалима пынă çынсене Вăл чылай кун хушши курăннă. Халăха Ун çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсем халĕ ĕнтĕ çавсем. 32-33 Эпир сире Ырă Хыпар пĕлтеретпĕр. Иисуса вилĕмрен чĕртсе тăратса Турă мăн асаттемĕрсене шантарнине пире, вĕсен ачисене, пачĕ. Иккĕмĕш псаломра каланă пекех пулса тухрĕ. Унта çапла çырнă: „Эсĕ – Манăн Ывăлăм, паянтан Эпĕ Санăн Аçу пулатăп“. 34 Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратса çĕрте çĕрме памасси пирки те Турă çапла каланă: „Чăнах, Давида пама пулнă ырăлăхăмсене Эпĕ сире паратăп“. 35 Тепĕр тĕлте çапла çырни те пур: „Хăвăн таса Çыннуна çĕрте çĕрме памăн“. 36 Хăйĕн ĕмĕрне Турă ирĕкне пурнăçласа ирттернĕ Давид, вилсен, ашшĕсем патнех масар çине кайнă, çĕрнĕ, 37 анчах та Турă чĕртсе Тăратни çĕрмен. 38 Çапла ĕнтĕ, тăван çыннăмăрсем, çакна пĕлсе тăрăр: çылăх каçарăнасси çинчен эпир сире Христос ячĕпе пĕлтеретпĕр. 39 Мĕнле айăпшăн Моисей саккунĕпе тӳрре тухаймарăр, кашни ĕненекен çавсемшĕн пуриншĕн те Иисус урлă тӳрре тухаять. 40 Хăвăрпа пророксем каланă пек пуласран сыхланăр. Вĕсем çапла асăрхаттарнă: 41 „Эй, йĕрĕнсе кăна пăхакансем! Курса тĕлĕнĕр те çухалăр! Ĕçĕме Эпĕ сирĕн ĕмĕртех тăватăп. Çав ĕç çинчен сире кам та пулин каласа кăтартас пулсан, эсир ăна ĕненмĕттĕр те“». 42 Павелпа Варнава иудейсен синагогинчен тухнă чухне ытти халăх çыннисем вĕсенчен тепĕр шăмат кун та çавăн çинченех каласа пама ыйтнă. 43 Пухăннă çынсем саланнă пулин те, иудейсем тата Турра хисеплекен, тĕне кĕнĕ урăх халăх çыннисем Павелпа Варнава хыççăн кайнă. Павелпа Варнава вĕсемпе калаçнă, вĕсене Турă тивлечĕпе пурăнма ӳкĕтленĕ. 44 Тепĕр шăмат кун вара пĕтĕм хули тенĕ пекех Турă сăмахне итлеме пуçтарăннă. 45 Анчах та иудейсем, халăх йышлăн пуçтарăннине курсан, питĕ вĕчĕрхеннĕ. Вара вĕсем Павела хирĕç каласа, усал сăмахпа хăртса, ун сăмахне пӳлсе пынă. 46 Павелпа Варнава вĕсене хăюллăнах çапла каланă: «Турă сăмахне чи малтан сире вĕрентмеллеччĕ. Анчах та эсир çав сăмаха йышăнмасăр хăвăра хăвăр ĕмĕрлĕх пурăнăçа юрăхсăр тăватăр. Çавăнпа та, акă, эпир урăх халăхсене вĕрентетпĕр. 47 Мĕншĕн тесен Хуçамăр пире çапла хушса каланă: „Санăн урлă тĕнче хĕррине çитиех çăлăнăç килтĕр тесе, Эпĕ Сана ытти халăхсен çути турăм“». 48 Çакна илтсен ытти халăх çыннисем савăнса Хуçа Турă сăмахне мухтанă. Ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн малтанах пӳрнисем пурте ĕненме пуçланă. 49 Çапла Хуçамăрăн сăмахĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпех сарăлнă. 50 Анчах та иудейсем хĕтĕртнипе тĕн-тĕшмĕшлĕ сумлă хĕрарăмсем тата хулара пуç пулса тăракан çынсем Павелпа Варнавăна хĕсĕрлеме пуçланă. Вара вĕсене хăйсен çĕрĕнчен хăваласа янă. 51 Ури çумĕнчи тусанне вĕсен еннелле силлесе хăварса, апостолсем Иконие кайнă. 52 Вĕсен вĕренекенĕсен чун-чĕрисем вара савăнăçпа, Святой Сывлăшпа тулнă.
Иконире
1 Павелпа Варнава Иконире те иудейсен синагогине кĕнĕ. Вĕсем çав тери хавхаланса вĕрентнĕрен питĕ нумай иудейпа грек ĕненме тытăннă. 2 Анчах та ĕненмен иудейсем урăх халăх çыннисене вăрçтарса ярса ĕненекен тăвансене хирĕç тăратнă. 3 Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуçамăр çинчен хăюллăн вĕрентсе пайтах пурăннă. Апостолсем Хăйĕн тивлечĕпе вĕрентнине çирĕплетсе, Хуçамăр вĕсен аллипе хăватсемпе паллăсем пултарнă. 4 Çав хушăра хула халăхĕ икке пайланса кайнă: пĕрисем – иудейсем майлă, теприсем апостолсем майлă пулнă. 5 Урăх халăх çыннисемпе иудейсем, хăйсен пуçлăхĕсемпе пĕрле, Павелпа Варнавăна мăшкăл туса, чулпа пере-пере вĕлерме шухăш тытнă. 6 Çавна пĕлсен апостолсем Ликаони тăрăхĕнчи Листрăпа Дерви ятлă хуласене, вĕсен таврашĕнчи çĕрсене тухса кайнă. 7 Вĕсем унта та Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳренĕ.
Листрăпа Дервире
8 Листрăра пĕр утайман çын пурăннă. Çуралассах çавăн пек çуралнăскер, вăл нихçан та утса курман, яланах ларнă. 9 Павел вĕрентнине вăл та итленĕ. Çавăн чухне Павел ун çине пăхнă та уксах-чăлахăн сывалмалăх ĕненĕвĕ пуррине асăрханă. 10 «Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе калатăп сана, – тенĕ вăл хыттăн, – тӳрлен те уру çине тăр!» Лешĕ çавăнтах тӳрленсе сиксе тăнă та утма пуçланă. 11 Павел мĕн тунине курнă халăх ликаон чĕлхипе кăшкăра пуçланă: «Пирĕн пата этем евĕрлĕ пулса турăсем анчĕç!» 12 Вĕсем Варнавăна Зевс тенĕ. Сăмах ăсти пулнăран Павела Гермес тенĕ. 13 Хула çумĕнчех Зевс кĕлеткине чӳклемелли вырăн пулнă. Чӳк пуçĕ хула хапхи патне вăкăрсем çавăтса, чечек çыххисем çĕклесе пынă – вăл халăхпа пĕрле чӳк тăвасшăн пулнă. 14 Анчах та Варнавăпа Павел апостолсем, хăйсен ячĕпе чӳк тăвасси çинчен илтсен, тарăхнипе çийĕнчи тумтирĕсене çурса ярса, халăх хушшине пырса кĕнĕ те çапла кăшкăрнă: 15 «Эй, халăх! Мĕн хăтланатăр эсир? Эпир сирнешкел çынсемех! Эпир сире çак суя турăсене ан пуççапчăр тесе, чĕрĕ Турă енне çавăрăнччăр тесе вĕрентетпĕр. Чĕрĕ Турă тӳпене те, çĕре те, тинĕсе те тата вĕсенче мĕн пуррине те пултарнă. 16 Ĕлĕк-авал Турă кашни халăха харпăр хăй çулĕпе çӳреме ирĕк панă. 17 Çапах та Вăл ырă ĕçĕсемпе пире Хăй çинчен астутарсах тăнă: çумăр çутарнă, тырă-пулăллă çулсем янă, апат-çимĕç панă, чуна савăнтарнă». 18 Çапла каласа вĕсем халăха аран-аран хăйсене чӳк парнисем кӳме чарнă, килĕсене саланма хушнă. Хăйсем вара, унтах юлса, вĕрентсе пурăннă. 19 Çавăн чухне Антиохипе Иконирен хăш-пĕр иудейсем пынă. Апостолсем хăюллăн вĕрентнине курсан, вĕсем халăха: «Кусем чăн сăмах каламаççĕ, суяççĕ кăна!» – тесе вĕсенчен пăрăнма ӳкĕте кĕртнĕ. Çапла каласа хĕтĕртсе янă халăх Павела чулпа пере-пере пĕтернĕ. Унтан, чунĕ тухрĕ пулмалла тесе, ăна хула тулашне кăларса пăрахнă. 20 Анчах та, вĕренекенĕсем ун тавра пуçтарăнсан, вăл ури çине тăнă, унтан хулана тавăрăннă. Тепĕр кунне вара вĕсем Варнавăпа пĕрле Дервине тухса кайнă.
Сирири Антиохине тавăрăнни
21 Çав хулара Ырă Хыпар пĕлтерсе вĕсем хăйсем тавра тата нумайрах вĕренекен пуçтарнă. Кайран вĕсем Листрăпа Икони урлă, Антиохи урлă каялла тавăрăннă. 22 Апостолсем вĕренекенĕсен кăмăлне çирĕплетнĕ, ĕненӳпе пурăнма вĕрентсе ӳкĕтленĕ. «Турă Патшалăхне кĕрес тесен пирĕн нумай асап тӳсмелле», – тенĕ вĕсем. 23 Павелпа Варнава кашни ĕненекен ушкăнрах алă хурса пресвитерсем уйăрса лартнă. Вара апостолсем типĕ тытса кĕлтунă та вĕсене хăйсем ĕненекен Хуçамăр аллине парса хăварнă. 24 Кайран апостолсем Писиди урлă Памфилине çитнĕ. 25 Пергире Хуçамăрăн сăмахне вĕрентсе çӳренĕ хыççăн вĕсем Атталине аннă. 26 Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавăрăннă. Шпах çакăнта вĕсене Турă тивлечĕпе ĕç шанса панă пулнă, çав ĕçе ĕнтĕ вĕсем пурнăçланă. 27 Антиохине тавăрăнсан апостолсем ĕненекен ушкăна пухнă та Турă хăйсем урлă мĕн-мĕн тунине, Вăл урăх халăхсемшĕн те ĕненӳ алăкне епле уçса панине пĕтĕмпех каласа кăтартнă. 28 Вĕренекенĕсемпе пĕрле вĕсем унта чылай вăхăт пурăннă.
Иерусалимри пуху
1 Темле çынсем, Иудейăран пынăскерсем, ĕненекен тăвансене çапла вĕрентнĕ: «Моисей йăлипе ӳт кастармасан çăлăнаймастăр». 2 Павелпа Варнава çапла вĕрентнипе килĕшмен, çав çынсемпе тавлашсах кайнă. Вара çапла йышăннă: кун пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме Павелпа Варнавăна тата темиçе ĕненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас. 3 Çапла вара, ĕненекен ушкăнрисем ăсатса ярсассăн, вĕсем Финикипе Самари тăрăх пынă. Çула май вĕсем урăх халăхсем те тĕне кĕни çинчен кала-кала кăтартнă. Çавна илтсен ĕненекенсем питĕ савăннă. 4 Çапла вĕсем Иерусалима çитнĕ. Унта вĕсене ĕненекен тăвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапăлласа йышăннă. Павелпа Варнава вĕсене Турă хăйсем урлă мĕн-мĕн тунине, урăх халăхсемшĕн те ĕненӳ алăкне епле уçса панине йăлтах каласа пĕлтернĕ. 5 «Эппин халĕ урăх халăх çыннисен те ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вĕсене те хушмалла», – тенĕ çавăн чухне, ура çине тăрса, Христоса ĕненекен хăш-пĕр фарисейсем. 6 Вара çак ыйтăва сӳтсе явма апостолсемпе пресвитерсем пухăннă. 7 Чылай хушă сӳтсе явнă хыççăн Петр тăнă та çапла каланă: «Тăван çыннăмăрсем! Урăх халăхсем Ырă Хыпара ман çăвартан илтсе ĕненччĕр тесе, Турă пирвайхи кунсенченех хамăр хушăран мана суйласа илнине пĕлетĕр. 8 Çын чĕрине витĕр курса тăракан Турă, пире панă пекех урăх халăхсене те Святой Сывлăш парса, вĕсене те йышăннине пĕлтерчĕ. 9 Вĕсен чĕрисене ĕненӳпе тасатнăран пирĕнпе вĕсем хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та юлмарĕ. 10 Мĕншĕн-ха эсир халĕ мăн асаттесем те, хамăр та йăтайман çĕклеме вĕренекенсен ĕнси çине хурасшăн пулса Туррăн чăтăмлăхне тĕрĕслетĕр? 11 Эпир те, вĕсем пекех, Иисус Христос Хуçамăр тивлечĕпе çăлăнасса ĕненетпĕр». 12 Вара пĕтĕм пуху шăпах пулнă. Пурте Павелпа Варнава мĕн каланине итленĕ. Вĕсем Турă хăйсем урлă урăх халăхсем хушшинче мĕнле-мĕнле паллăсемпе хăватсем кăтартни çинчен каласа панă. 13 Вĕсем хыççăн Иаков сăмах илнĕ. «Тăван çыннăмăрсем! Итлесемĕрччĕ мана, – тенĕ вăл. 14 – Турă урăх халăх çыннисене Хăй ячĕпе пухса Хăйĕн халăхĕ тума малтанах кăмăл туни çинчен Симон пире ăнлантарса пачĕ. 15 Пророксем çырнă сăмахсем те вăл каланипе пĕр килеççĕ. Унта çапла çырнă: 16 „Кайран Эпĕ тавăрăнăп та Давидăн пăрахăçа тухнă кĕлĕ чатăрне çĕнĕрен юсаса лартăп, ун ăшĕнче мĕн аркатнине çĕнĕрен тăвăп. 17 Çакна Эпĕ ытти çынсем тата мĕн пур халăхсем, Ман ятăм вĕсем хушшинче сарăлсассăн, Хуçа Турра ăнтăлса шыраччăр тесе тăвăп, тет çаксене пурне те тăвакан Хуçа Турă“. 18 Турă Хăйĕн пур ĕçĕсене те ĕмĕртенпех пĕлсе тăрать. 19 Çавăнпа та ĕнтĕ, ман шухăшăмпа, Турă çулне шыракан урăх халăх çыннисене чăрмав кӳмелле мар, 20 çапла çеç çырса ямалла: чӳклесе ирсĕрлетнĕ апат-çимĕç ан çиччĕр, ан аскăнланччăр, апат-çимĕçе пăвса вĕлернĕ выльх-чĕрлĕх ашĕнчен, юнран ан хатĕрлеччĕр, хăйсемшĕн тутарасшăн маррине çынна та ан туччăр. 21 Моисей саккунне вĕрентекенсем мĕн авалтан кашни хуларах пур, синагогăсенче ăна шăмат кунсерен вуласа параççĕ». Ĕненекен урăх халăх çыннисем патне янă çыру 22 Вара апостолсемпе пресвитерсем мĕн пур ĕненекен ушкăнпа пĕрле çапла канаш тунă: хамăр хушăран темиçе çын суйласа илес те вĕсене Павелпа тата Варнавăпа пĕрле Антиохине ярас. Вĕсем ĕненекен тăвансем хушшинче ят-сум илнĕ Варсава текен Иудăна тата Силăна суйласа илнĕ. 23 Вĕсенчен çакнашкал çыру çырса парса янă: «Антиохипе Сирири тата Киликири урăх халăхсем хушшинчен тухнă ĕненекен тăвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ĕненекен тăванăрсенчен. Салам пултăр! 24 Эпир хамăр патăмăртан тухса кайнă хăш-пĕр çынсем сире тем те пĕр каласа пăтраштарса янă текен сăмаха илтрĕмĕр. Вĕсем ӳт кастармалла, Моисей саккунĕпе пурăнмалла тесе сире иккĕлентерсе янă имĕш. Эпир вĕсене унашкал калама хушса яманччĕ. 25 Çавăнпа эпир пухăнса канашларăмăр та, темиçе çынна суйласа илсе, вĕсене хисеплĕ Варнавăпа тата Павелпа пĕрле сирĕн патăра яма калаçса татăлтăмăр. 26 Варнавăпа Павел – хамăрăн Иисус Христос Хуçамăр ячĕшĕн хăйсен чунне парса ĕçлекен çынсем. 27 Тата эпир Иудăпа Силăна ятăмăр, вĕсем сире çырура каланинех сăмахпа каласа та ăнлантарĕç. 28 Мĕншĕн тесен Святой Сывлăш та, эпир те сирĕн çине ытлашши çĕклем хурас мар терĕмĕр. Сирĕн çаксене, чи кирлисене кăна, тытса пурăнмалла: 29 чӳклесе панă апат-çимĕç çимелле мар, апат-çимĕçе юнран, пăвса вĕлернĕ выльх-чĕрлĕх ашĕнчен хатĕрлемелле мар, аскăнланмалла мар, хăвăршăн тутарасшăн маррине çынна та тумалла мар. Çаксене тытса пырсан, аван тăватăр. Сывă пулăр». 30 Çапла вара, янă çынсем Антиохине çитнĕ те, халăха пухса, çырăва вĕсене панă. 31 Лешсем вуласа пăхнă та çапла вĕрентсе çырнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ. 32 Иудăпа Сила вара, хăйсем те пророк пулнă май, ĕненекен тăвансене тата нумай каласа вĕрентнĕ, вĕсен ĕненĕвне çирĕплетнĕ. 33 Унта пĕр вăхăт пурăнсан, ĕненекен тăвансем вĕсене канăçлăх сунса апостолсем патне янă. 34 Анчах та Сила çавăнтах юлма шухăш тытнă. Иуда вара Иерусалима тавăрăннă. 35 Павелпа Варнава Антиохирех юлнă. Унта вĕсем ытти нумай юлташĕсемпе пĕрле Хуçамăрăн сăмахне вĕрентсе, пĕлтерсе пурăннă.
Павелпа Варнава хирĕçсе кайни
36 Нумаях та вăхăт иртмен, Павел Варнавăна çапла каланă: «Атя каллех çула тухар, Хуçамăрăн сăмахне хамăр вĕрентсе çӳренĕ мĕн пур хуласенчи тăванăмăрсем епле пурăннине çитсе курар». 37 Варнава хăйсемпе пĕрле Марк текен Иоана та илесшĕн пулнă. 38 Анчах та Павел унпа килĕшмен, мĕншĕн тесен пĕррехинче Памфилире хăйсене хушса янă ĕçе вĕçне çитермесĕрех Марк вĕсене пăрахса кайнă пулнă. 39 Çавăн пирки вĕсем хирĕçсе каймаллах тавлашнă. Çапла вĕсем пĕр-пĕринчен уйăрăлнă. Варнава вара Марка хăйпе пĕрле илнĕ те, шывпа ишсе, Кипра кайнă. 40 Павел хăйне юлташа Силăна суйласа илнĕ те çула тухнă. Ĕненекен тăвансем ăна Турă тивлечĕ çине шанса сатса янă. 41 Вăл вара, ĕненекен ушкăнсене тĕреклетсе, Сирипе Килики тăрăхĕнче çӳренĕ.
Павелпа Сила хăйсемпе пĕрле Тимофея илни
1 Павел Дервине те, Листрăна та çитнĕ. Çавăнта Тимофей ятлă пĕр вĕренекен пурăннă. Амăшĕ унăн Христоса ĕненекен иудей хĕрарăмĕ, ашшĕ грек пулнă. 2 Тимофей шанчăклă çын пулнине Листрăпа Иконири тăвансем çирĕплетсех каланă. 3 Павел ăна хăйпе пĕрле илме кăмăл тунă. Çав тăрăхри иудейсем Тимофей ашшĕ грек пулнине пурте пĕлсе тăнăран, иудейсене юрас тесе, вăл Тимофея хăй патне илсессĕнех унăн ӳтне кастарнă. 4 Вара, хуларан хулана çӳресе, вĕсем ĕненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимри пухура йышăннă йĕркесене тытса пурăнма вĕрентнĕ. 5 Çапла чиркĕве çӳрекенсен ĕненĕвĕ çирĕпленсех пынă, ĕненекенсен йышĕ куллен ӳснĕçемĕн ӳснĕ.
Павела Македони çынни курăнни
6 Святой Сывлăш хăйсене Асире Турă сăмахне вĕрентме чарнă пирки вĕсем Фригипе Галати çĕрĕсем тăрăх çӳренĕ. 7 Мисине çитсессĕн вĕсем Вифинине каясшăн пулнă, анчах Святой Сывлăш вĕсене унта та вĕрентме яман. 8 Мисирен вĕсем Троадăна аннă. 9 Çĕрле вара Павела çакнашкал курăну пулнă. Ун умне пĕр Македони çынни пырса тăнă та йăлăна-йăлăна: «Македонине пырса пире пулăшсам», – тенĕ. 10 Çак курăну хыççăнах эпир Македонине кайма шухăшларăмăр, Хуçамăр пире унта Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳреме чĕнет пулĕ терĕмĕр.
Филиппы хулинчи Лидия тĕне кĕни
11 Çапла вара, шывпа ишсе, Троадăран тӳрех Самофракине, тепĕр кунне Неаполе çитрĕмĕр. 12 Унтан эпир Филиппы ятлă хулана кайрăмăр. Филиппы – Македони çĕрĕн çак пайĕнчи хули тата Рим колонийĕ. Çав хулара эпир темиçе кун хушши пурăнтăмăр. 13 Шмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хĕррине тухрăмăр. Çавăнти пĕр вырăна ĕненекенсем хăнăхнă йăлипе кĕлĕ тума пухăнаççĕ. Эпир те лартăмăр та пухăннă хĕрарăмсемпе калаçа пуçларăмăр. 14 Пирĕн калаçăва Фиатир хулинчен пынă Лидия ятлă пĕр хĕрарăм та итлесе ларчĕ. Турра питĕ хисеплекен çав хĕрарăм хаклă йышши пир-авăр сутса пурăннă. Павел сăмахĕсене ăнланса илме Хуçамăр унăн чун-чĕрине уçрĕ. 15 Кайран вара, хăйне те, кил-йышне те тĕне кĕртсен, Лидия пире çапла каласа тархасларĕ: «Мана эсир Хуçамăра чунтан парăннă çын вырăнне хуратăр пулсан ман патăмра пурăнăр». Çапла вăл пире ӳкĕте кĕртрĕ-кĕртрех.
Павелпа Силăна тытса хупни
16 Пĕррехинче пире, кĕлĕ тумалли вырăна кайнă чухне, мĕн пулассине калаттаракан усал ернĕ пĕр хĕрарăм тарçă тĕл пулчĕ. Çак хĕрарăм, мĕн пулассине пĕлтерсе, хуçисене чылай тупăш кӳрсе тăнă. 17 «Çак çынсем – Çӳлти Турă чурисем! Вĕсем пире çăлăнăç çулĕ çинчен хыпарлаççĕ!» – тесе кăшкăрса пычĕ çав хĕрарăм Павелпа пирĕн хыçăмăртан. 18 Вăл чылай кун хушши çапла хăтланчĕ. Вара Павел, тарăхса кайса, çавăрăнса пăхрĕ те: «Иисус Христос ячĕпе эпĕ сана хĕрарăм ăшĕнчен тухма хушатăп!» – терĕ усал сывлăша. Çав самантрах усал сывлăш ун ăшĕнчен тухрĕ. 19 Хăйсен тупăш илес шанчăкĕ пĕтнине туйса илнĕ хуçасем вара Павелпа Силăна тытрĕç те хула варрине, пуçлăхсем патне, сĕтĕрсе кайрĕç. 20 Вара, вĕсене хула пуçлăхĕсем патне илсе пырсан, çапла каларĕç: «Çак çынсем, иудейсем, хула халăхне пăтратса çӳреççĕ, 21 урăхла йăласем вĕрентеççĕ. Вăл йăла-йĕркесене пирĕн, Рим çыннисен, йышăнма та, тытса пыма та юрамасть». 22 Халăх та вĕсен хутне кĕмерĕ, хирĕç пулчĕ. Вара Рим пуçлăхĕсем, апостолсен тумтирĕсене сӳсе илсе, патакпа çаптарма хушрĕç. 23 Чылай хĕненĕ хыççăн вĕсене тĕрмене хупрĕç, хурала тĕрмене хытă сыхлама хушса хăварчĕç. 24 Хушнине пурнăçласа, хурал пуçлăхĕ вĕсене тĕрмен шалти пӳлĕмне хупнă, урисене йывăç тăлă тăхăнтартнă. 25 Çур çĕр тĕлнелле Павелпа Сила кĕлтунă, Турра мухтаса юрланă, тĕрмере ларакан ытти çынсем вĕсен кĕлли-юррине итленĕ. 26 Сасартăк тĕрме никĕсĕ те хускалмалла питĕ вăйлăн çĕр чĕтренсе кайнă. Çавăнтах мĕн пур алăк яри уçăлнă, пурин çинчи сăнчăрсем те татăлса ӳкнĕ. 27 Хуралçă вăраннă та тĕрме алăкĕсем яри уçă пулнине асăрханă. Вара хупнисем пурте тухса тарнă пулĕ тесе хĕçне ярса тытнă та хăйне хăй вĕлересшĕн пулнă. 28 Анчах та Павел хыттăн кăшкăрса каланă: «Хăвна ан пĕтерех! Эпир пурте кунтах!» 29 Хуралçă, çутатмалли пама хушса, тĕрмене чупса кĕнĕ те хăранипе чĕтресе Павелпа Сила умне çĕре ӳкнĕ. 30 Унтан, вĕсене тĕрмерен ертсе тухсан, çапла каланă: «Эй, хисеплĕ çыннăмсем! Çăлăнас тесен манăн мĕн тумалла ĕнтĕ?» 31 «Иисус Христос Хуçамăра ĕнен, вара ху та, пĕтĕм кил-йышу та çăлăнĕ», – тенĕ вĕсем. 32 Унтан ăна хăйне те, ун килĕнчисене пурне те Хуçамăр сăмахне ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. 33 Çав каçах хуралçă вĕсене илсе кайнă та суранĕсене çуса тасатнă; вара тӳрех хăй те, пĕтĕм кил-йышĕ те тĕне кĕнĕ. 34 Килне илсе пырсан вĕсене апат çитернĕ, Турра ĕненме пуçланăшăн хăйĕн пĕтĕм кил-йышĕпе пĕрле савăнмаллипех савăннă. 35 Тул çутăлсан хула пуçлăхĕсем хăйсен пулăшуçисене Павелпа Силăна ирĕке кăларма хушса тĕрмене янă. 36 Тĕрме хуралçи çавна Павела пĕлтернĕ: «Хула пуçлăхĕсем сире кăларса яма хушнă, ĕнтĕ тухăр та канăçлăн кайăрах». 37 Анчах та Павел вĕсене çапла каланă: «Пире, Рим гражданĕсене, пĕтĕм халăх умĕнче судсăр-мĕнсĕр патакпа çаптарчĕç, унтан тĕрмене хупрĕç. Халĕ вара вăрттăн кăларса ярасшăн-и? Çук, хăйсем килсе хăйсемех кăларса яччăр пире». 38 Хула пуçлăхĕсен пулăшуçисем çак сăмахсене хăйсен пуçлăхĕсене кайса каласа панă. Вĕсем Рим гражданĕсем тенине илтсен хайхисен сехри хăпнă. 39 Вара вĕсем пырса каçару ыйтнă; тĕрмерен илсе тухсан, вĕсене хуларан кайма тархасланă. 40 Павелпа Сила вара тĕрмерен тухсанах Лидия патне кайнă. Унта вĕсем ĕненекен тăвансемпе курнăçса калаçнă, ӳкĕтлесе вĕрентнĕ, унтан тин çула тухнă.
Павелпа Сила Фессалоникăра
1 Амфипольпе Апполони урлă кайса, апостолсем Фессалоникăна çитнĕ. Унта иудейсен синагоги пулнă. 2-3 Хăнăхнă йăлипе Павел синагогăна кĕнĕ. Вăл унта виçĕ шăмат кун вĕрентнĕ. Павел вĕсене Христосăн асапланмалла, вилĕмрен чĕрĕлсе тăмалла пулни çинчен Çырнинчи сăмахсемпе ĕнентермелле ăнлантарнă. «Эпĕ сире Иисус çинчен ӳкĕтлесе вĕрентетĕп, Иисус вăл шăпах Турă Суйласа илни пулать те ĕнтĕ», – тенĕ вăл. 4 Иудейсенчен хăшĕ-пĕри ĕненме пуçланă, Турра хисеплекен нумай-нумай грек тата ятлă-сумлă чылай хĕрарăм Павелпа Сила енне çавăрăннă. 5 Çакна курсан, ĕненмен иудейсем питĕ кĕвĕçсе кайнă. Вĕсем, хула урамĕсенчи путсĕрсене пухса, ушкăнĕпех хула халăхне пăлхатса çӳренĕ. Унтан, Иасон çуртне йĕри-тавра хупăрласа илсе, Павелпа Силăна хăйсен аллине пама хистесех ыйтнă. 6 Анчах та вĕсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хăш-пĕр ĕненекенсене хула пуçлăхĕсем патне сĕтĕрсе кайнă. «Вĕсем пĕтĕм тĕнчипех халăха пăтратса çӳреççĕ, халĕ акă кунта та çитнĕ! – кăшкăрашнă ушкăнрисем. 7 – Иасон вара вĕсене хăй патне кĕртнĕ! Вĕсем пурте император хушнине хирĕç пыраççĕ, вĕсем урăххине, Иисуса, патша тесе хисеплеççĕ!» 8 Çапла вĕсем итлекен халăха та, хула пуçлăхĕсене те пăлхатса янă. 9 Анчах та пуçлăхсем Иасонпа ыттисенчен саклат укçи илнĕ те вĕсене ирĕке янă.
Верире
10 Ĕненекен тăвансем вара çав каçах Павелпа Силăна Верине сатнă. Унта çитсен вĕсем иудейсен синагогине кайнă. 11 Кунти халăх Фессалоника çыннисенчен пархатарлăрах пулнă, Турă сăмахне пĕтĕм кăмăлтан йышăннă. Кунсеренех вĕсем апостолсем вĕрентнине Çырнинче каланипе танлаштарса тĕрĕсленĕ. 12 Çапла вара иудейсенчен нумайăшĕ ĕненме пуçланă. Ĕненекенсем хушшинче ятлă-сумлă грек хĕрарăмĕсемпе арçыннисем те чылай пулнă. 13 Анчах та Фессалоникăри иудейсем Павел Верире те Турă сăмахне вĕрентнине пĕлсессĕн унта та пынă, халăха хĕтĕртме, пăлхатма пуçланă. 14 Вара ĕненекен тăвансем Павела тинĕс хĕрринелле каякан çулпа çийĕнчех леçсе янă. Силăпа Тимофей çавăнтах юлнă. 15 Леçсе яракансем Павела Афинăна çитичченех ăсатнă, унтан хăйсем каялла тавăрăннă. Павел вĕсене: «Силăпа Тимофей хăвăртрах ман патăма килччĕр», – тесе пĕлтерме хушса янă.
Павел Афинăра
16 Силăпа Тимофея Афинăра кĕтсе пурăннă чухне, пуççапмалли кĕлеткесем хулипех тăнине курса, Павелăн чунĕ тăвăлсах çитнĕ. 17 Çапла вара, вăл иудейсемпе тата Турра хисеплекен ытти çынсемпе синагогăра калаçнă. Тата Павел кунсеренех пасар вырăнĕнче тĕл пулакансемпе те калаçнă. 18 Хăш-пĕр философсем – эпикурсемпе стоиксем – унпа тавлашма пуçланă. Вĕсем Павел Иисус çинчен, вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси çинчен вĕрентнине илтнĕ. «Çак пуш параппан мĕн каласшăн ара?» – тенĕ пĕрисем. «Вăл темле ют турăсем çинчен вĕрентет пулас», – тенĕ тата теприсем. 19 Вара вĕсем Павела ареопаг пухăвне илсе пынă. «Пире те каласа парсамччĕ, – тенĕ вĕсем, – эсĕ ӳкĕтлекен çĕнĕ вĕрентӳ мĕнлерехскер? 20 Итлетпĕр те – эсĕ темле тĕлĕнмелле япаласем çинчен калаçатăн, çавăнпа та ку мĕнле вĕрентӳ пулнине пĕлес терĕмĕр». 21 Афины çыннисем тата хулари урăх çĕр-шыв çыннисем мĕн те пулин çĕнни çинчен калаçса е итлесе вăхăта ирттерме питĕ юратнă. 22 Павел ареопаг пухăвĕ умне тухса тăнă та çапла каланă: «Эй, Афины çыннисем! Сăнатăп та – эсир питĕ тĕн-тĕшмĕшлĕ пулнине куратăп. 23 Мĕншĕн тесен сирĕн сăваплă вырăнăрсене пăхса çӳренĕ чухне эпĕ пĕр чӳк вырăнĕ асăрхарăм. Çавăнта „пĕлмен Турă валли“ тесе çырса хунăччĕ. Эпĕ сире шăпах хăвăр пĕлмесĕр пуççапакан Турă çинчен ӳкĕтлесе вĕрентетĕп те. 24 Тĕнчене тата тĕнчере мĕн пуррине пĕтĕмпех пултарнă Турă – çĕрпе пĕлĕт Хуçи. Вăл этем аллипе лартнă кĕлĕ çурчĕсенче пурăнмасть. 25 Этем аллипе туни нимĕн те Ăна кирлĕ мар. Вăл Хăй пурне те пурăнăçпа чĕрĕлĕх тата тем те пĕр парса тăрать. 26 Пĕтĕм çĕр пичĕ çинче пурăнччăр тесе, Вăл пĕр этемрен пĕтĕм этемлĕхе пултарнă. Çак çĕр çинче çынсем пурăнас вăхăта тата вырăна Вăл малтанах палăртса хунă. 27 Çакна Вăл çынсем Хăйне шыраччăр, чун-чĕрепе туйса Хăйне тупма ăнтăлччăр тесе тунă. Тĕрĕссипе вара Турă пирĕнтен кашнинчен инçех те мар. 28 Мĕншĕн тесен эпир Вăл пуртан пурăнатпăр, çӳретпĕр, хамăр та пур. Сирĕн хăш-пĕр сăвăçăрсем калашле: „Эпир – Унăн йăхĕнчен“. 29 Çапла ĕнтĕ, эпир хамăр Турă йăхĕнчен пулнине пĕлсе тăратпăр. Эппин этем шутласа кăларнă, ылтăнран, кĕмĕлтен е чултан сталаса тунă кĕлетке Турă евĕрлĕ тесе шухăшлани тĕрĕс мар. 30 Çапла вара, эпир ĕлĕк ним пĕлменнине манăçа хăварса, Турă халĕ пур çынсене те, пур çĕрте те ӳкĕнме хушать. 31 Хăй малтанах суйласа илнĕ Çын урлă пĕтĕм тĕнчене тӳрĕ суд тумалли куна Турă палăртса хунă ĕнтĕ. Çавна çынсене пурне те ĕнентерес тесе, Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă». 32 Вилнисем чĕрĕлесси çинчен илтсен пухура ларакансенчен хăшĕ-пĕрисем тăрăхласа кулма пуçланă. «Эпир сана тепĕр чух та итлĕпĕр-ха», – тенĕ теприсем. 33 Вара Павел пухуран тухса кайнă. 34 Çапах темиçе çын, Павел майлă пулса, ĕненме пуçланă. Вĕсем хушшинче ареопаг пухăвĕнче ларакан Дионисий, Дамарь ятлă хĕрарăм тата ыттисем те пулнă.
Павел Коринфра
1 Çавăн хыççăн Павел, Афинăран кайса, Коринфа пынă. 2 Унта вăл Понт çĕрĕнче çуралнă Акила ятлă пĕр иудейпа унăн арăмне Прискиллăна шыраса тупнă та вĕсем патне кĕнĕ. Вĕсем анчахрах Италирен куçса килнĕ пулнă, мĕншĕн тесен Клавдий император иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнă пулнă. 3 Павелпа Акила иккĕшĕ те пĕр ĕçпе ĕçленĕ: вĕсем чатăр тăвакансем пулнă. Çавăнпа Павел вĕсем патĕнчех юлнă та пĕрле ĕçлесе пурăннă. 4 Шмат кунсерен Павел синагогăра калаçнă, иудейсемпе грексене ӳкĕтленĕ. 5 Хайхи Силăпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чĕри хистенипе Павел иудейсене Иисус вăл Турă Суйласа илни тесе çирĕплетсех пĕлтернĕ. 6 Анчах та иудейсем Павела хирĕçлесе тем тĕрлĕ усал сăмах каласа пĕтернĕ. Вара Павел тумтирĕ çинчи тусанне силле-силле çапла каланă: «Сирĕн çылăхăр хăвăр пуçăр çинчех юлать. Эпĕ – таса. Паянтан урăх халăх çыннисем патне каятăп». 7 Вара вăл унтан пăрăнса утнă та Турра пит хисеплекен пĕр Иуст ятлă çын патне кĕнĕ. Унăн çурчĕ синагогăпа юнашарах пулнă. 8 Синагога пуçлăхĕ Крисп тата унăн пĕтĕм кил-йышĕ Хуçамăра ĕненекенскерсем пулнă. Павел сăмахĕсене итлесе Коринф çыннисенчен нумайăшĕ ĕненме пуçланă, тĕне кĕнĕ. 9 Пĕррехинче çĕрле Хуçамăр, Павела курăнса, çапла каланă: «Ан хăра! Ӳкĕтле, вĕрентме ан чарăн. 10 Эпĕ санпах пулăп, çавăнпа та сана никам та усал тăваймĕ: ку хулара Манăн çыннăмсем нумай». 11 Вара Павел çавăнта хула халăхне Турă сăмахне вĕрентсе çулталăк çурă пурăннă. 12 Ахаияра Рим лартнă Галлион пуçлăх хуçаланнă чухне иудейсем пĕр каварлă пулса Павела ярса тытнă та суд умне тăратнă. 13 «Çакскер çынсене Турра хисеплеме Моисей саккунĕ хушнă пек вĕрентмест», – тенĕ вĕсем. 14 Павел çăварне уçма ĕлкĕричченех Галлион иудейсене çапла каланă: «Иудейсем! Енчен те эсир хăвăра кӳрентерни çинчен, йĕркене пăсни çинчен евитленĕ пулсан, эпĕ сирĕн сăмахăра итленĕ пулăттăм. 15 Анчах та кунта тĕрлĕ вĕрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунĕ пирки тавлашу пырать. Çавăнпа та ку ыйтусене хăвăрах татса парăр. Кунашкал ĕçре ман судья пулас килмест». 16 Вара вĕсене суд çуртĕнчен хăваласа кăларса янă. 17 Мĕн пур грексем синагога пуçлăхне Сосфена ярса тытнă та суд çурчĕ умĕнчех хĕне пуçланă. Галлион хушша-хуппа кĕмен.
Павел Антиохине тавăрăнни
18 Коринфра татах чылай хушă пурăннă хыççăн Павел, ĕненекен тăванĕсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнă. Прискиллăпа Акила та унпа пĕрлех пынă. Турра панă сăмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире çӳçне кастарнă. 19 Çапла вĕсем Ефес хулине çитнĕ. Унта Павел, Прискиллăпа Акилăран уйăрăлса, синагогăна кĕнĕ те иудейсемпе калаçма пуçланă. 20 Иудейсем ăна хăйсем патĕнче тата кăштах та пулин юлма тархасланă, анчах та Павел килĕшмен. 21 Вара вĕсемпе сывпуллашнă май вăл çапла каланă: «Çывхарса килекен уява манăн Иерусалимрах кĕтсе илмелле, Турра кирлĕ пулсан, эпĕ сирĕн патăра тавăрăнăп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнă. Акилăпа Прискилла Ефесрах юлнă. 22 Павел карап çинчен Кесарире анса юлнă, унтан Иерусалима пынă. Унта вăл ĕненекен ушкăнрисемпе курнăçса калаçнă та Антиохине тухса кайнă. 23 Пĕр вăхăт унта пулнă хыççăн Павел каллех çула тухнă. Вăл, вĕренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги çĕрĕсен пур кĕтесĕсенче те пулнă.
Аполлос Ефесра вĕрентни
24 Александрияра çуралнă Аполлос ятлă пĕр иудей Ефеса пынă. Вăл пит ăста калаçакан, Çырнине тĕплĕ пĕлекен çын пулнă. 25 Пĕлессе Аполлос Хуçамăрăн çул пуçламăшне кăна – Иоанн шыва кĕртни таран çеç – пĕлнĕ. Çапах та вăл Хуçамăр çинчен чунĕпе çунса, тĕрĕс вĕрентнĕ. 26 Вăл синагогăра та пит хастар вĕрентме пуçланă. Вăл вĕрентнине илтсен Акилăпа Прискилла ăна хăйсем патне чĕннĕ те Хуçа Туррăмăрăн çулĕ çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса панă. 27 Аполлос Ахаияна кайма шухăш тытнă. Çавна пĕлсен ĕненекен тăвансем унти вĕренекенсем патне Аполлоса хапăл тума ыйтса çыру янă. Вырăна çитсессĕн вăл Турă тивлечĕпе ĕненекенсене нумай пулăшнă. 28 Мĕншĕн тесен Аполлос пĕтĕм халăх умĕнчех иудейсемпе тавлашса çиеле тухнă: Çырнинче каланисемпе усă курсах Иисус вăл Турă Суйласа илни тесе ĕнентерме пултарнă.
Павел Ефесра пулни
1 Аполлос Коринфра пурăннă вăхăтра Павел сăртлă-туллă тăрăхсенче çул çӳренĕ. Унтан вăл Ефеса çитнĕ те хăш-пĕр вĕренекенсемпе тĕл пулнă. 2 «Ĕненме пуçласассăн эсир Святой Сывлăш илтĕр-и?» – тенĕ вăл вĕренекенсене. «Эпир Святой Сывлăш пур тенине те илтмен», – тавăрнă лешсем. 3 «Апла пулсан эсир мĕнле ĕненӳпе тĕне кĕнĕ-ха?» – ыйтнă вара Павел. «Эпир Иоанн вĕрентнĕ пек шыва кĕтĕмĕр», – хуравланă вĕсем. 4 «Иоанн çылăхран ӳкĕнтерсе шыва кĕртнĕ. Вăл халăха хăй хыççăн Килекене, Христос Иисуса ĕненме ӳкĕтленĕ», – тенĕ вара Павел. 5 Çакна илтсен вĕсем Иисус Хуçамăр ячĕпе тĕне кĕнĕ. 6 Павел вĕсем çине аллине хурсан, вĕсем çине Святой Сывлăш аннă. Вара вĕсем хăйсем малтан пĕлмен чĕлхесемпе тата пророкла калаçа пуçланă. 7 Пурĕ вĕсем вун икĕ çынна яхăн пулнă. 8 Павел пĕр хăрамасăрах синагогăра виçĕ уйăх ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. Вăл çынсене Турă Патшалăхĕ çинчен питĕ ĕнентермелле кала-кала кăтартнă. 9 Анчах та хăшĕ-пĕрисем ĕненмен. Вĕсем çиллисене ниçта шăнăçтараймасăр Хуçа Туррăмăрăн çулне халăх умĕнчех хурла пуçланă. Çавăнпа Павел вĕренекенĕсене хăйпе пĕрле илсе унтан пăрахса кайнă, Тиранн ятлă çыннăн училищинче вĕсене куллен ӳкĕтлесе вĕрентнĕ. 10 Çапла пĕр икĕ çул та иртнĕ. Çавăнпа Асире пурăнакансем пурте – иудейсем те, грексем те – Иисус Хуçамăр çинчен пĕлтернĕ ӳкĕте илтнĕ.
Скева ывăлĕсем
11 Турă Павел урлă тĕлĕнмелле ĕçсем нумай тунă. 12 Чирлисене Павелăн ал шăллийĕпе е саппунĕпе витсен, лешсем сывалнă. Вĕсен ăшĕнчи усал сывлăшсем те туха-туха тарнă. 13 Ялтан яла çӳресе усал сывлăш ернисене сыватакан иудейсен хăш-пĕр тухатмăшĕсем те Иисус Хуçамăр ятне асăна пуçланă: «Сире, усал сывлăшсене, Павел ӳкĕтлесе вĕрентекен Иисус ячĕпе тухма хушатпăр!» – тесе тухатнă вĕсем. 14 Иудейсен Скева ятлă аслă священникĕн çичĕ ывăлĕ çапла хăтланса çӳренĕ. 15 Анчах та усал сывлăш вĕсене каланă: «Иисуса та пĕлетĕп, Павела та пĕлетĕп, эсир вара кам пулатăр?» 16 Унтан усал сывлăш ернĕ çын тухатмăшсем çине çав тери вăйлăн сиксе ӳкнĕ те вĕсене парăнтарнă. Вара вĕсем, хĕнесе пĕтернĕскерсем, çав çуртран çарамасах тухса тарнă. 17 Ефесра пурăнакан иудейсемпе грексем çак ĕç çинчен пĕлсен хăраса ӳкнĕ. Çавăнтанпа пурте Иисус Хуçамăр ятне хисеплеме пуçланă. 18 Вара Хуçамăра ĕненекен нумай çын пыра-пыра хăйсен ĕçĕсем пирки пĕр пытармасăр каласа кăтартнă. 19 Чылай тухатмăш-юмăç та, хăйсен ăрăм кĕнекисене пĕр çĕре пухса, пĕтĕм халăх умĕнче çунтарса янă. Унтан çунтарса янă кĕнекесен хакне шутласа пăхнă, вĕсен хакĕ аллă пин кĕмĕл укçана яхăн пулнă. 20 Çакнашкал хăватлăн сарăлса, вăй илсе пынă Хуçамăр сăмахĕ.
Ефесри пăлхав
21 Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Павел Македонипе Ахаия урлă Иерусалима кайма шут тытнă. «Иерусалимран вара манăн Рима каймалла», – тенĕ вăл. 22 Унтан вăл хăйĕн икĕ пулăшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янă, хăй вара вăхăтлăха Асирех юлнă. 23 Çав вăхăтра Хуçамăрăн вĕрентĕвне хирĕç пысăк пăлхав пуçланнă. 24 Димитрий ятлă пĕр кĕмĕл ăсти пулнă. Çавскер грексен Артемида туррине кĕлтумалли çуртăн пĕчĕк ĕлкине кĕмĕлтен туса сутса пурăннă, çак ĕçпе ытти ăстасем те нумай тупăш илнĕ. 25 Димитрий кĕмĕлçĕсене тата ытти ăстасене пухнă та çапла каланă: «Тусăмсем! Эпир тулăх пурăнасси çак ал ăсталăхĕнчен килнине пурте пĕлетпĕр. 26 Акă халĕ хăвăрах курса-илтсе тăратăр: Павел текенскер Ефес çыннисене кăна мар, пĕтĕм Аси халăхне тенĕ пекех, этем аллипе ăсталанă япаласем турă мар тесе, хăйĕн ĕненĕвĕ енне çавăрчĕ. 27 Пирĕншĕн кунашкал вĕрентӳ питĕ сиенлĕ. Хамăр ал ăсталăхĕ хисепрен тухни тем мар-ха, аслă Артемида турра кĕлтумалли çурт та пăрахăçа тухĕ. Пĕтĕм Аси, пĕтĕм тĕнче хисеплесе пуççапакан Артемида туррăн чапĕ пĕтсе ларĕ». 28 Çакна илтсен ыттисем пурте питĕ çилленсе кайнă. «Ефесри Артемида аслă!» – тесе кăшкăра пуçланă вĕсем. 29 Часах пĕтĕм хула халăхĕ пăлханса кайнă. Çынсем Павелпа пĕрле Македонирен пынă Гаийпе Аристарха ярса тытнă. Вара пурте пĕр çын пек пулса вĕсене театр кăтартмалли вырăна сĕтĕрсе кайнă. 30 Павел халăх хушшине кĕресшĕн пулнă, анчах та вĕренекенĕсем ăна чарнă. 31 Çавăн пекех Павелпа туслă хăш-пĕр Аси пуçлăхĕсем те ăна театр вырăнне пырса ан курăн тесе калама çынсем янă. 32 Пухура ним йĕрки те пулман: пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă. Пухăннисенчен чылайăшĕ вара хăйсем кунта мĕншĕн пуçтарăннине те пĕлмен. 33 Иудейсем сĕннипе халăх хушшинчен Александр ятлă çынна чĕнсе кăларнă. Вăл, аллипе паллă кăтартса, халăха шăпланма ыйтнă. 34 Анчах та вăл иудей пулнине пĕлсессĕнех пурте пĕр харăс: «Ефесри Артемида аслă!» – тесе кăшкăрса янă. Çапла вĕсем пĕр-икĕ сехете яхăн кăшкăрашнă. 35 Унтан халăх умне йĕрке хуралçи тухнă та лăплантарса каланă: «Эй, Ефес çыннисем! Ефес хули аслă Артемидăшăн тата Диопетшăн епле тăрăшнине кам пĕлмест пулĕ? 36 Эппин, кун пирки тавлашмалли те çук пулсан, сирĕн лăпланмалла, хыпкаланса ӳкмелле мар. 37 Эсир вара кунта çак çынсене вăйпах сĕтĕрсе килтĕр. Вĕсем Артемидăн кĕлĕ çуртне те çаратман, сирĕн туррăра та хурламан. 38 Енчен те Димитрийпе ытти ăстасем кама та пулин явап тыттарас теççĕ пулсан, пирĕн çав ĕçсене тума суд та, Рим лартнă пуçлăхсем те пур: вĕсем пĕр-пĕрне кунта мар, çавсем умĕнче айăплаччăр. 39 Сирĕн тата мĕнле те пулин урăх ыйту таврашĕ пур пулсан, ăна йĕркене пăхăнса пуçтарнă халăх пухăвĕнче татса парĕç. 40 Паянхи ĕç-пуçшăн пире хамăра пăлхав çĕкленĕ тесе айăплама пултарасран пирĕн асăрханмалла. Халăх пухăннине тӳрре кăларма пирĕн нимĕнле сăлтав та çук». Çакна каланă хыççăн вăл вара пухăва салатнă.
Павел Македонипе Грецире
1 Плхав чарăнсан Павел вĕренекенсене чĕнсе илсе хавхалантарнă, ӳкĕтленĕ, вара сывпуллашнă та Македонине тухса кайнă. 2 Македони витĕр тухнă чухне те вăл çул тăршшĕпех, Грецие çитичченех, Иисуса ĕненекенсене пит нумай ӳкĕтлесе хавхалантарнă. 3 Грецире Павел виçĕ уйăх пурăннă. Ун хыççăн вăл Сирие тинĕспе кайма шут тытнă, анчах та иудейсем хăйне хирĕç кавар тунă пирки каялла Македони урлах тавăрăнма шухăшланă. 4 Унпа пĕрле Аси таранах Вери çынни Пирр Сосипатрĕ, фессалоникăсем Аристархпа Секунд, Дерви çынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынă. 5 Вĕсем маларах кайса пире Троадăра кĕтме пулчĕç. 6 Эпир вара, тутлăлла çăкăр уявĕн кунĕсем иртсен, Филиппы хулинчен караппа тухрăмăр. Унтан тепĕр пилĕк кунтан Троадăра вĕсемпе тĕл пултăмăр, унта çичĕ кун пурăнтăмăр.
Евтиха вилĕмрен чĕртни
7 Эрнен малтанхи кунĕнче эпир пурте çăкăр хуçса çимелли йăлана тума пухăнтăмăр. Тепĕр куннех çула тухма шут тытнăран Павел вĕренекенсемпе çур çĕрчченех калаçрĕ. 8 Эпир пухăннă хăтлă пӳлĕмре çутаткăçсем нумайччĕ. 9 Чӳрече янаххи çинче Евтих ятлă пĕр çамрăк ларатчĕ. Çавскер Павелăн вăраха кайнă сăмахне итлесе ларнă май çывăрах кайнă. Вара ыйхă тĕлĕшпе виççĕмĕш хутран çĕре персе анчĕ. Ăна çĕклесе тăратнă чухне вăл вилсе те кайнăччĕ ĕнтĕ. 10 Павел анчĕ те, çамрăк çын çине пĕшкĕнсе, ăна ыталаса илчĕ. «Ан кулянăр, – терĕ вăл, – унăн чунĕ тухман-ха!» 11 Унтан Павел çӳлти хута хăпарса çăкăр хуçса çирĕ. Çапла вăл тул çутăличченех калаçса ларчĕ, кайран çула тухса кайрĕ. 12 Çав вăхăтрах хайхи çамрăк çынна, чĕрĕскерне, çавăтса кĕчĕç. Ăна курсан пурте савăнмаллипех савăнчĕç.
Троадăран Милита кайни
13 Павел çула тухичченех эпир карап çине лартăмăр та ăна хамăрпа илмешкĕн Асс хулине ишсе кайрăмăр. Мĕншĕн тесен, хăй çуран кайма пулнăран, вăл пире çапла тума хушса хăварнăччĕ. 14 Эпир унпа Асра тĕл пултăмăр та ăна лартса Митилинăна пырса çитрĕмĕр. 15 Унтан ишсе кайса тепĕр кунне эпир Хиос утравĕ патĕнче чарăнтăмăр, тата тепĕр кунне вара Самоса çитрĕмĕр. Унтан Трогиллине кĕрсе тухрăмăр та тепĕр кунне Милита пытăмăр. 16 Асире вăхăта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кĕрсе тăрас темерĕ. Мĕншĕн тесен, ĕлкĕрейсен, аллăмĕш кун уявĕ тĕлне вăл Иерусалимра пуласчĕ тесе васкарĕ.
Павел Ефесри пресвитерсемпе калаçни
17 Вăл Милитран Ефеса çынсем ярса унти ĕненекен ушкăн пресвитерĕсене чĕнтерсе пычĕ. 18 Вĕсем ун патне пухăнсан, Павел вĕсене çапла каларĕ: «Асие килнĕренпех, малтанхи кунран пуçласах, эпĕ яланах сирĕнпе пулнине эсир пĕлетĕр. 19 Иудейсен усал шухăшĕсене пула хĕн-хур курса нумай куççуль тăкма лекрĕ пулин те, эпĕ пĕтĕм йăвашлăхăмпа Хуçамăршăн ĕçлерĕм. 20 Пĕтĕм халăх умĕнче е килрен киле çӳресе кирек мĕн пирки ӳкĕтлесен те, кирек мĕн вĕрентсен те, сире усăллине мĕн те пулин каламасăр хăварас марччĕ терĕм. 21 Эпĕ иудейсене те, грексене те Турă умĕнче ӳкĕнмелли çинчен, Иисус Христос Хуçамăра ĕненмелли çинчен хыпарларăм. 22 Халĕ ĕнтĕ, Святой Сывлăшăн туртăмне пăхăнса, манăн Иерусалима каймалла. Эпĕ унта хама мĕн кĕтнине те пĕлместĕп. 23 Мĕн пĕлетĕп-ха? Мана тĕрме тата хуйхă кĕтни çинчен Святой Сывлăш кашни хуларах асăрхаттарать. 24 Анчах та эпĕ ниме те пăхса тăмастăп, пурнăçăма шеллеместĕп, Иисус Хуçамăр хама шанса панă ĕçĕме – Турă тивлечĕллĕ Ырă Хыпара ӳкĕтлесе вĕрентессине – вĕçне çити хавасланса туса тăраясчĕ кăна. 25 Эпĕ сирĕн хушшăрта Турă Патшалăхĕ çинчен ӳкĕтлесе вĕрентрĕм. Ĕнтĕ тек эсир мана кураяс çуккине пĕлетĕп. 26 Çавăнпа паянах сире пĕлтерес терĕм: сирĕнтен хăшĕ те пулин çăлăнаймасан, эпĕ айăплă мар. 27 Мĕншĕн тесен эпĕ сире Турă ирĕкĕ çинчен мĕн хыпарламаллине йăлтах каларăм. 28 Çапла вара, сыхланса пурăнăр, пĕтĕм кĕтĕве те сыхлăр. Сире çав кĕтĕве пăхма Святой Сывлăш шанса панă. Ĕненекен ушкăн кĕтӳçисем пулăр. Çав ушкăна – Хуçамăрăн тата Туррăн Чиркĕвне – Вăл Хăйĕн Юнĕпе тӳлесе илнĕ. 29 Эпĕ кайнă хыççăн кĕтĕве хĕрхенмен тискер кашкăрсем сирĕн патăра пырасса пĕлетĕп. 30 Вĕренекенсене хăйсем хыççăн илсе каяс тесе ултавлă калаçакансем хăвăр хушшăртанах тупăнĕç. 31 Çавăнпа ĕнтĕ сыхă тăрăр! Эпĕ сирĕнтен кашнинех виçĕ çула яхăн кунĕн-çĕрĕн, куççуль тухичченех вĕрентсе пурăннине ан манăр. 32 Эй, тăванăмсем! Халĕ ĕнтĕ эпĕ сире Турă аллине, Унăн тивлетлĕ сăмахĕн хӳттине шанса парса хăваратăп. Турă сăмахĕ сире ӳкĕтлесех тăма та, мĕн пур сăвапласа тасатнисемпе пĕрле еткерне пама та пултарĕ. 33 Эпĕ никамран та ылтăн-кĕмĕл те, çи-пуç та илесшĕн пулмарăм. 34 Хама тата юлташăмсене кирлине хамăн çак аллăмсемпе ĕçлесе илнине эсир пĕлетĕр. 35 Çапла тăрăшса халсăррисене пулăшмаллине, Иисус Хуçамăр сăмахне асра тытмаллине эпĕ сире хамăн тĕслĕхĕмпе кăтартса патăм. Иисус Хăй çапла каланă: „Парасси илессинчен пахарах“». 36 Çак сăмахсене каласан Павел чĕркуçленсе ларнă та ыттисемпе пĕрле кĕлтунă. 37 Çавăн чухне пурте йĕрсех янă, Павела ытала-ытала чуптунă. 38 Тек эсир мана кураяс çук тесе каланă Павелăн сăмахĕсем вĕсен чунĕсене уйрăммăнах хытă пырса тивнĕ. Кайран вĕсем ăна карап патне çитичченех ăсатса янă.
Иерусалима кайни
1 Эпир, вĕсенчен уйăрăлсан, тинĕспе ишсе тӳрех Коса пытăмăр. Тепĕр кунне Родоса, унтан Патарăна çитрĕмĕр. 2 Унта Финикине каякан пĕр карап тупрăмăр та çавăн çине ларса çула тухрăмăр. 3 Кипр утравĕ курăна пуçласан, ăна сулахая хăварса Сирие ишсе кайрăмăр. Карап çинчи тиеве Тир хулинче пушатмалла пулнăран эпир çав хула çыранĕнче чарăнтăмăр. 4 Унта эпир Иисуса ĕненекенсене шыраса тупрăмăр та çичĕ кун пурăнтăмăр. Святой Сывлăш систернипе вĕсем Павела Иерусалима ярасшăн марччĕ. 5 Кайма вăхăт çитсен эпир каллех çула тухрăмăр. Иисуса ĕненекенсем, арăмĕсемпе тата ачисемпе пĕрлех, пире хуларан тухичченех ăсатса ячĕç. Тинĕс хĕрринче вара чĕркуçленсе ларсах кĕлтурăмăр. 6 Унтан пĕр-пĕринпе сывпуллашрăмăр та, эпир карап çине лартăмăр, вĕсем килĕсене тавăрăнчĕç. 7 Çапла эпир тинĕспе Тиртан Птолемаидăна çитрĕмĕр; унта тăвансемпе курнăçрăмăр та вĕсем патĕнчех кун каçрăмăр. 8 Тепĕр кунне Павел тата эпир, унпа пĕрле çӳрекенсем, çула тухрăмăр та Кесарине çитрĕмĕр. Унта эпир Ырă Хыпар саракан Филипп патĕнче пурăнтăмăр. Вăл çичĕ диаконран пĕриччĕ. 9 Филипăн пророкла калаçакан тăватă хĕрĕ пурччĕ. 10 Вĕсем патĕнче эпир чылай пурăнтăмăр. Çав вăхăтра Иудейăран пĕр Агав ятлă пророк пычĕ. 11 Пирĕн пата кĕрсен вăл Павел пиçиххине илчĕ те хăйĕн алли-урине çыхса лартрĕ. «Мана Святой Сывлăш çапла калать, – терĕ вăл унтан. – Çак пиçиххи камăн, çавна иудейсем Иерусалимра çапла тытса çыхĕç те урăх халăх çыннисен аллине парĕç». 12 Çакна илтсен эпир те, унти ытти çынсем те Павела: «Иерусалима ан кай», – тесе тархасларăмăр. 13 «Мĕн тăватăр эсир? Мĕншĕн йĕрсе чĕреме çуратăр? – терĕ пире Павел. – Эпĕ Иисус Хуçамăр ячĕшĕн Иерусалимра хама çыхса пăрахтарма кăна мар, вилме те хатĕр». 14 Ăна ӳкĕте кĕртсе пулмарĕ. «Хуçа Турă ирĕкĕ пултăр эппин!» – терĕмĕр те лăплантăмăр. 15 Вĕсем патĕнче пурăннă хыççăн эпир çула пуçтарăнтăмăр та Иерусалима кайма тухрăмăр. 16 Пирĕнпе пĕрле Кесарири хăш-пĕр вĕренекенсем те пычĕç. Вĕсем пире пĕр Мнасон ятлă Кипр çынни патне хваттере кĕртме пулчĕç. Çак Кипр çынни тахçантанпах Иисус вĕренекенĕ пулнă-мĕн.
Павел Иаков патĕнче
17 Иерусалима çитсен ĕненекен тăвансем пире питĕ хапăлласа йышăнчĕç. 18 Тепĕр кунне эпир Павелпа пĕрле Иаков патне кайрăмăр. Унта пресвитерсем пурте пухăнчĕç. 19 Павел вĕсене саламларĕ те Турă хăйĕн урлă урăх халăхсем хушшинче мĕн-мĕн тунине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ. 20 Ун сăмахне итлесе пĕтернĕ хыççăн вĕсем Турра мухтарĕç. Унтан Павела çапла каларĕç: «Иисуса ĕненекенсем хушшинче миçе пин иудей пулнине куратăн-и, тăванăм? Вĕсем пурте Моисей саккунне çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ. 21 Сан пирки вара вĕсем тĕрлĕ сăмах илтсе пĕтнĕ. Эсĕ ытти халăхсем хушшинче пурăнакан иудейсене авалхи йăласене тытса пыма та, ачисен ӳчĕсене кастарма та чарасшăн имĕш. Çапла майпа эсĕ Моисей саккунне пăрахма вĕрентетĕн тесе калаçкалаççĕ. 22 Мĕскер тумалла? Ахăртнех, халăх нумай пуçтарăнать пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем эсĕ килсе çитнине пĕлĕç. 23 Çавăнпа та эпир мĕн хушнине тусамччĕ. Пирĕн хушăра Моисей саккунĕпе тупа тунă тăватă çын пур. 24 Эсĕ вĕсене хăвпа ил те вĕсемпе пĕрле тасалу йăлине туса ирттер. Вĕсен Турра парне кӳнĕ тăкакĕсене ху çине ил, унтан вĕсем çӳçĕсене кастарччăр. Вара пурте сан пирки илтнĕ сăмах суя пулнине, эсĕ ху та Моисей саккунне тытса пынине курĕç. 25 Ĕненекен урăх халăх çыннисем патне вара эпир çапла çыру ятăмăр: чӳклесе панă апат-çимĕçе ан çийĕр, апат-çимĕçе юнран, пăвса вĕлернĕ выльх-чĕрлĕх ашĕнчен ан хатĕрлĕр, аскăнлăхран сыхланăр. Çаксене тытса пыни çителĕклĕ». 26 Унтан Павел çак тупа тунă çынсене хăйпе пĕрле илсе тасалу йăлине туса ирттерчĕ. Тепĕр кунне вăл Турă Çуртне кĕрсе тасалу йăли хăçан вĕçленессине тата кашнишĕн Турра хăçан парне парассине пĕлтерчĕ.
Павела тытни
27 Тасалу йăлине тума пуçлани çичĕ кун çитнĕ. Асири темиçе иудей, Павела Турă Çуртĕнче курсан, халăха хĕтĕртсе янă та ăна тытнă. 28 Хăйсем çапла кăшкăра пуçланă: «Эй, Израиль çыннисем! Пулăшăр! Çак çын пур çĕрте те хамăра хирĕçле, хамăр саккуна хирĕçле, Турă Çуртне хирĕçле вĕрентӳ сарса çӳрет. Çитменнине вăл халĕ тата, Турă Çуртне грексене ертсе килсе, çак сăваплă вырăна ирсĕрлетрĕ!» 29 Вĕсем кăшт маларах Павела хулара Трофим ятлă Ефес çыннипе пĕрле курнă пулнă, çавăнпа вĕсем Павел Трофима та Турă Çуртне илсе кĕнĕ пулĕ тесе шухăшланă. 30 Хула халăхĕ хускалса кайнă, Турă Çурчĕ патне халăх пухăнса тулнă. Унтан Павела тытса Турă Çуртĕнчен сĕтĕрсе тухнă та алăкĕсене питĕрсе илнĕ. 31 Вĕсем ăна вĕлерме те хатĕрленнĕ ĕнтĕ, анчах та пинпĕве пĕтĕм Иерусалим пăлханни çинчен пĕлтерме ĕлкĕрнĕ. 32 Лешĕ вара тӳрех, çĕрпӳсемпе салтаксене пĕрле илсе, халăх пуçтарăннă çĕре васканă. Вĕсене асăрхасан тин халăх Павела хĕнеме чарăннă. 33 Çавăн чухне пинпӳ çывăхарах пынă та Павела тытса икĕ сăнчăрпа çыхса лартма хушнă. «Мĕнле çын куМĕн турĕ вăл?» – тесе ыйтнă унтан вăл халăхран. 34 Халăх хушшинчен пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрнă. Кунашкал пăтрашура тĕрĕссине нимĕн те пĕлме май килменрен пинпӳ ăна крепоçе илсе кайма хушнă. 35 Картлашкапа хăпарнă чух халăх кĕпĕрленнĕрен салтаксен ăна йăтса хăпарма тивнĕ, 36 мĕншĕн тесен хыçалтан темĕн чухлĕ халăх: «Вĕлерес ăна!» – тесе кăшкăрашса пынă. 37 Крепоçе кĕнĕ чухне Павел пинпӳрен ыйтнă: «Ман сана каламалли пур. Калама юрать-и?» «Эсĕ грекла та пĕлетĕн-им? – тенĕ лешĕ. 38 – Нумаях пулмасть пĕр Египет çынни, хулара пăлхав çĕклесе, хăйпе пĕрле пуш хире тăватă пине яхăн вăрă-хурах ертсе кайнăччĕ. Грекла пĕлетĕн пулсан, эсĕ çав çын пулмарăн апла?» 39 «Эпĕ Киликири пурте пĕлекен Тарс хулинче çуралнă иудей, – тенĕ Павел. – Тархасшăн, халăх умĕнче сăмах калама ирĕк парсам мана». 40 Хăйне калаçма ирĕк парсан, Павел пусма картлашки çинчен, халăха шăпланма ыйтса, аллипе паллă кăтартнă. Пурте шăплансан вăл еврейла çапла кала пуçланă.
Павел хăйне хӳтĕлесе каланă сăмах
1 «Эй, тăван çынсем! Сумлă ватăсем! Халĕ ĕнтĕ хама хӳтĕлесе каланине итлеме кăмăл тусамăрччĕ!» 2 Хăйсемпе Павел еврейла калаçа пуçланине илтсен вĕсем шăпăртах пулнă. 3 «Эпĕ Киликири Тарс хулинче çуралнă иудей, – тенĕ вăл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вĕрентсе ӳстернĕ. Эпĕ те сирнешкелех мăн асаттемĕрсен саккунне тĕрĕс тытса пыракан, Турăшăн тăрăшакан çын. 4 Иисус вĕрентĕвĕ хыççăн каякансене эпĕ хам та вĕлересле хĕсĕрлерĕм; арçынĕсене те, хĕрарăмĕсене те тытса çыхса тĕрмене хуптартăм. 5 Ку чăнах çапла пулнине аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем çирĕплетме пултараççĕ. Мана вĕсем Дамаскри тăвансем валли çыру та çырса парса янăччĕ. Вара эпĕ, унта ĕненекенсене сăнчăрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, çула тухрăм. 6 Хайхи Дамаскалла çывхарса пынă чухне, кăнтăрла тĕлĕнче, сасартăк тӳперен ман тĕле куçа шартармалла çутă анчĕ. 7 Эпĕ çĕре ӳкрĕм те хама калакан сасса илтрĕм. „Савл, Савл! – терĕ çав сасă. – Мĕншĕн эсĕ Мана хĕсĕрлетĕн?“ 8 Эпĕ Ăна хирĕç: „Кам пултăн Эсĕ?“ – терĕм. Вара Вăл мана çапла каларĕ: „Эпĕ – эсĕ хĕсĕрлекен Назорей Иисус“. 9 Манпа пĕрле пыракансем çутта курсан хăраса ӳкнĕ пулнă, анчах та манпа Калаçаканăн сассине илтмен. 10 „Турăçăм! – терĕм эпĕ çавăн чухне. – Мĕн тăвас-ха манăн?“ „Тăр та Дамаска кай, – тавăрчĕ мана Хуçамăр, – хăвна мĕн тума пӳрнине унта сана йăлтах калĕç“. 11 Дамаска мана хампа пĕрле пыракансем алран çавăтса илсе пычĕç, мĕншĕн тесен çав çутă хăвачĕпе эпĕ куçсăр пулса ларнăччĕ. 12-13 Унта ман патăма пĕр Анания ятлă çын пычĕ. Моисей саккунне çирĕп тытса пурăннăран ăна Дамаскри иудейсем пурте питĕ хисепленĕ. Анания ман ума пырса тăчĕ те каларĕ: „Савл тăванăм! Куракан пул!“ Эпĕ çав самантрах ăна куртăм. 14 Вара вăл мана каларĕ: „Мăн асаттемĕрсен Турри Хăй ирĕкне пĕлтерес тесе, Тӳрĕ Христоса кăтартас тесе, Хăйĕн çăварĕнчен тухакан сăмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнĕ. 15 Мĕншĕн тесен эсĕ пур çын умĕнче те Ун çинчен çирĕплетсе пĕлтерĕн, ху мĕн курни-илтни çинчен каласа параканĕ пулăн. 16 Çапла ĕнтĕ, мĕншĕн вăраха яратăн? Халех тăр та Иисус Хуçамăр ячĕпе шыва кĕрсе çылăхусенчен тасал“. 17 Унтан, Иерусалима тавăрăнсан, Турă Çуртĕнче кĕлтунă чухне эпĕ питĕ хавхаланса кайрăм. 18 Вара Ăна куртăм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терĕ Вăл мана, – мĕншĕн тесен эсĕ Ман çинчен çирĕплетсе каланине кунтисем йышăнмĕç“. 19 „Турăçăм! – терĕм вара эпĕ. – Сана ĕненекенсене эпĕ тĕрмене хуптарнине, синагогăсенче епле хĕненине вĕсем пĕлсе тăраççĕ-çке. 20 Сан çинчен çирĕплетсе калакан Стефан юнне тăкнă чухне эпĕ хам та, ăна вĕлернине ырласа, хĕнекенсен тумтирĕсене сыхласа унтах тăтăм“. 21 Вара Хуçамăр мана çапла каларĕ: „Каях, Эпĕ сана инçене, урăх халăхсем патне яратăп“».
Павел пинпӳ умĕнче
22 Çак сăмахсене каличчен халăх Павела итлес тесех итленĕ. Çакăн хыççăн вара кăшкăрашма пуçланă: «Кунашкал çын çĕр питĕнчен çухалтăр! Вăл пурăнма тивĕç мар!» 23 Вĕсем çаплах кăшкăрашнă, тумтирĕсене хыва-хыва пенĕ, ывăçла-ывăçла çӳлелле тусан сапнă. 24 Çав вăхăтра пинпӳ Павела крепоçе илсе кĕртме хушнă. Халăх мĕн сăлтавпа ăна хирĕç пулнине, кăшкăрашнине пĕлес тесе вăл Павела чĕн пушăпа çаптарма хушнă. 25 Анчах та хăйне тăсса хурса чĕнсемпе çыхсан Павел юнашар тăракан çĕрпĕве çапла каланă: «Рим гражданинне судсăр-мĕнсĕрех çаптарма сире кам ирĕк панă?» 26 Çĕрпӳ, çак сăмахсене илтсен, пинпӳ патне пынă та çапла каланă: «Мĕн тăвасшăн эсир? Ку çын Рим гражданинĕ-çке!» 27 Вара пинпӳ Павел патне пырса ыйтнă: «Эсĕ чăнах та Рим гражданинĕ-и?» «Чăнах», – тенĕ Павел. 28 «Рим гражданлăхне илес тесе нумай укçа-тенкĕ тăккаламалла пулчĕ манăн», – тенĕ пинпӳ. «Эпĕ вара Рим гражданинĕ пулса çуралнă», – хушса хунă Павел. 29 Ăна асаплантарма хатĕрленнисем çавăнтах ун патĕнчен пăрахса кайнă. Пинпӳ хăй Рим гражданинне çыхтарнине пĕлнĕ хыççăн шикленсе ӳкнĕ. 30 Тепĕр кунне пинпӳ, иудейсем Павела мĕншĕн айăпланине тĕплĕн пĕлес тесе, ăна тимĕрленĕ сăнчăрсене вĕçерттернĕ. Унтан вăл аслă священниксене тата синедрионра ларакан ытти çынсене пурне те пухăнма ыйтнă. Вара Павела унта илсе пынă та пуху умне кăларса тăратнă.
Павел синедрион канашĕ умĕнче
1 Павел синедрионра ларакансем çине пăхса çапла каланă: «Эй, тăван çыннăмăрсем! Эпĕ мĕн çак кунчченех Турă умĕнче таса кăмăлпа пурăнтăм». 2 Анчах та аслă священник Анания Павелпа юнашар тăракансене ăна тутинчен çапма хушнă. 3 Павел вара каланă: «Эй, хура чунна шурăпа сăрланăскер, Турă сана та çапĕ-ха! Сана кунта мана саккунпа суд тума лартнă, эсĕ вара, мана çапма хушса, саккуна ху пăсатăн!» 4 «Эсĕ Туррăн аслă священникне хурлатăн-и-ха?» – тенĕ юнашар тăракансем. 5 Вара Павел каланă: «Тăванăмсем! Вăл аслă священник пулнине эпĕ пĕлмен. Çырнинче чăнах та çапла калани пур: „Хăвăн халăхун пуçлăхне усал сăмах ан кала“». 6 Синедрионра ларакансен пĕр пайĕ саддукейсем, тепĕр пайĕ фарисейсем пулнине Павел пĕлнĕ. Çавăнпа вăл канаш умĕнчех хыттăн çапла каланă: «Эй, тăван çыннăмсем! Эпĕ фарисей, фарисей ывăлĕ, мана вилнисем чĕрĕлсе тăрасса шанса пурăннăшăн суд тăваççĕ». 7 Çак сăмахсене каласанах фарисейсемпе саддукейсем тавлашса кайнă, вара пуху икĕ пая уйăрăлнă. 8 Мĕншĕн тесен саддукейсем вилнисем чĕрĕлсе тăрасси те, ангелсем те, усал сывлăшсем те çук теççĕ. Фарисейсем вара çаксем пурте пур тесе ĕненеççĕ. 9 Пуху кĕрлесех кайнă: Моисей саккунне вĕрентекен хăш-пĕр фарисейсем ура çине сиксе тăрсах тавлаша пуçланă. «Ку çынна айăплама эпир нимле сăлтав та курмастпăр, – тенĕ вĕсем. – Тен, çак çын чĕлхи-çăварĕпе ангел е Сывлăш калаçнă-ха? Турра хирĕç каяр мар». 10 Тавлашу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пынă. Тавлашакансем Павела туртса çурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоçе леçме хушнă. 11 Тепĕр каçхине вара ăна Хуçамăр курăннă. «Хастар пул! – тенĕ Вăл. – Эсĕ Ман пирки Иерусалимра мĕнле çирĕплетсе пĕлтертĕн, Римра та çавнашкалах пĕлтерĕн-ха».
Павела хирĕç тунă кавар
12 Тепĕр кун ирхине хăш-пĕр иудейсем пуçтарăннă та Павела вĕлерме кавар тунă, ăна вĕлермесĕр ĕçместпĕр те, çиместпĕр те тесе тупа тунă. 13 Çапла тупа тăвакансем хĕрĕхĕн ытла пулнă. 14 Вĕсем аслă священниксемпе ятлă-сумлă çынсем патне пырса çапла каланă: «Эпир Павела вĕлермесĕр нимĕн те çиместпĕр тесе тупа турăмăр. 15 Çапла вара эсир, синедрионра ларакансемпе пĕрле, унăн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас йӳтĕмпе ăна ыран хăвăр патăра кăларттарăр. Çакна тума пинпĕве паянах пĕлтерсе хурăр. Эпир вара малтанах хатĕрленсе тăрăпăр та ăна кунта çитичченех вĕлерĕпĕр». 16 Çак кавар пирки Павел аппăшĕн ывăлĕ илтнĕ. Вара кайнă та, крепоçе кĕрсе, çакăн çинчен Павела систернĕ. 17 Павел çĕрпӳсенчен пĕрне чĕнсе илтернĕ те ăна çапла каланă: «Çак ачана пинпӳ патне ертсе кайăр-ха, унăн ăна темскер каламалли пур». 18 Лешĕ ачана пинпӳ патне илсе пынă та: «Тĕрмере ларакан Павел мана чĕнтерчĕ те çак ачана сан патна ертсе килме ыйтрĕ. Унăн сана темскер каламалли пур», – тенĕ. 19 Пинпӳ, ачана аллинчен çавăтса, аяккарах пăрăннă та: «Санăн мана мĕн каламалли пур?» – тесе ыйтнă. 20 Ачи вара çакăн пек хуравланă: «Иудейсен пуçлăхĕсем сана ыран Павела синедриона илсе пыртарасшăн. Унăн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас йӳтĕмпе вĕсем çакăн пирки калаçса татăлнă ĕнтĕ. 21 Анчах та эсĕ вĕсене ан итле, мĕншĕн тесен ăна вĕлерме хĕрĕх çынран та ытларах сыхласа лараççĕ. Вĕсем Павела вĕлермесĕр ĕçместпĕр те, çиместпĕр те тесе тупа тунă. Халĕ вĕсем, эсĕ хушасса кĕтсе, хатĕр тăраççĕ». 22 «Ху мана çакна каласа кăтартнине никама та ан шарла», – тесе пинпӳ ачана кăларса янă.
Павела Кесарине леçни
23 Вара, икĕ çĕрпĕве чĕнсе илсе, çапла хушнă: «Ик çĕр салтак, çитмĕл юланут тата ик çĕр ухăçă хатĕрлĕр. Каçхине тăхăр сехетсенче вĕсен Кесарине каймалла. 24 Павела Феликс аслă пуçлăх патне леçмешкĕн ашаксем те хатĕрлĕр». 25 Унтан вăл çакăн пек çыру çырса панă: 26 «Эпĕ, Клавдий Лисий, хисеплĕрен те хисеплĕ Феликс пуçлăха салам яратăп. 27 Çак çынна иудейсем тытнă та вĕлермех хатĕрленнĕччĕ. Анчах та эпĕ, вăл Рим гражданинĕ пулнине пĕлсен, хамăн салтаксемпе пытăм та ăна туртса илтĕм. 28 Унтан, мĕншĕн айăпланине пĕлес тесе, ăна иудейсен синедрионне илсе пытăм. 29 Вара çакна пĕлтĕм: вĕсем ăна хăйсен Моисей саккунĕ пирки тавлашнăшăн айăплаççĕ иккен. Анчах та вĕлермешкĕн е тĕрмене хупмашкăн унăн нимĕнле айăп та çук. 30 Ăна хирĕç иудейсем кавар тунине пĕлсенех эпĕ çав çынна сан патна леçтерес терĕм. Ăна айăплакансене те ун çинчен сан умăнта каласа пама хушрăм. Сывă пул». 31 Çапла ĕнтĕ салтаксем, хăйсене хушнине пурнăçласа, Павела çĕрле Антипатридăна илсе кайнă. 32 Тепĕр кунне ăна малалла юланутсем кăна леçнĕ, ыттисем вара тавăрăннă. 33 Кесарине çитсен утлă салтаксем хайхи çырăва аслă пуçлăха панă, Павела та ун патĕнче хăварнă. 34 Çырăвне вуласа тухсан аслă пуçлăх Павелран вăл хăш тăрăхри çын пулнине ыйтнă. Павел Килики çынни иккенне пĕлсен, Феликс çапла каланă: 35 «Сан сăмахна эпĕ хăвна айăплакансем килсе çитсен итлĕп». Унтан ăна Ирод преторине хуптарса хурал тăратма хушнă.
Павела айăплани
1 Тепĕр пилĕк кунтан Анания аслă священник ятлă-сумлă çынсемпе тата Тертулл ятлă ăста калаçакан айăплавçăпа Кесарине пырса çитнĕ. Вĕсем аслă пуçлăха Павел çинчен çăхав панă. 2-3 Павела чĕнсе пырсан Тертулл çакнашкал айăплав сăмахĕ каланă: «Эй, хисеплĕрен те хисеплĕ Феликс! Эсĕ ертсе пынипе эпир чылай хушă канăç пурăнăçпа пурăнатпăр, эсĕ тăрăшнипе халăх пурăнăçĕ лайăхланчĕ, çавăнпа сана эпир пур çĕрте те яланах тем тĕрлĕ те тав тăватпăр. 4 Эпир сана ытлашши чăрмантарасшăн мар, пирĕн кĕске сăмахăмăра хăвăн ырă кăмăлупа итлесе пĕтерме тархаслатăп. 5 Çак çын халăха сиен тăвать; мĕн пур иудейсене пĕр-пĕринпе хирĕçтерсе çӳрет, Назорейсен суя тĕн вĕрентĕвне ертсе пырать. 6 Вăл куçкĕретех пирĕн Турă Çуртне те ирсĕрлетме хăйрĕ, çавăнпа эпир ăна хамăр саккунпа айăплас тесе тытрăмăр. 7 Анчах та Лисий пинпӳ ăна пирĕн аллăмăртан вăйпа пусахласах туртса илчĕ те сан патна леçтерчĕ. 8 Пире вара, айăплакансене, сан патна килме хушрĕ. Эпир ăна мĕн сăлтавпа айăпланине пĕтĕмпех эсĕ унран хăйĕнченех тĕпчесе ыйтса пĕлме пултаратăн». 9 Çак сăмахсем чăн тесе иудейсем те çирĕплетнĕ.
Павел хăйне Феликс умĕнче хӳтĕлесе калани
10 Аслă пуçлăх паллă кăтартса калаçма ирĕк парсан, Павел хăйне хӳтĕлесе çапла каланă: «Эсĕ чылай çул хушши çак халăха тĕрĕс суд туса пурăннине пĕлсе тăрса, эпĕ хамăн ĕçĕме сан умăнта ирĕклĕнех хӳтĕлеме тăрăшăп. 11 Эпĕ Турра пуççапма Иерусалима килни пĕр вун икĕ кунтан та ытла мар. Çакна эсĕ тĕрĕслеме пултаратăн. 12 Эпĕ Турă Çуртĕнче те, синагогăра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халăха пăлхатса çӳренине вĕсенчен пĕри те курман. 13 Халĕ хăйсем мана хирĕç кăларса тăратнă айăплава вĕсем нимĕнпе те ĕнентереймĕç. 14 Анчах та эпĕ пĕр япала пирки тунмастăп. Эпĕ чăнах та хама айăплакансем тĕрĕс мар ĕненӳ текен вĕрентĕве тытса пыратăп. Çав вĕрентӳ тăрăх эпĕ Моисей саккунĕнче çырнине тата пророксем каланине пĕтĕмпех ĕненсе тăрса, мăн асаттемĕрсен Турришĕн тăрăшатăп. 15 Вилнĕ çынсене – тӳрĕ тата тӳрĕ мар пурăннисене те – Турă чĕртсе тăратасса шанатăп, çапла пуласса вĕсем хăйсем те кĕтеççĕ. 16 Çавăнпа та эпĕ Турă умĕнче те, çынсем умĕнче те таса чунлă пуласшăн яланах тăрăшатăп. 17 Акă эпĕ, чылай çул иртсен, хам халăхăма пулăшма пуçтарнă укçа-тенкĕне пама тата Турра парне кӳме Иерусалима килтĕм. 18 Мана Турă Çуртĕнче тасалу йăлине туса ирттернĕ хыççăн тытрĕç. Унта нимле халăх таврашĕ те, нимле шăв-шав та пулман. 19 Тытасса мана Асирен килнĕ хăш-пĕр иудейсем тытрĕç. Мана хирĕç мĕн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умăнта вĕсен айăпласа тăмаллаччĕ. 20 Анчах вĕсем çăхавпа урăххисене ячĕç. Эпĕ синедрион канашĕ умĕнче тăнă чухне манра мĕнле айăп тупнине çаксем каласа паччăр эппин. 21 Каласан та вĕсем çак пĕр сăмаха анчах калĕç. Чăнах та, эпĕ вĕсене: эсир мана халĕ вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен вĕрентнĕшĕн суд тăватăр тесе хыттăнах каласаттăм». 22 Феликс вара вĕсен ĕçне ӳлĕме хăварнă. «Сирĕн ĕçĕре Лисий пинпӳ килсен, çав вĕрентӳ çинчен хам та тĕплĕнрех пĕлсен, татса парăп», – тенĕ вăл. 23 Çĕрпĕве вăл Павела хуралласа усрама хушнă, анчах та ăна хĕсĕрлеме чарнă. Унăн çывăх çыннисене ун патне пырса çӳреме, ăна пулăшса тăма пĕрне те чарма хушман. 24 Тепĕр темиçе кунран унта Феликс хăйĕн Друзилла ятлă арăмĕпе пынă. Арăмĕ унăн иудей çынни пулнă. Феликс Павела чĕнтернĕ те вăл Иисус Христоса ĕненесси çинчен каланине итлес тенĕ. 25 Анчах та Павел тӳрĕлĕх çинчен, чараклăх çинчен, пулас суд çинчен кала пуçласан, Феликс, хăраса ӳксе, унăн сăмахне татнă: «Паянлăха çитĕ! Вăхăт тупăнсанах сана тата чĕнтерĕп», – тенĕ. 26 Çав хушăрах вăл Павел хăйне тĕрмерен кăларттарма укçа сĕнессе кĕтнĕ, çавăнпа та, ăна чĕнтере-чĕнтере, унпа калаçнă. 27 Анчах та икĕ çул иртсен Феликс вырăнне аслă пуçлăха Порций Фест ларнă. Иудейсене юрас тесе Феликс Павела тĕрмерех хăварнă.
Павел хăйне император патĕнче суд тутарма ыйтни
1 Фест, хăйне тытса тăма панă çĕр-шыва çитнĕ-çитменех, виçĕ кунран Кесарирен Иерусалима тухса кайнă. 2 Çавăн чухне аслă священникпа иудейсен паллă çыннисем Павел çинчен çăхав пама ун патне пынă та ăна ӳкĕте кĕртме тăрăшса: 3 «Пирĕншĕн ырă ĕç тусам, Павела Иерусалима чĕнтерсе илсем», – тесе тархасланă. Хăйсем вара Павела çул çинче вĕлерме усал шухăш тытнă. 4 Анчах та Фест çапла тавăрнă: «Павел халĕ Кесарире тĕрмере ларать, çывăх вăхăтрах эпĕ хам та унта кайма шухăшлатăп. 5 Çавăнпа та сирĕнтен хăшĕсем манпа пĕрле пыма пултараççĕ, пыччăр. Çав çыннăн мĕнле те пулин айăпĕ пур пулсан, айăплаччăр». 6 Пĕр сакăр е вунă куна яхăн унта пурăнсан Фест Кесарине тавăрăннă. Вара тепĕр куннех, суд тумалли вырăна ларса, Павела илсе пыма хушнă. 7 Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынă иудейсем сырса илнĕ, ун çинчен нумай йывăр айăп каланă, анчах айăпĕсем чăннине ĕнентереймен. 8 Павел вара, хăйне тӳрре кăларса, çапла каланă: «Эпĕ Моисей саккунне хирĕçле те, Турă Çуртне хирĕçле те, императора хирĕçле те нимĕнле усал ĕç те туман». 9 Фест, иудейсене юрасшăн пулса, Павелран ыйтнă: «Эпĕ ку ĕçпе сана Иерусалимра суд тăвăп, эсĕ унта пырас теместĕн-и?» 10 «Эпĕ ахаль те хама тивĕçлĕ суд умĕнче, император сучĕ умĕнче, тăратăп. Иудейсене эпĕ нимĕнпе те хур туманнине эсĕ ху та лайăх пĕлетĕн, – тенĕ Павел. 11 – Çапла вара, эпĕ айăплах пулсан, вĕлерме тивĕçлине мĕн те пулин тунă пулсан – вилме хатĕр. Иудейсен айăплавĕнче тĕрĕсси ним те çук пулсан – мана вĕсен аллине пама никамăн та ирĕк çук. Хама император патĕнче суд тутарма ыйтатăп». 12 Вара Фест хăйĕн канашĕнчи çынсемпе калаçса илнĕ те çапла тавăрнă: «Эсĕ император патĕнче суд тутарма ыйтрăн, ĕнтĕ сана император патне илсе кайĕç».
Павелпа Агриппа патша
13 Тепĕр темиçе кунран Феста саламлама Кесарине Иудея патши Агриппа тата унăн арăмĕ Вереника пырса çитнĕ. 14 Вĕсем унта чылай пурăннă. Фест вара патшана Павел ĕçĕ пирки каласа панă. «Пирĕн кунта – тенĕ вăл, – Феликс тĕрмене хупса хăварнă пĕр çын пур. 15 Эпĕ Иерусалимра чухне иудейсен аслă священникĕсемпе ятлă-сумлă çыннисем ун çинчен çăхав пама ман патăма пычĕç, ăна суд тума ыйтрĕç. 16 Эпĕ вĕсене çапла тавăрса каларăм: Рим йăлипе, айăпланаканпа айăплакансене куçа-куçăн тăратмалла тата айăпланаканне хӳтĕленме ирĕк памалла, унсăрăн çынна вĕлерме тытса пама юрамасть. 17 Вĕсем кунта килсессĕн вара, ĕçе вăраха ямасăр, тепĕр куннех эпĕ суд тумалли вырăна лартăм та çав çынна илсе пыма хушрăм. 18 Айăплакансем ăна судра сырса илчĕç, анчах эп кĕтнĕ айăплавсенчен пĕрне те кăтартса параймарĕç. 19 Çапах та вĕсем Павелпа хăйсен Турра хисеплес йĕрки çинчен тата пĕр вилнĕ темле Иисус пирки тавлашкаларĕç. Павел çирĕплетнĕ тăрăх, Вăл чĕрех иккен. 20 Ку ыйтăва татса пама иккĕленсе эпĕ Павела çапла каларăм: „Хăвна ку ĕçпе Иерусалимра суд тутарма эсĕ унта пырас теместĕн-и?“ 21 Анчах та Павел хăйне император сучĕпе явап тыттарма ыйтрĕ. Çавăнпа эпĕ ăна император патне яма май киличчен тĕрмере тытма хушрăм». 22 «Ку çынна ман хамăн та итлесе пăхас килет», – тенĕ Агриппа вара Феста. «Тархасшăн, – сĕннĕ лешĕ, – эсĕ ăна ыранах итлеме пултаратăн». 23 Тепĕр кунне Агриппăпа Вереника суд çуртне питĕ чаплăн, хăйсемпе пĕрле пинпӳсемпе ятлă-сумлă çынсене илсе, пырса кĕнĕ. Фест хушнипе Павела суд çуртне илсе пынă. 24 Вара Фест çапла каланă: «Эй, Агриппа патша тата пирĕнпе пĕрле кунта пухăннă ытти çынсем! Акă сирĕн умăрта пĕр çын тăрать. Çак çынна айăпласа ман патăма Иерусалимра та, кунта та иудей çыннисем тем чухлĕн пычĕç, ăна вĕлермелле тесе кăшкăрчĕç. 25 Анчах та вăл вилме тивĕçлĕ ĕç тунине эпĕ тупаймарăм. Вара, хăй император патĕнче суд тутарма ыйтнăран, эпĕ ăна унта ярас тесе йышăнтăм. 26 Эпĕ ун пирки император патне мĕн çырса ямаллине те пĕлместĕп. Çавăнпа та ăна сире, уйрăмах, Агриппа патша, сана, кăтартас терĕм. Эсир лайăхрах тĕпчесе пĕлсен вара мĕн çырса ямалли те паллă пулĕ. 27 Мĕншĕн тесен хупнă çынна айăпне кăтартмасăрах император патне яни мана ăссăрла хăтланнă пек туйăнать».
Павел хăйне Агриппа умĕнче хӳтĕлесе калани
1 «Хăвна хӳтĕлесе калама сана сăмах паратпăр», – тенĕ Павела Агриппа. Вара Павел аллине çĕкленĕ те хăйне хӳтĕлесе çапла сăмах каланă: 2 «Эй, Агриппа патша! Иудейсен мĕн пур айăплавĕнчен паян сан умăнта хӳтĕленме май килнишĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп. 3 Çитменнине тата эсĕ иудейсен йăлисемпе тавлашуллă шухăшĕсене пĕтĕмпех пĕлетĕн. Çавăнпа та тархаслатăп: ман сăмахăма чăтăмлăн итлесе пĕтерсем. 4 Иудейсем пурте ман пурăнăçăм çинчен аван пĕлеççĕ. Мĕн çамрăкранпах эпĕ тăван халăх хушшинче Иерусалимра пурăнтăм. 5 Вĕсем мана тахçантанпах пĕлеççĕ ĕнтĕ, çавăнпа эпĕ фарисей пулнине, хамăр йăла-йĕркене питĕ çирĕп тытса пурăннине, кăмăлĕсем пулсан, хăйсемех кăтартса пама пултарĕç. 6 Турă мăн асаттемĕрсене панă сăмаха шаннишĕн паян акă манăн суд умĕнче тăма тивет. 7 Пирĕн вун икĕ йăхăмăр та, Турă сăмахĕ пурнăçланасса шанса, кунĕн-çĕрĕн Турăшăн тăрăшать. Эй, Агриппа патша! Иудейсем мана çав шанчăкшăн айăплаççĕ те ĕнтĕ. 8 Мĕнех? Нивушлĕ эсир Турă вилнисене чĕртсе тăратма пултараймасть тесе шухăшлатăр? 9 Чăн та, Назорей Иисус вĕрентĕвне хирĕç тăма манăн хамăн та нумай тăрăшмалла-ха тесе шухăшлаттăм. 10 Иерусалимра эпĕ çав ĕçе туса пурăнтăм та: аслă священниксем панă ирĕкпе усă курса нумай ĕненекене тĕрмене хуптартăм, вĕсене вĕлернĕ чухне те эпĕ вĕлерекенсем майлă пултăм. 11 Эпĕ вĕсене синагогăран синагогăна çӳресе асаплантараттăм, Иисуса хурлама ирĕксĕрлеттĕм. Ĕненекенсем çине çиллĕм тулса çитнипе эпĕ вĕсене ытти хуласене кайса та хĕсĕрлеттĕм.
Павел хăйне курăнни çинчен каласа пани
12 Аслă священниксен ирĕкĕпе тата вĕсем хушнипе эпĕ Дамаска та çав тĕллевпех тухса кайрăм. 13 Эй, патша! Çул çинче чухне, кăнтăрлапа, мана тӳперен хĕвел çутинчен те ялтăрарах çутă курăнчĕ. Манăн хамăн та, пĕрле пыракансен те куç шарсах кайрĕ. 14 Эпир пурте çĕре ӳкрĕмĕр. Вара мана еврейла калаçакан сасă илтĕнчĕ. „Эй, Савл, Савл, – терĕ çав сасă, – эсĕ Мана мĕншĕн хĕсĕрлетĕн? Çĕнме çук вăя хирĕç ан пыр, хăвнах йывăр пулĕ“. 15 Эпĕ вара ыйтрăм: „Кам пултăн Эсĕ?“ „Эпĕ – эсĕ хĕсĕрлекен Иисус, – тавăрчĕ Вăл. 16 – Ĕнтĕ халĕ уру çине тăрах; эсĕ халĕ ху мĕн курнине тата Эпĕ сана мĕн пĕлтерессине каласа кăтартакан, çавăншăн ĕçлесе тăракан пулăн. Çавăнпа Эпĕ сана курăнтăм та. 17 Эпĕ сана иудейсемпе урăх халăх çыннисем пĕтересрен упраса хăварса, халĕ сана çавсем патнех яратăп. 18 Мана ĕненнипе вĕсен çылăхĕсем каçарăнмалла пулччăр тесе, сăвапласа тасатнисемпе пĕр шăпаллă пулччăр тесе эсĕ вĕсен куçĕсене уçăн. Вĕсене шуйттан аллинчен хăтарса Турă аллине парăн, тĕттĕмлĕхрен çутта илсе тухăн“. 19 Эй, Агриппа патша! Çавăнпа эпĕ тӳперен курăннине итлемесĕр тăма пултараймарăм. 20 Эпĕ чăн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултăм. Унтан пĕтĕм Иудея çĕрĕнчи çынсене тата ытти халăхсене ӳкĕнсе Турă енне çавăрăнма, ӳкĕнĕçе тивĕçлĕ ĕçсем тума вĕрентсе çӳрерĕм. 21 Çавăншăн мана иудейсем Турă Çуртĕнчех ярса тытрĕç те вĕлересшĕн пулчĕç. 22-23 Анчах та Турă пулăшнипе эпĕ паян кунчченех тĕрĕс-тĕкел, пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах çакна каласа çирĕплететĕп: Христосăн асап тӳсмеллеччĕ, вилнисенчен чăн малтан чĕрĕлсе тăрса иудей халăхне те, ытти халăхсене те çăлăнăç çути çинчен пĕлтермеллеччĕ. Çакăн çинчен пророксемпе Моисеях каласа пĕлтернĕ, вĕсем каланинчен ытла эпĕ нимĕн те каламан». 24 Павел хăйне çапла хӳтĕленĕ чухне Фест ăна пӳлсе кăшкăрса тăкнă: «Павел! Эсĕ ăсран тайăлнă! Нумай пĕлни сана ухмаха ертет!» 25 «Хисеплĕрен те хисеплĕ Фест, – тенĕ вара ăна Павел, – эпĕ ухмаха ермен, тĕрĕс те чăн сăмахсем калатăп. 26 Патша та кун пирки пĕтĕмпех пĕлет, çавăнпа та эпĕ хăюллăнах калаçатăп. Мĕн те пулин унран пытарса хăварнă пулĕ тесе шутламастăп, мĕншĕн тесен ку ĕç куç хыçĕнче пулса иртмен. 27 Эй, Агриппа патша! Эсĕ пророксене ĕненетĕн-и? Ĕненетĕн. Эсĕ ĕненнине пĕлетĕп». 28 «Эсĕ мана ытла хăвăрт Христоса ĕнентересшĕн мар-и?» – тенĕ Агриппа. 29 «Хăвăрт-и, вăрах-и, – анчах та эсĕ кăна мар, паян хама итлекенсем пурте манашкал пулччăр тесе Турра кĕлтăвăттăм, анчах та вĕсем манашкал сăнчăрта ан пулччăрах». 30 Çак сăмахсене илтсен патша та, аслă пуçлăх та, Вереника та, вĕсемпе пĕрле ларакансем те ура çине тăнă; 31 унтан, аяккарах пăрăнса, пĕр-пĕринпе çапла калаçа пуçланă: «Ку çын вĕлерме е тĕрмене хупма тивĕçлĕ нимĕнле усал ĕç те туман». 32 «Император судне хăй ыйтман пулсан ăна ирĕке яма та пулатчĕ», – тенĕ Агриппа патша Феста. Çавăнпа вара аслă пуçлăх ăна император патне яма йышăннă.
Рима кайни
1 Пире Италие караппа ярас терĕç. Вара Павела тата тĕрмене хупнă ытти çынсене император полкĕнчи Юлий çĕрпӳ аллине пачĕç. 2 Пирĕн хулара Аси çыранĕ хĕррипе кайма пуçтарăннă пĕр Адрамит карапĕ чарăннăччĕ. Эпир çавăн çине лартăмăр та тинĕсе тухрăмăр. Пирĕнпе пĕрле тата Македони çынни, фессалоникăсем Аристарх пурччĕ. 3 Тепĕр кунне эпир Сидон тĕлĕнче чарăнтăмăр. Юлий хăйне Павелпа кăмăллă тыткаларĕ, ăна хăйĕн тусĕсем патне кайса килме, вĕсенчен пулăшу илме те ирĕк пачĕ. 4 Хирĕçле çил питĕ вăйлă пулнăран унтан тухсан эпир Кипр утравĕн çыранĕсен хӳттипе ишрĕмĕр. 5 Вара тин, Киликипе Памфили тĕлĕнче тинĕс урлă каçса, Ликири Миры хулине пырса çитрĕмĕр. 6 Унта Юлий çĕрпӳ Италие каякан Александрия карапне шыраса тупрĕ те пире ун çине лартрĕ. 7 Книда эпир темиçе кунран кăна, аран-аран çиткелерĕмĕр. Майлă çил пулман пирки пире Крит утравĕн хӳттипе Салмон сăмсахĕ тĕлĕнчен ишсе пыма лекрĕ. 8 Ун çумĕнчен аран-аран ирткелесе кайса эпир Ласея хули çывăхĕнчи Аван Чарăну ятлă пĕр вырăна çитрĕмĕр. 9 Анчах эпир нумай вăхăт çухатрăмăр: типĕ тытмалли кунсем те иртнĕччĕ ĕнтĕ. Ку вăхăтра тинĕсе тухма хăрушши çинчен Павел асăрхаттарчĕ. 10 «Эй, халăх! Малалла ишме питĕ йывăр пуласса эпĕ пĕлетĕп. Тиенĕ япаласемпе карапа çеç мар, хамăра та пысăк инкек кĕтме пултарать», – терĕ вăл. 11 Анчах та çĕрпӳ, капитанпа карап хуçине шанса, Павел асăрхаттарнине итлемерĕ. 12 Ку чарăну хĕл каçма юрăхсăр пулнă пирки ытларахăшĕ малалла ишме сĕнчĕç, çитме май пулсан Финикра хĕл каçас терĕç. Крит утравĕ çумĕнчи çак чарăну кăнтăр-хĕвел анăçĕнчен тата çурçĕр-хĕвел анăçĕнчен вĕрекен çил çинче ларать.
Тинĕсри çил-тăвăл
13 Кăнтăр енчен çил вĕре пуçласан тин матроссем, кĕтни аранах çитрĕ тесе, çула тухрĕç те Крит çыранĕ çумĕпе ишсе пычĕç. 14 Анчах нумаях та вăхăт иртмерĕ, Крит енчен тăвăллă çил, эвроклидон текенскер, вĕрме пуçларĕ. 15 Çил карапа тыткăнларĕ те пире хумсем çийĕн юхтарса çӳрерĕ. 16 Клавда ятлă пĕр пĕчĕк утрав патне пырса лексен, эпир карап çумĕнчи çăлăнмалли кимме аран-аран тытса чартăмăр. 17 Ăна вĕренсемпе çĕклесе илтĕмĕр те карапа çирĕплетсе çыхма пуçларăмăр. Унтан, ăшăх вырăнсене ларасран хăраса, парăса антартăмăр. Çапла эпир хумсен тыткăнне лекрĕмĕр. 18 Тепĕр кунне вара, тăвăл питĕ хытă лăсканăран, тиенĕ япаласене тинĕсе ывăта пуçларĕç. 19 Виççĕмĕш кунне карап хатĕр-хĕтĕрĕсене хамăр аллăмăрпах тинĕсе персе пĕтертĕмĕр. 20 Темиçе кун хушши çапла хĕвел те, çăлтăрсем те курăнмарĕç, çил-тăвăл кăна чарăна пĕлми алхасрĕ. Юлашкинчен вара пирĕн çăлăнас шанчăк та пĕтрĕ. 21 Çынсем чылайранпа çименччĕ ĕнтĕ. Вара Павел тăчĕ те çапла каларĕ: «Эй, халăх! Сирĕн ман сăмахăма итлесе Критран тухмалла марччĕ. Итленĕ пулсан çакнашкал терт-нушана та курман пулăттăр. 22 Анчах та халĕ сире хăюллăрах пулма тархаслатăп. Карапĕ пĕтĕ, эсир пурте хăтăлăр. 23 Мĕншĕн тесен мана кĕçĕр чун-чĕремпе Ăна çеç парăнса, Уншăн çеç ĕçлесе тăракан Туррăмăн ангелĕ курăнчĕ. 24 „Павел, ан хăра, – терĕ çав ангел. – Санăн император умне тăмалла, çавăнпа Турă, сана хĕрхенсе, карап çинчисене пурне те хăтарĕ“. 25 Çавăнпа та, арçын пек пулса, хастарланăр! Йалтах Турă каланă пек пуласса эпĕ ĕненетĕп. Вăл каланă тăрăх, 26 пирĕн пĕр утрав çине тухса ӳкмелле пулĕ». 27 Çапла Адриатика тинĕсĕнче хумсен тыткăнне лекни икĕ эрне иртрĕ. Çур çĕр тĕлĕнче матроссем пирĕн карап типĕ çĕр патнелле çывхарнине туя пуçларĕç. 28 Унтан вĕсем тинĕс тарăнăшне виçсе пăхрĕç те вăл çирĕм хăлаçа яхăн анчах пулнине палăртрĕç. Тепĕртакран каллех виçсе пăхрĕç: тарăнăшĕ вун пилĕк хăлаç кăна иккен. 29 Чул хысакĕсене пырса çапăнасран хăраса, карап хыçĕнчен тăватă якорь пăрахрĕç. Вара тул çутăласса кĕте пуçларăмăр. 30 Матроссем тарма шухăш тытнă пулнă. Карап пуçĕнчен якорь ярам пек туса, вĕсем тинĕсе çăлăнмалли кимме антара пуçланă иккен. 31 Çĕрпӳпе салтаксене Павел çапла каларĕ: «Кусем карап çинчех юлмасан, эсир çăлăнаймăр». 32 Вара салтаксем çăлăнмалли кимме çыхнă вĕренсене тытрĕç те касса ячĕç, кимми тинĕсе ӳкрĕ. 33 Тул çутăлас умĕн Павел пурне те апат çиме ӳкĕтле пуçларĕ: «Çырана тухасса кĕтсе эсир вун тăватă кун хушши ĕнтĕ çинĕ-çимен пурăнатăр. 34 Эпĕ сире хистесех çиме ыйтатăп, çисессĕн çăлăнма çăмăлрах пулĕ. Сирĕнтен пĕрин те пуç çинчи çӳç пĕрчи те пĕтмĕ». 35 Çакна каласан вăл çăкăр илчĕ те, пурин умĕнчех Турра тав туса, хуçса çие пуçларĕ. 36 Тинех çынсен кăмăлĕсем çĕкленчĕç, вара пурте апатланчĕç. 37 Карап çинче эпир пурĕ ик çĕр çитмĕл улттăнччĕ. 38 Çисе тăрансан, карап çăмăллантăр тесе, çынсем юлнă тулла та тинĕсе ячĕç.
Карап арканни
39 Тул çутăлчĕ. Чылай сăнарĕç пулин те, матроссем хамăр хăш тĕлтине калаймарĕç. Вĕсем пĕр сĕвек çыранлă тинĕс пырне асăрхарĕç, май пулсан, çавăнта караппа пырса чарăнма шут тытрĕç. 40 Вара вĕсем якорьсене çĕклесе, рульсене çыхнисене салтса, пĕчĕк парăса çиле май карăнтарса карапа çыраналла тытрĕç. 41 Тепĕртакран карап пĕр хăйăр сăмсах тĕлне пулчĕ те ăшăха лекрĕ: карап пуçĕ лакса ларчĕ, хыçне хум çапса арката пуçларĕ. 42 Тĕрме çыннисем ишсе тарасран хăраса, салтаксем вĕсене вĕлерме те шут тытрĕç. 43 Анчах та çĕрпӳ, Павела çăлса хăварас тесе, вĕсене чарчĕ. Вăл ишме пĕлекенсене шыва малтан сиксе çырана тухма хушрĕ. 44 Ыттисене вара хăмасенчен е карап çĕмрĕкĕсенчен тыткаласа хăтăлма каларĕ. Çапла майпа пурте тип çĕр çине тухса çăлăнчĕç.
Мелит утравĕ çинче
1 Тинĕс тыткăнĕнчен хăтăлса тухсан эпир ку утрав Мелит ятлă иккенне пĕлтĕмĕр. 2 Вырăнти халăх пире питĕ ăшшăн йышăнчĕ. Çумăр çуса тăнăран, сивĕ пулнăран вĕсем кăвайт хучĕç, пире пурне те хăйсем патне чĕнчĕç. 3 Çатрака пухса тултарнă Павел кăвайт хурса ларатчĕ. Сасартăк çунакан кăвайт ăшĕнчен, вĕри вута тӳсеймесĕр, çĕлен шуса тухрĕ те Павел аллинчен çакăнса ларчĕ. 4 Утрав çинче пурăнакансем, Павел аллинчен çĕлен çакăнса тăнине курсан, пĕр-пĕринпе çапла калаçа пуçларĕç: «Ахăртнех, ку этем çын вĕлернĕ пулĕ. Курăр-ха, тинĕсре çăлăннăскере Турă айăплавĕ çитрĕ пуль». 5 Анчах та Павел çĕлене силлесе вута ывăтрĕ, хăй вара нимĕн чухлĕ те сиенленмен иккен. 6 Утрав çинчисем Павел шыçăнса каясса е сасартăк ӳксе вилессе кĕтрĕç. Кĕтсен-кĕтсен, вĕсем Павела нимĕнле сиен те пулманнине курчĕç. Вара çак ют халăх çыннисем, хăйсен малтанхи шухăшне улăштарса, Павела турă вырăнне хура пуçларĕç. 7 Çавăнтан инçех те мар утрав пуçлăхĕн, Публий ятлăскерĕн, хуçалăхĕ пурччĕ. Вăл пире хапăлласа йышăнчĕ, виçĕ кун хушши мĕн пур кăмăлтан хăна турĕ. 8 Ашшĕ унăн сив чирпе тата юнлă варвиттипе аптăраса вырăнпах выртатчĕ. Павел вара Публий ашшĕ выртакан пӳлĕме кĕчĕ те, кĕлтуса, ун çине аллине хурса, сыватрĕ. 9 Çакăн хыççăн утрав çинчи ытти чирлĕ çынсем те Павел патне пыра пуçларĕç. Павел вĕсене те сыватрĕ. 10 Кунта пире питĕ лайăх пăхса усрарĕç, çул çине мĕн кирлине те пĕтĕмпех парса ячĕç.
Рима кайни
11 Тепĕр виçĕ уйăхран эпир çак утрав çинчех хĕл каçнă „Диоскуры“ ятлă Александрия карапĕ çине ларса тинĕсе тухрăмăр. 12 Унтан Сиракузăна çитрĕмĕр те çав хулара виçĕ кун пурăнтăмăр. 13 Унтан тухсан Ригие ишсе çитрĕмĕр. Тепĕр кунтанах кăнтăр çилĕ вĕрме пуçларĕ, çавăнпа эпир иккĕмĕш куннех Путеола çитсе ӳкрĕмĕр. 14 Унта эпир ĕненекен тăвансене тĕл пултăмăр, вĕсем пире хăйсем патĕнче эрнелĕхе юлма ӳкĕте кĕртрĕç. Вара тин эпир Рима кайма тухрăмăр. 15 Эпир пырасса пĕлнĕ Римри тăвансем Аппий тӳремĕ текен тата Виçĕ Хăна çурчĕ текен вырăнсенче пире кĕтсе илме тухса тăнăччĕ. Вĕсене курсан Павел Турра тав турĕ те хавхалансах кайрĕ. 16 Рима çитсен çĕрпӳ тĕрме çыннисене çар пуçĕн аллине пачĕ, Павела вара, хăйне хураллакан салтакпа пĕрле, ыттисенчен уйрăммăн пурăнма ирĕк пачĕ.
Павел Римра вĕрентни
17 Тепĕр виçĕ кунран Павел Римра пурăнакан иудейсен ятлă-сумлă çыннисене чĕнтерчĕ. Пурте пухăнса çитсессĕн вĕсене вăл çапла каларĕ: «Эй, тăван çыннăмăрсем! Эпĕ халăхăма хирĕçле, мăн асаттесен йăлисене хирĕçле нимĕнле усал ĕç те туман. Çапах мана Иерусалимра тытса сăнчăрларĕç те Рим çыннисен аллине пачĕç. 18 Вĕлерме нимĕнле айăп та тупайман пирки вĕсем мана суд тунă хыççăн ирĕке ярасшăнччĕ. 19 Анчах та иудейсем хирĕç тăчĕç, çавăнпа манăн император судне ыйтма лекрĕ. Çакна эпĕ хамăн халăхăма мĕншĕн те пулин айăплас тĕллевпе тумарăм. 20 Чĕнтерессе те эпĕ сире çав сăлтавпах чĕнтертĕм, сирĕнпе курса калаçас терĕм. Мĕншĕн тесен мана хамăр кĕтекен Израиль шанчăкĕшĕн çак сăнчăрпа сăнчăрларĕç». 21 Итлекенсем вара ăна çапла каларĕç: «Эпир Иудейăран сан çинчен çырнă нимĕнле çыру таврашĕ те илмен. Ĕненекен тăвансенчен пĕри те килсе сан çинчен пире хыпарламан, усал сăмах пĕлтермен. 22 Ĕнтĕ пирĕн çак вĕрентӳ пирки эсĕ ху мĕн шухăшланине пĕлес килет, мĕншĕн тесен вăл вĕрентӳ пирки таçта та тавлашнине эпир пĕлетпĕр». 23 Вара вĕсем Павелпа хăçан тĕл пуласси пирки калаçса татăлнă. Палăртнă кун çитсен ун патне хăна çуртне вĕсем питĕ нумаййăн пынă. Павел вĕсене иртен пуçласа каçченех Турă Патшалăхĕ çинчен вĕрентнĕ. Хăйĕн сăмахĕсене вăл Моисей саккунĕнче тата пророксен кĕнекисенче Иисус çинчен пĕлтернĕ вырăнсемпе çирĕплетсе панă. 24 Хăшĕ-пĕрисене вăл ӳкĕте кĕртнĕ, хăшĕсем вара ĕненмен. 25 Вĕсем пĕр-пĕринпе тавлашсах кайнă, Павелăн çак сăмахĕсене илтсен вара пĕрин хыççăн тепри туха-туха кайма тытăннă. Павел çапла каланă пулнă: «Мăн асаттемĕрсене Святой Сывлăш Исаия пророк сăмахĕсемпе питĕ аван каланă: 26 „Çак халăха çапла кайса кала: эсир хăлхапа илтсен те ăнланаймăр, куçăрсемпе пăхсан та кураймăр. 27 Мĕншĕн тесен çак çынсен чун-чĕри хытса ларнă, хăлхисем те аран илтеççĕ, куçĕсем те хупă. Ĕнтĕ вĕсен куçĕ курмасть, хăлхи илтмест, чун-чĕри туймасть, çавăнпа та вĕсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне çавăрăнмаççĕ“. 28 Çапла ĕнтĕ пĕлсех тăрăр: Туррăн çăлăнăçне урăх халăхсене панă, итлекенĕсем те вĕсемех пулĕç». 29 Çакна илтсен иудейсем пĕр-пĕринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнă.
Юлашкинчен калани
30 Çапла Павел Римра тата икĕ çула яхăн пулнă. Унта вăл çав хăна çуртĕнчех пурăннă, хăйĕн патне пыракансене пурне те хапăл тунă. 31 Павел Турă Патшалăхĕ çинчен, Иисус Христос Хуçамăр çинчен хăюллăн та пĕр чăрмавсăр вĕрентнĕ.
Саламлани
1 Иисус Христос чуринчен Павелран. Турă ирĕкĕпе мана апостол пулма чĕнсе илнĕ, Туррăн Ырă Хыпарне пĕлтермешкĕн суйланă. 2 Çав Ырă Хыпара таса çырусенче Турă Хăйĕн пророкĕсем урлă малтанах шантарнă. 3 Ырă Хыпар Турă Ывăлĕ çинчен пĕлтерет. Ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен Вăл Давид йăхĕнчен çуралнă. 4 Сăваплă чун-чĕм тĕлĕшĕнчен Вăл Туррăн хăватлă Ывăлĕ пулни вара вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă тăрăх уççăнах палăрнă. Вăл – Иисус Христос, пирĕн Хуçамăр. 5 Турра пĕлмен мĕн пур халăхсене Иисус ятне ĕнентерме, çав ĕненĕве чунтан парăнтарма пире Ун урлă тивлет те, апостол тивĕçне те панă. 6 Эсир те, Иисус Христос чĕнсе илнисем, Турра пĕлмен çав халăхсем хушшинче пурăнатăр. 7 Сире Турă юратать, Вăл сире сăваплисем пулма чĕнсе илнĕ. Сире, Римри мĕн пур ĕненекенсене, Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Павел Рима çитсе курма ĕмĕтленни
8 Сирĕн ĕненĕвĕр пирки тĕнчипех пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та чи малтанах сирĕншĕн пуриншĕн те Иисус Христос урлă Туррăма тав тăватăп. 9 Эпĕ Унăн Ывăлĕ çинчен Ырă Хыпар сарса Турăшăн чун-чĕререн тăрăшатăп. Сирĕн çинчен тăтăшах шухăшланине Турă курса-пĕлсе тăрать. 10 Хăçан та пулин сирĕн патăра çитсе курмашкăн ирĕк патăрччĕ тесе кĕллĕмсенче тăтăшах Турра йăлăнатăп. 11 Манăн сирĕнпе курнăçса Турă Сывлăшĕн пархатарĕпе сирĕн ĕненĕвĕре çирĕплетесчĕ. 12 Тĕл пулсассăн эпир пĕрлехи ĕненӳ вăйĕпе хавхаланăттăмăр, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулăттăмăр. 13 Тăвансем! Пĕлсемĕр: эпĕ сирĕн патăра темиçе хут та пыма пуçтарăнсаттăм, анчах та паян кунчченех чăрмавсем тупăнса пычĕç. Эпĕ сирĕн патăрта та, Турра пĕлмен ытти халăхсем хушшинчи пекех, ĕненӳшĕн тунă ĕçĕмсен уссине курасшăнччĕ. 14 Манăн грексемпе варварсене те, ăслисемпе айваннисене те вĕрентес тивĕçĕм пур. 15 Çапла вара, хама илес пулсассăн, эпĕ сире те, Римра пурăнакансене, Ырă Хыпар пĕлтермешкĕн хатĕр. 16 Эпĕ Христосăн Ырă Хыпарне вĕрентме вăтанмастăп, мĕншĕн тесен Ырă Хыпар – мĕн пур ĕненекенсене çăлăнăç кӳмелли Турă вăй-хăвачĕ. Çав çăлăнăçа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халăхсен. 17 Хытăрах та хытăрах ĕненсе пынăçемĕн Ырă Хыпарта Турă тӳрĕлĕхĕ уçăлсах пырать. Ун пирки Çырнинче çапла каланă: «Тӳрĕ çын ĕненӳпе чĕрĕ пулĕ».
Этемлĕхĕн айăпĕ
18 Турра хисеплеменни тата этем йĕркесĕрлĕхĕ чăнлăха пусарса тăрать. Унашкал çынсем çине тӳперен Турă çилли анĕ. 19 Турă çинчен мĕн пĕлмеллине вĕсем пĕлеççĕ, çакна Турă Хăй вĕсене уçса панă. 20 Унăн курăнми ĕмĕрхи хăвачĕпе Турăлăхĕ тĕнчене пултарнăранпах палăрать, ăна Вăл пултарнă тĕнчене сăнасанах ăнланса илме пулать. Çавăнпа та усал туса пурăнакансене каçару пулас çук. 21 Турă çинчен пĕлеççĕ пулин те, вĕсем Ăна Турра мухтанă пек мухтамаççĕ, тав тумаççĕ. Ун вырăнне вĕсен шухăшĕсем пушă вĕрентӳсем тавра çавăрăнаççĕ, вĕсен туйми чĕрисем тĕттĕмленнĕ. 22 Вĕсем хăйсене ăсла хурсах ухмаха тухнă. 23 Вĕсем вилĕмсĕр Туррăн мухтавне вилĕмлĕ этем, вĕçен кайăк, чĕр чун, çĕлен-калта сăнарĕпе ылмаштарнă, çав кĕлеткесене пуççапаççĕ. 24 Çавăнпа та Турă вĕсене ирсĕррипех хăварнă: çылăхлă шухăш-кăмăл хыççăн кайса вĕсем хăйсен ӳт-пĕвне хăйсемех чыссăрлатаççĕ. 25 Вĕсем Турă чăнлăхне суяпа ылмаштарнă, Пултаракан Турра пуççапас вырăнне пултарнă япаласене пуççапса чӳклеççĕ. Пултаракан ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă пултăр, аминь. 26 Çавăнпа та Турă вĕсене намăслăх тыткăнне панă: вĕсен хĕрарăмĕсем арлă-арăмлă пурăнас вырăнне пĕр-пĕринпе асса пурăнаççĕ. 27 Вĕсен арçынĕсем те арлă-арăмлă пурăнас вырăнне пĕр-пĕринпе, арçынпа арçын, асса пурăнаççĕ, намăс ĕç тăваççĕ. Çапла майпа вĕсем хăйсен пăсăклăхĕшĕн хăйсемех тивĕçлĕ тавăру илеççĕ. 28 Вĕсем Турра ĕненес тесе тăрăшман пирки Турă вĕсене пăсăк ăс тыткăнне панă. Псăк ăса пула вĕсем тума юраман ĕçсем тăваççĕ. 29 Вĕсем йĕркесĕр, аскăн, чее, çăткăн, çилĕллĕ, кĕвĕç, çын вĕлерекен, чăркăш, ултавлă, хаяр кăмăллă, 30 усал чĕлхеллĕ, элекçĕ пулаççĕ. Вĕсем Турра кураймаççĕ, çынсене кӳрентереççĕ, мухтанчăк, мăнкăмăллă, тем тĕрлĕ усал тума та ăста, ашшĕ-амăшне итлемеççĕ. 31 Вĕсем ăссăрла хăтланаççĕ, шанчăксăр, никама та юратмаççĕ, ниепле те çураçмаççĕ, хĕрхенме пĕлмеççĕ. 32 Çакнашкал хăтланса пурăнакансем Туррăн тӳрĕ сучĕпе вилĕме тивĕçлине вĕсем пĕлеççĕ, анчах çав ĕçсене тăваççĕ кăна мар, тăвакансене те ырлаççĕ.
Туррăн тĕрĕс сучĕ
1 Эй, этем! Ыттисене айăплатăн пулсан, ху та тӳрре тухаяс çук. Эсĕ ыттисене мĕнле судпа айăплатăн, ху та çав судпах айăпланатăн. Мĕншĕн тесен, ху та çавнах тăватăн пулин те, ыттисене айăплатăн. 2 Унашкал хăтланакансене Турă тĕрĕс суд тăвасса эпир пĕлетпĕр-çке. 3 Эй, этем! Эсĕ унашкал хăтланакансене айăпласа, ху та çавнашкалах хăтланса пурăнса, Турă судĕнчен тарса юлăп тетĕн-им? 4 Тен, эсĕ Туррăн аслă кăмăлне, йăвашлăхне тата нумай тӳсĕмлĕхне ним вырăнне те хумастăн? Турă кăмăлĕ сана ӳкĕнтересшĕн пулнине те ăнланмастăн-и? 5 Анчах та эсĕ кутăн, ӳкĕнес теместĕн, ху валли хăвах çилĕ пуçтаратăн. Турă çиллин кунĕнче Унăн тӳрĕ судне эсĕ курăн-ха. 6 Турă кашнинех ĕçĕсене кура тавăрса парĕ: 7 яланхи ырă ĕçпе мухтав, хисеп, вилĕмсĕрлĕх илме тăрăшакансене – ĕмĕрлĕх пурăнăç; 8 кутăннисене, чăнлăха пăхăнас темесĕр усала парăннисене – хаярлăхпа çилĕ. 9 Усал тăвакан кирек епле этеме те – чи малтан иудея, унтан ытти халăх çыннине – хуйхăпа асап пулĕ! 10 Ырă тăвакан кирек епле этеме те – малтанах иудея, унтан ытти халăх çыннине – чыс та мухтав, канăçлăх пулĕ! 11 Турă çынна кам пулнине кура хакламасть. 12 Моисей саккунне пĕлмен халăх çыннисен, çылăха кĕрсессĕн, саккун тулашĕнчех пĕтмелле пулĕ. Моисей саккунне пĕлекенсен вара, çылăха кĕрсессĕн, саккунпа айăпланмалла пулĕ. 13 (Мĕншĕн тесен Турă умĕнче саккуна илтнисем мар, саккуна пурнăçлакансем тӳрре тухĕç. 14 Моисей саккунĕсĕр урăх халăх çыннисем чун-чĕре туртăмĕпе саккун хушнă пек тăваççĕ пулсан, эппин çав саккун вĕсен чун-чĕринче пур. 15 Çапла вара, саккун хушнисене вĕсем чун-чĕрипе туяççĕ. Çакна вĕсен чунĕ тата шухăшлавĕ çирĕплетет: вĕсем хăйсене пĕрре айăплаççĕ, тепре тӳрре кăлараççĕ.) 16 Кама мĕн тавăрса парасси вара, эпĕ вĕрентекен Ырă Хыпар тăрăх, суд кунĕнче палăрĕ. Ун чухне Турă Иисус Христос урлă çынсен вăрттăн ĕçĕсене суд тăвĕ.
Иудейсем тата саккун
17 Акă, эсĕ хăвна иудей тетĕн, саккуна шанса хăвна лăплантаратăн, Турăпа мухтанатăн. 18 Эсĕ Турă ирĕкне те пĕлетĕн, саккунран вĕренсе мĕн лайăххине те ăнкаратăн. 19-20 Пĕлӳпе чăнлăх – саккунра тетĕн эсĕ. Саккуна пĕлнĕрен эсĕ хăвна суккăрсене çавăтса пыракан, тĕттĕмрисене çутă паракан, вĕренмен çынсене вĕрентекен, ăссăррисене ăс паракан тесе шухăшлатăн. 21 Епле-ха эппин эсĕ, ыттисене вĕрентсе, хăвна ху вĕрентместĕн? 22 «Ан вăрла», – тесе вĕрентетĕн, ху мĕншĕн вăрлатăн? «Мăшăрсен пĕр-пĕрне улталамалла мар», – тесе вĕрентетĕн, ху мĕншĕн улталатăн? Суя турă кĕлеткисенчен йĕрĕнетĕн, анчах çав кĕлеткесем ларакан керменсене çаратма мĕншĕн йĕрĕнместĕн? 23 Эсĕ, саккунпа мухтанаканскер, мĕншĕн саккуна пăсса Турă ятне хисепрен кăларатăн? 24 Çырнинче каланă пек, сирĕн пирки урăх халăх çыннисем Турă ятне хурлаççĕ. 25 Ӳт кастарни саккун хушнисене пурнăçласан çеç пĕлтерĕшлĕ. Енчен те эсĕ саккуна пăхăнмастăн пулсан, ӳт кастарнинчен ним усси те çук. 26 Çапла вара, ӳт кастарман çын саккун хушнине пурнăçлать пулсан, ӳт кастарманнине ӳт кастарни шутнех кĕртмĕç-и? 27 Санăн çырнă саккун пур, эсĕ ӳт кастарнă, çапах та саккуна пăсатăн. Ĕнтĕ сана саккун хушнине пурнăçлакан, ӳт кастарман çынах айăпламĕ-и? 28 Мĕншĕн тесен тулашĕнчен иудей пек курăннипех чăн-чăн иудей пулаймăн, тулашĕнчен ӳт кастарни те чăн-чăн ӳт кастарниех мар. 29 Кам чунĕпе иудей, çав чăн-чăн иудей. Ячĕшĕн мар, чун-чĕре хушнипе ӳт кастарни çеç чăн-чăн ӳт кастарни пулать. Ун пек çынна этем мухтавĕ мар, Турă мухтавĕ пулĕ.
1 Эппин иудейсем ытти халăхсенчен мĕнпе чаплăрах-ха, ӳт кастарнинчен мĕн усси пур? 2 Иудейсем пур енĕпе те ытти халăхсенчен маларах. Уйрăммăнах çакă вĕсене Турă сăмахне шанса панинчен курăнать. 3 Енчен те вĕсенчен хăшĕ-пĕри Турăшăн шанчăксăр пулсан? Нивушлĕ вĕсен шанчăксăрлăхĕ Туррăн шанчăклăхне пăрахăçлать? 4 Çук. Прахăçламасть. Турă чăн, кирек епле этем те вара ултавлă. Çырнинче çапла каланă: «Эсĕ чăннине калатăн, çавăнпа Хăвна айăплакансене Эсĕ çĕнтерĕн». 5 Этемле шухăшласа калатăп: пирĕн йĕркесĕрлĕх Туррăн тӳрĕлĕхне уççăнрах кăтартса парать пулсан, Турă пире айăпласа тĕрĕс мар тăвать теме пултаратпăр-и эпир? 6 Паллах, çук! Енчен те Турă пире те айăплама пултараймасан, тĕнчене Вăл епле суд тума пултарĕ? 7 Эсĕ çапла хирĕçлесе калама пултаратăн: «Манăн суялăх Туррăн чăнлăхне палăртса Ăна мухтавлăрах тăвать пулсан, эппин мĕншĕн мана çылăхлă çынна айăпланă пек айăпламалла? 8 Тен, ырри пултăр тесен, усал тумалла?» Хăш-пĕр элекçĕсем пире шăпах çапла вĕрентетĕр теççĕ, усал сăмах сараççĕ. Вĕсене тĕрĕс суд пултăрах.
Турă умĕнче пурте айăплă
9 Çапла вара, эпир, иудейсем, ытти халăхсенчен маларах-иÇук. Мĕншĕн тесен иудейсем те, ытти халăхсем те çылăхлă терĕмĕр ĕнтĕ. 10 Çырнинче каланă пек: «Тӳрĕ пурăнакан пĕри те çук. 11 Турра ăнланас текен, ăнтăлса шырас текен пĕри те çук. 12 Пурте тĕрĕс çултан пăрăнса кайнă, пурте юрăхсăр; ырă тăвакан çук, пĕрре те çук». 13 «Вĕсен карланки – уçă тупăк; чĕлхи – ултавлă, тути-çăварĕнче – çĕлен наркăмăшĕ». 14 «Çварĕ вĕсен усаллăхпа тата вĕчĕхӳпе тулнă». 15 «Урисем вĕсен юн юхтармашкăн васкаççĕ; 16 вĕсем иртекен çул çинче – арканчăкпа инкек-синкек; 17 канăçлăх çулне вĕсем пĕлмеççĕ». 18 «Вĕсен куçĕнче Турăран хăрани çук». 19 Саккунра мĕн калани саккуна пăхăнакансене пурне те пырса лекет. Çавăнпа та пурин çăварĕ те хупланать, Турă умĕнче пĕтĕм тĕнче айăплă пулса тăрать. Çакна эпир пĕлетпĕр. 20 Саккуна пурнăçланипе кăна пĕр çын та Унăн умĕнче тӳрре тухаймĕ. Мĕншĕн тесен саккун урлă çылăх мĕнне пĕлесси çеç килет.
Ĕненӳ урлă килекен тӳрĕлĕх
21 Халĕ вара саккунран килмен Турă тӳрĕлĕхĕ уçăлчĕ. Ун çинчен саккун та, пророксем те пĕлтернĕ. 22 Иисус Христоса ĕненни урлă килекен Турă тӳрĕлĕхне мĕн пур ĕненекен илме пултарать, мĕншĕн тесен пур çын та пĕр, 23 пурте çылăха кĕнĕ, Турă мухтавне пĕри те тивĕçлĕ мар. 24 Анчах та Турă Хăйĕн ырăлăхĕпе пире пурне те тӳлевсĕрех тӳрĕлĕхне парать, мĕншĕн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнĕ. 25-26 Христоса ĕненекенсем пурте Унăн Юнĕпе тасалччăр тесе, Турă Унран çырлахтару парни тунă. Çапла майпа Турă Хăйĕн тӳрĕлĕхне палăртать: Вăл малтан та çынсен çылăхĕсене нумай чăтнă, халĕ те тӳрĕлĕхлĕ. Иисуса ĕненекенсене Турă тӳрре кăларĕ. 27 Пирĕн мĕнпе мухтанмалла-ха? Мухтанмалли нимĕн те çук. Мĕнле саккунпа мухтанмалла? Саккун хушнине туса-и? Паллах, çук. Саккун хушнине тунипе мар, ĕненӳпе кăна мухтанма пулать. 28 Мĕншĕн тесен этем саккуна пăхăннипе мар, ĕненӳпе тӳрре тухасса эпир çирĕп шанатпăр. 29 Турă Вăл иудейсен Турри кăна-и? Е урăх халăхсен Турри те? Паллах, урăх халăхсен те. 30 Мĕншĕн тесен Турă пĕрре. Вăл ӳт кастарнăшăн е кастарманшăн мар, ĕненнĕшĕн тӳрре кăларать. 31 Капла эпир саккуна ĕненӳпе пăрахăçламастпăр-и? Паллах, çук. Эпир саккуна ĕненӳпе çирĕплететпĕр.
Авраам тĕслĕхĕ
1 Хамăр мăн асаттемĕр Авраам çинчен мĕн калама пулать? Хăй тăрăшнипе вăл мĕнле тивĕçлĕ ĕç тунă-ха? 2 Енчен те Авраам ĕçĕсемпе тӳрре тухнă пулсан, вăл Турă умĕнче мар, çынсем умĕнче мухтава тивĕç. 3 Çырнинче мĕн каланă-ха? «Авраам Турра ĕненнĕ, Турă çакна тӳрĕлĕх шутне кĕртнĕ». 4 Ĕçлекене тӳлени вăл хĕрхенсе пани мар, тивĕçлине тавăрса пани. 5 Турă Хăйне хисеплеменнисене те тӳрре кăларма пултарать. Енчен те çын хăйĕн ĕçне мар, Турра шанать пулсан, Турă унăн ĕненĕвне тӳрĕлĕх шутне кĕртет. 6 Ĕçне шута илмесĕрех Турă тӳрре кăларнă çынна Давид та телейлĕ тенĕ. 7 «Йĕркесĕр ĕçĕсене каçарттарнă çын, çылăхĕсене тасаттарнă çын телейлĕ. 8 Çылăхне Хуçа Турă шута илмен çын телейлĕ». 9 Çак телее кам илейĕ? Ӳт кастарни е ӳт кастарманни«Авраам Турра ĕненнĕ, Турă çакна тӳрĕлĕх шутне кĕртнĕ», – тетпĕр эпир. 10 Авраам хăçан тӳрре тухнă? Ӳт кастариччен е ӳт кастарнă хыççăн? Ӳт кастарнă хыççăн мар, ӳт кастаричченех. 11 Ӳт кастарнин паллине те вăл ĕненӳ урлă илнĕ тӳрĕлĕх палли пек илнĕ. Вăл ӳт кастарман чухнех Турра ĕненнĕ. Çапла вара Авраам, ытти халăхсем те тӳрре тухма пултарччăр тесе, ӳт кастарман мĕн пур ĕненекенсен ашшĕ пулса тăнă. 12 Ӳт кастарнисем те çав ĕненӳ çулĕпех пыраççĕ пулсан – Авраам вĕсен ашшĕ те пулса тăрать. Пирĕн аттемĕр Авраам та ӳт кастаричченех ĕненнĕ.
Сăмах парса шантарни ĕненӳ урлă пурнăçланать
13 Авраама тата унăн йăхне тĕнче еткерçисем пулмашкăн саккун урлă мар, ĕненсе тӳрре тухнăшăн сăмах парса шантарнă. 14 Саккуна пăхăннипех еткер илме май пур пулсан, эппин ĕненӳ усăсăр, Турă Авраама сăмах пани пустуй пулса тухать. 15 Саккун вара Турă тавăрăвне илсе килет: саккун çук пулсан, ăна пăсасси те çук. 16 Çапла ĕнтĕ, Хăй шантарнине пурте илме пултарччăр тесе, ырă кăмăллă Турă ăна ĕненӳшĕн пама пулнă. Çавăнпа та Турă шантарни Авраам йăхĕнчисемшĕн пуриншĕн те: саккуна тытса пыракансемшĕн кăна мар, Авраам ĕненĕвне йышăнакансемшĕн те. Авраам вара пирĕншĕн пуриншĕн те аттемĕр. 17 «Эпĕ сана нумай халăхăн ашшĕ туса хутăм», – тенĕ Çырнинче. Авраам Турра ĕненнĕ, вăл пирĕншĕн Турă умĕнчи аттемĕр пулса тăнă. Турă вара вилнисене чĕртсе тăратать, Унăн ирĕкĕпе ĕнтĕ пулманни пур пулать. 18 Нимĕнле шанчăк та çук çинчех Авраам Турра шанса ĕненнĕ, çавăнпа та вăл нумай халăхăн ашшĕ пулса тăнă. «Санăн йăху çав тери йышлă пулĕ», – тесе каланă-çке-ха Турă ăна. 19 Манăн, çĕр çулалла çитнĕскерĕн, ӳт-кĕлеткем типнĕ ĕнтĕ, Саррăн та варĕ типнĕ ĕнтĕ тесе шухăшламан вăл. Çав шухăшпа ĕненĕвне хавшатман. 20 Авраам Турă шантарни пирки иккĕленмен, ĕненмесĕр тăман, Турра мухтаса çирĕп ĕненнĕ. 21 Турă хăватлă, сăмах панине пурнăçлĕ тесе шанса тăнă. 22 Çакна Турă тӳрĕлĕх шутне кĕртнĕ. 23 Тепĕр тесен, Çырнинче „тӳрĕлĕх шутне кĕртнĕ“ тени пĕр Авраам пирки кăна мар, 24 пирĕн пирки те. Эпир Иисус Христос Хуçамăра вилĕмрен чĕртсе тăратнă Турра ĕненетпĕр, çакна тӳрĕлĕх шутне кĕртĕç. 25 Христос пирĕн çылăхсемшĕн вилнĕ, пире Турă умĕнче тӳрре кăлармашкăн чĕрĕлсе тăнă.
Турă юратулăхĕ – пирĕн шанчăк никĕсĕ
1 Çапла ĕнтĕ, ĕненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуçамăр урлă Турăпа çураçу тупатпăр. 2 Ĕненĕве пула эпир Иисус урлă ырăлăх илтĕмĕр, çав ырăлăхпа пурăнатпăр; Турă мухтавне те илес шанчăк пурришĕн савăнатпăр. 3 Уншăн кăна мар, хамăра хĕсĕрлесе хĕн-хур кăтартнăшăн та савăнатпăр. Мĕншĕн тесен эпир çакна пĕлетпĕр: хĕн-хур пире тӳсĕмлĕ тăвать, 4 тӳсĕмлĕх пирĕн кăмăла çирĕплетет, çирĕплĕхрен шанчăк çуралать. 5 Шанчăк вара улталамасть, мĕншĕн тесен пирĕн чĕремĕрсем хамăра панă Святой Сывлăш урлă Турă юратулăхĕпе тулнă. 6 Эпир халсăр чухне Христос пирĕншĕн, Турра хисеплемен çынсемшĕн, палăртса хунă вăхăтра вилнĕ. 7 Тӳрĕ пурăнаканшăн хăйĕн пурăнăçне камах парĕ? Чăн та, хăйне ырă тăваканшăн, тен, кам та пулин вилме те пултарĕ. 8 Христос вара пирĕншĕн эпир çылăхлă чухнех вилнĕ. Çапла майпа Турă пире Хăй епле юратнине кăтартса панă. 9 Çавăнпа халĕ Вăл пире, Хăйĕн Юнĕпе тӳрре кăларнăскерсене, Турă çиллинчен çăлса хăваратех. 10 Ĕлĕкрех эпир Турăпа хирĕçсе пурăннă. Пирĕнпе килĕштерес тесе Турă Хăйĕн Ывăлне вилĕме панă. Халĕ вара, килĕшӳлĕх тупнă хыççăн, Вăл пире Хăйĕн Ывăлĕн чĕрĕлĕхĕпе çăлса хăваратех. 11 Ку анчах мар-ха. Иисус Христос Хуçамăр пире халĕ Турăпа çураçтарнă. Çавăнпа та, Иисуса пула, эпир Турăпа мухтанатпăр.
Адам тата Христос
12 Çапла вара, пĕр çын урлă тĕнчене çылăх килнĕ, çылăхпа пĕрле – вилĕм. Пĕр çынна пула пурте вилĕмлĕ пулса тăнă, мĕншĕн тесен пурте çылăха кĕнĕ. 13 Тĕнчере çылăх Моисей саккунĕчченех пулнă. Анчах та саккун çук чухне çылăх шута кĕмест. 14 Вилĕм вара Адамран пуçласа Моисейчченех хуçаланнă. Адам пек çылăха кĕменнисене те вилĕм шеллемен. Адам – пуласлăхра Килессин сăнарĕ. 15 Анчах та Адам çылăха кĕнине Турă ырăлăхĕ панипе танлаштарма та çук. Мĕншĕн тесен пĕри çылăха кĕни этемлĕхе вилмелле тунă. Турă Хăйĕн ырăлăхĕпе пĕр Çын ырăлăхĕ урлă, Иисус Христос урлă, пани вара – этемлĕхе çăлмашкăн та ытлашшипех. 16 Турă панине пĕр çын çылăхĕпе танлаштарма çук. Пĕрин çылăхĕ суд тата айăплав патне илсе пырать, Турă ырăлăх пани вара нумай çылăхран хăтарать. 17 Пĕр çын çылăхĕ урлă вилĕм хуçаланнă пулсан, Туррăн тулли ырăлăхне тата тӳрĕлĕхне илекен çынсем пĕр Çын урлă, Иисус Христос урлă, пурăнăçра епле чаплăрах хуçаланĕç! 18 Пĕри çылăх тунăшăн пурте айăпа юлнă пулсан, пĕри тӳрĕ ĕç тунăшăн та пурăнмашкăн пурте тӳрре тухĕç. 19 Çапла вара, пĕр çын пăхăнманшăн нумайăшĕ çылăхлă пулсан, пĕр çын пăхăннăшăн та нумайăшĕ тӳрĕлĕхлĕ пулĕç. 20 Саккун каярахпа килнĕ, çавна пула çылăх нумайланнă. Çылăх нумайлансан вара Турă ырăлăхĕ татах нумайланнă. 21 Çылăх, вилĕм кӳрсе, хуçаланнă. Çавнашкалах ырăлăх та, тӳрĕлĕх кӳрсе, хуçаланĕ, Иисус Христос Хуçамăр урлă ĕмĕрлĕх пурăнăç парĕ.
Çылăхшăн эпир – вилĕ
1 Мĕн калар-ха эппин? Ырăлăх нумайлантăр тесен пирĕн ĕлĕкхиллех çылăха кĕрсе пурăнмалла-и? Апла мар, паллах. 2 Çылăхшăн эпир вилĕ: епле тата пирĕн çылăха кĕрсе пурăнас? 3 Çакна та пĕлейместĕр-и? Эпир пурте Христоспа пĕр пулас тесе тĕне кĕнĕ, эппин Унпа пĕрлех хĕрес çинче пăталаннă. 4 Ашшĕн мухтавлă хăвачĕпе Христос епле вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, пирĕн те çапла чĕрĕлсе çĕнелнĕ пурăнăçпа пурăнмалла. Çавăнпа та эпир, тĕне кĕрсе, Христоспа пĕрле вилнĕ, пире Христоспа пĕрле пытарнă. 5 Эпир Унпа вилĕмĕнче пĕр пултăмăр пулсан, Унăн чĕрĕлĕвĕнче те пĕр пулăпăр. 6 Çылăхлă ӳтĕмĕре пăрахăçлас тесе, хамăрăн текех çылăх чурисем пулас марччĕ тесе, пирĕнти кивĕ çын Унпа пĕрле пăталаннине эпир пĕлетпĕр. 7 Мĕншĕн тесен вилни çылăха кĕресрен хăтăлнă ĕнтĕ. 8 Енчен те эпир Христоспа пĕрле вилнĕ пулсан, Унпа пĕрле чĕрĕлĕхлĕ пуласса та ĕненетпĕр. 9 Эпир пĕлетпĕр: вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Христос урăх вилмест. Вилĕм Унпа текех пуç пулаймасть. 10 Вилессе Вăл, çылăх тыткăнне пĕтерсе, пĕрре вилнĕ. Пурăнасса вара Турăшăн пурăнать. 11 Эсир те çаплах, Иисус Христос Хуçамăрпа пĕр пулса, хăвăра çылăхшăн – вилĕ, Турăшăн – чĕрĕ тесе шутлăр. 12 Çылăхлă кăмăл чури пулас мар тесен, çылăха хăвăрпа хуçаланма ан парăр. 13 Сирĕн ӳт-пĕвĕрĕн нихăш пайĕ те çылăх аллинчи йĕркесĕрлĕх хатĕрĕ ан пултăр. Ун вырăнне, вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă çынсем пек пулса, хăвăра Турă аллине парăр. Сирĕн ӳт-пĕвĕн пур пайĕ те вара тӳрĕлĕх хатĕрĕ пултăр. 14 Çылăх сирĕнпе тек нихçан та хуçаланма ан пултартăр, мĕншĕн тесен эсир ĕнтĕ саккун аллинче мар, Турă ырăлăхĕн аллинче.
Тӳрĕлĕх чурисем
15 Мĕн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турă ырăлăхĕн аллинче тесе, çылăха кĕрсе пурăнмалла-и? Паллах, апла мар. 16 Эсир пĕлместĕр-им? Камăн чури пулса пăхăнма килĕшетĕр – çавăн чури пулатăр та, çавна пăхăнатăр: е вилмешкĕн çылăх чури пулатăр, е тӳрре тухмашкăн Турра пăхăнатăр. 17 Тавах Турра! Эсир ĕлĕкрех çылăх чурисем пулнă пулин те, халĕ хăвăр йышăннă вĕрентĕве пĕтĕм чун-чĕререн парăнтăр. 18 Çылăхран хăтăлса тӳрĕлĕх чури пулса тăтăр. 19 Ăнланмалла пултăр тесе çакна эпĕ сире уçăмлăрах каласшăн. Ĕлĕкрех эсир ӳт-пĕвĕр пайĕсене ирсĕрлĕх тата йĕркесĕрлĕх чуралăхне усал ĕçсем тумашкăн панă. Çавнашкалах халĕ вĕсене тӳрĕлĕх чуралăхне таса ĕçсем тума парăр. 20 Мĕншĕн тесен эсир çылăх чурисем пулнă чухне сирте тӳрĕлĕх пулман. 21 Ун чухнехи ĕçĕрсем мĕн пачĕç-ха сире? Халĕ вĕсенчен хăвăр та вăтанатăр ĕнтĕ. Вĕсем вилĕмпе кăна вĕçленеççĕ. 22 Анчах та халĕ, эсир çылăхран хăтăлса Турă чурисем пулса тăрсассăн, ырă ĕçĕрсем сире сăваплăх параççĕ, çав ĕçсемпе эсир ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулăр. 23 Мĕншĕн тесен çылăхшăн вилĕмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамăр Хуçамăрти ĕмĕрлĕх пурăнăç вара – Турă парни.
Мăшăрланупа танлаштарни
1 Эй, тăванăмсем! Этем чĕрĕ чухне кăна саккун унпа пуç пулнине пĕлместĕр-им? Çакна эпĕ саккуна пĕлекенсене калатăп. 2 Тĕслĕхрен, качча кайнă хĕрарăма упăшкапа пурăнасси çинчен калакан саккун упăшки çумне çыхать. Упăшки вилсессĕн вара хĕрарăм çав саккунран ирĕклĕ. 3 Çавăнпа та, упăшки чĕрĕ чухнех хĕрарăм урăххине качча тухсан, ăна мăшăрне улталакан теççĕ. Анчах та упăшки вилсессĕн хĕрарăм çав саккунран ирĕклĕ. Тепĕр арçынна качча кайсан та вăл мăшăрне улталакан шутланмасть. 4 Эй, тăванăмсем! Эсир те çавнашкалах: хĕрес çинче пăталаса вĕлернĕ Христос ӳчĕпе пĕрле саккуншăн вилĕ шутланатăр. Халĕ вара эсир Турра усă кӳмешкĕн вилĕмрен Чĕрĕлнин пулатăр. 5 Ĕлĕк, ӳт-пӳшĕн пурăннă чухне, пирĕнпе çылăхлă кăмăл хуçаланнă, пирĕн саккун хушманнине тăвас килнĕ. Çапла вара, саккун çылăх шутне кĕртнĕ шухăш-туйăм пире вилĕм патне илсе кайнă. 6 Анчах та халĕ, хамăра çыхса тăракан саккуншăн вилĕ чухне, эпир саккун хушнисенчен ирĕклĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир саккунри кивĕ сас паллисем хыççăн кайса мар, çĕнелнĕ чун хавалĕпе Турăшăн ĕçлесе пурăнатпăр.
Ăшри çылăх
7 Мĕн калар-ха эппин? Саккун хăй çылăхлă-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпĕ саккуна пĕлмен пулсассăн çылăх мĕнне те пĕлмен пулăттăм. Саккун «ан хапсăн» темен пулсан, эпĕ хапсăнни мĕн иккенне те пĕлмен пулăттăм. 8 Анчах та çылăх, пил-хушупа сăлтавласах, манра юраманнине тăвас кăмăл çуратрĕ. Саккун пулмасан çылăх та вилĕ пулĕччĕ. 9 Тахçан эпĕ саккун мĕнне пĕлмесĕрех пурăнаттăм, анчах та пил-хушусене пĕлсессĕн çылăх чĕрĕлчĕ, 10 эпĕ вара вилтĕм. Ĕнтĕ чĕрĕлĕхшĕн панă пил-хушу мана вилĕмлĕхе пулчĕ. 11 Мĕншĕн тесен çылăх, пил-хушупа сăлтавласах, мана илĕртсе улталарĕ, мана пил-хушу пулăшнипех вĕлерчĕ. 12 Çапла ĕнтĕ саккун таса, пил-хушусем те таса, тӳрĕлĕхлĕ, ырă. 13 Ырри мана вилĕм кӳчĕ пулать-шим вара? Паллах, апла мар. Çылăх çавăнпа та çылăх ĕнтĕ, вăл ыррипе усă курсах мана вилĕм патне илсе пырать. Çапла вара, пил-хушусене пула çылăх виçесĕр япăххи курăнать. 14 Эпир пĕлетпĕр: саккун – чун-чĕм валли, эпĕ вара, ӳт-пӳллĕскер, çылăх чури. 15 Мĕншĕн тесен хам мĕн тунине хам та пĕлместĕп: мĕн тăвас тенине мар, килĕштерменнине тăватăп. 16 Енчен те эпĕ хам тăвас килменнине тăватăп пулсан, эппин саккун ырă пулнине йышăнатăп. 17 Чăннипе вара, усаллине эпĕ тумастăп, ăна ăшри çылăх тутарать. 18 Ман ăшăмра, ман ӳт-пĕвĕмре ырри пурăнманнине эпĕ пĕлетĕп. Мĕншĕн тесен манра ырă тăвас килни пур, анчах та эпĕ ырă тăваймастăп. 19 Хам тăвас тенĕ ыррине тăваймастăп, хам тăвас темен усаллине вара тăватăп. 20 Енчен те хам тăвас теменнине тăватăп пулсан, эппин ăна эпĕ мар, ăшăмри çылăх тăвать. 21 Эпĕ хам ăшăмра çакăн пек йĕрке пуррине асăрхарăм: ырă тăвас тенĕ чухне усал сиксе тухать. 22 Чунăмпа эпĕ Турă йĕркине хапăлласа йышăнатăп, 23 анчах та ӳт-пĕвĕмре урăх йĕрке пуррине куратăп. Ӳт-пӳ йĕрки вара ăс-хакăл йĕркипе хирĕçĕве кĕрет, çав ӳт-пӳ йĕрки мана çылăх тыткăнне илет, ӳт-пĕвĕм ăнах пăхăнса тăрать. 24 Мĕскĕн те иккен эпĕ! Çак вилĕмлĕ ӳт-пĕвĕмрен мана кам хăтарĕ25 Турă хăтарать! Иисус Христос урлă, хамăр Хуçамăр урлă, эпĕ Турра тав тăватăп. Çапла вара, эпĕ, пĕр çынах, ăс-хакăлăмпа Турă йĕркине пăхăнатăп, ӳт-пĕвĕмпе – çылăх йĕркине.
Сывлăш хушнипе пурăнасси
1 Çапла вара, Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, ӳт-пӳшĕн мар, Сывлăшшăн пурăнакансене халĕ нимĕнле айăплав та пулас çук. 2 Христоспа пĕрлĕхлĕ туса, чĕрĕлĕх кӳрекен Сывлăш хăвачĕ мана çылăхпа вилĕм тыткăнĕнчен хăтарчĕ. 3 Хавшак этеме пула вăйне çухатнă саккун тăвайманнине Турă турĕ. Вăл Хăйĕн Ывăлне, этем çылăхĕшĕн Турра парнелĕхе кӳмешкĕн çылăхлă çын евĕрлĕ пултарса, çĕр çине янă. Турă çапла этемри çылăха айăплав хунă. 4 Çапла Вăл пире, ӳт-пӳшĕн мар, Сывлăшшăн пурăнакансене, саккун ыйтнă пек тӳрĕ пурăнччăр тесе тунă. 5 Мĕншĕн тесен ӳт-пӳшĕн пурăнакансем çылăхлă кăмăлне тултарасшăн тăрăшаççĕ, Сывлăшшăн пурăнакансем вара Сывлăш ыйтнине тивĕçтересшĕн тăрăшаççĕ. 6 Ӳт-пӳ туртни – вилĕм, Сывлăш ыйтни – чĕрĕлĕхпе канăçлăх. 7 Ӳт-пӳ туртни хыççăн кайни вăл Турра хирĕç кайниех. Унашкаллисем Турă йĕркине пăхăнмаççĕ, пăхăнма та пултараймаççĕ. 8 Çавăнпа та ӳт-пӳшĕн пурăнакансем Турра юрăхлă пулаймаççĕ. 9 Сирĕнте Турă Сывлăшĕ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшĕн мар, Сывлăшшăн пурăнатăр. Анчах та камра Христос Сывлăшĕ çук, çавă Христосăн мар. 10 Христос сирĕнте пулсассăн, ӳт-пӳ çылăхшăн вилĕ, чун-чĕм вара тӳрĕлĕхшĕн чĕрĕ пулать. 11 Сирĕнте Иисуса вилĕмрен Чĕртсе тăратаканăн Сывлăшĕ пур пулсан, эппин Христоса вилĕмрен Чĕртсе тăратаканĕ сирĕн ăшри Хăйĕн Сывлăшĕпе вилĕмлĕ ӳт-пĕвĕре те чĕрĕ тăвĕ. 12 Çапла вара, тăванăмсем, ӳт-пӳшĕн пурăнмашкăн эпир ӳт-пĕве парăмлă мар. 13 Мĕншĕн тесен ӳт-пӳшĕн пурăнатăр пулсан – вилетĕр. Енчен те Сывлăш пулăшнипе ӳт-пӳ илĕртĕвĕ хыççăн каймастăр пулсан – чĕрĕ пулатăр. 14 Кам Турă Сывлăшĕ ертсе пынипе çӳрет, çав Турă ачи пулать. 15 Мĕншĕн тесен эсир чуралăхăн хăратакан Сывлăшне мар, хăвăра Турă ачи пултаракан Сывлăша илнĕ. Çав Сывлăша пула эпир Турра: «Авва, Аттемĕр!» – тесе йăлăнатпăр. 16 Эпир Турă ачисем пулнине пирĕн чун-чĕме çав Сывлăш çирĕплетсе пĕлтерет. 17 Енчен те эпир Турă ачисем пулсассăн, эппин Христос пекех Туррăн еткерне илме тивĕçлисем пулатпăр. Унăн мухтавне те пĕрлех пайламашкăн вара пирĕн Христос асапĕсене те Унпа пĕрле тӳссе ирттермелле.
Хамăра тивĕçес мухтав
18 Хамăр умра уçăлас мухтавпа танлаштарсан, хальхи вăхăтлăх асапсем ним тĕшне те тăмаççĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. 19 Мĕншĕн тесен Турă пултарнă тĕнче Турă ачисем уççăн палăрасса чăтăмсăр кĕтет. 20-21 Турă пултарнă тĕнче тĕлсĕрлĕхе хăй ирĕкĕпе пăхăнман, ăна пăхăнтарнă Турă ирĕкĕ çапла пулнă. Анчах та Турă пултарнин вилĕм тыткăнĕнчен хăтăлас, мухтава тата ирĕке Турă ачисемпе пĕрле пайлас шанчăк пур. 22 Турă пултарнă пĕтĕм тĕнче халичченех ахлатса асапланнине эпир пĕлетпĕр. 23 Тĕнче кăна мар, эпир те, Святой Сывлăшăн малтанхи çимĕçне илнĕскерсем, хамăр ăшра ахлататпăр. Турă пире ывăллăха илессе, ӳт-пĕвĕмĕре çылăх тыткăнĕнчен хăтарасса кĕтетпĕр, – 24 çакă пире çăлăнăç паракан шанчăк. Анчах та шанни çитсессĕн, курăнакан пулсассăн, вăл шанчăк пулма пăрахать. Куç умĕнче пуррине кам-ха шанчăк теейтĕр? 25 Эпир куç умĕнче çуккине шанатпăр, ăна тӳсĕмлĕн кĕтетпĕр. 26 Эпир халсăр пулин те, Сывлăш пире çирĕплĕх парсах тăрать. Мĕншĕн тесен эпир Турра кирлĕ пек кĕлтума та пĕлместпĕр. Пирĕншĕн Сывлăш Хăй, этем чĕлхинчи сăмахпа калама май çуккине каласа, кĕлтуса хута кĕрет. 27 Чĕремĕрсене тĕрĕслекен Турă вара Сывлăш мĕн каласса пĕлет. Мĕншĕн тесен Сывлăш, Турă ирĕкĕпе, ĕненекенсен хутне кĕрет. 28 Тата эпир çакна пĕлсе тăратпăр: Турра юратакансене, Турă ирĕкĕпе чĕнсе илнисене кирек мĕн те ырри патне илсе пырать. 29 Турă вĕсене çураличчен малтанах пĕлнĕ, Хăйĕн Ывăлĕ евĕрлĕ пулмашкăн та малтанах палăртса хунă. Ывăллăха илнĕ ĕненекен нумай-нумай çын хушшинче Хăйĕн Ывăлĕ малтанхи пултăр тенĕ. 30 Малтанах палăртса хунисене Вăл чĕнсе илнĕ. Чĕнсе илнисене Вăл тӳрре кăларнă. Тӳрре кăларнисене вара мухтава та кăларнă.
Турă пире майлă
31 Çакăн пирки тата мĕн калама пулать-ха? Турă пире майлă пулсан пире хирĕç кам тăрайĕ? 32 Турă Хăйĕн Ывăлне пирĕншĕн пуриншĕн те хĕрхенмесĕрех асап аллине панă пулсан, Унпа пĕрле пире пĕтĕмпех памĕ-и вара? 33 Турă суйласа илнисене кам айăплама пултарайĕ? Никам та. Вĕсене Турă тӳрре кăларать. 34 Турă суйласа илнисене кам суд тума пултарайĕ? Никам та. Христос Иисус вилнĕ кăна мар, чĕрĕлнĕ те. Вăл Туррăн сылтăм енне ларнă, Вăл пирĕн хута кĕрет. 35 Турă юратулăхĕнчен пире мĕн уйăрайĕ? Хуйхă-и, инкек-и, хĕсĕрлев-и, выçлăх-и, сивĕ-и, хăрушлăх-и, хĕç-и? Çырнинче çапла каланă: 36 «Пире Саншăн кулленех вĕлереççĕ, пире пусас сурăхсем вырăнне хураççĕ». 37 Анчах та хамăра Юратаканни вăй парса тăнăран эпир çак йывăрлăхсене пурне те çĕнтеретпĕр. 38 Эпĕ çакна çирĕппĕн шанатăп: вилĕм те, пурăнăç та, ангелсем те, çӳлти сывлăшсемпе хăватсем те, хальхи те, пуласси те, 39 çӳлти тĕнче те, аялти тĕнче те, пĕтĕм çут тĕнчере мĕн пурри те пире Христос Иисус урлă, хамăр Хуçамăр урлă, килекен Турă юратулăхĕнчен уйăраяс çук.
Турă Израиле суйласа илнĕ
1 Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса чăн калатăп, суймастăп. Святой Сывлăшпа хăватланнă таса чунăм та çакна çирĕплетсе пĕлтерет: 2 чĕрем пысăк хуйхăпа, чарăнми асаппа тулчĕ. 3-4 Хампа пĕр йăхри тăвансемшĕн, Израиль халăхĕшĕн, эпĕ хама Христосран уйăрттарма та хатĕр. Израиль çыннисене Турă ывăллăха илнĕ, Хăйĕн мухтавне вĕсене панă, вĕсене халал панă. Вĕсен саккун та, Турра кĕлтăвас йĕрке те, Турă шантарса сăмах пани те пур. 5 Израиль ăрăвĕнченех паллă мăн асаттемĕрсем тухнă. Ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă Христос та çуралнă тăрăх вĕсен хушшинченех. Вăл – аслăран та аслă Турă. Аминь. 6 Израиль çыннисем хăйсене çапла тыткаланишĕн Турă сăмах пани пурнăçланмарĕ теме çук. Мĕншĕн тесен Израильтен çуралнисем пурте Израиль çыннисем мар-ха. 7 Авраам йăхĕнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Çырнинче çапла каланă-çке: «Исаакран çуралнисене санăн тăхăму тейĕç». 8 Урăхла каласан, çуралнă тăрăх кăна Израиль çынни шутланакан кашни çынах Турă ачи мар. Турă сăмах панипе çуралнисем кăна Турă ачисем пулаççĕ. 9 Турă çапла сăмах панă пулнă: «Палăртнă вăхăтра Эпĕ сан патна килĕп, ун чухне Саррăн ывăл ача пулĕ». 10 Ку çеç те мар-ха. Ревеккăн та йĕкĕреш ывăл çие юлнă, вĕсен ашшĕ мăн асаттемĕр Исаак пулнă. 11-12 Вара йĕкĕрешсем çураличченех, ырă е усал тума ĕлкĕричченех Турă Ревеккăна: «Асли кĕçĕннине пăхăнса тăрĕ», – тенĕ. Çапла ĕнтĕ Турă ачасене ӳссессĕн тăвас ĕçĕсене кура мар, Хăй суйласа илнĕ. Унăн, Чĕнекенĕн, ирĕкĕ çапла пулнă. 13 Çырнинче ун пирки: «Эпĕ Иакова килĕштертĕм, Исава килĕштермерĕм», – тенĕ. 14 Халĕ мĕнех калар-ха? Турă тӳрĕ мар-шим? Апла мар, паллах. 15 «Кама каçармаллине – каçарăп, кама хĕрхенмеллине – хĕрхенĕп», – тенĕ пулнă Турă Моисея. 16 Çапла вара каçару этем кăмăлĕнчен те, этем тăрăшнинчен те мар, каçаракан Турăран килет. 17 Çырнинче Турă Египет патшине çапла каланă: «Сан урлă Хамăн вăй-хăватăма кăтартмашкăн, пĕтĕм çĕр çинче Хамăн ятăма пĕлтермешкĕн Эпĕ сана патшана лартрăм». 18 Çапла вара Турă Хăй кама каçарас тет, çавна каçарать; камăн кăмăлне хытарас тет, çавăн кăмăлне хытарать.
Турă çиллипе хĕрхенĕвĕ
19 «Апла пулсассăн мĕншĕн-ха Турă пире айăплать? Унăн ирĕкне кам хирĕçлеме пултарĕ?» – тейĕн эсĕ мана. 20 Эсĕ, этем, Турăпа тавлашмашкăн камах вара? Тăм чӳлмек чӳлмекçĕне: «Эсĕ мана мĕншĕн çапла ăсталарăн?» – тесе ӳпкелешĕ-и? 21 Пĕр тăмранах паха савăт-сапа е ахаль куршак тăвасси чӳлмекçĕн ирĕкĕ мар-и вара? 22 Тен, Хăйĕн çиллине тата Хăйĕн хăватне кăтартас тесе, Турă çылăхлă çынсене – пĕтме пӳрнĕ çилĕ чӳлмекĕсене – пысăк тӳсĕмлĕхпе хĕрхенсе пурăннă? 23 Тен, çакна Вăл тӳрĕ çынсене – мухтава тивĕçес хĕрхенӳ чӳлмекĕсене – Хăйĕн мухтавĕн аслăлăхне пĕр вăхăтрах кăтартас тесе тунă? 24 Çав хĕрхенӳ чӳлмекĕсем – эпир. Турă пире иудейсем хушшинчен кăна мар, урăх халăхсем хушшинчен те суйласа илнĕ. 25 Çырнинчи Осия кĕнекинче çапла каланă: «Хамăн мар халăха Хамăн халăхăм тейĕп, савманнине савнă тейĕп». 26 «Турă вĕсене: „Эсир Манăн халăхăм мар“, – тенĕ вырăнтах вĕсене: „Эсир – чĕрĕ Турă ачисем“, – тейĕç». 27 Исаия пророк тата Израиль çинчен çапла калать: «Израиль ывăлĕсен шучĕ тинĕс тĕпĕнчи хăйăр пĕрчисем чухлĕ пулсассăн та, çăлăнса юлаканĕсем йышлăн пулмĕç. 28 Мĕншĕн тесен Хуçа Туррăн çĕр çинчи Сучĕ тĕрĕс те хăвăрт пулса иртĕ». 29 Исаия пророк ун çинчен малтанах çапла каланă: «Саваоф Хуçа Турă Авраам йăхĕнчи çынсенчен сăваплисене упраса хăварман пулсан, пире Содомпа Гоморрăра пурăннисен шăпи кĕтнĕ пулĕччĕ».
Израиль тата Ырă Хыпар
30 Халĕ мĕнех калар-ха? Тӳрре тухас темен урăх халăхсем тӳрĕлĕх илчĕç, Турра ĕненнĕрен тӳрре тухрĕç. 31 Саккуна пăхăнса тӳрре тухас тенĕ Израиль халăхĕ вара тӳрре тухаймарĕ. 32 Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен Израиль халăхĕ ĕненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшăн пулнă. Çапла вара вăл „такăнтаракан чулран“ такăннă. 33 Çырнинче çапла каланă: «Акă, эпĕ Сионра такăнтарса ӳкерекен чул хуратăп, вара ĕненменнисем такăнса ӳкĕç. Анчах та Ăна ĕненекен кирек кам та намăса юлмĕ».
1 Эй, тăванăмсем! Эпĕ пĕтĕм чĕререн Израиль халăхне çăлăнăç сунса Турра кĕлтăватăп. 2 Эсир Турăшăн тăрăшатăр, анчах та çакна шухăшласа тумастăр тесе эпĕ Израиль çыннисене çирĕплетсех калатăп. 3 Турă çеç тӳрре кăларасса ăнланман пирки вĕсем хăйсем тӳрре тухасшăн, Туррăн тӳрре кăларас шухăшне итлесшĕн мар. 4 Мĕншĕн тесен саккун Христоспа вĕçленет: Турă кашни ĕненекенех тӳрре кăларать.
Çлăнасси çинчен
5 Саккунпа тӳрре тухасси çинчен Моисей çапла çырнă: «Саккун хушнисене пĕтĕмпех пурнăçлакан çын чĕрĕлĕхлĕ пулĕ». 6 Ĕненӳпе тӳрре тухасси çинчен вара Çырнинче çапла каланă: «Хăвăр шăрта: „Тӳпене çĕкленме кам пултарĕ?“ – тесе ан ыйтăр». Ку вăл: „Çлакана çĕр çине антарма“ тениех пулать. 7 Е тата: «„Тĕпсĕрлĕхе анма кам пултарĕ?“ – ан тейĕр». Ку вăл: „Çлакана вилĕмрен чĕртсе тăратмашкăн“ тениех пулать. 8 Çырнинче вара: «Турă сăмахĕ санăн çывăхунтах, санăн чĕлхӳ-çăварунта, санăн чĕрӳнте», – тенĕ. Çак сăмах – эпир вĕрентекен ĕненӳ сăмахĕ. 9 Енчен те эсĕ чĕлхӳ-çăварупа Иисуса Хуçамăр тесе йышăнатăн пулсан, чĕрӳпе Турă Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнине ĕненетĕн пулсан – çăлăнăн. 10 Мĕншĕн тесен тӳрре тухмашкăн – чĕререн ĕненмелле, çăлăнмашкăн – ĕненӳ çинчен чĕлхе-çăварпа уççăн каламалла. 11 «Ăна ĕненекен кирек кам та намăса юлмĕ», – тенĕ Çырнинче. 12 Иудейсемпе ытти халăхсем хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та çук. Мĕншĕн тесен пурин те пĕр Хуçа Турă, Хăйне тархаслакансемшĕн пуриншĕн те Вăл ырăлăхлă. 13 «Хуçа Турă ятне асăнакан кирек кам та çăлăнать», – тесе те каланă-çке. 14 Анчах та ху ĕненмен Турра епле тархаслас? Ху илтмен Турра епле ĕненес? Ӳкĕтлесе вĕрентекен пулмасан ăçтан илтеес? 15 Вĕсене ӳкĕтлесе вĕрентме никама та яман пулсан, вĕсене кам ӳкĕтлĕ? Çырнинче çапла каланă: «Канăçлăх çинчен пĕлтерекенсен, ырри çинчен пĕлтерекенсен урисем епле чаплă!» 16 Анчах та Ырă Хыпара пуртех йышăнмарĕç. Исаия пророк каланă пек: «Турăçăм! Эпир каласа пĕлтернине камах ĕненчĕ?» 17 Çапла вара, ĕненес тесен, малтан Турă сăмахне илтес пулать. 18 «Турă сăмахне вĕсем илтмен-им?» – тесе ыйтатăп эпĕ. Паллах, илтнĕ. Çырнинче каланă пек: «Вĕсен, вĕрентекенсен, сасси пĕтĕм тĕнчене сарăлнă, вĕсен сăмахĕ тĕнче хĕрринех çитнĕ». 19 «Çакна Израиль халăхĕ пĕлмен-им?» – тесе ыйтатăп татах. Ку ыйтăва Моисеях Турă сăмахĕсемпе хуравланă: «Халăх тесех те калама çук халăх урлă Эпĕ сирĕнте кĕвĕçӳ çуратăп, çав айван халăх урлах Эпĕ сирĕнте вĕчĕхӳ çуратăп». 20 «Мана Хама шыраманнисем тупрĕç; Мана Хам çинчен ыйтманнисем пĕлчĕç», – тенĕ Исаия пророк урлă Турă тӳррĕнех. 21 Израиль халăхĕ пирки вара Вăл çапла каланă: «Аллăмсене çав итлемен, кутăн халăх енне тăсса, Эпĕ яра куна кăлăхах кĕтрĕм».
Израилĕн çăлăнса юлас çыннисем
1 Тата çакна ыйтам-ха: «Турă Хăйĕн халăхне пăрахнă пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпĕ хам та Авраам йăхĕнчи, Вениамин сыпăкĕнчи Израиль çынни. 2 Турă Хăй тĕнчене пултаричченех пĕлсе тăнă Хăйĕн халăхне пăрахман. Илия, Израиль халăхне ӳпкелесе, Турра епле тархаслани çинчен Çырнинче мĕн каланине пĕлместĕр-им эсир? 3 «Турăçăм! Санăн пророкусене вĕлерчĕç, парнӳ вырăнĕсене аркатрĕç, пĕр эпĕ кăна тăрса юлтăм, манăн чунăма та шыраççĕ», – тенĕ Илия. 4 Турă ăна мĕн тесе хуравлать-ха? «Ваала пуççапма килĕшмен çичĕ пин çынна Эпĕ Хам валли тасан упраса хăвартăм», – тет Вăл. 5 Хальхи вăхăтра та çавнашкалах: Турă ырăлăхне пула, Турă суйласа илнине пула Израилĕн çăлăнса юлас çыннисем кăна упранса юлнă. 6 Турă ырăлăхĕпе пулсассăн, эппин, вĕсем ĕçĕсене кура упранса юлман, унсăрăн Турă ырăлăхĕ ырăлăх та пулмĕччĕ. Ĕçĕсене кура пулсан, çакă ырăлăх пулмĕччĕ, унсăрăн ĕç те ĕç мар. 7 Мĕн темелле-хаПĕтĕм Израиль халăхĕ хăй илме ĕмĕтленнине илеймерĕ, ăна Турă суйланисем кăна илме пултарчĕç. Çавна пула ыттисен чунĕсем хытнă. 8 Çырнинче çапла каланă: «Турă вĕсем çине туйми тăвакан сывлăш янă. Вĕсем паян кунчченех курми куçлă, илтми хăлхаллă». 9 Давид та çапла калать: «Вĕсен ĕçки-çики вĕсемшĕн таната пултăр, тавăру мăйкăчи пултăр. 10 Вĕсен куçĕсем тĕттĕмленччĕр, курми пулччăр, çылăх кукăртса лартнипе вĕсем нихăçан та тӳрленсе ан тăрайччăр».
Ытти халăхсем çăлăнасси çинчен
11 Тата çакна ыйтам-ха: Израиль халăхĕ тăрайми ӳкмеллех такăннă-шим? Паллах, апла мар. Иудейсем ӳкни урăх халăх çыннисене çăлăнăç кӳрет, çакă вара иудейсене кĕвĕçтерет, тăрăшма хистет. 12 Вĕсем ӳкни те тĕнчешĕн ырă пулсан, вĕсем çухатни те урăх халăхсене Турăллă тăвать пулсан, иудейсем Турă патне тавăрăнни мĕнле тулли ырăлăх пулĕччĕ! 13 Эй, ытти халăх çыннисем! Халĕ вара сире калатăп. Эпĕ ытти халăхсен апостолĕ пулнă май хама пӳрнĕ ĕçпе мухтанатăп. 14 Çав хушăрах тата сирĕн ĕненĕвĕре курнипе тăван халăхăм çыннисем тăрăшма пуçлаччăр тетĕп. Тен, çапла майпа вĕсенчен хăшне-пĕрне çăлса хăварайăп? 15 Вĕсем Турăран пăрăнни пĕтĕм тĕнчене Турăпа çураçтарчĕ пулсан, вĕсем Турă патне тавăрăнсан мĕн пулĕ? Ку – вилĕмрен чĕрĕлсе тăниех пулать. 16 Квас тĕпĕ таса пулсан, чусти те таса. Тымарĕсем таса пулсан, турачĕсем те таса. 17 Енчен те хăш-пĕр хуçăлнă туратсем вырăнне сана та, вăрман оливĕн турачĕ, сыпнă пулсан, сад оливĕн тымарĕ-сĕткенĕпе пĕрлешрĕн пулсан, 18 ытти туратсем умĕнче пуçна ан каçăрт. Пуçна каçăртсан çакна асту: тымарсене эсĕ чĕрĕлĕх памастăн, вĕсем сана чĕрĕлĕх параççĕ. 19 «Туратсене мана сыпмашкăн хуçнă», – тейĕн эсĕ. 20 Юрĕ. Вĕсене ĕненмен пирки хуçнă, эсĕ вара вĕсен вырăнĕнче ĕненĕве пула тытăнса тăратăн. Çавăнпа пуçна ан каçăрт, хăра. 21 Енчен те Турă йывăçăн чăн турачĕсене хĕрхенмен пулсан, сана хĕрхенĕ тетĕн-и? 22 Çапла вара Турă ырă та, çирĕп те пулнине хăвах куратăн. Хуçăлса ӳкнисемшĕн Вăл çирĕп. Унăн ырăлăхне шанатăн пулсан, саншăн Вăл ырă. Шанмастăн пулсан, сана та касса пăрахĕç. 23 Ĕненсе пурăнсан, хуçăлса ӳкнисем те сад оливĕ çумне сыпăнма пултарĕç, мĕншĕн тесен Туррăн вĕсене каялла сыпмашкăн хăват пур. 24 Мĕншĕн тесен эсĕ, вăрман оливĕнчен каснă турат, çут çанталăк йĕркине пăхмасăрах сад оливĕ çумне сыпăннă пулсан, çак пĕр тĕпри туратсем хăйсен йывăççи çумне çăмăллăнах сыпăнĕç.
Израиль çĕнелесси
25 Эй, тăвансем! Хăвăр пирки мăнна хурса шухăшласран эпĕ сире çак вăрттăнлăха уçса парасшăн. Израиль халăхĕ кутăнлашса пурăнасси яланлăха мар, вăхăтлăха кăна. Чăн Турра пĕлекен пулнă ытти халăхсен шучĕ кирлĕ виçене çитиччен çеç çапла пулĕ. 26 Ун чухне пĕтĕм Израиль халăхĕ çăлăнăç тупĕ. Çырнинче каланă пек: «Иаков йăхĕнчисен йĕркесĕрлĕхне пĕтерме Сионран Хăтаракан килмелле. 27 Эпĕ вĕсене çылăхран хăтарăп, çакă халал пани пулĕ». 28 Эсир Ырă Хыпара йышăннăран иудейсем ăна йышăнмаççĕ, Турра хирĕç каяççĕ. Анчах та Турă вĕсене суйласа илнĕ, мăн аслашшĕсене пула юратать. 29 Мĕншĕн тесен Турă панине тата чĕнсе илнине туртса илме çук. 30 Ĕлĕкрех эсир те Турра итлеместĕрччĕ. Халĕ вара иудейсем итлемен пирки Турă сире каçарнă. 31 Сире каçарнăран иудейсем халĕ Турра итлемеççĕ те ĕнтĕ. Турă вĕсене те каçарĕ. 32 Турă, пурне те каçарас тесе, пурне те итлеменлĕх витĕр кăларать. 33 Турă ырăлăхĕн, ăслăлăхĕн, пĕлĕвĕн виçи çук! Турă шухăшне пĕлме çук, Унăн çулне йĕрлесе тупма çук! 34 Хуçа Турă ăс-хакăлне пĕлекенĕ пур-и? Ăна канаш пама пултараканĕ пур-и? 35 Кам та пулин Турра тавăрса памалла кивçен пани пур-и? 36 Мĕншĕн тесен пурне те Вăл пултарнă, пурте Ун урлă тата Уншăн пурăнать. Ăна ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! Аминь.
Христоспа пĕрлĕхлĕ çĕнĕ пурăнăç
1 Эй, тăванăмсем! Турă ырăлăхĕн ячĕпе тархаслатăп сире: хăвăр ӳт-пĕвĕре чĕрĕ парнелĕхе Турра кӳрĕр, вăл сăваплă та юрăхлă пултăр. Турăшăн çапла тăрăшни ăслă-тăнлă туни пулать. 2 Пурăнăçăра çак тĕнче йĕркисемпе ан шайлаштарăр. Ун вырăнне Туррăн аван, юрăхлă тата паха ирĕкĕ мĕнне пĕлес тесе эсир хăвăр с-хакăлăра çĕнетсе улшăнăр. 3 Хама панă апостол ирĕкĕпе усă курса сире пурсăра та калатăп: хăвăра мăнна ан хурăр; хăвăра сăпайлăн, Турă панă ĕненӳпе виçеллĕн хаклăр. 4 Этемĕн пĕр ӳт-пӳ; ӳт-пӳ пайĕсем нумай, кашни пайĕ хăйĕн ĕçне тăвать. 5 Эпир те çавнашкалах: Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса пурте пĕр ӳт-пӳ шутланатпăр, уйрăмшарăн вара пĕр-пĕринпе çыхăнура тăракан ӳт-пӳ пайĕсем пулатпăр. 6 Турă ырăлăхĕпе килĕшӳллĕн пире кашнинех тĕрлĕрен пултарулăх панă. Çавăнпа та кама пророк пултарулăхĕ панă, çав унпа хăй ĕненнĕ таран усă куртăр. 7 Кама Турă ячĕпе çынсемшĕн тăрăшма панă – тăрăштăр, Турă сăмахне вĕрентекен пулсан – вĕренттĕр, 8 ӳкĕтлекен пулсан – ӳкĕтлетĕр, валеçекен пулсан – таса чунпа валеçтĕр, пуçлăх пулсан – тăрăшса ертсе пытăр, пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшакан пулсан – савăнсах пулăштăр. 9 Юратанçи пулса мар, пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратăр. Усалтан пăрăнăр, ырă çумне çыпçăнăр. 10 Пĕр-пĕрне тăванла ăшшăн юратăр, пĕр-пĕрне хисеплеме васкăр. 11 Яланах тăрăшуллă пулăр, чун-чĕрĕре çунтарăр, Хуçамăршăн ĕçлесе тăрăр. 12 Шанчăкăр сире савăнăç кӳтĕр, хуйхă килсен тӳсĕмлĕ пулăр, Турра яланах кĕлтăвăр. 13 Ĕненекен тăванăрсене кирлĕ чухне пулăшăр, ютран килнисене хапăл тăвăр. 14 Хăвăра хĕсĕрлекенсене ан ылханăр, ырă сунăр. 15 Савăнаканпа пĕрле савăнăр, йĕрекенпе пĕрле йĕрĕр. 16 Хăвăр хушшăрта пĕр шухăшлă пулăр, пуç каçăртса çӳрес вырăнне йăвашшисем пек пулма тăрăшăр, хăвăра мăнна ан хурăр. 17 Усала хирĕç усалпа никама та ан тавăрăр, çынсемшĕн мĕн ырă – çавна тăвăр. 18 Май пур пулсан пуринпе те çураçуллăн пурăнăр. 19 Тусăмсем! Усал тунишĕн ан тавăрăр, Турă çилли çитессе шанăр. Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: «„Тавăру ирĕкĕ Манра, тавăраканĕ Эпĕ пулăп“, – тет Хуçа Турă». 20 Çавăнпа ĕнтĕ тăшману выçă пулсан, ăна çитер; ăшĕ хыпнă пулсан, ĕçтер. Çапла тунипе вăл намăсне ниçта чикме пĕлмĕ. 21 Усала ан парăн, усала ырăпа çĕнтер.
Влаçсене пăхăнасси
1 Кирек епле чун та аслă влаçсене пăхăнса пурăнтăр, мĕншĕн тесен влаçлă пурăнăç йĕркине Турă тунă, кирек епле влаç та Турăран. 2 Çавăнпа та влаçсене хирĕçлекенсем Турă йĕркине хирĕç каяççĕ. Хирĕçлекенсем вара хăйсемшĕн хăйсемех айăплав тупĕç. 3 Ырă ĕç тăвакан влаçсенчен хăрамасть, усал ĕç тăвакан хăрать. Влаçсенчен хăрамасăр пурăнас килет-и? Ырă ту, вара вĕсем сана мухтĕç. 4 Пуçлăх вăл – санăн ырлăхушăн тăрăшакан Турă тарçи. Усал тăватăн пулсассăн – хăра; пуçлăха ахальтен хĕç паман. Вăл – Турă тарçи, усал тăвакана тавăрать, айăп хурать. 5 Çавăнпа пуçлăхсене айăпласран хăранипе кăна мар, чун хушнипе те пăхăнмалла. 6 Вĕсем Турă тарçисем пулса сирĕншĕн ялан тăрăшнăран эсир налук тӳлетĕр те. 7 Çапла вара, кашнинех памаллине парăр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс.
Çывăх çынна юратасси
8 Хире-хирĕçле юратулăх тивĕçĕсĕр пуçне, никама та нимĕнпе те парăмлă ан пулăр. Çынна юратни саккун хушнине пурнăçлани пулать. 9 Мĕншĕн тесен «мăшăрна ан ултала», «ан вĕлер», «ан вăрла», «судра суйса ан пĕлтер», «çынăнне ан хапсăн9 текеннисен тата ытти пил-хушусен тĕшши çак сăмахсенче: «Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат». 10 Юратулăх çывăх çынна усал тумасть. Çапла вара, юратни саккун хушнине пурнăçлани пулать.
Христос килес кун çывхарать
11 Эсир те çапла пурăнăр. Эпир халĕ мĕнле вăхăтра пурăннине пĕлетĕр. Пирĕн ыйхăран вăранас вăхăт çитрĕ. Халĕ пирĕншĕн çăлăнăç хамăр ĕненме пуçланă чухнехинчен çывăхрах. 12 Каç иртрĕ, кун çывхарса килет. Çавăнпа та тĕттĕмлĕх ĕçĕсене сирсе ывăтар та çутăлăх хĕçĕсем тытар. 13 Эппин, кун çутинчи пек йĕркеллĕ пурăнар. Намăссăрланса та ĕçке ярăнса, ясарланса та аскăнланса, хирĕçсе те кĕвĕçсе пурăнар мар. 14 Ун вырăнне, Иисус Христос Хуçамăра ĕненсе, хӳтлĕх тумне тăхăнар. Çылăхлă кăмăл хыççăн каяс мар тесен, ӳт-пӳшĕн виçине пĕлсе тăрăшар.
Çывăх çыннуна ан айăпла
1 Хавшак ĕненӳллĕ çынна хăвăр йыша илĕр, анчах та ăна шухăшĕсемшĕн ан ӳпкелĕр. 2 Калăпăр, пĕри йăлтах çиме юрать тесе шухăшлать, тепри, хавшак ĕненӳлли, пахча çимĕç кăна çиет. 3 Апат тиркеменни апат уякана ан мĕскĕнлеттĕр. Апат уяканни те апат тиркеменнине айăпласа ан калаçтăр, мĕншĕн тесен вăл та Туррăн. 4 Эсĕ, ют чурана айăплаканскер, ху камах вара? Вăл хăй Хуçи умĕнче тăрать-и, ӳкнĕ-и – ăна Хуçи пĕлет. Ӳкнĕ пулсан, Турă ăна ури çине тăратма та пултарать. 5 Хăшĕ кунпа куна тиркет, хăшĕ пур куна пĕре хурать. Кам мĕнле шухăшлать, çапла пурăнтăр. 6 Кунсене уяканни Хуçа Турăшăн уять. Кунсене тиркеменни те Хуçа Турăшăн тиркемест. Апат тиркеменни Хуçа Турăшăн тиркемест, мĕншĕн тесен вăл Турра тав туса çиет. Апат уяканни те Хуçа Турăшăн уять, мĕншĕн тесен вăл та Турра тав тăвать. 7 Пурăнасса та эпир хамăршăн пурăнмастпăр, вилессе те эпир хамăршăн вилместпĕр. 8 Пурăнсан та – Хуçа Турăшăн пурăнатпăр; вилсен те – Хуçа Турăшăн вилетпĕр. Эпир яланах Хуçамăрăн. 9 Мĕншĕн тесен Христос вилнисемпе чĕррисен Хуçи пулмашкăн вилнĕ те, чĕрĕлнĕ те. 10 Эсĕ ĕненекен тăванна мĕншĕн айăплатăн? Эсĕ тата? Хăвăн тăванна мĕншĕн мĕскĕнлететĕн? Пирĕн пурин те Христос сучĕ умне тăмалла пулать-çке! 11 Çырнинче çапла каланă: «„Пурте Манăн умра чĕркуçленĕç, пурте Турра чĕлхи-çăварĕпе мухтĕç. Çакă Эпĕ пурри пекех чăн“, – тет Хуçа Турă». 12 Çапла вара, пирĕнтен кашниех харпăр хăйшĕн Турă умĕнче явап тытĕ.
Ĕненекен тăванна такăнмашкăн сăлтав ан пар
13 Малашне пĕр-пĕрне айăплар мар. Айăплас вырăнне тăванăма такăнмашкăн е ӳкмешкĕн сăлтав парас марччĕ тесе тăрăшар. 14 Иисус Христос Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулнăран эпĕ çакна çирĕп ĕненетĕп: хăйне тĕллĕн нимĕн те таса мар пулмасть. Кам мĕне те пулин таса мар тесе шутлать, çавă уншăн таса мар. 15 Тăвану уякан апата çисе ăна кӳрентеретĕн пулсан, эппин юратуллă пурăнмастăн. Христос уншăн та вилнĕ, эппин апата пула тăванна вилĕмлĕ ан ту. 16 Çапла вара, саншăн лайăххи теприншĕн тиркемелле ан пултăрччĕ. 17 Мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ ĕçме-çиме таврашĕ мар, Святой Сывлăш паракан тӳрĕлĕх, канăçлăх тата савăнăç. 18 Кам çапла пурăнса Христосшăн тăрăшать, çав Турра та юрăхлă, çынсем умĕнче те хисеплĕ. 19 Эппин, пĕр-пĕрне килĕштерсе, ĕненӳре çирĕплетсе пурăнмалли майсене шырар. 20 Апат-çимĕç таврашне пула Турă ĕçне ан пăс. Пур апат-çимĕç те таса, анчах та тăвану тиркекен апата çини начар. Çапла туса эсĕ ăна çылăха кĕртетĕн. 21 Эсĕ аш çини, эрех таврашĕ ĕçни тăванна çылăха кĕртет пулсан – ан çи, ан ĕç. Тăванна такăнтаракан, ӳкерекен, ĕненĕве хавшатакан нимĕнле ĕç те ан ту. 22 Санăн ĕненĕвӳ пур-и? Пур пулсассăн, ăна хăвăн ăшăнта, Турă умĕнче упра. Хăй суйласа илнĕ япалашăн хăйне айăпламан çын телейлĕ. 23 Иккĕлене-иккĕленех çиекене вара Турă айăплать, мĕншĕн тесен вăл ĕненĕвĕпе килĕшӳллине тумасть. Ĕненӳпе килĕшсе тăманнине туни вара – çылăх.
Мухтав сăмахĕсем
24 Турра мухтав. Эпĕ пĕлтерекен Ырă Хыпар урлă – Иисус Христосах вĕрентнĕ Ырă Хыпар урлă – Турă сире çирĕплетет. Ырă Хыпар – мĕн ĕмĕртен пытарăннă вăрттăнлăх, 25 халĕ çав вăрттăнлăха Турă уçса пачĕ. Ăна пире ĕмĕрхи Турă пророксене çыртарнă сăмахпа пĕлтернĕ. Ĕненме пуçлаччăр тесе, Хăйне пăхăнччăр тесе, Турă çав вăрттăнлăха пур халăха та хыпарламалла турĕ. 26 Ăслăран та Ăслă Пĕртен-пĕр Турра Иисус Христос урлă ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пултăр. Аминь.
Çывăх çыннăрсен кăмăлне юрама тăрăшăр
1 Пирĕн, вăйлисен, хамăршăн кăна тăрăшмалла мар, хавшак чунлисен çитменлĕхĕсене те каçарма пĕлмелле. 2 Пирĕнтен кашниех, çывăх çыннине ырра килтĕр тесе, унăн кăмăлне юрама тăрăштăр. Çапла туни ăс паниех пулать. 3 Мĕншĕн тесен Христос та Хăй кăмăлне юрасшăн тăрăшман. Çырнинче каланă пек: «Сана хурлакансен хурри Мана тиврĕ». 4 Çырнинче авалах мĕн каланине пире ăс памашкăн çырнă: эпир, Çырнинче тӳсĕмлĕхпе лăплану тупса, шанчăка çухатмастпăр. 5-6 Турра, Иисус Христос Хуçамăрăн Ашшĕне, пĕр кăмăлтан, пĕр çăвартан мухтамашкăн, Иисус Христос вĕрентнĕ пек пĕр шухăшлăн пурăнмашкăн тӳсĕмлĕхпе лăплану Турри сире пархатар патăр.
Ырă Хыпар пур халăхсемшĕн те
7 Çавăнпа та, Турă мухтавĕшĕн сире Христос епле хапăл тунă, эсир те пĕр-пĕрне çавнашкалах хапăл тăвăр. 8 Эпĕ çакна каласшăн: Турă чăннине кăтартмашкăн Христос ӳт кастарнисен тарçи пулнă. Çакна Вăл иудейсен мăн аслашшĕсене панă сăмаха тытас тесе тунă. 9 Урăх халăхсем те Турра мухтаччăр тесе, Вăл, Хăйĕн ырăлăхне пула, вĕсен тарçи те пулнă. Çырнинче каланă пек: «Эй, Турăçăм, Сана уншăн ытти халăхсем хушшинче чапа кăларăп, Санăн ятна мухтаса юрлăп». 10 Тата Çырнинче каланă: «Эй, ытти халăхсем, Унăн халăхĕпе пĕрле савăнăр!» 11 Тата: «Эй, мĕн пур урăх халăхсем, Хуçа Турра мухтăр! Мĕн пур халăхсем, Ăна чапа кăларăр!» – тенĕ. 12 Исаия та çапла каланă: «Иессей ăрăвĕнчи килĕ те халăхсемпе пуç пулĕ, ытти халăхсемшĕн шанчăк пулĕ». 13 Шанчăклăх Турри сирĕн чун-чĕрĕре, хăвăр ĕненнине кура, тĕрлĕ савăнăçпа, канăçлăхпа тултартăр. Вара шанчăкăр Святой Сывлăш хăвачĕпе татах çирĕпленĕ.
Павелăн тĕн сарас ĕçĕ
14 Эй, тăванăмсем! Эсир ырă та тулли кăмăллă, нумай пĕлӳллĕ пулнине, пĕр-пĕрне вĕрентме пултарнине шанса тăратăп. 15 Анчах та, сире асăрхаттарас тесе, хăш-пĕр япаласем пирки эпĕ хăюллăрах та çыртăм. Турă панă пархатарпа 16 манăн ытти халăхсемшĕн Иисус Христос тарçи пулмалла, священник тивĕçĕпе вĕсене Туррăн Ырă Хыпарне вĕрентмелле. Эпĕ Турра пĕлмен халăхсене Турра кӳретĕп. Святой Сывлăшпа сăваплатса кӳнĕ çав парнем Турра юрăхлă пултăр. 17 Çапла вара, Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, Турăшăн тунă ĕçĕмпе мухтанма ирĕкĕм пур. 18 Тунă ĕçĕмпе тени те тĕрĕсех мар-ха. Чăннипе, эпĕ ытти халăхсене Христос панă сăмахпа тата ĕçпе ĕнентеретĕп. 19 Çакă вăл тĕрлĕрен паллăсемпе тĕлĕнмелле ĕçсен хăвачĕпе, Турă Сывлăшĕн хăвачĕпе пулса пырать. Çапла майпа эпĕ Христосăн Ырă Хыпарне Иерусалимпа унăн таврашĕнчен пуçласа Иллирик таран сарма пултартăм. 20 Эпĕ яланах Ырă Хыпара Христос ячĕ çинчен илтмен вырăнсенче пĕлтерсе çӳреме тăрăшрăм, урăххисем вĕрентсе хывнă никĕспе усă курас темерĕм. 21 Çырнинче каланă пек: «Ун çинчен хыпар пĕлменнисем Ăна курĕç, илтменнисем пĕлĕç».
Павел Рима кайма шухăшлани
22 Çав сăлтава пула эпĕ халиччен те сирĕн патăра çитсе кураймарăм. 23 Халĕ çав çĕрсенче эпĕ çитмен вырăн юлмарĕ ĕнтĕ, сирĕнпе курнăçас тахçанхи ĕмĕтĕме тултарса, 24 Испание кайма тухсанах сирĕн патăра çитсе курăп. Çула май сирĕнпе курнăçасса шанатăп. Сирĕнпе пĕр вăхăт кăмăл туличчен калаçсан эсир мана малалла кайма пулăшасса та шанатăп. 25 Халĕ вара эпĕ Иерусалима, унти ĕненекенсене пулăшма, çула тухатăп. 26 Мĕншĕн тесен Македонири тата Ахаияри ĕненекенсем Иерусалимри чухăн ĕненекенсем валли укçа-тенкĕ пуçтарса парса ячĕç. 27 Вĕсем тăрăшнине ырламалла. Тепĕр тесен, вĕсем Иерусалимри ĕненекенсене парăмлă та. Иерусалимрисен чун-чĕм пуянлăхĕпе ытти халăхсем те усă кураççĕ пулсан, ун вырăнне вĕсен ӳт-пĕве кирлĕ пуянлăхпа тавăрса памалла. 28 Çак ĕç-пуçсене туса пĕтерсен, хама шанса панă укçа-тенкĕне вĕсене леçсе парсан, эпĕ Испание кайма тухăп. Вара, çула май, сирĕн патăра çитсе курăп. 29 Пырсассăн эпĕ Христос Ырă Хыпарĕн тулли пиллĕхне сире çитерсе парасса шанатăп. 30 Эй, тăванăмсем! Сире Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе, Святой Сывлăш юратулăхĕпе тархасласа йăлăнатăп: хам кĕлтунă пекех, эсир те Турра маншăн тăрăшса кĕлтăвăр. 31 Манăн Иудейăри ĕненмен çынсен хурри пулас марччĕ, эпĕ тăрăшни Иерусалимри ĕненекен тăвансемшĕн усăллă пултăрччĕ. 32 Вара эпĕ Турă ирĕкĕпе сирĕн патăра савăнсах çитĕттĕм, сирĕнпе пĕрле канăçлăх тупăттăм. 33 Канăçлăх Турри сирĕнпеле пултăр. Аминь.
Ятран салам яни
1 Эпĕ сире Кенхрен чиркĕвĕнчи ĕненекен тăванăмăрпа, Фива ятлă диакониссăпа, паллаштарасшăн. 2 Эсир çав хĕрарăма Хуçа 16:1 Диаконисса – малтанхи чирк"сенчи тирпеййĕркене пăхса тăракан хĕрарăм. Турă ячĕпе, ĕненекенсене тивĕçлĕ пек, хапăл тусамăр. Хăвăр патăрта ăна мĕн кирлипе пулăшсамăр. Вăл хăй те нумайăшне, çав шутрах мана та, пулăшнă. 3 Иисус Христос ĕçĕнчи юлташăмсене Прискиллăпа Акилăна салам калăр. 4 Вĕсем ман чунăмшăн пуçĕсене хума та хатĕр пулчĕç. Вĕсене пĕр эпĕ кăна мар, Христоса ĕненекен ытти халăх çыннисен чиркĕвĕсем те пурте тав тăваççĕ. Вĕсен килти чиркĕвне пухăнакансене те манран салам калăр. 5 Хаклă Епенет тусăма, Ахаияра Христоса ĕненме пуçлакансенчен пĕри пулнăскерне, манран салам калăр. 6 Хамăршăн вăйне шеллемесĕр тăрăшнă Мариама та салам яратăп. 7 Тăван халăхăм çыннисене Андроникпа Юнияна та манран салам. Вĕсем манпа пĕрле тĕрмере ларнăччĕ, апостолсем хушшинче те вĕсем паллă çынсем шутланаççĕ. Христоса ĕненме те вĕсем манран маларах пуçланăччĕ. 8 Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ савнă Амплие салам калăр. 9 Хамăрпа пĕрле Христосшăн тăрăшакан Урбана тата хаклă Стахияна та салам. 10 Ĕненӳре тĕрĕсленнĕ Апеллеса, чăн-чăн Христос çыннине, салам калăр. Аристовулăн ĕненӳри шанчăклă кил-йышне те салам çитерĕр. 11 Тăван халăхăм çыннине Иродиона та манран салам. Наркисс кил-йышĕнчисене те, Хуçамăрпа пĕрлĕхлисене, салам калăр. 12 Хуçамăршăн вăй хуракан хĕрарăмсене, Трифенпа Трифоса, манран салам. Хуçамăршăн нумай тăрăшнă хаклă Персидăна та манран салам çитерĕр. 13 Хуçамăра ĕненнипе палăрнă Руфа тата унăн амăшне салам калăр. Эпĕ хам та ăна аннем вырăннех хуратăп. 14 Асинкрита, Флегонта, Ерма, Патрова, Ермие тата вĕсемпе хутшăнса пурăнакан ытти ĕненекенсене те манран салам. 15 Юлияпа Филолога, Нирейпа аппăшне, Олимпана тата вĕсемпе хутшăнса пурăнакан мĕн пур ĕненекенсене салам калăр. 16 Пĕр-пĕрне сăваплăн, тăванла чуптуса ырă сунăр. Христос чиркĕвĕсем те пурте сире салам яраççĕ. 17 Эй, тăвансем! Тархасласа калатăп: эсир тĕрĕс вĕрентĕве илнĕ ĕнтĕ. Эпир вĕрентнĕ пек мар, урăхла вĕрентсе хирĕçтерекенсенчен, такăнтаракансенчен асăрханăр. Унашкаллисенчен пăрăнăр. 18 Вĕсем Иисус Христос Хуçамăршăн мар, хăйсен хырăмĕшĕн тăрăшаççĕ; япшар чĕлхисемпе йăпăлтатса, ырă пулса, айваннисене улталаççĕ. 19 Эсир ĕненĕве чунпа парăннине пурте пĕлеççĕ, эпĕ те сирĕншĕн савăнатăп. Çапах та ман сире çакна калассăм пур: ырă тума ăста пулăр, усал тума пĕлмен пулăр. 20 Канăçлăх Турри часах шуйттана çапса антарĕ, сирĕн урăр айне тăвĕ. Иисус Христос Хуçамăр ырăлăхĕ сирĕнпе пултăр! Аминь. 21 Ĕçри юлташăм Тимофей тата тăван халăхăм çыннисем Луций, Иасон, Сосипатр сире салам яраççĕ. 22 Эпĕ те, çак çырăва çырма пулăшакан Тертий, Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕскер, сире салам яратăп. 23 Гаий те сире салам калать. Ютран килнĕ ĕненекенсем ун килĕнче чарăнса тăраççĕ, мана та вăл хапăл турĕ. Сире хула хыснин управçи Ераст тата Кварт тăванăм салам яраççĕ. 24 Сире пурне те Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр! Аминь.
Саламлани тата тав туни
1 Турă ирĕкĕпе Иисус Христос апостолĕ пулма чĕнсе илнĕ Павелран тата Сосфен тăванăмран – 2 Коринфри Турă Чиркĕвне, Христос Иисус урлă тасалнă ĕненекенсене, сăваплă пулма чĕнсе илнисене, Иисус Христос Хуçамăрăн ятне – пире те, вĕсене те Çлаканăн ятне – пур çĕрте те асăнакансене пурне те. 3 Сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр. 4 Эпĕ сирĕншĕн, Иисус Христос урлă Турă сире ырăлăхне панăшăн Туррăма тăтăшах тав тăватăп. 5 Унпа пĕрлĕхлĕ пулса эсир мĕн пур пултарулăх тĕлĕшĕнчен пуйрăр: тем тĕрлĕ сăмах, тем тĕрлĕ пĕлӳ ытлăн-çитлĕн илтĕр. 6 Ĕнтĕ эпир Христос çинчен пĕлтерни сирĕн ăшăрта çирĕпленчĕ. 7 Çапла вара, сирĕн, Иисус Христос Хуçамăр килессе кĕтекенсен, пултарулăх тĕлĕшĕнчен çитменни нимĕн те çук. 8 Иисус Христос Хуçамăрăн кунĕнче сирĕн Ун умне пĕр айăпсăр тăмалла пултăрччĕ тесе, Вăл сире юлашки вăхăтченех çирĕплетсе тăрĕ. 9 Турра шанăр: Вăл сире Хăйĕн Ывăлĕпе Иисус Христоспа, пирĕн Хуçамăрпа, пĕрле пулмашкăн чĕнсе илнĕ.
Ĕненекен ушкăнри харкашусем
10 Эй, тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тархаслатăп сире: пурте шăкăл-шăкăл калаçса, харкашмасăр-тумасăр пурăнăр; пĕр кăмăллăн, пĕр шухăшлăн çӳрĕр. 11 Мĕншĕн тесен, тăванăмсем, Хлоя кил-йышĕнчисем мана сирĕн хушшăрта харкашусем пурри çинчен пĕлтерчĕç. 12 Эпĕ акă мĕн пирки каласшăн. Сирĕнтен кашниех: «эпĕ Павел майлă», «эпĕ Аполлос майлă», «эпĕ Кифа майлă», «эпĕ вара Христос майлă» тесе çӳрет. 13 Христос пайланса кайнă пулать-и вара? Мĕн, сирĕншĕн Павела пăталанă-и? Сире Павел ячĕпе тĕне кĕртнĕ-и? 14 Криспсăр тата Гаийсĕр пуçне эпĕ сирĕнтен нихăшне те тĕне кĕртменнишĕн Турра тав тăватăп. 15 Эппин, сирĕнтен пĕри те ман ятăмпа тĕне кĕнĕ тесе калама пултараймасть. 16 Тата эпĕ Стефан кил-йышĕнчисене шыва кĕртнĕччĕ, урăх кама та пулин тĕне кĕртнине астумастăп. 17 Христос мана тĕне кĕртме мар, Ырă Хыпар пĕлтерме янă. Христос хĕресĕн хăватне çухатас марччĕ тесе манăн çав ĕçе хама сла хумасăр тумалла.
Христос – Туррăн хăвачĕпе ăслăлăхĕ
18 Хĕрес çинчен вĕрентни вăл пĕтмеллисемшĕн – ăссăрлăх, пирĕншĕн, çăлăнмаллисемшĕн – Турă хăвачĕ. 19 Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: «Эпĕ ăслисен ăслăлăхне аркатăп, тăнлисен тăнлăхне сирсе ярăп». 20 Ăçта ăсли? Ăçта саккуна вĕрентекен? Ăçта çак тĕнчери тавлашу ăсти? Турă çак тĕнчери ăслăлăхран ссăрлăх туман-и? 21 Мĕншĕн тесен Турă ăслăлăхне пĕлмешкĕн çак тĕнче ăслăлăхĕ çителĕксĕр. Çавăнпа та Турă ĕненекенсене ссăр пек туйăнакан ӳкĕтпе çăлма кăмăл тунă. 22 Иудейсем хăват кăтартмашкăн ыйтаççĕ, грексем ăслăлăх шыраççĕ. 23 Эпир вара пăталанă Христос çинчен ӳкĕтлесе вĕрентетпĕр. Иудейсемшĕн Вăл такăнса ӳкмелли чул, грексемшĕн – пуçа вырнаçми япала. 24 Анчах та чĕнсе илнисемшĕн – иудей-и вăл, грек-и – Христос – Туррăн хăвачĕпе ăслăлăхĕ. 25 Мĕншĕн тесен Туррăн ăссăрлăхĕ текенни этем ăслăлăхĕнчен çӳллĕрех, Туррăн вăйсăрлăхĕ текенни этем вăйĕнчен хăватлăрах. 26 Эй, Турă чĕнсе илнĕ тăвансем! Хăвăр çине пăхăр-ха. Сирĕн хушшăрта этемле виçепе ăслисем, вăйлисем, чаплă йăхран текеннисем нумай мар. 27 Анчах та Турă ăслисене намăса хăвармашкăн çак тĕнчере ăссăр текеннисене, вăйлисене намăса хăвармашкăн çак тĕнчере вăйсăр текеннисене суйласа илнĕ. 28 Чаплисене пăрахăç тумашкăн Турă тĕнчере чапсăррисене, мĕскĕннисене, ним тĕшне тăманнисене суйласа илнĕ. 29 Çакна Турă Хăйĕн умĕнче никам та мăнкăмăлланса ан мухтантăр тесе тунă. 30 Турă ырăлăхне пула эсир Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ. Турă Ăна пирĕн ăслăлăх та, тӳрĕлĕх те, сăваплăх та, тӳлевлĕх те тунă. 31 Эппин, Çырнинче каланă пек: «мухтанас текен Турăпа мухтантăр».
Пталанă Христос çинчен пĕлтересси
1 Çапла вара, тăвансем, эпĕ сирĕн патăра Турă пĕлтернине хыпарлама пырсассăн хама ăсла хурса тата япшар чĕлхеллĕн калаçмарăм. 2 Мĕншĕн тесен эпĕ сире пăталанă Иисус Христос çинчен кăна каласа парас терĕм. 3 Сирĕн патăра пынă чухне эпĕ халсăрччĕ, хăраса чĕтреттĕм, питĕ пăлханаттăм. 4-5 Сирĕн ĕненĕвĕр этем слăлăхĕ çинче мар, Турă вăй-хăвачĕ çинче никĕслентĕр тесе эпĕ сире этем ăсĕн витĕмлĕ сăмахĕсемпе мар, Святой Сывлăш хăвачĕпе вĕрентрĕм, ӳкĕтлерĕм.
Турă Хăйĕн Сывлăшĕ урлă уçса пани
6 Ăслăлăха вара эпир чун-чĕмпе аталанса çитнисене ӳкĕтлесе вĕрентетпĕр, анчах вăл çак тĕнчен, çак тĕнчери пĕтес пуçлăхсен слăлăхĕ мар. 7 Эпир Туррăн вăрттăн, халиччен пытарăнса усраннă ăслăлăхне ӳкĕтлесе вĕрентетпĕр. Пире мухтава кăлармашкăн çав ăслăлăха Турă тĕнче пуçланичченех хатĕрлесе хунă. 8 Вăл ăслăлăха çак тĕнчери пуçлăхсенчен пĕри те пĕлеймен. Пĕлнĕ пулсассăн вĕсем мухтав Хуçине пăталамĕччĕç. 9 Çырнинче çапла каланă: «Хăйне юратакансем валли Турă мĕн хатĕрлесе хунине пĕри те куçпа курман, хăлхапа илтмен, ăспа та шухăшласа илеймен». 10 Пире вара çавна Турă Хăйĕн Сывлăшĕ урлă уçса пачĕ, мĕншĕн тесен Сывлăш пĕтĕмпех, çав шутрах Туррăн тĕпсĕрлĕхне те, тишкерме пултарать. 11 Çын шухăшне этемсенчен кам пĕлме пултарĕ? Çав çын ăшĕнчи чун-чĕм кăна пĕлеет. Çавнашкалах Турă шухăшне те Турă Сывлăшĕ кăна пĕлет. 12 Анчах та эпир, Турă хамăра мĕн панине пĕлес тесе, çак тĕнчен чунне мар, Турăран килекен Сывлăша илтĕмĕр. 13 Турă Сывлăшĕллĕ пулас текенсене Сывлăш çинчен каланăран çавсем çинчен йăлтах эпир этем ăслăлăхĕнчен килекен сăмахсемпе мар, Святой Сывлăшран килекен сăмахсемпе хыпарлатпăр. 14 Хăй чунне шанакан çын Турă Сывлăшĕнчен килекен çав чăнлăха йышăнаймасть, ăна ăссăрлăх тесе шухăшлать. Çав чăнлăха вăл ăнланаймасть, мĕншĕн тесен ăна Сывлăш урлă кăна хаклама пулать. 15 Турă Сывлăшĕллĕ çын йăлтах хаклама пултарать, çыннине хăйне никам та хаклаймасть. 16 Хуçа Турра канаш памашкăн Унăн ăс-хакăлне пĕлекенĕ пур-и? Пирĕнте вара – Христос ăсĕ.
Турăшăн пĕрле ĕçлекенсем
1 Эй, тăвансем! Ĕнтĕ эпĕ сирĕнпе Сывлăшшăн пурăнакансемпе калаçнă пек мар, ӳтшĕн пурăнакансемпе калаçнă пек, Христос ĕненĕвĕнчи пĕчĕк ачасемпе калаçнă пек калаçрăм. 2-3 Ӳтшĕн пурăннăран эсир хытă çимĕç çиейместĕрччĕ, халĕ те шăл витерейместĕр, çавăнпа эпĕ сире сĕтпе тăрантартăм. Сирĕн хушшăрта кĕвĕçӳ, харкашу, хирĕçӳ пур пулсассăн эсир ӳтшĕн пурăнакансемех мар-и вара? Этем йăли-йĕркипе пурăнакансемех мар-и вара? 4 Енчен те пĕри: «Эпĕ Павел майлă», тепри: «Эпĕ Аполлос майлă», – тет пулсан, эсир ӳтшĕн пурăнакансем кăна мар-и5 Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турă патне илсе пынă тарçăсем кăна. Çак ĕçе кашниех Хуçа Турă хăйне панă пултарулăхне кура тăвать. 6 Эпĕ акрăм, Аполлос шăварчĕ, анчах та ӳстерекенĕ – Турă. 7 Çавăнпа акакан та, шăваракан та нимех те мар, пурте ӳстерекен Турăран килет. 8 Акакан та, шăваракан та пĕр ĕçех тăваççĕ, анчах та вĕсенчен кашниех ĕçне кура сăвап илĕ. 9 Мĕншĕн тесен эпир – Турăшăн пĕрле ĕçлекенсем, эсир – Туррăн уй-хирĕ, Туррăн çурчĕ. 10 Хама панă Турă ырăлăхне пула эпĕ, çурт тăвакан ăста пек, никĕс хыврăм, тепри çав никĕс çинче çурт хăпартать. Эпĕ хам епле ĕçлетĕп-ши тесе, харпăр хăй асăрхантăр. 11 Мĕншĕн тесен хывнă никĕс вăл – Иисус Христос. Унран урăххине никам та хываймĕ. 12 Çав никĕс çине кам мĕнрен çурт хăпартни: ылтăнран-и, кĕмĕлтен-и, хаклă йышши чулсенчен-и, йывăçран-и, хыт-хураран-и, улăмран-и, – 13 кашнин ĕçĕ юлашки кун палăрĕ. Çав кун вутланса килĕ, вара кашнин ĕçĕ мĕн тĕшне тăни вутпа тĕрĕсленĕ. 14 Камăн ĕçĕ вут витĕр тухайĕ, çав сăвапа тивĕç пулĕ. 15 Камăн ĕçĕ вутра çунса кайĕ, çав инкек тӳсĕ. Çынни хăй вара аран-аран, вутран хăтăлнă пек, хăтăлĕ. 16 Хăвăр Турă çурчĕ пулнине, хăвăрта Турă Сывлăшĕ пуррине пĕлместĕр-им эсир? 17 Турă çуртне аркатакана хăйне Турă аркатать, мĕншĕн тесен Турă çурчĕ таса; çав çурт вăл – эсир. 18 Хăвăра хăвăр ан улталăр. Çак тĕнчере кам хăйне ăслă тесе шутлать, чăннипех те ăслă пулас тесессĕн ăссăр пултăр. 19 Мĕншĕн тесен çак тĕнче ăслăлăхĕ Турă умĕнче – ăссăрлăх. Çырнинче çапла каланă: «Турă ăсчахсене хăйсем карнă чеелĕх танатипех тытать». 20 Тепĕр тĕлте тата çапла каланă: «Ăсчахсен шухăшĕсем усăсăррине Хуçамăр пĕлет». 21 Çапла вара, этемпе никам та ан мухтантăр, мĕншĕн тесен пурте сирĕн: 22 Павел та, Аполлос та, Кифа та, тĕнче те, пурăнăç та, вилĕм те, хальхи те, пуласси те – пурте сирĕн. 23 Эсир – Христосăн, Христос вара – Туррăн.
Апостол ĕçĕ çинчен
1 Çапла вара, ĕненекенсен пурин те пире Христос тарçисем, Турă вăрттăнлăхĕн управçисем вырăнне хумалла. 2 Управçă пулма шаннисен вара пурин те шанчăклă пулмалла. 3 Эсир е ыттисем ман пирки мĕн шухăшлани мана ытлах пăшăрхантармасть, эпĕ хама хам та хак памастăп. 4 Чунăм тасах пулин те, çакă мана тӳрре кăларĕ тесе шухăшламастăп. Мана суд тăваканĕ – Хуçа Турă. 5 Çавăнпа та вăхăчĕ çитиччен, Хуçамăр тепре киличчен никама та айăпласа ан калаçăр. Вăл килĕ те тĕттĕмре палăрманнине çутта кăларĕ, вăрттăн шухăшсене те палăрмалла тăвĕ. Çавăн чухне вара кашниех Турăран хăйне тивĕç мухтавне илĕ. 6 Эй, тăвансем! Сире ырă сунса, мĕн каланине эпĕ Аполлоспа иксĕмĕр çинчен тĕслĕх вырăнне каларăм. Çырса янинчен ытла нимĕн те ан шухăшласа кăларччăр, пĕри теприне мала ан хуччăр терĕм. 7 Эсĕ ыттисенчен лайăхрах тесе кам каланă? Турă панисĕр пуçне санăн мĕн пур? Енчен те Турă панă пулсан, мĕншĕн эсĕ илмен пек мухтанатăн? 8 Эпир чун-чĕм апачĕ çисе тăрантăмăр, пирĕн йăлтах çителĕклĕ тетĕр эсир, хăвăра Çӳлти Патшалăха кĕме тивĕçлисем пек тыткалатăр, пирĕнсĕрех чи çӳлти шая çĕкленнĕ. Ах, эсир чăнахах унта кĕме тивĕç пулсанччĕ! Вара эпир те сирĕнпех пулăттăмăр! 9 Ман шухăшпа, пире Турă мĕскĕнрен те мĕскĕн, вилме пӳрнĕ чурасенни пек шăпа панă, мĕншĕн тесен эпир тĕнче кулли пултăмăр, ангелсемпе çынсем те пирĕнтен кулаççĕ. 10 Эппин эпир Христоса пула ăссăр, эсир вара Христоса пулах ăслă. Эпир халсăр, эсир вăйлă. Эсир хисеплĕ, эпир чыссăр. 11 Эпир паян кунчченех çинĕ-çимен, ĕçнĕ-ĕçмен, тумланнă-тумланман çӳретпĕр, пире хĕнеççĕ, кил-çуртăмăр та çук. 12 Мĕн пуррине те хамăр алăпа ĕçлесе илкелетпĕр. Пире ятлаççĕ, эпир ырă сунатпăр; пире хĕсĕрлеççĕ, эпир чăтатпăр. 13 Пире хурлаççĕ, эпир хамăра хурлакансемшĕн кĕлтăватпăр. Эпир çак тĕнчешĕн çӳп-çап кăна, пурте халичченех таптакан тусан кăна. 14 Çакна сире намăслантарас тесе мар, савнă ачамсене ӳкĕтленĕ пек ӳкĕтлесе çыратăп. 15 Христос ĕненĕвĕнчи вĕрентӳçĕсем сирĕн пинĕпех пулин те, аçăрсем сахал. Эпĕ вара, сире Ырă Хыпар пĕлтерсе, Христос ĕненĕвĕнчи аçăр пулса тăтăм. 16 Çавăнпа та сире тархаслатăп: эпĕ Христос евĕрлĕ пулма тăрăшнă пекех, эсир те ман пек пулма тăрăшăр. 17 Çав сăлтавпах эпĕ сирĕн патăра Тимофея ятăм. Вăл – ĕненӳри савнă ывăлăм, Хуçа Турă умĕнче шанчăклăскер. Эпĕ Христос çулĕпе епле çӳретĕп, пур çĕрте те, пур чиркӳсенче те çапла вĕрентетĕп. Ун çинчен Тимофей сире аса илтерĕ. 18 Эпĕ сирĕн патăра пырайман пирки сирĕнтен хăшĕ-пĕри мăнаçлансах кайнă. 19 Анчах та, Турă пулăшсассăн, эпĕ часах сирĕн патăра çитсе курăп-ха. Ун чухне вара мăнаçлисен хитре сăмахне мар, ĕненӳ хăватне тĕплĕнрех пĕлĕп. 20 Мĕншĕн тесен Турă Патшалăхĕ хитре сăмахра мар, ĕненӳ хăватĕнче. 21 Ĕнтĕ пынă чухне манăн туяпа пырас-и? Е юратуллă йăваш чунăмпа? Хăшне кăмăллатăр?
Аскăнлăха питлени
1 Сирĕн хушшăрта аскăнланасси пур текен сăмах тухрĕ. Унашкал аскăнлăха чăн Турра пĕлмен халăхсем хушшинче те кураймăн: сирĕнтен пĕри амаçурипе пурăнать тет. 2 Сирĕн çавнашкал хăтланакана хăвăр ушкăнтан хăваласа ямалла. Эсир вара, кулянас вырăнне, мăнаçланса çӳретĕр. 3 Кĕлеткемпе сирĕнпе мар пулин те, чун-чĕмпе эпĕ сирĕнпе. Çавнашкал хăтланакана, хам сирĕн хушшăрта пулнă пекех, çапла айăп хума шут тытрăм. 4-5 Эсир Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе пуху пуçтарăр, чун-чĕмпе унта эпĕ те пулăп. Иисус Христос Хуçамăрăн кунĕ çитсессĕн çав çыннăн чунĕ çăлăнтăр тесен, эсир Иисус Христос Хуçамăрăн хăвачĕпе çав çынна, ӳт-пĕвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парăр. 6 Мухтанмалли сирĕн нимех те çук. Сахал кăвас тĕпĕ пĕтĕм чустана йӳçĕтсе янине пĕлместĕр-им эсир? 7 Эппин, çĕнĕ чуста пулас тесен, кивĕ кăвас тĕпне хырса тăкăр. Эсир çĕнĕ, йӳçĕтмен чуста, мĕншĕн тесен пирĕн пасха Путеккине, Христоса, пирĕншĕн парнелĕхе кӳнĕ. 8 Çавăнпа та пасхăна кивĕ кăвас тĕпĕпе – çылăхпа тата усаллăхпа – йӳçĕтсе пĕçернĕ çăкăрпа мар, тасалăхпа чăнлăхăн тутлăлла пĕçернĕ çăкăрĕпе уявлар! 9 Аскăн çынсемпе хутшăнса ан пурăнăр тесе эпĕ сирĕн патăра çырнăччĕ ĕнтĕ. 10 Паллах, çак тĕнчери мĕн пур аскăн, çăткăн, хапсăнчăк, кĕлеткене пуççапакан çынсемпе ан хутшăнăр теместĕп эпĕ. Унашкаллисемпе хутшăнас мар тесен сирĕн ку тĕнчерен пуçĕпех каймалла пулса тухать. 11 Эпĕ сирĕн патăра хăйсене ĕненекен тăванăрсем пек кăтартакан, анчах та аскăн, çăткăн, кĕлеткесене пуççапакан, сăмахпа хăртакан, ĕçкĕç, хапсăнчăк çынсемпе хутшăнса ан пурăнăр, пĕрле ĕçсе ан çийĕр тесе çырнăччĕ. 12 Ĕненекен ушкăнра маррисене айăпласси ман ĕç-им? Хăвăр ушкăнрисене вара хăвăрăнах айăпламалла мар-и? 13 Ушкăн тулашĕнчисене Турă айăплĕ. Псăк çынна вара хăвăр хушшăртан хăваласа ярăр.
Турра хисеплеменнисем умĕнче судлашни
1 Епле-ха тата, пĕр-пĕринпе хирĕçмелли сăлтав тупăнсан, сирĕнтен хăшĕ-пĕри ĕненекен ушкăнра мар, Турра хисеплеменнисем умĕнче судлашать? 2 Ĕненекенсем çак тĕнчене суд тăвассине пĕлместĕр-им? Тĕнчене суд тăваканĕсем эсир пулатăр пулсассăн, чылай пĕчĕкрех ĕçсене хăвăрах суд тума тивĕç мар-и? 3 Эпир ангелсене те суд тăвасса пĕлместĕр-им? Пурăнан пурăнăçри ĕçсене те хамăр тĕллĕн татса параймастпăр-и? 4 Эсир вара, пурăнан пурăнăçра хирĕçмелли тупăнсассăн, ĕненекен ушкăнра тăман судьясем патне каятăр. 5 Сире намăс пултăр тесе калатăп: тăвансем хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă-тăнлă пĕр çын та çук-и сирĕн? 6 Эсир тăванпа тăван судлашатăр, çитменнине тата Турра хисеплеменнисем умĕнче. 7 Пĕр-пĕринпе судлашас патнех çитни те сирĕншĕн мăшкăл-çке. Кӳрентернине чăтсассăн аванрах марччĕ-и? Çухату тӳсни аванрах марччĕ-и? 8 Апла пулинччĕ! Эсир хăвăр кӳрентеретĕр, çарататăр. Кама-ха? Тăванăрсене. 9 Тӳрĕ мар çынсем Турă Патшалăхне кĕреймессе пĕлместĕр-им? Ан улталанăр: аскăнсем те, кĕлеткесене пуççапакансем те, пĕр-пĕрне улталакан мăшăрсем те, арçынпа асакан арçынсем те, 10 вăрăсем те, çăткăнсем те, ĕçкĕçсем те, сăмахпа хăртакансем те, хапсăнчăксем те Турă Патшалăхне кĕреймĕç. 11 Çавнашкаллисем сирĕн хушшăрта та пулнă. Анчах та эсир шыва кĕнĕ, сăвапланса тасалнă, Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тата Туррăмăр Сывлăшĕпе тӳрре тухнă.
Ӳт-пӳпе те Турра мухтава кăларăр
12 Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Çапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимĕн те ан хуçалантăр. 13 Хырăмшăн апат пултăр, апатшăн хырăм пултăр. Анчах та Хуçамăр ăна та, кăна та пĕтерĕ. Ӳт-пӳ те аскăнлăх валли мар, Хуçамăр валли; Хуçамăр вара – этем валли. 14 Турă пирĕн Хуçамăра вилĕмрен чĕртнĕ, Хăйĕн хăвачĕпе пире те чĕртĕ. 15 Сирĕн ӳт-пĕвĕрсем Христос ӳчĕн пайĕсем пулнине пĕлместĕр-им? Мĕн, Христос ӳчĕн пайĕсене илсе аскăн хĕрарăм ӳт-пĕвĕн пайĕсем тумалла-им? Апла мар, паллах! 16 Аскăн хĕрарăмпа çыхланакан унпа пĕр ӳт-пӳ пулнине эсир пĕлместĕр-им? «Иккĕшĕ пĕр ӳт-пӳ пулĕç», – тенĕ-çке-ха Çырнинче. 17 Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулакан вара Хуçамăрпа пĕр чун-чĕмлĕ. 18 Аскăнлăхран пăрăнăр: этем тăвакан кирек епле çылăх та унăн ӳт-пĕвĕн тулашĕнче. Аскăн çын вара хăйĕн ӳт-пĕвне хирĕç çылăх тăвать. 19 Сирĕн ӳт-пĕвĕрсем Святой Сывлăшăн çурчĕ пулнине пĕлместĕр-им? Ăшăрта Турăран илнĕ Сывлăш пурăннăран эсир ĕнтĕ хăвăр та хăвăрăн мар. 20 Сире хаклă хакпа тӳлесе илнĕ. Çавăнпа ӳт-пĕвĕрпе те, чунăрпа та Турра мухтава кăларăр: вĕсем Туррăн.
Арлă-арăмлă пурăнасси çинчен
1 Арçын хĕрарăмпа çывăрса курмасан аванрах тесе çырнăччĕ эсир ман патăма. Кунта çакна каламалла. 2 Аскăнлăха путмалла ан пултăр тесен, кашни арçыннăн арăмĕ пултăр, кашни хĕрарăмăн – упăшки. 3 Упăшкин арăмне юратса пурăнмалла, çавăн пекех арăмĕ те упăшкине юраттăр. 4 Арăмĕ хăйĕн ӳт-пĕвĕпе хуçаланаймасть, унăн хуçи – упăшки. Çавнашкалах упăшки те хăйĕн ӳт-пĕвĕпе хуçаланаймасть, унăн хуçи – арăмĕ. 5 Пĕр-пĕринчен пăрăнса ан çӳрĕр. Прăнас пулсан та, пĕр-пĕринпе калаçса татăлса, вăхăтлăха, пĕтĕм чун хавалĕпе типĕ тытасчĕ, кĕлтăвасчĕ тесе пăрăнăр. Унтан каллех пĕрле пулăр. Ахальлĕн, хăвăра тытса чарма йывăррине курса, сире шуйттан илĕртсе улталĕ. 6 Паллах, çакна эпĕ хушса мар, ирĕк парса калатăп. 7 Ку тĕлĕшĕнчен манăн пур çынна та хам пек тăвас килет, анчах та кашниех Турăран тĕрлĕ пултарулăх илет: пĕри – апла, тепри – капла. 8 Мăшăрланманнисене, мăшăрсăр юлнисене вара хам пек хăраххăн пурăнни аванрах тетĕп. 9 Чтаймаççĕ пулсан, авланччăр. Аскăн шухăшпа çунса çӳриччен авланни аванрах. 10 Мăшăрланнисене вара эпĕ мар, Хуçамăр çапла хушать: арăмĕн упăшкинчен уйăрăлмалла мар. 11 уйăрăлас пулсассăн, урăх качча каймалла мар е упăшкипех килĕшӳ тупмалла. Упăшкин те арăмне пăрахмалла мар. 12 Ыттисем пирки вара çакна каламалла (куна Хуçамăр мар, эпĕ калатăп): пĕр-пĕр ĕненекен тăванăн арăмĕ ĕненмен çын пулсан, анчах та упăшкипе пурăнма килĕшет пулсан – упăшкин ăна пăрахмалла мар. 13 Ĕненекен арăм та, упăшки ĕненмен çын пулсан, анчах арăмĕпе пурăнма килĕшет пулсан, упăшкине ан пăрахтăр. 14 Мĕншĕн тесен ĕненмен упăшка арăмĕн ĕненĕвĕ урлă сăвапланса тасалать; ĕненмен арăм та упăшкин ĕненĕвĕ урлă сăвапланса тасалать, унсăрăн сирĕн ачăрсем таса мар пулĕччĕç, капла – таса. 15 Ĕненмен упăшка е арăм уйăрăласшăн пулсан, уйăрăлтăр. Кун пек чухне ĕненекен тăванăмăра нимĕн те çыхса тăмасть. Хуçамăр пире килĕштерсе пурăнма чĕнсе илнĕ. 16 Эй, арăм! Кам пĕлет, тен, эсĕ упăшкуна çăлăн? Эй, упăшки! Кам пĕлет, тен, эсĕ арăмна çăлăнХуçамăр палăртнă пурăнăç 17 Эпĕ мĕн пур ĕненекен ушкăнсене çапла хушатăп: кашнин Турă палăртнă пек, хăйне Хуçамăр мĕнле халлĕн чĕнсе илнĕ, çавнашкалах пурăнмалла. 18 Кам та кам хăйне Турă чĕнсе иличчен ӳт кастарнă, çавă ӳт кастарнине ан пытартăр; кам та кам ӳт кастарман, ан кастартăр. 19 Ӳт кастарни, ӳт кастарманни пекех, ниме те пĕлтермест. Чи кирли – Турă пил-хушăвĕсене пăхăнса пурăнасси. 20 Чĕнсе илнĕ чух хăвăр кам пулнă, çаплипех юлăр. 21 Хăвна чĕнсе илнĕ чухне эсĕ чура пулнă-и? Ан пăшăрхан. Ирĕклĕ пулмашкăн май килсессĕн те, хăшĕ лайăхраххине суйласа ил. 22 Мĕншĕн тесен Хуçамăр чĕнсе илнĕ чура вăл – Хуçамăрăн ирĕке кăларнă çынни. Çавнашкалах, ирĕклĕ чух чĕнсе илни – Христос чури. 23 Сире хаклă хакпа тӳлесе илнĕ, çын чури пулмашкăн ан килĕшĕр. 24 Эй, тăвансем! Эппин, чĕнсе илнĕ чухне сирĕнтен кашни кам пулнă, Турă умĕнче çаплипех юлтăр.
Мăшăрланманнисем тата мăшăрсăр юлнисем
25 Мăшăрланманнисем пирки вара Хуçамăр мĕн хушса хăварнă – пĕлместĕп. Мана Хуçамăр Хăйĕншĕн шанчăклă пулмашкăн ырăлăх панă, çавăнпа канаш паратăп. 26 Ман шутăмпа, хальхи йывăр саманара çынна мăшăрланмасăр пурăнни аванрах. 27 Эсĕ арăмлă-и? Эппин, уйăрăлма сăлтав ан шыра. Арăмсăр юлнă-и? Эппин, урăх арăм ан шыра. 28 Тепĕр тесен, авланни çылăх мар. Хĕр качча кайни те çылăх мар. Анчах та ку саманара арлă-арăмлă пурăнакансене йывăр килет, эпĕ сире çав йывăрлăхран упрасшăн. 29 Эй, тăвансем! Эпĕ сире çапла калатăп: вăхăт нумаях юлмарĕ. Малашне арăмлисем арăмсăррисем пек пурăнччăр. 30 Йĕрекеннисем – йĕменнисем пек, савăнаканнисем – савăнманнисем пек, туянаканнисем – туянманнисем пек пулччăр. 31 Çак тĕнчери пурăнăçпа пурăнакансем тĕнчере пурăнман пек пулччăр, мĕншĕн тесен çак тĕнче сăнарĕ иртсе каять. 32 Манăн сире пурăнăç хуйхи-суйхинчен хăтарса хăварас килет. Авланман çын Хуçамăршăн, Хуçа Турра юрасшăн тăрăшать. 33 Авланни пурăнăçшăн, арăмне юрасшăн тăрăшать. Арăмпа хĕр хушшинче те уйрăмлăх пур. 34 Ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен те, чун-чĕм тĕлĕшĕнчен те сăваплă пуласчĕ тесе, качча кайманни Хуçамăршăн, Хуçа Турра юрасшăн тăрăшать. Качча кайни вара пурăнăçшăн, упăшкине юрасшăн тăрăшать. 35 Çакна эпĕ сире çăварлăхласшăн каламастăп. Сирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр тесе, пĕтĕм тимлĕхпе Хуçа Турра чун-чĕререн парăнса тăччăр тесе – сире усăллă пултăр тесе калатăп. 36 Кам хăйĕн качча кайма вăхăт çитнĕ хĕрĕ ватта юлни намăс тесе шухăшлать, çав хăй тăвас тенĕ пек тутăр, çылăха кĕмĕ. Ун пек хĕрсем качча кайччăр. 37 Çапах та кам иккĕленӳсĕр, камăн хăйĕн хĕрне качча пама нуша çук, анчах та хăйĕн ирĕкĕпе хĕрне качча памасăр упраса хăварас тет, çавă аван тăвать. 38 Çавăнпа та хĕрне качча паракан аван тăвать, качча паманни вара тата аванрах тăвать. 39 Саккун арăмне упăшки чĕрĕ чухне унпа пĕр çыхăра пулма хушать. Упăшки вилсессĕн вара унăн кама качча каяс килет, çавна кайма ирĕк пур. Анчах та çынни Хуçамăра ĕненекенскер пулмалла. 40 Çапах та, качча каймасан, çав хĕрарăм телейлĕрех пулать. Паллах, ку манăн шухăш, анчах манра та Турă Сывлăшĕ пур пулĕ тетĕп.
Чӳк апат-çимĕçĕ
1 Халĕ кĕлеткесене чӳклесе панă апат-çимĕç пирки калам. Ун пирки хамăрăн пĕлӳ пурри паллă ĕнтĕ, анчах та пĕлӳ пуçа каçăрттарать, юратулăх вара аталантарать. 2 Кам мĕне те пулин пĕлсе çитрĕм тет, çавă кирлĕ таран нимĕн те пĕлмест. 3 Турă вара Хăйне юратакана пĕлет. 4 Ĕнтĕ чӳклесе панă аш пирки. Тĕнчери пуççапмалли кĕлеткесем ним тĕшне те тăманнине, Пĕртен-пĕр Турăсăр пуçне урăххи çуккине эпир пĕлетпĕр. 5 Çĕр çинче те, тӳпере те турă текенскерсем (вĕсем тата хуçасем пекех питĕ йышлă) пур теççĕ пулсан, 6 пирĕн вара пĕр Атте Турă. Пĕтĕмпех Вăл пултарнă, пурăнасса та эпир Уншăн пурăнатпăр. Пирĕн пĕртен-пĕр Хуçамăр – Иисус Христос. Пĕтĕмпех Ун урлă пултарăннă, эпир те Вăл пуртан пурăнатпăр. 7 Анчах та пурте çакнашкал пĕлӳллĕ мар. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те кĕлеткесене турă вырăнне хурассинчен хăпса çитмен-ха. Çавăнпа та чӳк çимĕçне çинĕ чухне çакă турра кӳнĕ çимĕç тесе шутлаççĕ, халсăр чунлăскерсем, хăйсене хăйсем ирсĕрленнĕ пек туяççĕ. 8 Анчах та апат-çимĕç пире Турă патне кăшт та çывхартмасть. Çисессĕн те пирĕн нимĕн те хутшăнмасть, çимесессĕн те эпир нимĕн те çухатмастпăр. 9 Çапах та эсир чӳк çимĕçне тиркеменни халсăр чунлисемшĕн такăнса ӳкмелли чул пуласран асăрханăр. 10 Эсĕ, пĕлӳллĕскер, чӳк вырăнĕнче çисе ларнине курсан, халсăр чунлисенчен хăшĕ-пĕрин чӳк ашне çисе пăхасси килсе каймĕ-и? 11 Ĕнтĕ эсĕ пĕлни халсăр тăванна пĕтермелли сăлтав пулĕ. Христос ăна çăлас тесе вилнĕ вĕт-ха. 12 Ĕненекен тăванусене хирĕç çапла майпа çылăх туса, вĕсен ахаль те халсăр чунне амантса, эсир Христоса хирĕç те çылăх тăватăр. 13 Çавăнпа та, ĕненекен тăванăма апат-çимĕç такăнтарса ӳкерет пулсан, ăна такăнтарас мар тесе, пачах та аш çием мар.
Апостол тивĕçĕсем
1 Эпĕ апостол мар-им? Ирĕклĕ мар-им? Иисус Христоса, хамăр Хуçамăра, хам куçпа хам курман-им? Сире Христоспа пĕрлĕхлĕ тăваканни эпĕ мар-им? 2 Тен, ыттисем мана апостол вырăнне хумаççĕ, анчах та сирĕншĕн эпĕ – апостол. Сире эпĕ Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ турăм, çакă эпĕ апостол пулнине ĕнентерет. 3 Çакă манăн хама айăплакансенчен хӳтĕленни пултăр. 4 Е ĕненекенсен пире тăрантармалла мар-им? 5 Е пирĕн хамăр çумра ĕненекен тăванăмăр – арăм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуçамăрăн пĕртăванĕсем те, Кифа та авланнă-çке-ха! 6 Е Варнавăпа иксĕмĕрĕн кăна хамăра хамăр тăрантарса пурăнмалла-и? 7 Çар çынни хăйне хăй тăрантарса пурăнни пур-и? Иçĕм çырли лартаканĕ çырлине çименни пур-и? Кĕтӳ кĕтекенĕ сĕт ĕçменни пур-и? 8 Çакна эпĕ этемле шухăшласа кăна калатăп-иСаккун та çавнах каламасть-и вара? 9 Моисей саккунĕнче çапла çырнă: «Авăн ашакан вăкăрăн çăварне ан хупла». Çакна Турă вăкăрсемшĕн куляннипе каланă тетĕр-и? 10 Е çак сăмахсене пирĕншĕн кулянса каланă? Паллах, çакна йăлтах пирĕншĕн каланă, мĕншĕн тесен хăйĕн пайне илессе шанса суха тăваканăн сухаламалла, кĕлте çапаканăн çапмалла. 11 Эпир сирĕн ăша чун-чĕм вăрлăхне акрăмăр, эппин сирĕнтен кĕлеткене усрамалăх пухса илни ытлашши пулĕ-и? 12 Ыттисем сирĕн патăрта çавнашкал ирĕкпе усă кураççĕ пулсан, пирĕн ирĕкĕмĕр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир çав ирĕкпе нихăçан та усă курмарăмăр. Христосăн Ырă Хыпарне пĕлтерме нимĕн те ан чăрмантартăр тесе мĕн пуррипе çырлахса пурăнатпăр. 13 Кĕлĕ çуртĕнче ĕçлекенсем кĕлĕ çурчĕн шучĕпе пурăннине пĕлместĕр-им? Парне вырăнĕ умĕнче ĕçлесе тăракансен вара парнелĕхе кӳнин пĕр пайне илме ирĕк пуррине пĕлместĕр-им эсир? 14 Ырă Хыпар пĕлтерекенсем ӳкĕтлесе-вĕрентсе хăйсене пурăнмалăх ĕçлесе илччĕр тесе Хуçамăр та хушса хăварнă. 15 Анчах та эпĕ çав çăмăллăхсемпе пĕринпе те нихăçан та усă курмарăм. Çырасса та çăмăллăх ыйтса çырмастăп. Мухтанмалли сăлтавăмсăр тăрса юличчен эпĕ вилме те хатĕр. 16 Ырă Хыпар пĕлтерни вăл – мухтанмалли япала мар, манăн тивĕçĕм. Пĕлтерместĕп пулсан – хуйхă пултăр мана! 17 Çак ĕçе эпĕ хам ирĕкпе тăватăп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирĕкпе тумастăп пулсан, шанса панă ĕçĕм вара Турă умĕнчи тивĕçĕм пулать. 18 Мухтанмалли сăлтавăм, тӳлевĕм мĕн вара? Вăл ак çакă: Христос çинчен эпĕ Ырă Хыпар тӳлевсĕрех саратăп, çав ĕçшĕн хама тивĕçлине илместĕп. 19 Ирĕклĕ çын пулсан та, тата ытларах çынна çăласчĕ тесе, эпĕ пуриншĕн те чура пулса тăтăм. 20 Иудейсене Христос майлă çавăрас тесе эпĕ иудейсемпе иудей пек пултăм, Моисей саккунне пăхăнакансене çăлас тесе саккуна пăхăнакан пек пултăм. 21 Саккуншăн юттисене çăлас тесе вĕсемшĕн хам та саккуншăн ют пек пултăм. Çав хушăрах Моисей саккунне Турă умĕнче юта хумарăм, пурăнасса вара Христос саккунĕпе пурăнтăм. 22 Халсăр чунлисене çавăрас тесе халсăррисем пек пултăм. Май пур таран хăшне те пулин çăлса хăварасчĕ тесе эпĕ пуриншĕн те вĕсем пек пултăм. 23 Çакна эпĕ Ырă Хыпаршăн, унăн ырăлăхне ыттисемпе пĕрле пайласчĕ тесе тăватăп. 24 Ăмăртура пурте чупаççĕ, анчах та пĕрне кăна парне тивĕçнине пĕлместĕр-им эсир? Çав парнене çĕнсе илес тесе эсир те тăрăшăр. 25 Ăмăртăва хутшăнмашкăн пурте тĕплĕн хатĕрленеççĕ, ăна-кăна питĕ уяса пурăнаççĕ. Вĕсем шанакан-типекен пуç кăшăлĕ çĕнсе илесшĕн, эпир – шанманнине. 26 Çавăнпа та эпĕ тĕллевсĕр чупмастăп; аллăмсемпе сывлăшра усăсăр сулкалашмастăп, чăнласах кĕрешетĕп. 27 Çапах та эпĕ кĕлеткеме хама итлеттерсе пăхăнтаратăп. Çакна эпĕ ыттисене Ырă Хыпаршăн кĕрешме ӳкĕтле-ӳкĕтле хамăн çав кĕрешĕве юрăхсăр пулас марччĕ тесе тăватăп.
Кĕлеткесене пуççапасран асăрхаттарни
1 Эй, тăвансем! Ман сире çакна пĕлтерес килет: пирĕн мăн асаттесем пурте пĕлĕт витĕмĕпе пынă, сирĕлнĕ тинĕс тĕпĕпе каçнă. 2 Пĕлĕтпе тата тинĕс шывĕпе тĕне кĕрсе вĕсем пурте Моисейпа пĕрлĕхлĕ пулса тăнă. 3 Вĕсем пурте чун-чĕмĕн пĕр апатне çинĕ. 4 Вĕсем пурте чун-чĕмĕн пĕр ĕçмине ĕçнĕ: ту чулĕнчен çăлкуç тапса тăнă, чун-чĕм чулĕ вĕсемпе пĕрлех пынă. Çав чул вăл Христос пулнă. 5 Анчах та вĕсен хушшинче Турра юрăхлă пурăнакансем сахал пулнă, çавăнпа та ытларахăшĕ пуш хиртех выртса юлнă. 6 Эпир те мăн асаттесем пекех усаллине сăхланасран Турă пире çакнашкал тĕслĕхсемпе асăрхаттарнă. 7 Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пек кĕлеткесене ан пуççапăр. Çырнинче вĕсем пирки çапла каланă: «Халăх ĕçме-çиме ларнă, унтан вăййа тухнă». 8 Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пек аскăн та пăсăк пулар мар. Псăк пурăннăран вĕсенчен çирĕм виçĕ пинĕшĕ пĕр кунтах пĕтнĕ. 9 Христоса тĕрĕслер мар. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри çапла хăтланнă та – çĕленсем сăхнипе вилсе пĕтнĕ. 10 Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пек ан ӳпкелешĕр. Вĕсем ӳпкелешнĕ те – вĕсене чунилли пĕтернĕ. 11 Çаксем пурте малашлăх сăнарĕсем пулнă. Пире, тĕнче пĕтес вăхăтра пурăнакансене, ăса кĕртмешкĕн çав тĕслĕхсем çинчен çырса хăварнă та ĕнтĕ. 12 Çавăнпа хăйне çирĕп тăратăп тесе шухăшлакан ӳкесрен асăрхантăр. 13 Эсир куракан тĕрĕслев этем тӳсмелĕх кăна. Турра шанăр. Вăл сирĕн пуçăр çине чăтма пултарнинчен ытла тĕрĕслев яма хушмĕ. Тĕрĕсленĕ чухне чăтса ирттермелĕх сире çăмăллăх та парĕ. 14 Çапла вара, савнă тăвансем, кĕлеткесене пуççапассинчен пăрăнса çӳрĕр. 15 Сирĕнпе эпĕ ăслă-тăнлă çынсемпе калаçнă пек калаçатăп. Мĕн калани пирки вара хăвăр шухăшлăр. 16 Эпир пиллĕх куркинчен пиллесе ĕçни Христос Юнĕпе хутшăнни пулмасть-и вара? Хамăр хуçса çиекен çăкăра çини Христос Ӳчĕпе пĕрлешни пулмасть-и вара? 17 Çăкăрĕ пĕрре, çав çăкăра валеçсе çинĕрен эпир те нумаййăн пĕр ӳт пулса тăратпăр. 18 Израиль йăхĕнчисене пăхăр-ха. Парне вырăнĕ çинчи çимĕçе çисе вĕсем парне кӳрес ĕçе хутшăнмаççĕ-и? 19 Мĕн каласшăн-ха эпĕ? Пуççапмалли кĕлетке е чӳк çимĕçĕ мĕне те пулин пĕлтерет тесшĕн-и? 20 Паллах, апла мар. Урăх халăхсем парнине Турра мар, усал сывлăшсене кӳреççĕ тесшĕн. Манăн вара сире усал сывлăшсемпе хутшăнтарас килмест. 21 Хуçа Турă куркинчен ĕçнĕ хушăрах эсир усал сывлăш куркинчен те ĕçеймĕр. Хуçа Турă сĕтелĕ хушшинче ларнă вăхăтрах усал сывлăш сĕтелĕ хушшинче хăналанаймăр. 22 Хуçа Туррăмăра пирĕн кĕвĕçтерсе тарăхтарас килет-шиЭпир Унран вăйлăрах-им вараÊîðèíôñåì ïàòíå 1-ìĕø, 11
Пĕтĕмпех Турă мухтавĕшĕн тăвар
23 Манăн тем тума та ирĕк пур, анчах пурте усăллă мар. Манăн тем тума та ирĕк пур, анчах пурте ырăлăхлă мар. 24 Никам та хăйшĕн кăна ан тăрăштăр, çынна усă тăвасчĕ тесе тимлетĕр. 25 Таса чунлă юлас тесен, сутуçăран илнĕ аша пĕр тиркемесĕр çийĕр. 26 Мĕншĕн тесен çак çĕр те, çĕр çинчи те пĕтĕмпех Хуçа Туррăн. 27 Калăпăр, ĕненмен çынсенчен кам та пулин сире хăнана чĕнет. Эсир кайма килĕшетĕр. Таса чунлă юлас тесен мĕн сĕннине пĕр тиркемесĕр çийĕр. 28 Анчах кам та пулин сире: «Ку чӳк çимĕçĕ», – тесе каласан, ан çийĕр. Çапла туни сĕнекен çыншăн та, чуна таса хăвармашкăн та кирлĕ. Мĕншĕн тесен çак çĕр те, çĕр çинчи те пĕтĕмпех Хуçа Туррăн. 29 Чуна таса хăвармашкăн тесе эпĕ сирĕн пирки мар, çав çын пирки калатăп. Манăн ирĕклĕхĕм çын чунĕ умĕнче яваплă мар. 30 Эпĕ Турра тав туса çиетĕп пулсан, тав туса çинĕ çимĕçшĕн мана мĕншĕн хурламалла? 31 Çапла вара, ĕçетĕр-и, çиетĕр-и е мĕн те пулин урăххине тăватăр-и – пĕтĕмпех Турă мухтавĕшĕн тăвăр. 32 Иудейсемшĕн те, грексемшĕн те, Турă чиркĕвĕшĕн те çылăха кĕмелли сăлтав пулас марччĕ тесе пурăнăр. 33 Манашкал пулăр. Эпĕ пур тĕлĕшĕнчен те пурне те юрама тăрăшатăп. Нумайăшĕ çăлăнччăр тесе, хамшăн мар, ытти çынсен ырăлăхĕшĕн тăрăшатăп.
1 Эпĕ Христосран тĕслĕх илнĕ пек, эсир те манран тĕслĕх илĕр.
Кĕлĕре çӳç-пуçа витесси
2 Эй, тăвансем! Эпĕ мĕн каланине йăлтах асра тытнăшăн, эпĕ вĕрентсе хăварнă Хуçа Турă йăли-йĕркипе пурăннăшăн сире ырлатăп. 3 Тата сире çакна пĕлтерессĕм килет: кирек епле арçыншăн та Христос пуç пулса тăрать, упăшки те арăмĕшĕн – пуç, Турă та Христосшăн – пуç. 4 Пуçне тăхăнса кĕлтăвакан е пророкла сăмах калакан кирек епле арçын та хăйĕн пуçне намăс кăтартать. 5 Çӳç-пуçне витмесĕр кĕлтăвакан е пророкла сăмах калакан кирек епле хĕрарăм та хăйĕн пуçне намăс кăтартать. Вăл çапла туни çӳçне хыртарса янипе пĕрех. 6 Хĕрарăм çӳç-пуçне витмест пулсан, эппин çӳçне кастартăр. Çӳç кастарма е хыртарма вăтанать пулсан, эппин çӳç-пуçне хуплатăр. 7 Арçыннăн кĕлĕре çара пуçăн пулмалла, мĕншĕн тесен вăл Турă сăнарĕпе мухтавĕ. Хĕрарăм вара – упăшкин мухтавĕ. 8 Арçынна хĕрарăмран пултарман, хĕрарăма арçынтан пултарнă. 9 Арçынна хĕрарăмшăн туман, хĕрарăма арçыншăн тунă. 10 Çавăнпа та хĕрарăмăн хăйĕн пуçне пăхăну паллипе витмелле. Тата унăн çакна ангелсене кăтартмашкăн тумалла. 11 Тепĕр тесен, Хуçамăр вĕрентнĕ тăрăх, упăшки арăмĕсĕр, арăмĕ упăшкисĕр ним тĕшне те тăмасть. 12 Мĕншĕн тесен малтанхи хĕрарăма арçынтан тунă пекех, арçын та хĕрарăмран çуралать. Пурне те вара Турă пултарнă. 13 Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха, витмен пуçпа Турра кĕлтуни хĕрарăма килĕшӳллĕ-и14 Çӳçне-пуçне ӳстерсе янă арçын хисепрен тухни çинчен çут çанталăк хăех калать. 15 Хĕрарăмшăн вара çӳç ӳстерни – хисеп, çут çанталăк хĕрарăма виткĕч вырăнне вăрăм çӳç панă. 16 Хампа тавлашас текене вара çакна кăна калатăп: пирĕн патăрта та, Туррăн ытти чиркĕвĕсенче те унашкал йăла çук.
Хуçамăрăн аслă каçхи апачĕ çинчен
17 Ĕнтĕ, сире вĕрентсе, хам ырламанни çинчен калам. Сирĕн пухăвăрсем сире уссинчен ытларах сиен кӳреççĕ. 18 Чи малтанах, хам мĕн илтни çинчен: чиркӳ пухăвне пуçтарăнсан эсир пĕр-пĕринпе харкашатăр иккен. Çакна эпĕ пăртак ĕненетĕп те. 19 Мĕншĕн тесен чăн-чăн ĕненекенсем палăрмашкăн сирĕн хушшăрта тĕрлĕ шухăшлăх пулмаллах. 20 Тата çакна каламалла: эсир пĕрле пуçтарăнатăр пулин те, çакна Хуçамăрăн аслă каçхи апатне туни теме çук. 21 Мĕншĕн тесен кашниех харпăр хăй апатне часрах çисе ярасшăн. Çапла вара пĕри выçах юлать, тепри тутă та хĕрĕнкĕ. 22 Сирĕн килĕрсем çук-им? Килте ĕçсе-çиейместĕр-им? Е Туррăн чиркĕвне ним вырăнне те хумастăр-и? Çук çынсене хур тăвас тетĕр-и? Мĕнех калам? Сире çакăншăн ырлам-и? Ырламăп. 23 Çак йăлана эпĕ Хуçамăртан Хăйĕнчен вĕрентĕм, кайран сире вĕрентрĕм. Хăйне сутнă каç Иисус Хуçамăр çăкăр илнĕ те, 24 Турра тав туса, çăкăра хуçнă. Унтан Вăл çапла каланă: «Илĕр, çийĕр, çакă – сирĕншĕн хуçăлакан Манăн Ӳт-пĕвĕм. Малашне те Мана аса илсе çак йăлана тăвăр». 25 Каçхи апат хыççăн, çавнашкалах, Вăл курка илнĕ те çапла каланă: «Çак курка – Манăн Юнăмпа çирĕплетнĕ Çĕнĕ Халал. Ăна ĕçнĕ чух кирек хăçан та Мана аса илсе çак йăлана тăвăр». 26 Ĕнтĕ эсир çав çăкăра çимессерен, çав куркана ĕçмессерен Хуçамăр тепре киличченех Вăл вилни çинчен хыпарлатăр.
Аслă каçхи апата тивĕçсĕр туни
27 Çапла вара, Хуçамăрăн çăкăрне тивĕçсĕр çиекен, Хуçамăрăн куркине тивĕçсĕр ĕçекен çын Хуçамăрăн Ӳчĕпе Юнне хирĕç çылăх тăвать. 28 Малтан çын хăйне хăй тĕрĕслесе пăхтăр, унтан тин çав çăкăра çитĕр, çав куркана ĕçтĕр. 29 Кам тивĕçсĕр ĕçсе çиет, çав хăйне айăплав илмешкĕн ĕçсе çиет, мĕншĕн тесен вăл Хуçамăрăн Ӳчĕ çинчен шухăшламасть. 30 Акă мĕншĕн сирĕн хушшăрта халсăррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлă. 31 Эпир хамăра хамăр хаклама пултарсан Турă пире айăпламĕччĕ. 32 Пире хак параканĕ вара – Турă. Ытти пĕтĕм тĕнчепе пĕрле суд умне тăрас мар тесессĕн Хуçа Турă айăплавне пирĕн чăтмалла. 33 Çавăнпа та, тăванăмсем, аслă каçхи апата пуçтарăннă чухне пĕр-пĕрне кĕтĕр. 34 Турă сирĕн пухăва ан айăплатăр тесен çиес текен килте çитĕр. Ыттине хам пырсан йĕркене кĕртĕп.
Турă Сывлăшĕн парнисем
1 Эй, тăвансем! Манăн сире Турă Сывлăшĕн парнисем пирки пĕлтермесĕр хăварас килмест. 2 Чăн Турра пĕлмен чухне пуççапмалли чĕлхесĕр кĕлеткесем патне сире вăйпах темскер ертсе кайнине хăвăрах пĕлетĕр. 3 Çавăнпа та сире çакна калатăп: Турă Сывлăшĕ хавхалантарнипе калаçакансенчен пĕри те Иисуса ылханмĕ. Святой Сывлăш хавхалантарнипе калаçакансемсĕр пуçне Иисуса Хуçам тесе никам та калаймĕ. 4 Çынсене тĕрлĕрен пултарулăх панă, анчах та Сывлăш – пĕрре. 5 Турăшăн та çынсем тĕрлĕрен тăрăшаççĕ, анчах та Хуçа Турă – пĕрре. 6 Çынсен ĕçĕсем те тĕрлĕрен, анчах пурин ăшĕнче те пурне те туса тăракан Турă – пĕрре. 7 Сывлăш кашни çыннах пĕрлехи ырлăхшăн тăрăшмашкăн пултарулăх панă. 8 Пĕрне Сывлăш урлă ăслăлăх сăмахне панă, тепĕрне çав Сывлăшах пĕлӳлĕх сăмахне панă. 9 Пĕрне Сывлăш урлă ĕненес пултарулăх панă, тепĕрне çав Сывлăшах сыватас пултарулăх панă. 10 Хăшне хăват кăтартма, хăшне пророкла калаçма, хăшне ырă тата усал сывлăшсене уйăрма, хăшне тĕрлĕ чĕлхепе калаçма, хăшне тĕрлĕ чĕлхепе каланине ăнлантарма пултарулăх панă. 11 Çаксене йăлтах пĕр Сывлăш туса тăрать; Вăл, Хăйне кирлĕ пек, кашни çыннах уйрăм пултарулăх парать.
Эпир – пĕр ӳт-пӳ
12 Пĕр ӳт-пĕвех нумай пайсенчен тăрать, нумай пулин те, пурте пĕрле пĕр ӳт-пӳ тăваççĕ. Христос та çавнашкалах. 13 Мĕншĕн тесен пĕр Сывлăшпа тĕне кĕрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирĕклисем те – пĕр ӳт-пӳ пултăмăр, пĕр Сывлăшпа тултăмăр. 14 Ӳт-пӳ вара пĕр пайран мар, нумай пайсенчен тăрать. 15 «Эпĕ алă мар, эппин ӳт-пĕвĕн те мар», – тесе каланăшăн ура ӳт-пӳ пайĕ пулма пăрахать-и? 16 «Эпĕ куç мар, эппин ӳт-пĕвĕн те мар», – тесе каланăшăн хăлха ӳт-пӳ пайĕ пулма пăрахать-и? 17 Пĕтĕм кĕлетке курмалли пайран тăрсассăн, мĕнпе илтĕн? Пĕтĕм кĕлетке илтмелли пайран тăрсассăн, мĕнпе шăршă пĕлĕн? 18 Анчах та Турă ӳт-пӳ пайĕсене Хăйне кирлĕ пек пĕр ӳт-пĕве чăмăртаса вырнаçтарнă. 19 Пурте ӳт-пĕвĕн пĕр пайĕ пулас пулсассăн, ӳт-пĕвĕ хăй ăçта пулĕччĕ? 20 Капла вара ӳт-пӳ пайĕсем нумай, ӳт-пĕвĕ – пĕрре. 21 «Эсĕ мана кирлĕ мар», – тесе куç алла калаймĕ. Пуç та урана: «Эсĕ мана кирлĕ мар», – тееймĕ. 22 Пачах та урăхла! Чи хавшак пек туйăнакан ӳт-пӳ пайĕсем кирлĕрех те! 23 Чаплă мар текен ӳт-пӳ пайĕсене вара эпир питĕ асăрхаса упратпăр. 24 Илемсĕр, намăс вырăнсене тирпейлĕн хуплатпăр, илемлине апла туни кирлĕ те мар. Анчах та Турă, тивĕçсĕр текеннисемшĕн ытларах тăрăштарса, пĕтĕм ӳт-пĕве шайлаштарнă. 25 Çакна Вăл ӳт-пӳ пайĕсен пĕр-пĕрне уйăрасси ан пултăр, пур пайĕ те пĕр-пĕриншĕн пĕрешкел тăрăштăр тесе тунă. 26 Çавăнпа та ӳт-пĕвĕн пĕр-пĕр пайĕ асаплансан ыттисем те асапланаççĕ, пĕр-пĕр пайĕ хисеплĕ пулсан ыттисем те савăнаççĕ. 27 Эсир вара – Христос ӳт-пĕвĕ, уйрăмшарăн – ӳт-пӳ пайĕсем. 28 Ĕненекен ушкăнра Турă хăшне апостол тунă, хăшне – пророк, тата тепĕрне – вĕрентекен. Турă хăшне хăват кăтартма вăй панă, хăшне сыватас пултарулăх панă. Çавнашкалах хăшне пулăшас пултарулăх, хăшне ертсе пырас пултарулăх, тата теприсене тĕрлĕ чĕлхепе калаçас пултарулăх панă. 29 Пурте апостол-и? Пурте пророк-и? Пурте вĕрентекен-и? Пурте хăват кăтартакан-и? 30 Пурин те сыватас пултарулăх пур-и? Пурте тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçаççĕ-и? Тĕрлĕ чĕлхепе каланине пурте ăнлантарса параяççĕ-и31 Çапах та пурте тата пысăкрах пултарулăх илесчĕ тесе тăрăшăр, эпĕ вара сире тата лайăхрах çул-йĕр кăтартса парăп.
Юратулăх
1 Этем чĕлхипе калаçсан та, ангел чĕлхипе калаçсан та, хам юратулăхсăр пулсан, эппин эпĕ – янăракан чан е чăнкăртатакан кимвал çеç. 2 Манăн пророк пултарулăхĕ пур пулсан та, пĕтĕм вăрттăнлăхпа пĕлĕве ăнкаратăп пулсан та, тусене вырăнтан куçармалăх çирĕп ĕненӳллĕ пулсан та, хам юратулăхсăр пулсан, эппин эпĕ ним тĕшне те тăмастăп. 3 Эпĕ пĕтĕм пурлăхăма валеçсе пĕтерсен те, ӳт-пĕвĕме вута пăрахма килĕшсен те, хам юратулăхсăр пулсан, эппин мана çавăнтан ним усси те пулас çук. 4 Юратулăх çирĕп тӳсĕмлĕ, хĕрхенӳллĕ; юратулăх кĕвĕçмест, вĕçкĕнленмест, мăнкăмăлланмасть, 5 сĕмсĕрленмест, хăйшĕн кăна тăрăшмасть, тарăхмасть, усаллине асра тытмасть; 6 суяшăн мар, чăнлăхшăн савăнать. 7 Юратулăх йăлтах каçарать, пурне те ĕненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет. 8 Пророкла каланисем вĕçленĕç, чĕлхесем çухалĕç, пĕлӳ пăрахăçа тухĕ – юратулăх нихăçан та пĕтмĕ. 9 Мĕншĕн тесен эпир кăштах пĕлкелетпĕр, кăштах пророкла калаçкалатпăр; 10 чи пахи килсен вара кăштаххи пăрахăçланĕ. 11 Ача чухне эпĕ ачалла калаçаттăм, ачалла шухăшлаттăм, ачалла ăнланаттăм. Ар çулне çитсессĕн ача-пăча шухăшне пăрахрăм. 12 Халĕ эпир тĕксĕм кантăк витĕр курнă пек уçăмсăррăн куратпăр, анчах та пĕррехинче Турра уççăн, куçа-куçăн курăпăр. Халĕ эпĕ кăшт кăна пĕлкелетĕп, ун чухне вара эпĕ Турра Вăл хама пĕлнĕ пекех пĕлĕп. 13 Ĕнтĕ çаксем виççĕшĕ: ĕненӳ, шанчăк, юратулăх – ĕмĕр-ĕмĕр пулĕç, анчах та аслăраххи – юратулăх.
Чĕлхесем тата пророкла калаçасси
1 Юратулăх патне ăнтăлăр. Турă Сывлăшĕн парнисене, уйрăммăнах пророкла калаçас пултарулăха, илме тăрăшăр. 2 Пĕлмен чĕлхепе калаçакан вара çынсемпе мар, Турăпа калаçать. Ăна никам та ăнланмасть, мĕншĕн тесен вăрттăнлăха вăл Турă Сывлăшĕн витĕмĕпе пĕлтерет. 3 Пророкла калаçакан вара çынсене ӳкĕтлесе, хавхалантарса, лăплантарса калаçать. 4 Пĕлмен чĕлхепе калаçакан хăйне хăй çирĕплетет, пророкла калаçакан вара ĕненекен ушкăна çирĕплетет. 5 Манăн сире пурне те çапла пултарас килет: тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçни аван, пророкла калаçма пĕлни тата аванрах. Пророкла калаçакан тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçакантан çӳлерех тăрать. Чăн та, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан, чиркĕве çирĕплетес тесе, хăй сăмахĕсене ăнлантарса парсассăн пророкла калаçаканпа танлашма пултарать. 6 Эй, тăванăмсем! Калăпăр, эпĕ сирĕн патăра пырсан пĕлмен чĕлхесемпе калаçăп. Çав хушăрах эпĕ сире Турă вăрттăнлăхне уçса памасан, пĕлӳ памасан, пророкла калаçмасан, вĕрентмесен сире мĕн усси пулĕ? 7 Тĕслĕх вырăнне кĕвĕ каламалли чунсăр хатĕрсене – шăхличе е кĕслене – илер. Шхличпе кĕсле уçăмсăр сасăсем кăлараççĕ пулсан, вĕсемпе мĕнле çемĕ каланине епле пĕлеес? 8 Уçăмлă мар труба сассипе кам çапăçăва хатĕрленĕ? 9 Çавнашкалах эсир калакан сăмахсем ăнланмалла мар пулсан, мĕн каланине çынсем епле пĕлччĕр? Ку вăл çиле калани кăна пулать. 10 Тĕнчере мĕн чухлĕ сăмах! Пĕлтерĕшсĕрри вара пĕри те çук. 11 Анчах та эпĕ хампа калаçаканăн сăмахĕсем мĕне пĕлтернине ăнланмастăп пулсан, эпĕ уншăн ют халăх çынни пулатăп. Вăл та маншăн çавнашкалах. 12 Эсир те, Турă Сывлăшĕн парнисене илме ăнтăлса, чиркĕве çирĕплетмешкĕн вĕсене ытлăн-çитлĕн илме тăрăшăр. 13 Çавăнпа та пĕлмен чĕлхепе калаçакан çын ăнлантарса пама пултарулăх илесчĕ тесе кĕлтутăр. 14 Мĕншĕн тесен пĕлмен чĕлхепе кĕлтунă чухне чунăм кĕлтăвать пулин те, сăм кĕлтума хутшăнмасть. 15 Апла мĕн тăвам-ха? Турра чунăмпа кĕлтăвам, ăсăмпа та кĕлтăвам. Турра чунăмпа мухтаса юрлам, сăмпа та мухтаса юрлам. 16 Енчен те эсĕ Турра чунтан мухтаса тав тăватăн пулсан та, сана итлесе тăракан ахаль çын: «чăнах та, çапла» тееймĕ. Эсĕ мĕн каланине вăл ăнланмасть-çке-ха. 17 Çапла вара, эсĕ Турра тем тери мухтаса кĕлтусан та, çакă ыттисене усса пымасть. 18 Тавах Туррăма! Пĕлмен чĕлхесемпе калаçма эпĕ сирĕнтен пуринчен те ытларах пултаратăп. 19 Анчах та эпĕ, ыттисене ăс парас тесе, вĕсем пĕлмен чĕлхепе чиркӳре пин-пин сăмах каличчен ăнланмалла пилĕк сăмах калам. 20 Эй, тăвансем! Ача ăслĕ ан пулăр. Усалли тĕлĕшĕнчен ача пек пулăр, анчах та ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çитĕнсе çитнисем пек пулăр. 21 Саккунра çапла çырнă: «„Çак халăхпа ют чĕлхепе, урăх халăх çыннисен чĕлхи-çăварĕпе калаçăп, ун чухне те вĕсем Мана итлемĕç“, – тет Хуçа Турă». 22 Çапла вара, тĕрлĕ чĕлхесемпе калаçни – ĕненекенсем валли мар, ĕненменнисем валли Турă янă паллă. Пророкла калаçни вара – ĕненменнисем валли мар, ĕненекенсем валли Турă янă паллă. 23 Пĕтĕм чиркӳ пĕрле пуçтарăнса пĕлмен чĕлхесемпе калаçнă чухне унта ахаль çынсем е ĕненменнисем пырса кĕрес пулсан мĕн калĕç? «Кусем ăсран тайăлнă», – темĕç-и? 24 Енчен те пурте пророкла калаçас пулсан вара унта ахаль çын е ĕненменни пырса кĕрсен хăйне питлесе, айăпласа каланине илтĕ. 25 Çапла майпа унăн вăрттăн шухăш-кăмăлĕ палăрĕ, вăл Турра чĕркуçленсе пуççапĕ те: «Турă чăнласах та сирĕнпе», – тейĕ.
Мĕн туни йăлтах йĕркеллĕ пултăр
26 Çапла вара, тăвансем, мĕн тумалла-ха? Акă эсир чиркӳ пухăвне пуçтарăнатăр. Пĕри псалом ăсти, тепри ӳкĕт ăсти, тата тепри тĕрлĕ чĕлхе ăсти. Хăшĕн Турă вăрттăнлăхне уçма, теприн ăнлантарса пама пултарулăх пур. Пурте вĕсем чиркĕве çирĕплетмешкĕн усăллă пулччăр. 27 Хăшĕ-пĕри пĕлмен чĕлхепе калаçать пулсассăн, иккĕн, е чи нумаййи – виççĕн, черетпе калаçчăр, пĕри ăнлантарса патăр. 28 Ăнлантаракан çук пулсан, вĕсем чиркӳре шăпăрт тăччăр, хăйсен ăшĕнче Турăпа калаçчăр. 29 Çавнашкалах пророкла калаçакансем те иккĕн е виççĕн калаçчăр, ыттисем вара мĕн илтнине сӳтсе явччăр. 30 Ларакансенчен пĕрне Турă вăрттăнлăхĕ уçăлса кайсассăн, малтан калаçаканĕ чарăнтăр. 31 Пурте вĕренме, хастарланма пултарччăр тесен эсир черетпе пророкла калаçма пултаратăр вĕт-ха. 32 Хăйсене хавхалану кӳрекен сывлăшсене пророксем итлеттерме пултараççĕ. 33 Мĕншĕн тесен Турă вăл – хирĕçӳлĕх Турри мар, канăçлăх Турри. Ĕненекенсем пуçтарăнакан ытти чиркӳсенчи пекех 34 сирĕн хĕрарăмсем те чиркӳре чĕнмесĕр тăччăр. Вĕсен калаçмалла мар, саккун хушнă пек, пăхăнмалла. 35 Мĕн те пулин пĕлес тесен ун çинчен вĕсем упăшкисенчен килте ыйтчăр. Хĕрарăм чиркӳре калаçни килĕшӳллĕ мар. 36 Тăвансем! Турă сăмахĕ сирĕнтен тухнă-им? Е сирĕн патăра кăна çитнĕ-им? 37 Хăйне пророк вырăнне е Турă Сывлăшĕллĕ çын вырăнне хуракан эпĕ сирĕн патăра çырни Хуçамăрăн пил-хушăвĕ пулнине ăнлантăр. 38 Ăнланайманни вара ăнланманнипех юлтăр. 39 Çапла вара, тăвансемĕр, пророкла калаçасчĕ тесе тăрăшăр, тĕрлĕрен пĕлмен чĕлхесемпе калаçма та ан чарăр. 40 Анчах мĕн туни йăлтах килĕшӳллĕ те йĕркеллĕ пултăр.
Христос чĕрĕлни
1 Эй, тăвансем! Эпĕ сире хам пĕлтернĕ Ырă Хыпара татах аса илтеретĕп. Эсир ăна йышăнтăр, унпа тĕреклентĕр. 2 Эпĕ вĕрентнине çирĕп тытса пырсан, çиелтен кăна ĕненмен пулсан, эсир Ырă Хыпарпа çăлăнăр. 3 Мĕншĕн тесен эпĕ сире чăн малтанах хам мĕн йышăннине патăм: Çырнинче каланă пекех, Христос пирĕн çылăхсемшĕн вилнĕ. 4 Çырнинче каланă пекех, Ăна пытарнă, виççĕмĕш кунне Вăл чĕрĕлсе тăнă. 5 Малтан Вăл Кифăна курăннă, кайран – Вун иккĕшне, 6 тепринче тата пĕр вăхăтрах пилĕк çĕр ытла тăванăмăра курăннă. Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ вилнĕ ĕнтĕ, анчах ытларахăшĕ халĕ те пурăнаççĕ-ха. 7 Унтан Вăл Иакова курăннă, каярахпа – ытти мĕн пур апостолсене. 8 Юлашкинчен вара Вăл мана, юрăхсăра, курăнчĕ. 9 Туррăн чиркĕвне хĕсĕрленĕрен эпĕ хама апостолсенчен чи хисепсĕрри, апостол ятне те тивĕçсĕрри тесе шутлатăп. 10 Анчах та Турă ырăлăхне пула эпĕ хальхи пек пулса тăтăм. Ăшăмри Унăн ырăлăхĕ усăсăр пулмарĕ, эпĕ апостолсенчен пуринчен те ытларах вăй хурса ĕçлерĕм. Тепĕр тесен, вăй хураканĕ эпĕ мар, ăшăмри Турă ырăлăхĕ. 11 Эпир пурте Ырă Хыпара пĕрешкел вĕрентетпĕр, эсир пурте çавна ĕнентĕр.
Вилнисем чĕрĕлесси
12 Эпир сире Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă тесе вĕрентетпĕр пулсан, епле-ха сирĕнтен хăшĕ-пĕри вилнисем чĕрĕлмеççĕ теме хăять? 13 Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан Христос та чĕрĕлмен пулать. 14 Христос чĕрĕлсе тăман пулсан вара эпир вĕрентни те, эсир ĕненни те кăлăхах. 15 Вилнисем чăнласах чĕрĕлмеççĕ пулсан эпир сире Турă çинчен суйса пĕлтернĕ пек пулать. Мĕншĕн тесен эпир чĕрĕлсе тăман Христоса Турă чĕртнĕ тесе çирĕплететпĕр. 16 Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан Христос та чĕрĕлмен пулать. 17 Христос чĕрĕлмен пулсан эсир ĕненни кăлăхах: эсир çылăхăрсенчен тасалман пулать. 18 Эппин Христоса ĕненсе вилнисем те яланлăхах пĕтнĕ пулать. 19 Христос пире хальхи пурăнăçра кăна шанчăк парать пулсан эпир этемсенчен чи телейсĕррисем пулăттăмăр. 20 Анчах та Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, Вăл – пирвайхи. 21 Тĕнчене вилĕм этем урлă килнĕ пекех, чĕрĕлсе тăрасси те этем урлах. 22 Адамран пулнисем пурте вилĕмлĕ пекех, Христоса ĕненекенсем пурте чĕрĕлĕхлĕ. 23 Анчах та кашнин хăйĕн черечĕ: Христос вилнисенчен чи малтан чĕрĕлнĕ; Вăл тепре килсен вара Хăйĕннисене чĕртĕ. 24 Мĕн пур пуçлăха, влаçа, вăй-хăвата пăрахăçласа, Христос Хăйĕн Патшалăхне Ашшĕне, Турра, парсан вара вĕçĕ çитĕ. 25 Мĕншĕн тесен Унăн Хăйĕн тăшманĕсене ури айне тăвичченех патша пулмалла. 26 Пуринчен кайран вара Вăл юлашки тăшманне – вилĕме – пĕтерĕ. 27 Мĕншĕн тесен Турă пурне те Унăн умне ӳксе пăхăнмалла тунă. Пурне те Ăна пăхăнтарнă тенĕ пулин те, паллă ĕнтĕ, пурне те Унăн аллине панă Турă ку шута кĕмест. 28 Пурне те Христоса пăхăнтарсан вара Ывăлĕ те пурне те Хăй аллине панă Турра пăхăнĕ, вара Турă пĕтĕмпех пурин ăшĕнче те пулĕ. 29 Апла мар пулсан, вилнисемшĕн тĕне кĕрекенсем мĕншĕн çапла тăваççĕ-ха? Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан, вĕсемшĕн мĕн тĕне кĕмелли пур? 30 Мĕншĕн эппин эпир те пĕрмаях хĕн-хур куратпăр? 31 Эпĕ Иисус Христос Хуçамăр умĕнче сирĕнпе мăнаçланатăп. Çав мăнаçлăхпа тупа туса калатăп: эпĕ кашни кунах вилĕмпе куçа-куçăн. 32 Этемле шухăшласа каласан, эпĕ Ефесра тискер кайăксемпе çапăçнин мĕн усси? Вилнисем чĕрĕлмеççĕ пулсан, атьр эппин çиер те ĕçер, ыран çавах вилмелле! 33 Ан улталанăр: усал юлташсем ырă кăмăллă çынна та пăсаççĕ. 34 Тăна кĕрĕр, йĕркеллĕ, çылăхсăр пурăнăр. Сире намăс пултăр та, анчах çакна калатăп: сирĕнтен хăшĕ-пĕри Турра пĕлмест.
Чĕрĕлнĕ ӳт-кӳлепе
35 Хăшĕ-пĕри çапла ыйтĕ: «Вилнисем епле чĕрĕлсе тăрĕç? Вĕсем мĕнле ӳт-кӳлепеллĕ пулĕç?» 36 Эй, ăссăрскер! Эсĕ мĕн акни хăй пĕтмесĕр чĕрĕлĕх памасть. 37 Тулă е урăх тырă-пулă акнă чухне эсĕ ӳсен-тăран кӳлепине мар, çара пĕрчĕ акатăн. 38 Кайран вара Турă ăна Хăй парас тенĕ пек кӳлепе парать, кашни вăрлăхăн – хăйĕн кӳлепи. 39 Кӳлеписем вара тĕрлĕрен: этемĕн хăйне май, выльх-чĕрлĕхĕн хăйне май, пуллăн хăйне май, кайăк-кĕшĕкĕн хăйне май. 40 Тӳпере те, çĕр çинче те кӳлепесем пур. Тӳперисен хăйсен чапĕ, çĕр çинчисен – хăйсен. 41 Хĕвел хăйне май чаплă, уйăх хăйне май чаплă, çăлтăрсем хăйне май чаплă. Çăлтăрпала çăлтăр чапĕ те пĕр мар. 42 Вилнисем чĕрĕлсе тăрасси те çавнашкалах. Çĕрекен ӳт çĕре кĕрет, çĕрми пулса чĕрĕлсе тăрать. 43 Çĕр айне пытарни чапсăр, чĕрĕлсе тăраканни чаплă. Çĕр айне пытарни халсăр, чĕрĕлсе тăраканни хăватлă. 44 Чунлă пулни çĕре кĕрет, чун-чĕмлĕ пуласси чĕрĕлсе тăрать. Чунлă ӳт-кӳлепе пур пулсассăн, эппин чун-чĕмли те пур. 45 Çырнинче çапла каланă та: «Малтанхи этем, Адам, чĕрĕ чунлă пулса тăнă». Кайранхи Адам вара чĕрĕ тăвакан чун-чĕмлĕ. 46 Анчах та малтан чун-чĕмли мар, чунли пулать. Кайран тин чун-чĕмли пулать. 47 Малтанхи этем – çĕртен, тусантан пулнă, кайранхи вара – тӳперен аннă Хуçамăр. 48 Тусантан пулнă малтанхи этем мĕнле, ыттисем те çавнашкал. Тӳперен анни мĕнле, ыттисем те çавнашкал. 49 Эпир тусантан пулнин сăнарĕпе епле çӳренĕ, çавнашкалах тӳперен аннин сăнарĕпе çӳрĕпĕр. 50 Анчах та, тăванăмсем, сире акă мĕн калам: ӳтпе юн Турă Патшалăхне кĕреймеççĕ, çĕрекенни çĕрмен çĕре кĕреймест. 51-52 Тата сире çак вăрттăнлăха пĕлтерем: эпир пуртех те вилместпĕр, анчах пурте улшăнатпăр. Улшăнасса вара пурте пĕр самантрах, юлашки труба сасси илтĕнсенех улшăнатпăр. Труба кăшкăртсан вара вилнисем çĕрми чĕрĕлсе тăрĕç, эпир улшăнăпăр. 53 Мĕншĕн тесен çĕрекен ӳт-пĕвĕн çĕрми пулса тăмалла, вилĕмлĕ ӳт-пĕвĕн вилĕмсĕр пулса тăмалла. 54 Çĕрекен ӳт-пӳ çĕрми пулсан, вилĕмлĕ ӳт-пӳ вилĕмсĕр пулсан вара Çырнинче: «Вилĕме тĕппипех çĕнтернĕ», – тени пурнăçланĕ. 55 «Эй, вилĕм! Ăçта санăн сăнну? Эй, тамăк! Ăçта санăн çĕнтерĕвӳ?» 56 Вилĕм сăнни – çылăх, çылăх вăйĕ вара саккунранах килет. 57 Иисус Христос Хуçамăр урлă пире çĕнтерӳ панăшăн тавах Турра! 58 Эй, савнă тăванăмсем! Ĕнтĕ çирĕп те иккĕленӳсĕр пулăр. Хуçамăр ĕçĕшĕн яланах пĕтĕм чуна парса тăрăшăр, эсир тăрăшни Хуçа Турă умĕнче усăсăр пулманнине пĕлсе тăрăр.
Чухăн ĕненекенсене пулăшасси 1 Чухăн ĕненекенсем валли пулăшу пуçтарнă чухне эпĕ Галатири ĕненекен ушкăнсене хушнă пек тăвăр. 2 Эпĕ сирĕн патăра пырсан тин пуçтармалла ан пултăр тесен, сирĕнтен кашниех эрнен малтанхи кунĕнче хăй пултарнă таран уйăрса хурса упратăр. 3 Эпĕ вара, пырсассăн, пухнă пулăшăва Иерусалима леçме хăвăр суйласа илнĕ çынсене хут çырса парса ярăп. 4 Хамăн та каймалла пулсассăн вĕсем манпа пырĕç.
Çул çӳреме палăртса хуни
5 Македони тăрăхĕсенче çӳресе çавăрăнсассăн вара сирĕн патăра çитĕп, мĕншĕн тесен эпĕ Македони урлă пыма шухăшлатăп. 6 Пĕр вăхăт эпĕ сирĕн патăрта пурăнасшăн, тен, хĕл каçăп та, кайран вара эсир мана каяс çĕре ăсатса ярăр. 7 Хальхинче эпĕ сирĕнпе çула май кăна курнăçасшăн мар, Хуçа Турă пулăшсан, сирĕн патăрта пĕр вăхăт пурăнасса шанатăп. 8 Ефесра вара эпĕ Аллăмĕш кун уявĕччен пулăп. 9 Турăшăн тăрăшса ĕçлемешкĕн кунта лайăх майсем уçăлчĕç, тăшмансем те нумай. 10 Тимофей сирĕн патăра çитсессĕн унăн нимрен те хăраса пурăнмалла ан пултăрччĕ тесе тăрăшăр. Хуçамăр ĕçĕшĕн вăл манашкалах çунать. 11 Çавăнпа та сирĕн хушшăрта ун çине çӳлтен пăхакан ан пултăр. Ман патăма тавăрăнмашкăн ăна эсир кăмăллăн çула пуçтарăр. Эпĕ ăна кунта ĕненекен тăванăмсемпе пĕрле кĕтетĕп. 12 Аполлос тăванăмăр пирки вара çакна каламалла: сирĕн патăра ытти тăвансемпе пĕрле пыма эпĕ ăна питĕ тархасларăм, анчах та вăл халь пыма кăмăл тумарĕ. Майлăрах вăхăт тупăнсассăн пырĕ.
Çыру вĕçĕнче ыйтни. Саламсем
13 Сыхă тăрăр, ĕненӳре çирĕп пулăр, паттăр та вăйлă пулăр. 14 Мĕн тунине йăлтах юратса тăвăр. 15 Эй, тăвансем! Манăн сирĕнтен акă мĕн пирки ыйтмалли пур. Эсир Стефан кил-йышне, вĕсем Ахаияри малтанхи ĕненекенсем пулнине пĕлетĕр. Вĕсем ĕненекенсемшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. 16 Эсир çав малтанхи ĕненекенсемпе сăпайлă пулăр, Турăшăн тăрăшса ĕçлекенсене тата пулăшакансене пурне те хисеплĕр. 17 Стефан, Фортунат тата Ахаик кунта килсе çитни мана савăнтарчĕ, хам сирĕнпе пулманни те ытлах сисĕнмест. 18 Вĕсем ман чунăма та, сирĕн чунăра та лăплантарчĕç. Ун пек çынсене хисеплĕр. 19 Аси тăрăхĕнчи ĕненекен ушкăнсем сире салам яраççĕ. Уйрăммăнах сире Акилăпа Прискилла тата вĕсем патĕнче пухăнакан ĕненекен ушкăнрисем Хуçа Турă ячĕпе салам калаççĕ. 20 Мĕн пур ĕненекен тăвансенчен сире салам. Эсир те пĕр-пĕрне сăваплăн, тăванла чуптуса саламлăр. 21 Куна хамăн аллăмпах çыратăп: эпĕ, Павел, сире салам яратăп. 22 Иисус Христос Хуçамăра юратман çынсене вара ылхан пултăр. Килсемччĕ, Хуçамăр! 23 Сире Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. 24 Эпĕ сире, Христос Иисуса ĕненекенсене, пурне те юрататăп. Аминь.
Саламлани
1 Турă ирĕкĕпе Иисус Христосăн апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран тата Тимофей тăванăмран – Коринфри Турă чиркĕвне тата пĕтĕм Ахаияри мĕн пур ĕненекенсене. 2 Сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Павел Турра тав туни
3 Иисус Христос Хуçамăрăн Турри тата Ашшĕ мухтавлă пултăр! Вăл – хĕрхенӳлĕхĕн Ашшĕ, тем тĕрлĕ лăплантару Турри. 4 Вăл пире тĕрлĕ хĕн-хурта лăплантарать. Турă панă çав лăплантарупа эпир те хĕн-хур куракансене лăплантарма пултаратпăр. 5 Пурăнăçăмăрта Христос тӳснĕ пек асапсем нумайланса пынăçемĕн эпир Христос урлă нумайрах та нумайрах лăплантару илетпĕр. 6 Хурлăх курасса та эпир сире лăплантарма, çăлăнăç пама куратпăр. Лплану илнĕрен вара эпир чăтнине эсир те тӳсĕмлĕн чăтаятăр. 7 Эпир сире çирĕп шанатпăр. Лплану илессе те эпир сире лăплантарма, çăлăнăç пама илетпĕр. Эпир çакна пĕлсе тăратпăр: хурлăхра та, лăпланура та эсир яланах пирĕнпе пĕрле. 8 Эй, тăвансем! Эпир Асире мĕнле хĕн-хур тӳснине сире пĕлтермесĕр хăварас килмест. Çав чăтма çук йывăр асапа пула эпир хамăр чĕрĕ юласса та шанма пăрахнăччĕ, 9 пире вилмех пӳрнĕ пулĕ тенĕччĕ. Анчах та мĕн пулни йăлтах хамăра мар, вилнисене чĕртекен Турра шанмашкăн пулса иртнĕ иккен. 10-11 Турă ун чухне пире, вилес патнех çитнĕскерсене, хăтарчĕ; халĕ те хăтарать. Эсир пирĕншĕн кĕлтусах тăрсан, Турă пире малашне те хăтарасса шанатпăр. Вара, нумайăшĕн кĕллине илтсе, пире хĕрхеннĕшĕн нумай-нумай çын Турра тав тăвĕ.
Павел Коринфа вăхăтра пырайманни
12 Эпир вара таса чунпа çакна калатпăр: çынсемпе, уйрăммăнах сирĕнпе, эпир пĕр чеелĕхсĕр, Турра юрăхлă пек уçă кăмăллă пултăмăр; этем ăслăлăхĕпе мар, Турă ырăлăхĕпе пурăнтăмăр. Çавăншăн эпир мухтанатпăр. 13-14 Çырасса та эпир сирĕн пата вуласа ăнланма çук япаласем çинчен çырмастпăр. Иисус Христос Хуçамăрăн кунĕнче эпир сирĕн урлă, эсир пирĕн урлă мухтава тухасса ăнлана пуçларăр, ĕнтĕ тĕппипех ăнланса илессе шанатăп. 15 Çакна çирĕп шанса, сире тепĕр хут чун-чĕм пархатарĕ парас тесе эпĕ сирĕн патăра маларах пырасшăнччĕ. 16 Пĕрре эпĕ сирĕн патăра Македоние кайнă чухне çула май кĕресшĕнччĕ, тепре – унтан тавăрăннă чухне. Эсир вара мана Иудейăна ăсатса ярăттăр. 17 Çапла шухăшласа эпĕ çăмăлттайла хăтлантăм-шиЕ мĕн те пулин тума шухăшласан çак тĕнче çыннисем пек пĕрре апла, тепре капла калаçатăп-и? 18 Эпир сире пĕрре апла, тепре капла темен. Турă епле шанчăклă, пирĕн сăмахăмăр та çапла шанчăклă. 19 Эпĕ те, Силуан та, Тимофей та – виçсĕмĕр те – сирĕн патăрта Турă Ывăлĕ Иисус Христос çинчен ӳкĕтлесе вĕрентрĕмĕр. Турă Хăйĕн Ывăлне çĕр çине килтерни «çапла» е «çук» тени мар, татăклăн «çапла» тени пулать. 20 Турă шантарнисем Христосра пурте «çапла». Çавăнпа та эпир Христос урлă Турра «аминь» тесе мухтатпăр. 21 Пире те, сире те Христоспа пĕрлĕхлĕ туса çирĕплетекенĕ, суйласа илекенĕ вара – Турă. 22 Вăл пире Хăйĕн пичечĕпе палăртнă, пулассине шантарса чĕремĕрсене Хăйĕн Сывлăшне хывнă. 23 Турă умĕнче калатăп: сире хĕрхеннĕрен эпĕ Коринфа халĕ те пырса çитейместĕп-ха. 24 Эпир сирĕн ĕненĕвĕрпе пуç пуласшăн мар – сире савăнтармалăх сирĕнпе пĕрле тăрăшасшăн. Ĕненӳре вара эсир хăвăрах çирĕп.
1 Çапла вара, эпĕ сирĕн патăра пырса татах кулянтарса çӳрес темерĕм. 2 Сире кулянтарсан мана савăнтараканĕ кам пулĕ? Эсирех, хам кулянтарнисемех, мар-и вара? 3 Сирĕн патăра пырсассăн эсир мана савăнтарасса кĕтетĕп. Çавăнпа та, кулянмалла пулса ан тухтăрччĕ тесе, çакна пыричченех çыртăм та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен манăн савăнăçăм сирĕншĕн пуриншĕн те савăнăç. Эпĕ сирĕн пирки иккĕленместĕп. 4 Çырасса та эпĕ сирĕн патăра питĕ хуйхăллă, суранлă чĕрепе, вĕри куççуль юхтарса çыртăм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мĕн тери юратнине пĕлччĕр терĕм.
Кӳрентерекенсене каçарасси
5 Мана кӳрентерекен те пулчĕ-ха, анчах вăл мана кăна мар, сире пурсăра та пăртак кӳрентерчĕ. Ӳстерсе калас мар тенĕрен пăртак тетĕп-ха. 6 Çавнашкал çыншăн нумайăшĕ питлени хăех айăплани пулĕ. 7 Ĕнтĕ вăл ытлашши хуйха ан ӳктĕр тесен, эсир ăна каçарни, лăплантарни вырăнлăрах. 8 Çавăнпа та тархасласах ыйтатăп: хăвăр ăна малтанхиллех юратнине кăтартса парăр. 9 Малтанхи çырăвне те эпĕ сире тĕрĕслесе пăхас тесе, сăмахăмран иртместĕр-ши тесе çырнăччĕ. 10 Эсир кама каçаратăр, эпĕ те ăна каçарăп. Эпĕ те, кама та пулин каçарсан, ăна Христос умĕнче сирĕншĕн каçаратăп. 11 Çапла туни пире шуйттан çиеле тухасран хăтарать; унăн киревсĕр шухăшĕсем пирĕншĕн паллă.
Павел канăçсăрлăхĕ тата лăпланăвĕ
12 Эпĕ Троадăна Христос çинчен Ырă Хыпар пĕлтерме пырсассăн, Хуçамăр мана лайăх майсем уçса пачĕ. 13 Çапах та манăн ăшăм вăркарĕ, мĕншĕн тесен эпĕ унта Тит тăванăмăра тупаймарăм. Вара унтисемпе сывпуллашрăм та Македоние тухса кайрăм. 14 Тавах Турра! Турă пире Христос урлă яланах çĕнтерӳллĕ тăвать. Пирĕн урлă вара Хăй çинчен пур çĕрте те техĕмлĕ те чаплă пĕлӳ сарать. 15 Эпир Турăшăн – Христосăн техĕмлĕхĕ. Çав ырă шăршă çăлăнакансем хушшинче те, пĕтекенсем хушшинче те сарăлать. 16 Пĕрисемшĕн эпир вилĕм кӳрекен пĕтмелли шăршă, теприсемшĕн – чĕрĕлĕх паракан пурăнăç шăрши. Çак тивĕçе кам хăй çине илме пултарĕ? 17 Нумайăшĕ Турă сăмахне пăсса вĕрентеççĕ, эпир апла вĕрентместпĕр. Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, Турă сăмахне Унăн çыннисем пек таса чунпа пĕлтерсе, Турă умĕнче вĕрентетпĕр.
Çĕнĕ Халалшăн тăрăшакансем
1 Сире хамăрпа çĕнĕрен паллаштармалла-и? Хăшĕ-пĕрисем сирĕн патăра пынă чухне е сирĕн патăртан кайнă чухне ятарласа хăйсене ырланă çыру çыртараççĕ. Пире вăл кирлĕ-и? Паллах, кирлĕ мар. 2 Пирĕн çыру – эсир. Ăна чĕремĕрсенче çырнă, ăна пурте пĕлеççĕ, пурте вулаççĕ. 3 Эсир Христосăн çырăвĕ иккенне хăвăрах кăтартса паратăр. Эпир тăрăшнипе ăна чернилпа мар, чĕрĕ Туррăн Сывлăшĕпе çырнă. Ăна чул хăма çине мар, этем чĕрисем çине çырнă. 4 Пирĕн çак çирĕп шанчăк Христос урлă Турăран килет. 5 Мĕн те пулин хамăртан килет текен шухăш пирĕн пуçа та пырса кĕмест, мĕншĕн тесен пирĕн пултарулăх – Турăран. 6 Турă пире Çĕнĕ Халалшăн тăрăшма пултарулăх панă. Çав Халалра вара чи кирли – çырнă сас палли мар, Сывлăш. Мĕншĕн тесен саккунри чĕрĕ мар сас палли вилĕм кӳрет, Сывлăш вара чĕрĕлĕхлĕ тăвать. 7 Чул хăмасем çине çырнă чĕрĕлĕх парайман сас паллишĕн ĕçлесе тăни те мухтавлă пулнă. Çав сӳнес мухтав çути çиçсе тăнăран Израиль çыннисем Моисей сăн-пичĕ çине те пăхма пултарайман. 8 Саккуншăн ĕçлесе тăни те çав тери мухтавлă пулсассăн, Сывлăш хавхалантарнипе тăрăшасси татах та мухтавлăрах мар-и? 9 Айăплакан саккуншăн ĕçлесе тăни чаплă пулсассăн, тӳрре кăларакан халашăн тăрăшасси мĕн тери чаплăрах! 10 Ку тĕлĕшĕнчен вара кайранхи мухтав çути хупласа хунăран малтанхи халĕ мухтав пек те туйăнмасть. 11 Мĕншĕн тесен сӳнес çутă мухтавлă пулсан, сӳнмен çутă мĕн тери мухтавлăрах. 12 Çавнашкал шанчăк пуртан эпир уççăн та хăюллăн калаçатпăр. 13 Эпир Моисей пек мар. Израиль çыннисем мухтав çути сӳннине ан асăрхаччăр тесе, вăл сăн-питне пĕркенчĕкпе хупласа çӳренĕ. 14 Анчах та Израиль çыннисен ăсĕ хытса ларнă. Авалхи Халала вуланă чухне вĕсем çав пĕркенчĕке уçаймаççĕ, мĕншĕн тесен вăл Христос урлă кăна уçăлать. 15 Моисей саккунне вуланă чухне паян кунчченех вĕсен чун-чĕрине пĕркенчĕк витсе тăрать; 16 анчах та Хуçамăр енне çавăрăнсан çав пĕркенчĕк илĕнет. 17 Хуçамăр вăл – Сывлăш; Хуçамăрăн Сывлăшĕ ăçта, ирĕклĕх те çавăнта. 18 Пирĕн çине, уçă сăн-питлĕскерсем çине, Хуçа Турă мухтавĕн çути тĕкĕр çине ӳкнĕ пек ӳкет. Хуçа Туррăмăрăн Сывлăшĕ пулăшнипе эпир Ун евĕрлĕ пулса, чаплăланса пыратпăр.
Тăм савăтри мул
1 Турă пире Хăйĕн ырăлăхĕпе çакнашкал ĕç шанса панă, çавăнпа эпир хуйха ӳкместпĕр. 2 Унтан та ытларах, вăрттăн та намăс ĕçсенчен пăрăнса, эпир чееленместпĕр, Турă сăмахне пăсмастпăр. Чăнлăха уççăн пĕлтерсе Турă умĕнче эпир çынсене хамăрпа хамăрах паллаштаратпăр. 3 Эпир пĕлтерекен Ырă Хыпар хупланчăк пулсассăн, вăл пĕтмелли çул çинче тăракансемшĕн кăна çапла. 4 Вĕсен, ĕненменнисен, ăсне çак тĕнче турри суккăрлатнă. Вĕсем Христос мухтавĕ çинчен калакан Ырă Хыпар çутине курмаççĕ. Христос вара – курăнман Туррăн курăннă сăнарĕ. 5 Эпир хамăр çинчен вĕрентместпĕр, Иисус Христос вăл пирĕн Хуçамăр пулни çинчен вĕрентетпĕр. Эпир Иисус ячĕшĕн сирĕн чура пултăмăр. 6 Çутта тĕттĕмлĕхрен пулма хушнă Турă пире Хăйĕн мухтавне пĕлтерсе çутта кăлармашкăн чĕремĕрсене çутатрĕ. Мухтав çути вара Иисус Христос сăн-питĕнчен килет. 7 Эпир çав мул упранакан тăм савăтсем çеç. Çапла ĕнтĕ, виçесĕр вăй-хăват пирĕнтен мар, Турăран килни уççăнах палăрать. 8 Çавăнпа та пире темĕн чухлĕ таптасан та аркатаймаççĕ. Тӳсме çук йывăрлăхра та эпир шанчăка çухатмастпăр. 9 Пире хĕсĕрлеççĕ, анчах Турă пăрахмасть. Пире ураран ӳкереççĕ, анчах пĕтереймеççĕ. 10 Хамăр ӳт-пӳре Иисусăн чĕрĕлĕхĕ палăртăр тесе, эпир яланах Иисус Хуçамăрăн вилĕмлĕхĕпе çӳретпĕр. 11 Эпир, вилĕмлĕ ӳт-пӳре Иисусăн чĕрĕлĕхĕ палăртăр тесе, пурăннă чухне Иисус ячĕшĕн тăтăшах вилĕмпе куçа-куçăн тăратпăр. 12 Çапла вара, пирĕн валли – вилесле асапсем, сирĕн валли – чĕрĕ пурăнăç. 13 «Эпĕ ĕненетĕп, çавăнпа калатăп», – тенĕ Çырнинче. Эпир те çавнашкалах çирĕп ĕненетпĕр, ĕненнĕрен калатпăр та. 14 Мĕншĕн тесен çакна пĕлетпĕр: Иисус Хуçамăра чĕртсе тăратнă Турă пире те, Иисуса чĕртнĕ пекех чĕртсе, сирĕнпе пĕрле Хăй умне тăратĕ. 15 Ĕнтĕ нумайăшĕ Туррăн тулли ырăлăхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччăр тесе, эпир пурне те сирĕншĕн тӳсетпĕр.
Ĕненӳпе пурăнасси
16 Çавăнпа та эпир хуйха ӳкместпĕр. Ӳт-пӳ ватăлать пулин те, чун-чĕм кунран-кун çĕнелсех пырать. 17 Вăхăтлăх кăшт асапланнăшăн эпир виçесĕр пысăк, ĕмĕрлĕх мухтав илетпĕр. 18 Эпир курăнаканни патне мар, курăнманни патне ăнтăлатпăр; мĕншĕн тесен курăнаканни вăхăтлăха, курăнманни ĕмĕрлĕхе.
1 Эпир пĕлетпĕр: çĕр çинчи пирĕн пӳрт, çак хӳшĕ, аркансассăн, тӳпере пирĕн алăпа туман, Турă хатĕрленĕ ĕмĕрлĕх кил-çурт пур. 2 Çавăнпа та çĕр çинчи хӳшĕре пурăннă чухне эпир тӳпери кил-çуртăмăра кĕресшĕн, тӳпе тумтирне тăхăнасшăн тертленсе ахлататпăр. 3 Анчах та тумланнă çинчех пирĕн çарамас юлас марччĕ. 4 Эпир çав ӳт-пӳлĕх хӳшши пусса тăнипе тертленсе ахлататпăр. Эпир ӳт-пӳлĕхе хывса пăрахасчĕ теместпĕр, ун çийĕнчен тӳпе тумтирне тăхăнасчĕ, ĕмĕрлĕх пурăнăç вилĕмлине хуплатăрччĕ тетпĕр. 5 Турă пире шăпах та çавăншăн хатĕрленĕ, сăмахне тытма шантарса Хăйĕн Сывлăшне панă. 6 Ĕнтĕ эпир яланах хастар кăмăллă. Ӳт-пӳлĕх хӳшшинче пурăннă чухне Хуçамăртан аякра пулнине пĕлетпĕр – 7 эпир хамăр куç мĕне курнипе мар, чунăмăр мĕне ĕненнипе пурăнатпăр – 8 çавăнпа та эпир, хастар кăмăллă пулса, ӳт-пӳрен тухса Хуçамăр патне куçни аванрахчĕ тесе ĕмĕтленсе пурăнатпăр. 9 Çавăнпа эпир ӳт-пӳлĕх хӳшшинче пурăннă чухне те, унтан тухсан та Ăна юрăхлă пулаясчĕ тесе тимлĕн тăрăшатпăр. 10 Мĕншĕн тесен пирĕн пурин те Христос сучĕ умне тăмалла, ӳт-пӳлĕх хӳшшинче пурăннă чухне мĕн тунине кура – ырă е усал тунине кура – тивĕçлине илмелле.
Çынсене Турăпа çураçтарас ĕç
11 Çапла вара, Хуçа Турă сумлăхĕнчен хăрамаллине пĕлсе, эпир çынсене ӳкĕтлетпĕр. Турă пире пĕлсе тăрать, эсир те пире пĕлетĕр пуль тесе шанатăп. 12 Çакна эпир хамăра каллех ырлаттарасшăн каламастпăр. Хăшĕ-пĕрисем чунрипе мухтанас вырăнне тулашĕнчипе мухтанаççĕ. Ун пеккисене тавăрса каламашкăн эпир сире хамăрпа мухтанма сăлтав паратпăр. 13 Эпир ăсран тухнă пек тăрăшни – Турăшăн, ăслă-тăнлă тăрăшни – сирĕншĕн. 14 Мĕншĕн тесен пире Христос юратулăхĕ ертсе пырать. Эпир çапла шухăшлатпăр: пĕри пуриншĕн те вилнĕ пулсассăн, эппин пурте вилнĕ. 15 Чĕррисем хăйсемшĕн мар, хăйсемшĕн вилсе чĕрĕлнишĕн пурăнччăр тесе, Христос пуриншĕн те вилнĕ. 16 Çавăнпа эпир текех никама та этемле шухăшласа хакламастпăр. Маларах эпир Христос пирки çавнашкал этемле шухăшланă пулсан, халĕ ĕнтĕ ун пек шухăшламастпăр. 17 Çапла вара, кам Христоспа пĕрлĕхлĕ, Турă çавна çĕнĕрен пултарнă. Авалхи иртсе кайнă, халĕ йăлтах çĕнни. 18 Çакă пĕтĕмпех Турăран, Вăл пире Христос урлă Хăйĕнпе çураçтарнă, çынсене Хăйĕнпе çураçтарас ĕçе пире шанса панă. 19 Мĕншĕн тесен Турă, çынсен çылăхĕсене шута хумасăрах, Христос урлă Хăйпе тĕнчене çураçтарнă, çураçтару сăмахне вĕрентме пире шанса панă. 20 Çапла ĕнтĕ эпир Христос ячĕпе вĕрентме янăскерсем пулатпăр. Эпир ӳкĕтлеместпĕр, пирĕн урлă Турă Хăй ӳкĕтлет, ĕнтĕ Христос ячĕпе тархаслатпăр: Турăпа çураçăр. 21 Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса Турă умĕнче тӳрре тухчăр тесе, пирĕн çылăхсемшĕн Вăл çылăха кĕрсе курманскере парнелĕхе кӳнĕ.
1 Эпир вара, Турă ĕçне тăвакансем пулса, сире çапла йăлăнатпăр: Турă ырăлăхне илни сирĕншĕн усăсăр ан пултăр. 2 «Майлă вăхăтра Эпĕ сана илтрĕм, çăлăнăç кунĕнче сана пулăшрăм», – тесе каланă-çке Турă. Акă ĕнтĕ çав майлă вăхăт çитрĕ, акă ĕнтĕ çав çăлăнăç кунĕ килчĕ. 3 Хамăр ĕçе ан хурлаччăр тесе эпир никама та, нимĕнле те такăнтармастпăр. 4 Пур тĕлĕшĕнчен те хамăра Турă ĕçне тăвакансем пек тыткалатпăр, пурне те пысăк чăтăмлăхпа тӳсетпĕр: хура-шурне те, хĕсĕрленине те, 5 хĕненине те, тĕрмене хупнине те, хӳтернине те, йывăр ĕçе те, çĕр çывăрманнине те, хырăм выççине те. 6 Хамăр ĕçе эпир таса, ăслă-тăнлă, пысăк чунлă, ырă, Святой Сывлăш тивлечĕллĕ, чăн-чăн юратуллă, 7 чăнлăх сăмахĕллĕ, Турă вăй-хăвачĕллĕ пулнипе çирĕплететпĕр. Икĕ аллăмăрта та – тӳрĕлĕх хĕçĕ. 8 Чыслăхпала чыссăрлăх, ырă ятпа усал ят пирĕн хыççăнах çӳреççĕ. Пирĕнте суялăх çук пулин те, пире суеçĕ теççĕ. 9 Эпир паллă çынсем мар, анчах пире пурте пĕлеççĕ. Пирĕн çинчен вилнĕ сăмах та кăлараççĕ, акă, хăвăрах куратăр, эпир чĕрĕ. Пире вĕлермеллех айăплаççĕ, анчах та эпир вилместпĕр. 10 Пире кӳрентереççĕ, анчах та эпир яланах савăнăçлă. Пире чухăн теççĕ, анчах та эпир нумайăшне пĕтми мул паратпăр. Пирĕн, çук çынсен, пурте пур. 11 Эй, Коринф çыннисем! Сирĕншĕн пирĕн чĕлхе-çăвар уçă, чун-чĕремĕр аслă. 12 Эсир пирĕн чун-чĕремĕрте, анчах сирĕн чун-чĕрĕрте пирĕншĕн вырăн сахал. 13 Ачамсене каланă пек калатăп: хире-хирĕçле пултăр тесен эсир те чун-чĕрĕре уçăр.
Чĕрĕ Туррăн çурчĕ
14 Ĕненменнисемпе пĕрле пĕр лава ан кӳлĕнĕр, вĕсем сире юлташ мар. Тӳрĕлĕхĕн йĕркесĕрлĕхпе мĕн хутшăнмалли пур? Çутăпала тĕттĕмĕн мĕн пĕрлĕхĕ пур? 15 Христоспала Велиар епле килĕштерччĕр? Е ĕненекенпе ĕненмен çын хушшинче мĕн пĕрлĕхĕ пур? 16 Туррăн çурчĕпеле пуççапмалли кĕлеткесем епле пĕрле пулччăр? Эсир вара – чĕрĕ Туррăн çурчĕ. Турă çапла каланă: «Эпĕ вĕсен ăшĕнче, вĕсен хушшинче пурăнăп; вара вĕсен Турри пулăп, вĕсем Манăн халăхăм пулĕç». 17 «Çавăнпа та вĕсем хушшинчен тухса кайăр, уйăрăлăр, – тет Хуçа Турă. – Таса маррине ан сĕртĕнĕр, вара Эпĕ сире хапăл туса йышăнăп». 18 «Эпĕ вара сирĕн Аçăр пулăп, эсир Манăн ывăлăмсем, хĕрĕмсем пулăр, тет Пурне те тытса тăракан Хуçамăр».
1 Эй, савнă тăванăмсем! Акă мĕнле сăмах парса шантарнă пире. Эппин хамăра хамăр ӳт-пӳпе чунăн тĕрлĕ ирсĕрлĕхĕнчен тасатар, Турăран хăраса сăваплăх патне ăнтăлар.
Павел ĕненекен ушкăн ӳкĕннишĕн савăнни
2 Чунăрсене уçса пире йышăнсамăрччĕ! Эпир никама та кӳрентермен, сиен туман, никам шучĕпе те пуйман. 3 Эпĕ сире ӳпкелеместĕп. Маларах çапла каланăччĕ ĕнтĕ: эсир пирĕн чун-чĕремĕрте, вилсен те, пурăнсан та пĕрлех пуласчĕ. 4 Эпĕ сире хытă шанатăп, сирĕнпе нумай мухтанатăп. Инкек-синкекре сире аса илетĕп те чунăм хастарлăхпа, виçесĕр савăкпа тулать. 5 Македоние çитсессĕн эпир нимле канлĕх те тупаймарăмăр. Пире пур енчен те инкек-синкек кĕтсех тăчĕ: йĕри-тавра – хирĕçӳлĕх, ăшра – шиклĕх. 6 Анчах та йăвашшисене хастарлăх паракан Турă пирĕн патăмăра Тита ярса пире те çирĕплĕх пачĕ. 7 Эпир Тит килнишĕн кăна мар, вăл сирĕн патăртан хавхаланса килнишĕн савăнтăмăр. Тит пире эсир тăрăшни, кулянни, маншăн тем тума та хатĕр пулни çинчен каласа кăтартрĕ. Вара эпĕ тата ытларах савăнса кайрăм. 8 Хамăн çырăвăмпа сире кулянтартăм пулин те, ӳкĕнместĕп – маларах ӳкĕне те пуçланăччĕ, – мĕншĕн тесен çав çыру, вăхăтлăха пулин те, сире кулянтарнине пĕлетĕп. 9 Савăнасса вара халĕ эпĕ сире кулянмалла пулса тухнишĕн мар, эсир куляннипе ӳкĕннишĕн савăнатăп. Эсир кулянни Турра юрăхлă, эппин хамăр çырупа эпир сире сиен тумарăмăр. 10 Мĕншĕн тесен Турăшăн хуйхăрни каялла тавăрăнми ӳкĕнтерсе çăлăнăç кӳрет, ку тĕнчеришĕн хуйхăрни вара вилĕм кӳрет. 11 Пхăр-ха, Турăшăн хуйхăрни сире епле тимлекен, каçару ыйтакан турĕ. Тата эсир çылăха кĕнĕ çынна еплерех тарăхатăр, еплерех хăраса пăшăрханатăр, пирĕнпе тĕл пулма ĕмĕтленетĕр. Çылăхлине айăплас кăмăлăр тата еплерех пысăк! Эсир çав ĕçре хăвăр таса пулнине пур тĕлĕшĕнчен те кăтартса патăр. 12 Çапла вара, эпĕ сирĕн пата янă çырăва хур тăваканшăн та, хур кураканшăн та çырман, эпир Турă умĕнче сирĕншĕн мĕнле тăрăшни паллă пултăр тесе çырнă. 13 Эсир хавхалантарнишĕн эпир питĕ савăнтăмăр, анчах та сирĕн патăртан чунне лăплантарса тавăрăннă Тит савăнăçне курсан, эпир тата ытларах хĕпĕртерĕмĕр. 14 Çапла ĕнтĕ сирĕн пирки Тит умĕнче мухта-мухта калаçнăшăн мана намăс пулмарĕ. Эпир сире яланах чăннине каланă пекех, Тит умĕнче сире мухтани те чăна тухрĕ. 15 Халĕ вара Тит эсир мĕнле итленине, мĕнле хисеплесе-хăраса хапăл тунине аса илет те кăмăлĕпе тата ытларах сирĕн патăра туртăнать. 16 Ĕнтĕ эсир пур тĕлĕшĕнчен те шанчăклă пулнишĕн савăнатăп.
Кмăллă пулăшу
1 Эй, тăвансем! Халĕ эпир сире Македонири ĕненекен ушкăнсене Турă панă ырăлăх çинчен пĕлтересшĕн. 2 Нумай инкек-синкек тӳсеççĕ пулин те, вĕсем савăнмаллипех савăнаççĕ. Аран-аран, çити-çитми пурăнаççĕ пулин те, вĕсен тараватлăхĕ ытлашшипех. 3 Вĕсем вăйĕсем çитнĕ таран çеç мар, пултарнинчен те ытларах пулăшма тăрăшаççĕ. Çакна куçăн курнăран калатăп. 4 Вĕсем пире ĕненекенсене пулăшас чыслă ĕçе хутшăнмашкăн ирĕк пама тархасларĕç. 5 Вĕсем эпир шаннă чухлĕ кăна мар, унтан та ытларах турĕç, пĕтĕм чунне чăн малтанах Хуçа Турра, унтан Турă ирĕкĕпе пире пачĕç. 6 Çавăнпа та эпир Тита çав ырă пулăшу ĕçне сирĕн патăрта епле аван пуçланă, çаплах туса пĕтерме хушрăмăр. 7 Ĕненни, ăста калаçни, пĕлни, пур енчен те тăрăшуллă пулни, пире юратни – çаксем пурте сирĕн туллиех. Эппин çак ырă ĕçре те çавнашкалах вашават пулăр. 8 Çакна эпĕ сире хушса каламастăп. Ыттисен тăрăшулăхĕ çинчен каласа эпĕ сирĕн юратулăхăр чăн е чăн мар пулнине тĕрĕслесшĕн. 9 Мĕншĕн тесен эсир Иисус Христос Хуçамăрăн ырă кăмăлне пĕлетĕр. Вăл, чап тĕлĕшĕнчен пуянскер, Хăйне мĕскĕнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирĕншĕн мĕскĕне тухнă. 10 Сире хамăн шухăшăма пĕлтеретĕп: çак ырă ĕçе вĕçлени сирĕншĕн хăвăршăнах усăллă пулĕ. Эсир тин çеç пулăшма пуçланă çынсем мар-çке-ха, пĕлтĕртенпех çав шухăш-ĕмĕтпе пурăнатăр. 11 Ĕнтĕ хăвăр хытă ĕмĕтленнине пултарнă таран пурнăçласа, халĕ çав ĕçе туса пĕтерĕр. 12 Пулăшма тăрăшни пулсассăн, Турă ăна камăн мĕн çуккине кура мар, камăн мĕн пуррине кура йышăнĕ. 13 Ку вăл сирĕн пурăнăçăра йывăрлатса ыттисене çăмăллăх парассине пĕлтермест, сăмах кунта хире-хирĕçле пĕр танлăх пирки пырать. 14 Паян эсир, ытлашшине парса, вĕсен çитменнине çитеретĕр, сирĕн çитмен чухне вĕсем ытлашшине парĕç, вара пĕр танлăх пулĕ. 15 Çырнинче ун пирки çапла каланă: «Нумай пухнин ытлашши пулман, сахал пухнин çитменни пулман».
Титпа юлташĕсем
16 Тита сирĕншĕн çав тери тăрăшмалла чун-чĕреллĕ тунăшăн Турра тавах. 17 Чăн та ĕнтĕ, эпĕ ăна каланăччĕ, анчах вăл, питĕ тăрăшуллăскер, сирĕн патăра пыма хăй кăмăл турĕ. 18 Унпа пĕрле эпир тата тепĕр тăвана яратпăр. Ырă Хыпар вĕрентме ăста пулнăран ăна пур ĕненекен ушкăнсем те мухтаççĕ. 19 Тата ĕненекен ушкăнсем те ăна çак ыркăмăллăх ĕçĕнче пирĕн юлташ пулма суйларĕç. Ыркăмăллăх ĕçне эпир Хуçа Турă мухтавĕшĕн тата эсир тăрăшнине кура тăватпăр. 20 Хамăра нумай укçа-тенкĕ шанса панине пĕлсе, сăмах илтесрен унпа тирпейлĕ усă курма тăрăшатпăр, 21 мĕншĕн тесен ырришĕн пирĕн Хуçа Турă умĕнче кăна мар, çынсем умĕнче те тăрăшмалла. 22 Тата вĕсемпе пĕрле эпир хамăрăн тепĕр тăвана та ятăмăр, унăн тăрăшулăхне тĕрлĕ лару-тăрура пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Вăл сире халĕ питĕ шанать, çавăнпа тата ытларах тăрăшать. 23 Тит пирки çакна каламалла: вăл манăн пулăшаканăм тата сирĕн патăрти ĕçри юлташăм. Ытти тăванăмăрсем те Христоса мухтава кăлараççĕ, вĕсем – ĕненекен ушкăнсем суйласа янăскерсем. 24 Çапла вара, вĕсене хăвăр юратнине тата эпир сирĕнпе тĕрĕсех мухтаннине ĕненекен ушкăнсем умĕнче кăтартса парăр.
Ĕненекенсене пулăшасси
1 Тепĕр тесен, эпĕ сирĕн патăра ĕненекенсене пулăшасси çинчен çырни кирлех те мар, 2 мĕншĕн тесен эсир тăрăшнине пĕлетĕп. Ахаия çыннисем пулăшу пама пĕлтĕртенпех хатĕр тесе эпĕ ĕнтĕ Македонири ĕненекенсем умĕнче мухтанса та илтĕм. Эсир хыпса çунни нумайăшне хавхалантарчĕ. 3 Анчах та эпĕ сире ку тĕлĕшĕнчен мухтани пустуй ан пултăрччĕ тесе, каланă пекех, сире хатĕрлесе çитермешкĕн сирĕн патăра тăвансене ятăм. 4 Ахальлĕн, пирĕнпе пĕрле Македонири ĕненекенсенчен кам та пулин сирĕн патăра пырсан, сирĕн пулăшăвăр хатĕр маррине курсан, сире мухтаса çапла шаннăшăн пире намăс пулĕ. Хăвăр намăс курасси пирки шарламастăп та. 5 Çавăнпа та тăвансене сирĕн патăра маларах çитсе хăвăр пухма шантарнă пулăшăва хатĕрлесе çитерме ӳкĕте кĕртес терĕм. Эсир пулăшни хистесех илни пек мар, ырă сунса пани пек пултăрччĕ терĕм. 6 Çакна ан манăр: вăрлăхне сахал акакан сахал вырса илĕ, нумай акакан вара нумай вырса илĕ. 7 Кашниех хĕрхенмесĕр, хăйĕн ирĕкĕпе, чунтан-кăмăлтан патăр, мĕншĕн тесен Турă савăнса паракана юратать. 8 Турă хăватлă: сирĕн яланах пур тĕлĕшĕнчен те çителĕклĕ пурăнса, тĕрлĕрен ырă ĕçсем тума май пултăр тесе, Вăл сире тĕрлĕ ырăлăхне туллиех парĕ. 9 Çырнинче çапла каланă: «вăл салатса пĕтернĕ, кĕлмĕçсене валеçсе панă; унăн тĕрĕслĕхĕ ĕмĕртен ĕмĕре пырать». 10 Акаçăна акмашкăн вăрлăх, çимешкĕн çăкăр Параканĕ сире акмашкăн нумай вăрлăх парĕ, сирĕн ырă кăмăллăхăртан тулăх тыр-пул ӳстерĕ. 11 Яланах хĕрхенмесĕр пулăшмашкăн Турă сире пур тĕлĕшĕнчен те пуйтарĕ. Пирĕн урлă пулса иртекен ырă кăмăллăхшăн çынсем Турра тав тăвĕç. 12 Мĕншĕн тесен çак ĕç – ĕненекенсене пулăшасси – вĕсен çитменнине çитерет кăна мар, чылайăшĕн чунĕнче Турра туллин тав тăвас ĕмĕт çуратать. 13 Вĕсем, сирĕн ĕçĕн уссине курсан, эсир Христосăн хăвăр йышăннă Ырă Хыпарĕ хушнине тунăшăн, пурри-çуккине хăйсемпе те, ытти ĕненекенсемпе те чунтан пайланăшăн Турра мухтĕç. 14 Турă ырăлăхĕ сирĕнте туллиех пулнишĕн сире кăмăлласа, вĕсем сирĕншĕн кĕлтăвĕç. 15 Эппин, калама çук пысăк ырăлăх панишĕн Турра тав!
Павел хăйĕн апостол ĕçне хӳтĕлени
1 Эпĕ, Павел, сирĕнпе куçа-куçăн чухне йăвашскер, сирĕнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йăвашлăхĕпе тата хĕрхенӳлĕхĕпе ӳкĕтлетĕп. 2 Сирĕн патăра пырсассăн мана хаяр та çирĕп пулма сăлтав ан парăрах. Хăш-пĕрисен шухăшĕпе, эпир хамăра çак тĕнче çыннисем пекех тыткалатпăр имĕш; вĕсене вара çирĕплĕхĕме кăтартас шухăш пур манăн. 3 Мĕншĕн тесен эпир çак тĕнчерех пурăнатпăр пулин те, Ырă Хыпаршăн çак тĕнчерисен мелĕсемпе çапăçмастпăр. 4 Пирĕн çар хатĕрĕ ку тĕнчери мар, Турă хăвачĕпе вăл крепоçсене те аркатаять. Унпа эпир хамăра хирĕçле ăслă пек шухăшсене те, 5 Турра пĕлессине хирĕçлекен кирек епле мăнкăмăллăха та аркататпăр; кирек епле шухăш-ĕмĕте те Христос ирĕкне пăхăнтармашкăн тыткăна илетпĕр. 6 Эсир Христоса пĕтĕм чун-чĕререн пăхăнсан вара эпир кирек епле итлеменлĕхшĕн те явап тыттарма хатĕр. 7 Çынна тулашĕнчен пăхса кăна хаклатăр-и? Кам хăйне хăй Христоспа пĕрлĕхлĕ тет, çав, хăйĕнпе танлаштарса, пирĕн çинчен те хăйĕн пекех Христоспа пĕрлĕхлĕ тесе шутлатăр. 8 Эпĕ хамăра Хуçамăр панă ирĕкпе тата ытларах мухтанас пулсан та, намăса юлмăп; пире çав ирĕке чунăрсене аркатма мар, çирĕплетме панă. 9 Эпĕ сире çырусемпе кăна хăратнăн ан туйăнтăр тата. 10 «Çырăвĕсенче вăл хаяр та паттăр, анчах та куçа-куçăн калаçнă чухне халсăр, сăмахĕ те унăн ниме тăмасть», – теççĕ хăшĕ-пĕрисем. 11 Унашкаллисем çакна пĕлсе тăччăр: аякран эпир мĕн каласа çыратпăр, куçкĕрет ĕçĕмĕрте те çавнашкалах. 12 Хамăра эпир хăйсене мăнна хуракансемпе танлаштарма е пĕр картлашка çине лартма хăяймастпăр. Вĕсем хăйсене хăйсем хакласа, хăйсен виçипе виçсе, ăссăрла хăтланаççĕ. 13 Эпир виçесĕр мухтанмастпăр. Мухтанмалли ĕçĕмĕрĕн анине пире Турă чикĕлесе панă. Эсир те çав ана çинчех. 14 Енчен те эпир сирĕн патăра Христосăн Ырă Хыпарне çитермен пулсан, пире чиккине пĕлмесĕр мухтанатăр теме пулатчĕ, анчах та эпир Ырă Хыпар пĕлтерсе сирĕн пата та çитнĕ вĕт-ха. 15 Чикĕ урлă каçса ыттисен ĕçĕпе мухтанас шухăш вара пирĕн çук. Анчах та ĕненĕвĕр çирĕпленсе пынăçемĕн сирĕн хушшăрти ĕçĕмĕр сулмаклăрах пуласса шанатпăр. 16 Вара эпир Ырă Хыпара ытти çĕр-шывсенче те ӳкĕтлесе вĕрентĕпĕр, паллах, унта ыттисем тунă ĕçпе, янттипе, эпир мухтанмăпăр. 17 Мухтанас текен Хуçа Турăпа мухтантăр. 18 Хăйне хăй ырлакан çын мухтавлă мар, Хуçа Турă ырлакан çын мухтавлă.
Павел тата суя апостолсем
1 Мухтанса ăссăрла тыткаланишĕн эсир мана кăштах каçарас пулсанччĕ! Тепĕр тесен, эсир мана каçарнине пĕлетĕп. 2 Эпĕ сире Турă кĕвĕçĕвĕпе кĕвĕçсе чунăма çунтаратăп, мĕншĕн тесен эпĕ сире пĕртен-пĕр ар валли – Христос валли – çураçрăм, сире Ун умне таса хĕр халлĕн тăратасчĕ тетĕп. 3 Анчах та çĕлен чееленсе Евăна улталанă пек, эсир те, Христоса тӳрĕ кăмăлпа ĕненессине пăрахса, ăсăра пăсасран хăратăп. 4 Мĕншĕн тесен кам та пулин сирĕн патăра пырса эпир вĕрентнĕ Иисусран урăхли çинчен вĕрентсен – эсир çав çынна пачах та хирĕçлеместĕр. Эпир илтернĕ Сывлăша мар, урăхлине сĕнсен – эсир илетĕр. Эпир вĕрентнĕ Ырă Хыпара мар, урăхлине пĕлтерсен, эсир йышăнатăр. 5 Аслă текен апостолсенчен эпĕ хама кăшт та кĕçĕне хумастăп. 6 Сăмах ăсти мар пулин те, хама пĕлӳсĕр тееймĕп. Тепĕр тесен, çакна эпир сире тĕрлĕ лару-тăрура тĕрлĕ майпа кăтартса патăмăр. 7 Эпĕ сире Туррăн Ырă Хыпарне тӳлевсĕр-мĕнсĕр ӳкĕтлесе вĕрентрĕм. Сире асла кăларас тесе хама мĕскĕнлетсе çылăха кĕтĕм-ши вара? 8 Сирĕншĕн тăрăшасчĕ тесе эпĕ ытти ĕненекен ушкăнсем паракан пулăшупа пурăнтăм, вĕсене тăккаланмалла турăм. Сирĕн патăрта чухне çити-çитми пурăнтăм пулин те, эпĕ никама та йывăрлăх кӳмерĕм. 9 Мĕншĕн тесен Македонирен килнĕ ĕненекен тăванăмсем манăн çитменнине çитерсех тăчĕç. Сире йывăрлатас марччĕ тесе эпĕ пур тĕлĕшĕнчен те тăрăшрăм, тăрăшăп та. 10 Ăшăмри Христос чăнлăхĕпе калатăп: пĕтĕм Ахаия тăрăхĕнче çав мухтавăма манран никам та туртса илеймĕ. 11 Мĕншĕн çапла тăватăп-ха? Тен, сире юратманран? Ку апла маррине Турă пĕлет, çапах та халиччен мĕнле туса пурăнтăм, малашне те çаплах тăвăп. 12 Хăйсем мухтанакан ĕçĕнче пирĕн пек пулмашкăн сăлтав шыракансене унашкал сăлтав туса парас марччĕ. 13 Çавнашкал çынсем – суя апостолсем, чеен ĕçлесе вĕсем хăйсене Христос апостолĕсем пек кăтартма тăрăшаççĕ. 14 Кунтан тĕлĕнме кирлех те мар, мĕншĕн тесен шуйттан хăй те çутă ангелĕ пек курăнма тăрăшать. 15 Çавăнпа та шуйттан тарçисем хăйсене чăнлăх тарçисем пек кăтартма тăрăшнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Вĕсем ĕçне кура вĕçне тупĕç.
Апостол пулнăшăн Павел асап курни
16 Çакна татах калам: кам та пулин мана ăссăр тесе ан шутлатăрччĕ. Ун пек шухăшлакан пур пулсан, мухтанкалатăр ара тесе, мана ăссăр вырăнне те пулин йышăнсамăр. 17 Каласса калатăп-ха, анчах ку сăмахсем Хуçа Турăран мар. Çавнашкал мухтанма хăйса эпĕ ĕнтĕ ăссăрла хăтланатăп. 18 Нумайăшĕ ку тĕнчере хăйсен мĕн пуррипе мухтанаççĕ пулсан, эпĕ те мухтанам. 19 Мĕншĕн тесен эсир, ăслă-тăнлă çынсем, леш ăссăрсене чиперех тӳсетĕр. 20 Хăвăра кам та пулин пусмăрланине те, алăри çăкăра туртса илнине те, çаратнине те, хăвăрпа мăнкăмăллă тыткаланине те, çупкă çитернине те эсир чăтатăр. 21 Намăс пулин те, йышăнмах тивет: ун пек хăтланма эпир пултараймарăмăр. Ăссăрла калам: çынсем мĕнпе те пулин мухтанма хăяççĕ пулсан, эпĕ те хăям. 22 Вĕсем еврей-и? Эпĕ те. Вĕсем Израиль çыннисем-и? Эпĕ те. Авраам тăхăмĕсем-и? Эпĕ те. 23 Вĕсем Христос тарçисем-и? Ăссăрла калатăп: эпĕ тарçăран та тарçăрах. Эпĕ вĕсенчен чылай нумайрах ĕçлерĕм, пайтах патак çирĕм, тĕрмесенче нумайрах лартăм, тăтăшах вилĕмпе куçа-куçăн пултăм. 24 Иудейсем мана пилĕк хутчен чĕн пушăпа вăтăр тăхăр хут çаптарчĕç. 25 Виçĕ хутчен мана патакпа хĕнерĕç. Пĕррехинче кăшт кăна чулпа пере-пере вĕлеретчĕç. Виçĕ хутчен караппа путма тăтăм, талăка яхăн мана тинĕс хумĕсем лăскарĕç. 26 Эпĕ нумай çул çӳрерĕм, нумай хура-шур куртăм: юхан шывсем çинче те, вăрă-хурахсенчен те, хамăр халăх çыннисенчен те, ытти халăх çыннисенчен те, хулара та, пуш хирте те, тинĕсре те, суя тăвансенчен те. 27 Кун-çулăм халтан кайиччен ĕçлесе, çывăрнă-çывăрман, çинĕ-çимен, ĕçнĕ-ĕçмен иртрĕ; выçăпа, сивĕпе, тумтирсĕр пĕрре мар аптăрарăм. 28 Тем те пĕр курнисĕр-тӳснисĕр пуçне, ман патăмра тата куллен халăх, манăн мĕн пур ĕненекен ушкăншăн та тăрăшмалла. 29 Халтан каяканпа пĕрле эпĕ халсăр юлатăп, çылăха кĕрес çынсемшĕн эпĕ те чуна çунтаратăп. 30 Мухтанас тесен манăн хамăн халсăрлăхăмпа мухтанмалла. 31 Эпĕ суйманнине Иисус Христос Хуçамăрăн ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă Ашшĕ тата Турри пĕлет. 32 Эпĕ Дамаск хулинче чухне Арета патшан унти пуçлăхĕ мана тытас тесе хула хапхи умне хурал тăратрĕ. Мана лăпă çине лартса хӳме çинчи чӳречерен вĕренпе антарса тартрĕç, çапла эпĕ унăн аллинчен хăтăлса юлтăм.
Турă кăтартнă курăнусемпе уçăлусем
1 Усăллă мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ĕнтĕ хама Хуçа Турă кăтартнă курăнусемпе уçăлусем çинчен каласа парам. 2 Эпĕ Христоса ĕненекен пĕр çынна паллатăп. Вун тăватă çул каялла çавна (те ӳт-пĕвне, те чунне – пĕлейместĕп, Турă кăна пĕлет) пĕлĕтĕн виççĕмĕш хутне çĕклесе кайнă. 3 Тата çав çын çинчен çакна пĕлетĕп. Те ӳт-пĕвĕпе, те чунĕпе – пĕлейместĕп, Турă кăна пĕлет, 4 ăна рая çĕклесе кайнă. Вăл унта этем каласа кăтартайми, калама та юраман сăмахсем илтнĕ. 5 Çавăн пек çынпа мухтанма та пултаратăп, хампа мухтанаймăп, манăн мухтанмалли те халсăрлăхăм кăна. 6 Тепĕр тесен, мухтансан та ăссăр пек курăнмăп, мĕншĕн тесен чăннине калăп. Анчах та эпĕ шарламăп – ахальлĕн кам та пулин ман пирки хăй курнинчен те, эп каланинчен те ытларах шухăшлĕ. 7 Хама Турă нумай уçса панипе мăнкăмăлланса каясран вара чир-чĕр сăнни ӳт-пĕвĕме витерчĕ. Мăнкăмăлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячĕç. 8 Ăна манран сиртĕр тесе эпĕ Хуçа Турра виçĕ хутчен тархасларăм. 9 Анчах та Хуçамăр мана çапла каларĕ: «Эпĕ сана ырăлăх патăм, унпа сана çитет, мĕншĕн тесен Манăн хăватăм халсăрлăхра туллин палăрать». Çавăнпа та, ăшăмри Христос хăвачĕ яланах пултăр тесе, эпĕ халсăрлăхăмпа малтанхинчен те ытларах мухтанатăп. 10 Ĕнтĕ эпĕ халсăр чухне, хама кӳрентернĕ чухне, нушаллă чухне, хама хĕсĕрленĕ чухне, Христосшăн асап курнă чухне хĕпĕртетĕп. Мĕншĕн тесен халсăр чухне эпĕ хăватлă.
Павел Коринфри ĕненекен ушкăншăн пăшăрханни
11 Ĕнтĕ эпĕ мухтанса ăссăрах тухатăп. Эсир хăвăр мана çавăн патне çитертĕр. Мана сирĕн ырламаллаччĕ, мĕншĕн тесен, ним тĕшне те тăмастăп пулин те, аслă текен апостолсенчен эпĕ нимĕнпе те кая мар. 12 Хам апостол пулнине эпĕ сирĕн умăрта вăйлă чăтăмлăхпа, тĕрлĕрен тĕлĕнмелле ĕçсемпе, паллăсемпе тата хăватсемпе çирĕплетсе патăм. 13 Ытти ĕненекен ушкăнсемпе танлаштарсан, çитменни сирĕн мĕн пулчĕ? Эпĕ сире йывăрлăх кӳмерĕм, çавă кăна. Эппин, çав айăпшăн каçарсамăр мана. 14 Ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăра виççĕмĕш хут пымашкăн хатĕр. Эпĕ сире йывăрлăх кӳмĕп, мана сирĕнтен янтти кирлĕ мар, эсир хăвăр кирлĕ. Ачисен ашшĕ-амăшĕ валли тупра пухмалла мар, ашшĕ-амăшĕн ачисем валли пухмалла. 15 Эпĕ сире питĕ юрататăп пулин те, эсир мана юратсах каймастăр. Апла пулин те, сирĕншĕн савăнсах тăкакланăп, сирĕн чунăршăн хама пуçĕпех парăп. 16 Эпĕ сире тăкаклантарман пулсан та, тен, чеескер, сиртен улталаса илнĕ тесе шутлатăр? 17 Сирĕн патăра янă çынсем урлă эпĕ хамшăн тăрăшса сирĕнтен мĕн те пулин илтĕм-и? 18 Эпĕ Тита сирĕн патăра кайма ӳкĕте кĕртрĕм, унпа пĕрле тăвансенчен пĕрне ятăм. Тит сирĕнтен мĕн те пулин илчĕ-и? Эпир унпа пĕр шухăш-кăмăллă мар-им вара? Пĕр çул-йĕрпех çӳреместпĕр-им вара? 19 Эпир сирĕн умăрта тӳрре тухма тăрăшатпăр тесе шутламастăр-и тата? Эпир, Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, мĕн каланине Турă умĕнче калатпăр. Эй, савнă çыннăмсем! Çакна эпир йăлтах сирĕн ĕненĕвĕре çирĕплетес тесе тăватпăр. 20 Эпĕ акă мĕншĕн шикленетĕп: сирĕн патăра пырăп та, эсир эпĕ ĕмĕтленнĕ пек пулмăр, эпĕ те эсир ĕмĕтленнĕ пек пулмăп. Сирĕн хушшăрта харкашу, кĕвĕçӳ, тарăху, хирĕçӳ, элек, сăмах сарни, мăнкăмăллăх, йĕркесĕрлĕх пуррине манăн курас марччĕ. 21 Сирĕн патăра пырсассăн Туррăм мана каллех мĕскĕнрен те мĕскĕне хăварасран шикленетĕп. Ирсĕр ĕç туса, аскăн та пăсăк пурăнса çылăха кĕнĕ хыççăн ӳкĕнмен нумай çыншăн манăн хӳхлесе йĕмелле ан пултăрччĕ.
Çыру вĕçĕнчи асăрхаттарусемпе саламсем
1 Сирĕн патăра виççĕмĕш хут пыратăп ĕнтĕ. «Икĕ е виçĕ çын кăтартса парсан, кирек епле айăплав сăмахĕ те чăн шутланать», – тенĕ Çырнинче. 2 Эпĕ сире иккĕмĕш хут пынă чухнех, малтанах асăрхаттарнăччĕ; халĕ каллех, хам сирĕнпе мар чухне, маларах çылăхлă пурăннисене те, ыттисене те тепре асăрхаттарса çыратăп. Пырсассăн никама та каçару пулмĕ. 3 Христос хăвăрпа ман урлă калаçнине ĕнентерме ыйтатăр эсир. Сирĕншĕн Вăл вăй-хăватне шеллемест, Унăн вăй-хăвачĕ сирĕнте палăрать. 4 Ăна халсăр чухне пăталанă пулин те, халĕ Вăл Турă хăвачĕпе чĕрĕ. Эпир те çавнашкалах, Унпа пĕрлех халсăр; анчах та, Турă хăвачĕпе, сирĕн хушшăрта Унăн чĕрĕлĕхĕпе палăрăпăр. 5 Хăвăртан хăвăр ыйтăр: çирĕп ĕненетĕр-и? Хăвăра хăвăр тĕрĕслесе пăхăр. Е хăвăр ăшăрти Иисус Христоса та пĕлейместĕр? Пĕлейместĕр пулсан, тĕрĕслев витĕр тухаймарăр пулать вара. 6 Хамăр пирки калас пулсан, эпир тĕрĕслев витĕр тухнине хăвăрах ăнланса илессе шанатăп. 7 Сирĕн нимĕнле усал ĕç те тумалла ан пултăрччĕ тесе Турра кĕлтăватпăр. Çакна эпир хамăра тĕрĕслев витĕр тухнă пек кăтартасшăн тумастпăр. Эпир тĕрĕслев витĕр тухайман пек туйăнсан та, сирĕн ырринех тумалла пултăрччĕ тетпĕр. 8 Мĕншĕн тесен эпир чăнлăха хирĕç кайма пултараймастпăр, чăнлăх майлă пулма çеç пултаратпăр. 9 Эпир хамăр халсăр чухне эсир вăйлă пулнишĕн савăнатпăр. Сирĕн чун-чĕмпе аталанса çитмелле пултăрччĕ тесе кĕлтăватпăр та ĕнтĕ. 10 Сирĕн патăра пырсан Хуçамăр панă ирĕкĕмпе сире ятламалла ан пултăрччĕ манăн. Çав ирĕкĕме аркатмашкăн мар, пултармашкăн панă, çавăнпа хам пыриччен çырса яратăп та ĕнтĕ. 11 Эй, тăвансем! Çыру вĕçĕнче çакна калам: савăнăр, чун-чĕмпе пахаланăр, пĕр-пĕрне хастарлатăр, пĕр шухăшлă пулса, килĕштерсе пурăнăр. Вара юратулăхпа канăçлăх Турри сирĕнпе пулĕ. 12 Пĕр-пĕрне сăваплăн, тăванла чуптуса саламлăр. Сире мĕн пур ĕненекенсем салам яраççĕ. 13 Сирĕнте пурсăрта та Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ, Атте Турă юратулăхĕ тата Святой Сывлăш паракан тăванлăх пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Çын кăмăлĕпе те, этем ирĕкĕпе те мар, Иисус Христоспа Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă Атте Турă суйласа илнипе апостола тухнă Павелран 2 тата кунта манпа пĕрлехи мĕн пур ĕненекен тăванăмăрсенчен – Галатири ĕненекен ушкăнсене. 3 Сире Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе канăçлăхĕ пултăр. 4 Пире çак тĕнче усаллăхĕнчен хăтарас тесе Иисус Христос пирĕн çылăхсемшĕн Атте Туррăмăр ирĕкĕпе Хăйĕн пурăнăçне панă. 5 Турă ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă пултăр. Аминь.
Урăхла Ырă Хыпар çук
6 Эсир хăвăра Христос ырăлăхĕпе чĕнсе илекентен пăрăнса ырă хыпар текен урăхла вĕрентӳ хыççăн ытла та час кайнинчен эпĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. 7 Анчах та урăхла Ырă Хыпар çук! Сире иккĕлентерсе ярса Христосăн Ырă Хыпарне пăсас текен çынсем кăна пур. 8 Сире кам та пулин эпир маларах вĕрентнинчен урăхларах вĕрентес пулсассăн – çапла вĕрентекенĕ хăть эпир пулар, хăть тӳперен аннă ангел пултăр – ылхан çиттĕр ăна! 9 Эпир сире малтан пĕрре каланăччĕ, халĕ татах тепре калам: хăвăр йышăннă Ырă Хыпара мар, урăхлине вĕрентекене ылхан пултăр. 10 Халĕ эпĕ этем кăмăлне е Турă кăмăлне юрасшăн тăрăшатăп-ши? Тен, эпĕ çынсене юрас тесе тăрăшатăп? Эпĕ халиччен çынсене юрас тесе пурăннă пулсан Христос чури пулмăттăм.
Павел хăй апостола епле тухни çинчен калани
11 Эй, тăвансем, сире хыпарлатăп: эпĕ сире вĕрентнĕ Ырă Хыпар этемĕн мар. 12 Эпĕ ăна этемрен илтмен, этемрен вĕренмен, ăна мана Иисус Христос Хăй пĕлтернĕ. 13 Эпĕ иудей тĕнне тытса тăнă чухне еплерех пурăнни çинчен эсир илтнĕ ĕнтĕ: эпĕ, Туррăн Чиркĕвне пĕтерес тесе, ĕненекенсене хаяррăн хĕсĕрлеттĕм. 14 Аттемĕрсенчен юлнă йăла-йĕркесемшĕн эпĕ виçесĕр тăрăшаттăм, хамăр иудей тĕнĕшĕн ман пек çунаканни тантăшсем хушшинче те урăх çукчĕ. 15-16 Анчах та ырă кăмăллă Турă мана аннем варĕнчех суйласа илнĕ пулнă. Турă мана Хăйĕн Ывăлĕ камне уçса пачĕ, чăн Турра пĕлмен халăхсене Ывăлĕ çинчен Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳреме мана Хăйĕн ырăлăхĕпе чĕнсе илчĕ. Ун чухне те эпĕ этемсенчен ăс ыйтма васкамарăм, 17 хамран маларах апостола тухнисем патне Иерусалима та каймарăм. Эпĕ тӳрех Аравине кайрăм, унтан каллех Дамаска тавăрăнтăм. 18 Кайран, тепĕр виçĕ çултан, эпĕ Петрпа тĕл пулма Иерусалима кайрăм, ун патĕнче икĕ эрнене яхăн пурăнтăм. 19 Хуçамăрăн тăванĕ Иаковсăр пуçне эпĕ пĕр апостолпа та курса калаçман. 20 Турă умĕнче калатăп: сирĕн пата çырнинче суеçтерни çук. 21 Унтан эпĕ Сирипе Килики çĕрĕсене кайрăм. 22 Иудейăра, Христоса ĕненекен ушкăнсенче, мана никам та палламастчĕ. 23 Вĕсем хăйсене малтан хĕсĕрлекен, ĕненĕве пĕтерес текен çын халĕ хăй çав тĕне вĕрентсе çӳрет тенине кăна илтнĕ. 24 Вара вĕсем Турра маншăн мухтанă.
Ытти апостолсем Павела хăйсен йышне илни
1 Унтан, вун тăватă çул иртсен, эпĕ Варнавăпа каллех Иерусалима кайрăм. Хамăрпа пĕрле эпир Тита та илтĕмĕр. 2 Каясса эпĕ Турă уçса панипе кайрăм. Вара унта ĕненекенсене, уйрăмах ятлă-сумлисене, хам ытти халăхсене ӳкĕтлесе вĕрентекен Ырă Хыпар çинчен каласа патăм. Çакна эпĕ хам тăрăшни харам пулмарĕ-ши тесе турăм. 3 Вара вĕсем манпа пĕрле пынă Тита та, вăл грек пулин те, ӳт кастарма хистемерĕç. 4 Пирĕн хушшăмăрта вăрттăн йĕрлекен, тăвансем пек курăнма тăрăшакан сăнавçăсем те пулчĕç. Вĕсем Иисус Христоса ĕненнипе тупнă ирĕкĕмĕр пирки вăрттăн пĕлсе пире пăхăнтарасшăн пулнă. 5 Анчах та эпир, Ырă Хыпар чăнлăхне сирĕн валли упраса хăварас тесе, вĕсен сăмахĕсемпе килĕшмерĕмĕр, вĕсене кăшт та парăнмарăмăр. 6 Ятлă-сумлă ĕненекенсем пирки вара çакна каламалла: вĕсем ĕлĕкрех тем тери чаплă пулнă пулсан та – маншăн пурпĕрех. Турă çынна кам пулнине кура хакламасть. Вĕсем, ятлă-сумлисем, вĕрентĕвĕм çумне урăх нимĕн те хушма каламарĕç. 7 Пачах та урăхла, Петра иудейсене вĕрентме епле Ырă Хыпар шанса панă, мана та çавнашкалах ытти халăхсене вĕрентме Ырă Хыпар шанса панине вĕсем куçкĕрет курчĕç. 8 Мĕншĕн тесен Петра ӳт кастарнисем хушшинче вĕрентме пулăшакан Турă мана та ытти халăхсем хушшинче Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳремешкĕн пулăшса пычĕ. 9 Эпĕ Турă панă тивлетпе апостол тивĕçне туса тăнине пĕлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тĕне тытса тăракан çак хисеплĕ улăпсем, Варнавăпа иксĕмĕре юлташла алă тытрĕç. Ку ĕнтĕ эпир ытти халăхсем патне каяс пирки, хăйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килĕшсе татăлни пулчĕ. 10 Пире вĕсем чухăнсене пулăшса тăма кăна хушрĕç, эпĕ çавна пурнăçласа пыма тăрăшрăм та.
Павел Петра ӳпкелени
11 Петр Антиохие пырсан эпĕ ăна йăнăш çулпа кайнăран уççăнах хирĕçлеме пуçларăм. 12 Мĕншĕн тесен Иаков янă çынсем килсе çитиччен вăл маларах урăх халăх çыннисемпе пĕрле ĕçсе çиетчĕ, анчах та вĕсем килсе çитсен иудейсенчен шикленнипе урăх халăх çыннисенчен ютшăнса-пăрăнса çӳре пуçларĕ. 13 Ăна кура ытти иудейсем те хăйсене икĕ питлĕ тыткала пуçларĕç, çапла икĕпитленессинчен Варнава та хăтăлса юлаймарĕ. 14 Эпĕ вара, вĕсем Ырă Хыпар чăнлăхĕн çулĕпе тӳрĕ пыманнине курсан, Петра пурин умĕнчех çапла каларăм: «Эсĕ иудей пуççăнах иудей йăли-йĕркипе мар, ытти халăхсен йăли-йĕркипе пурăнатăн пулсан, епле-ха тата ытти халăхсене иудей йăли-йĕркипе пурăнма хистетĕн?»
Ĕненĕве пула иудейсемпе ытти халăхсем çăлăнăç тупни
15 «Эпир ытти халăхсенчен çуралнă çылăхлă çынсем мар, эпир иудей пулса çуралнă. 16 Çапах та çын саккун хушнине пурнăçласа пынипе Турă умĕнче тӳрре тухаймасса, Иисус Христоса ĕненнипе çеç тӳрре тухасса пĕлсен, эпир те Христос Иисуса ĕнентĕмĕр. Ĕнтĕ эпир саккун хушнине туса мар, Христоса ĕненнипе тӳрре тухса пыратпăр, мĕншĕн тесен саккун хушнине пурнăçласа пынипе пĕр çын та тӳрре тухас çук. 17 Енчен те эпир хамăр та, Христоспа пĕр пулса тӳрре тухма тăрăшаканскерсем, çылăхлă пулсан, Христос çылăхшăн ĕçлесе тăракан пулса тухать-и вараПаллах, апла мар. 18 Енчен те эпĕ хам пăснине çĕнĕрен тăватăп пулсан, эппин мана айăпламалла. 19 Турăшăн пурăнас тенипе манăн саккуна пăсма тивет. Çапла вара, саккун тăрăхах эпĕ саккуншăн вилнĕ пулса тухать. Эпĕ те Христоспа пĕрлех пăталаннă, 20 ĕнтĕ эпĕ хам пурăнмастăп, ман чунăмри Христос пурăнать. Эпĕ халĕ ӳтлĕ-пӳллĕ пурăнатăп пулсан, Турă Ывăлне ĕненнипе кăна пурăнатăп: Вăл, мана юратса, Хăйне Хăй маншăн вилĕме панă. 21 Эпĕ Турă ырăлăхне йышăнмастăп теместĕп. Енчен те Турă умĕнче саккунпа тӳрре тухма пулать пулсан, эппин Христос кăлăхах вилнĕ пулать».
Саккун тата ĕненӳ
1 Эй, айван Галати çыннисем! Сире кам илĕртсе чăнлăхран пистерчĕ? Пталанă Иисус Христос çинчен сире куçăн курăнмалла пуличченех каласа кăтартманччĕ-и вара? 2 Эпĕ сиртен çакна кăна ыйтса пĕлесшĕн: эсир Святой Сывлăша саккуна тытса пынăран е ĕненме ӳкĕтленĕрен илтĕр? 3 Святой Сывлăша илнинчен пуçларăр та халĕ этем йăли-йĕркисемпе вĕçлетĕр, ĕнтĕ эсир çав териех айван-и? 4 Эсир Христосшăн тӳссе ирттерни усăсăр пулчĕ-шим вара? Е усăсăр кăна пулсанччĕ! 5 Сире Турă мĕншĕн Сывлăш парать, хăватсем кăтартать? Саккуна тытса пынăран е Унăн Хыпарне ĕненнĕрен? 6 Авраам Турра ĕненнĕ, çакна Турă тӳрĕлĕх шутне кĕртнĕ. 7 Ĕнтĕ пĕлсе тăрăр: ĕненекенсем – Авраам ачисем. 8 Ĕненĕве пула ытти халăхсем те тӳрре тухасси пирки Çырнинчех каланă. Турă Авраама ун çинчен малтанах çапла пĕлтернĕ: «Сан урлă пур халăх та пиллĕхлĕ пулĕ». 9 Çапла ĕнтĕ ĕненекенсем Турра чунтан парăннă Авраампа пĕрлех пиллĕх илеççĕ. 10 Саккун хушнипе пурăнакансем вара пурте ылханлă, мĕншĕн тесен çапла çырнă: «Саккун кĕнекинче мĕн çырнине пурне те ялан тытса пыман кирек епле çын та ылханлă». 11 Саккунпа кăна никам та Турă умĕнче тӳрре тухаймасси çак сăмахсенчен уççăнах курăнать: «Тӳрĕ пурăнакан ĕненӳпе чĕрĕлĕхлĕ пулĕ». 12 Саккун ĕненӳпе çыхăнман, унта çапла каланă: «Саккуна пĕтĕмпех тытса пыракан саккуна пула чĕрĕлĕхлĕ пулĕ». 13 Христос пирĕн ылхана Хăй çине йышăнса пире саккун ылханĕнчен Хăйĕнпе тӳлесе илнĕ, мĕншĕн тесен: «Йывăç хĕрес çине çакса асаплантарса вĕлернĕ çын ылханлă», – тесе çырнă вĕт-ха. 14 Çакă пĕтĕмпех ытти халăхсем те Авраама панă пиллĕхе Иисус Христос урлă илччĕр тесе, пире те хамăра шантарнă Сывлăша ĕненӳпе илмелле пултăр тесе пулса иртнĕ.
Саккун тата Турă сăмах парса шантарни
15 Тăванăмăрсем! Этем пурăнăçĕнчен тĕслĕх илсе паратăп: çын алă пусса çирĕплетнĕ, шантарнă халала та никам та улăштарма е хушса çырма пултараймасть. 16 Авраампа унăн йăхне вара Турă Хăй сăмах парса шантарнă. Асăрхăр: Вăл нумай çын çинчен каланă пек «санăн тăхăмна» темен, пĕр çын çинчен каланă пек «санăн тăхăмунти Пĕрне» тенĕ. Çав Пĕри вăл Христос. 17 Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Мĕншĕн тесен Туррăн Христос çинчен малтанах çирĕплетнĕ, шантарнă сăмахне тепĕр тăват çĕр вăтăр çултан тин йĕркелесе çырнă саккун улăштарма та, пăрахăçлама та пултараймасть. 18 Çапла вара еткерлĕхе саккунпа илни Турă шантарнипе илни пулмасть, анчах та Авраама Турă Хăйĕн еткерне сăмах парсах шантарнă. 19 Апла пулсан саккун мĕн тума кирлĕ-ха? Ăна каярахпа, çынсем усал ĕçсем тума пуçланă пирки, халăха тытса тăмашкăн панă. Ангелсем урлă çураçтаракана панă çав саккун Турă шантарнă «тăхăмри Пĕри» киличчен вăйра тăнă. 20 Анчах та çураçтаракан килĕшӳ тăвакан икĕ ен хушшинче кăна пулма пултарать, Турă вара – пĕрре!
Турă шантарнă еткере илекенсем
21 Эппин саккун Туррăн шантарса панă сăмахĕсене хирĕçлет-ши? Пачах та хирĕçлемест! Мĕншĕн тесен çынсене чĕрĕлĕх пама пултаракан саккун панă пулсан, тӳрре тухасси чăнах та саккунран килнĕ пулĕччĕ. 22 Анчах та Çырнинче пурте çылăх тыткăнĕнче тенĕ. Çапла вара Турă шантарнине Иисус Христоса ĕненнипе çеç, ĕненекенсем çеç илееççĕ. 23 Килес ĕненĕве йышăнма чĕремĕрсем уçăличчен, ĕненӳ вăхăчĕ çитичченех пире саккун сыхласа тăнă. 24 Çапла вара ĕненнипе тӳрре тухчăр тесе саккун пире ачана пăхнă пек пăхса Христос патне илсе çитерчĕ. 25 Ĕненӳ вăхăчĕ çитнĕренпе вара эпир ача пăхаканăн ирĕкĕнчен тухрăмăр. 26 Мĕншĕн тесен эсир пурсăр та Христос Иисуса ĕненнипе Турă ывăлĕсем пулса тăтăр. 27 Христоспа пĕр пулма тĕне кĕрсе эсир Христос сăнлăхне йышăнтăр. 28 Ĕнтĕ иудей та, урăх халăх çынни те çук; чура та, ирĕкли те çук; арçын та, хĕрарăм та çук – мĕншĕн тесен Христос Иисус сăнлăхĕнче эсир пурте пĕр. 29 Енчен те эсир Христосăн пулсан, эппин эсир Авраам тăхăмĕсем, Турă шантарнă еткере илекенсем пулатăр.
1 Тата калам: еткер илекенĕ мĕн пур пурлăхăн хуçи пулин те, ача чухне чураран нимĕн чухлĕ те уйăрăлса тăмасть. 2 Ашшĕ палăртнă вăхăт çитиччен вăл хăйне пăхса ӳстерекенсене, пурлăхне пăхса упракансене пăхăнса тăрать. 3 Эпир те çаплах, ача шутĕнче чухне çут çанталăк вăйĕсене пăхăнса пурăннă. 4 Анчах та вăхăт тулса çитсен Турă Хăйĕн пĕртен-пĕр Тăван Ывăлне янă. Ăна хĕрарăмах çуратнă, Çав Ывăл та саккуна пăхăнса пурăннă. 5 Пире саккун тыткăнĕнчен ирĕке кăларттарса ывăллăха илес тесе Турă çапла тунă. 6 Эсир унăн ачисем пулнăран ĕнтĕ сирĕн чун-чĕрĕре Турă Хăйĕн Ывăлĕн Сывлăшне янă. «Авва, Аттем!» – тесе çав Сывлăш Турра чĕнет. 7 Çавăнпа ĕнтĕ эсĕ чура мар, Турă ывăлĕ. Ывăлĕ пулсассăн, эппин эсĕ Иисус Христос урлă Унăн еткерне илекенĕ пулатăн.
Каялла çул çук
8 Тахçан эсир Турра пĕлменрен турă маррисене турă тесе пуççапса пурăннă. 9 Халĕ вара, Турра пĕлнĕ хыççăн, тата тĕрĕсрех каласан, Турă сире пĕлнĕ хыççăн, мĕншĕн-ха эсир çут çанталăкăн халсăр та мĕскĕн вăйĕсем патне таврăнасшăн, мĕншĕн каллех вĕсен чури пуласшăн? 10 Эсир темĕнле кунсемпе уйăхсене, вăхăтсемпе çулсене уяса пурăнатăр. 11 Эпĕ сирĕншĕн шикленетĕп: сирĕн патăрта вăй хурса тăрăшни харама ан кайтăрччĕ. 12 Эй, тăвансем! Ман пек пулăр тесе сире тархаслатăп. Эпĕ те сирнешкелех. Эсир мана ним туса та кӳрентермерĕр. 13 Эпĕ сире чи малтан Ырă Хыпар вĕрентнĕ чухне ӳт-пĕвĕм халсăр пулнине эсир пĕлнĕ. 14 Ӳт-пĕвĕм халсăрришĕн ун чухне эсир мана тиркеме май пур çĕртех тиркемерĕр, манран йĕрĕнсе пăрăнмарăр. Эсир мана Турă ангелне хапăл тунă пекех, Христос Иисуса хапăл тунă пекех йышăнтăр. 15 Ун чухнехи телейĕр ăçта кайса кĕчĕ халĕ? Çакна çирĕплетсех калатăп: ун чухне эсир, кирлĕ пулсан, мана куçăрсене кăларса пама та хатĕрччĕ! 16 Çапла вара, чăннине каланăшăн эпĕ сирĕн тăшманăр пулса тăтăм-и? 17 Леш çыннисем вĕсем сире ырă тăвас тесе мар, пире пĕр-пĕринчен сивĕтсе, сире хăйсем майлă çавăрасшăн тăрмашаççĕ. 18 Ырришĕн ман умра кăна мар, яланах тăрăшмалла. 19 Эй, ачамсем! Христос сăнарĕ сирĕн чунăрта пуличченех ача çуратакан хĕрарăм тӳсекен асапа эпĕ каллех тӳсетĕп. 20 Çак самантра сирĕнпе пĕрле пулăттăмччĕ, урăхларах калаçăттăмччĕ, мĕншĕн тесен халĕ сирĕн пирки ним шухăшлама та аптăратăп.
Агарьпе Сарра çинчен ытарлă калани
21 Эй, эсир, саккун йăлипе пурăнас текенсем! Каласамăр мана: саккун мĕне вĕрентнине пĕлетĕр-и эсир? 22 Çырнинче çапла каланă: „Авраамăн икĕ ывăл пулнă. Пĕри – чура хĕрарăмран, тепри – ирĕклĕ хĕрарăмран“. 23 Анчах та чура хĕрарăмран çурални ытти ачасем пекех ӳтрен çуралнă, ирĕклĕ хĕрарăмран çурални вара Турă шантарса панă сăмахран çуралнă. 24 Çакна ытарлă каланă: икĕ хĕрарăм икĕ халала пĕлтерет. Пĕри – Синай тăвĕ çинче панă йĕрке – Агаре пĕлтерет, унăн ачисем те чура пулса çуралаççĕ. 25 Агарь вăл Аравири Синай тăвне пĕлтерет тата хальхи Иерусалимпа тӳр килет, мĕншĕн тесен Иерусалим ачи-пăчи мĕнĕпех чуралăхра пурăнать. 26 Çӳл тӳпери Иерусалим вара ирĕклĕ: вăл – пирĕн аннемĕр. 27 Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: „Эй, ача тăвайман, ача çуратайман хĕрарăм, савăн! Ача çуратса асап курманскер, хĕпĕртесе кăшкăр! Ма тесен арсăр арăмăн ачи-пăчи упăшкаллă арăмăннинчен чылай нумайрах!“ 28 Эсир те, тăвансем, Турă шантарнă сăмахран Исаак пек çуралнăскерсем. 29 Анчах ун чухне ӳтрен çурални Сывлăшран çуралнине епле хĕсĕрленĕ, халĕ те çаплах. 30 Çырнинче ун пирки мĕн каланăччĕ-ха? «Ирĕклĕ хĕрарăмăн ывăлĕпе пĕрле еткер ан илтĕрччĕ тесен, чура хĕрарăмпа унăн ывăлне хăваласа ямалла», – тенĕ унта. 31 Çапла ĕнтĕ, тăвансем, эпир чура хĕрарăм ывăлĕсем мар, ирĕклĕ хĕрарăм ывăлĕсем.
Христоса ĕненекенсем ирĕклĕ
1 Çапла вара, хамăра Христос панă ирĕклĕхе çирĕп упраса пурăнăр, каллех чуралăх пусмăрне кĕрсе ӳкмелле ан пултăр. 2 Акă эпĕ, Павел, сире калатăп: ӳт кастарнипех эсир Христосран нимĕнле усă та кураймăр. 3 Ӳтне кастаракан кирек епле çынна та тата çакна калам: унăн саккуна тĕплĕн пурнăçласа тăмалла. 4 Эсир, хăвăра саккунпа тӳрре кăларас текенсем, Христоссăр тăрса юлтăр, Турă ырăлăхĕсĕр тăрса юлтăр. 5 Эпир вара, ĕненсе Турă Сывлăшне илнĕскерсем, хамăра Турă тӳрре кăларасса шанса кĕтсе тăратпăр. 6 Мĕншĕн тесен Христос Иисусĕпе пĕр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пĕлтермест. Чи кирли вара – юратулăхра палăракан ĕненӳ. 7 Сирĕн çул пуçламăшĕ аванччĕ. Кам сире чăнлăх çулĕ çинчен пăрса илсе кайрĕ? 8 Çултан пăрăнма сире, паллах, хăвăра чĕнекен Турă хистемен. 9 Сахал кăвас тĕпех пĕтĕм чустана йӳçĕтсе хăпартать. 10 Эсир тек шухăшăрсене улăштармасса, Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пуласса шансах тăратăп. Сире пăтратакана вара, вăл кирек кам пулсан та, айăплав пулĕ. 11 Эй, тăвансем! Хăш-пĕрисем эпĕ халĕ те ӳт кастарасси çинчен вĕрентетĕп теççĕ. Эппин мана мĕншĕн хĕсĕрлеççĕ? Эпĕ халĕ те ӳт кастарас пирки вĕрентнĕ пулсан, хĕрес çинчен вĕрентни вĕсене чăрмантарман пулĕччĕ. 12 Сире пăтратакансем вара ӳтне кăна мар, ыттине те йăлтах кастарччăр ара! 13 Эй, тăвансем! Сире ирĕклĕ пулма чĕнсе илнĕ. Анчах та ирĕклĕх ӳт-пĕве юрамашкăн сăлтав ан пултăр! Эсир пĕр-пĕрне юратса, пĕр-пĕриншĕн тăрăшса пурăнăр. 14 Мĕншĕн тесен пĕтĕм саккунăн тĕш сăмахĕ çакă: «Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат». 15 Енчен те эсир пĕр-пĕрне кăшласа-çисе пурăнатăр пулсан, асăрханăр: пĕр-пĕрне тĕппипех пĕтересси патне çитсе тухмалла ан пултăрччĕ!
Чун-чĕм хушнă пек пурăнăр
16 Çавăнпа та эпĕ сире калатăп: чун-чĕм хушнă пек пурăнăр, вара ӳт-пӳ хистени хыççăн каймăр. 17 Мĕншĕн тесен ӳт-пӳ чун-чĕме хирĕçлишĕн антăхать, чун-чĕм вара – ӳт-пĕве хирĕçлине кăмăллать. Вĕсем пĕр-пĕринпе çырлахайманран эсир чылай чухне хăвăр мĕн тăвас тенине тăваймастăр. 18 Сире чун-чĕм ертсе пырать пулсан, эппин саккун аллинче тăмастăр. 19 Ӳт-пӳ ĕçĕсем паллă ĕнтĕ. Вĕсем çаксем: мăшăра улталани, аскăнлăх, ирсĕрлĕх, намăссăрлăх, 20 кĕлеткесене пуççапни, тухату, вăрçу-хирĕçӳ, харкашу, кĕвĕçӳ, кăра çилĕлĕх, ятлаçу, тавлашу, илĕртӳ, ĕненӳ тĕлĕшĕнчен пайланса кайни, 21 курайманлăх, çынна вĕлерни, ĕçке ерни, ӳсĕрле хăтланкаларăшсем тата çавнашкал тем те пĕр. Эпĕ сире малтан та асăрхаттарнăччĕ, халĕ татах калам: çавăн пек пурăнакансем Турă Патшалăхĕн еткерне илеймĕç. 22 Чун-чĕм çимĕçĕсем вара çаксем: юратулăх, савăнăç, канăçлăх, чăтăмлăх, тивлетлĕх, ыркăмăллăх, ĕненӳ, 23 йăвашлăх, чараклăх. Çаксене саккун сивлеймест. 24 Христоса ĕненекенсем хăйсен хĕрӳ те аскăнчăк туйăмлă ӳт-пĕвне хĕрес çумне пăталанă. 25 Енчен те эпир чун-чĕмпе пурăнатпăр пулсан, пирĕн чун-чĕм хушнине тăвас пулать. 26 Атьр чапшăн çунмасăр, пĕр-пĕрне тарăхтармасăр, пĕр-пĕрне кĕвĕçмесĕр пурăнар.
Çын мĕн акĕ, çавна вырса илĕ
1 Эй, тăвансем! Пĕр-пĕр çын мĕнле те пулин çылăха кĕрсен, эсир, чун-чĕмпе пурăнакансем, ăна лăпкă кăмăлпа тӳрлетĕр. Çав хушăрах хамăн та çылăха кĕрес марччĕ тесе харпăр-хăй асăрханса пурăнтăр. 2 Пĕр-пĕрин йывăрлăхĕсене çурмалла пайлăр, çапла туни Христос саккунне пурнăçлани пулать те ĕнтĕ. 3 Мĕншĕн тесен ним тĕшне тăман çын, хăйне тем вырăннех хурса, хăйне çеç улталать. 4 Кашниех хăйĕн ĕçне тимлĕ тутăр, вара вăл çын мухтавне ăмсанмĕ, хăйшĕн хăй мухтавлă пулĕ. 5 Кашнин хăйĕн çĕклемĕ. 6 Турă сăмахне вĕренекен хăйĕн мĕн пур туприне вĕрентекенĕпе пайлатăр. 7 Ан улталанăр: Турра хур тума çук! Çын мĕн акĕ, çавна вырса илĕ. 8 Мĕншĕн тесен ӳт-пĕвĕшĕн акакан ӳт-пӳренех вилĕм вырса илĕ. Чун-чĕмшĕн акакан вара чун-чĕмрен ĕмĕрлĕх пурăнăç вырса илĕ. 9 Ырă туса ывăнар мар, вăй-хал пĕтмесен уншăн эпир вăхăт çитсен мĕн акнинех вырса илĕпĕр. 10 Çапла вара, çĕр çинче пурăнас кунсенче пурне те ырă тăвăр. Уйрăммăнах ĕненекен тăванăмăрсене ырă тăвар.
Юлашкинчен асăрхаттарса тата ырă сунса калани
11 Малалла хам аллăмпа çыратăп. Курăр-ха, сас паллисем епле пысăк. 12 Çын умĕнче мухтавлă пулас текенсем сире ӳт кастарма хистеççĕ, хăйсем вара Христос хĕресĕшĕн пире ан хĕсĕрлеччĕр çеç тесе шухăшлаççĕ. 13 Ӳт кастарнисем хăйсем те саккуна пăхăнса пурăнмаççĕ; сире те, хăйсене мухтанса çӳреме сăлтав пултăр тесе çеç, ӳт кастарасшăн. 14 Ман мухтанассăм килмест. Мухтансан та эпĕ Иисус Христос Хуçамăр хĕресĕпе кăна мухтанăп. Çав хĕрес çинче ку тĕнчене маншăн пăталанă, мана та тĕнчешĕн пăталанă. 15 Мĕншĕн тесен Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулас тесессĕн ӳт каснипе касманни ниме те пĕлтермест, пĕлтерĕшли – çĕнĕ çын пуласси. 16 Çак йĕркепе пурăнакансене, Турă суйланă Израиль ĕненекенĕсене канăçлăхпа ырăлăх пултăр! 17 Ĕнтĕ мана никам та тек чăрмав ан кӳтĕр, мĕншĕн тесен Иисус Хуçамăр суранĕн йĕрĕсем манăн ӳт-тирĕм çинче те юлнă. 18 Эй, тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр тивлечĕ сирĕн чун-чĕмре пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Турă ирĕкĕпе Иисус Христосăн апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран – Христос Иисуса чунтан парăннă Ефесри ĕненекенсене. 2 Сире Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Турра мухтани
3 Иисус Христос Хуçамăрăн Турри, Унăн Ашшĕ, мухтавлă пултăр. Вăл пире, Иисус Христоспа пĕрлĕхлисене, чун-чĕмĕн тĕрлĕ пилĕпе çӳлти сăвапа пилленĕ. 4 Вăл пире, Христоспа пĕрлĕхлисене, сăваплă та таса, юратуллă пурăнччăр тесе, тĕнчене пултаричченех суйласа илнĕ. 5-6 Хăйĕн чаплă ырăлăхне мухтамалла пултăр тесе, Турă пире Хăйĕн ырă ирĕкĕпе Иисус Христос урлă ывăллăха илмешкĕн чăн малтанах палăртса хунă, Хăйĕн савнă Ывăлĕ урлă пире ырăлăх панă. 7 Ывăлĕ пире Хăйĕн Юнĕпе тӳлесе илни, Унăн ырăлăхĕ тулли пулни пирĕн çылăхсене каçармалла турĕ. 8 Çав ырăлăха Вăл пире ытлашшипех панă çеç мар, унпа пĕрле тĕрлĕрен ăслăлăх та, ăнланулăх та панă. 9 Хăйĕн ырă ирĕкне Ывăлĕ урлă пурнăçлама Вăл чăн малтанах палăртса хунă, çапла майпа пире Хăйĕн шухăшĕн вăрттăнлăхне уçса панă. 10 Çакна Вăл вăхăт тулса çитсессĕн, çӳл тӳперипе çĕр çинчине пĕрлештерсе, Христоса пуç пултарас тесе тунă. 11-12 Пирĕн, Христоса маларах ĕненнисен, Турра чапа кăларма тăрăшмалла. Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса эпир Турă еткерне илессе пĕтĕмпех Хăй ирĕкĕпе Тăвакан малтанах палăртса хунă. 13 Чăнлăх сăмахне – çăлăнăçăн Ырă Хыпарне – илтсессĕн, Ăна ĕненсе, эсир те Христоспа пĕрлĕхлĕ пултăр. Сире, Христоса пула, хăвăра пама пулнă Святой Сывлăш пичечĕпе палăртнă. 14 Пирĕн Турра мухтава кăларма тăрăшмалла. Турă пире çылăх тыткăнĕнчен тӳлесе илĕ. Эпир Хăйĕн еткерне тивĕçессе унччен вара пире Святой Сывлăш шантарать.
Павел кĕлтуни
15 Çавăнпа эпĕ те, эсир Христос Иисуса ĕненни çинчен, ĕненекенсене пурне те юратни çинчен илтрĕм те, 16 хамăн кĕллĕмре сире аса илсе, сирĕншĕн Турра тăтăшах тав тăватăп. 17 Иисус Христос Хуçамăрăн Турри, мухтав Ашшĕ, Хăйне пĕлмешкĕн сире ăслăлăх паракан тата вăрттăнлăх уçакан Сывлăш патăрччĕ тетĕп. 18 Хăй сире чĕнсе илсе шанчăк панине, Унăн ĕненекенсене парас еткерĕ епле пысăк та чаплă пулнине сире пĕлтермешкĕн чĕрĕрсене уçтăрччĕ тетĕп. 19 Пирĕн, Унăн аслă вăйне пула Ăна ĕненекенсен, хамăр ăшăмăрти Унăн виçесĕр вăй-хăватне пĕлмелле пултăрччĕ тетĕп. 20 Турă çав аслă вăй-хăвата Христос урлă палăртрĕ: Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратса, çӳл тӳпере Хăйĕн сылтăм енне лартрĕ. 21 Вăл Христоса пур тĕрлĕ патшасенчен, пуçлăхсенчен, вăйлисемпе хуçасенчен – кунти пурăнăçра кăна мар, лери пурăнăçра та – çĕрпе пĕлĕт çинчи мĕн пур влаçран та аслăрах турĕ. 22 Вăл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуçĕ – туса, пурне те Унăн ури айне туса, Ăна пăхăнмалла турĕ. 23 Чиркӳ – Христос Ӳт-пĕвĕ, пурне те Тултараканăн туллилĕхĕ пулса тăрать.
Вилĕмрен – чĕрĕлĕхе
1 Турă йĕркине пăснăран тата çылăхлă пулнăран эсир те вилĕччĕ. 2 Çак тĕнче йăлипе, усал сывлăшсемпе хуçаланакан пуçлăх ирĕкĕпе эсир тахçан çылăхлă пурăннă. Çав пуçлăх Турра хирĕççисемпе халĕ те хуçаланать-ха. 3 Тахçан эпир хамăр та çавнашкалахчĕ: ӳт-пӳ хистенĕ хыççăн, ӳт-пӳпе шухăш-кăмăл илĕртнĕ хыççăн каяттăмăр. Эпир те, этем йăхĕнчисем, ыттисем пекех, Турă çилли çитес çынсем пулнă. 4-5 Анчах та иксĕлми ырăлăхлă Турă пире, çылăха кĕнĕрен вилнĕскерсене, Хăйĕн пысăкран та пысăк юратулăхĕпе юратса, Христоспа пĕрле чĕртрĕ. Унăн ырăлăхĕпе эсир çăлăнăç тупрăр. 6 Вăл сире, Христоспа пĕрле чĕртсе, çӳл тӳпере Христос Иисуспа пĕрле лартнă. 7 Çакна Вăл пире пулас ĕмĕрте Христос Иисус урлă Хăйĕн юратулăхĕнче палăракан иксĕлми ырăлăхне кăтартас тесе тунă. 8 Мĕншĕн тесен эсир Унăн ырăлăхĕпе ĕненсе çăлăнăç тупрăр. Ку вара сирĕн тивĕçĕр мар, Турă парни. 9 Çăлăнăçа ĕçе кура памаççĕ, çавăнпа никам та ĕçĕсемпе мухтаннă ан пултăр. 10 Мĕншĕн тесен пире Турă çапла пултарнă: Христос Иисуспа пĕрлĕхлĕ туса, пире Хăй палăртнă ырă ĕçĕсене пурнăçламашкăн хатĕрленĕ.
Христоспа пĕрлĕхлĕ пулни
11 Ĕнтĕ çакна ан манăр: çуралнă тăрăх, эсир тахçан урăх халăх çыннисем шутланнă. Сире „ӳт кастарнă“ текеннисем „ӳт кастарманнисем“ тетчĕç. Ӳт кастарасси вара – этем аллипе тунă ĕç кăна. 12 Ун чухне эсир Христоссăр пулнă, Израиль халăхĕнчен те, Турă шантарса панă халалран та аякра тăнă; çак тĕнчере шанчăксăр, Турăсăр пурăннă. 13 Халĕ вара эсир, тахçан Турăран аякра пулнисем, Христос Иисуспа пĕрлĕхлĕ, Унăн Юнĕ урлă эсир Турă патне çывхартăр. 14 Мĕншĕн тесен Христос урăх халăхсемпе иудейсене çураçтарнă, пĕр халăх туса пĕрлештернĕ, вĕсене уйăрса тăракан чăрмава аркатнă. 15 Хăйĕнпе пĕрлĕхлĕ пултарса иккĕшĕнчен пĕр çĕнелнĕ этем тăвас тесе, килĕшӳ кӳрес тесе курайманлăха Хăйĕн вилĕмĕпе пĕтернĕ, саккун хушнине Хăйĕн вĕрентĕвĕпе пăрахăçланă. 16 Вăл Хăйĕн хĕрес çинчи асапĕпе курайманлăха пĕтерсе, иккĕшĕнчен пĕр туса, вĕсене Турăпа çураçтарас тенĕ. 17 Вара, килсессĕн, Вăл сире, Турăран аякрисемпе çывăххисене те, канăçлăх кӳрекен Ырă Хыпар пĕлтернĕ. 18 Христоса пула ĕнтĕ икĕ халăхĕшĕн те, пĕр Сывлăш витĕмĕпе, Ашшĕ патне каймалли çул уçăлчĕ. 19 Çапла вара, эсир çичĕ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турă халăхĕн пĕр тан çыннисемех, Турă ачисемех пулатăр. 20 Эсир апостолсемпе пророксем хывнă никĕс çинче çирĕп тăратăр. Никĕсри тĕп чул вара – Иисус Христос Хăй. 21 Çав тĕп чул çинче пĕтĕм çурт тытăнса тăрать. Вăл, тикĕс купаланса, Хуçамăра халалланă таса Чиркӳ пулса пырать. 22 Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, Турă Сывлăшĕ пулăшнипе эсир те Турă çурчĕ пулса пыратăр.
Павел – ытти халăхсен ӳкĕтлевçи
1 Çавăнпа та эпĕ, Павел, сирĕншĕн, урăх халăх çыннисемшĕн, Иисус Христос тыткăнĕнче пурăнатăп. 2-3 Сире валли хатĕрленĕ Хăйĕн ырăлăхне Турă мана пани çинчен, мана Турă вăрттăнлăхĕ уçăлни çинчен эсир илтнĕ ĕнтĕ. Ун пирки эпĕ маларах кĕскен çырнăччĕ. 4 Эппин, çавна вуласа тухсассăн, эпĕ Христос вăрттăнлăхне епле ăнланнине эсир пĕлме пултаратăр. 5 Этемлĕхĕн иртнĕ рăвĕсене çав вăрттăнлăха пĕлме паман, анчах та халĕ Святой Сывлăш çав вăрттăнлăха Унăн сăваплă апостолĕсемпе пророкĕсене уçса панă. 6 Вăрттăнлăхĕ вара çакă: Ырă Хыпар пĕлтернипе ытти халăхсем те иудейсемпе пĕрлех еткер илме тивĕçлĕ, вĕсем те пĕр ӳт-пӳ пайĕсемех, вĕсем те Турă Иисус Христос урлă пама шантарнине илес çынсемех. 7 Турă Хăйĕн хăвачĕпе мана ырăлăхне парнеленине пула, эпĕ Ырă Хыпаршăн ĕçлесе тăракан пултăм. 8 Мана, ĕненекенсенчен пуринчен те тивĕçсĕррине, çав ырăлăха – Христосăн ăсласа илейми пуянлăхĕ çинчен ытти халăхсене пĕлтерме – шанса панă. 9-10 Çӳл тӳпери пуçлăхсемпе влаçсене Туррăн тĕрлĕ енлĕ ăслăлăхĕ Чиркӳ урлă халĕ паллă пултăр тесе, Туррăн вăрттăнлăхне, шухăшне манăн пурне те уçса памалла. Çав вăрттăнлăх вара Иисус Христос урлă пурне те туса çитернĕ Турăра мĕн ĕмĕртен пытарăнса упраннă. 11 Ĕмĕрсем пуçланичченхи çав шухăшне Турă вара Христос Иисус урлă, пирĕн Хуçамăр урлă, пурнăçланă. 12 Унпа пĕрлĕхлĕ пулса, Ăна ĕненсе, эпир çирĕп кăмăллăн та шанчăклăн Турă патне çывхарма пултаратпăр. 13 Çавăнпа та эпĕ сирĕншĕн хурлăх курнăшăн ан кулянăр, вăл асапсене эпĕ сире мухтава кăларасшăн тӳсетĕп. 14 Эпĕ çавăнпа та Иисус Христос Хуçамăрăн Ашшĕ умне чĕркуçленетĕп. 15 Çӳл тӳпери тата çĕр çинчи кирек епле йăх-рăва та ят параканĕ – Вăл. 16 Хăйĕн мухтавĕн пуянлăхне кура Вăл сире вăй патăрччĕ, Хăйĕн Сывлăшĕпе ăшăрсенчи çĕнелнĕ этеме çирĕплетсе ӳстертĕрччĕ тесе кĕлтăватăп. 17 Ĕненĕве пула сирĕн чун-чĕрĕрте Христос пурăнтăрччĕ тетĕп. 18 Юратулăх сирĕнте çирĕп тымар янăран сирĕн ытти мĕн пур ĕненекенсемпе пĕрлех ĕненĕвĕн анлăш-тăршшĕне, тарăнăш-çӳллĕшне пĕлмелле пултăрччĕ, 19 чунăрсене Туррăн туллилĕхĕпе пĕтĕмпех тултармашкăн Христосăн ăсласа илейми юратулăхне ăнланмалла пултăрччĕ тетĕп. 20 Хăйĕн вăй-хăвачĕпе пирĕн ăшăмăрта хамăр ыйтнинчен те, ĕмĕтленнинчен те ытларах Тăвакана мухтав пултăр. 21 Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ Чиркӳре ламран лама, ĕмĕр-ĕмĕр Турра мухтав пултăр. Аминь.
Чиркӳ пĕрлĕхĕ
1 Çапла вара эпĕ, Хуçамăршăн тăрăшнине пула тĕрмере лараканскер, сире тархаслатăп: хăвăра чĕнсе илнине тивĕçлĕ пулăр. 2 Йаваш та сăпайлă, чăтăмлă пулăр, пĕр-пĕрне юратса-каçарса пурăнăр. 3 Турă Сывлăшĕ панă пĕрлĕхе пĕр-пĕринпе килĕштерсе упрама тăрăшăр. 4 Хăвăра Турă чĕнсе илсе пĕртен-пĕр шанчăк панă пекех, эсир пĕр ӳт-пӳпе, пĕр чун-чĕмпе пурăнăр. 5 Хуçамăр пĕрре, ĕненӳ пĕрре, шыва кĕни те пĕрре; 6 Туррăмăр пĕрре, Вăл пурин Ашшĕ те. Вăл – пуринчен те çӳлте, Хăйĕн хăватне пурин урлă та тăвать, Вăл – пурин ăшĕнче те. 7 Пире кашнинех Христос ырăлăх виçсе панă. 8 Çавăнпа çапла каланă та: «Çӳле хăпарсан Вăл тăшманĕсене тыткăна илнĕ, этемсене вара тивĕçлĕ парнесем панă». 9 „Çӳле хăпарсан“ тени вара мĕне пĕлтерет-ха? Маларах Вăл çĕр тĕпне анса курнине мар-и вара? 10 Çапла ĕнтĕ, пĕрре анса, тепре çӳл тӳперен те çӳлерех çĕкленсе, Вăл çут тĕнчене Хăйĕнпе тултарнă. 11 Вара Вăл хăшĕсене апостол, хăшĕсене пророк, хăшĕсене Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳрекен, хăшĕсене вĕрентӳçĕсемпе чун кĕтӳçисем тунă. 12 Çав çынсене ĕненекенсен сăваплăхне ӳстермешкĕн, Турăшăн ĕçлемешкĕн, Христос Ӳт-пĕвне – Чиркĕве – тĕреклетмешкĕн уйăрса лартнă. 13 Турă Ывăлне ĕненсе, пĕлме тăрăшса, эпир пурте пĕр пуличчен, хамăр та Христос пекех паха, аталанса çитнĕ арсем пуличчен çапла пулмалла. 14 Пирĕн ĕнтĕ çаплах пĕчĕк ачасем пек пулмалла мар. Вĕсене кирек епле вĕрентӳ çилĕ те, иккĕлентерсе, çавăрттарса ярать; улталама вĕренсе çитнĕ чее çынсем хыççăн вĕсем часах каяççĕ. 15 Пирĕн вара чăнлăха пĕлтерсе, юратса чун-чĕрепе Ун патнелле ӳссе çĕкленмелле; Христос вăл – Пуç. 16 Пĕтĕм Ӳт-пĕвĕн – Чиркĕвĕн – тĕрлĕ пайĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ, пĕтĕм Ӳт-пӳ пĕрлĕхлĕ, Ӳт-пĕвĕн кашни пайĕ кирлĕ пек ĕçлет. Пуçа пула вара пĕтĕм Ӳт-пӳ юратулăхра ӳссе, хăйне хăй аталанса пырать.
Кивĕ пурăнăçран çĕнĕ пурăнăç патне
17 Çавăнпа та эпĕ сире Хуçа Турă ячĕпе тархаслатăп: малашне тĕлсĕр те пушă ăс-пуçлă ытти халăхсем пек ан хăтланăр. 18 Вĕсен с-тăнĕ çуталман-ха. Турра пĕлменрен, хытă чун-чĕреллĕ пулнăран вĕсем Турăран ютшăнса пурăнаççĕ. 19 Вĕсем, намăс-симĕсе çухатса, нихăçан тăранмасла тем тĕрлĕ ирсĕрленсе, аскăнлăха ярăннă. 20 Эсир вара апла мар: Христоса ĕненсессĕн епле пурăнмаллине пĕлетĕр. 21 Мĕншĕн тесен эсир Ун çинчен илтнĕ, Ăна ĕненсе чăнлăха пĕлнĕ (чăнлăх вара – Иисусра). 22 Çав чăнлăха пула ултавлă аскăн кăмăл хыççăн кайса çĕрĕшсе пĕтекен кивĕ çыннăн пурăнăç йĕркине пăрахăçламаллине, 23 ăс-тăнпа чун-чĕме çĕнетмеллине эсир пĕлетĕр. 24 Турă евĕрлĕ пултарнă, чăнлăха пула тӳрĕ те сăваплă пурăнакан çĕнĕ этем сăнлăхне йышăнмаллине те пĕлетĕр.
Çĕнĕ пурăнăç йĕрки
25 Сирĕнтен кашниех, суялăха пăрахăçласа, хăвăра çывăх çынна чăннине калатăр, мĕншĕн тесен эпир пĕр ӳт-пӳ пайĕсем. 26 Çилленсен те çылăха ан кĕрĕр: хĕвел аниччен çиллĕр иртсе кайтăр. 27 Шуйттана хăвăра улталама ан парăр. 28 Кам вăрласа пурăннă, малашне ан вăрлатăр. Ху валли ху ĕçлесе ил, вăл çитмен пурăнăçпа пурăнакана та пулăшма çиттĕр. 29 Чĕлхе-çăварăртан пĕр юрăхсăр сăмах та ан тухтăр, ĕненме ӳкĕтлекен ырă сăмах кăна тухтăр. Çав сăмах итлекене ырăлăх кӳтĕр. 30 Туррăн Святой Сывлăшне ан хурлăр, çылăхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлăш пичечĕпе паллă тунă. 31 Кирек епле тарăхупа хаярлăх та, çилленӳ те, кăшкăрашу та, киревсĕр сăмах та, ытти усаллăх та сиртен аякра тăтăр. 32 Пĕр-пĕринпе ырă пулăр, пĕр-пĕрне хĕрхенĕр, Христос урлă Турă сире каçарнă пек, эсир те пĕр-пĕрне каçарăр.
1 Çапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турă евĕр пулма тăрăшăр, 2 пĕр-пĕрне юратса пурăнăр. Христос та, пире юратса, пирĕншĕн Хăйне Хăй парнелĕхе, Турра юрăхлă ырă парнелĕхе кӳнĕ. 3 Турра ĕненекенсен хăйсене тивĕçлĕ тыткаламалла, çавăнпа сирĕн хушшăрта аскăнлăхпа тĕрлĕ ирсĕрлĕх, çăткăнлăх пирки калаçу та ан пултăр. 4 Тата усал сăмах калани, пуш сăмах калаçни, вырăнсăр шӳтлени сире килĕшмест, тав сăмахĕ кăна килĕшӳллĕ. 5 Ĕнтĕ çакна пĕлсе тăрăр: нимĕнле аскăнчăк та, ирсĕр çын та, мулшăн çунакан та Христоспа Турă Патшалăхĕн еткерне илеес çук. Унашкалли кĕлеткесене пуççапаканпа пĕрех.
Çутă ачисем пек пурăнасси
6 Хăвăра пуш сăмахпа илĕртсе улталама ан парăр. Унашкаллисене, Турра хирĕççисене, Турă çилли çитет. 7 Çавăнпа та вĕсемпе пĕр каварлă ан пулăр. 8 Эсир те тахçан тĕттĕмлĕхре пурăннă. Халĕ вара, Хуçамăрпа пĕр пулса, çутăлăха тухрăр. Эппин çутă ачисем пек пурăнăр. 9 Мĕншĕн тесен Святой Сывлăшăн çимĕçĕсем çаксем: ырăлăх, тӳрĕлĕх тата чăнлăх. 10 Турра мĕн юрăхлине пĕлмешкĕн тăрăшăр. 11 Тĕттĕмлĕхĕн усăсăр ĕçĕсене ан хутшăнăр, хутшăнма мар – питлĕр. 12 Мĕншĕн тесен тĕттĕмлĕх ачисен вăрттăн ĕçĕсем çинчен калама та намăс. 13 Çапах та çутта пула мĕн питлени палăрать. Çутăра палăрни вара йăлтах курăнса тăрать. 14 Çавăнпа та каланă ĕнтĕ: «Эй, чунна çывратса янăскер, вăран та вилĕмрен чĕрĕлсе тăр, вара сана Христос çути çутатĕ». 15 Çавăнпа та астăвăр: хăвăра ăссăррисем пек мар, ăслисем пек асăрхануллă тытăр. 16 Вăхăта хаклама пĕлĕр, мĕншĕн тесен саманисем пит усал. 17 Çапла вара, çăмăлттай шухăшлă ан пулăр, Турă ирĕкне пĕлсе çитмешкĕн тăрăшăр. 18 Эрех ĕçсе ӳсĕрĕлсе ан çӳрĕр, вăл путсĕре кăларать. Ун вырăнне чун-чĕрĕре Святой Сывлăшпа тултарăр. 19 Пĕр-пĕрне псалом, мухтав юрри, кĕлĕ юрри сăмахĕсемпе ӳкĕтлĕр. Пĕтĕм чĕререн Хуçа Турра мухтаса юрлăр. 20 Хамăр Хуçамăр Иисус Христос ячĕпе яланах Атте Турра пуриншĕн те тав тăвăр, 21 Турăран хăраса, пĕр-пĕрне итлесе пурăнăр.
Упăшкисемпе арăмĕсем
22 Эй, арăмсем! Упăшкăрсене Хуçа Турра пăхăннă пек пăхăнăр. 23 Мĕншĕн тесен Христос – Чиркĕвĕн Пуçĕ те, Вăлах – ĕненекенсене Çăлаканĕ те пулнă пекех, упăшки те арăмĕн пуçĕ пулса тăрать. 24 Чиркӳ Христоса епле пăхăнать, арăмĕн те пур енчен те упăшкине пăхăнмалла. 25 Эй, арçынсем! Арăмăрсене Христос ĕненекенсене юратнă пек юратăр, Вăл Чиркӳшĕн Хăйĕн пурăнăçне панă. 26 Çакна Вăл Чиркĕве сăмахпа сăваплатса тасатмашкăн шыва кĕртес тесе, 27 мухтавлă Чиркĕвĕн – Хăйĕн çураçнă хĕрĕн – нимĕнле çитменлĕх те ан пултăр тесе, вăл сăваплă та таса пултăр тесе тунă. 28 Упăшкисен арăмĕсене хăйсен ӳт-пĕвне юратнă пекех юратмалла: арăмне юратакан хăйне те юратать. 29 Мĕншĕн тесен хăйĕн ӳт-пĕвне юратман, курайман çын çук. Хуçамăр Хăйĕн Чиркĕвĕшĕн тăрăшнă пекех, этем те хăйĕн ӳт-пĕвне тутă та ăшă усрать. 30 Эпир вара – Унăн ӳчĕпе шăм-шакĕнчен пулнă Унăн Ӳт-пĕвĕн пайĕсем. 31 «Çавăнпа та этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ; вара иккĕшĕ пĕр ӳт-пӳ пулĕç», – тенĕ Çырнинче. 32 Çакă питĕ пысăк вăрттăнлăх; çак сăмахсене Христоспа Чиркӳ пирки те каланă тесшĕн эпĕ. 33 Сирĕнтен кашниех арăмне хăйне юратнă пек юраттăр. Арăмĕ вара хăйĕн упăшкине хисеплетĕр.
Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем
1 Эй, ачасем! Аçăр-аннĕре Хуçа Турра юрăхлă пек итлĕр, çакă тĕрĕс пулать. 2 Чи малтанхи пил-хушура пама пулнине шантарса çапла каланă: «Аçупа аннӳне хисепле; 3 вара хăвна лайăх пулĕ, çĕр çинчи кун-çулу вăрăм килĕ». 4 Эсир те, ашшĕсем, ачăрсене пули-пулми ан тарăхтарăр. Вĕсене Хуçа Турă вĕрентĕвĕпе тата ӳкĕчĕпе пăхса ӳстерĕр.
Чурасемпе хуçисем
5 Эй, чурасем! Çĕр çинчи хуçăрсене хăраса-чĕтресе, пĕтĕм чĕререн, Христоса пăхăннă пек пăхăнăр. 6 Йапăлтисем пек, куç умĕнче кăна тăрăшкаланçи ан тăвăр; пĕтĕм чунран Турă ирĕкне пурнăçласа, Христос чурисем пек пулăр. 7 Çыншăн мар, Хуçа Турăшăн ĕçленĕ пек тăрăшса ĕçлĕр. 8 Çакна пĕлсе тăрăр: чура-и, ирĕклĕ çын-и – пурпĕрех – кашни мĕн чухлĕ ырă тунă, Хуçамăр ăна çавăн чухлĕ парĕ. 9 Эсир те, хуçасем, чурасемпе çавнашкалах ырă пулăр, вăйпа хăратма пăрахăр. Çакна астăвăр: вĕсен те, сирĕн те тӳпере пĕр Хуçа, çын кам пулнине Вăл пăхмасть.
Туррăн çар тумтирне тăхăнăр
10 Тăванăмсем! Тата эпĕ çакна каласшăн: Хуçа Турăпа, Унăн вăй-хăвачĕпе тĕрекленĕр. 11 Шуйттанăн вăрттăн каварĕсене хирĕç тăмашкăн Туррăн çар тумтирне тăхăнăр. 12 Мĕншĕн тесен эпир ӳтлĕ-юнлă çынсемпе çапăçмастпăр. Эпир тӳпери пуçлăхсене, влаçсене, çак тĕттĕмлĕх тĕнчине тытса тăракансене, çĕрпе пĕлĕт хушшинчи усаллăх сывлăшĕсене хирĕç тăратпăр. 13 Çавăнпа та, хура кунсем çитсессĕн хирĕç тăмашкăн, парăнмасăр йăлтах тӳссе ирттермешкĕн Туррăн çар тумне-хатĕрне илĕр. 14 Эппин чăнлăх пиçиххине çыхса, тӳрĕлĕхĕн тимĕр тумне тăхăнса, çирĕп тăрăр. 15 Канăçлăх çинчен пĕлтермешкĕн хатĕр пулни сирĕн урана тăхăнмалли пултăр. 16 Унтан та ытларах, ĕненĕвĕн ум хӳттине тытăр – унпа эсир шуйттанăн ухă йĕпписене, хĕртнĕскерсене, пурне те сӳнтерме пултаратăр. 17 Тата çăлăнăçăн шлемне тăхăнăр. Хăвăрпа пĕрле чун-чĕм хĕçне – Турă Сăмахне – илĕр. 18 Тĕрлĕрен кĕлĕпе яланах Турра кĕлтăвăр, тархаслăр. Яланах Турă Сывлăшĕпе килĕшӳллĕн пуççапăр. Çакна çирĕп тытса пырса мĕн пур ĕненекенсемшĕн кĕлтăвăр. 19 Маншăн та кĕлтăвăр. Ырă Хыпар вăрттăнлăхне хăюллăн хыпарлама çăварăма уçсассăнах, Турă ăна кирлĕ сăмах патăрччĕ тесе кĕлтăвăр. 20 Сăнчăрласассăн та, эпĕ – Ырă Хыпар элчи. Тивĕçĕме пурнăçласа, манăн уççăн та хăюллăн Ырă Хыпар пĕлтересчĕ. Çавăншăн кĕлтăвăр.
Сывпуллашни
21 Манăн ĕç-пуç çинчен, эпĕ мĕн туни çинчен вара сире Тихик каласа парĕ. Вăл манăн юратнă ĕненекен тăванăм, Хуçа Туррăмăрăн шанчăклă тарçи. 22 Эпĕ ăна сирĕн патăра хамăр çинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятăм. 23 Атте Турăпа Иисус Христос Хуçамăртан канăçлăх тата ĕненӳллĕ юратулăх пултăр сире, тăванăмсем. 24 Иисус Христос Хуçамăра ĕмĕр-ĕмĕр юратакансене пурне те Турă ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ Филиппăри мĕн пур ĕненекенсене тата чиркӳ пуçлăхĕсемпе диаконсене: 2 сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Павел филиппăсемшĕн кĕлтуни
3 Сире аса илмессерен эпĕ Туррăма тав тăватăп. 4-5 Пирвайхи кунран пуçласа халичченех эсир Ырă Хыпар сарас ĕçе хутшăнатăр. Çавăнпа та, сирĕншĕн кĕлтунă чухне, яланах савăнса кĕлтăватăп. 6 Эпĕ çакна çирĕп шанатăп: ырă çул çине сире Турă илсе тухнă, çав çулпах Вăл сире Иисус Христос кунĕ çитичченех уттарĕ. 7 Эсир пурте чĕремре пулнăран сирĕн çинчен урăхла шухăшлама та пултараймастăп. Тĕрмере чухне те, Ырă Хыпара хӳтĕлесе çирĕплетнĕ чухне те Турă мана панă пархатара эсир пурте манпа пĕрле пайларăр. 8 Эпĕ сире Иисус Христос юратулăхĕпе пурне те юратнине Турă курать. 9 Сирĕн юратулăхăр пĕлӳллĕрех, тиркевлĕрех пултăрччĕ тесе кĕлтăватăп. 10 Ырра уйăрма пĕлнĕ пирки Христос кунĕнче эсир таса чунлă та кăлтăксăр пулни палăртăрччĕ тетĕп. 11 Иисус Христос урлă илнĕ тӳрĕлĕхĕн тулăх çимĕçне пула сирĕн Турра мухтава кăлармалла пултăрччĕ тетĕп.
Пурăнасса та эпĕ Христосшăн пурăнатăп
12 Тăвансем! Эпĕ сире çакна каласшăн: мана хĕсĕрлени Ырă Хыпара тата ăнăçлăрах сарма пулăшрĕ. 13 Мана тĕрмене хупсан, эпĕ Христоса ĕненнĕ пирки ларнине преторири хурал салтакĕсем те, ыттисем те – пурте пĕлчĕç. 14 Мана тĕрмене хупнă пирки Хуçамăра ĕненекен тăвансенчен чылайăшĕ тата хытăрах ĕненме, Турă сăмахне хăюллăрах та хастартарах ӳкĕтлесе вĕрентме пуçларĕç. 15 Чăн та, хăшĕ-пĕрисем çакна мана кĕвĕçсе, манпа тупăшса тăваççĕ. Теприсем вара Христос çинчен ырă шухăш-кăмăлпах вĕрентеççĕ. 16 Манпа ăмăртма хăтланса пĕрисем Христос çинчен таса чунпа вĕрентмеççĕ, вĕсем мана, тĕрмере лараканскере, хăйсем пекех кĕвĕçӳллĕ пуль тесе, тата ытларах кулянтарасшăн. 17 Теприсем, Ырă Хыпара хӳтĕлесси манăн тивĕçĕм пулнине пĕлнĕрен, юратуллă чунпа вĕрентеççĕ. 18 Апла-и, капла-и – Христос çинчен таса чунпа е ячĕшĕн кăна вĕрентсен те – эпĕ çапах савăнатăп, савăнăп та. 19 Сирĕн кĕллĕре пула, Иисус Христос Сывлăшне пула çакă мана çăлăнма пулăшасса пĕлсех тăратăп. 20 Çакна хытă кĕтетĕп. Эпĕ хам намăса юлмасса, сăмахăма хăюллăн та тӳррĕн каласса шанатăп. Çапла майпа – пурăнăçăмпа та, вилĕмпе те – Христос ман ӳт-пĕвĕм урлă халĕ те, яланхиллех, чаплăланĕ. 21 Пурăнасса та эпĕ Христосшăн пурăнатăп, вилсессĕн те çӳлти сăвапа илĕп. 22 Эпĕ çĕр çинче пурăнни ĕçĕмшĕн усăллă пирки пурăнăçпа вилĕмрен хăшне суйласа илмеллине те пĕлместĕп. 23 Маншăн вăл та, ку та кăмăллă: çак пурăнăçран уйăрăлса кайса манăн Христоспа пĕрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулĕччĕ. 24 Анчах та эпĕ çĕр çинче пурăнни сире кирлĕрех. 25 Чĕрĕ юласси пирки вара эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Сирĕн ĕненĕвĕре аталантарса савăнăç кӳмешкĕн эпĕ сирĕнпе пуринпе те курнăçăп-ха. 26 Вара, тепре сирĕн патăра çитсессĕн, мана пула эсир Христос Иисуспа тата ытларах мухтанма пултарăр. 27 Христосăн Ырă Хыпарне тивĕçлĕ пурăнăр кăна. Сирĕн патăра çитсе курайăп-и, кураймăп-и – анчах та сирĕн çинчен: вĕсем пĕр шухăшлăн пурăнаççĕ, Ырă Хыпар ĕненĕвĕшĕн пĕр кăмăллăн кĕрешеççĕ тенине илтеесчĕ. 28 Христоса ĕненессине хирĕç тăракансенчен вара пĕртте ан хăрăр: эсир хăрамасăр пурăнни вĕсемшĕн пĕтеслĕх палли пулĕ, хăвăршăн вара – çăлăнăç палли. Çакă йăлтах Турăран, 29-30 мĕншĕн тесен Христоса пула сире çапла шăпа пӳрнĕ: сирĕн Ăна ĕненмелле кăна мар, Уншăн асапланмалла, манашкалах кĕрешмелле. Эпĕ Христосшăн епле кĕрешнине вара эсир курнă, халĕ те ман пирки хыпар илсех тăратăр.
Христос пек йăваш пулăр
1 Çапла вара, сирĕн пĕр-пĕрне Христос вĕрентнĕ пек хавхалантарасси, юратса лăплантарасси, пĕр-пĕринпе кăмăллăн пурăнасси, пĕр-пĕрне хĕрхенесси, пĕр-пĕриншĕн пăшăрханасси пур-и2 Эппин, пĕрешкел ĕмĕтлĕ, пĕрешкел юратуллă, пĕрешкел шухăш-кăмăллă пулса мана татах савăнтарăр. 3 Пĕр-пĕринпе тупăшса, мухтава тухас тесе нимĕн те ан тăвăр. Сăпайлă пулса пĕр-пĕрне хăвăртан ытларах хисеплĕр. 4 Харпăр хăвăршăн кăна мар, çынсемшĕн те тăрăшăр. 5 Сирĕн шухăш-кăмăлăр Христосăнни пекех пулмалла. 6 Туррăн сăнарĕ пулин те, Иисус вăйпах Турăпа тан юлас темен, 7 этем евĕрлĕ пулса, этем евĕрлĕ курăнса, чура шăпине йышăнса Хăйне Хăй мĕскĕнлетнĕ. 8 Вăл Хăйне вилĕм таранах – хĕрес çинчи мăшкăлла вилĕм таранах – йăвашлатнă, Хăйне Хăй пăхăнтарнă. 9 Çавăншăн Турă Ăна пуринчен те çӳле çĕкленĕ, Ăна пур ятран та аслăрах ят панă. 10 Турă çакна çӳлтисем те, çĕр çинчисем те, çĕр айĕнчисем те – пурте – Иисус ячĕ умĕнче чĕркуçленччĕр тесе, 11 Иисус Христос пирĕн Атте Турра мухтава кăларакан Хуçамăр пулнине кирек епле чĕлхе-çăвар та калатăр тесе тунă.
Çлтăрсем пек çутатăр
12 Çапла вара, савнă тăванăмсем, пăхăнса, Турă сумлăхĕнчен хăраса хăвăр валли çăлăнăç хатĕрлĕр. Эсир пăхăнса пурăнма яланах пĕлнĕ. Халĕ вара, эпĕ сирĕнпе мар чухне, сирĕн патăрта чухнехинчен те ытларах пăхăнăр. 13 Мĕншĕн тесессĕн Турра юрăхлă кăмăлăрпа ĕçĕре сирĕн ăшăрта Вăл Хăй пултарать. 14-15 Псăк та аскăн ăрура кăлтăксăр, таса, Турă ачисем пек çитменлĕхсĕр пуласчĕ тесе, мĕн тумаллине ӳпкелешмесĕр, иккĕленмесĕр тăвăр. Çак ăру çыннисем хушшинче тĕттĕм тĕнчери çăлтăрсем пек çутатăр, 16 чĕрĕлĕх сăмахне упрăр. Вара, Христосăн кунĕ çитсессĕн, тăрăшуллă ĕçĕмпе, тунă ĕçĕм харама кайманнипе мухтанма та пултарăп. 17 Сирĕн ĕненĕвĕр – Турра кӳмелли парне. Çав парне çине юнăма юхтарма тивсессĕн те эпĕ хĕпĕртĕп, сирĕн савăнăçăра пайлăп. 18 Çавăншăн эсир те хĕпĕртĕр, манăн савăнăçăма пайлăр.
Тимофейпа Епафродит
19 Иисус Хуçамăра шанса часах сирĕн патăра Тимофея яма шутлатăп. Вара, сирĕн ĕç-пуç çинчен пĕлсен, чунăм лăпланĕ. 20 Сирĕншĕн пĕтĕм чĕререн, хампа танах тăрăшакан çыннăм Тимофейсăр пуçне урăх çук. 21 Ыттисем пурте Иисус Христоса юрăхлишĕн мар, хăйсемшĕн тăрăшаççĕ. 22 Ырă Хыпар сарас ĕçре Тимофей мана ывăлĕ ашшĕне пулăшнă пекех пулăшса тăчĕ. Вăл ĕçпе тĕрĕсленнине хăвăрах пĕлетĕр. 23 Çапла вара, хама мĕн кĕтнине пĕлсенех, эпĕ тӳрех сирĕн патăра Тимофея ярăп. 24 Хуçа Турă пулăшнипе эпĕ хам та сирĕн патăра часах çитсе курасса çирĕп шанатăп. 25 Апла пулин те, эпĕ сирĕн патăра ĕненекен тăванăма, ĕçри тата кĕрешӳри юлташăма Епафродита пыма хушасшăн. Мана кирлĕ чухне пулăшма эсир ăна хăвăрах янăччĕ. Вăл, чăнах та, мана пулăшрĕ. 26 Вăл сире курасшăн тунсăхласа çитрĕ, хăй чирлени çинчен эсир илтнине пĕлсессĕн вара хуйха ӳкрĕ. 27 Мĕншĕн тесен вăл вилмеллех чирленĕччĕ, анчах Турă ăна хĕрхенчĕ. Турă ăна çеç мар, мана та хĕрхенчĕ: хуйхă çине суйхă пуласран хăтарчĕ. 28 Çавăнпа та эпĕ Епафродита сирĕн патăра хăвăртрах ярас терĕм. Унпа курнăçса калаçсассăн эсир хĕпĕртĕр, вара манăн чунăм та лăпланĕ. 29 Ăна ытти ĕненекен тăвансене йышăннă пекех савăнса хапăл тусамăрччĕ, Хуçамăр ячĕпе сума сусамăрччĕ. 30 Христос ĕçĕшĕн вăл вилес патнех çитнĕччĕ. Ун чухне мана пулăшма сирĕн май килмен пирки вăл пурăнăçне шеллемесĕр маншăн тăрăшрĕ.
Чăн-чăн тӳрĕлĕх
1 Ытти пирки вара эпĕ сире çакна каласшăн: Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулса савăнăр. Пĕр каланă сăмахах тепре çырмашкăн мана йывăр мар, сире вара вăл инкек-синкексенчен хăтарса хăварĕ. 2 Йытăлла çынсенчен, ĕненĕве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асăрханăр. 3 Мĕншĕн тесен чăн-чăн ӳт кастарнисем вĕсем – эпир. Ӳт-пĕве шанмасăр, эпир Турă Сывлăшĕ хушнă пек Турра пуççапатпăр, Христос Иисуспа мухтанатпăр. 4 Паллах, ӳт-пĕве шанмашкăн манăн та сăлтавăм пур. Çав сăлтавăм ӳт-пĕве шанакан кирек камăннинчен те ытларах. 5 Çуралсан сакăр кунран манăнне ӳт кастарнă. Эпĕ, Вениамин сыпăкĕнчи Израиль çынни, юн тăрăх – чăн-чăн еврей, вĕреннĕ тăрăх – фарисей, 6 тăрăшнă тăрăх – Турă Чиркĕвне хĕсĕрлекен, саккун тӳрĕлĕхĕ тăрăх – тасаскер. 7 Анчах та, Христоса ĕненсен, хам маларах паха тесе шутлани сиенлине ăнланса илтĕм. 8 Хуçамăра, Иисус Христоса, пĕлесси пуринчен те чаплăрах пулнăран эпĕ ыттине йăлтах пăрахăçларăм, çӳп-çап вырăнне кăна хуратăп. Çакна эпĕ Христоса ăша хывас тесе, 9 хама Унра тупас тесе турăм. Эпĕ саккуна пурнăçласа хам тăрăшнипе тӳрре тухас теместĕп. Эпĕ Христоса ĕненсе тӳрре тухасшăн, çав тӳрĕлĕхе вара Турă ĕненӳ урлă парать. 10-11 Вилĕмрен чĕрĕлсе тăрас тĕллевĕмпе манăн Христоса тата Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă вăй-хăвата пĕлес килет; Унăн асапне, вилĕмне Унпа пĕрле пайлас килет.
Тĕллев патне васкаса
12 Анчах та эпĕ çитес çĕре çитрĕм теме пултараймастăп. Христос мана мĕншĕн суйласа илнĕ, çавăн патне тăрăшсах ăнтăлатăп. 13 Эй, тăвансем! Эпĕ çитес çĕре çитрĕм тесе йăпанса лармастăп; иртнине манăçа хăварса малаллах ыткăнатăп. 14 Эпĕ тĕллевĕм патне, хама парас сăвап патне васкатăп. Турă пире çав сăвапшăн Иисус Христос урлă чĕнсе илнĕ. 15 Эппин, пирĕнтен хăшĕ аталанса çитнĕ – çапла шухăшлатăр. Кам урăхла шухăшлать – Турă унăн тĕрĕс мар шухăшне те уçăмлатĕ. 16 Кирек епле пулсассăн та, хамăр пĕр тупнипе килĕшӳллĕн шухăшлар, çав йĕркепе пурăнар. 17 Эй, тăвансем! Ман евĕр пулăр. Кам пирĕн евĕр пурăнать, çавсенчен эсир те тĕслĕх илĕр. 18 Мĕншĕн тесен нумайăшĕ (вĕсем çинчен эпĕ сире пĕрре мар каласаттăм, халĕ куççуль витĕрех калам) хăйсене Христос хĕресĕн тăшманĕсем пек тыткалаççĕ. 19 Вĕсен шăпи – пĕтеслĕх, вĕсен турри – хырăм, вĕсем намăсланмаллипе те мухтанаççĕ. Вĕсем çĕр çинчи пирки кăна шухăшлаççĕ. 20 Пирĕн тăван çĕр-шывăмăр вара – çӳлте, пĕлĕт çинче. Эпир хамăра Çăлакан Иисус Христос Хуçамăр унтан килессе кĕтетпĕр. 21 Пĕтĕм тĕнчене пăхăнтарнă Хăйĕн вăй-хăвачĕпе усă курса Вăл пирĕн мĕскĕн ӳт-пĕве урăхлатĕ, Хăйĕн мухтавлă Ӳт-пĕвĕ евĕрлĕ тăвĕ.
1 Эппин, чунăм туртакан савнă тăванăмсем, Хуçамăра çапла çирĕп ĕненсе тăрăр, эсир – манăн савăнăçăм, манăн çĕнтерӳ пуç кăшăлĕ.
Чĕнсе каланисем
2 Еводияна тархаслатăп, Синтихияна тархаслатăп: эсир Хуçамăра ĕненнĕ тăрăх тăвансем пулатăр, çавăнпа та пĕр шухăшлă пулăр. 3 Санран вара, ĕçĕмри шанчăклă юлташăм, çакна ыйтатăп: эсĕ вĕсене пĕр чĕлхе тупма пулăш. Вăл хĕрарăмсем манпа тата Климентпа пĕрле, ыттисемпе пĕрле (вĕсен ячĕсене пурăнăç кĕнекине кĕртнĕ ĕнтĕ) Ырă Хыпар сарас ĕçе хастар хутшăнчĕç. 4 Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулса яланах савăнăр. Татах калатăп: савăнăр! 5 Сирĕн йăвашлăхăра пур çын та пĕлтĕр. Хуçамăр килесси çывăх ĕнтĕ. 6 Нимшĕн те ан кулянăр. Енчен те сире мĕн те пулин кирлĕ пулсан Турра тав туса кĕлтăвăр, тархаслăр, шухăш-кăмăлăра уçса парăр. 7 Вара Туррăн этем ăнланайми канăçлăхĕ Иисус Христосри пĕрлĕхре сирĕн шухăш-кăмăлăра упраса хăварĕ. 8 Эй, тăванăмсем! Юлашкинчен çакна калам: чăнни, хисепли, тĕрĕсси, таси, юратулăхпа ырă сăмаха тивĕçли пирки, кăмăллипе мухтавли пирки шухăшлăр. 9 Хăвăр манран вĕреннине, йышăннине, илтнине, курнине туса пырăр, – вара канăçлăх Турри сирĕнпе пулĕ.
Филиппăсене пулăшушăн тав туни
10 Эсир маншăн каллех тăрăшнине курсан, эпĕ, Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулса, питĕ савăнтăм. Эсир маларах ман çинчен шутламан теместĕп, май килтерейменнине пĕлетĕп. 11 Çак сăмахсене эпĕ çитмен пурăнăçран каламастăп, мĕншĕн тесен эпĕ мĕн пуррипе çырлахма хăнăхнă. 12 Эпĕ çити-çитмине те, тулăххине те курнă. Тăраниччен çиетĕп-и, выçах-и, тулăх-и, çити-çитми-и – эпĕ ĕнтĕ темле те пурăнма вĕренсе çитрĕм. 13 Иисус Христос мана тĕрек парса тăнине пула эпĕ тем тума та вăй çитеретĕп. 14 Çапах та эсир мана инкекре пулăшни лайăх. 15 Ырă Хыпар пĕлтерсе çӳреме пуçăнсанах, Македонирен кайнă хыççăн мана сирĕнсĕр пуçне пĕр чиркӳ те пулăшу памарĕ, йышăнмарĕ. Çакна эсир, филиппăсем, хăвăрах аван пĕлетĕр. 16 Эпĕ Фессалоникăра чухне те эсир пĕр-икĕ хутчен мана пулăшу ярса патăр. 17 Эпĕ çакна калани сирĕнтен пулăшу кĕтнине пĕлтермест. Ырă тунине кура сирĕн тӳпери пайта ӳсессе шанса калатăп. 18 Хама мĕн кирлине эпĕ пĕтĕмпех илтĕм, ытлашшипех те илтĕм. Эсир Епафродитран парса янă парнесене илсен кăмăлăм тулчĕ. Эсир парса яни – Турра юрăхлă, ырă шăршăллă парне пек. 19 Хăйĕн мухтавĕ нумай пулнăран Турăçăм сирĕн мĕн çитменнине Христос Иисус урлă парсах тăрĕ. 20 Атте Туррăмăра ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пултăр. Аминь.
Çыру вĕçĕнчи саламсем
21 Иисус Христоса ĕненекенсене салам калăр. Кунти ĕненекен тăвансем пурте манпа пĕрле сире салам яраççĕ. 22 Сăваплă çынсем пурте, уйрăммăнах император çуртĕнчисем, сире салам калаççĕ. 23 Сире пурне те Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Турă ирĕкĕпе Иисус Христос апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран тата Тимофей тăванăмăртан – 2 Колоссăри сăваплă тата Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ шанчăклă тăвансене. 3 Сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Колоссăри ĕненекенсемшĕн Турра тав туни
Сирĕншĕн кĕлĕ тунă чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуçамăрăн Ашшĕне, яланах тав тăватпăр. 4 Мĕншĕн тесен эсир Христос Иисуса ĕненни çинчен, ытти ĕненекенсене юратни çинчен эпир илтрĕмĕр. 5-6 Хăвăр валли тӳпере хатĕрленине эсир шанчăкпа кĕтетĕр. Мĕн хатĕрлени çинчен вара эсир чи малтан чăнлăх сăмахне – хăвăр патăра çитнĕ Ырă Хыпара – илтсессĕн пĕлтĕр. Турă ырăлăхне чăннипех те пĕлнĕ кунран пуçласа çав сăмах, пĕтĕм тĕнчери пекех, сирĕн патăрта та сарăлса пырать, хăйĕн çимĕçне парать. 7 Ун çинчен эсир ĕçĕмĕрти юратнă юлташран, сире пулăшакан шанчăклă Христос тарçинчен Епафрасран пĕлтĕр. 8 Святой Сывлăш сире панă юратулăх çинчен вăл пире те каласа кăтартрĕ.
Христос аслăлăхĕ тата ĕçĕ
9 Çавăнпа та, сирĕн çинчен илтнĕ кунран пуçласах, эпир сирĕншĕн Турра кĕлтăватпăр, тархаслатпăр. Турă ирĕкне сирĕн мĕн пур спа ăнланса, чун-чĕмпе ăнкарса тĕппипех пĕлмелле пултăрччĕ тетпĕр. 10 Сирĕн Турра тивĕçлĕ, пур тĕлĕшрен те Ăна юрăхлă пурăнмалла пултăрччĕ тесе кĕлтăватпăр. Кирек епле ырă ĕçĕр те тухăçлă пултăрччĕ, Турра пĕлесси ӳссех пытăрччĕ. 11 Хăйĕн хăватлă мухтавĕпе Вăл сире, тĕрлĕ вăй-халпа çирĕплетсе, пурне те тӳссе ирттермешкĕн чăтăмлăх патăрччĕ. 12 Çутăлăхри Хăйĕн еткерне, сăваплисен еткерне, илмешкĕн пире те пая кĕртнĕшĕн савăнса Атте Турра тав тăвар. 13 Вăл пире, тĕттĕмлĕх аллинчен хăтарса, Хăйĕн юратнă Ывăлĕн Патшалăхне илсе кĕнĕ. 14 Ывăлĕ пире Хăйĕн Юнĕпе тӳлесе илнĕ, пирĕн çылăхсене каçармалла тунă. 15 Вăл – курăнман Туррăн сăнарĕ, Вăл мĕн пур чĕрĕ чуна пултаричченех пулнă. 16 Мĕншĕн тесен пĕтĕмпех Ун урлă пултарнă. Пĕлĕт çинчине те, çĕр çинчине те, курăнаканнине те, курăнманнине те: çӳлти престолпа хăватсене, пуçлăхсемпе влаçсене – пурне те Ун урлă тата Уншăн пултарнă. 17 Вăл пуринчен малтанах пур, пурне те Вăл тытса тăрать. 18 Вăл – Чиркӳ ӳт-пĕвĕн пуçĕ. Вăл – пуçламăшĕ; пур тĕлĕшĕнчен те малта пулмашкăн чĕрĕлсе тăнисенчен пĕрремĕшĕ. 19 Мĕншĕн тесен Ашшĕ мĕн пур туллилĕх Унра пултăр тенĕ, 20 хĕрес çинче Вăл юхтарнă Юн урлă çĕр çинчипе тӳперине çураçтарса, Ун урлă пурне те Хăйĕнпе килĕштерес тенĕ. 21 Тахçан эсир те шухăш-кăмăлпа Турăран ютшăнса, Унăн тăшманĕсем пулса пурăнаттăрччĕ; ĕçĕрсем те сирĕн усалччĕ. 22 Халĕ вара, Христос Ӳт-пĕвĕ урлă, Унăн вилĕмĕ урлă Турă сире Хăйĕнпе çураçтарнă. Çакна Вăл сире Хăйĕн умне сăваплă та таса, айăпсăр тăратасчĕ тесе тунă. 23 Турă умне çапла тăрас тесен сирĕн, паллах, çирĕп те иккĕленӳсĕр ĕненмелле, Ырă Хыпар паракан шанчăка çухатмалла мар. Эсир Ырă Хыпара илтнĕ, ăна çĕр çинче пурăнакансене пурне те пĕлтернĕ. Эпĕ те, Павел, Ырă Хыпар тарçи пулса тăтăм.
Чиркӳшĕн ĕçлесе тăни
24 Халĕ эпĕ сирĕншĕн асап курнăран савăнатăп кăна. Христос Чиркӳшĕн – Хăйĕн Ӳт-пĕвĕшĕн – асап курнă. Асап виçине тултарас тесе, эпĕ Христос асапĕ çумне хамăн ӳт-пĕвĕм асапне хушатăп. 25 Турă шухăшне пурнăçламашкăн – хама сирĕншĕн шанса панă Турă сăмахне пĕлтерсе çитермешкĕн – эпĕ Чиркӳшĕн ĕçлекен çын пулса тăтăм. 26 Турă шухăшĕ ĕмĕртен ĕмĕре, руран ăрăва вăрттăнлăх пулса упраннă, халĕ вара Ăна ĕненекенсемшĕн вăл уçăлнă. 27 Турă Хăйĕн çыннисене çав вăрттăнлăх ытти халăхсемшĕн мĕн тери чаплă пуянлăх пулнине уçса пама кăмăл тунă. Вăрттăнлăхĕ вара – мухтавне шантаракан хăвăр ăшăрти Христос. 28 Эпир Христос çинчен пĕлтеретпĕр, кашни çынна тĕрлĕ ăс парса ăнлантаратпăр, ӳкĕтлетпĕр. Çакна эпир кирек епле çынна та Христоса ĕнентерсе Турă умне пĕр кăлтăксăр тăратас тесе тăватпăр. 29 Çавăншăн эпĕ Унăн хăвачĕпе ĕçлетĕп те, кĕрешетĕп те, Унăн хăвачĕ манра вăйлăн тапса тăрать.
1 Сирĕншĕн тата Лаодикири, Иерапольти тăвансемшĕн, тата мана курман-пĕлмен мĕн пур ĕненекенсемшĕн хам епле паттăррăн кĕрешнине манăн сире пĕлтерес килет. 2 Вĕсен чĕрисем чи паха ăнланулăхпа пуянланма тата Атте Турăпа Христос вăрттăнлăхне пĕлме юратулăхпа пĕрлешчĕр тесе, эпĕ вĕсене хастарлатма тăрăшатăп. 3 Мĕншĕн тесен ăслăлăхпа пĕлĕвĕн мĕн пур пуянлăхĕ – Христосра. 4 Çакна эпĕ сире суя сăмаха чăн туса вĕрентекенсем пĕри те ан улталайччăр тесе калатăп. 5 Кĕлеткемпе сирĕнпе мар пулин те, чунăмпа эпĕ сирĕнпех: эсир пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннишĕн, Христоса çирĕп ĕненнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп.
Христоспа пĕрлĕхлĕ çĕнĕ пурăнăç туллилĕхĕ
6 Çавăнпа та, эсир Христос Иисус Хуçамăра ĕнентĕр пулсан, малалла та Унпа пĕрлĕхлĕн пурăнăр. 7 Тымар ярса Унпа тĕрекленĕр, хăвăра вĕрентнĕ ĕненӳпе çирĕпленĕр, Турра тав тусах тăрăр. 8 Эй, тăвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем çинчен вĕрентекенсенчен асăрханăр. Вĕсем Христос хыççăн мар, этем юмах-халапĕсемпе шухăш варкăшĕсем хыççăн каяççĕ. 9 Тĕрĕссипе вара Унра, ӳтленсе килнĕскерте, Туррăн пĕтĕм туллилĕхĕ пур. 10 Унпа пĕрлĕхлĕ пулнăран кăна эсир те пурăнăç туллилĕхне илтĕр. Вăл – çӳлти пуçлăхсемпе влаçсен пуçĕ. 11 Унпа пĕрлĕхлĕ пулнине эсир ӳт кастарса палăртнă, анчах та сирĕн ӳтĕре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснăран эсир çылăхлă ӳт-пӳ хăвăрпа хуçаланнинчен хăтăлтăр. 12 Эсир тĕне кĕрсе Христоспа пĕрлех вилнĕ, Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă Турă хăватне ĕненсе Христоспа пĕрлех чĕрĕлнĕ. 13 Çылăхăрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилĕччĕ. Анчах та Турă, сирĕн çылăхсене каçарса, сире те Унпа пĕрле чĕртнĕ. 14 Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тăрăх парăмлăччĕ. Çав парăм хучĕ тăрăх пирĕн мĕн-мĕн тумаллине чĕрсе пăрахса, хутне хĕрес çине çапса, Христос Хăйĕн асапĕпе пирĕн парăма пĕтернĕ. 15 Çапла Вăл тĕттĕмлĕх пуçлăхĕсемпе влаçĕсен вăйне Хăйĕн хăвачĕпе пĕтерсе чаплăн çĕнтернĕ, вĕсенчен тĕнче кулли тунă. 16 Эппин сире ĕçме-çимене тиркеменшĕн е иудейсен уявне, çĕнĕ уйăхне, шăмат кунне тытса пыманшăн никам та ан ӳпкелештĕр. 17 Мĕншĕн тесен çаксем йăлтах – килмеллин мĕлки çеç пулнă, килмелли – Христос – халĕ Хăй кунта. 18 Эсир çĕнсе илнĕ парнене хăйсене хăйсем мĕскĕн пек кăтартса, ангелсене пуççапса киленекен, хăйсем курманнине тĕпчекен çынсем туртса ан илейччĕр. Хăйсен ăсĕпе сăлтавсăрах мухтанма юратаççĕ пулин те, ăсĕ вĕсен – çĕр çинчиллех. 19 Вĕсем пуçа пăхăнмаççĕ. Пуç йĕркелесе пынипе вара, шăмă сыпписемпе тата шăнăрсемпе пĕтĕçсе, пĕтĕм ӳт-пӳ Турă палăртнă пек аталанать. 20 Çапла вара, эсир Христоспа пĕрле вилнĕ, этемĕн шухăш варкăшĕсенчен хăпнă. Мĕншĕн-ха эппин, çак тĕнче çыннисем пек, авалхи йĕркесене пăхăнатăр? 21 «Ăна ан сĕртĕн», «куна ан çи», «çавна ан тĕкĕн», – тенине итлетĕр? 22 Çав чарнă ĕçме-çиме вăл хырăмра çĕрмелли япала кăна-çке! Эппин, йăли-йĕрки те, вĕрентĕвĕ те – этем шухăшласа кăларнăскерсем анчах. 23 Вăл вĕрентӳсем çиелтен кăна ăслăн курăнаççĕ. Тĕрĕссипе, хăй ирĕкне Турă ирĕкĕ тени те, хăйне мĕскĕн пек кăтартса, ӳт-пĕвне хавшатса йăпанни те çылăхлă кăмăл хыççăн кайниех.
1 Çапла вара, Христоспа пĕрле вилĕмрен чĕрĕлтĕр пулсан, тӳпенелле ăнтăлăр. Унта, Туррăн сылтăм енче, Христос ларать. 2 Çĕр çинчи пирки мар, çӳлти çинчен шухăшлăр. 3 Мĕншĕн тесен çĕр çинчи çылăхлă пурăнăçшăн эсир вилĕ, сирĕн пулас пурăнăçăр Турăпа юнашар ларакан Христоспа пĕрле упранать. 4 Сирĕн пурăнăçăр – Христос. Вăл тепре килсессĕн эсир те Унпа пĕрле мухтавлă пулăр. 5 Эппин çĕр çинчи кăмăл-туйăмсене: аскăнлăха, ирсĕрлĕхе, путсĕр кăмăл туртăмне, киревсĕр ĕмĕтсене, çăткăнлăха – пăрахăр. Çăткăнлăх вăл кĕлеткесене пуççапнипе пĕрех. 6 Çавăн пек кăмăл-туйăмлисене, Турра хирĕççисене, Турă çилли çитет. 7 Тахçан, вĕсемпе пĕрле пурăннă чухне, эсир хăвăр та çавнашкал кăмăл-туйăм хыççăн каятăрччĕ. 8 Халĕ çавсене йăлтах: тарăхăва, çилле, хаярлăха – пăрахăр. Сирĕн чĕлхе-çăвартан хурласа калаçни, усал сăмах ан тухтăр. 9 Пĕр-пĕрне ан суйăр, мĕншĕн тесен эсир кивĕ çынна унăн мĕн пур ĕçĕ-пуçĕпех хăвăр çинчен кивĕ тумтир пек хывса пăрахрăр, 10 çĕннине тăхăнтăр. Турра пĕлес тесе эсир çĕнелсе, хăвăра Пултаракан евĕрлĕ пулса пыратăр, 11 çавăнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирĕкли те çук. Христос кăна пур; Вăл – пĕтĕмпех, Вăл – пуринче те. 12 Çапла вара, эсир Турă суйласа илнисем пулсассăн, Унăн сăваплă та юратнă çыннисем пулсассăн, çĕнĕ тумтир тăхăнăр. Çĕнни тени çакă пултăр: хĕрхенӳ, ырăлăх, лăпкăлăх, йăвашлăх, тӳсĕмлĕх. 13 Пĕр-пĕринпе кăмăллă пулăр, пĕр-пĕрин хушшинче кӳренмелли тупăнсан, каçарăр. Христос сире каçарнă, эсир те çапла тăвăр. 14 Çак çĕнĕ тум çинчен юратулăх пиçиххине çыхăр. Мĕншĕн тесен пĕтĕмпех çыхăнтарса тăраканни, пĕр кăлтăксăр тăваканни – юратулăх. 15 Сире пĕр ӳт-пӳ пулса канăçлă пурăнма чĕнсе илнĕ. Чĕрĕрсенче Турă канăçлăхĕ хуçалантăр, кăмăлăрсем пархатарлă пулччăр. 16 Христос сăмахĕ сирĕн ăшăрта туллин тăтăр. Пĕр-пĕрне псалом, мухтав юрри, кĕлĕ юрри сăмахĕсемпе ăслăн ӳкĕтлĕр. Пĕтĕм чĕререн Хуçа Турра тав туса юрлăр. 17 Эсир кирек мĕн тусан та, кирек мĕн каласан та – пĕтĕмпех Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тăвăр, Ун урлă Атте Турра тав тăвăр.
Пĕрлехи çĕнĕ пурăнăçри тивĕçсем
18 Эй, арăмсем! Упăшкăрсене пăхăнăр, çакă сирĕн Хуçа Турă умĕнчи тивĕçĕр. 19 Эсир те, упăшкисем, арăмăрсене юратăр, вĕсемпе кăра ан пулăр. 20 Эй, ачасем! Аçăр-аннĕре пур тĕлĕшĕнчен те итлĕр, çакă Хуçа Турра юрăхлă. 21 Эй, ашшĕсем! Ачăрсен ĕмĕтне татас мар тесен, вĕсене пули-пулми ан тарăхтарăр. 22 Эй, чурасем! Çĕр çинчи хуçăрсене пур тĕлĕшĕнчен те пăхăнăр. Йапăлтисем пек вĕсене куç умĕнче юрас тесе кăна мар, Турăран хăраса, пĕтĕм чĕререн тăрăшăр. 23 Хăвăр мĕн тунине йăлтах çыншăн мар, Хуçа Турăшăн тунă пек пĕтĕм чун-чĕререн тăвăр. 24 Турă сире Хăйĕн еткерне парасса эсир пĕлетĕр, мĕншĕн тесен Христос Хуçамăршăн тăрăшатăр. 25 Кам та кам усал тăвать, ăна хăйне те усалпа тавăрса парĕç, мĕншĕн тесен Турăшăн пур çын та пĕрех.
1 Эй, хуçасем! Чурăрсемпе тĕрĕс те тӳрĕ пулăр. Çакна астусах тăрăр: сирĕн те тӳпере Хуçăр пур.
Чĕнсе каланисем
2 Турра ялан кĕлтăвăр; тимлесе, тав туса кĕлтăвăр. 3 Пирĕншĕн те кĕлтăвăр: Турă пире Христосăн вăрттăн чăнлăхĕ çинчен Хăйĕн сăмахне вĕрентмешкĕн çул уçса патăрччĕ. Христос çинчен вĕрентнĕшĕн эпĕ тĕрмере ларатăп та. 4 Ӳкĕт сăмахĕсене манăн кирлĕ пек вĕрентмелле пултăрччĕ тесе кĕлтăвăр. 5 Ĕненменнисемпе хутшăнни сая ан кайтăр тесен, хăвăра ăслă-тăнлă тыткалăр. 6 Кашнинех кирлĕ пек хурав памашкăн сăмахăр яланах кăмăллă та вырăнлă пултăр.
Çыру вĕçĕнчи саламсем
7 Ман çинчен сире ĕненӳри юратнă тăванăмăр, Хуçамăрăн шанчăклă тарçи, ĕçри юлташăм Тихик каласа парĕ. 8 Эсир мĕнле пурăннине пĕлме, сире хавхалантарма эпĕ ăна сирĕн пата ятăм. 9 Унпа пĕрле тата Турра чунтан парăннă, ĕненӳри юратнă тăванăмăра Онисима ятăм. Вăл сирĕн хушшăртан тухнăскерех. Вĕсем сире кунти ĕç-пуç çинчен каласа кăтартĕç. 10 Манпа пĕрле тĕрмере ларакан Аристарх тата Варнавăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Марк сире салам яраççĕ. (Хăвăр патăра пырсассăн Марка хапăлласа йышăнăр тесе сире хушнăччĕ ĕнтĕ.) 11 Тата сире Иуст текен Иисус та салам калать. Иудейсенчен çавсем кăна Турă Патшалăхĕшĕн манпа пĕрле ĕçлесе тăчĕç, маншăн чун уççи пулчĕç. 12 Сире тата Иисус Христос чури, хăвăр хушшăртан тухнă Епафрас саламлать. Сирĕн пĕр кăлтăксăр ĕненсе çирĕп тăмалла пултăрччĕ, Турра юрăхлине пĕтĕмпех туса пурăнмалла пултăрччĕ тесе вăл тăтăшах хĕрӳллĕн кĕлтăвать. 13 Вăл сирĕншĕн тата Лаодикипе Иерапольти ĕненекенсемшĕн питĕ тăрăшнине эпĕ çирĕплетсех калама пултаратăп. 14 Пирĕн савнă тухтăр Лука тата Димас сире салам яраççĕ. 15 Лаодикири ĕненекен тăвансене, Нимфана тата ун килĕнче пуçтарăнакан ĕненекен ушкăнрисене пирĕнтен салам калăр. 16 Çак çырăва хăвăр вуласа тухсассăн ăна Лаодикири ĕненекен ушкăнрисене вулаттарăр. Хăвăр вара эпир Лаодикине çырса янине илсе вулăр. 17 Архипа çакна калăр: «Асту, Хуçа Турă сана Хăйшĕн ĕçлесе тăма суйласа илнĕ, çав ĕçе лайăх ту». 18 Çак салам сăмахĕсене эпĕ, Павел, хам аллăмпах çыратăп. Эпĕ тĕрмере ларнине асра тытăр. Сире пурне те Турă ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррăмăрпа тата Иисус Христос Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ Фессалоникăри чиркĕве. Сире пурне те Атте Турăпа Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе канăçлăхĕ пултăр.
Фессалоникăсен ĕненĕвĕ тата вĕсен тĕслĕхĕ
2 Хамăр кĕлĕсенче сире аса илсе эпир яланах сирĕншĕн пуриншĕн те Турра тав тăватпăр. 3 Ĕненӳпе юратулăхран килекен ĕçĕре, Иисус Христос Хуçамăр панă шанчăкран килекен чăтăмлăхăра Туррăмăр тата Аттемĕр умĕнче яланах асра тытатпăр. 4 Эй, Турă савнă тăвансем! Сире Вăл суйласа илнине эпир пĕлетпĕр. 5 Мĕншĕн тесен эпир пĕлтернĕ Ырă Хыпара эсир сăмах халлĕн кăна илтмерĕр. Ырă Хыпарăн чăнлăхне эпир сире Святой Сывлăш хăвачĕпе, çирĕп ĕненӳпе вĕрентрĕмĕр. Сирĕн патăрта чухне эпир сире ырра пултăр тесе мĕнле пурăннине хăвăрах пĕлетĕр. 6 Ĕненӳшĕн хĕн-хур тӳсме лексен те, эсир пирĕн сăмаха Святой Сывлăш паракан савăнăçпа йышăнтăр. Çапла майпа эсир те пирĕн евĕрлĕ, Хуçамăр евĕрлĕ пулса тăтăр. 7 Эсир Македонипе Ахаия тăрăхĕнчи мĕн пур ĕненекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăтăр. 8 Мĕншĕн тесен Хуçамăрăн сăмахĕ сирĕн патран Македонипе Ахаияра кăна мар, пур çĕре те сарăлчĕ. Эсир Турра епле ĕненнине пур çĕрте те пĕлнĕрен пирĕн хушса каламалли нимех те çук. 9-10 Пирĕн çинчен, пире эсир епле хапăл туни çинчен çынсем хăйсемех пур çĕрте те кала-кала кăтартаççĕ. Чĕрĕ те чăн Турра чунтан парăнас тесе, Хăй вилĕмрен чĕртсе тăратнă Ывăлне, пире çитес çилĕрен хăтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кĕтес тесе, эсир кĕлеткесене пуççапма пăрахни пирки те калаçаççĕ.
Павел Фессалоникăра
1 Эй, тăвансем! Эпир сирĕн патăра пыни усăсăр пулманнине хăвăрах пĕлетĕр. 2 Маларах Филиппăра пире асап тата хур кăтартнине эсир пĕлетĕр. Апла пулин те, Туррăн Ырă Хыпарне эпир, пĕтĕм вăя хурса, Турă пулăшнипе сире хăюллăнах ӳкĕтлесе вĕрентрĕмĕр. 3 Мĕншĕн тесен пирĕн сăмахра йăнăш та, таса мар кăмăл-шухăш та, ултав та çук. 4 Пачах урăхла, Турă пире Ырă Хыпар вĕрентме епле шанса панă, çапла вĕрентетпĕр те. Эпир çынсене юрама тăрăшмастпăр, хамăр чĕресене тĕрĕслекен Турра юрама тăрăшатпăр. 5 Турă курать: эпир сирĕн умăрта нихăçан та йăпăлтатса калаçман, пирĕн пуяс-тăвас шухăш пулманнине те хăвăрах пĕлетĕр. 6 Пире этем мухтавĕ кирлĕ мар: эсир мухтани те, ыттисем мухтани те. 7 Паллах, Христос апостолĕсем пулнă май, эпир хамăра сирĕн патăрта мăнна хума пултарăттăмăр. Анчах та кăкăр çитерекен хăй ачипе епле йăваш, эпир те çапла пултăмăр. 8 Эсир пирĕншĕн хаклă çынсем пулса тăтăр, çавăнпа та, сирĕншĕн тăрăшса, эпир сире Туррăн Ырă Хыпарне пĕлтерме кăна мар, чунăмăрсене пама та хатĕрччĕ. 9 Эй, тăвансем! Эпир сирĕн патăрта Туррăн Ырă Хыпарне ӳкĕтлесе вĕрентнĕ чухне епле пурăннине астăватăр пулĕ. Сире чăрмав кӳрес мар тесе эпир кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕмĕр, хамăра хамăр йӳнеçтерсе пурăнтăмăр. 10 Эпир сирĕнпе, ĕненекенсемпе, пĕрле пулнă чухне хамăра епле сăваплă, тӳрĕ, тиркеме те çук тыткаланине эсир хăвăр та, Турă та çирĕплетме пултарать. 11-12 Хăвăрах пĕлетĕр: эпир сире пурсăра та ашшĕ ачисене ӳкĕтленĕ пекех Турра юрăхлă пурăнма тархасласа ӳкĕтлерĕмĕр, йăлăнтăмăр. Турă сире Хăйĕн Патшалăхне кĕме, Хăйĕн мухтавне тивĕçлĕ пулма чĕнсе илнĕ. 13 Эсир пирĕнтен Турă сăмахне илтсессĕн, ăна этем сăмахĕ тесе мар, Турă сăмахĕ тесе йышăнтăр. Çавăншăн эпир тăтăшах Турра тав тăватпăр. Вăл, чăнах та, Турă сăмахĕ. Çав сăмах сирĕн чĕрере – ĕненекенсен чĕринче – хăйĕн ĕçне тăвать. 14 Иудейăра Христос Иисуса ĕненекенсене иудейсемех хĕсĕрленĕ. Вĕсем евĕрлех сирĕн те, Турра ĕненекенсен, хăвăр халăх çыннисемех хĕсĕрленине тӳсме тивнĕ. 15 Иудейсем Иисус Хуçамăрпа Унăн пророкĕсене вĕлернĕ. Пире те вĕсем хăваласа кăларса ячĕç. Вĕсем Турăшăн та юрăхсăр, пĕтĕм халăха та хирĕçлеççĕ. 16 Пире иудейсем ытти халăхсене çăлăнăç Хыпарне пĕлтерме чăрмантарнă пирки вĕсем хăйсен çылăх виçине тăтăшах тултарса тăраççĕ. Вĕсене Турă çилли çитетех.
Ĕненекен ушкăна Павел тепре çитсе курма ĕмĕтленни
17 Эпир вара, тăвансемĕр, сирĕнтен кĕске вăхăтлăха уйăрăлтăмăр. Анчах та куçа-куçăн курса калаçаймастпăр пулин те, эсир асран каймарăр, сире тата ытларах курас килекен пулчĕ. 18 Çавăнпа та эпĕ, Павел, ыттисемпе пĕрле сирĕн патăра пĕр-икĕ хутчен те пыма пуçтарăннăччĕ, анчах та шуйттан чăрмантарчĕ. 19 Иисус Христос Хуçамăр тепре килсессĕн Унăн умĕнче кам пирĕн шанчăк та, савăнăç та, мухтав пуç кăшăлĕ те пулĕ? Ытти ĕненекенсемпе пĕрлех эсир те мар-и вара? 20 Эсир пирĕн чап-савăнăç вĕт-ха!
1 Çавăнпа та, уйăрăлăва текех чăтаймасăр, Афинăрах юлас терĕмĕр. 2 Тимофей тăванăмăра вара, Христосăн Ырă Хыпарне пĕлтерсе Турăшăн вăй хуракан ĕçри юлташăмăра, сире хавхалантарса ĕненĕвĕре çирĕплетме ятăмăр. 3 Çак хĕсĕрленĕ тапхăрта сирĕнтен пĕри те ĕненӳ пирки ан иккĕлентĕр терĕмĕр. Вăл асапа пире тӳсме пӳрнине хăвăрах пĕлетĕр. 4 Астăватăр-и, хамăра кĕтекен асапсем пирки эпир сире хăвăр патăрта чухне малтанах асăрхаттарнăччĕ. Калани чăна килнине халĕ хăвăрах куратăр. 5 Шуйттан сире илĕртсе улталасран, хамăр тăрăшса ĕçлени харама каясран эпĕ шиклентĕм. Çавăнпа та, ырана хăвармасăр, сирĕн ĕненĕвĕр мĕнешкел çирĕппине пĕлмешкĕн Тимофея ятăм. 6 Халĕ ĕнтĕ Тимофей сирĕн патăртан лайăх хыпарпа тавăрăнчĕ. Сирĕн ĕненесси те, юратасси те иксĕлмен иккен. Эсир пире ырăпа кăна асăнни çинчен те, эпир сире курасшăн пулнă пекех эсир те пире курасшăн иккенне те Тимофей каласа кăтартрĕ. 7 Вара эпир хамăра хĕсĕрленине, йывăр килнине пăхмасăрах, сирĕншĕн, тăвансем, савăнтăмăр; сирĕн ĕненĕвĕре курса лăплантăмăр. 8 Эсир Хуçа Турра çирĕп ĕненнине пĕлсессĕн пирĕн чун хавалĕ çĕкленчĕ. 9 Сирĕншĕн тата пире Туррăмăр умĕнче эсир кӳнĕ савăнăçшăн Турра тав туса та çитереес çук. 10 Сирĕнпе курнăçасчĕ тесе, ĕненӳре мĕн çитменнине çитересчĕ тесе, кунĕн-çĕрĕн тăрăшса кĕлтăватпăр. 11 Атте Туррăмăр тата Иисус Христос Хуçамăр пирĕн çул-йĕре сирĕн пата çавăртăрах. 12 Эпир сире юратнă пекех, Хуçа Турă сире пĕр-пĕрне те, ыттисене пурне те юратнăçемĕн юратмалла тутăрччĕ. 13 Çав юратулăхпа Вăл сире, Иисус Христос Хуçамăр Хăйĕн сăваплă çыннисемпе пуринпе те тепре киличчен, çирĕплĕх патăрччĕ; сирĕн Атте Турă умне таса сăваплăхпа тăмалла пултăрччĕ. Аминь.
Турра юрăхлă пурăнăç
1 Тăвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячĕпе çакăн пирки тархаслатпăр. Эпир сире Турра юрăхлă епле пурăнмаллине вĕрентсеччĕ, çавна сирĕн тата лайăхрах тытса пымалла пултăрччĕ. 2 Эсир хăвăра Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе эпир мĕнле пил-хушусем панине пĕлсе тăратăр. 3 Сире сăваплатакан Турă ирĕкĕ сире аскăнлăхран пăрăнма хушать. 4-5 Чăн Турра пĕлмен халăхсем пек, çылăхлă кăмăл хыççăн ан кайăр, сирĕнтен кашниех тӳрĕ те чыслă пултăр. 6 Сирĕнтен пĕри те, тĕрĕс мар çулпа кайса, хăйшĕн кăна тăрăшса, тăванне ан улталатăр. Çакнашкал хăтланса пурăнакансене Хуçа Турă тавăрать. Эпир сире ун пирки малтанах çирĕплетсе каланăччĕ. 7 Турă пире ирсĕр пулмашкăн мар, сăваплă пулмашкăн чĕнсе илнĕ. 8 Турă пире Хăйĕн Святой Сывлăшне панă. Эппин çак вĕрентĕве хирĕçлекен вăл этеме мар, Турра хирĕçлет. 9 Ĕненекен тăвансене юратасси çинчен çырма кирлех мар пуль, мĕншĕн тесен Турă сире пĕр-пĕрне юратма вĕрентнине хăвăрах пĕлетĕр. 10 Эсир пĕтĕм Македони тăрăхĕнчи ĕненекенсемпе çапла хутшăнса пурăнатăр та. Эпир вара сире пĕр-пĕрне тата ытларах юратса пурăнма тархаслатпăр. 11-12 Ĕненменнисем хăвăра хисеплеччĕр тесен, çителĕклĕ пурăнас тесен, эсир лăпкăн, хăвăр ĕçĕрпе пурăнăр. Эпир сире хушнă пек, хăвăра мĕн кирлине хăвăр ĕçлесе илĕр.
Хуçамăр килесси
13 Тăвансем! Сирĕн ыттисем пек, шанчăк çуккисем пек кулянмалла ан пултăрччĕ тесе, эпĕ сире вилнисем çинчен те пĕлтермесĕр хăварасшăн мар. 14 Мĕншĕн тесен эпир Иисус вилсе чĕрĕлнине ĕненетпĕр пулсан, Иисуса ĕненсе вилнисене те Турă Унпа пĕрле Хăй патне илсе пырасса шанатпăр. 15 Çакна эпир сире Хуçамăрăн сăмахĕпе килĕшӳллĕн калатпăр: эпир, чĕррисем, тата Хуçамăр тепре киличчен пурăнас çынсем, вилнисенчен малта пулмăпăр. 16 Мĕншĕн тесен Турă хушнипе архангел сасси тата Турă трубин сасси илтĕнсе кайсассăн тӳперен Хуçамăр Хăй анĕ. Вара Христоса ĕненсе вилнисем маларах чĕрĕлсе тăрĕç. 17 Унтан пире, чĕррисене, Хуçамăрпа тӳпере тĕл пулмашкăн вĕсемпе пĕрле пĕлĕт çине илĕç. Çапла эпир яланлăхах Хуçамăрпа пулăпăр. 18 Ĕнтĕ çак сăмахсене каласа пĕр-пĕрне хавхалантарăр.
1 Эй, тăвансем! Юлашки вăхăтсем çинчен, самант хăçан çитесси çинчен çырмашкăн кирлех те мар пулĕ тетĕп. 2 Хуçамăрăн кунĕ каçхи вăрă пек кĕтмен çĕртен килессе эсир хăвăрах аван пĕлетĕр. 3 Çынсем «лăпкă та хăрушсăр» тенĕ чухне кĕтмен çĕртен аркану килет, вăл ача çуратас асап пек килет. Унран никам та тарса хăтăлаймĕ. 4 Анчах та эсир, тăвансем, тĕттĕмлĕхре мар. Çав юлашки кун сирĕншĕн вăрă пек кĕтмен çĕртен килсе тухмĕ. 5 Мĕншĕн тесен эсир пурте – çутă ачисем, кун çути ачисем. Эпир каç ачисем те, тĕттĕмлĕх ачисем те мар. 6 Эппин ыттисем пек çывăрса выртар мар, сыхă та ăслă-тăнлă пулар. 7 Мĕншĕн тесен, сыхлăха çухатса, çывăракан çĕрле çывăрать, ĕçсе ӳсĕрĕлекен те çĕрле ĕçет. 8 Эпир вара, кун çути ачисем пулнă май, ĕненӳпе юратулăхăн тимĕр тумне тата çăлăнас шанчăкăн шлемне тăхăнар, хамăр ăс-тăна çухатар мар. 9 Турă пире Хăйĕн çиллине кăтартма мар, Иисус Христос Хуçамăр урлă çăлăнăç пама палăртса хунă. 10 Пире пурăннă чухне те, вилсессĕн те Хăйĕнпе пултарас тесе, Христос пирĕншĕн пурăнăçне панă. 11 Çапла вара, халĕ эсир пĕр-пĕрне мĕнле ӳкĕтлесе, ăс парса пурăнатăр, малашне те çаплах пулăр.
Çыру вĕçĕнче ӳкĕтленисем, саламсем
12 Эй, тăвансем! Эпир сире хăвăр хушшăрта ĕçлекенсене – Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пултармашкăн ертсе пыракансене тата вĕрентекенсене – сума сума ыйтатпăр. 13 Вĕсене ĕçĕсемшĕн юратăр, пысăка хурса хисеплĕр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр. 14 Тăвансем! Сире тархасласах калатпăр: наянсене ĕçлеме ӳкĕте кĕртĕр, хавшак чунлисене хавхалантарăр, вăйсăррисемшĕн тĕрек пулăр. Пуринпе те чăтăмлă пулăр. 15 Асăрхăр, усала хирĕç усалпа никам та ан тавăртăр. Пĕр-пĕрне те, ыттисене те – яланах ырă тума тăрăшăр. 16 Яланах савăклă пулăр. 17 Тăтăшах кĕлтăвăр. 18 Пуриншĕн те тав тăвăр, сире, Христоса ĕненекенсене, Турă çапла хушать. 19 Турă Сывлăшне сӳнме ан парăр. 20 Пророкла каланисене ним вырăнне те хуманни ан пултăр. 21 Ку аван-и, аван мар-и тесе шухăшлăр та, аванни хыççăн кайăр. 22 Тĕрлĕ усалтан аякра тăрăр. 23 Канăçлăх Турри Хăй сире туллин сăвапласа тасаттăр. Иисус Христос Хуçамăр тепре киличчен сирĕнте йăлтах: чун-чĕм те, чун та, ӳт-пӳ те – тĕрĕс-тĕкел упранса юлтăр. 24 Çакна хăвăра Чĕнекен тăвĕ, Вăл Хăйĕн сăмахне тытать. 25 Тăвансемĕр! Пирĕншĕн кĕлтăвăр. 26 Ĕненекен мĕн пур тăванăмăрсене сăваплăн, тăванла чуптуса саламлăр. 27 Хуçа Турра асăнса тархаслатăп: çак çырăва мĕн пур ĕненекен тăвансене вуласа парăр. 28 Сире Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррăмăрпа тата Иисус Христос Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ Фессалоникăри чиркĕве. 2 Сире пурне те Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе канăçлăхĕ пултăр.
Христос тепре килсен пулас суд
3 Сирĕншĕн, тăвансемĕр, пирĕн яланах Турра тав тумалла. Çапла туни тĕрĕс пулĕччĕ, мĕншĕн тесен сирĕн ĕненĕвĕр çирĕпленсех пырать, сирĕн хушшăрта пĕр-пĕрне юратасси те вăйлансах пырать. 4 Çавăнпа эпир Туррăн чиркĕвĕсенче сирĕнпе мухтанатпăр: эсир хĕсĕрлевпе хĕн-хура чăтăмлăн та ĕненӳллĕн тӳссе ирттернĕшĕн сирĕнпе мухтанатпăр. 5 Эсир хĕн-хур тӳсни Туррăн тӳрĕ сучĕ пулассине пĕлтерет; эсир хăвăра тивĕçес Турă Патшалăхĕшĕн тӳсетĕр. 6 Мĕншĕн тесен Турă тĕрĕслĕхлĕ: сире хĕн-хур кăтартакансене хуйхă-суйхă тавăрса парĕ, 7 сире вара, хĕн-хур тӳсекенсене, Иисус Хуçамăр Хăйĕн хăватлă ангелĕсемпе тӳперен килнĕ чухне Турă пирĕнпе танах канăçлăх парĕ. 8 Ун чухне Турра пĕлес теменнисене, Иисус Христос Хуçамăрăн Ырă Хыпарне пăхăнас теменнисене вутланакан çулăмра тавăру пулĕ. 9 Вĕсене Христос Хуçамăртан тата Унăн хăватлă мухтавĕнчен яланлăхах уйăрса ĕмĕрлĕх вилĕмпе айăпланмалла тăвĕç. 10 Çав юлашки кун Вăл килĕ те мĕн пур ĕненекенĕсем Хăйне савăнса-тĕлĕнсе мухтанине курĕ. Эпир пĕлтернĕ Ырă Хыпара ĕненнĕрен эсир те мухтакансем хушшинче пулăр. 11 Çавăнпа та эпир яланах сирĕншĕн кĕлтăватпăр: Туррăмăр сире мĕншĕн суйласа илнĕ, çавна тивĕçлĕ тутăрччĕ; ырă тума та, ĕненĕве ĕçпе çирĕплетме те вăй патăрччĕ тетпĕр. 12 Çапла майпа, эсир тăрăшнине пула, Иисус Христос Хуçамăр ячĕ мухтавлă пулĕ. Туррăмăрăн тата Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕпе вара эсир те Ун урлă мухтава тухăр.
Турра хирĕç çын
1 Тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр килесси пирки тата хамăр Ăна кĕтсе илесси пирки вара çакна йăлăнсах ыйтатпăр: 2 иккĕленме ан васкăр. Христос килес кун çитрĕ те ĕнтĕ тесе пророкла калани те, сас-хура та, пирĕн ятпа тесе çырнă çыру та сире пăтраштарса ан ятăр. 3 Никам та нимĕнле майпа та сире улталама ан пултарайтăр. Мĕншĕн тесен çав юлашки кун çитиччен маларах Турра хирĕç пысăк пăлхав пулмалла, çылăх çынни – пĕтеслĕх ывăлĕ – килмелле. 4 Çавскер мĕн пуррине йăлтах хирĕçлĕ. «Турă», «сăваплăх» тетпĕр эпир. Вăл вара хăйне вĕсенчен те çӳле хурĕ. Турă Çуртне вăл Турă пек кĕрсе ларĕ те хăйне Турă тесе пĕлтерĕ. 5 Çапла пуласса эпĕ сирĕн патăрта чухнех сире каласаттăм. Астумастăр-и? 6 Хăйĕн вăхăчĕ çитиччен Турра хирĕç çав çын мĕншĕн палăрманнине эсир халĕ пĕлетĕр. 7 Усалăн ĕçĕсем вăрттăн пуçланнă та ĕнтĕ, анчах халĕ ăна чарса тăраканĕ пур. Çав чарса тăракана сириччен нимех те пулмалла мар-ха. 8 Чарса тăраканнине сирсессĕн вара Турра хирĕç çын килĕ. Анчах та Иисус Хуçамăр ăна Хăйĕн çăварĕнчи сывлăшĕпех çапса антарĕ, Хăй иккĕмĕш хут килнипе пĕтерĕ. 9 Турра хирĕç çын килесси шуйттан тăрăшнипе пулĕ. Килессе вăл шуйттанла вăйпа, суя паллăсемпе хăватсем кăтартса, 10 тĕрлĕрен суя-ултавпа килĕ. Хăйсене çăлăнăç кӳрекен чăнлăха юратман пирки пĕтес çул çине тăнисене вăл хăй майлă çавăрĕ. 11 Çавăнпа Турă вĕсене ултав аллине парĕ, вĕсем ĕнтĕ суялăха ĕненĕç. 12 Чăнлăха ĕненес вырăнне суялăха юратакансене пурне те суд кунĕнче айăплав пултăр тесе Турă çапла тăвĕ.
Сире çăлса хăвармашкăн суйласа илнĕ
13 Хуçа Турă савакан тăванăмăрсем! Пирĕн сирĕншĕн Турра тăтăшах тав тумалла. Мĕншĕн тесен Турă сире Святой Сывлăшпа сăваплатса, чăнлăха ĕнентерсе çăлса хăвармашкăн чăн малтанах суйласа илнĕ. 14 Иисус Христос Хуçамăрăн мухтавĕ сире те тивĕçтĕр тесе, эпир вĕрентекен Ырă Хыпар урлă çăлса хăварма Турă сире чĕнсе илнĕ. 15 Эппин, тăванăмăрсем, тĕреклĕ тăрăр. Эпир сире сăмах вĕççĕн е çыру урлă панă вĕрентĕве çирĕп тытса пырăр. 16 Хăйĕн ырăлăхне пула пире савса ĕмĕрлĕх хавхалану тата ырă шанчăк панă Иисус Христос Хуçамăрпа Атте Туррăмăр 17 сирĕн чун-чĕрĕре лăплантартăр, калас ырă сăмахпа тăвас ырă ĕç валли çирĕплĕх патăр.
Пирĕншĕн кĕлтăвăр
1 Çапла ĕнтĕ, тăвансемĕр, пирĕншĕн кĕлтăвăр. Хуçамăрăн сăмахĕ сарăлнăçемĕн сарăлса пытăрччĕ, хăвăр патăрти пекех мухтавлă пултăрччĕ. 2 Тата Турă пире пăсăк та усал çынсенчен хăтартăрччĕ тесе кĕлтăвăр, мĕншĕн тесен ĕненӳ пурин те çук-ха. 3 Анчах та Хуçамăр шанчăклă. Вăл сире çирĕплĕх парса усалтан упраса хăваратех. 4 Эсир Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулнăран эпир сире мĕн хушнине пурнăçланине, малашне те пурнăçласса шанатпăр. 5 Хуçамăр сире Хăйĕн юратулăхĕ патне, Христос чăтăмлăхĕ патне çул кăтарттăр.
Наянлăхран асăрхаттарни
6 Эй, тăвансем! Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе эпир сире хистесех çакна калатпăр: наянланса пурăнакан тăванăрсенчен пăрăнса çӳрĕр. Вĕсем эпир вĕрентнĕ пек пурăнмаççĕ. 7 Пирнешкел пурăнмаллине эсир хăвăрах пĕлетĕр. Эпир вара сирĕн патăрта ĕçсĕр ларман, 8 никамăн татăк çăкăрне те тарам çимен. Сире чăрмав кӳрес марччĕ тесе çĕрĕн-кунĕн ĕç ĕçлесе пурăнтăмăр. 9 Паллах, ĕненекенсен шучĕпе пурăнма пирĕн ирĕк пур, анчах та, сирĕншĕн тĕслĕх пулас тесе, эпир хамăра хамăр тăрантарса пурăнтăмăр. 10 Сирĕн патăрта пурăннă чухнех эпир сире çапла вĕрентеттĕмĕр: «Кам ĕçлемест, çав çимест». 11 Анчах та сирĕн патăрта хăшĕ-пĕрисем ĕçлеме ӳркенеççĕ, ĕçрен тарма тăрăшаççĕ текен сас-хура пирĕн хăлхана та кĕчĕ. 12 Унашкаллисене Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе пули-пулми сăмах вакламасăр ĕçлеме, хăйсене хăйсем тăрантарса пурăнма ӳкĕтлетпĕр. 13 Эсир вара, тăвансем, ырă туса пурăннăшăн ан хуйхăрăр. 14 Çак çырури сăмахсене кам та кам пăхăнас темест, астуса юлăр та, ăна намăс пултăр тесе, унпа хутшăнса ан пурăнăр. 15 Анчах та ăна тăшман вырăнне ан хурăр, тăвана ӳкĕтленĕ пек ӳкĕтлĕр.
Пиллени
16 Сире канăçлăх Турри Хăй пур енчен те яланах канăçлăх патăр. Хуçа Турă сирĕнпе пуринпе те пултăр. 17 Çырусене чăнласах хам янине паллă тумашкăн эпĕ, Павел, хам аллăмпах çапла çырса саламлатăп. 18 Сире пурне те Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Хамăра Çăлакан Туррăмăр тата хамăр шанчăкăмăр Иисус Христос Хуçамăр хушнипе Унăн апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран – 2 ĕненӳри чăн-чăн ывăлăма Тимофея. Сана Атте Туррăмăрпа Христос Иисус Хуçамăртан ырăлăх, тивлет тата канăçлăх пултăр.
Суя вĕрентӳсенчен асăрхаттарни
3 Хам Македоние çула тухас умĕн эпĕ сана Ефесрах юлма ыйтнăччĕ, унти суя вĕрентӳсем саракансене чарăнма хушса ӳкĕтлеме ыйтсаттăм. 4 Эсĕ вĕсене халап хыççăн кайма, йăх-несĕл тымарĕсене тĕпчесе вĕçсĕр-хĕрсĕр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кăна, Турă хушнă пек ĕненме чăрмантарать кăна. 5 Ӳкĕтĕн тĕллевĕ вара – таса чĕререн, таса чунран, чăн-чăн ĕненӳрен килекен юратулăх. 6 Хăшĕ-пĕрисем, çак тĕллеврен пăрăнса, пуш сăмах çаптарас çул çине тăнă. 7 Вĕсем Турă йĕркине вĕрентесшĕн, анчах та хăйсем мĕн каланине, мĕне ĕнентересшĕн пулнине хăйсем те ăнланмаççĕ. 8 Саккунпа тĕрĕс усă куракан çыншăн саккун лайăххине эпир пĕлетпĕр. 9 Унашкал çын хăй те çакна лайăх пĕлет: саккуна тӳрĕ пурăнакансем валли çырман. Саккун вăл – йĕркесĕррисемпе пăхăнманнисем валли, Турра хисеплеменнисемпе çылăхлисем валли, пăсăккисемпе ирсĕррисем валли, ашшĕ-амăшĕ çине алă çĕклекенсем валли, çын вĕлерекенсем валли, 10 ясаррисем валли, арçынпа асакан арçынсем валли, чура сутуçисем валли, элекçĕсем, выльхпа асакан арçынсем валли, суеçĕсем, тупа тунине пăсакансем валли, тĕрĕс вĕрентĕве хирĕçлекен мĕн пур çын валли. 11 Ырăлăхлă Туррăн мухтавлă Ырă Хыпарне пĕлтерме мана та шанса панă.
Хĕрхеннĕшĕн Турра тав туни
12 Хама вăй-хăват панă Христос Иисус Хуçамăра тав тăватăп. Вăл мана шанса Хăйшĕн ĕçлеме ирĕк пачĕ. 13 Эпĕ малтан Христоса ĕненекенсене хурлаттăм, хĕсĕрлеттĕм, кӳрентереттĕм. Анчах та эпĕ пĕлменрен, ĕненменрен çапла хăтланнă пирки Турă мана хĕрхенчĕ. 14 Иисус Христоса ĕненсе юратсан вара чун-чĕрем Хуçамăрăн Иисус Христосăн ырăлăхĕпе тулчĕ. 15 Эпĕ калани чăн, çав сăмаха пирĕн тĕппипех йышăнмалла: Христос Иисус çак тĕнчене çылăхлисене çăлма килнĕ. Эпĕ – çылăхлисенчен те çылăхлăрах. 16 Христос Иисус Хăйĕн виçесĕр чăтăмлăхне чи малтан ман урлă палăрттăр тесе, малашлăхра Хăйне ĕненекенсем ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулмашкăн манра тĕслĕх курччăр тесе Турă мана хĕрхенчĕ те. 17 Ĕмĕрлĕх Патшине, вилĕмсĕр те курăнми пĕртен-пĕр ăслăран та ăслă Турра, ĕмĕр-ĕмĕр чыс та мухтав пултăр. Аминь. 18 Тимофей ывăлăм! Сан пирки тахçанах каланă пророкла сăмахсемпе килĕшӳллĕн эпĕ сана канаш паратăп. Çав сăмахсемпе хĕç-пăшалланса лайăх çар çынни пек çапăç, 19 ĕненӳллĕ те таса чунлă пул. Хăшĕ-пĕрисем çав пахалăхсене çухатрĕç те, вĕсен ĕненĕвĕ карап путнă пек путланчĕ. 20 Çавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпĕ вĕсене, Турра хурласа калаçма юраманнине пĕлччĕр тесе, шуйттана патăм.
Кĕлтума вĕрентни
1 Чи малтанах эпĕ сана çакна каласшăн: мĕн пур çынсемшĕн Турра кĕлтăвăр, тархаслăр, йăлăнăр, тав тăвăр. 2 Хамăрăн лăпкăн та канăçлăн, Турра хисеплесе, тасан пурăнмалла пултăрччĕ тесе, патшасемшĕн те, мĕн пур пуçлăхсемшĕн те кĕлтăвăр. 3 Çапла туни Турăшăн, Çăлаканăмăршăн аван, юрăхлă. 4 Турă мĕн пур çын çăлăнтăр, чăнлăха пĕлсе çиттĕр тет. 5 Мĕншĕн тесен Турă пĕрре, этемпе Турă хушшинче Тăраканни те – Иисус Христос çын – пĕрре. 6 Мĕн пур çынсене çылăхран тӳлесе илес тесе, Вăл Хăйĕн пурăнăçне панă. Хăй вăхăтĕнче çапла çирĕплетсе пĕлтернине 7 ытти халăхсем хушшине сармашкăн мана ӳкĕтлевçĕ тата апостол пулма суйланă. Эпĕ суймастăп, Христос умĕнче чăннине калатăп! Мана Турра пĕлмен халăхсене чăнлăхпа ĕненӳ çинчен каласа вĕрентме суйланă. 8 Çапла ĕнтĕ, эпĕ арçынсен пур ял-хулара та кĕлтумалла тетĕп. Вĕсем çилленмесĕр, иккĕленмесĕр аллисене Турă патнелле таса шухăшпа çĕклеччĕр тетĕп. 9 Тата хĕрарăмсем те тирпейлĕ тумтирпе çӳреччĕр, вăтанма, таса шухăшлă пулма пĕлччĕр. Çӳçне-пуçне капăрлатас, ылтăнпа тата ĕнчĕпе илемленес, чаплă тум тăхăнас вырăнне 10 ырă ĕç туса палăрччăр. Турра хисеплекен хĕрарăмсен çапла пулмалла та. 11 Ӳкĕтсене хĕрарăм пĕр сăмахсăр, хирĕçлемесĕр итлетĕр. 12 Хĕрарăм арçынна ан вĕренттĕр, унпа ан хуçалантăр, чĕнмесĕр тăтăр. 13 Çакна эпĕ акă мĕншĕн калатăп: Турă малтан Адама пултарнă, кайран – Евăна. 14 Адам хăй улталанман, хĕрарăм, илĕртĕнсе, çылăха кĕнĕ. 15 Анчах та хĕрарăм ача çуратса ӳстерсе çăлăнма пултарать. Паллах, çăлăнас тесессĕн унăн ĕненсе, юратса, таса, виçине пĕлсе пурăнмалла.
Чиркӳ пуçлăхĕсен мĕнле пулмалла
1 Чăннипех, кам чиркӳ пуçлăхĕ пуласшăн, çав ырă ĕç тăвасшăн. 2 Анчах та чиркӳ пуçлăхĕн никам тиркейми тӳрĕ пурăнмалла: пĕрре кăна авланмалла, хăйне хăй тытма пĕлмелле. Унăн таса шухăш-кăмăллă, йĕркеллĕ, тараватлă пулмалла, вĕрентме пĕлмелле. 3 Чиркӳ пуçлăхĕн ĕçкĕç, çын çине алă çĕклекен, чăркăш, хăй уссишĕн тăрăшакан, мулшăн çунакан пулмалла мар. Вăл йăваш та лăпкă çын пултăр. 4 Вăл лайăх кил хуçи, лайăх ашшĕ пултăр, ачисем ăна хисеплеччĕр, итлеччĕр. 5 Енчен те çын хăйĕн кил-йышне, хуçалăхне йĕркеллĕ тытаймасть пулсан, епле-ха вăл Турă Чиркĕвĕшĕн тăрăшайтăр? 6 Чиркӳ пуçлăхне анчахрах тĕне кĕнисене лартмалла мар, мĕншĕн тесен унашкалли мăнкăмăлланса кайма пултарĕ. Вара, шуйттан пекех, суд айăплавне тивĕç пулĕ. 7 Тата чиркӳ пуçлăхĕ çинчен чиркĕве çӳременнисем те ырăпа калаçчăр. Ун пирки япăх калаçсан унăн шуйттан танатине лекмелле пулĕ.
Чиркӳри пулăшуçăсен мĕнле пулмалла
8 Çавнашкалах диаконсем те хисепе тивĕç çынсем пулмалла. Вĕсем икĕ питлĕ, ĕçкĕç, хăй уссишĕн тăрăшакан çынсем ан пулччăр. 9 Ĕненӳ вăрттăнлăхне вĕсем таса чунĕсенче упраччăр. 10 Чиркӳри пулăшуçă пулас текенсене вара малтан тĕрĕслесе пăхмалла, кăлтăк-сăлтăк тупăнмасан тин чиркӳре ĕçлесе тăма ирĕк памалла. 11 Чиркӳре пулăшса тăракан хĕрарăмсен те хисепе тивĕç пулмалла. Вĕсем элекçĕсем ан пулччăр, хăйсене хăйсем тытма пĕлччĕр, пур енчен те шанчăклă пулччăр. 12 Чиркӳри пулăшуçă та пĕрре кăна авланнă çын пулмалла. Вăл ачи-пăчине те, хуçалăхне те лайăх пăхаканскер пултăр. 13 Мĕншĕн тесен ĕçĕсене лайăх туса пынă чиркӳри пулăшуçăсем аслăрах вырăна кĕме тивĕçеççĕ, Христос Иисуса ĕненсе вĕсем хăюлланаççĕ.
Пирĕн ĕненĕвĕн вăрттăнлăхĕ
14 Çакна эпĕ сан патна часах çитсе курасса шанса çыратăп. 15 Эпĕ часах пыраймасан, хăвна Турă çуртĕнче епле тыткаламаллине пĕлсе тăтăр тетĕп. Турă çурчĕ вăл – чĕрĕ Туррăн Чиркĕвĕ, чăнлăх никĕсĕпе тĕрекĕ. 16 Паллах, эпир Турра хисепленин вăрттăнлăхĕ пысăкран та пысăк: Турă ӳтленсе килнĕ, Вăл Кам пулнине Сывлăш çирĕплетнĕ, Ăна ангелсем те курнă, Ун çинчен ытти халăхсене ӳкĕтлесе вĕрентнĕ, тĕнче Ăна ĕненсе йышăннă, тӳпене Вăл мухтавлăхпа çĕкленнĕ.
Ĕненме пăрахас вăхăтсем çинчен калани
1 Юлашки вăхăтсенче хăшĕ-пĕрисем ĕненме пăрахасси çинчен Святой Сывлăш татăклăн калать. Вĕсем аташтаракан сывлăшсене итлĕç, шуйттанла вĕрентӳсем хыççăн кайĕç. 2 Çавнашкал вĕрентӳсене икĕ питлĕ, çунса кĕлленнĕ чунлă суя вĕрентӳçĕсем сарĕç. 3 Вĕсем мăшăрланма, хăш-пĕр апат-çимĕçе çиме чарĕç. Анчах та ĕненекенсем, чăнлăха пĕлекенсем тав туса çиччĕр тесе пур апат-çимĕçе те Турă пултарнă-çке-ха. 4 Турă пултарни вара йăлтах лайăх, тав туса йышăнсассăн йăлтах аван, 5 мĕншĕн тесен вăл Турă сăмахĕпе тата кĕлĕ тунипе сăвапланать.
Христосăн лайăх тарçи
6 Эсĕ çакна ĕненекен тăвансене ăнлантарса парсассăн, Иисус Христосăн лайăх тарçи пулатăн. Лайăх тарçă вара ĕненӳ сăмахĕсенчен тата хăй йышăннă ырă вĕрентӳрен вăй-хăват илет. 7 Карчăк-кĕрчĕкĕн юрăхсăр сăмах-юмахне итлессинчен пăрăн, Турра хисеплессине аталантар. 8 Мĕншĕн тесен ӳт-пĕве аталантарни пĕр енчен кăна усăллă, Турра хисеплессине аталантарни вара пур енчен те усăллă. Вăл пире хальхи пурăнăçра та шанчăк парать, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕме те шантарать. 9 Сăмахăм тĕрĕс, ăна пурте тĕппипех йышăнма тивĕç. 10 Мĕншĕн тесен эпир чĕрĕ Турра шаннăран тăрăшатпăр, хур кăтартнине тӳсетпĕр. Чĕрĕ Турă вара – пур çынна та, уйрăммăнах ĕненекенсене, Çăлакан. 11 Çапла каласа ӳкĕтле, вĕрент. 12 Сана çамрăк тесе никам та çӳлтен ан пăхтăр. Ĕненекенсем санăн сăмахна, пурăнăçна, юратулăхна, чун-чĕмне, ĕненĕвне, тасалăхна тĕслĕх вырăнне хуччăр. 13 Эпĕ пыриччен эсĕ çынсене Çырнине вуласа пар, ӳкĕтле, вĕрент. 14 Пророкла каланисемпе килĕшӳллĕн священниксем алă хунипе хăвна панă пултарулăхна сая ан яр. 15 Пурин куçĕ умĕнче те сан çитĕнĕвӳсем паллă пулччăр тесен, яланах тивĕçӳ çинчен шухăшла, пĕтĕм чунна парса тăрăш. 16 Хăвна та, ху мĕне вĕрентнине те лайăхрах пĕлме тăрăш. Çапла тусассăн çеç эсĕ хăвна та, хăвна итлекенсене те çăлма пултарăн.
Ĕненекенсем умĕнче хăвна мĕнле тыткаламалла
1 Ватă çынна ӳпкелешмесĕр, аçу вырăнне хурса, çамрăксене шăллу вырăнне хурса ӳкĕтле. 2 Карчăксене аннӳ вырăнне хурса, çамрăк хĕрарăмсене йăмăку вырăнне хурса таса чунлăн ӳкĕтле. 3 Хăр тăлăх тăрса юлнă арăмсене хисеплесе пулăш. 4 Енчен те тăлăх арăмăн ачисем е мăнукĕсем пулсассăн, вĕсем чи малтан кил-йышне хисеплеме вĕренччĕр. Ачи-пăчисем ашшĕ-амăшне ырăпа тавăрччăр. Çапла туни Турра юрăхлă. 5 Чăн-чăн тăлăх арăм, пĕччен юлсан та, Турра шанать, кунĕн-çĕрĕн Турра йăлăнса кĕлтăвать. 6 Киленсе кăна пурăнакан тăлăх арăм вара чĕрĕллех вилнĕ пулать. 7 Çаксене йăлтах эсĕ вĕсене каласа ăнлантар. Вара вĕсем тасан пурăнĕç. 8 Кам тăванĕсемшĕн, уйрăммăнах кил-йышĕшĕн, тăрăшмасть, çав ĕненӳрен пăрăннă, унашкалли ĕненмен çынран та япăхрах. 9 Утмăл çула çитнисене, пĕрре кăна качча кайнисене чиркӳри тăлăх арăмсен шутне кĕрт. 10 Çав тăлăх арăмсен ырă ĕçĕсемпе палăрмалла: ачисене пăхса ӳстермелле, ĕненекен çул çӳренсемпе тарават пулмалла, ĕненекен тăвансен урисене çуса ямалла, инкеке лекнисене пулăшмалла, кирек епле ырă ĕçе те тăрăшса тумалла. 11 Çамрăккисене вара чиркӳри тăлăх арăмсен шутне ан кĕрт. Мĕншĕн тесен Христоса чунтан парăнас вырăнне вĕсем ӳт-пӳ хистени хыççăн каяççĕ, качча тухас шухăшпа пурăнаççĕ. 12 Вĕсем ĕненĕве чунтан парăнмашкăн маларах панă сăмахне тытмаççĕ, çавăнпа та айăпа тивĕçлĕ. 13 Тата вĕсем ĕçсĕр аптăраса килрен киле çӳреме хăнăхаççĕ. Вĕсем ĕçсĕр аптăраса çӳреççĕ кăна мар, элек сараççĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çĕре хутшăнса кĕрсе каяççĕ, калама юраманнине калаççĕ. 14 Çапла вара, çамрăк тăлăх арăмсене манăн качча кайма, ача-пăча çуратма, кил-çурта пăхса тăма хушас килет. Çапла тусан вĕсем хамăр тăшмансене усал сăмах сарма сăлтав памĕччĕç. 15 Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, ĕненме пăрахса, шуйттан хыççăн кайрĕ те ĕнтĕ. 16 Ĕненекенсен кил-йышĕнче тăлăх арăм пур пулсан, чиркĕве йывăр ан пултăр тесе, тăлăха хăйсемех пулăшчăр. Вара чиркӳ хăр тăлăх арăмсене пулăшма вăй çитерĕ. 17 Чиркĕве ертсе пыракан пресвитерсене, уйрăммăнах тăрăшса ӳкĕтлекеннисене, вĕрентекеннисене, ыттисенчен ытларах хисепле. 18 Мĕншĕн тесен Çырнинче çапла каланă: «Авăн ашакан вăкăрăн çăварне ан хупла» тата «çлекен çын тӳлев илме тивĕçлĕ». 19 Иккĕн е виççĕн айăп кăтартмасăр пресвитера айăпланине ан йышăн. 20 Çылăха кĕрекенсене, ыттисем хăраччăр тесе, пĕтĕм халăх умĕнче питле. 21 Турăпа Иисус Христос Хуçамăр тата çӳлти престол патĕнчи ангелсем умĕнче маларах асăрхаттарнине тытса пыма хушатăп. Никама та мала ан хур, кăмăлу хыççăн ан кай. 22 Алă хумалли йăлана та васкаса ан ту, пĕлнĕ-пĕлмен çынна чиркӳре ĕçлекен туса, унăн çылăхĕсене ан хутшăн. Чун тасалăхне упра. 23 Шыв ĕçсе кăна ан пурăн, малашне кăштах хĕрлĕ эрех те ĕçкеле. Вара вар-хырăмна усă пулĕ, тăтăшах чирлемĕн. 24 Хăш-пĕр çынсем çылăха кĕни уççăнах палăрать, вĕсем айăпланасси те халех курăнать. Теприсен çылăхĕсем вара каярахпа тин паллă пулаççĕ. 25 Ырă ĕçсем те çавнашкалах палăраççĕ; енчен те вĕсем ырă мар пулсан, пытарăнса юлаймĕç.
1 Турă ятне тата Унăн вĕрентĕвне хур тума парас мар тесен, пусмăрта пурăнакан чурасен хăйсен хуçисене хисеплемелле. 2 Хăш чурасен хуçисем хăйсем те Турра ĕненеççĕ пулсан, вĕсем пирĕн ĕненекен тăвансем-ха тесе, чурасен хăйсен хуçисене хисеплемесĕр тăмалла мар. Пачах урăхла, хуçисем хăйсен савнă ĕненекен тăванĕсем, ырă тăваканĕсем пулнине кура, чурасен хуçисемшĕн тата лайăхрах тăрăшса ĕçлемелле. Çапла ӳкĕтлесе вĕрент.
Суя вĕрентӳ тата чăн-чăн пуянлăх
3 Кам та кам урăхла вĕрентет, Иисус Христос Хуçамăрăн тĕрĕс сăмахĕсемпе тата Турра хисеплемелли вĕрентӳпе килĕшмест, – 4 çавă мăнкăмăллă, вăл нимĕн те пĕлмест. Анчах та, çиеле тухасшăн, яланах тавлашать. Тавлашусем вара кĕвĕçӳ, хирĕçӳ, йывăр сăмах, киревсĕр шанманлăх çуратаççĕ. 5 Усăсăр тавлашусем пăсăк слă çынсем хушшинче сиксе тухаççĕ. Вĕсем, чăнлăха çухатса, Турра хисеплени пуйтарать тесе шухăшлаççĕ. Унашкаллисемпе ан çыхлан. 6 Мĕн пуррипе çырлахма пĕлекен çынсемшĕн Турра хисеплени, чăнах та, пысăк пуянлăх. 7 Мĕншĕн тесен эпир ку тĕнчене пуш алăпа килнĕ, каясса та, паллах, пуш алăпах кайăпăр. 8 Çимелли, тумланмалли пулсассăн çырлахăпăр. 9 Пуяс текенсем вара, шуйттан илĕртнипе улталанса, танатана çакланаççĕ. Вара вĕсем тĕрлĕ ăссăр та сиенлĕ шухăш-кăмăл хыççăн кайса шар кураççĕ, пĕтеççĕ. 10 Мĕншĕн тесен пĕтĕм инкек-синкек сăлтавĕ – укçана юратни. Хăшĕ-пĕри, укçа хыççăн хăваласа, ĕненĕвĕн тĕрĕс çулĕнчен пăрăнса кайрĕç те хăйсене валли хăйсемех нумай хуйхă тупрĕç.
Ĕненӳшĕн чыслăн кĕрешесси
11 Эсĕ вара, Туррăн çынни, унашкаллинчен пăрăнса çӳре; тӳрĕлĕх, Турра хисеплени, ĕненӳ, юратулăх, чăтăмлăх, йăвашлăх патне ăнтăл. 12 Эсĕ ĕненӳшĕн чыслăн кĕреш. Сана ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн суйласа илнĕ. Эсĕ ун çинчен нумай çын умĕнче аван çирĕплетсе пĕлтертĕн. Ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕресчĕ тесе тăрăш. 13 Пурне те пурăнăç паракан Турă ячĕпе тата Понтий Пилат умĕнче Хăй çинчен чаплăн каласа пĕлтернĕ Христос Иисус ячĕпе сана çапла хушса калатăп: 14 Иисус Христос Хуçамăр тепре киличченех хăвна мĕн хушнине тасан та лайăххăн туса пурăн. 15 Палăртнă вăхăт çитсессĕн пĕртен-пĕр, хăватлă, ырăлăхлă патшасен Патши, хуçасен Хуçи тĕнчене Христоса ярĕ. 16 Турă – пĕртен-пĕр вилĕмсĕрскер, çитме çук çутăра пурăнаканскер, этемсенчен пĕри те Ăна курман, кураяс та çук. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă та хăватлă! Аминь. 17 Ку тĕнчере пуяннисене каласа ӳкĕтле: вĕсем хăйсене ытлашши мăнна ан хуччăр, ултавлă пуянлăхне мар, чĕрĕ Турра шанччăр. Пире савăнса пурăнма мĕн кирлине Турă туллин парать. 18 Пуянсене ырă ĕç тума ӳкĕтле, вĕсем ырă ĕçĕсемпе пуян пулччăр, укçи-тенкине ан хĕрхенччĕр, яланах пулăшма хатĕр пулччăр. 19 Çапла тусан вĕсем ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн мул пухĕç. Çав мул вара – пуласлăхăн çирĕп никĕсĕ. 20 Тимофей! Хăвна шанса панине упра. Пуш сăмахран тата пĕлӳ текен, анчах чăнлăха хирĕçлекен суя сăмахран пăрăн. 21 Шел пулин те, хăшĕ-пĕрисем, çавнашкал пĕлӳ хыççăн кайса, ĕненӳрен пăрăнчĕç. Сана Турă тивлечĕ пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Турă ирĕкĕпе Иисус Христос апостолĕ пулма тивĕçнĕ, Христос Иисус урлă ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулма шанчăк илнĕ Павелран – 2 ĕненӳри савнă ывăлăма Тимофея. Атте Турăпа Иисус Христос Хуçамăртан сана ырăлăх, тивлет, канăçлăх пултăр.
Ырă Хыпара чунтан парăнни
3 Эпĕ Турăшăн мăн асаттемĕрсем пекех таса чунпа ĕçлесе тăратăп. Хамăн кĕллĕмре эпĕ сана çине-çинех, ирĕн-каçăн асилетĕп, саншăн Турра тав тăватăп. 4 Эсĕ маншăн куççуль тăкнине асилетĕп те – сана курассăм килет. Курса чун-чĕререн савăнăттăмччĕ. 5 Эсĕ чунтан ĕненнине те асилетĕп. Лоида асаннӳ те, Евника аннӳ те çавнашкалах ĕненетчĕç. Çав ĕненӳ санра пуррине шанатăп. 6 Çавăнпа та асту, Турă панă пултарулăха сӳнме ан пар; çав пултарулăха эпĕ сана алă хурсах парсаттăм. 7 Турă пире хăрав сывлăшне паман-çке-ха. Вăл пире хăватлă, юратуллă, таса ăслă сывлăш панă. 8 Эппин Иисус Христос Хуçамăр çинчен çирĕплетсе пĕлтермешкĕн ан вăтан. Манран та, Уншăн тĕрмере лараканскертен, ан имен. Христос çинчен Ырă Хыпар пĕлтернĕшĕн асап курасран ан хăра, мĕншĕн тесен Турă пире вăй парсах тăрать. 9 Турă пире ĕçĕмĕрсене кура мар, Хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе, ырăлăхĕпе çăлнă, Хăйĕн халăхĕ пулма чĕнсе илнĕ. Вăл пире çав ырăлăха Иисус Христос урлă ĕмĕрсем пуçланичченех пама пулнă. 10 Анчах та пама пулни халĕ тин, Çăлаканăмăр Иисус Христос килсессĕн, палăрнă. Вăл вилĕме тĕп тунă, Ырă Хыпар урлă тĕнчене ĕмĕрлĕх пурăнăç илсе килнĕ. 11 Çав Ырă Хыпара пĕлтермешкĕн мана ӳкĕтлевçĕ тата апостол, ытти халăхсен вĕрентӳçи тунă. 12 Асапăм та манăн çав сăлтава пула, анчах та эпĕ вăтанмастăп. Мĕншĕн тесен эпĕ Кама ĕненнине пĕлетĕп, çав юлашки кун çитиччен Вăл Хăй мана шантарнине те вăйра хăварасса пĕлетĕп. 13 Ху манран илтнĕ чăн-чăн вĕрентĕве тĕслĕх вырăнне хурса Иисус Христос панă ĕненӳпе тата юратулăхпа пурăн. 14 Хăвна Турă шанса панă ыррине ăшăмăрти Святой Сывлăш пулăшнипе упра. 15 Асирисем пурте, çав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пăрахнине эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ. 16 Онисифор кил-йышне Хуçамăр ырăлăх патăрах. Эпĕ тĕрмере ларнинчен вăтанмасăрах Онисифор мана хавхалантарсах тăчĕ. 17 Унтан та ытларах, хăй Римра чухне вăл мана шыраса тупма пултарчĕ. 18 Çав юлашки кун çитсен Хуçамăр ăна Хăйĕн ырăлăхне курмалла тутăрах. Ефесра вăл мана мĕн тери пулăшнине эсĕ хăвах лайăх пĕлетĕн.
Иисус Христосăн шанчăклă салтакĕ
1 Çапла вара, ывăлăм, Христос Иисусри ырăлăхпа тĕреклен. 2 Эпĕ сана нумай çын умĕнче вĕрентсе каланăччĕ. Эсĕ çавна шанчăклă, ыттисене ӳкĕтлеме пултаракан çынсене вĕрент. 3 Ĕнтĕ Иисус Христосăн шанчăклă салтакĕ пек пулса хĕн-хура тӳс. 4 Нимĕнле çар çынни те пурăнăçри вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланмасть. Ун пек вăл пуçлăхне юраймĕ. 5 Ăмăртăва хутшăнакан та, йĕркене пăсса ăмăртсан, çĕнтерӳçĕ пуç кăшăлне нихăçан та тивĕç пулаймĕ. 6 Тертленсе тырă-пулă ӳстернĕ çĕр ĕçченĕ те хăйĕн пайне чи малтан илме тивĕç. 7 Эпĕ мĕн калани пирки тĕплĕн шухăшла. Хуçамăр сана йăлтах ăнланмалла тутăрах. 8 Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Иисус Христос Хуçамăра, Давид йăхĕнчен тухнăскере, яланах асра тыт. Эпĕ пĕлтерекен Ырă Хыпар – Ун çинчен. 9 Вăрă-хураха сăнчăрланă пек, мана Ырă Хыпар пĕлтернĕшĕн сăнчăрларĕç. Анчах та Турă сăмахне сăнчăрлаймăн. 10 Çавăнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса çăлăнăç тата ĕмĕрлĕх мухтав илччĕр тесе, эпĕ вĕсемшĕн тем тӳсме те хатĕр. 11 Çак сăмахсем чăн: эпир Унпа пĕрле вилнĕ пулсан, Унпа пĕрлех чĕрĕлĕхлĕ пулăпăр. 12 Эпир тӳсетпĕр пулсан, Унпа пĕрлех патшара ларăпăр. Эпир Унран тунсан, Вăл та пирĕнтен тунĕ. 13 Эпир шанчăклă пулмасан та, Вăл яланах шанчăклă, мĕншĕн тесен Вăл Хăйĕнчен Хăй тунма пултараймасть.
Ырă ята тивĕçнĕ ĕçчен
14 Çынсене çакна асилтерсех тăр: вĕсем хĕрӳ тавлашусене ан хутшăнччăр тесе Хуçа Турă ячĕпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усă мар, сиен кăна кӳреççĕ. 15 Турă умĕнче ырă ята тивĕçмешкĕн тăрăш; пĕр кăлтăксăр ĕçчен пек, чăнлăх сăмахне тĕрĕс вĕрент. 16 Юрăхсăр, пуш калаçусенчен пăрăн, мĕншĕн тесен пуш сăмах вĕçтерекенсем сӳпĕлтете-сӳпĕлтете Турра хисеплеми пулсах пырĕç. 17 Вĕсен сăмахĕ рак чирĕ пек сарăлĕ. Именейпе Филит та çавнашкалах 18 чăнлăхран пăрăнса кайнă. Вĕсем, вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси пулса иртнĕ ĕнтĕ тесе, хăшĕ-пĕрисен ĕненĕвне пăсаççĕ. 19 Анчах та Турă хывнă никĕс çирĕппипех; унта çапла çырнă: «Хуçа Турă Хăйĕннисене пĕлет». Тата çапла çырнă: «Хуçа Турă ятне асăнакан кирек кам та йĕркесĕрлĕхрен пăрăнтăр». 20 Пысăк кил-çуртра вара ылтăн-кĕмĕл савăт кăна мар, йывăçпа тăм савăт та пур. Пĕрисемпе чаплă лару-тăрура усă кураççĕ, теприсемпе – кулленхи пурăнăçра. 21 Çапла вара, йĕркесĕрлĕхрен тасатнă çын чаплă савăт евĕр. Вăл – Хуçине юрăхлă, сăвапласа тасатнă, тĕрлĕрен ырă ĕçре усă курмалли хатĕр. 22 Яш ĕмĕрĕн çылăхлă шухăшĕсенчен тар. Хуçа Турă ятне таса чун-чĕрепе асăнакансемпе пĕрле эсĕ тӳрĕлĕх, ĕненӳ, юратулăх, канăçлăх патне ăнтăл. 23 Ăссăр та айван тавлашусене ан хутшăн: вĕсем хирĕçӳ кăларнине эсĕ хăвах пĕлетĕн. 24 Хуçа Турă чурин хирĕçмелле мар, пуринпе те сăпайлă пулмалла, ӳкĕтлеме пĕлмелле, çилĕ тытмалла мар. 25-26 Хăйне хирĕçлекенсене те унăн йăвашшăн ӳкĕте кĕртмелле. Шуйттан вĕсене хăй танатине лектернĕ, хăйне пăхăнтарнă. Çав танатаран хăтарасчĕ тесе, чăнлăха пĕлмешкĕн Турă вĕсене ӳкĕнтерессе шанса вĕрентмелле.
Юлашки вăхăтсенче
1 Çакна пĕлсе тăр: юлашки кунсенче йывăр вăхăтсем çитĕç. 2 Мĕншĕн тесен çынсем хăйсене тата укçана кăна юратĕç. Вĕсем мăнкăмăллă, мухтанчăк, усал чĕлхеллĕ пулĕç; ашшĕ-амăшне итлеме пăрахĕç. Вĕсем тав тума та, çынна юратма та, Турра хисеплеме те пĕлмĕç. 3 Ун чухне çынсем каçарма пĕлми, элекçĕ, хăйсене чарайми, хаяр, ыррине курайми пулĕç. 4 Вĕсем сутăнчăк, сĕмсĕр, каппайчăк пулĕç; Турра юратас вырăнне киленсе пурăнма юратĕç. 5 Вĕсем Турра хисепленçи тăвĕç, анчах та ăшра хисеплемĕç. Эсĕ вĕсемпе ан çыхлан. 6 Унашкаллисем ют кил-йыша йăпшăнса кĕрсе каяççĕ те çăмăлттай хĕрарăмсен ăс-хакăлне тыткăнлаççĕ. Çылăх ăшне путнă хĕрарăмĕсем те тăрлавсăр кăмăлĕсем хыççăн каяççĕ. 7 Вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ вĕрентӳсем хыççăн хăваласа чăнлăх мĕнне пĕлеймесĕрех юлаççĕ. 8 Ианнийпе Иамврий Моисея епле хирĕçленĕ, çав суя вĕрентӳçĕсем те çаплах чăнлăха хирĕç тăраççĕ. Вĕсем пăсăк ăслă, чăн ĕненӳ мĕнне те пĕлмеççĕ. 9 Анчах та вĕсем инçех каяймĕç, мĕншĕн тесен вĕсен ăссăрлăхĕ, лешсенни пекех, пĕтĕм халăх умĕнче палăрĕ.
Тимофея юлашкинчен вĕрентсе калани
10-11 Ӳкĕтĕм, пурăнăçăм, тĕллевĕм, ĕненĕвĕм, чăтăмлăхăм, юратулăхăм, çирĕплĕхĕм, терт-асапăм – çаксем пурте саншăн тĕслĕх. Антиохипе Иконире тата Листрăра мана ĕненӳшĕн мĕнле хĕн-хур, терт-асап кăтартнине эсĕ пĕлетĕн. Çав хĕн-хура эпĕ тӳссе ирттертĕм. Хуçа Турă мана хăтарса хăварчĕ. 12 Тепĕр тесен, Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пĕрлĕхлĕ пулса пурăнас текенсене пурне те хĕсĕрлĕç. 13 Усал çынсемпе ултавçăсем вара, улталаса та улталанса, тата усалтарах ĕçсем тăвĕç. 14 Эсĕ хăвна мĕне вĕрентнине, мĕн шанса панине çирĕп тытса пыр. Хăвăн вĕрентекенӳсене вара эсĕ аван пĕлетĕн. 15 Çитменнине, эсĕ ачаранах Таса Çырнине пĕлсе çитĕннĕ. Çырнинче мĕн калани сана Христос Иисуса ĕненсе çăлăнăç тупмашкăн ăслăлăх парать. 16-17 Турă чурине чунпа аталанса çитмешкĕн, ырă ĕç тума хатĕр пулмашкăн Çырни пур. Ăна Турă Сывлăшĕн витĕмĕпе çырнă. Çырни вĕрентме те, питлеме те, тĕрĕс çул çине кăларма та, тӳрĕ пурăнмашкăн ӳкĕтлеме те усăллă.
1 Иисус, тепре килсессĕн, Унăн Патшалăхĕ çитсессĕн, чĕррисене те, вилнисене те суд тăвĕ. Турăпа Иисус Христос Хуçамăр ячĕпе тархасласа сана çакна калатăп: 2 Турă сăмахне кирек хăçан та çине тăрса вĕрент, кирлĕ чухне çынсене питле, чар, пĕтĕм чăтăмлăхупа ăс парса ӳкĕтле. 3 Вăхăт çитсессĕн çынсем чăн вĕрентнине итлес темĕç. Хăйсен кăмăлне тивĕçтермешкĕн вĕсем йăпăлтатакан, хитре калаçакан вĕрентекенсене суйлĕç. 4 Юмах юптарнине юратса, тĕрĕс сăмахран пăрăнĕç. 5 Эсĕ вара пур тĕлĕшĕнчен те тимлĕ пул, хĕн-хура тӳс, Ырă Хыпар сар, хăвăн тивĕçе пурнăçла. 6 Ĕнтĕ манăн ку тĕнчерен каяс вăхăтсем çитрĕç, пурăнăçăма Турра кӳмешкĕн парне вырăнĕ çине хучĕç. 7 Паттăррăн кĕрешрĕм, пурăнăç çулне вĕçлерĕм, ĕненĕве упраса хăвартăм. 8 Халĕ ман валли çĕнтерӳçĕн тӳрĕлĕх пуç кăшăлне хатĕрлеççĕ. Çав юлашки кун çитсен тӳрĕ суд тăвакан Хуçамăр мана ăна тăхăнтартĕ. Пуç кăшăлне Вăл мана кăна мар, Хăй тепре килессе савăнса кĕтекенсене пурне те парĕ.
Уйрăм хушусем
9 Эсĕ ман пата хăвăртрах çитме тăрăш, 10 мĕншĕн тесен Димас мана пăрахрĕ. Ку тĕнчери пурăнăçа ытларах килĕштерсе вăл Фессалоникăна кайрĕ. Крискент Галатине тухса кайрĕ, Тит – Далматине. Манпа пĕр Лука çеç юлчĕ. 11 Мана пулăшакан кирлĕ, çавăнпа Марка хăвпа пĕрле илсе кил. 12 Тихика эпĕ Ефеса ятăм. 13 Эпĕ Троадăра Карп патĕнче çиелти тумтирĕме хăварнăччĕ, килнĕ чухне çавна илсе кил. Тата унтан манăн кĕнекесене, уйрăмах тир çине çырнисене, илсе кил. 14 Пхăр ăсти Александр мана нумай усал турĕ. Хуçа Турă ăна ĕçĕсене кура тавăрса патăрах! 15 Эсĕ те унран асăрхан, мĕншĕн тесен вăл пирĕн вĕрентĕве питĕ хирĕçчĕ. 16 Эпĕ судра малтанхи хут хӳтĕленсе калаçнă чухне мана хавхалантарма никам та пымарĕ, пурте мана пăрахрĕç. Çавă вĕсен çылăхĕ шутне ан кĕтĕрччĕ! 17 Ырă Хыпара манăн пĕлтерсе çитермелле пултăр тесе, ытти халăхсем пурте çавна илтме пултарччăр тесе, мана Хуçа Турă пăрахмарĕ, вăй пачĕ. Çапла вара эпĕ хама арăслансене пăрахса парасран хăтăлса юлтăм. 18 Хуçа Турă мана усал-тĕселтен хăтартăр, Хăйĕн Çӳлти Патшалăхне тĕрĕс-тĕкел илсе кĕтĕр. Ăна ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пултăр! Аминь.
Çыру вĕçĕнчи саламсем
19 Прискиллăпа Акилăна тата Онисифор кил-йышне салам кала. 20 Ераст Коринфрах юлчĕ, чирлĕ Трофима вара эпĕ Милитра хăвартăм. 21 Хĕл лариччен килме тăрăш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, ытти ĕненекен тăвансем те салам яраççĕ. 22 Иисус Христос Хуçамăр санăн чун-чĕмӳпе пĕрле пултăр! Сире пурне те Турă ырăлăхĕ пултăр! Аминь.
Саламлани
1-4 Турă чуринчен тата Иисус Христос апостолĕнчен Павелран – ĕненӳри чăн ывăлăма Тита. Мана Турă суйласа илнисене ĕнентерме, вĕсене чăнлăха – Турра хисеплессине – уçса пама, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмешкĕн шанчăк пама янă. Хăйĕн сăмахне тытакан Турă çав шанчăка чăн малтанах пама пулнă. Палăртнă вăхăт çитсессĕн вара Çăлакан Туррăмăр Хăйĕн Сăмахне вĕрентме мана хушрĕ, мана шанса пачĕ. Атте Турăран тата Иисус Христос Хуçамăртан – хамăра Çăлаканран – сана тивлет, ырăлăх тата канăçлăх пултăр!
Титăн Критри тивĕçĕсем
5 Пĕтермен ĕçсене туса пĕтертĕр тесе, кашни хуларах пресвитерсем ларттăр тесе сана эпĕ Критра хăвартăм. Эпĕ сана çапла хушнăччĕ: 6 вĕсем таса чунлă, арăмне ĕмĕрлĕх парăннă çынсем пулмалла. Ачи-пăчисем те вĕсен Турра ĕненекенсем, аскăн е чарусăр ят илменскерсем пулччăр. 7 Мĕншĕн тесен чиркӳ ертӳçин ĕненекен ушкăна, Турă çуртне йĕркелесе тăракан пек, ертсе пымалла, хăйĕн таса пулмалла. Вăл пуçтах, кăра, ĕçкĕç, çапăçакан, çăткăн ан пултăр. 8 Пачах та урăхла, унăн тараватлă, ырăлăхлă, таса шухăшлă, тĕрĕслĕхлĕ, Турра хисеплекен, хăйне хăй тытма пĕлекен пулмалла. 9 Çынсене тĕрĕс вĕрентӳпе ӳкĕте кĕртес тесен, хирĕççисене питлеме пултарас тесен, чиркӳ ертӳçин хăйне вĕрентнĕ чăн сăмаха çирĕп тытса пурăнмалла. 10 Çынсем хушшинче пăхăнас мар текенсем те, пуш сăмах çаптаракансем те, ултавçăсем те нумай-ха. Çавнашкаллисем ӳт кастарнисем хушшинче ытларах. 11 Вĕсен çăварĕсене хупламалла: мула хапсăннипе вĕсем Турра юрăхсăррине вĕрентсе çӳреççĕ, çапла вара çынсене килĕ-килĕпе пăсса пĕтереççĕ. 12 Вĕсен хăйсен пĕр сăвăçиех çапла каланă пулнă: «Крит çыннисем – тискер кайăксем, харам пырсем – тăтăшах суеçтереççĕ!» 13-14 Вăл калани тĕрĕсех. Çавăнпа та, ĕненĕве тĕрĕс тытса пыччăр тесе, иудейсен халапĕсене тата чăнлăхран пăрăнса кайнă çынсем хушнине ан итлеччĕр тесе, вĕсене вирлĕн питле. 15 Тасисемшĕн йăлтах таса, ирсĕррисемшĕн, ĕненменнисемшĕн таси нимĕн те çук, мĕншĕн тесен вĕсен ăсĕ те, чунĕ те ирсĕрленнĕ. 16 Вĕсем Турра пĕлетпĕр теççĕ, анчах ĕçĕсемпе Турра хирĕçлеççĕ. Вĕсем киревсĕр, итлемеççĕ, нимĕнле ырă ĕç те тума пултараймаççĕ.
Тĕрĕс вĕрентӳпе епле пурăнмаллине ӳкĕтлесси
1 Эсĕ вара тĕрĕс вĕрентӳпе килĕшӳллине кала: 2 ватăсем сыхă, мăнаçлă тата таса шухăшлă пулччăр; ĕненӳре, юратулăхра, тӳсĕмлĕхре çирĕп пулччăр. 3 Карчăксем ĕненекене килĕшӳллĕ пек тумланччăр; элеклемесĕр, сăра-эрех ăшне путмасăр пурăнччăр, ырра вĕрентчĕр. 4 Вĕсем çамрăк арăмсене упăшкипе ачи-пăчине юратма, 5 таса шухăшлă, çылăха кĕмесĕр пурăнма, килшĕн тăрăшма, ырă пулма, упăшкисене пăхăнса пурăнма вĕрентчĕр – çапла тусан Турă сăмахĕ хур пулмĕ. 6 Яшсене те таса шухăшлă пулма ӳкĕтле. 7 Ырă ĕçӳпе вĕсемшĕн тĕслĕх пул. Эсĕ ӳкĕтлени таса та танлă, пăсăк мар пултăр. 8 Сăмаху сулмаклă та тиркеме çук пултăр, пире хирĕçлекен пирĕн çинчен начар калайманнипе намăса юлтăр. 9 Чурасене хăйсен хуçисене пур енчен те пăхăнса, юраса, вĕсемпе тавлашмасăр пурăнма ӳкĕтле. 10 Вĕсем ан вăрлаччăр, пур енчен те шанчăклă пулччăр – çапла туса хамăра Çăлакан Туррăмăр вĕрентĕвне татах илем кӳччĕр. 11 Ĕнтĕ Туррăн пур çынсене те çăлакан ырăлăхĕ çитрĕ. 12 Çав ырăлăх пире кунти пурăнăçра Турăсăр ĕçсене тата ку тĕнче киленĕçне пăрахăçласа, таса шухăшлă та тӳрĕ, Турра хисеплесе пурăнма вĕрентет. 13 Пире çав ырăлăх шанчăк çитес телейлĕ куна – хамăра Çăлакан аслă Туррăмăр Иисус Христос мухтавлă килес куна – кĕтме вĕрентет. 14 Пире усаллăхран тӳлесе илес тесе, Хăй валли сăвапласа тасатнă, тăрăшуллă, ырă тума пĕлекен, уйрăм халăх пултарас тесе, Христос Хăйне пирĕншĕн вилĕме панă. 15 Çапла каласа ӳкĕтле, пĕтĕм хăватупа питле! Сан çине никам та çӳлтен ан пăхайтăр!
Ырă ĕçсем тусах тăрăр
1 Çакна астутарсах тăр: вĕсем пуçлăхсене, влаçсене итлесе, пăхăнса пурăнччăр, кирек епле ырă ĕç тума та хатĕр пулччăр. 2 Вĕсем пуринпе те шăкăл-шăкăл калаçчăр, харкашса ан çӳреччĕр, çемçе кăмăллă пулса, хăйсене пур çынпа та йăваш тыткалаччăр. 3 Мĕншĕн тесен эпир хамăр та тахçан айванччĕ, пăхăнмастăмăрччĕ, çĕтсе кайнăччĕ; çылăхлă кăмăлпа тĕрлĕ киленĕç чурисемччĕ, çилленсе-кĕвĕçсе пурăнаттăмăр, киревсĕрччĕ, пĕр-пĕрне кураймастăмăр. 4 Анчах та Çăлаканăмăр, Туррăмăр, ырăлăхĕ çитсен, Унăн этеме савакан кăмăлĕ уçăлсан, 5 пире Вăл тӳрĕ ĕçĕмĕрсемшĕн мар, Хăй ырăлăхлă пулнăран чĕрĕлӳ шывĕпе тасатса, Святой Сывлăшпа çĕнетсе тăчĕ. 6-7 Пире, Унăн ырăлăхĕпе тӳрре тухнăскерсене, хамăр шаннă пекех, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе, Вăл Святой Сывлăшне Иисус Христос урлă çителĕклех пачĕ. 8 Çак сăмахсем тĕрĕс. Турра ĕненекенсем ырă ĕç тума ăнтăлччăр тесе, ман сана çак сăмахсене çине-çинех калама ыйтассăм килет. Ырă ĕç туни этемшĕн аван, усăллă. 9 Анчах та пушă тавлашусенчен пăрăн, йăх-несĕл тымарĕсем çинчен сӳпĕлтетнĕ çĕре, саккун пирки хĕрсе кайса калаçнă çĕре ан хутшăн, мĕншĕн тесен ку усăсăр, харам ĕç кăна. 10 Псăк ĕненӳллĕ çынна вара пĕрре асăрхаттар, тепре асăрхаттар, унтан пăрăнса ут. 11 Пĕлсех тăр: унашкаллисем ăсне пăснипе, çылăха кĕнипе хăйсене хăйсемех айăплă тунă ĕнтĕ.
Хушнисем, салам янисем
12 Эпĕ сан патна Артемăна е Тихика ярсан, эсĕ ман патăма Никополе хăвăртрах кил: эпĕ унта хĕл каçма шут тытрăм. 13 Саккуна ста пĕлекен Зинăна тата Аполлоса çула ăсатнă чух, тархасшăн, вĕсене мĕн кирлине йăлтах çителĕклĕ парса яма тăрăш. 14 Усси пултăр тесен, хамăр çынсем те кулленхи пурăнăçра ырă тума, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренччĕр. 15 Манпа пĕрле пурăнакансем сана пурте салам яраççĕ. Ĕненсе пире юратакансене пурне те салам кала. Пурсăра та тивлет пултăр! Аминь.
Саламлани
1 Чунăма Иисус Христос тыткăнланă Павелран тата ĕненекен тăванăмăр Тимофейран – савнă Филимон тусăмăра, ĕçри юлташăмăра; 2 тата савнă тăванăмăр Апфия йăмăка; тата кĕрешӳри юлташăмăра Архипа; çавăн пекех санăн килӳнте пуçтарăнакан ĕненекен ушкăна. 3 Сире пурне те Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Филимонăн юратулăхĕпе ĕненĕвĕ
4 Кĕллĕмсенче сана аса илмессерен эпĕ Туррăма яланах тав тăватăп, 5 мĕншĕн тесен эсĕ Иисус Хуçамăра епле ĕненни çинчен, ĕненекенсене пурне те юратни çинчен тăтăшах илтетĕп. 6 Пирĕнпе пĕрле ĕненсе Иисус Христосри мĕн пур ырăлăха санăн хăвăр патăртах хастаррăн пĕлмелле пултăрччĕ тетĕп. 7 Санăн юратулăху пире пысăк савăнăç тата йăпанăç парать. Сана пула, тавах, ĕненекенсем те чĕрисенче канăçлăх тупрĕç.
Онисимшăн тархаслани
8 Христос ячĕпе манăн сана мĕн тумаллине хăюллăнах хушма ирĕкĕм пур. 9 Апла пулин те эпĕ санран юратулăхпа ыйтасшăн. Сана такам йăлăнмасть, эпĕ, ватă Павел, халĕ чунăма Иисус Христос тыткăнланăскер, ыйтатăп. 10 Эпĕ ĕненӳри ывăлăмшăн, Онисимшăн, тархаслас тетĕп. Кунта, тĕрмере, эпĕ уншăн чун-чĕм ашшĕ пулса тăтăм. 11 Ĕлĕкрех сана унран ним усси те пулас çукчĕ, анчах халĕ вăл иксĕмĕре те кирлĕ. Эпĕ ăна сан патна яратăп. 12 Эсĕ ăна чĕреçĕм вырăнне хурсах хапăл тусамччĕ. 13 Ман ăна ярассăмах килместчĕ. Ырă Хыпар вĕрентнĕшĕн тĕрмере ларнă чухне вăл сан вырăнна манăн пулăшаканăм пултăрччĕ тесе шутлаттăм. 14 Анчах та санпа килĕшсе татăлмасăр нимĕн те тăвас темерĕм. Ырă ĕçе санăн çын хистенипе мар, кăмăл хушнипе тумалла пултăрччĕ терĕм. 15 Тен, вăл санран вăхăтлăха уйăрăлни эсĕ ăна ху патна ĕмĕрлĕхе илессе пĕлтерчĕ. 16 Ĕнтĕ тек вăл саншăн чура мар, çывăх çынну, савнă ĕненекен тăвану. Вăл маншăн хаклă çыннăм пулчĕ, саншăн тата пахарах пулĕ. Эсĕ ăна çынлăхĕшĕн çеç мар, Хуçамăр урлă тăван пулнишĕн те килĕштерĕн-ха. 17 Çапла ĕнтĕ, эсĕ мана тус-юлташ тесе шутлатăн пулсан, ăна мана йышăннă пекех хапăл ту. 18 Вăл сана мĕнпе те пулин кӳрентернĕ е парăмлă пулсан, вăл мар, эпĕ парăмлă тесе шутла. 19 Çакна хам аллăмпа çырсах çирĕплететĕп: ун парăмне хамах парса татăп. Эсĕ ман умра пурăнăçушăн парăмлă пирки эпĕ шарламастăп та. 20 Ĕнтĕ Хуçа Турă ячĕпе маншăн ырă ĕç тусамччĕ, Хуçамăр урлă тăван пулса, чунăма лăплантарсамччĕ. 21 Эсĕ итлессе шанса çыратăп. Эсĕ маншăн ыйтнинчен те ытларах тума пултарасса пĕлетĕп. 22 Тата ман валли пӳлĕм хатĕрле. Турă мана, сирĕн кĕллĕре илтсе, сирĕн патăра çавăрса çитерессе шанатăп.
Юлашкинчен салам яни
23 Сана Епафрас салам ярать. Христос Иисусшăн вăл манпа пĕрле тĕрмере ларать. 24 Манăн ĕçри юлташăмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаççĕ. 25 Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ сирĕн чун-чĕмпе пултăр. Аминь.
Турă Хăйĕн Ывăлĕ урлă калаçнă
1 Турă ĕлĕк-авал пирĕн мăн асаттесемпе пророксем урлă нумай хутчен тата тĕрлĕ майлăн калаçнă. 2 Çак юлашки вăхăтсенче вара Вăл пирĕнпе Хăйĕн Ывăлĕ урлă калаçнă. Вăл Ывăлне пĕтĕм тĕнчене еткерлĕхе панă, Ывăлĕ урлă çут тĕнчене пултарнă. 3 Ывăлĕ, Турă мухтавĕн çути тата Турă несĕллĕхĕн сăнарĕ пулса, çут тĕнчене Хăйĕн хăватлă сăмахĕпе тытса тăрать. Çынсене çылăхĕсенчен сăвапласа-тасатса Вăл Çӳлти Аслин престолĕн сылтăм енне ларнă. 4 Хăйне Турă панă чаплă ят ангелсен ятĕнчен чаплăрах пулнă пекех, Вăл Хăй те ангелсенчен чаплăрах пулса тăчĕ.
Турă Ывăлĕ ангелсенчен аслăрах
5 Чăнах та, Турă Хăйĕн ангелĕсенчен хăшне, хăçан çапла калани пур: «Эсĕ – Манăн Ывăлăм, паянтан Эпĕ – Санăн Аçу». Тата пĕр ангел çинчен те: «Эпĕ Унăн Ашшĕ пулăп, Вăл Манăн Ывăлăм пулĕ», – тесе каламан. 6 Хăйĕн Малтанхи Ывăлне çут тĕнчене килтернĕ чухне Вăл çапла каланă: «Турă ангелĕсем пурте Ăна пăхăнса пуççапчăр». 7 Ангелсем пирки çапла каланă: «Эсĕ, Турă, ангелусене çил евĕр тăватăн, тарçусене те вутланакан çулăм евĕр тăватăн». 8 Ывăлĕ пирки вара çапла каланă: «Эй, Турăçăм, Санăн престолу ĕмĕрлĕх, Хăвăн патшалăхун тытăмĕн палли – патша туйи – тĕрĕслĕхлĕ. 9 Эсĕ тĕрĕслĕхе юрататăн, йĕркесĕрлĕхе кураймастăн. Çавăнпа та Сана, Турăçăм, Хăвăн Аçу, Хăвăн Турру ыттисенчен ытларах савăнăç çăвĕ сĕрсе суйларĕ». 10 Тата çапла каланă: «Эй, Хуçамăр! Эсĕ малтан çĕре пултарнă, пĕлĕтсем те – Санăн аллу ĕçĕсем. 11 Вĕсем пĕтĕç, Эсĕ яланах пулăн. Вĕсем пурте тумтир пек кивелĕç. 12 Эсĕ вĕсене тумтир пек чĕркĕн те улăштарăн, вĕсем улшăнĕç. Эсĕ кăна нихăçан улшăнми, куну-çулу та вĕçленми». 13 Тата Турă Хăйĕн ангелĕсенчен хăшне, хăçан çапла калани пур: «Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар». 14 Ангелсем пурте çăлăнăçа еткерлĕхе илекенсене пулăшма янă сывлăшсем кăна мар-им вара?
Аслă çăлăнăç
1 Çавăнпа та пирĕн, Турă çулĕнчен пăрăнса каяс мар тесен, хамăра мĕн вĕрентнине асра тытмалла. 2 Мĕншĕн тесен ангелсем урлă пĕлтернĕ саккун çирĕп пулсан, çав саккунран иртсе айăпа кĕнишĕн тивĕçлĕ тавăру илмелле пулсан, 3 эпир çав тери аслă çăлăнăçшăн чуна парса тăрăшмасан пире айăплав пулмĕ-и? Çăлăнăç хыпарне чăн малтан Хуçамăр ӳкĕтлесе вĕрентнĕ, Хăйĕнчен илтекенсем каласа пани пирĕн ăшра çав хыпара тĕреклетнĕ. 4 Çăлăнăç хыпарне çирĕплетмешкĕн Турă Хăй те паллăсемпе хăватсем, тĕрлĕ тĕлĕнмелле ĕçсем кăтартнă, Святой Сывлăшăн парнисене илмешкĕн те Унран ирĕк пулнă.
Çлăнăç Çулпуçĕ
5 Эпир каласа пĕлтерекен пулас çут тĕнчене Турă ангелсене пăхăнса тăмалла туман. 6 Çырнинче пĕр тĕлте такам çапла çирĕплетсе калани пур: «Мĕншĕн Эсĕ çынсемшĕн тăрăшатăн? Мĕншĕн Эсĕ этем ывăлĕшĕн тăрăшатăн? 7 Вăхăтлăха Эсĕ ăна ангелсенчен кĕçĕнрех турăн та унтан ăна мухтавлă, чыслă пуç кăшăлĕ тăхăнтартрăн, Ху аллупа пултарнă япаласен хуçи турăн, 8 пĕтĕмпех унăн аллине патăн». Пурне те çынна пăхăнтартăн, пăхăнманни нимскер те хăвармарăн. Хальлĕхе вара эпир çынна пурте пăхăннине курмастпăр-ха. 9 Анчах та вăхăтлăха ангелсенчен кĕçĕнрех пулнă Иисус Хăйĕн вилĕмĕ урлă мухтавлă, чыслă пуç кăшăлĕ тăхăннине куратпăр. Çапла вара, Турă тивлечĕпе Вăл пирĕншĕн кашниншĕн вилнĕ. 10 Мĕн пурри – Турăшăн, мĕн пурри – Турăран. Хăйне ĕненекен ачисене мухтавлă тăвакан Туррăн çынсене çăлăнăç кӳрекен Çулпуçне асап кăтартса асла кăлармалла пулнă та. 11 Мĕншĕн тесен Тасатаканĕн те, тасалаканĕсен те Ашшĕ пĕрре, çавна пула вĕсене тăвансем темешкĕн вăтанмасăр Вăл çапла калать: 12 «Санăн ятна тăванăмсене пĕлтерĕп, ĕненекен ушкăнра Сана мухтаса юрлăп». 13 Тата: «Эпĕ Ăна шанса тăрăп», – тенĕ. Унтан тата: «Акă Эпĕ тата Турă Мана панă ачамсем», – тенĕ. 14 Çавăнпа та ачасем ӳтлĕ-юнлă пулнăран, вĕсем пек пулас тесе, Вăл Хăй те ӳтлĕ-юнлă пулса тăнă. Çакна Вăл Хăйĕн вилĕмĕпе шуйттанăн, вилĕм пуçлăхĕн, хăватне пĕтерес тесе, 15 вилĕмрен хăранипе ĕмĕр тăршшĕпех чуралăхра пурăнакансене пурне те хăтарас тесе тунă. 16 Паллах, Вăл ангелсене мар, Авраам йăхне пулăшмашкăн килнĕ. 17 Турă умĕнче çынсен çылăхне каçарттармашкăн, хĕрхенӳллĕ те шанчăклă Аслă священник пулмашкăн Унăн пур енчен те тăванĕсем пекех пулмалла пулнă. 18 Мĕншĕн тесен Вăл Хăй, асаппа тĕрĕсленнĕскер, халĕ асап куракансене пулăшма пултарать.
Христос Моисейран аслăрах
1 Эй, сăваплă тăванăмăрсем, çӳлти ырăлăха пая кĕрес çынсем, хамăр ĕненĕвĕмĕр апостолĕ, Аслă священник Иисус Христос çинчен шухăшлăр-ха. 2 Турă кил-çуртĕнче Моисей епле шанчăклă пулнă, Вăл та Хăйне Аслă священника лартнă Турă умĕнче шанчăклă. 3 Кил-çурт лартакан çурт-йĕрĕнчен мĕн чухлĕ чаплăрах, Христос та Моисейран çавăн чухлĕ чаплăрах. 4 Мĕншĕн тесен кирек епле кил-çурта та кам та пулин пултарать, пурне те пултараканĕ вара – Турă. 5 Моисейăн Турă малашне мĕн пĕлтерессине каласа çирĕплетмелле пулнă, вăл Турă кил-çуртĕнче пур енчен те шанчăклă тарçă пулнă. 6 Христос вара Турă кил-çуртĕнче – шанчăклă Ывăлĕ. Пирĕн кăмăл çирĕп, эпир шанчăк пуррипе мухтанатпăр. Енчен те çав пахалăхсене вĕçне çитичченех упраса хăварайсан, эпир Унăн кил-çурчĕ пулăпăр.
Турă халăхĕн канăçлăхĕ
7 Çавăнпа та Святой Сывлăш калашле: «Эсир паян Унăн сассине илтес пулсан, 8 пуш хирте Мана тĕрĕсленĕ кун ӳпкеленĕ чухнехи пек чĕрĕрсене ан хытарăр. 9 Унта, Эпĕ мĕн тунине хĕрĕх çул курса тăнă çинчех, Мана мăн аслаçăрсем тĕрĕслерĕç. 10 Çавăнпа Эпĕ вăл рăва çилленсе çапла каларăм: кусем шухăш-кăмăлĕпе яланах аташаççĕ, вĕсем Манăн çул-йĕрĕме пĕлес темерĕç. 11 Çавăнпа Эпĕ, вĕсем Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр тесе, çиллĕмпе тупа турăм». 12 Тăванăмăрсем! Сирĕнтен хăшĕ те пулин усал та ултавлă чĕреллĕ пуласран, чĕрĕ Турăран пăрăнасран асăрханăр. 13 Сирĕнтен хăшĕ те пулин çылăх илĕртнипе чунне ан хытартăр тесе, „паян“ теме май пур чухне пĕр-пĕрне куллен ӳкĕтлĕр. 14 Малтанхи çирĕп ĕненĕве вĕçне çитичченех упраса хăварайсан, эпир Христоспа пĕр пая кĕреетпĕр. 15 Çырнинче калашле: «Эсир паян Унăн сассине илтес пулсан, ӳпкелешнĕ чухнехи пек чĕрĕрсене ан хытарăр». 16 Мĕншĕн тесен çав сасса илтсессĕн Моисейпа Египетран тухнисенчен хăшĕ-пĕрисем – пурте мар – ӳпкелешме пуçланă. 17 Хĕрĕх çула яхăн Турă кама çилĕ тытса тăнă-ха? Çылăха кĕрсе шăмми-шаккисене пуш хиртех хăварнисене мар-и вара? 18 Вĕсем Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр тесе, Хăйне итлеменнисене хирĕç тупа туман-им вара Вăл? 19 Куратпăр ĕнтĕ: хăйсен ĕненменлĕхне пула вĕсем чăнах та канăçлăха кĕреймен.
1 Çапла вара асăрханар: Турă Хăйĕн канăçлăхне кĕртме сăмах пани вăйра тăнă чухне сирĕнтен хăшĕ те пулин унта кĕмешкĕн кая ан юлтăрччĕ. 2 Мĕншĕн тесен вĕсене хыпарланă пекех, пире те канăçлăха кĕме хыпар тунă. Анчах та вĕсем илтнĕ сăмах, итлекенсен ĕненĕвĕпе пĕр пулаймасăр, усса кайман. 3 Эпир вара, ĕненнисем, Туррăн канăçлăхне кĕреетпĕр. Турă Хăйĕн ĕçне тĕнчене пултарсанах вĕçленĕ пулин те, çапла каланă: «Эпĕ, вĕсем Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр тесе, çиллĕмпе тупа турăм». 4 Мĕншĕн тесен Çырнинче пĕр тĕлте çапла калани пур: «Çиччĕмĕш кунне вара Турă Хăйĕн мĕн пур ĕçĕсенчен каннă». 5 Ку тĕлте вара: «Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр», – тенĕ. 6 Пĕрисем, Турă канăçлăхне кĕме хăйсене малтанах хыпарланă пулин те, пăхăнман пирки унта кĕреймен. Унта теприсене кĕмелле тунă, вĕсем валли 7 Турă темле „паян“ текен кун палăртать. Чылай вăхăт иртсен Турă ун çинчен, маларах пĕрре каланă пек, Давид сăмахĕсемпе калать: «Паян Унăн сассине илтес пулсан, эсир чĕрĕрсене ан хытарăр». 8 Енчен те Иисус Навин вĕсене канăçлăх парайнă пулсан, Турă урăх канăçлăх кунĕ çинчен каламан пулĕччĕ. 9 Эппин Турă халăхĕн канăçлăха кĕресси малта-ха. 10 Мĕншĕн тесен Туррăн канăçлăхне кĕнĕ çын, Турă Хăйĕн ĕçĕсенчен каннă пекех, ĕçĕсенчен канăçĕ. 11 Çапла вара, Туррăн канăçлăхне кĕресчĕ тесе тăрăшар. Итлеменнисенчен тĕслĕх илсе никам та унта кĕреймесĕр ан юлтăрччĕ. 12 Мĕншĕн тесен Турă сăмахĕ чĕрĕлĕхлĕ, ĕçлĕхлĕ. Вăл ик енĕ те çивĕч хĕçрен те çивĕчрех. Вăл пирĕн ша çав тери тарăн – чун-чĕрепе шăм-шак таранах – витерет. Турă сăмахĕ чĕрери ĕмĕт-шухăша та хакласа уйăрса илет. 13 Турă пултарни Турă умĕнче пытарăнаймĕ; Унăн куçĕсем пурне те витĕр курса тăраççĕ, Унăн умĕнче пирĕн явап тытмалла.
Иисус – Аслă священник
14 Çапла вара, пирĕн тӳпене çĕкленнĕ чаплăран та чаплă Аслă священник пур, Вăл Турă Ывăлĕ Иисус, çавăнпа ĕненĕвĕмĕре çирĕп тытса пурăнар. 15 Пирĕн Аслă священник, эпир халсăррине пĕлсе, хута кĕрет. Вăл, çылăхсăр пуçне, эпир мĕн тӳснине йăлтах тӳснĕ. 16 Эппин, хамăра тĕрĕслес вăхăтра пулăшма ырăлăхпа тивлет илес тесе, чаплăран та чаплă престол патне çирĕп кăмăллăн пырар.
1 Кирек епле аслă священника та çынсен çылăхĕсемшĕн кĕлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснă парнесем кӳме çынсем хушшинченех суйласа лартаççĕ. 2 Пĕлменнипе е аташнипе çылăха кĕнисене вăл хĕрхенме пултарать, мĕншĕн тесен хăй те çитменлĕхсĕр мар. 3 Çавăнпа та унăн хăйĕн çылăхĕсемшĕн те, çынсен çылăхĕсемшĕн те Турра парне кӳрсе тăмалла. 4 Никам та хăй тĕллĕн аслă священника лараймасть. Çак тивĕçе пурнăçлама ăна, Аарона чĕнсе илнĕ пекех, Турă чĕнсе илет. 5 Христос та аслă священник тивĕçне Хăй тĕллĕн илмен. Турă Ăна: «Эсĕ Манăн Ывăлăм, паян Эпĕ Санăн Аçу пулса тăтăм», – тесе çак тивĕçе панă. 6 Тепĕр тĕлте Турă çапла калать: «Эсĕ, Мелхиседек евĕрлех, ĕмĕрлĕх священник». 7 Çĕр çинче ӳтленсе пурăннă чухне Иисус Хăйне вилĕмрен çăлма Пултаракана ĕсĕклесе, куççулĕпе йĕрсе кĕлтунă, йăлăннă. Вăл Турра хисепленĕрен Турă Ăна илтнĕ. 8 Вăл, Турă Ывăлĕ пулин те, асап витĕр тухса, пăхăнмашкăн вĕреннĕ. 9 Вилсе чĕрĕлсессĕн Вăл Хăйне итлекенсемшĕн пуриншĕн те ĕмĕрлĕх çăлăнăç çăлкуçĕ пулса тăнă. 10 Вара Турă Ăна Мелхиседек евĕрлех Аслă священника лартнă.
Турăран пăрăнасран асăрхаттарни
11 Кун пирки калаçмалли нумайччĕ, анчах та сире, итлеменскерсене, тăнлантарма йывăр. 12 Сирĕн хăвăрăн вĕрентекен пулмашкăн вăхăт ĕнтĕ, анчах та сире Турă сăмахне каллех пуçламăшĕнченех вĕрентмелле, сире хытă çимĕç мар, сĕт кирлĕ. 13 Сĕтпе тăранса пурăнакан чăнлăх сăмахне пĕлеймĕ, мĕншĕн тесен вăл ача-ха. 14 Хытă çимĕç вара çитĕннисем валли, мĕншĕн тесен вĕсем пурăнăç курнă, ырăпа усала уйăрма пĕлеççĕ.
1-2 Çавăнпа та Христос вĕрентĕвĕн пуçламăшĕнчен тулли пĕлӳ патне хăвăртрах куçар. Никĕсри ансат чăнлăхсем çинчен: çылăхлă ĕçсем тума пăрахасси çинчен, Турра ĕненесси çинчен, тĕне кĕрессипе алă хурасси çинчен, вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен, ĕмĕрлĕх суд çинчен тăтăшах калаçар мар, Вăл вĕрентнине тĕплĕнрех пĕлсе çитме васкар. 3 Турă ирĕк парсан эпир çапла тăвăпăр та. 4-6 Çакнашкал çынсем те пур: вĕсем чăн çутта тухнă, çӳлти сăвапа астивнĕ, Святой Сывлăш илнĕ. Çак çынсем Туррăн ырă сăмахне илтнĕ, лери пурăнăç вăй-хăватне те курнă. Çаксем пĕтĕмпех ырăлăх пулнине пĕлсе тăнă çинчех вĕсем Турăран пăрăннă. Вĕсене ĕнтĕ ӳкĕнтерсе каялла тавăрма çук, мĕншĕн тесен вĕсем Турă Ывăлне тепĕр хут пăталаççĕ, мăшкăл тăваççĕ. 7 Тăтăш çуса тăракан çумăра сăхса, ĕçлекене тыр-пул ӳстерсе паракан çĕр Турăран пиллĕх илет. 8 Пиçенпеле хыт-хура ӳстерекен çĕр вара ниме юрăхсăр, ылхана тивĕç. Вăл вутра çунса пĕтĕ. 9 Çапах та, савнă тăвансем, эпир çак сăмахсене каларăмăр пулин те, сирĕн лару-тăру лайăхрах тесшĕн. Эсир çăлăнăç çулĕ çинче тăнине пĕлетпĕр. 10 Турă вăл тĕрĕслĕхлĕ, çавăнпа сирĕн ĕçĕрсене те, Хăйĕн сăваплă халăхне Унăн ячĕпе пулăшса юратулăхăра кăтартнине те манмасть. 11 Эпир сирĕнтен кашниех тулли шанчăклă пулмашкăн вĕçне çитичченех çавнашкал тăрăштăр тетпĕр; 12 Сирĕнтен пĕри те ан наянлантăр, хăйсен ĕненĕвĕпе тӳсĕмлĕхне пула шантарнă еткере илме тивĕçлисем пек пултăр тетпĕр.
Турă сăмах парса шантарни
13 Турă, Авраама сăмах панă чухне, Хăйĕнчен аслăраххи нимĕн те пулманран Хăйĕнпе тупа тунă. 14 Вăл çапла каланă: «Эпĕ сана пиллемеллипех пиллĕп, санăн йышна хунанăçемĕн хунамалла тăвăп». 15 Çапла майпа, çирĕп тӳсĕмлĕхне пула Авраам хăйне шантарнине тивĕç пулнă. 16 Çынсем яланах хăйсенчен аслăраххипе тупа тăваççĕ, сăмах панине тупа туса çирĕплетсен, кирек епле тавлашу та вĕçленет. 17 Çавăнпа Турă та, еткер илме тивĕçлисене Хăйĕн ирĕкне улăштарас çуккине кăтартса, Хăй сăмах панине тупапа çирĕплетнĕ. 18 Икĕ япалара – сăмах панинче тата тупа тунинче – Турă суйма пултараймасть. Çакна Вăл пирĕн, Хăйĕн хӳттине пынисен, умри шанчăк çирĕп пултăр тесе тунă. 19 Çав шанчăк чунăмăрсемшĕн тĕрек евĕр; вăл чаршав хыçĕнчи Тасаран таса вырăна та кĕрет. 20 Унта пирĕншĕн, Мелхиседек евĕр ĕмĕрлĕх Аслă священник пулса, пирĕн умран Иисус кĕнĕ.
Аслă священник Мелхиседек
1 Мелхиседек Салим патши тата Çӳлти Туррăн священникĕ пулнă. Вăл Авраама патшасене çĕнтерсе тавăрăннă чухне кĕтсе илнĕ те пилленĕ. 2 Авраам вара Мелхиседека вăрçăра çĕнсе илнĕ пурлăхăн вуннăмĕш пайне панă. Унăн ятне икĕ тĕрлĕ ăнлантарма пулать: пĕрремĕшĕнчен, Мелхиседек тени „чăнлăх патши“ тени пулать; иккĕмĕшĕнчен, Салим патши тени „канăçлăх патши“ тени пулать. 3 Унăн ашшĕ-амăшне те, мăн аслашшĕсене те никам та пĕлмест, унăн пурăнăçĕн пуçламăшĕпе вĕçĕ те паллă мар. Турă Ывăлĕ евĕрлех, вăл ĕмĕрлĕх священник пулса тăрать. 4 Хăвăрах куратăр: пирĕн йăх тĕпĕ Авраам хăй те ăна вăрçăра туртса илнĕ чи лайăх пурлăхăн вуннăмĕш пайне панă пулсан, еплерех чаплă пулнă вăл! 5 Саккунпа килĕшӳллĕн, священника тухнă Левий тăхăмĕсен халăхран пурлăхăн вуннăмĕш пайне пуçтармалла. Çав вуннăмĕш пая вĕсем Авраам урлă тăван лекекен çынсенченех пуçтараççĕ. 6 Мелхиседек вара, Левий йăхĕнчен мар пулин те, Турă сăмах парса шантарнă Авраамран пурлăхăн вуннăмĕш пайне илнĕ те ăна пилленĕ. 7 Паллă ĕнтĕ, пил паракан пил илекентен аслăрах. 8 Пурлăхăн вуннăмĕш пайне кунта вилĕмлĕ çынсемех пуçтараççĕ, унти Мелхиседек пирки вара Çырнинче вилнĕ тесе çирĕплетмен. 9 Вуннăмĕш пай пуçтаракан Левий хăй те Авраам урлă Мелхиседека пурлăхĕн вуннăмĕш пайне панă теме пулать. 10 Мĕншĕн тесен Мелхиседек Авраама тĕл пулнă чухне Левий çуралман-ха, вăл Авраам тăхăмĕнче çураласси кăна пулнă. 11 Енчен те Левий йăхĕнчен тухнă священниксем халăха чи паха шая çитерейсен (халăха ун чухне панă саккун шăпах левитлăх çинче никĕсленсе тăрать), Аарон евĕрлĕ мар, Мелхиседек евĕрлĕ тепĕр Аслă священник мĕн тума кирлĕччĕ? 12 Священника тухасси улшăнни саккуна та улăштармаллине пĕлтерет. 13 Кам пирки калаçатпăр, Çавă пачах урăх йăх-несĕлтен вĕт-ха, вăл йăхран никам та нихăçан та парне вырăнĕ умĕнче Турăшăн ĕçлесе тăман. 14 Пирĕн Хуçамăр, паллă ĕнтĕ, Иуда йăхĕнчен тухнă. Вăл йăхри çынсем священника ларасси пирки вара Моисей пĕр сăмах та каламан. 15 Мелхиседек евĕрлĕ тепĕр Священник килни çакна уççăнах кăтартса парать. 16 Вăл этемле йăх-несĕл йĕркипе мар, вилĕмсĕр пурăнăç хăвачĕпе Священника ларнă. 17 Çырнинче çапла пĕлтернĕ: «Эсĕ – Мелхиседек евĕрлĕ ĕмĕрлĕх священник». 18 Малтанхи йĕркене вара хавшак та усăсăр пулнăран улăштарнă. 19 Моисей саккунĕ ниме те чи паха шая çитереймен пирки пире çĕнĕ шанчăк панă та ĕнтĕ. Çав шанчăка пула эпир Турă патне çывхаратпăр. 20 Иисуса Аслă священника лартнă чухне Турă тупа тунă. 21 Ыттисене пĕрне те священника тупа туса лартман. Куна вара Турă тупа туса çапла каланă: «Тупа тунă Хуçа Турă Хăй сăмахне улăштармĕ: Эсĕ – Мелхиседек евĕрлĕ ĕмĕрлĕх Священник». 22 Ку вăл лайăхрах халал çирĕплĕхне шантараканĕ Иисус пулнине пĕлтерет. 23 Ытти священниксем нумаййăн пулнă, мĕншĕн тесен пĕрисем вилсен вĕсем вырăнне теприсем ларнă. 24 Анчах та Иисус ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ, ĕмĕр-ĕмĕр Священник пулĕ. 25 Çавăнпа та Вăл Хăйĕн урлă Турă патне пыракансене яланах çăлĕ, Хăй ĕмĕр-ĕмĕр пурăннăран вĕсен хутне кĕрсех тăрĕ. 26 Пирĕн Аслă священник çавнашкал пулмалла та: таса, çылăхсăр, çитменлĕхсĕр. Ăна, çылăхлисенчен уйăрса, тӳперен те çӳлерех çĕкленĕ. 27 Унăн, ытти священниксем евĕр, куллен чи малтан – хăйĕн çылăхĕшĕн, унтан халăх çылăхĕшĕн Турра парне кӳмелле мар. Мĕншĕн тесен Вăл пĕрре Хăйне Хăй парнене кӳнĕ. 28 Саккун тăрăх аслă священника лартнă çынсем – çитменлĕхлĕ ахаль çынсемех. Саккун хыççăнхи тупа сăмахĕ вара Аслă священника ĕмĕрлĕх паха Турă Ывăлне лартнă.
Çĕнĕ тата лайăхрах Халалăн Аслă священникĕ
1 Сăмахăмăрăн тĕшши çакă пулать: пирĕн Аслă священник пур, Вăл Çӳлти Турă престолĕн сылтăм енне ларнă; 2 Вăл чăн-чăн кĕлĕ чатăрĕн Тасаран таса вырăнĕнче Турăшăн ĕçлесе тăрать; çав чатăра этем мар, Хуçа Турă Хăй лартнă. 3 Кирек епле аслă священника та ахаль парнесене тата пуснă парнесене Турра кӳме лартаççĕ. Çавăнпа та пирĕн Священникăн та Турра кӳрес парни пулмалла. 4 Вăл çĕр çинчех юлнă пулсан, священник та пулмĕччĕ. Мĕншĕн тесен кунта саккунпа килĕшӳллĕн Турра парне кӳрекен священниксем пур. 5 Вĕсем çĕр çинче сăваплă вырăнта Турăшăн ĕçлесе тăраççĕ. Анчах та çĕр çинчи сăваплă вырăн тӳперин мĕлки тата ĕлки кăна. Мĕншĕн тесессĕн чатăр лартма пуçласан Турă Моисея çапла асăрхаттарнă: «Асту, – тенĕ Вăл, – пĕтĕмпех хăвна ту çинче кăтартнă ĕлке евĕрлĕ ту». 6 Анчах та Иисуса шанса панă ĕç ытти священниксем тăвакан ĕçрен тем тери пахарах. Çавнашкалах Турă этеме Ун урлă панă çĕнĕ халал та малтанхинчен пахарах. Мĕншĕн тесен çĕнĕ халал Турă лайăхраххине шантарни çинче никĕсленсе тăрать. 7 Енчен те малтанхи халалĕ пĕр çитменлĕхсĕр пулсан, çĕнĕ халал парас та çукчĕ. 8 Çавăнпа та вĕсене ӳпкелесе пророк çапла калать: «Эпĕ Израиль çыннисене, Иуда çыннисене çĕнĕ халал парас кунсем çывхараççĕ, – тет Хуçа Турă. 9 – Ку халал вĕсен мăн аслашшĕсене алăран çавăтса Египетран илсе тухнă чухне панă халал пек пулмĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем Манăн халала пăхăнса пурăнас темерĕç, çавăнпа Эпĕ вĕсенчен пăрăнтăм, – тет Хуçа Турă. 10 – Çав кунсем иртсен Эпĕ Израиль çыннисене халал парăп, – тет Хуçа Турă. – Ун чухне Хамăн саккунсене вĕсен ăс-пуçне хывăп, чĕри çине çырса хурăп. Эпĕ вĕсен Турри пулăп, вĕсем Манăн халăхăм пулĕç. 11 Мана пурте, кĕçĕннинчен пуçласа чи асли таранах, пĕлнĕ пирки ун чухне никам та пĕлĕшĕсене, тăванĕсене: „Хуçа Турра пĕл“, – тесе каламĕ. 12 Мĕншĕн тесен Эпĕ вĕсен тĕрĕсмарлăхне хĕрхенсе каçарăп, çылăхĕсемпе йĕркесĕрлĕхне те аса илмĕп». 13 Çак халала „çĕнĕ“ тесе, Вăл малтанхи кивелнине палăртнă: кивелни вара усăсăра тухса часах пĕтмелле.
Турăшăн ĕçлесе тăрасси
1 Малтанхи халалăн та Турăшăн ĕçлесе тăмалли йăли-йĕркисем тата çĕр çинчи сăваплă вырăнĕ пулнă. 2 Кĕлĕ чатăрĕ туса лартнă, унăн малти пӳлĕмĕнче çутаткăç, сĕтел тата Турă умне хунă çăкăрсем пулнă. Малти пӳлĕме „Таси“ тенĕ. 3 Иккĕмĕш чаршав хыçĕнче „Тасаран таси“ текен пӳлĕм пулнă. 4 Унта ылтăнран тунă тĕтĕрмелли парне вырăнĕ тата йĕри-тавра ылтăнланă халал арчи пулнă. Çав арчара маннă тултарнă ылтăн савăт, Ааронăн çулçă кăларнă туйи тата халал сăмахĕсем çырнă чул хăмасем пулнă. 5 Арча хупăлчи çинче мухтавлăх херувимĕсен кĕлеткисем пулнă, çуначĕсемпе вĕсем „çылăх каçарттармалли“ текен вырăна хупласа тăнă. Вăхăта перекетлесе ытти япаласем çинче тĕплĕн чарăнса тăмăпăр. 6 Çакнашкал йĕркеленĕ кĕлĕ чатăрĕн малти пӳлĕмне Турăшăн ĕçлесе тăмашкăн священниксем куллен кĕреççĕ. 7 Иккĕмĕш пӳлĕмне вара пĕртен-пĕр аслă священникăн çулталăкра пĕрре кăна кĕме юрать. Вăл унта, парне выльхĕн юнне сирпĕтсе, хăйĕн çылăхĕсемшĕн тата халăхăн пĕлмесĕр тунă çылăхĕсемшĕн Турăран каçару ыйтать. 8 Кĕлĕ чатăрне çапла йĕркеленипе Святой Сывлăш çакна кăтартса парать: малти пӳлĕмĕ пур чухне Тасаран таса текен пӳлĕм уçă мар-ха. 9 Çак тĕслĕхре хальхи вăхăт та сăнарланнă: нимĕнле ахаль парне те, нимĕнле пусса панă парне те Турра пуççапаканăн чун-чĕрине аталантарса çитереймест. 10 Тĕрлĕ парне таврашĕ ĕçсе çиес, çăвас йăлана туса пымаллине кăна палăртать. Ӳт-пӳпе кăна çыхăннă çак йăла-йĕркене Турă çынсене çĕнĕ йĕркеччен кăна тытса пымалла тунă. 11-12 Пире пулас ырăлăха паракан Аслă священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кĕлĕ чатăрĕ витĕр Тасаран таса вырăна кĕнĕ. Вăл унта качака е пăру юнне илсе кĕмен, Хăйĕн Юнне парса пĕрре кĕнĕ. Ĕмĕрлĕх çăлăнăçа Христос пирĕн валли Хăйĕн Юнĕпе тӳлесе илнĕ. 13 Енчен те качакапа пăру юнне, тына пăру кĕлне сирпĕтсе ирсĕрленнисене тасатма пулать пулсан, 14 Христос Юнĕ пире мĕн тери хăватлăрах тасатма пултарĕ! Вăл Святой Сывлăш хăвачĕпе Хăйне таса парнелĕхе Турра панă. Çакна Вăл, пирĕн чунăмăрсене вилĕмле ĕçсенчен тасатса, чĕрĕ те чăн Турăшăн ĕçлесе тăччăр тесе тунă. 15 Çавăнпа та Турă этеме панă çĕнĕ халал Ун урлă пулнă. Христос пире малтанхи халал саманинче тунă çылăхсемшĕн Хăйĕн вилĕмĕпе тӳлесе илнĕ, çапла майпа Турă шантарнă ĕмĕрлĕх еткере илме тивĕçлисем Турă пама пулнине илччĕр тенĕ. 16 Халалĕ пур пулсан, халаллаканĕ вилнине çирĕплетмелле. 17 Мĕншĕн тесен халал сăмахĕ халаллаканĕ вилсен çеç вăя кĕрет, халал параканĕ чĕрĕ чухне вăл вăйра мар. 18 Çавăнпа та ĕнтĕ малтанхи халала та юнпа çирĕплетнĕ. 19 Моисей, мĕн пур халăха саккунри пĕтĕм пил-хушусене пĕлтерсе, пăрупа качака юнĕ, шыв, хĕретнĕ çăм тата иссоп туратне илнĕ те халал кĕнеки çине, халăх çине сирпĕтнĕ. 20 Сирпĕтнĕ чухне вăл çапла каланă: «Çак юн – Турă пире пăхăнса пурăнма хушнă халала çирĕплетекен юн». 21 Унтан вăл кĕлĕ чатăрĕ çине те, Турăшăн ĕçлесе тăнă чух тыткалакан пур япаласем çине те юн сирпĕтнĕ. 22 Саккунпа килĕшӳллĕн, пурне те тенĕ пекех юнпа тасатмалла, юн тăкмасăр каçару та пулмасть.
Христос Хăйне парнелĕхе кӳни çылăхран хăтарать
23 Эппин тӳперин çĕр çинчи ĕлкисене çапла майпа тасатмалла, анчах та тӳперине ку парнесенчен те лайăхраххипе кăна тасатма пулать. 24 Христос этем аллипе тунă çĕр çинчи сăваплă вырăна кĕмен, ку вырăн – тӳперин ĕлки кăна. Пирĕншĕн Турă умне тăмашкăн Вăл тӳпене çĕкленнĕ. 25 Аслă священник юн илет те кашни çулах Тасаран таса вырăна парне кӳме кĕрет. Христос вара Хăйĕн пурăнăçне нумай хутчен памасть. 26 Апла мар пулсан, тĕнчене пултарнăранпа Унăн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччĕ. Вăл вара тĕнче пĕтмĕшĕнче, Хăйне Хăй Турра пĕр хут парнелĕхе кӳрсе, çылăха пĕтермешкĕн килнĕ. 27 Этеме пĕрре кăна вилме пӳрнĕ, кайран унăн Суд умне тăмалла. 28 Çавнашкалах Христос та, нумай çыннăн çылăхне илсе каяс тесе, Хăйне пĕрре Турра парнелĕхе кӳнĕ. Иккĕмĕш хут килнĕ чухне Вăл пире çылăхран хăтарма мар, Хăйне кĕтекенсене çăлас тесе килĕ.
1 Саккун паракан ырăлăх – пулас чăн-чăн ырăлăхсен мĕлки кăна. Çулсерен тăтăшах пĕрешкел парнепе Турă патне пыракансене вăл нихăçан та чи паха шая çитереймест. 2 Ахальлĕн çынсем парне кӳме пăрахĕччĕç, мĕншĕн тесен парне кӳрекенсем, пĕрре çылăхран тасалнăскерсем, хăйсем çылăхлине пĕлми пулĕччĕç. 3 Çуллен Турра кӳрекен парне вара çылăх çинчен астутарсах тăрать. 4 Мĕншĕн тесен пăрупа качака юнĕ çылăха пĕтерме пултараймасть. 5 Çавăнпа та Христос, тĕнчене килсе, çапла калать: «Ахаль парне те, пусса панă парне те Сана кирлĕ пулмарĕ, çавăнпа Эсĕ Мана ӳт-пӳллĕ турăн. 6 Пĕтĕмĕшпе çунтарнă парне те, çылăхшăн пусса панă парне те Сана юрăхлă пулмарĕ. 7 „Турăçăм, акă Эпĕ! – терĕм вара Эпĕ. – Кĕнекере Ман çинчен çырнă пекех, Эпĕ Санăн ирĕкне пурнăçламашкăн килтĕм“». 8 Саккунпа кӳрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пĕтĕмĕшпе çунтарса пани те, çылăхшăн кӳни те Сана юрăхлă мар», – тенĕ Вăл малтан. 9 «Эй, Турăçăм, акă Эпĕ, Эпĕ Санăн ирĕкне пурнăçламашкăн килтĕм», – тенĕ Вăл кайран. Çапла майпа кайран каланине çирĕплетмешкĕн малтан каланине пăрахăçланă. 10 Христос Хăйĕн ӳтне Турă ирĕкĕпе пĕрре тата яланлăха парнелĕхе кӳнипе эпир тасалнă. 11 Кашни священниках кунсерен Турăшăн ĕçлесе тăрать, пĕрешкел парнесемех нумай хутчен Турра кӳрет, анчах вăл парнесем çылăха нихăçан та пĕтереймеççĕ. 12 Христос вара, пирĕн çылăхсемшĕн пĕрре парне кӳрсе, Туррăн сылтăм енне ĕмĕрлĕхех ларнă. 13 Унтан Вăл Хăйĕн тăшманĕсене ури айне тăвиччен кĕтнĕ. 14 Мĕншĕн тесен Вăл пĕрре парне кӳрсех Хăй сăвапласа тасатнисене яланлăхах чи паха шая çитернĕ. 15 Ун çинчен Святой Сывлăш та çирĕплетсе пĕлтерет. Çырнинче çапла каланă: 16 «Çав кунсем иртсен, – тет Хуçа Турă, – Эпĕ вĕсене çак халала парăп, Хамăн саккуна вĕсен чĕрисене хывăп, ăс-пуçне çырса хурăп». 17 «Вĕсен çылăхĕсемпе йĕркесĕрлĕхне те аса илмĕп», – тет Турă. 18 Эппин, çылăха каçарнă пулсан, çылăхшăн парне кӳмелле мар.
Чĕнсе тата асăрхаттарса калани
19 Çапла вара, тăванăмăрсем, Иисус Христос Юнне пула эпир Тасаран таса вырăна çĕнĕ те чĕрĕлĕхлĕ çулпа кĕме хăятпăр. 20 Çав çула Вăл пире чаршав урлă, урăхла каласан, Хăйĕн ӳчĕ урлă çĕнĕрен уçса панă. 21 Чаплă священникăмăра Турă кил-çуртне пăхса тăмашкăн лартнă. 22 Эппин Турă патне таса чунпа, тулли ĕненӳпе, çылăхлă чĕремĕрсене сăваплатса-сирпĕтсе, ӳт-пĕве таса шывпа çуса кĕрер. 23 Хамăр ĕненекен шанчăка иккĕленмесĕр чунтан парăнар, мĕншĕн тесен Шантараканĕ Хăйĕн сăмахне яланах тытать. 24 Пĕр-пĕрин çинчен шухăшлар, пĕр-пĕрне юратма, ырă ĕçсем тума хавхалантарар. 25 Хăшĕ-пĕрисем хăнăхса кайнă пек, хамăр пухусене çӳремесĕр тăрар мар. Çав Кун çывхарнине пĕлсе пĕр-пĕрне вăйлăрах ӳкĕтлер. 26 Енчен те эпир чăнлăха пĕлнĕ хыççăн та хамăр ирĕкпех çылăха кĕретпĕр пулсан, хамăр çылăхсемшĕн парне кӳме пирĕн урăх нимĕн те тăрса юлмасть. 27 Вара пирĕн хăраса суда кĕтмелли тата Турра хирĕççисене тĕп тăвасла хаяр вута кĕтмелли çеç юлать. 28 Кам та пулин Моисей саккунне пăснине икĕ е виçĕ çын кăтартса парсан, пăсаканнине вĕлермеллех айăплаççĕ. 29 Апла пулсан, хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха: Турă Ывăлне ним вырăнне хумасăр, халала çирĕплетсе хăйне тасатнă Юна сăваплăх вырăнне хуман, ырăлăхлă Турă Сывлăшне хурлакан çынна епле вăйлăрах айăплав пулĕ! 30 Çак сăмахсене Кам каланине пĕлетпĕр-çке-ха: «„Манра – тавăру, Эпĕ тавăрса парăп“, – тет Хуçа Турă». Тата Вăл çапла каланă: «Хуçа Турă Хăй халăхне суд тăвĕ». 31 Чĕрĕ Турă аллине лекесси епле хăрушă! 32 Иртнĕ кунсене, ĕненсе çутта тухнă хыççăн хăрушă асап тӳссе паттăрлăх кăтартнă кунсене, аса илĕр-ха. 33 Пĕр енчен, сире пĕтĕм халăх умĕнче мăшкăлласа хур тăватчĕç; тепĕр енчен, хăвăр юлташăрсем çакна тӳснине курса тăратăрччĕ. 34 Тĕрмене хупнисен асапне, çав шутрах манăнне те, эсир те пĕрлех пайлатăрччĕ. Тӳпере хăвăрăн лайăхрах, пĕтми пурлăх пуррине пĕлнĕ пирки çĕр çинчи пурлăхăра туртса илнишĕн те кулянмастăрччĕ. 35 Малашне те çавнашкалах шанчăкăра сӳнме ан парăр, уншăн сире аслăран та аслă сăвап пулĕ. 36 Турă ирĕкне пурнăçласчĕ тесе, Вăл сăмах парса шантарнине илесчĕ тесе, малашне те тӳсĕмлĕ пулăр. 37 Мĕншĕн тесен «кĕтмелли нумаях та юлмарĕ, Килмелли часах килĕ, вăрах кĕттермĕ. 38 Тӳрĕ пурăнакан ĕненӳпе чĕрĕ пулĕ. Енчен те вăл Манран пăрăнсан, Манăн ырă кăмăлăма юрăхлă пулмĕ». 39 Эпир вара Турăран пăрăннă пĕтес çынсем мар, çирĕп ĕненсе чунăмăрсене çăлса хăварас текен çынсем.
1 Ĕненӳ шанчăка тултарать, курăнманнине те курăнмалла тăвать. 2 Çакнашкал ĕненӳшĕн мăн асаттемĕрсене Турă ырлани паллă. 3 Ĕненĕве пула эпир çут тĕнчене Турă Хăй сăмахĕпе пултарнине, курăнманнинчен курăнаканни пулса кайнине пĕлетпĕр. 4 Ĕненĕве пула Авель Турра Каинран юрăхлăрах парне кӳнĕ. Ĕненĕве кура Турă, унăн парнине йышăнса, вăл тӳрĕ пулнине кăтартса панă. Авель вилнĕ пулин те, ĕненĕве пула халĕ те пирĕнпе калаçать. 5 Ĕненĕве пула Еноха та виличченех çӳле, тӳпене куçарнă: «Турă Хăй патне илнĕрен вара ăна шырасан та тупайман». Ку тĕнчерен илĕничченех Турă «ăна кăмăлланине» пĕлтернĕ. 6 Ĕненӳсĕр вара Турă кăмăлне юрăхлă пулма çук, мĕншĕн тесен Ун патне çывхараканăн Турă пуррине тата Турă Хăйне шыракансене сăвап парассине ĕненмелле. 7 Ĕненĕве пула Ной та, Турă мĕн пуласси çинчен асăрхаттарсан, Турра хисеплесе хăранипе хăйĕн кил-йышне çăлмашкăн карап тунă. Мĕн пуласси ун чухне уçăлман пулнă-ха. Ĕненĕве пула вăл, çак пĕтĕм тĕнчене айăпласа, ĕненӳрен килекен тӳрĕлĕхĕн еткерне илме тивĕç пулнă. 8 Ĕненĕве пула Авраам та, Турă хушнине итлесе, хăй еткере илес çĕр-шыва тухса кайнă. Тухнă чухне вăл хăй ăçта каясса та пĕлмен. 9 Ĕненĕве пула вăл хăйне сăмах парса шантарнă çĕр-шывра, ют çĕрти пек, чатăрсенче пурăннă. Исаакпа Иакова та Турă çав çĕр-шыва еткерлĕхе пама пулнă. Каярахпа вĕсем те унта çавнашкалах пурăннă. 10 Авраам Турă ăсталаса лартас çирĕп никĕслĕ хула çинчен ĕмĕтленнĕ. 11 Ĕненĕвне пула, ача туман Саррăн, ватăлнă пулин те, çие юлнă, ача çуралнă, мĕншĕн тесен вăл хăйне Шантараканĕ сăмахне тытасси пирки иккĕленмен. 12 Çавăнпа ĕнтĕ ватăлса çитнĕ пĕр этемрен йышлă ăру пулса кайнă. Тӳпери çăлтăрсем пек, тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчисем пек, Авраам тăхăмне ĕнтĕ шутласа та кăлараяс çук. 13 Шантарни пурнăçланнине курма май килмен пулин те, вĕсем пурте ĕненӳпех вилнĕ. Вĕсем Турă шантарни хăçан та пулин çитессе пĕлнипех савăннă. Çак çĕр çинче хăйсем çулçӳревçĕсем, ютран килнĕскерсем пулнине уççăнах каланă. 14 Çапла калакансем хăйсен тăван çĕр-шывне шырани куçкĕретех. 15 Хăйсем тухса кайнă тăван çĕр-шывне асра тытнă пулсан вĕсем унта тавăрăнма май тупнă пулĕччĕç. 16 Анчах та вĕсем лайăхрах çĕр-шывалла, тӳпери çĕр-шывалла ăнтăлнă. Çавăнпа Турă Хăйне вĕсен Турри тесе калама вăтанмасть, мĕншĕн тесен Турă вĕсем валли хула хатĕрлесе хунă. 17 Авраам, ĕненĕве пула, Турă хăйне тĕрĕсленĕ чухне Исаака парне кӳме хатĕр пулнă. Ăна Турă сăмах парса шантарнă, çавăнпа вăл хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне Турра парне кӳме хатĕр пулнă. 18 Çакна вăл Турă хăйне: «Санăн тăхăму Исаакран пуçланĕ», – тесе каланине пĕлсе тăнă çинчех тунă. 19 Турă хăватлă, Вăл вилнисене те чĕртсе тăратма пултарать, тесе шухăшланă вăл. Чăнах та, вилес Исаака та Турă чĕртсе тăратнă. Çакна Вăл малашнехине пĕлтермешкĕн тунă. 20 Ĕненĕве пула тата малашлăхшăн Исаак Иаковпа Исава пилленĕ. 21 Ĕненĕве пула Иаков, хăй вилес умĕн, Иосифăн ывăлĕсене иккĕшне те пил панă. Унтан, туйи çине таянса, Турра пуç тайнă. 22 Ĕненĕве пула Иосиф та вилес умĕн Израиль халăхĕ Египетран тухасса пĕлтернĕ, кайран хăйĕн шăмми-шаккипе мĕн тумаллине те хушса хăварнă. 23 Ĕненĕве пула ашшĕ-амăшĕ Моисея çуралнă хыççăн виçĕ уйăха яхăн пытарса усранă. Ачи епле хитре пулнине курсан вĕсем патша хушнине те итлемен. 24 Ĕненĕве пула Моисей, ӳссе çитĕнсен, хăйне фараон хĕрĕн ывăлĕ теме пăрахнă. 25 Çылăхлă та вăхăтлăх киленӳсемпе савăнса пурăниччен Турă халăхĕпе пĕрле нушаланам тенĕ вăл. 26 Турă тавăрса парасса пĕлнĕрен вăл Турă Суйласа илнин хурлăхне Египет пуянлăхĕнчен маларах хунă. 27 Ĕненĕве пула вăл патша çиллинчен хăрамасăрах Египетран тухса кайнă. Ăна, Курăнманскере, курнă пекех, Моисей Унăн ирĕкне çирĕп пурнăçланă. 28 Ĕненĕве пула вăл, Израиль çыннисен пирвайхи ачисене вĕлерекенĕн алли ан тĕкĕнтĕр тесе, пасха туса алăк суллисене юнпа сăрласа палăртса тухнă. 29 Ĕненĕве пула Израиль çыннисем Хĕрлĕ тинĕс урлă тип çĕр урлă каçнă пекех каçма пултарнă. Египет çыннисем вара, вĕсем пекех каçма тăрсан, путса вилнĕ. 30 Ĕненĕве пула Турă çыннисем хула тавра çичĕ кун хушши утса çавăрăннă хыççăн Иерихон хӳми ишĕлсе аннă. 31 Раав ятлă аскăн хĕрарăм, ĕненĕве пула, Турра пĕлменнисемпе пĕрле вилмен, мĕншĕн тесен Израилĕн вăрттăн сăнавçисене кăмăллăн йышăннă, хăй патĕнче çĕр каçарнă, кайран урăх çулпа ăсатса янă. 32 Тата мĕн калам? Гедеон, Варак, Самсон, Иеффай, Давид çинчен тата Самуилпа ытти пророксем çинчен каласа памашкăн вăхăт та çитеймĕ. 33 Ĕненĕве пула çав çынсем патшалăхсене çĕнтернĕ, тӳрĕлĕхлĕ пурăнăç тунă, Турă шантарнине илме пултарнă. Вĕсем арăслансене йăвашлатнă, 34 хаяр вут-çулăма сӳнтернĕ, хĕçрен хăтăлса юлнă, халсăрскерсем вăй илнĕ, вăрçăра паттăр пулнă, тăшман çарĕсене хăваласа янă. 35 Вилнисене, чĕртсе тăратса, хĕрарăмсене тавăрса панă. Хăшĕ-пĕрисем, Турăшăн вилмеллех асап курнисем, лайăхрах пурăнăçшăн чĕрĕлсе тăрас тесе, сĕннĕ ирĕклĕхе те йышăнман. 36 Теприсене тата мăшкăлланă, хĕненĕ, сăнчăрласа тĕрмене хупнă. 37 Вĕсене чулпа пере-пере вĕлернĕ, пăчкăпа татнă, асаплантарнă, хĕçпе вĕлернĕ. Вĕсем, сурăх е качака тирĕсем пĕркенсе ярса, ĕмĕрĕсене çапкаланса çӳресех ирттернĕ, çити-çитми, хĕн-хурлă, çын кулли пулса пурăннă. 38 Вĕсен, тĕнчерен те аслă çынсен, пуш хирсемпе сăрт-тусем тăрăх çапкаланса çӳреме, çĕр хăвăлĕсемпе хушăкĕсенче пурăнма тивнĕ. 39 Турă вĕсен ĕненĕвне ырланă, анчах та сăмах парса шантарнине вĕсем кĕтсе илеймен. 40 Мĕншĕн тесен Турă вĕсене пирĕнпе пĕрле кăна чи паха шая çитерме шутланă. Турă пирĕн валли эпир кĕтнинчен те чаплăраххи хатĕрлесе хунă иккен.
Турă сире Хăйĕн ывăлĕсем вырăнне хурать
1 Пире курса-пĕлсе тăракансем пирĕн йĕри-тавра пĕлĕт пек нумай. Çавăнпа та, ĕнсе çинчи çĕклеме илсе персе, çылăх тăллине татса, хамăр утас çула тӳсĕмлĕн утса тухар. 2 Иисус çине куç илмесĕр пăхар. Вăл – ĕненĕве Пуçараканĕ тата Пурнăçлаканĕ. Вăл, тӳпере ырлăх курас вырăнне, мăшкăла пăхса тăмасăр хĕрес çинчи асапа курнă. Вара Турă престолĕн сылтăм енне ларнă. 3 Халсăрланса кăмăл çирĕплĕхне пĕтерес мар тесен, çылăхлă çынсен мăшкăлне Тӳсекенĕ пирки шухăшлăр. 4 Эсир, çылăхпа кĕрешсе, юн тăкман-ха. 5 Ашшĕ ывăлĕсене каланă пек, Турă хăвăра лăплантарса каланă çак сăмахсене эсир маннă: «Ывăлăм! Хуçа Турă айăплавне тĕрĕс хакла, Вăл сана питлет пулсан, хуйха ан ӳк. 6 Мĕншĕн тесен Хуçа Турă Хăйне савакана асап кăтартать, Хăй кăмăллакан ывăлне чĕн пушăпа ăс парать». 7 Çавăнпа та, инкек-синкек килсе тухсан, Турă пире Хăйĕн ывăлĕсем вырăнне хучĕ тейĕр. Ашшĕ айăпламан ывăл пулать-и? 8 Мĕн пур ывăлсене айăпланă пекех сире айăпламарĕç пулсан, эсир вара чăн ывăлсем мар, тăван мар ывăлсем кăна. 9 Çĕр çинчи атте пире айăпласан эпир ăна итлетпĕр, чун-чĕм тĕлĕшĕнчен Атте пулакана пирĕн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ăна итлени пурăнăç парать-çке-ха! 10 Çĕр çинчи аттесем пире хăйсен тĕрĕслĕхĕпе вăхăтлăха кăна айăпланă. Чун-чĕм тĕлĕшĕнчен Атте пулакан вара пире усă тăвас тесе, Хăйĕн сăвапне парас тесе айăплав хурать. 11 Кирек епле айăплав та çав вăхăтра савăнтармасть, кулянтарать. Çапла ăс пани каярахпа пире тӳрĕлĕхпе канăçлăх çимĕçĕ парать. 12 Çавăнпа та лăштăр кайнă ал-урăрсене тĕреклетĕр, 13 уксахлакан урăр ан мăкăлтантăрччĕ, сиплентĕрччĕ тесе, тӳрĕ сукмакпа утăр.
Турă ырăлăхне йышăнманнисене асăрхаттарни
14 Çынсемпе килĕштерсе, сăваплă пурăнма тăрăшăр. Сăвапсăр пурăнсан Хуçа Туррăмăра кураймăр. 15 Сирĕнтен хăшĕ те пулин Турă ырăлăхне çухатасран асăрханăр. Йӳçек тымартан наркăмăшлă хунав тухса сиен ан тутăрччĕ, нумай çынна ан ирсĕрлеттĕрччĕ. 16 Сирĕн хушшăрта, Исав пек, Турăран пăрăннисем е Турра хисеплеменнисем ан пулччăр. Исав еткере тивĕçлĕ малтанхи ачи пулнă. Вăл çав тивĕçе чашăк яшкалла сутса янă. 17 Пĕлетĕр ĕнтĕ, кайран Исав ашшĕн пилне илесшĕн питĕ çуннă, анчах ăна пил паман. Куççулĕпе йĕрсе айăпне йышăнсан та ӳкĕнме мехел çитереймен. 18 Эсир, Израиль халăхĕ пек, вут-çулăм сирпĕтекен тата чăн-чăн ту патне çывхармарăр; тĕттĕмлĕх, сĕмлĕх тата тăвăл патне çывхармарăр; 19 эсир труба сасси патне, тӳпери сасă патне çывхармарăр. Тӳперен килекен сăмахсене илтес мар тесе çынсем Турра тархасласа йăлăннă. 20 Мĕншĕн тесен «çак ту çумне тискер кайăк сĕртĕнсессĕн те, ăна чулпа е ухăпа персе вĕлерĕç» тесе хăйсене чарнине çынсем тӳсеймен. 21 Çак курăну питĕ хăрушă пулнăран Моисей: «Эпĕ хăранипе чĕтретĕп», – тенĕ. 22 Эсир вара Сион тăвĕ патне, чĕрĕ Турă хули патне, тӳпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне çывхартăр. 23 Эсир савăнмашкăн пухăннă малтанхи ывăлсен Чиркĕвĕ патне çывхартăр. Вĕсен ятне тӳпере çырса хунă. Эсир пурне те Суд тăвакан Турă патне, паха шая çитнĕ тӳрĕ çынсен чунĕсем патне çывхартăр. 24 Эсир Хăй урлă çĕнĕ халал панă Иисус патне, сăваплатса сирпĕтмелли Юн патне, çывхартăр. Авель юнĕпе танлаштарсан, Иисус юхтарнă Юн чылай мухтавлăрах. 25 Асăрханăр, Турă каланине итлемесĕр ан тăрăр. Хăйсене çĕр çинче асăрхаттарса калакана итлемен çынсем айăпа юлнă пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пăрăнсан, пушшех те айăплă пулăпăр. 26 Ун чухне Турă сасси çĕре кисрентернĕ, халĕ вара Вăл çапла сăмах панă: «Çĕре кăна мар, тӳпене те татах кисрентерĕп». 27 «Татах» тени кисренменни яланах пулмашкăн кисренекенни, пултарнăскер, улшăнасса пĕлтерет. 28 Çавăнпа та пирĕн, кисренмен Патшалăха тивĕçлисен, пархатарлă пулмалла. Çав пархатарпа Турра юрăхлăн, чунтан хисеплесе те хăраса Турăшăн тăрăшар. 29 Мĕншĕн тесен пирĕн Туррăмăр – йăлтах пĕтерекен вут-çулăм та.
Турра юрăхлă пуласси
1 Ĕненекен тăванăрсене юратăр. 2 Ютран килнĕ ĕненекенсемпе тараватлă пулăр, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем хăйсем пĕлмесĕрех ангелсене хăна туса янă. 3 Хăвăр вĕсемпе пĕрле ларнă пекех, тĕрмере ларакан ĕненекенсене аса илсех тăрăр. Хăвăр вĕсемпе пĕрле асап курнă пекех, асап куракансене те асрах тытса тăрăр. 4 Арлă-арăмлă пурăнăç хисепре пултăр, мăшăрсем пĕр-пĕрне ан улталаччăр. Улталакансене тата аскăнланакансене Турă суд тăвĕ. 5 Укçана ан хапсăнăр, мĕн пуррипе çырлахăр. Мĕншĕн тесен Турă çапла каланă: «Эпĕ сана пăрахмăп, Эпĕ сана хăвармăп». 6 Çавăнпа та эпир çирĕп кăмăлпа çапла калатпăр: «Мана Хуçамăр пулăшать, эпĕ нимĕнрен те хăрамăп, çын мана мĕнех тăвайĕ?» 7 Хăвăра Турă сăмахне вĕрентнĕ ӳкĕтлевçĕсене асрах тытса тăрăр. Вĕсем тивĕçлĕ пурăнса тивĕçлĕ вилнине курсассăн, вĕсем пекех ĕненме тăрăшăр. 8 Иисус Христос ĕнер те, паян та, ĕмĕр-ĕмĕр – Çавах. 9 Тĕрлĕ ют вĕрентӳсем хыççăн ан кайăр; мĕншĕн тесен çимелли йăла-йĕркене тытса пыни никама та усă паман-ха. Кмăлăра çав йăласемпе мар, Турă тивлечĕпе çирĕплетĕр. 10 Пирĕн хамăрăн парне вырăнĕ пур, ун çинчи Турра кӳнĕ çимĕçе кĕлĕ чатăрĕнче ĕçлесе тăракансен те çиме юрамасть. 11 Çылăхшăн парнене кӳнĕ выльх-чĕрлĕх юнне аслă священник Тасаран таса вырăна илсе кĕрет, пуснă выльх-чĕрлĕхне вара тапăр тулашĕнче çунтарса яраççĕ. 12 Çавăнпа та Иисус, çынсене Хăйĕн Юнĕпе сăвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашĕнче асап курнă. 13 Вăл тӳснĕ мăшкăла хамăр çие илер те Ун патне тулашне тухар. 14 Мĕншĕн тесен кунта пирĕн ялан пурăнмалли хула çук, пулас хулана эпир ăнтăлса шыратпăр. 15 Çапла вара, Турра яланах Иисус урлă мухтав парни кӳрсе тăрар, урăхла каласан, тута-çăварăмăрсемпе Ăна мухтар. 16 Пĕрне-пĕри ырă тума ан манăр, туслă пурăнăр – Турра шăпах çакнашкал парнесем юрăхлă. 17 Хăвăр вĕрентӳçĕрсене итлĕр, пăхăнăр. Вĕсем сирĕншĕн Турă умĕнче яваплă, çавăнпа вĕсем сирĕн чунăршăн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çав ĕçе вĕсем хуйхăрса мар, савăнса туччăр тесе (вĕсем хуйхăрса ĕçленинчен сире усă пулас çук), вĕсене пăхăнăр. 18 Эпир тĕрĕс пурăнасчĕ тетпĕр, çавăнпа хамăр чунсем тасине шанатпăр. Пирĕншĕн кĕлтăвăр. 19 Турă мана хăвăртрах сирĕн патăра тавăрăнмалла тутăрччĕ тесе уйрăмах хытă кĕлтăвăр.
Пиллени тата салам яни
20 Хăйĕн сурăхĕсен Аслă Кĕтӳçине, Юнĕпе ĕмĕрлĕх халала çирĕплетнĕ Иисус Христос Хуçамăра вилĕмрен чĕртсе тăратнă канăçлăх Турри, 21 Хăйĕн ирĕкне пурнăçлаччăр тесе, сире ырă ĕçсем тума май патăр. Иисус Христос урлă Вăл пире Хăйне юрăхлă пек тутăр. Христоса ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! Аминь. 22 Тăванăмăрсем! Çак ӳкĕт сăмахĕсене йышăнсамăр. Çырасса та эпĕ кĕскен кăна çыртăм. 23 Тата Тимофей тăванăмăра тĕрмерен кăларса янине пĕлсемĕр. Çывăх вăхăтрах вăл ман патăма килес пулсан, иксĕмĕр те сирĕнпе курнăçма тăрăшăпăр. 24 Хăвăра вĕрентекенсемпе ĕненекенсене пурне те салам калăр. Италирисем те сире салам яраççĕ. 25 Сире пурне те Турă тивлечĕ пултăр! Аминь.
Саламлани
1 Турăпа Иисус Христос Хуçамăр чуринчен Иаковран – пĕтĕм тĕнчипе сапаланнă вун икĕ йăха – салам!
Ĕненӳ тата ăс
2 Эй, тăвансем! Тĕрлĕ тĕрĕслеве савăнса-хĕпĕртесе йышăнăр. 3 Ĕненĕвĕре тĕрĕслени хăвăра чăтăмлăх кӳнине эсир пĕлетĕр. 4 Чтăмлăх сире аталантарĕ, вара эсир тулли пахалăхлă, пĕр кăлтăксăр пулăр. 5 Ăс çитейменни ăна Турăран тархасласа ыйттăр – Турă паратех. Памаллине Турă пурне те çăмăллăн, ӳпкевсĕр парать. 6 Анчах та Турра ĕненӳллĕн, иккĕленмесĕр тархасламалла. Мĕншĕн тесен иккĕленекен çын вăл çил çĕклентерсе сапалакан тинĕс хумĕ евĕр. 7-8 Иккĕленекен çын пур тĕлĕшĕнчен те тĕрексĕр. Унашкалли Хуçа Турăран мĕн те пулин ыйтса илессе ан та шутлатăр.
Чухăнлăхпа пуянлăх
9 Чухăн ĕненекен хăйне Турă асла кăларнăшăн савăнтăр. 10 Пуян ĕненекен те Турă хăйне кĕçĕне хăварнăшăн савăнтăр, мĕншĕн тесен пуянлăх уй-хир чечекĕ пек пĕтет. 11 Хĕвел тухать те, шăрăх çитет, курăка ĕнтсе ярать. Курăкĕ типет те, чечекĕ тăкăнать, унăн илемĕ çухалать. Мулшăн çунакан пуян та çавăн пекех çухалать.
Тĕрĕслев тата илĕртӳ
12 Илĕртсе тĕрĕсленине тӳссе ирттерекен çын телейлĕ. Тивĕç пулсассăн вăл пурăнăç пуç кăшăлне илĕ. Хуçамăр ăна Хăйне юратакансене пама пулнă. 13 Илĕртсе тĕрĕсленĕ чухне никам та: «Турă мана тĕрĕслет», – тесе ан калатăр. Мĕншĕн тесен Турă усалпа çыхланмасть, Хăй никама та илĕртсе тĕрĕслемест. 14 Кашниех хăйĕн кăмăлĕ туртнипе, илĕртнипе улталанать. 15 Çылăхлă кăмăл, пĕтĕленсе, çылăх çуратать. Тунă çылăх вара вилĕм çуратать. 16 Эй, савнă тăванăмсем! Ан улталанăр. 17 Кирек епле пархатар та, паха парне те çӳлтен, çутăлăх Ашшĕ патĕнчен анать. Турă вара яланлăх, улшăнми. 18 Хăй пултарнисем хушшинче малтанхи аван çимĕçсем пек пулччăр тесе, Турă пире чăнлăх сăмахĕпе Хăйĕн ачисем тума шутланă.
Сăмаха итлесси тата пурнăçласси
19 Çапла вара, савнă тăвансем, калаçнинчен ытларах итлеме тăрăшăр, çилленме ан васкăр. 20 Мĕншĕн тесен çилĕ этеме Турă тӳрĕлĕхĕнчен пăрса ярать. 21 Эппин тĕрлĕ тасамарлăхран, юлнă çилĕрен хăтăлăр. Чунăрсене çăлма пултаракан ӳкĕт сăмахне йăвашшăн ăша хывăр. 22 Сăмаха итлекенсем çеç ан пулăр, вĕсем хăйсене хăйсем улталаççĕ кăна. Эсир вара çав сăмаха пурнăçлакансем пулăр. 23 Мĕншĕн тесен сăмаха итлекен, анчах сăмах хушнă пек туман çын тĕкĕр çинче хăйĕн сăнне тинкерекен евĕр. 24 Вăл хăйне тĕкĕр çинче курать, анчах та тĕкĕр умĕнчен кайнă-кайман хăй сăнне манса каять. 25 Кам та кам Туррăн паха саккунне, ирĕклĕх саккунне ăша хывса пурнăçлать, çав хăйĕн ĕç-пуçĕнче телейлĕ пулĕ. Вăл илтнине манакан мар, Турă сăмахĕ хушнине туса тăракан. 26 Сирĕнтен кам та кам Турра хисеплетĕп тет, анчах чĕлхине чармасăр хăйне хăй улталать, вăл Турра хисепленçи кăна тăвать. 27 Кам та кам тăлăхсен, тăлăх арăмсен хуйхи-суйхине çăмăллатма тăрăшать, хăйне тĕнче ирсĕрлĕхĕнчен упрать, çавă Атте Турă умĕнче таса та çитменлĕхсĕр, çавă Ăна чăнласах хисеплет.
Çын камне пăхассинчен асăрхаттарни
1 Эй, тăванăмсем! Эсир, мухтавлă Иисус Христос Хуçамăра ĕненекенсем, çынна кам пулнине кура ан хаклăр. 2 Калăпăр, сирĕн пухăва капăр тумланнă, ылтăн çĕрĕ тăхăннă çын пырать. Тата пухăва начар çи-пуçлă чухăн та пырать. 3 Эсир капăр тумланнă çынна асăрхасан: «Сана çакăнта ларсан лайăхрах пулĕ», – тетĕр. Чухăннине вара: «Эсĕ çавăнта тăр», е «Ман ура вĕçне лар», – тетĕр. 4 Çапла туса эсир хăвăр ăшăрта пĕрисене теприсенчен çӳлерех хумастăр-им? Тĕрĕс мар шухăшлакан судьясем пулса тăмастăр-им5 Эй, савнă тăванăмсем! Итлесемĕр мана: ĕненӳпе пуян пулмашкăн Турă çак тĕнчери чухăнсене суйласа илмен-им? Хăйне юратакансене шантарнă Патшалăха Турă чухăнсене еткере парас темен-им? 6 Эсир вара чухăна хапăл тумастăр. Сире пусмăрлакансем пуянсем мар-им? Сире судсем тăрăх сĕтĕрекенсем те вĕсем мар-им? 7 Сире Христос ячĕпе чĕнеççĕ. Çав ырă ята хурлакансем те вĕсемех мар-им? 8 «Çывăх çыннуна хăвна юратнă пек юрат», – тенĕ Çырнинче. Енчен те эсир çак патшалла саккуна тытса пурăнатăр пулсан аван тăватăр. 9 Енчен те эсир çын камне пăхатăр пулсан çылăха кĕретĕр, Турă саккунĕпе айăплă пулатăр. 10 Мĕншĕн тесен саккуна пĕтĕмĕшле пăхăнса пурăнсан та, пĕр-пĕр пил-хушăва пăссан, эсир пĕтĕм саккуна пăсатăр. 11 «Мăшăрна ан ултала», – тесе Калаканниех тата: «Ан вĕлер», – тенĕ. Çавăнпа та эсĕ мăшăрна улталамасан та, çын вĕлерсен, саккуна пăсакан пулатăн. 12 Эсир ĕнтĕ хăвăра ирĕклĕх паракан саккунпа айăпланас çынсем пек калаçăр, пурăнăр. 13 Мĕншĕн тесен хĕрхенме пĕлменнисене Турă сучĕ те хĕрхенмĕ. Хĕрхенӳ вара судран та аслăрах.
Ĕненӳ тата ĕçсем
14 Эй, тăванăмсем! Ĕненетĕп текен, анчах ĕненĕвне ĕçпе çирĕплетмен çынран мĕн усси? Çавнашкал ĕненӳ ăна çăлса хăварĕ-и? 15 Ĕненекен тăванăн тăхăнмалли те, çимелли те çук пулсан, 16 сирĕнтен хăшĕ те пулин ăна мĕн кирлине памасăрах: «Канăçлă каях, ăшăн тата çисе тăран», – тенинчен мĕн усси? 17 Ĕненӳ те çавнашкалах, ĕçпе çирĕплетмесен, хăй халлĕн кăна – вилĕ. 18 Анчах кам та пулин çапла калама пултарать: «Пĕрин ĕненĕвĕ пур, теприн – ĕçĕ». Ĕçӳпе çирĕплетмен ĕненĕве эсĕ мана епле кăтартăн? Эпĕ вара сана хам ĕненнине ĕçĕмсемпе кăтартăп. 19 Турă пĕрре пулнине ĕненсе эсĕ аван тăватăн. Çакнах усал сывлăшсем те ĕненеççĕ, чĕтресе кăна тăраççĕ. 20 Эх, айван! Ĕçпе çирĕплетмен ĕненӳ вилĕ пулнине пĕлессӳ килет-и? 21 Пирĕн мăн асатте Авраам хăйĕн Исаак ывăлне Турра кӳме парне вырăнĕ çине хунă. Çапла вăл ĕçĕпе тӳрре тухман-им вара? 22 Куратăн ĕнтĕ, унăн ĕненĕвĕ ĕçĕпе килĕшсе тăнă, ĕçне кура унăн ĕненĕвĕ чи паха шая çитнĕ. 23 Вара Çырнинче калани пурнăçланнă. Унта çапла çырнă: «Авраам Турра ĕненнĕ, çакна Турă тӳрĕлĕх шутне кĕртнĕ». Авраама вара «Туррăн тусĕ» тесе чĕнме пуçланă. 24 Куратăн ĕнтĕ, этем ĕненӳпе кăна мар, ĕçĕсемпе тӳрре тухать. 25 Çавнашкалах аскăн хĕрарăм Раав та Турă умĕнче ĕçĕсемпе тӳрре тухман-им? Вăл вăрттăн сăнавçăсене çĕр выртма кĕртнĕ, кайран урăх çулпа тартнă. 26 Çапла ĕнтĕ, чун-чĕмсĕр кĕлетке вилĕ пекех, ĕçсĕр ĕненӳ те вилĕ.
Чĕлхе тем тума та пултарать
1 Эй, тăвансем! Пурте вĕрентекен пуласшăн ан çунăр. Çакна пĕлсе тăрăр: пирĕнтен, вĕрентекенсенчен, судра тата хытăрах ыйтĕç. 2 Мĕншĕн тесен эпир пурте çылăха нумай кĕретпĕр. Кам сăмахпа çылăха кĕмест, çав аталанса çитнĕ пулать. Вăл хăйĕн пĕтĕм кĕлеткине чарма-пăхăнтарма пултарать. 3 Тĕслĕхрен, хамăра итлетĕр тесе эпир лашана çăварлăхлатпăр, вара унăн пĕтĕм кĕлеткине хамăра пăхăнтаратпăр. 4 Е, калăпăр, карапĕ тем тери пысăк пулсан та, çилĕ тем тери вăйлă вĕрсен те, пĕчĕк рульпе усă курсах капитанĕ карапа кирлĕ еннелле ярать. 5 Чĕлхе те çавнашкалах – ӳт-пĕвĕн пĕчĕк пайĕ çеç пулин те, нумай тăваять. Кур-ха, пĕчĕкçĕ çулăм чĕлхиех мĕн пысăкăш вăрмана хыптарса яма пултарать! 6 Чĕлхе те – çулăм, вăл – усал йăви. Ӳт-пĕвĕн ытти пайĕсемпе танлаштарсан, вăл пĕтĕм кĕлеткене ирсĕрлетет. Тамăк вучĕпе хыпса илсе чĕлхе пĕтĕм пурăнăçа çунтарса ярать. 7 Тем тĕрлĕ тискер кайăка, вĕçен кайăка, çĕлен-калтапа тинĕс чĕр чунĕсене этем алла хăнăхтарнă, хăнахтарать. 8 Анчах çынсенчен пĕри те чĕлхине итлеттереймест. Вăл – вĕлерекен наркăмăшлă чарайми усал. 9 Чĕлхепех эпир Атте Турра мухтатпăр, çав чĕлхепех эпир çынсене ылханатпăр. Çынна вара Турă евĕрлĕ пултарнă вĕт-ха. 10 Пĕр çăвартанах мухтав сăмахĕ те, ылхан сăмахĕ те тухать. Эй, тăвансем! Кунашкал пулмалла мар. 11 Пĕр çăлкуçранах тăварсăр тата тăварлă шыв тапса тăни пур-и? 12 Эй, тăвансем! Смоква йывăççи çинче çу çырли ӳсмест, иçĕм çырли авăрĕ çинче те смоква çырли пулмасть. Çавнашкалах пĕр çăлкуçран тăварсăр тата тăварлă шыв юхса тухмасть.
Çӳлтен анакан ăс
13 Сирĕнтен кам чăннипех те ăслă-тăнлă, çав хăй ăсне тӳрĕ пурăнса, ăслă йăвашлăхĕпе ырă ĕçсем туса кăтартса патăр. 14 Анчах та сирĕн чĕрĕрте хаяр кĕвĕçӳпе чăркăшлăх пулсан, ан мухтанăр, чăнлăха пăсса ан суйăр. 15 Кунашкал ăс çӳлтен анмасть, вăл – ку тĕнчери, чун-чĕмсĕр, шуйттанран килекен ăс. 16 Ăçта кĕвĕçӳпе чăркăшлăх, унта йĕркесĕрлĕхпе тĕрлĕ усаллăх. 17 Çӳлтен анакан с вара чăн малтанах – таса, унтан – татуллă, сăпайлă, пăхăнуллă, пысăк хĕрхенӳллĕ те ырă ĕçлĕ, тĕрĕслĕхлĕ, икĕ питлĕ мар. 18 Канăçлăх кӳрекенсем вара лăпкăн ака тăваççĕ, тӳрĕлĕх çимĕçне те вĕсемех пухса илĕç.
Тĕнчепе туслă пулни
1 Эсир пĕр-пĕринпе хирĕçни, харкашни мĕнрен килет-ха? Ӳт-пĕвĕре çылăхлă кăмăл алхастарнинчен мар-и вара? 2 Ĕмĕтленетĕр те – ĕмĕтĕр çитмест. Вĕлермеллех кĕвĕçетĕр те – кăмăлăр çапах тулмасть. Хирĕçетĕр, харкашатăр – илес тени сирĕн çаплах çук, мĕншĕн тесен Турра тархасламастăр. 3 Тархасласан та – илейместĕр. Мĕншĕн тесен эсир ырă тĕллевшĕн ыйтмастăр, хăвăр кăмăл туртнине çырлахтарасшăн ыйтатăр. 4 Эй, пăсăк çынсем! Тĕнчепе туслă пулни Турăпа тăшманла пулнине пĕлместĕр-им эсирÇапла ĕнтĕ, кам тĕнчепе туслă пулма тăрăшать, çав Туррăн тăшманĕ пулса тăрать. 5 Е Çырнинче çак сăмахсене ахаль каланă пулĕ тетĕр-и? Акă вăл сăмахсем: «Турă пирĕн ăшри Хăйĕн сывлăшне кĕвĕçес таранах савать». 6 Анчах та Турă пире тата пысăкрах ырăлăх парать. Çавăнпа та Çырнинче çапла каланă: «Турă мăнкăмăллисене хирĕçлет, йăвашшисене вара ырăлăхне парать». 7 Çапла вара, хăвăра Турă аллине парăр. Шуйттана хирĕç тăрăр, вара вăл сирĕн патăртан тарĕ. 8 Турă патне пырăр, вара Вăл та сирĕн патăра пырĕ. Эй, çылăхлă çынсем, аллăрсене çуса тасатăр. Эй, икĕ питлисем, чун-чĕрĕре тӳрлетĕр. 9 Хуйхăрăр, йĕрĕр, ӳлесе макăрăр! Эсир кулни – йĕнине куçтăр, эсир савăнни – куляннине куçтăр. 10 Хуçа Турă умĕнче мĕскĕн пулăр, Вăл вара сире асла кăларĕ.
Ĕненекен тăванăра ан айăплăр
11 Эй, тăвансем! Пĕр-пĕрне ан хурлăр. Кам тăванне хурлать е айăплать, çав Турă саккунне хурлать, айăплать. Саккуна айăплатăн пулсассăн вара эсĕ ăна пăхăнакан мар, суд тăвакан. 12 Анчах та çынсене Саккун паракан та, Судья та пĕр Çавах: Вăл çăлма та, пĕтерме те пултарать. Çывăх çыннуна айăпламашкăн эсĕ кам вараКаппайни пирки асăрхаттарни 13 «Паян-и, ыран-и çав-çав хулана кайăпăр та, унта çулталăк хушши сутă туса пурăнăпăр, тупăш илĕпĕр», – теççĕ хăшĕ-пĕрисем. Эй, çакнашкал калаçакансем, халĕ мана итлĕр-ха. 14 Эсир ыран мĕн пуласса пĕлместĕр: эсир пурăнни самантлăх курăнса çухалакан тĕтре пек кăна. 15 «Хуçа Турă парсассăн, сывлăх пулсассăн çавна-çавна тăвăпăр», – теес вырăнне 16 эсир мăнкăмăллăн каппайланатăр. Çакнашкал мухтанса çӳрени вăл пит усал. 17 Çапла вара, ырă тумаллине пĕлсе тăнă çĕртех ырă туман çын çылăха кĕрет.
Пуянлăх пирки асăрхаттарни
1 Эй, эсир, пуянсем! Хăвăра кĕтекен инкексемшĕн макăрăр, ӳлесе йĕрĕр! 2 Сирĕн пуянлăх çĕрсе кайнă, сирĕн тумтире кĕве çисе янă. 3 Ылтăн-кĕмĕлĕр тутăхнă. Çав тутăх сире хирĕç кăтартса параканĕ пулĕ, вăл сирĕн ӳт-пĕвĕре вут пек пĕтерĕ. Эсир мул пухрăр-пухрăр, анчах та юлашки кунсем çитрĕç. 4 Сирĕн уйсене тарçăсем вырса пуçтарчĕç, анчах та эсир вĕсене тӳлемерĕр. Выракансем халĕ сасăпах йĕреççĕ, вĕсен сассине Хуçа Турă Саваоф илтрĕ. 5 Эсир ку тĕнчере иртĕхсе, киленсе пурăнтăр; ĕнтĕ пусма самăртнă выльх пекех мăнтăрланса кайрăр. 6 Эсир Тӳррине айăп хурса вĕлертĕр, Вăл вара сире хирĕç тăмарĕ.
Чтăмлăх тата кĕлĕ
7 Эй, тăвансем! Çапла вара Хуçамăр киличчен чăтăмлă пулăр. Çĕр ĕçченĕ паха тыр-пул туса илмешкĕн мĕн чухлĕ кĕтнине асра тытăр: вăл кĕрхи çумăра та, çурхи çумăра та чăтăмлăн кĕтет. 8 Эсир те чăтăмлăн кĕтĕр. Чун-чĕрĕрсене çирĕплетĕр, мĕншĕн тесен Хуçамăр тепре килес вăхăт çывăх ĕнтĕ. 9 Эй, тăвансем! Айăпа юлас мар тесен пĕр-пĕрне ан ӳпкелешĕр. Ĕнтĕ Суд тăваканĕ алăк умĕнчех тăрать. 10 Эй, тăвансемĕр! Асапсене тӳсмешкĕн, чăтăмлă пулмашкăн эсир Хуçамăр ячĕпе калаçнă пророксенчен тĕслĕх илĕр. 11 Нумай чăтнисене эпир телейлисем тетпĕр. Эсир Иов чăтăмлăхĕ çинчен илтнĕ. Хуçа Турă ирĕкĕпе унăн асапĕсем мĕнле вĕçленнине те пĕлетĕр. Мĕншĕн тесен Хуçа Туррăн ырă кăмăллăхĕпе хĕрхенӳлĕхĕ нумай. 12 Эй, тăвансемĕр! Чăн малтанах эсир тупа тума пăрахăр: çĕрпе те, пĕлĕтпе те – нимĕнпе те тупа ан тăвăр. Айăпланмалла пулас мар тесессĕн сирĕн сăмахăр: «Çапла, çапла» тата «Çук, çук», – тени кăна пултăр. 13 Сирĕнтен кам та кам инкеке лексен, кĕлтутăр. Кам та кам савăнăçлă пулсан, псаломсем юрлатăр. 14 Кам та кам чирлесен, Хăй патне Чиркӳ пресвитерĕсене чĕнтĕр. Вĕсем уншăн кĕлтуччăр, Хуçамăр ячĕпе чирлин пуçне елей сĕрччĕр. 15 Çирĕп ĕненсе кĕлтуни вара чирлĕ çынна сыватĕ, Хуçа Турă ăна ура çине тăратĕ. Çав çын çылăха кĕнĕ пулсан, çылăхĕсем каçарăнĕç. 16 Хăвăр çылăхăрсене пĕр-пĕрне уçса парăр. Сывалас тесессĕн пĕр-пĕриншĕн кĕлтăвăр. Тӳрĕ çын хĕрӳллĕн кĕлтуни тем тума та пултарать! 17 Илия пирĕн пек çынах пулнă. Вăл çумăр ан çутăрччĕ тесе хĕрӳллĕн кĕлтунă та – виçĕ çул та ултă уйăх çĕр çине тумлам çумăр та ӳкмен. 18 Кайран татах кĕлтунă та – тӳпе çумăр ярса панă, çĕр тулăх тырпул ӳстернĕ. 19 Эй, тăвансем! Сирĕнтен пĕри-пĕри чăнлăхран пăрăнса кайсан, тепри ăна чăнлăх çулĕ çине тавăртăр. 20 Çакна пĕлсе тăрăр: суя çултан чăнлăх çулĕ çине тавăракан çын хайхи çылăха кĕнин чунне вилĕмрен çăлса хăварать, çапла майпа нумай-нумай çылăх каçарăнĕ.
Саламлани
1-2 Иисус Христос апостолĕнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тăрăхĕнче сапаланса кайнисене, ытти ĕненекенсем пекех çак тĕнчешĕн юттисене. Иисус Христоса пăхăнмашкăн, Унăн Юнĕпе тасатмашкăн сире Атте Турă чăн малтанах палăртса хунă, Сывлăшпа сăваплатса суйласа илнĕ. Сире пурне те Турă ырăлăхĕпе канăçлăхĕ тата ытларах пултăр.
Чĕрĕ шанчăк
3 Иисус Христос Хуçамăрăн Турри тата Ашшĕ мухтавлă пултăр. Унăн ырă кăмăлĕ виçесĕр. Христоса вилĕмрен чĕртсе тăратса Турă пире чĕрĕ шанчăк памашкăн çĕнĕрен çуратрĕ. 4 Çав шанчăк – сирĕншĕн тӳпере упранакан таса, çĕрми, пĕтми еткер. 5 Юлашки вăхăтсенче сирĕн çăлăнăç илмелле. Ĕненĕвĕре пула Турă хăвачĕ сире çавăншăн сыхласа усрать. 6 Эппин, уншăн савăнăр. Халĕ тем тĕрлĕ тӳсме тивет пулин те, кăштах кулянса илĕр те, савăнăр. 7 Ылтăна вутпа тĕрĕсленĕ пек, сирĕн ĕненĕвĕр те асаппа тĕрĕсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессĕн, пĕтмелли ылтăнран хаклăрах ĕненĕвĕр хисепе, мухтава, чапа тивĕç пулĕ. 8 Хăвăр курман Христоса эсир юрататăр; халĕ те, курмасăрах, Ăна ĕненетĕр, калама çук хĕпĕртесе, савăнмаллипех савăнатăр. 9 Ĕнтĕ эсир ĕненĕвĕр тĕллевĕ патне – чуна çăласси патне – çитсе пыратăр. 10 Çав çăлăнăç хăçан тата епле килессине пророксемех тĕплĕн тишкерсе тĕпченĕ. Эсир илес ырăлăх çинчен вĕсем малтанах каласа хунă. 11 Христос курас асапсем çинчен, кайран Вăл мухтава тухасси çинчен Христос Сывлăшĕ пророксем урлă малтанах пĕлтернĕ. Вĕсем çакă хăш вăхăтра, мĕнлерех пуласса пĕлме тăрăшнă. 12 Пророкла каланисем хăйсемшĕн мар, пирĕншĕн пулнине Турă пророксене уçса панă. Çӳлтен аннă Святой Сывлăш хăвачĕпе Ырă Хыпар пĕлтерекенсем халĕ сире çавăн çинченех ӳкĕтлесе вĕрентеççĕ. Çӳлти ангелсем те çав вăрттăнлăха пĕлесшĕн.
Сăваплă пурăнма чĕнсе калани
13 Çавăнпа та, савнă тусăмсем, ăс-тăнăра çивĕчлетĕр, сыхă пулăр. Иисус Христос тепре килсессĕн хăвăр ырăлăх илессе çирĕп шанăр. 14 Итлекен ачасем пек пулăр. Турра пĕлмен чухнехи, малтанхи çылăхлă кăмăла хăвăрпа хуçаланма ан парăр. 15 Пачах та урăхла, хăвăра чĕнсе илнĕ Турăран тĕслĕх илсе, пур тĕлĕшĕнчен те сăваплă пулăр. 16 Çырнинче çапла каланă: «Таса пулăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ таса». 17 Çын кам пулнине кура мар, ĕçне кура Хаклакана Атте тетĕр пулсан, хăвăршăн ют тĕнчере Турă сумлăхĕнчен хăраса пурăнăр. 1«Ç19 Пĕлетĕр ĕнтĕ, сире мăн аслаçăрсенченех юлнă пушă пурăнăçран тутăхса пĕтекен ылтăн-кĕмĕлпе мар, пĕр çитменлĕхсĕр, таса Путек евĕр Христосăн хаклă Юнĕпе тӳлесе илнĕ. 20 Тĕнчене пултаричченех Ăна парнелĕхе палăртса хунă, анчах та сире çăлмашкăн Вăл юлашки вăхăтсенче çеç çĕр çине килнĕ. 21 Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă, мухтава кăларнă Турра эсир Христос урлă ĕненнĕ. Çавăнпа та сирĕн ĕненĕвĕрпе шанчăкăр – Турăра. 22 Пĕр-пĕрне яланах чунтан-чĕререн юратăр. Ĕненекен тăванăрсене ултавсăр юратас тесен вара чунăрсене чăнлăха пăхăннипе, Святой Сывлăш пулăшнипе тасатăр. 23 Эсир вилĕмлĕ этемрен мар, вилĕмсĕр те ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан Турă сăмахĕнчен çĕнĕрен çуралнă. 24 Мĕншĕн тесен çапла каланă: «Пур çын та курăк пек, этемĕн кирек епле чапĕ те курăк çинчи чечек пек. Курăкĕ типет те, чечекĕ тăкăнать, 25 Хуçамăр сăмахĕ кăна ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать». Çав сăмаха – Турă сăмахне – сире ӳкĕтлесе вĕрентнĕ те ĕнтĕ.
Чĕрĕ чул тата сăваплă халăх
1 Çапла вара, тĕрлĕ çилĕрен, тĕрлĕ чеелĕхпе икĕпитлĕхрен, кĕвĕçӳрен, çынна хурласран хăтăлăр та, 2 çăлăнăç илмешкĕн ӳссе çитеесчĕ тесе, кăкăр ачисем пек, чун-чĕмĕн таса сĕчĕ патне туртăнăр. 3 Ĕнтĕ эсир астивсе пăхрăр, Хуçамăр ыррине куртăр. 4 Эсир Ун патне, чĕрĕ чул патне, çывхаратăр. Çынсем ăна пăрахăçланă, анчах та Турăшăн вăл паха пулнă, Турă ăна суйласа илнĕ. 5 Эсир те чĕрĕ чул евĕрлĕ. Чун-чĕм çуртне купаланă чухне Турра хăвăрпа усă курма парăр. Иисус Христос урлă Турра юрăхлă чун-чĕм парнисем кӳмешкĕн çав çуртра сирĕн сăваплă священниксем пулмалла. 6 Çырнинче çапла каланă: «Акă, суйласа илнĕ, хаклă, никĕсри тĕп чула Эпĕ Сионра хуратăп; Ăна ĕненекен намăса юлмĕ». 7 Çапла вара, сирĕншĕн, ĕненекенсемшĕн, Вăл питĕ хаклăскер. Ĕненменнисемшĕн – çурт тăвакансем пăрахăçланă чул кăна. Анчах та Вăл никĕсри тĕп чул пулса тăчĕ. Вăл – такăнтаракан чул, такăнтарса ӳкерекен чул. 8 Турă сăмахне ĕненменнисене унран такăнма пӳрнĕ. 9 Эсир вара – суйласа илнĕ халăх, Патша священникĕсем, сăваплă халăх, Туррăн çыннисем. Сирĕн тивĕçĕр – хăвăра тĕттĕмрен Хăйĕн чаплă çутине Чĕнсе илекенĕн тĕлĕнмелле ĕçĕсем çинчен хыпарласси. 10 Тахçан эсир те халăхах пулман, халĕ – Туррăн халăхĕ. Тахçан сире каçарман, халĕ – каçарнă.
Турă чурисем пек пурăнăр
11 Савнă тусăмсем! Эсир çак тĕнчере юттисем, çул çӳревçĕсем. Эпĕ сире чунăрсемпе кĕрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пăрăнма тархаслатăп. 12 Ытти халăхсем хушшинче ырă туса пурăнăр, вĕсемшĕн тĕслĕх пулăр. Вара вĕсем, халĕ сире усал тăвакансем тесе хурлаççĕ пулин те, сирĕн ырă ĕçĕрсене курса, Турă килнĕ кун Ăна мухтаччăр. 13 Çĕр çинчи пуçлăхсене Хуçа Турăшăн пăхăнăр: патшана – патшалăхра чи асли пулнишĕн, 14 вăл лартнă пуçлăхсене – усал тăвакансене айăпласа, ырă тăвакансене хисепе кăларнишĕн. 15 Мĕншĕн тесен Турă ирĕкĕ çапла: пирĕн, ырă туса, пĕлмесĕр калаçакан ăссăр çынсен çăварне хупламалла. 16 Ирĕклĕ çынсем пулин те, ирĕклĕхпе витĕнсе усал тăвакансем пек мар, Турă чурисем пек пурăнăр. 17 Пурне те сума сăвăр, ĕненекен тăванăрсене юратăр, Турăран хăрăр, патшана хисеплĕр.
Христос асапĕсен тĕслĕхĕ
18 Эй, тарçăсем! Хуçăрсене хăраса сума сăвăр. Ырă та хĕрхенӳллĕ хуçасене кăна мар, хаяррисене те сума сăвăр. 19 Айăпсăрах хĕн-хур куракан хăйĕн асапне Турă çинчен шухăшласа тӳсĕмлĕн чăтни Турра юрăхлă. 20 Айăпа кĕнишĕн хĕненине чăтăмлăн тӳсетĕр пулсан, сире мĕн мухтамалли пур? Анчах та ырă тунишĕн нуша куратăр, тӳсетĕр пулсан – çакă Турра юрăхлă. 21 Сире çавăншăн чĕнсе илнĕ те, мĕншĕн тесен Христос пирĕншĕн асап тӳснĕ. Хăй хыççăн пыракансем пулччăр тесе Вăл пире тĕслĕх кăтартнă. 22 Вăл нимĕнле çылăх та туман, Унăн чĕлхи-çăварĕнче нимĕнле ултав та пулман. 23 Хăйне сăмахпа хур тăвакансене Вăл хур туман, асап кăтартакансене асаппа хăратман, тавăрассине Тӳрĕ суд Тăвакан аллине панă. 24 Пире çылăхсенчен хăтарас, тӳрĕ пурăнтарас тесе, Вăл пирĕн çылăхсене Хăйĕн ӳчĕпе хĕрес çине çĕкленĕ. Эсир Унăн суранĕсемпе сывалнă. 25 Мĕншĕн тесен эсир çĕтсе кайнă, кĕтӳçĕсĕр сурăхсем евĕрччĕ, халĕ вара чунăрсен Кĕтӳçи тата Сыхлавçи патне тавăрăнтăр.
Арăмĕсемпе упăшкисем
1-2 Эй, арăмсем! Эсир те çавнашкалах упăшкăрсене итлĕр. Вара, арăмĕсем хăйсене епле тыткаланине, Турăран хăраса тата таса пурăннине курса, Ырă Хыпара йышăнман хăшĕ-пĕрин упăшкисем пĕр сăмахсăрах ĕненме пуçлĕç. 3 Çӳç-пуçа хитрелетсе явни, ылтăн капăрчăксем çакни, япшар çи-пуç тăхăнни – тулаш илем кăна. Сирĕн илемĕр вара ун пек мар, 4 ăшри, чун-чĕрери пытарăнчăк, пĕтми илем пултăр. Йаваш та лăпкă кăмăл Турăшăн хаклă. 5 Шпах çакнашкал илемпе пурăннă та Турра шанакан сăваплă хĕрарăмсем ĕлĕкрех: вĕсем упăшкисене итленĕ. 6 Сарра та Авраама пăхăннă, ăна хуçам тенĕ. Нимĕнрен хăрамасăр ырă туса пурăнатăр пулсан, эсир те Саррăн хĕрĕсем пулатăр. 7 Эй, упăшкисем! Эсир те çавнашкалах арăмăрсене ăнланса, черчен савăт-сапана тыткаланă пек, упраса пурăнăр, ĕненӳ тĕлĕшĕнчен вĕсем пирĕнпе пĕрлех парнелĕхе чĕрĕлĕх илес çынсем тесе хисеплĕр. Вара сире таса чунтан кĕлĕ тума нимĕн те чăрмантармĕ.
Тӳрĕлĕхшĕн хур курасси
8 Тата çакна каламалла: пĕр шухăш-туйăмлă пулăр, ĕненекен тăванăрсене юратăр, хĕрхенӳллĕ, вашаватлă, сăпайлă пулăр. 9 Усала хирĕç усалпа, сăмахпа кӳрентернине хирĕç кӳрентерӳпе ан тавăрăр, тавăрас вырăнне пиллĕх сунăр. Çакна пĕлсе тăрăр: Турă сире пиллĕхлĕ пулмашкăн суйласа илнĕ. 10 Кам савăнса пурăнасшăн, ырă кун-çул курасшăн, çав чĕлхи-çăварне усал, ултавлă сăмахсенчен чартăр. 11 Усал ĕçрен пăрăнтăр, ырă ĕç тутăр; канăçлăх шыраса канăçлăх патне ăнтăлтăр. 12 Мĕншĕн тесен Хуçа Турă тӳрĕ çынсем çине пăхать, вĕсен кĕллине итлет. Усал тăвакансенчен вара вĕсене çĕр çинчен пĕтерес тесе Хуçамăр пăрăнать. 13 Эсир ырришĕн тăрăшатăр пулсан, камах сире усал тăвайĕ14 Енчен те тĕрĕслĕхшĕн хур куратăр пулсан, эсир телейлĕ. Усал тăвакансенчен ан шикленĕр, ан хăрăр. 15 Чун-чĕрĕрте Хуçа Турра хисеплĕр. Эсир мĕне шанни çинчен кам та пулин ыйтсан вара йăвашшăн, чунтан хисеплесе хурав пама яланах хатĕр пулăр. 16 Христоспа пĕрлĕхлĕ ырă пурăннăшăн сире усал тăвакансем теççĕ, усал сăмах сараççĕ. Çав элекçĕсене намăса хăвармашкăн таса чунлă пулăр. 17 Турă ирĕкĕ çапла пулсассăн, эппин, ырă ĕçшĕн асапланни усал ĕçшĕн асапланнинчен аванрах. 18 Мĕншĕн тесессĕн, пире Турă патне илсе пырас тесе, Христос та пирĕн çылăхсемшĕн асап курнă. Вăл, Тӳрĕскер, тӳрĕ мар пурăнакансемшĕн пĕрре вилнĕ. Ӳт-пĕвне вĕлернĕ пулин те, Вăл, чун-чĕмĕпе чĕрĕлсе, 19 тамăка анса, унти чунсене Ырă Хыпар пĕлтернĕ. 20 Ĕлĕк-авал, Ной вăхăтĕнче, карап тунă чухне, Турă çав чунсем пăхăнасса чăтăмлăн кĕтнĕ пулин те, вĕсем пăхăнман. Вара карап çине нумаййăн та мар, саккăрăн ларнă та шыв çинче çăлăнса юлнă. 21 Çакă вăл – пулассин сăнарĕ: халĕ эпир, çăлăнас тесе, шыва кĕретпĕр. Шыва кĕни вара ӳт-пĕве çуса тасатни мар, таса чунпа пурăнмашкăн Турра сăмах пани. Иисус Христос чĕрĕлсе тăнине пула, шыва кĕни пире çăлăнăç патне илсе пырать. 22 Христос, тӳпене çĕкленсе, Туррăн сылтăм енне ларнă; Ăна ангелсем те, çӳлти влаçсемпе хăватсем те пăхăннă.
Туррăн ырăлăхĕпе лайăх хуçа пек усă курăр
1 Христос сирĕншĕн ӳт-пĕвĕпе епле асап курнă, эсир те çаплах, çав шухăш-кăмăлпах çирĕпленĕр. Мĕншĕн тесен ӳт-пĕвĕпе асап куракан çылăха кĕме пăрахать. 2 Çав шухăш-кăмăлпа çирĕпленсе вара çĕр çинчи юлнă кун-çула çылăхлă кăмăл хыççăн кайса мар, Турă ирĕкне пăхăнса пурăнасчĕ тейĕр. 3 Ĕнтĕ çитĕ, ахаль те эсир чăн Турра пĕлмен халăхсем пек кăмăл хыççăн кайса чылай вăхăт хушши путсĕрленсе, аскăнланса арçын арçынпа е выльхпа асса, ясар шухăшласа, ĕçке ерсе, намăссăр ĕçкĕ-çикĕсем ирттерсе, ирсĕр кĕлеткесене пуççапса пурăнтăр. 4 Халĕ вара вĕсем, эсир ĕлĕкхи пек вĕсемпе пĕрле çапла путсĕр пурăнма килĕшменнинчен тĕлĕнсе, сирĕн çинчен усал сăмах сараççĕ. 5 Ĕнтĕ Вăл чĕррисене те, вилнисене те суд тума хатĕр, вĕсем Унăн умĕнче явап тытĕç. 6 Этемле ӳт-пĕвĕпе суд умне тăма тивнĕ пулин те, Турăлла чун-чĕмĕпе чĕрĕлĕхе кĕрейччĕр тесе, вилнисене Ырă Хыпар пĕлтернĕ те ĕнтĕ. 7 Ĕнтĕ йăлтах вĕçленес вăхăт çитсе пырать. Эппин, ăслă-тăнлă пулăр, кĕлтуса сыхă тăрăр. 8 Пуринчен те ытларах вара пĕр-пĕрне юратăр, мĕншĕн тесен юратулăх нумай-нумай çылăха саплаштарать. 9 Пĕр-пĕринпе ӳпкевсĕр-мĕнсĕр тараватлă пулăр. 10 Сирĕнтен кашнинех Турă пултарулăх панă. Эппин, пĕр-пĕриншĕн тăрăшса, Туррăн тĕрлĕ ырăлăхĕпе лайăх хуçа пек усă курăр. 11 Кама вĕрентме пӳрнĕ, çавă Турă сăмахĕпе калаçтăр. Кама Турă ячĕшĕн ĕçлеме пӳрнĕ, çавă Турă хăвачĕпе ĕçлетĕр. Çаксене йăлтах Иисус Христос урлă Турра мухтава кăларасчĕ тесе тăвăр. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă, хăватлă. Аминь.
Христианин пек асап тӳссе
12 Эй, савнă тусăмсем! Хăвăра асап вучĕ пĕçертсессĕн, мĕскер пулса иртет тесе ан тĕлĕнĕр – эсир асап витĕр тухса тĕрĕсленетĕр. 13 Кулянас вырăнне, Христос асапĕсене тӳсмешкĕн эпир те хутшăнатпăр тесе хĕпĕртĕр. Вара Унăн мухтавĕ чăннипех палăрнă кун эсир хĕпĕртемеллипех хĕпĕртĕр. 14 Сире Христос ячĕшĕн хурлаççĕ пулсан, эсир телейлĕ, эппин, сирĕнте мухтав Сывлăшĕ, Святой Сывлăш пур. Вĕсем Ăна хурлаççĕ, эсир – мухтава кăларатăр. 15 Сирĕнтен пĕрин те вĕлерсе е вăрласа, е усал туса, е çынăнне хапсăнса айăпланмалла ан пултăрччĕ çеç. 16 Христианин пулнăшăн тӳсетĕр пулсан, ан вăтанăр. Вăтанас вырăнне, çапла шăпа пӳрнишĕн Турра мухтăр. 17 Суд часах пуçланмалла. Пирĕн, Турă халăхĕн, суд умне чи малтан тăмалла. Суд тума пирĕнтен пуçлаççĕ пулсан, Туррăн Ырă Хыпарне пăхăнманнисемпе мĕн пулĕ? 18 Тӳрĕ пурăнакан çын аран-аран çăлăнса юлаять пулсан, Турра хисеплеменнине, çылăхлине мĕн кĕтет? 19 Эппин, Турă ирĕкĕпе асап тӳсекенсем чунĕсене Хăй сăмахне тытакан Пултаракана шанса паччăр, малашне те ырă тусах пурăнччăр.
Турă кĕтĕвĕшĕн тăрăшасси
1 Эпĕ хам та чиркӳ пуçлăхĕ, Христос асапĕсене куçăн кураканĕ. Вăл тепре килсессĕн Унăн мухтавне тивĕçес çын пулнă май, сирĕн чиркӳ пуçлăхĕсене йăлăнсах калатăп: 2 хăвăра шанса панă Туррăн кĕтĕвне пăхăр, сыхлама хушнăран мар, чун хушнипе тата Турра юрăхлă сыхлăр. Пуяс тесе мар, ĕçе тĕплĕн тăвас тесе тăрăшăр. 3 Хăвăра пăхма шанса панисем вĕсем сирĕн мар – Туррăн. Çавăнпа вĕсемпе ан хуçаланăр, вĕсемшĕн тĕслĕх пулăр. 4 Вара, Çӳлти Кĕтӳçĕ килсессĕн, эсир мухтавăн шанми пуç кăшăлне илме тивĕç пулăр. 5 Эсир те, кĕçĕннисем, аслисене итлĕр. Вара пурте, пĕр-пĕрне итлесе, пĕр-пĕринпе сăпайлă та йăваш пулăр. Мĕншĕн тесен Турă мăн кăмăллисене хирĕçлет, йăвашшисене Хăйĕн тивлетне парать. 6 Ĕнтĕ Туррăн вăй-хăватлă алли умĕнче пуçăрсене тайăр, вăхăчĕ çитсессĕн Вăл сире çӳле çĕклĕ. 7 Вăл сирĕншĕн тăрăшать, çавăнпа та хăвăр хуйха Ăна шанса парăр. 8 Ăслă-тăнлă та сыхă пулăр: сирĕн тăшман, шуйттан, арăслан пек хăрлатса, кама хыпса çăтмаллине шыраса çӳрет. 9 Çирĕп ĕненӳпе ăна хирĕç тăрăр. Ĕненекен тăванăрсем те пĕтĕм тĕнчипе çавнашкал асапах курнине асрах тытăр. 10 Асап курасси сирĕн нумаях юлмарĕ: тĕрлĕ ырăлăхăн Турри пире Христос Иисус урлă Хăйĕн ĕмĕрлĕх мухтавне пама чĕнсе илнĕ. Çав вăхăтлăх асапсене тӳссе ирттерсессĕн Вăл сире ура çине тăратĕ, çирĕплетĕ, хăватлатĕ, тĕреклетĕ. 11 Вăл ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă, хăватлă. Аминь.
Çыру вĕçĕнчи саламсем
12 Çак кĕске çырăва Силуан пулăшнипе çыртăм. Ман шухăшпа, вăл сирĕн шанчăклă тăванăр. Çырасса эпĕ сире хавхалантарас тата шантарас тесе çыртăм. Мĕн калани йăлтах – Туррăн чăн-чăн ырăлăхĕ çинчен çирĕплетсе калани, çавна эсир тытса пырăр. 13 Сире Вавилонри хăвăр пекех суйласа илнĕ ĕненекенсем тата ĕненӳри ывăлăм Марк салам яраççĕ. 14 Пĕр-пĕрне тăванла юратса чуптăвăр. Сире, Христос Иисуспа пĕрлĕхлисене, пурне те канăçлăх пултăр. Аминь.
Саламлани
1 Иисус Христос чуринчен тата апостолĕнчен Симон Петртан – Туррăмăрпа Çăлаканăмăр Иисус Христос тӳрĕлĕхне пула хамăрпа танах паха ĕненӳ илнисене: 2 Турра тата Христос Иисус Хуçамăра пĕлсе пынăçемĕн сире ырăлăхпа канăçлăх ытларах та ытларах пултăр.
Христианин пулма чĕнсе тата суйласа илни
3 Хамăра мухтавĕпе тата ырăлăхĕпе Чĕнсе илекене пĕлнĕçемĕн пĕлсе пынă пирки Турра хисеплесе пурăнмашкăн мĕн кирлине йăлтах пире Унăн турăлăх хăвачĕ панă. 4 Хăйĕн мухтавĕпех, ырăлăхĕпех Турă пире Хăй евĕрлĕ пултарма чаплă та паха сăмах парса шантарнă. Çав шантарнине тивĕçмешкĕн вара пирĕн ку тĕнчере хуçаланакан ӳт-пӳ астарнинчен пăрăнмалла. 5-7 Çакна тивĕçмешкĕн пĕтĕм вăйран тăрăшса ĕненӳре ырăлăхлă пулăр, ырăлăхра пĕлӳллĕ пулăр, пĕлӳре чараклă пулăр, чараклăхра чăтăмлă пулăр, чăтăмлă пулса Турра хисеплĕр, Турра хисеплесе тăванăрсемпе туслă пулăр, туслă пулса юратуллă пулăр. 8 Сирĕн çак пахалăхсем пур пулсан, вĕсене аталантарса пыратăр пулсан, сирĕн Иисус Христос Хуçамăра пĕлесси ăнăçлă та усăллă пулĕ. 9 Камăн çак пахалăхсем çук, вăл нимĕн те курмасть, суккăр; вăл хăйĕн ĕлĕкхи çылăхĕсене каçарнине те астумасть. 10 Çавăнпа та, тăвансем, хăвăра Турă чĕнсе, суйласа илнине çирĕплетмешкĕн тимлĕрех тăрăшăр: вара эсир нихăçан та такăнмăр. 11 Вара Иисус Христос Хуçамăрăн, Çăлаканăмăрăн ĕмĕрлĕх Патшалăхне кĕмелли алăк сирĕншĕн яриех уçăлĕ. 12 Эсир çакна пĕлсе тăратăр, хăвăра пĕлтернĕ чăнлăха çирĕп ĕненетĕр. Апла пулин те, эпĕ сире ун çинчен астутарсах тăмашкăн пăрахмăп. 13 Чунăм кĕлеткемре чухне сире çине-çинех аса илтерсе ыйхăран вăратни тĕрĕсех пулĕ тетĕп. 14 Мĕншĕн тесен чунăм часах кĕлеткемрен уйăрăлса каясса эпĕ пĕлетĕп – çакна мана Иисус Христос Хуçамăр уçса пачĕ. 15 Эппин, эпĕ сирĕнтен уйăрăлса кайсассăн та çак сăмахсем асăртах упранччăр тесе тăрăшăп.
Христос мухтавĕ тата пророксен сăмахĕсем
16 Эпир сире Иисус Христос Хуçамăрăн хăвачĕ çинчен, Вăл килни çинчен юмах юптарса мар, Унăн аслăлăхне хамăр куçпа хамăр курнăран каласа патăмăр. 17 Мĕншĕн тесен Вăл чап-мухтавне Атте Турăран илчĕ. Çавăн чухне Ăна çӳлти мухтавлăхран: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Унра», – текен сасă илтĕнчĕ. 18 Тӳперен анакан çав сасса эпир Унпа пĕрле сăваплă ту çинче пулнă чухне илтрĕмĕр. 19 Çакă пире пророксен сăмахĕ чăн пулнине тата хытăрах ĕнентерет. Эсир те пророксен сăмахне çутаткăç вырăнне хурса аван тăватăр. Вăл тул çутăлса киличчен, чун-чĕрĕрсенче ирхи шуçăм çăлтăрĕ тухиччен çутатать. 20 Анчах та çакна малтанах пĕлсе тăрăр: Çырнинчи пророкла сăмахсене никам та хăй тĕллĕн ăнлантарса параймĕ. 21 Мĕншĕн тесен пророкла сăмах нихăçан та çын хăй калас тенипе каланмасть. Туррăн сăваплă çыннисем ăна Святой Сывлăш хавхалантарнипе пĕлтереççĕ.
Суя пророксемпе суя вĕрентӳçĕсем
1 Турă халăхĕ хушшинче суя пророксем авалах пулнă. Сирĕн хушшăрта та çавнашкалах суя вĕрентӳçĕсем пулĕç. Вĕсем çынна пĕтерекен пăсăк вĕрентӳсем сарĕç, хăйсене хăтарнă Хуçа Турăран пăрăнса, хăйсен пĕтеслĕхне хăйсемех час тупĕç. 2 Нумайăшĕ вĕсем астарнă хыççăн кайĕç, вĕсене пула чăнлăх çулне хурлĕç. 3 Сире ултавлă сăмахпа çавăрса вĕсем пуяс кăмăлне тултарĕç. Анчах та вĕсене айăплав хунă та ĕнтĕ, вĕсем пĕтесси инçе мар. 4 Турă çылăха кĕнĕ ангелсене те хĕрхенмен-çке-ха, суд кунĕнче айăплав хуриччен сыхламашкăн вĕсене тĕттĕм тамăк тыткăнне панă. 5 Турра хисеплеменнисен авалхи тĕнчине те Вăл хĕрхенмен, шыв илтернĕ. Турă ун чухне сакăр чуна кăна – тӳрĕлĕх ӳкĕтлевçи Нойпа унăн кил-йышне кăна – упраса хăварнă. 6 Турра хисеп туманнисемшĕн ӳлĕмрен тĕслĕх пултăр тесе, Вăл Содомпа Гоморра хулисене тĕп тумашкăн айăпланă, çунтарса янă. 7 Анчах та Вăл тӳрĕлĕхлĕ Лота, виçесĕр аскăн çынсем хушшинче пурăнса йăлăхнăскере, хăтарнă. 8 (Мĕншĕн тесен вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене курса-илтсе пурăннăран çак тӳрĕ çыннăн таса чунĕ куллен асапланнă.) 9 Эппин, тӳрĕ пурăнакансене асапран епле упраса хăвармаллине те, йĕркесĕррисене суд кунĕнче айăплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуçамăр пĕлет. 10 Ӳт-пӳ хистенин пăсăклăхĕ хыççăн каякансемпе, тӳпери влаçсене ним вырăнне те хуманнисемпе мĕн тумаллине вара Турă тата лайăхрах пĕлет. Çавнашкаллисем чăрсăрланма, кутăнлашма юратаççĕ, çӳлти ангелсене хурлама та именмеççĕ. 11 Ангелсем вара, çынсенчен темĕн чухлĕ вăйлăрах, хăватлăрах пулин те, вĕсем çинчен Хуçа Турă умĕнче хурласа, айăпласа калаçмаççĕ. 12 Çав суя вĕрентӳçĕсем хăйсем пĕлменнине хурлаççĕ. Вĕсем – тытса вĕлерме кăна çуралнă, çут çанталăк хистенипе кăна пурăнакан ăссăр тискер кайăк евĕрлĕ; вĕсен, пăсăкскерсен, пĕтмелле пулĕ. 13 Йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн вĕсене тавăру пулĕ. Вĕсем кун çутинчех ĕçсе-асса пурăннине киленĕç теççĕ. Вĕсем, намăса пĕлменскерсем, ыттисене те ирсĕрлетеççĕ; вĕсем, сирĕнпе пĕрле ĕçсе-çисе, хăйсен ултавлă киленĕçĕшĕн савăнса лараççĕ. 14 Вĕсен куçĕсем те ясарлăхпа, çылăха кĕрес килнипе çунса тăраççĕ. Хавшак чунлисене çав çынсем илĕртсе улталаççĕ. Вĕсем, çăткăн чунлăскерсем, ылхан ачисем. 15 Вĕсем тӳрĕ çултан пăрăнса, çĕтсе кайнă. Вĕсем Восор ывăлĕн Валаамăн йĕрĕпех пыраççĕ. Валаама вара тӳрĕ мар ĕçшĕн илес парне илĕртнĕ. 16 Анчах та ăна тăрă шыв çине кăларнă: чĕлхесĕр ашак ами этем чĕлхипе калаçа пуçланă та пророкăн ссăрлăхне чарнă. 17 Çав суя вĕрентӳçĕсем типĕ çăл пек, çил-тăвăл хăвалакан пĕлĕт пек: вĕсем валли ĕмĕрлĕх сĕм-тĕттĕм вырăн хатĕр. 18 Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен хăпартланчăк пуш сăмахĕсемпе йăнăш çул çинчен анчахрах пăрăннисене ӳт-пӳ хистенин аскăнлăхне çаклатаççĕ. 19 Суя вĕрентӳçĕсем вĕсене ирĕклĕх сĕнеççĕ, хăйсем вара – ирсĕрлĕх чурисем. Этем кама е мĕне пăхăнать, çавăн чури пулать. 20 Иисус Христос Хуçамăра тата Çăлаканăмăра пĕлнипе пĕрре çак тĕнче ирсĕрлĕхĕнчен хăтăлса тепре каллех ун ăшне путакан, ирсĕрлĕхе пăхăнакан çынсемшĕн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать. 21 Чăнлăх çулне пĕлсе тăнă çинчех вĕсем каялла тавăрăнчĕç, хăйсене шанса панă таса пил-хушусенчен пăрăнчĕç. Çапла хăтланни чăнлăх çулне пачах пĕлменнинчен те начартарах. 22 «Йытă хăй хăсăкĕ патне тавăрăнать», «Çуса тасатнă сысна каллех пылчăк ăшĕнче йăваланма каять» текен ваттисен сăмахĕсем питĕ тĕрĕс иккен! Вĕсем çавăн пек хăтланаççĕ те.
Христос тепре килесси
1 Савнă тăвансем! Ĕнтĕ сирĕн патăра иккĕмĕш çыру çыратăп. Шухăшăрсем таса пулччăр тесе хамăн çырусенче эпĕ сире çакăн пирки аса илтерсех тăратăп: 2 сăваплă пророксем авалах каланă сăмахсене тата апостолсем хăвăра вĕрентнĕ Хуçамăрăн тата Çăлаканăмăрăн пил-хушăвĕсене асра тытăр. 3 Пуринчен те ытларах вара çакна пĕлсе тăрăр: юлашки кунсенче çылăхлă кăмăлĕсене мала хуракан сĕмсĕр хурлавçăсем тупăнĕç. 4 «Христос тепре килме шантарнă. Ăçта-ха Вăл? Мăн асаттесем вилме пуçланăранпах, тĕнче пуçланнăранпах нимĕн те улшăнмасть, йăлтах çаплипех юлать», – тейĕç вĕсем. 5 Çапла шухăшлакансем Турă сăмахĕ чăн малтан тӳпене те, çĕре те шывран тунине, шывпа пултарнине пĕлмеççĕ, 6 пĕтессе те ун чухнехи тĕнче шыва путса пĕтнĕ. 7 Туррăн сăмахĕпех тытăнса тăракан хальхи тӳпепе çĕр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен çынсем суд кунĕнче вутра пĕтĕç. 8 Эй, савнă тăвансем! Çакна çеç нихăçан та ан манăр: Хуçа Турăшăн пĕр кун та пин çул пек, пин çул та пĕр кун пек анчах. 9 Хăшĕ-пĕрисем çапла калаççĕ: Хуçамăр Хăй сăмах панине пурнăçлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хĕрхенсе чăтни. Вăл никам та ан пĕттĕр, пурте ӳкĕнччĕр тесе кĕтет. 10 Хуçамăрăн кунĕ çĕрлехи вăрă пек килсе çитĕ. Çав кун тӳпе кĕр-кĕрлесе пĕтсе ларĕ, çут çанталăкри тĕп пайрăмсем хыпса илсе арканĕç, çĕр тата çĕр çинче этем туни пĕтĕмпех çунса кайĕ. 11 Енчен те пĕтĕмпех çапла пĕтмелле пулсан хăвăрăн епле сăваплă, Турра хисеплесе пурăнмалли çинчен шухăшлăр. 12 Туррăн кунĕ килессе чăтăмсăррăн кĕтĕр. Çав кун вут хыпса илнĕ тӳпе арканĕ, çут çанталăкăн тĕп пайрăмĕсем ирĕлсе кайĕç. 13 Анчах та Турă шантарнă тăрăх эпир çĕнĕ тӳпепе çĕнĕ çĕре кĕтетпĕр, унта тӳрĕлĕх пулĕ. 14 Çапла вара, савнă тăвансем, çакна кĕтсе, Турă умне ирсĕрленмесĕр те çитменлĕхсĕр, çураçуллăн тăрасчĕ тесе тăрăшăр. 15 Тата çакна астăвăр: Хуçамăр хĕрхенсе чăтни пире çăлăнăç патне илсе пырать. Турă панă ăс-хакăлпа ун пирки сирĕн патăра савнă Павел тăванăмăр çырнăччĕ ĕнтĕ. 16 Ытти мĕн пур çырăвĕсенче те вăл çавăн çинченех калать. Унăн çырăвĕсенче ăнланма йывăр вырăнсем те пур. Çавăнпа та пĕли-пĕлми калаçакан, çирĕп ĕненмен çынсем Павел çырăвĕсене, Çырнинчи ытти вырăнсем пекех, пăсса ăнлантараççĕ. Уншăн вĕсен пĕтмелле пулĕ. 17 Çапла вара, савнă тăвансем, çаксем çинчен сире малтанах систернĕ. Эппин, йĕркесĕр çынсен суйи хыççăн каясран, хăвăра вĕрентнинчен пăрăнасран асăрханăр. 18 Унтан та ытларах, Турă панă ырăлăхпа аталансах пырăр, Иисус Христос Хуçамăра, хамăра Çлаканăмăра, пĕлнĕçемĕн пĕлсех пырăр. Ăна халĕ те, ĕмĕрлĕх кунра та мухтав! Аминь.
Чĕрĕлĕх паракан Сăмах
1 Эпир сирĕн патăра чăн малтан пуçласах пулни çинчен, хамăр илтни çинчен, куçăмăрсемпе курни çинчен, аллăмăрсемпе тытса пăхни çинчен – чĕрĕлĕх паракан Сăмах Турă çинчен – çырса пĕлтеретпĕр. 2 Мĕншĕн тесен чĕрĕлĕх паракан килчĕ, эпир ăна куртăмăр, курни-илтнине çирĕплетсе пĕлтеретпĕр. Эпир сире Атте Турăри çав ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх хамăр патăра килни çинчен хыпарлатпăр. 3 Сирĕн пирĕнпе хутшăнса пурăнмашкăн май пултăрччĕ тесе сире хамăр курни-илтни çинчен хыпарлатпăр. Эпир вара Атте Турăпа тата Унăн Ывăлĕ Иисус Христоспа хутшăнатпăр. 4 Çак сăмахсене сирĕн савăнăçăр тулли пултăрччĕ тесе çырса яратпăр.
Турă вăл – çутăлăх
5 Акă, эпир Унран Хăйĕнчен илтнине сире хыпарлатпăр: «Турă вăл – çутăлăх, Унра нимĕнле тĕттĕмлĕх те çук». 6 Енчен те эпир хамăра Унпа хутшăнура тăратпăр тетпĕр пулсан, хамăр вара тĕттĕмрех çӳретпĕр пулсан, эппин эпир суятпăр, чăнлăхпа пурăнмастпăр. 7 Енчен те эпир, Вăл çутăра çӳренĕ евĕрлех, çутăра çӳретпĕр пулсан – эппин пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнатпăр. Эппин Унăн Ывăлĕн Иисус Христосăн Юнĕ пире тĕрлĕ çылăхран тасатать. 8 Енчен те хамăра çылăхсăр тетпĕр пулсан – эппин хамăра хамăр улталатпăр, пирĕнте Ырă Хыпар чăнлăхĕ çук пулать. 9 Хамăр çылăхсене йышăнатпăр пулсан – эппин шанчăклă та тӳрĕлĕхлĕ Турă пирĕн çылăхсене каçарса, пире тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхран тасатать. 10 Енчен те эпир хамăра çылăха кĕмен тетпĕр пулсан – эппин Турра суеçĕ вырăнне хуратпăр, Унăн сăмахĕ пирĕн чĕрене витермен пулать.
Христос – пирĕн Хута кĕрекен
1 Эй, ачамсем! Эпĕ çакна эсир çылăха кĕресрен çыратăп. Кам та пулин çылăха кĕрсессĕн вара Атте Турă умĕнче пирĕн Хута кĕрекен пур. Вăл – тӳрĕлĕхлĕ Иисус Христос. 2 Вăл – пирĕн çылăхсемшĕн Турра кӳнĕ парнелĕх. Вăл Хăйĕн пурăнăçне пирĕн çылăхсемшĕн кăна мар, пĕтĕм тĕнче çылăхĕсемшĕн панă. 3 Эпир Ăна пĕлсе çитни Унăн пил-хушăвĕсене тытса пынинчен курăнать. 4 «Эпĕ Ăна пĕлетĕп», – теекен, анчах хăй Унăн пил-хушăвĕсене пăхăнса пурăнман çын – суеçĕ, унра Ырă Хыпар чăнлăхĕ çук. 5 Кам Унăн сăмахне пăхăнса пурăнать, çав çынра Турă юратулăхĕ чăннипех те пулса çитнĕ. Хамăр Унпа килĕшӳллĕ пулнине çавăнтан пĕлетпĕр те. 6 Хăйне Турăпа пĕрлĕхлĕ теекенĕн Иисус пурăннă пек пурăнмалла.
Çĕнĕ пил-хушу
7 Эй, савнă тăванăмсем! Сирĕн патăра çĕнĕ пил-хушу çырса ямастăп. Вăл авалхи пил-хушăвах, ăна сире ĕненме пуçласассăнах панă. Çав авалхи пил-хушу сăмахне эпир ĕненме пуçласассăнах илтнĕ. 8 Апла пулин те, эпĕ çырни – çĕнĕ пил-хушу. Çав сăмахсен чăнлăхĕ Христосра тата сирĕнте палăрчĕ, мĕншĕн тесен тĕттĕмлĕх иртсе пырать, чăн çутă çутата пуçларĕ. 9 Кам хăйне çутăлăхра çӳретĕп тет, анчах ĕненекен тăванне юратмасть, çав тĕттĕмлĕхрен тухман-ха. 10 Ĕненекен тăванне юратакан çутăлăхра çӳрет, унра çылăха кĕресси çук. 11 Ĕненекен тăванне курайман çын вара тĕттĕмлĕх ăшĕнче, тĕттĕмре çӳрет. Куçĕ тĕттĕмпе суккăрланнăран вăл хăй ăçта кайнине те пĕлмест. 12 Эй, ачасем! Сирĕн çылăхăрсем Христос ячĕпе каçарăннăран сирĕн патăра çыратăп. 13 Эй, ашшĕсем! Эсир чăн малтан Пуррине пĕлнĕрен сирĕн патăра çыратăп. Эй, çамрăксем! Эсир шуйттана çĕнтернĕрен сирĕн патăра çыратăп. Эй, ар çулне çитменнисем! Эсир Атте Турра пĕлнĕрен сирĕн патăра çыртăм. 14 Эй, ашшĕсем! Эсир Пуçламăшсăррине пĕлнĕрен сирĕн патăра çыртăм. Эй, çамрăксем! Эсир ĕненӳре çирĕп пулнăран, сирĕнте Турă сăмахĕ пулнăран, эсир шуйттана çĕнтерме пултарнăран сирĕн патăра çыртăм. 15 Тĕнчене те, тĕнчере мĕн пуррине те ан юратăр. Тĕнчене юратакан Атте Турра юратмасть. 16 Мĕншĕн тесен тĕнчере мĕн пурри йăлтах: ӳт-пӳ хистени те, куç илĕртни те, пурăнан пурăнăçри мăнкăмăллăх та – Атте Турăран мар, ку тĕнчерен. 17 Тĕнче те пĕтет, тĕнче илĕртĕвĕсем те пĕтеççĕ, Турă ирĕкне пурнăçлакан вара ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать.
Антихрист çинчен
18 Эй, ачамсем! Юлашки вăхăт çывхарать. Антихрист килесси çинчен эсир илтнĕ. Юлашки вăхăт çывхарнине эпир халĕ антихристсем нумайланса кайнинчен пĕлетпĕр. 19 Вĕсем хамăр хушшăмăртанах тухрĕç, анчах вĕсем нихăçан та пирĕннисем пулман: вĕсем пирĕннисем пулсассăн, пирĕнпех юлĕччĕç. Анчах вĕсем пирĕн йышран тухрĕç, çапла майпа вĕсем пуртех те пирĕннисем марри палăрчĕ. 20 Тепĕр тесен, Хăйĕн Сывлăшне Паракан сире суйласа илнĕ, чăнлăха эсир хăвăрах пĕлетĕр. 21 Эпĕ сирĕн патăра эсир чăнлăха пĕлменрен çырмастăп. Эсир чăнлăха та, чăнлăх суя çуратманнине те пĕлетĕр. 22 Иисус вăл Турă Суйласа илни пулнине йышăнман çын та суеçĕ пулмасан, тата кам суеçĕ пулĕÇавнашкал çын – антихрист. Вăл Атте Турра та, Ывăлне те йышăнмасть. 23 Ывăлне йышăнман çыннăн Ашшĕ те çук. Ывăлне ĕненекенĕн вара Ашшĕ пур. 24 Çапла вара, эсир ĕненме пуçласанах мĕн илтнĕ, çавă сирĕнтех юлтăр. Илтни сирĕнте юлсассăн вара эсир Ывăлĕпе те, Ашшĕпе те хутшăнса пурăнăр. 25 Вăл пире ĕмĕрлĕх пурăнăç пама шантарнă. 26 Сире илĕртсе улталас текенсем пур пирки эпĕ çакна çыртăм та. 27 Тепĕр тесен, сире Вăл Хăй çу сĕрсе суйласа илнĕ. Çавă сирĕнтех юлĕ. Сире кам та пулин вĕрентни кирлĕ мар. Çу сĕрсе суйласа илни вара суя мар, чăн. Çав чăнни хăех сире пурин çинчен те вĕрентет. Эппин вăл сире мĕне вĕрентнине тытса пурăнăр.
Турă ачисем
28 Çапла вара, ачамсем, Турă Суйласа илни килсессĕн, Ун умĕнче çирĕп кăмăллăн та намăсланмасăр тăрас тесен, Унăн вĕрентĕвĕпе пурăнăр. 29 Вăл тӳрĕ пулнине эсир пĕлетĕр пулсан çакна та пĕлсе тăрăр: кашни тĕрĕс тăваканах Унран çуралнă; Турă ачи пулать.
1 Курăр-ха, Атте Турă пире епле юратать. Вăл пире Турă ачисем пулма, çав ята тивĕçлĕ пулма ирĕк панă. Анчах та тĕнче, Турра пĕлмен пирки, пире те йышăнмасть. 2 Эй, савнă тăвансем! Эпир ĕнтĕ Турă ачисем, анчах та хамăр малашлăха пĕлместпĕр-ха. Пĕр çакна кăна пĕлетпĕр: çав вăхăт çитсен эпир Ун евĕрлĕ пулăпăр, мĕншĕн тесен Вăл мĕнлине курăпăр. 3 Ăна шанса пурăнакан кашни çынах, Христос пек таса пуласчĕ тесе, хăйне тасатать. 4 Çылăха кĕрекен кашни çынах Турă йĕркине пăсать, мĕншĕн тесен çылăх вăл – Турă йĕркине пăсни. 5 Христос пирĕн çылăхсене Хăй çине илмешкĕн килнине, Унра çылăх çуккине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. 6 Ăна ĕненсе пурăнакан çылăха кĕмест. Çылăха кĕрекен вара Ăна пĕлмест. 7 Эй, ачамсем! Сире никам та илĕртсе ан улталатăр. Кам тӳрĕлĕхлĕ ĕç тăвать, çав Унашкалах тӳрĕлĕхлĕ. 8 Кам çылăха кĕрет, çав вара шуйттанăн, мĕншĕн тесен малтан шуйттан çылăха кĕнĕ. Шуйттан ĕçĕсене путлантарма килнĕ те ĕнтĕ Турă Ывăлĕ. 9 Турă ачи пулма тивĕçни çылăха кĕмест, мĕншĕн тесен унăн чун-чĕринче Турă акса хăварни пур. Турă ачи пулнăран вăл çылăха кĕме те пултараймасть. 10 Турă ачисемпе шуйттан ачисене çакăнтан пĕлмелле: ырă ĕç туман, çавнашкалах тăванне юратман çын Турă ачи мар.
Пĕр-пĕрне юратăр
11 Пирĕн пĕр-пĕрне юратмалла тенине эсир ĕненме пуçласанах илтнĕ. 12 Пирĕн Каин пек пулас марччĕ. Вăл, шуйттанăн пулнăран, хăйĕн пĕртăванне вĕлернĕ. Мĕншĕн вĕлернĕ-ха вăл ăнаМĕншĕн тесен хăйĕн ĕçĕсем усал пулнă, пĕртăванĕн ĕçĕсем вара тӳрĕ пулнă. 13 Эй, тăванăмсем! Тĕнче хăвăра кураймасан ан тĕлĕнĕр. 14 Ĕненекен тăвансене юратнăран эпир вилĕмрен чĕрĕлĕхе куçнине пĕлетĕр. Тăванне юратман çыннăн чунĕ вилĕм тыткăнĕнче. 15 Тăванне кураймасăр пурăнакан вăл – çын вĕлерекен. Кирек епле çын вĕлерекен те хăй ăшĕнчи ĕмĕрлĕх пурăнăçа пĕтерет. 16 Юратулăх мĕнне эпир пĕлетпĕр: Христос пирĕншĕн чунне панă, пирĕн те тăвансемшĕн чуна пама хатĕр пулмалла. 17 Çак тĕнчере çителĕклĕ пурăнакан çын тертленекен тăванне хĕрхенмест пулсан, унра епле Турă юратулăхĕ пулайтăр? 18 Эй, ачамсем! Сăмахпа е чĕлхепе юратар мар, ĕçпе тата чăнлăхпа юратар. 19 Турă умĕнче чĕремĕрсене лăплантарса, хамăр чăнлăх енче пулнине акă мĕнрен пĕлĕпĕр. 20 Енчен те хамăр чун-чĕре хамăрах айăплать пулсан, Турă мĕн чухлĕ ытларах айăплĕ! Мĕншĕн тесен Турă пирĕн чĕререн аслăрах, Вăл йăлтах пĕлет. 21 Эй, савнă тăвансем! Енчен те хамăр чун-чĕре хамăра айăпламасть пулсан, эпир Турă умне хăюллăнах тăма пултаратпăр. 22 Мĕн ыйтнине Турă пире пĕтĕмпех парĕ, мĕншĕн тесен эпир Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыратпăр, Ăна юрăхлă ĕçсем тăватпăр. 23 Унăн пил-хушăвĕ вара çапла: пирĕн, Хăй хушнă пек, Унăн Ывăлне Иисус Христоса ĕненмелле, пĕр-пĕрне юратмалла. 24 Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыракан çын Турăра пулать, Турă та çав çынра пулать. Турă хамăрта пулнине вара эпир Вăл пире панă Сывлăш тăрăх пĕлетпĕр.
Турă Сывлăшĕ тата антихрист сывлăшĕ
1 Эй, савнă тăвансем! Турă Сывлăшĕллĕ текен кирек епле çынна та ан ĕненĕр. Малтан тĕрĕслесе пăхăр: çав сывлăш Турăран-и? Мĕншĕн тесен тĕнчере суя пророк нумайланса кайрĕ. 2 Турă Сывлăшне тата аташтаракан сывлăша çапла майпа уйăрса илĕр: Иисус – ӳтленсе килнĕ Турă Ывăлĕ пулнине йышăнакан кирек епле Сывлăш та – Турăран. 3 Иисус – çĕр çине ӳтленсе килнĕ Турă Ывăлĕ пулнине йышăнман кирек епле сывлăш та – Турăран мар, вăл антихрист сывлăшĕ. Антихрист килесси çинчен эсир илтнĕ, антихрист тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ. 4 Эй, ачамсем! Эсир – Туррăн, эсир суя пророксене çĕнтертĕр, мĕншĕн тесен сирĕнти Турă Сывлăшĕ тĕнчери ытти сывлăшсенчен хăватлăрах. 5 Суя пророксем – тĕнченĕн, вĕсем тĕнче ăнланмалла калаçаççĕ те – тĕнче вĕсене итлет. 6 Эпир – Туррăн. Турра пĕлекен пире итлет. Кам Туррăн мар, çав пире итлемест. Чăнлăх Сывлăшне аташтаракан сывлăшран çапла майпа уйăрса илетпĕр те.
Турă вăл – юратулăх
7 Эй, савнă тăвансем! Пĕр-пĕрне юратар, мĕншĕн тесен юратулăх Турăран килет. Юратакан çын – Турă ачи, вăл Турра пĕлет. 8 Юратман çын Турра пĕлмест, мĕншĕн тесен Турă вăл юратулăх. 9 Турă пире юратни çакăнтан палăрать: Ывăлĕ урлă пирĕн чĕрĕлĕх илмелле пултăр тесе Турă тĕнчене Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне янă. 10 Чăн юратулăх – эпир Турра юратни мар, Турă пире юратни. Пире юратнăран ĕнтĕ Турă Хăйĕн Ывăлне çĕр çине ярса пирĕн çылăхсемшĕн парнелĕхе кӳнĕ. 11 Эй, савнă тăвансем! Турă пире çав териех юратать пулсан, пирĕн те пĕр-пĕрне юратмалла. 12 Турра никам та нихăçан та курман. Анчах та эпир пĕр-пĕрне юратсан Турă пирĕн чунра пулать, Турă юратулăхĕ пирĕн ăшра тулли пулать. 13 Хамăр Унра пулнине, Вăл та пирĕнте пулнине Турă пире Хăйĕн Сывлăшĕн ырăлăхĕсене панинчен пĕлетпĕр. 14 Атте Турă Хăйĕн Ывăлне тĕнчене Çăлакан пулмашкăн янă, çавна эпир куçăн курнăран çирĕплетсе пĕлтеретпĕр. 15 Иисуса Турă Ывăлĕ тесе йышăнакан çынра Турă пулать, çынни те Турăра пулать. 16 Турă пире епле юратнине эпир пĕлтĕмĕр, çав юратулăха ĕнентĕмĕр. Турă вăл юратулăх, çавăнпа та юратуллă пурăнакан çын Турăра пулать, Турă та çав çынра пулать. 17 Ĕнтĕ пирĕн ăшăмăрсенчи юратулăх чи паха шая çитрĕ. Çавăнпа та, эпир тĕнчере Вăл пурăннă пек пурăннăран, суд кунĕнче çирĕп кăмăллă пулăпăр. 18 Юратулăхра хăрани çук, тулли юратулăх хăранине пĕтерет, мĕншĕн тесен хăрани вăл – çитес айăплав çинчен шухăшлани. Хăракан туллин юратма пултараймасть. 19 Турă пире маларахран юратнă, çавăнпа та Ăна юратар. 20 Эпĕ Турра юрататăп текен, ĕненекен тăванне курайман çын – суеçĕ. Куçкĕретĕн курăнакан тăванне юратман çын курăнман Турра епле юратайтăр21 Турă пире çакăн пек пил-хушу панă: Турра юратакан хăй тăванне те юраттăр.
Ĕненни – тĕнчене çĕнтерни
1 Иисус вăл Турă Суйласа илни пулнине ĕненекен кашни çынах Турă ачи пулать. Çапла вара, Çӳлти Ашшĕне юратакан Унран Çуралнине те юратать. 2 Эпир Турă ачисене юратни çакăнтан палăрать: эпир Турра юрататпăр, Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыратпăр. 3 Турă пил-хушăвĕсене тытса пыни Ăна юратни пулать те. Унăн пил-хушăвĕсем вара йывăрах та мар. 4 Турăран çуралнă кашни çын тĕнчене çĕнтерет. Тĕнчене çĕнтернĕ çав çĕнтерӳ хăвачĕ – пирĕн ĕненӳ. 5 Иисус вăл Турă Ывăлĕ тенине ĕненекен тĕнчене çĕнтермесен, урăх кам çĕнтерейĕТурă Ывăлĕ çинчен çирĕплетсе пĕлтерни 6 Иисус Христос Вăл пирĕн пата шывпа юн урлă, Сывлăш пĕлтерсе çирĕплетнипе килнĕ. Вăл шывпа тĕне кĕрсе кăна мар, хĕрес çинче юн юхтарса килнĕ. Çавăн çинчен Сывлăш çирĕплетсе пĕлтерет, мĕншĕн тесен Сывлăш вăл чăнлăх. 7 Çавăн çинчен тӳпере виççĕн çирĕплетсе калаççĕ: Атте Турă, Сăмах Турă тата Святой Сывлăш. Çаксем виççĕшĕ те – пĕр. 8 Çавăн çинчен çĕр çинче те виççĕн çирĕплетсе калаççĕ: Святой Сывлăш парнисем, шыв тата юн. Çаксем виççĕшĕ те пĕрешкелех каласа пĕлтереççĕ. 9 Енчен те эпир çынсем çирĕплетсе каланине йышăнатпăр пулсан, паллах, Турă çирĕплетсе калани чылай хăватлăрах. Мĕншĕн тесен ăна Турă Хăйĕн Ывăлĕ çинчен каланă. 10 Турă Ывăлне ĕненекенĕн вара çав çирĕплетсе калани ăшра упранать. Турă çирĕплетсе пĕлтернине ĕненмен çын Турă Хăйĕн Ывăлĕ çинчен каласа пĕлтернине ĕненмест. Çапла майпа вăл Турра суеçĕ вырăнне хурать. 11 Çирĕплетсе калани вара çакă: Турă пире ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх панă, çав чĕрĕлĕх çăлкуçĕ – Ывăлĕнче. 12 Христоса Турă Ывăлĕ тесе йышăнаканăн çав чĕрĕлĕх пур, Турă Ывăлĕ тесе йышăнман çыннăн вара – çук.
Пире ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх панă
13 Эпĕ сирĕн патăра, Турă Ывăлне ĕненекенсем патне, çакна çырса яратăп: Турă Ывăлне ĕненсен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пуласса пĕлсе тăрăр. 14 Çавăнпа та эпир Турă умĕнче хамăра çирĕп кăмăллă тыткалатпăр: эпир Унран, Хăй вĕрентнĕ пек, кирек мĕн ыйтсассăн та, Вăл пире итлет. 15 Кирек мĕн ыйтсассăн та, Вăл пире итлессе пĕлетпĕр пулсан, хамăр Унран мĕн ыйтнине йăлтах илессе те пĕлетпĕр. 16 Кам ĕненекен тăванĕ вилĕм кӳмен çылăха кĕнине курать, çав тăванĕшĕн кĕлтутăр. Турă вара ăна чĕрĕлĕх парĕ. Çакна эпĕ вилĕм кӳмен çылăха кĕнисем пирки калатăп. Анчах та вилĕм кӳрекен çылăха кĕрекенсем те пур. Сирĕн вĕсемшĕн те кĕлтумалла теместĕп эпĕ. 17 Кирек епле усал ĕç те çылăх, анчах та вилĕм кӳмен çылăх та пур. 18 Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Турă ачи пулма тивĕçнĕ çын çылăха кĕмест. Турă ачи хăйне хăй упраса пурăнать, шуйттан ун çумне çулăхаймасть. 19 Эпир хамăр Турă ачисем пулнине, пĕтĕм тĕнче усаллăх шĕнче пулнине пĕлетпĕр. 20 Эпир тата çакна та пĕлетпĕр: Турă Ывăлĕ килчĕ те, чăн Турра пĕлччĕр тесе, Унăн чăн Ывăлĕпе Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулччăр тесе, пире çутă та, ăс-хакăл та пачĕ. Вăл – чăн Турă, Вăл – ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх. 21 Эй, ачамсем! Кĕлеткесене пуççапасран асăрханса пурăнăр. Аминь.
Çлăнăç
1 Ватă çынран – хисеплĕ хĕрарăмпа унăн ачи-пăчи патне. Эпĕ сире чăнласах юрататăп. Сире эпĕ кăна мар, чăнлăхпа пурăнакансем пурте юратаççĕ. 2 Эпир хамăр ăшăмăрсенчи чăнлăха пула юрататпăр. Çав чăнлăх ĕмĕрех пирĕнте пулĕ. 3 Сире, чăнлăхпа тата юратулăхпа пурăнакансене, Атте Турăран тата Унăн Ывăлĕнчен Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăх, тивлет, канăçлăх пултăр.
Чăнлăх тата юратулăх
4 Санăн хăш-пĕр ачусем, Атте Турă хушнă пек, чăнлăх çулĕпе кайнине пĕлсен, эпĕ питĕ савăнтăм. 5 Халĕ вара, хисеплĕ хĕрарăм, санăн патна темле çĕнĕ пил-хушу мар, хамăр ĕненме пуçласанах пĕлнĕ пил-хушăва çырса яратăп: пĕр-пĕрне юратăр! 6 Юратни вăл – Турă пил-хушăвĕсене тытса пурăнни. Хăвăр ĕненме пуçласан илтнĕ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурăнма хушать. 7 Мĕншĕн тесен тĕнчере ултавçăсем нумайланчĕç. Вĕсем Иисус Христос çĕр çине ӳтленсе килнине йышăнмаççĕ. Çавнашкал çын вăл – илĕртсе улталакан, антихрист. 8 Хамăр мĕншĕн тăрăшнине çухатас марччĕ тесе, тулли сăвап илесчĕ тесе, хăвăра хăвăр асăрханса пурăнăр. 9 Христос вĕрентĕвне пăсакан, çав вĕрентӳпе пурăнман кашни çынах Турăсăр тăрса юлать. Христос вĕрентĕвĕпе пурăнаканăн Ашшĕ те, Ывăлĕ те пур. 10 Кам та кам сирĕн патăра çав вĕрентĕве мар, урăххине вĕрентме пырать, ăна килĕре те ан кĕртĕр, хапăл ан тăвăр. 11 Мĕншĕн тесен унашкал çынна хапăл туни унăн усал ĕçне хутшăнниех пулать.
Юлашкинчен калани
12 Манăн сирĕн патăра çырса ямалли нумай, анчах та хут çине чернилпа çырнипех çырлахассăм килмест. Сирĕн патăра хам пырса çитессе, савăнмалăх куçа-куçăн курса калаçасса шанатăп. 13 Турă суйласа илнĕ пĕртăванун ачисем сана салам калаççĕ. Аминь.
Саламлани
1 Ватă çынран – савнă Гай патне. Эпĕ сана чăнласах юрататăп. 2 Савнă тăванăм! Эпĕ санăн сывлăхушăн кĕлтăватăп, чуну ырăланса пынăçемĕн санăн пурне те ăнăçтарса пымалла пултăрччĕ тетĕп. 3 Ĕненекен тăвансем эсĕ Турă чăнлăхне чунпа парăнни çинчен килсе каласа кăтартрĕç те, эпĕ питĕ савăнтăм. 4 Ачамсем чăнлăхпа çӳреççĕ тени мана пуринчен те ытла савăнтарать.
Пĕр-пĕрне пулăшасси тата чăрмавсем
5 Савнă тăванăм! Эсĕ ĕненекен тăвансемшĕн, уйрăммăнах çул çӳрекеннисемшĕн, тăрăшса чăн-чăн Христос çынни пек тăватăн. 6 Вĕсем ĕненекенсем умĕнче сан юратулăху çинчен çирĕплетсе пĕлтерчĕç. Эсĕ вĕсене, Турра юрăхлă пек, çул çине лайăх пуçтарса-хатĕрлесе яр. 7 Мĕншĕн тесен вĕсем урăх халăх çыннисенчен нимĕн илмесĕрех Христос çинчен вĕрентме çула тухса кайнă. 8 Çапла ĕнтĕ пирĕн, чăнлăхшăн тăрăшакансене пулăшас тесен, унашкаллисене хапăл тăвас пулать. 9 Ĕненекен ушкăнрисем патне эпĕ çыру çырса ятăм, анчах та вĕсен пуçлăхĕ Диотреф, хуçаланма юратаканскер, пире йышăнмасть. 10 Çавăнпа та эпĕ, пырас пулсассăн, вăл мĕн хăтланса пурăнни çинчен аса илтерĕп. Вăл пире усал сăмахсем каласа хăртать. Унпа та çырлахмасть-ха: вăл ĕненекен тăванăмăрсене хăй те йышăнмасть, йышăнас текенсене те чарать. Кам çул çӳрекен тăванăмăрсене хапăл тăвать, çавсене Диотреф чиркӳрен хăваласа ярать. 11 Савнă тăванăм! Усаллинчен мар, ырринчен тĕслĕх ил. Ырă тăвакан çын вăл Турăран, усал тăвакан вара Турра пĕлмест. 12 Димитрий çинчен пурте лайăхпа кăна асăнаççĕ, чăнлăх хăй ун çинчен каласа çирĕплетет. Ун çинчен эпир те шантарсах калатпăр, эпир çирĕплетни чăн пулнине эсир хăвăр та пĕлетĕр.
Юлашкинчен калани
13 Манăн сирĕн патăра çырса ямалли нумай, анчах та чернилпа, çыркăчпа çырнипех çырлахас килмест. 14 Сан патна çитсе куçа-куçăн курса калаçасса шанатăп. 15 Канăçлăх пултăр сана! Тусусем сана салам яраççĕ, эсĕ те тусăмăрсене ятран салам кала. Аминь.
Саламлани
1 Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пĕртăван Иудăран – Атте Турă сăвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурăнакан чĕнсе илнисене. 2 Сире нумай-нумай ырăлăх, канăçлăх, юратулăх сунатăп.
Суя вĕрентӳçĕсене айăплав пуласси
3 Савнă тăванăмсем! Сирĕн патăра пурте çăлăнасси çинчен манăн питĕ çырассăм килетчĕ. Анчах та эпĕ сирĕн патăра Турă Хăйĕн халăхне пĕрре тата яланлăха панă ĕненӳшĕн кĕрешме ӳкĕтлесе çырас терĕм. 4 Мĕншĕн çырас терĕм-ха? Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем сирĕн хушшăра вăрттăн шăвăнса кĕчĕç. Унашкаллисене айăплав пуласси çинчен Çырнинче тахçанах каланă. Турра хисеплемен çав çынсем Турă панă ырăлăха пула тем тума та юрать теççĕ. Хăйсем вара пĕртен-пĕр Патша Турра, Иисус Христос Хуçамăра йышăнмаççĕ. 5 Çакна эсир пĕлетĕр пулин те, татах асилтерес тетĕп: Хуçа Турă Хăйĕн халăхне Египет çĕрĕнчен илсе тухса çăлса хăварнă, анчах та ĕненес теменнисене кайран пĕтернĕ. 6 Тата хăйсен тивĕçлĕхне упраса хăварайман, хăйсен вырăнĕнчен пăрахса кайнă ангелсем çинчен асилтерес тетĕп. Турă вĕсене аслă суд кунĕ валли ĕмĕрлĕх сăнчăрта, сĕм-тĕттĕмре усрать. 7 Тата эпĕ сире Содомпа Гоморра хулисем çинчен, çак хуласем пекех çут çанталăка хирĕçлесе асса пурăнакан таврари ытти хуласем çинчен асилтерес тетĕп. Вĕсенчен тĕслĕх илекен ан пултăр тесе Турă вĕсем çине сӳнми вут асапне янă. 8 Ӳт-пĕве ирсĕрлентерекен, çӳлти пуçлăхсене йышăнман, çӳлти вăйсене хурлакан çав суя вĕрентӳçĕсемпе те çаплах пулĕ. 9 Моисей вилсессĕн унăн ӳчĕ пирки шуйттанпа тавлашнă чухне Михаил Архангел шуйттана айăплама хăяйман: «Хуçа Турă чартăрах сана», – тенĕ çеç. 10 Ку çынсем вара хăйсем пач пĕлменнине хурлаççĕ. Вĕсем, ăссăр выльхла, ӳт-пӳ хистенине кăна пĕлеççĕ, çавă вĕсене тĕп тăвать те. 11 Хуйхă пулĕ вĕсене! Вĕсем Каин çулĕпех пыраççĕ, мула хапсăнса Валаам пек улталанаççĕ, Корей пек кутăнлашсах пĕтеççĕ. 12 Сирĕн юратулăх сăйĕ вăхăтĕнче вĕсем ыттисене çылăха кĕртеççĕ. Вĕсем сирĕнпе пĕрле чухнех намăс-симĕсе пĕлмесĕр хăйсен хырăмĕшĕн кăна тăрăшаççĕ. Вĕсем – çил хăвалакан пуш пĕлĕтсем пек. Вĕсем – çимĕç кӳмен, кăкланнă кĕрхи йывăçсем пек, çав йывăçсене икĕ хут хăрнă теме пулать. 13 Вĕсем – хăйсен намăссăрлăхĕпе кăпăкланакан тискер тинĕс хумĕсем. Вĕсем – сĕм тĕттĕмлĕхре яланлăха çĕтсе кайнă çăлтăрсем. 14 Адамран çиччĕмĕш сыпăкри Енох унашкаллисем çинчен пророкла çапла каланă: «Акă, Хуçамăр Хăйĕн святой пин-пин ангелĕпе килет. 15 Вăл пурне те суд тума, Турра юрăхсăр мĕн пур ĕçĕсемшĕн тата Турра хирĕç каланă мĕн пур хаяр сăмахĕсемшĕн Хăйне хисеплемен çылăхлă çынсене айăплама килет». 16 Вĕсем яланах ӳпкелешеççĕ, нăйкăшаççĕ, Турра хисеплемесĕр тата Турă йĕркине пăсса ӳт-пӳ хистени хыççăн каяççĕ, мăнкăмăллăн калаçаççĕ, хăйсене усăллă чухне йăпăлтатма та именмеççĕ.
Асăрхаттарни тата чĕнсе калани
17 Эсир вара, савнă тăванăмсем, Иисус Христос Хуçамăрăн апостолĕсем малтанах каласа хунă сăмахĕсене асра тытăр. 18 «Юлашки вăхăтсенче, – тенĕ апостолсем, – хăйсен çылăхлă кăмăлĕсене тултаракан хурлавçăсем тупăнĕç». 19 Çав çынсем пĕрлĕхлĕ ĕненӳрен уйăрăлаççĕ. Вĕсен чун-чĕмĕ çук, ӳт-пӳ хистени кăна пур. 20 Эсир вара, савнă тăванăмсем, сăваплă ĕненӳре хăвăра çирĕплетĕр, Святой Сывлăшпа килĕшӳллĕн кĕлтăвăр. 21 Хăвăра Турă юратнине астуса пурăнăр, ырăлăхлă Иисус Христос Хуçамăр ĕмĕрлĕх пурăнăç парасса кĕтĕр. 22 Пĕрисене, ĕненӳ пирки иккĕленекенсене, хĕрхенсе ӳкĕтлĕр. 23 Теприсене, ĕмĕрлĕх вутпа хăратса, вутран туртса кăларăр, çăлса хăварăр. Виççĕмĕшсене вара асăрханса питлемелли кăна юлать. Вĕсен çылăхлă ӳт-пĕвĕпе вараланнă тумтирĕнчен те йĕрĕнĕр.
Пиллени
24 Сире ӳкесрен упраса хăварма, çитменлĕхсĕр те савăклăскерсене Хăйĕн мухтавĕ умне тăратма пултаракан, 25 Иисус Христос Хуçамăр урлă хамăра Çăлакан, Пĕртен-пĕр Ăслăран та Ăслă Турă ĕмĕрсемччен те, халĕ те, ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă, аслă, хăватлă, вăйлă пултăр. Аминь.
Çак кĕнеке çинчен
1 Малашлăхра часах мĕн пулассине Хăйĕн чурисене кăтартас тесе, Турă Иисус Христоса малашнехине уçса панă. Çăвна Вăл Хăйĕн ангелĕ урлă Хăйĕн чурине Иоана кăтартнă. 2 Иоанн вара Турă Сăмахĕ çинчен, Иисус Христос çирĕплетсе калани çинчен тата хăй мĕн-мĕн курни-илтни çинчен каласа пĕлтернĕ. 3 Çак пророкла сăмахсене вулакан, вĕсене итлекенсем тата унта мĕн çырнине тытса пурăнакансем телейлĕ, мĕншĕн тесен вăхăт çывăх ĕнтĕ.
Çичĕ чиркĕве салам яни
4-5 Асири çичĕ чиркĕве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унăн престолĕ умĕнчи çичĕ сывлăшран тата Иисус Христосран ырăлăхпа канăçлăх пултăр. Иисус çирĕплетсе пĕлтерни чăн. Вăл – вилнисенчен чи малтан чĕрĕлсе тăнăскер, çĕр çинчи патшасемпе хуçаланаканскер. Вăл пире юратнăран Хăйĕн Юнĕпе пирĕн çылăхсенчен хăтарнă, 6 Хăйĕн Ашшĕ, Туррăмăр, умĕнче пире патшалла священниксем тунă. Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă та хăватлă пултăр! Аминь. 7 Акă, Вăл пĕлĕтсем çинче килĕ те, Ăна пурте, çав шутрах Хăйне пăталаса сăнăпа чикнисем те, курĕç. Çĕр çинчи мĕн пур йăхсем Унăн умĕнче татăлса йĕрĕç. Çапла пулĕ, аминь. 8 «Эпĕ – Альфа тата Омега, пуçламăшĕ тата вĕçĕ, – тет Хуçамăр. – Эпĕ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тăракан».
Христос курăнни
9 Эпĕ, Иоанн тăванăр, Иисус Христосăн патшалăхне кĕрес тесе, Вăл тӳснĕ пек асапа сирĕнпе пĕрле тӳсетĕп. Мана Турă Сăмахне вĕрентнĕшĕн, Иисус Христос çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕшĕн Патмос утравĕ çине ячĕç. 10 Пĕррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлăш витĕмĕпе эпĕ хам хыçăмра труба сасси пек хăватлă сасă илтрĕм. «Эпĕ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терĕ çав сасă. 11 – Хăвна мĕн курăннине йăлтах кĕнекелесе çыр та Асири чиркӳсене: Ефеса та, Смирнăна та, Пергама та, Фиатирăна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр». 12 Хампа калаçаканни кам сасси-ши тесе, эпĕ хыçалалла çавăрăнса пăхрăм. Вара, çавăрăнса пăхсан, çичĕ ылтăн çутаткăç куртăм. 13 Çутаткăçсем хушшинче Этем Ывăлĕ евĕрлĕскер тăратчĕ. Хăй вăрăм тум тăхăннă, кăкăр урлă ылтăн хăю çыхнă. 14 Пуçĕ те, çӳçĕ те Унăн шурă çăм пек, юр пек шап-шурăччĕ, куçĕсем вут çулăмĕ евĕрччĕ. 15 Урисем Унăн шăранса тăракан пăхăр пекчĕ, сасси шыв кĕрлени пекчĕ. 16 Сылтăм аллине Вăл çичĕ çăлтăр тытнăччĕ, çăварĕнчен ик енĕ те çивĕч хĕç тухса тăратчĕ, сăнĕ-пичĕ вара Унăн хĕртсе пăхакан хĕвелччĕ. 17 Ăна курсассăнах эпĕ Унăн ури умне вилнĕ пек ӳкрĕм. Вара Вăл ман çине сылтăм аллине хурса çапла каларĕ: «Ан хăра. Эпĕ – Малтанхи те, Кайранхи те. 18 Эпĕ – чĕрĕ. Эпĕ вилнĕччĕ, акă, курсам: Эпĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнатăп, аминь. Тамăкпа вилĕм çăраççисем те Манра. 19 Ĕнтĕ ху мĕн курнине, мĕн пуррине тата çакăн хыççăн мĕн пулассине çырса хур. 20 Эсĕ Манăн аллăмра курнă çичĕ çăлтăр тата çичĕ çутаткăç акă мĕне пĕлтереççĕ: çичĕ çăлтăр вăл – çичĕ чиркĕвĕн ангелĕсем, эсĕ курнă çичĕ çутаткăç вара – çичĕ чиркӳ».
Ефесри чиркĕве янă çыру
1 «Ефес чиркĕвĕн ангелне çырса яр: „Хăйĕн сылтăм аллинче çичĕ çăлтăр Тытса тăракан, çичĕ ылтăн çутаткăç хушшинче Çӳрекен çапла калать, те: 2 Санăн ĕçӳсене те, тăрăшулăхна та, чăтăмлăхна та пĕлетĕп. Эсĕ пăсăк çынсене тӳсме пултарайманнине те пĕлетĕп. Апостол мар çинчех хăйсене апостол текенсене эсĕ тĕрĕслесе пăхнă та вĕсем суеçĕсем кăна пулнине тупса палăртнă. 3 Сана нумай тӳсме лекет, эсĕ чăтăмлă, Манăн ятăмшăн ывăна пĕлми ĕçлетĕн. 4 Анчах та Манăн сана асăрхаттарса каламалли те пур: санра халĕ малтанхи юратулăху çук. 5 Çапла вара, ху еплерех чун çӳллĕшĕнчен ӳкнине аса ил те ӳкĕн, малтанхиллех ĕçлесе пурăн. Апла тумасан, часах сан патна пырăп, çутаткăçна вырăнĕнчен хускатăп. 6 Çапах та николаитсен ĕçне-хĕлне эсĕ Манашкалах курайманнишĕн сана ырламалла. 7 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр. Çĕнтерекене Эпĕ Туррăн райĕ варринчи пурăнăç йывăççин çимĕçне çиме ирĕк парăп“».
Смирнăри чиркĕве янă çыру
8 «Смирна чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнĕскер, акă, Чĕрĕскер, çапла калать, те: 9 Санăн ĕçӳсене, хуйху-суйхуна та, чухăнлăхна та (тĕрĕссипе, эсĕ – пуян) пĕлетĕп. Хăйсене иудей текенсем сан пирки усал калаçаççĕ. Вĕсем иудейсем мар – шуйттан пухăвĕ. 10 Хăвна тӳсме лекессинчен нимĕнрен те ан хăра. Акă, сире тĕрĕслесе пăхас тесе, сирĕнтен хăшне-пĕрне шуйттан тĕрмене хуптарĕ, унта эсир пĕр вунă кун тертленĕр. Вилмелле пулсан та, ĕненӳпех вил, вара Эпĕ сана пурăнăç пуç кăшăлне тăхăнтартăп. 11 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр. Çĕнтерекене иккĕмĕш вилĕм сăтăр тăваймĕ“».
Пергамри чиркĕве янă çыру
12 «Пергам чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: „Икĕ енĕ те çивĕч Хĕçли çапла калать, те: 13 Санăн ĕçӳсене, эсĕ шуйттанăн престолĕ ларнă вырăнта пурăннине пĕлетĕп. Сирĕн патăрта, шуйттан пурăнакан çĕрте, Ман çинчен пĕлтерекен шанчăклă Антипăна вĕлерчĕç. Эсĕ çав вăхăтра та Ман ятăма тытса пынине, Мана ĕненме пăрахманнине пĕлетĕп. 14 Анчах та Манăн сана кăштах асăрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патăнта, хăшĕ-пĕрисем Валаам вĕрентĕвне тытса пыраççĕ. Çавскер Валака Израиль çыннисене илĕртсе улталама вĕрентрĕ, çавăнпа вĕсем чӳк çимĕçне çиеççĕ, аскăнланса пурăнаççĕ. 15 Сан патăнта тата николаитсен вĕрентĕвне тытса пыракансем те пур, Эпĕ вĕсен вĕрентĕвне кураймастăп. 16 Ӳкĕн! Апла тумасан, часах сан патна пырăп, çав çынсемпе чĕлхе-çăварăм хĕçĕпе çапăçăп. 17 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр. Çĕнтерекене Эпĕ курăнми маннă çиме ирĕк парăп, шурă чул парнелĕп. Çав чул çине илекеннисĕр пуçне урăх никам та пĕлмен çĕнĕ ят çырса хунă“».
Фиатирăри чиркĕве янă çыру
18 «Фиатира чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: „Вут çулăмĕ евĕр куçлă, шăранакан пăхăр пек ураллă Турă Ывăлĕ çапла калать, те: 19 Санăн ĕçӳсене те, юратулăхна та, Турăшăн ĕçленине те, ĕненĕвне те, чăтăмлăхна та пĕлетĕп. Тата хальхи ĕçӳсем малтанхинчен пысăкрах пулнине те пĕлетĕп. 20 Анчах та Манăн сана кăштах асăрхаттарса каламалли пур: эсĕ хăйне пророк теекен хĕрарăма, Иезавеле, чармастăн. Вăл вара Манăн чурамсене аскăнланса пурăнма, чӳк çимĕçĕ çиме улталаса вĕрентет. 21 Эпĕ ăна пăсăк ĕçĕсенчен ӳкĕнмешкĕн вăхăт парсаттăм, анчах та вăл ӳкĕнмерĕ. 22 Акă, Эпĕ ăна çавăншăн вырăнпах выртмалла тăвăп. Унпа пĕрле çылăха кĕрсе пурăннисем çине вара, хăйсен ĕçĕсемшĕн ӳкĕнмесен, пысăк хуйхă ярăп. 23 Эпĕ ун хыççăн каякансем çине вилĕм ярăп, вара Эпĕ çынсен шухăш-туйăмне Тĕрĕслекенĕ пулнине пур чиркӳсем те ăнланĕç. Эпĕ сире кашнинех ĕçĕрсене кура тавăрса парăп. 24 Эсир Фиатирăра пурăнакан ытти хăш-пĕр çынсемпе пĕрле çав вĕрентӳ хыççăн каймастăр, „шуйттанлăхăн шырланĕ“ текенни мĕнне пĕлместĕр. Çавăнпа та сире пурне те çакна калатăп: „Эпĕ сирĕн çине урăх çĕклем хумăп“. 25 Эпĕ пыриччен вара эсир халиччен мĕне тытса пынă, çавнах тытса пурăнăр. 26-27 Çĕнтерекене, Манăн ĕçĕмсене вĕçне çитичченех туса пыракана, Эпĕ Хамăн Аттемрен урăх халăхсемпе хуçаланма епле ирĕк илнĕ, çапла ирĕк парăп. Вăл вара çав халăхсене тимĕр туяпа пăхăнтарĕ, вĕсем тăм савăт-сапа пек ванса пĕтĕç. 28 Çĕнтерекене тата шурăмпуç çăлтăрĕ парăп. 29 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».
Сардисри чиркĕве янă çыру
1 «Сардис чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: Туррăн çичĕ сывлăшĕпе çичĕ çăлтăр Пурри çапла калать, те: „Санăн ĕçӳсене пĕлетĕп. Ĕненекен ушкăн ятлă пулин те, санăн чиркĕвӳ чĕрĕ мар, вилĕ. 2 Сыхă пул, пĕтес патне çитнине те пулин упраса хăвар. Санăн ĕçӳсем Туррăм умĕнче тивĕçсĕррине Эпĕ куратăп. 3 Эппин хăвна мĕн вĕрентнине, мĕн каланине аса ил те, çавсене пăхăнса, ӳкĕн. Эсĕ сыхă тăмасассăн, Эпĕ сан патна, вăрă пек, кĕтмен вăхăтра пырăп, хăш самантра пырасса эсĕ сисеймĕн те. 4 Çапах та санăн патăнта, Сардисра, хăйсен таса тумне вараламан темиçе çын пур. Вĕсем Манпа пĕрле шурă тумтирпе çӳреме тивĕç пулĕç. 5 Çĕнтерекен шурă тумтир тăхăнĕ. Эпĕ унăн ятне пурăнăç кĕнекинчен чĕрсе пăрахмăп, çав ят çинчен Аттемпе Унăн ангелĕсене каласа пĕлтерĕп. 6 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».
Филадельфири чиркĕве янă çыру
7 «Филадельфи чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: Давид патша çăраççийĕ Унра, Вăл уçнине никам та хупаймĕ, Вăл хупнине никам та уçаймĕ. Çавă – Сăвапли, Чăнни – çапла калать, те: 8 „Эпĕ санăн ĕçӳсене пĕлетĕп. Акă, Эпĕ санăн умăнти алăка уçрăм, ăна никам та хупаймĕ. Çирĕп вăй-халлă мар пулин те, эсĕ Манăн сăмахăма упраса хăварайрăн, Ман ятăмран тунмарăн. 9 Акă ĕнтĕ, Эпĕ хайхи шуйттан пухăвĕнчи çынсене, чунĕпе иудей мар çинчех хăйсене иудей текен суеçĕсене, санăн уру умне ӳксе пуççапмалла тăвăп. Вара вĕсем Эпĕ сана юратнине пĕлĕç. 10 Çĕр çинчи çынсене илĕртсе улталамашкăн пĕтĕм тĕнчене йывăр тĕрĕслев пулĕ. Эпĕ сана чăтăмлă пулма хушнине эсĕ упраса хăвартăн, çавăнпа йывăр тĕрĕслев вăхăтĕнче Эпĕ те сана упраса хăварăп. 11 Акă, Эпĕ часах пырăп. Çĕнтерекенĕн пуç кăшăлне хывса ан илччĕр тесен, эсĕ мĕн пуррине çирĕп тытса пыр. 12 Çĕнтерекене Эпĕ Туррăмăн Çуртĕнче тĕреклĕх юпи тăвăп, вăл Турă Çуртĕнчех юлĕ. Ун çине Эпĕ Туррăм ятне, çӳл тӳперен, Туррăм патĕнчен анакан Туррăм хулин – çĕнĕ Иерусалимăн – ятне тата Хамăн çĕнĕ ятăма çырса хурăп. 13 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».
Лаодикири чиркĕве янă çыру
14 «Лаодики чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: шанчăклă та чăн çирĕплетсе калакан Аминь, Турă пултарнин пуçламăшĕ, çапла калать, те: 15 „Санăн ĕçӳсене пĕлетĕп. Эсĕ сивĕ те мар, вĕри те мар. Ах, эсĕ сивĕ е вĕри пулинччĕ! 16 Анчах та эсĕ сивĕ те мар, вĕри те мар, лĕп пулнăран Эпĕ сана Хамăн чĕлхе-çăварăмран кăларса пăрахăп. 17 „Çитменни ман нимĕн те çук, эпĕ пуйрăм, эпĕ пуян,“– тетĕн эсĕ. Ху вара телейсĕр те мĕскĕн, кĕлмĕç, суккăр, çаппа-çарамас пулнине те пĕлместĕн. 18 Эпĕ сана акă мĕнле канаш паратăп: пуяс тетĕн пулсан Манран вутпа тасалнă ылтăн туян. Хăвăн намăсна, çарамаслăхна пытармашкăн вара Манран шурă тумтир туянса тăхăн. Куçна вара, куракан пултăр тесе, куç эмелĕ сĕр. 19 Эпĕ кама юрататăп, çавна питлетĕп, айăплатăп. Çавăнпа чунна çунтар, ӳкĕн. 20 Акă, Эпĕ алăк умĕнче шаккаса тăратăп. Кам Манăн сассăма илтсе алăкне уçĕ, Эпĕ ун патне кĕрĕп те унпа пĕрле тăванлăх апачĕ çийĕп, Манпа пĕрле вăл та çийĕ. 21 Çĕнтерекене Эпĕ Хампа пĕрле престолăм çине ларма ирĕк парăп. Эпĕ Хам та, çавнашкалах çĕнтерсе, Аттемпе пĕрле Унăн престолĕ çине лартăм. 22 Сывлăш чиркӳсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».
Иоана тӳпери курăнни
1 Унтан эпĕ пăхрăм та, акă, тӳпенелле уçăлнă алăк куртăм. Вара хампа маларах калаçнă труба сасси пек сасă каллех манпа калаçа пуçларĕ. «Кунта хăпар, эпĕ сана малашне мĕн пулассине кăтартăп», – терĕ вăл. 2 Çав самантрах Святой Сывлăш витĕмĕпе курăну пулчĕ. Акă, тӳпери престол курăнчĕ, престол çинче вара Лараканĕ пур. 3 Лараканĕ ясписпа сардис текен хаклă йышши чулсем евĕр йăлтăртатать, престол тавра изумруд пек асамат кĕперĕ. 4 Престол йĕри-тавра тата тепĕр çирĕм тăватă престол, вĕсем çинче çирĕм тăватă ватă ларать. Хăйсем шап-шурă тумтир тăхăннă, пуçĕсем çинче – ылтăн пуç кăшăлĕсем. 5 Престолран çиçĕм çиçсе тухать, аслати сасси, кĕрлев илтĕнсе тăрать. Престол умĕнче вутлăн çунакан çичĕ çутаткăç – Туррăн çичĕ сывлăшĕ. 6 Престол умĕнче вара витĕр курăнакан пăр пек кĕленче тинĕс. Тата престол умĕнче те, йĕри-тавра та тăватă чĕр чун, куçĕсем хăйсен малта та, кайра та темĕн чухлĕ. 7 Пĕр чĕр чунĕ арăслан евĕрлĕ, тепри вăкăр евĕрлĕ, виççĕмĕшĕ этем сăнлĕ, тăваттăмĕшĕ вĕçекен ăмăрт кайăк евĕрлĕ. 8 Тăватă чĕр чунĕн те кĕлетки тавра ултшар çунат, çунат айĕсем куçлă-куçлă. Тăватă чĕр чунĕ те кунĕн-çĕрĕн татти-сыпписĕр çапла кăшкăрса хыттăн мухтаççĕ: «Пурне те тытса тăракан Хуçа Турă, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!» 9 Çав чĕр чунсем престол çинче Ларакана, ĕмĕр-ĕмĕрех Пурăнакана мухтанă, чысланă, тав тунă чухне 10 çирĕм тăватă ватă хайхи Ларакан умне, ĕмĕр-ĕмĕрех Пурăнакан умне ӳке-ӳке пуççапаççĕ. Вĕсем хăйсен пуç кăшăлĕсене престол умне хурса çапла калаççĕ: 11 «Хуçа Туррăмăр, Эсĕ мухтав та, чыс та, вăй-хăват та илме тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен пурне те Эсĕ пултарнă, пурте Санăн ирĕкӳпе пурăнать, пурте Санăн ирĕкӳпе пулнă».
Çыру тĕркемĕ тата Путек
1 Унтан эпĕ престол çинче Лараканăн сылтăм аллинчи çыру тĕркемне – кĕнекене – асăрхарăм. Тĕркемĕн икĕ енне те çырнăччĕ, ăна çичĕ сăркăч пичетпе пичетленĕччĕ. 2 Вара эпĕ хăватлă ангела куртăм, вăл хыттăн çапла каларĕ: «Пичет сăркăчне хăйпăтса çак кĕнекене уçма тивĕçли кам пур?» 3 Анчах та кĕнекене уçма тата пăхма пултаракан тӳпере те, çĕр çинче те, çĕр айĕнче те тупăнмарĕ. 4 Эпĕ çак кĕнекене уçса вулама, ун ăшне пăхма та пулин тивĕçли никам та тупăнманшăн чылай йĕтĕм. 5 Вара ватăсенчен пĕри мана çапла каларĕ: «Ан йĕр. Акă Иуда йăхĕнчен тухнă арăслан, Давид тăхăмĕ çĕнтерчĕ. Вăл çичĕ пичет сăркăчне хăйпăтса кĕнекене уçма пултарать». 6 Эпĕ пăхрăм та, акă, престол умĕнче, тăватă чĕр чунпа ватăсем хушшинче пусса Турра кӳнĕ путек пек Путек тăнине куртăм. Вăл çичĕ мăйракаллă та çичĕ куçлă, ку – Туррăн пĕтĕм çĕр çине янă çичĕ сывлăшĕ. 7 Хайхи Путек престол çинче Ларакан патне пычĕ те Унăн сылтăм аллинчи кĕнекене илчĕ. 8 Вăл çав кĕнекене илсенех çирĕм тăватă ватă хайхи Путек умне ӳксе пуççапрĕç. Вĕсенчен кашнин аллинчех кĕсле тата ырă шăршăллă фимиам тултарнă ылтăн савăтчĕ; ку вăл – сăваплă çынсен кĕлли. 9 Хăйсем çапла каласа çĕнĕ юрă юрлаççĕ: «Кĕнекене илсе пичете хăйпăтма Эсĕ тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен Сана пусса Турра кӳчĕç. Эсĕ пире, тĕрлĕ йăх-ру, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ халăх çыннисене, Турă валли Хăвăн Юнупа тӳлесе илтĕн. 10 Эсĕ пире Туррăмăрăн патшалла священникĕсем турăн, ĕнтĕ çĕр çинче эпир хуçаланăпăр!» 11 Унтан пăхрăм та престол тавра пухăннă чĕр чунсене, ватăсене тата йышлă ангелсене куртăм, вĕсен сассине илтрĕм. Ангелсен шучĕ вуншар пинччĕ, пин-пинччĕ. 12 Вĕсем вăйлă саслăн çапла калаççĕ: «Пусса Турра кӳнĕ Путек вăй-хăватпа пуянлăх, ăслăлăхпа çирĕплĕх, чыс та, мухтав та, пиллĕх те илме тивĕçлĕ!» 13 Унтан эпĕ тӳпери тата çĕр çинчи, çĕр айĕнчи тата тинĕсри мĕн пур чĕрĕ чун çапла каланине илтрĕм: «Престол çинче Ларакана тата Путеке ĕмĕр-ĕмĕрех пиллĕх те, чыс та, мухтав та, вăй-хăват та пултăр!» 14 «Аминь!» – терĕç тăватă чĕр чун. Вара çирĕм тăватă ватă ĕмĕр-ĕмĕр Пурăнакана ӳксе пуççапрĕç.
Пичетсене илни
1 Унтан эпĕ Путек çичĕ пичетрен пĕрремĕшне хăйпăтса илнине куртăм. Вара тăватă чĕр чунран пĕри аслати сассиллĕн: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм. 2 Çавăнтах пăхрăм та, акă, хам умра шурă ут куртăм. Юланутçи аллине ухă тата хăйне панă пуç кăшăлĕ тытнă. Хăй çĕнтермешкĕн тухнă çĕнтерӳçĕ пек пырать. 3 Путек иккĕмĕш пичете хăйпăтса илчĕ те, иккĕмĕш чĕр чунĕ: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм. 4 Вара тепĕр ут, çӳрен-хĕрлĕскер, тухрĕ. Юланутçине, çынсем пĕр-пĕрне вĕлерччĕр тесе, çĕр çинчи канăçлăха илме ирĕк тата пысăк хĕç панă. 5 Путек виççĕмĕш пичете хăйпăтса илсен, виççĕмĕш чĕр чунĕ: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм. Вара пăхрăм та хура ут куртăм. Юланутçи аллине тараса тытнă. 6 Унтан эпĕ тăватă чĕр чун енчен килекен сасса илтрĕм. «Пĕр йĕкĕр ывăç тулă пĕр динарий тăрать, виçĕ йĕкĕр ывăç урпа та пĕр динарий тăрать. Йывăç çăвĕпе хĕрлĕ эрехе вара ан тĕкĕн!» – терĕ çав сасă. 7 Путек тăваттăмĕш пичете хăйпăтса илсен, тăваттăмĕш чĕр чунĕ: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм. 8 Вара пăхрăм та шупка-турă ут куртăм. Юланутçи Вилĕм ятлă, ун хыççăн çӳрекенĕ – Тамăк. Çав юланутçăна çĕрĕн тăваттăмĕш пайне хĕçпе, выçлăхпа, вĕлерекен чир-чĕрпе, çĕр çинчи тискер кайăксемпе пĕтерме ирĕк панă. 9 Путек пиллĕкмĕш пичете хăйпăтса илсен, эпĕ парне вырăнĕ айĕнче Турă сăмахĕшĕн, Христос çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕшĕн вĕлернисен чунĕсене куртăм. 10 Вĕсем хыттăн: «Святой тата Чăн Патшамăр! Мĕншĕн Эсĕ çак тарана çитсе те çĕр çинчи çынсене пирĕн юншăн суд туса тавăрмастăн? Тата хăçанччен кĕтмелле?» – тесе ӳпкелешрĕç. 11 Унтан вĕсене пурне те шурă тумтир пачĕç, хăйсем пекех вилес юлташĕсен, ĕненекен тăванĕсен шучĕ тулса çитессе тата тепĕртак, лăпкăн кĕтме хушрĕç. 12 Путек улттăмĕш пичете хăйпăтса илсен, çакна куртăм: питĕ вăйлăн çĕр чĕтренчĕ, хĕвел хуйхă тумтирĕ пек хуралчĕ, уйăх юнланнă пек хĕрелчĕ. 13 Смоква йывăççин пиçсе çитмен çимĕçĕсем вăйлă çилпе çĕр çине тăкăннă пекех тӳпери çăлтăрсем çĕр çине тăкăнчĕç. 14 Тĕрке пек чĕркенсе, тӳпе çухалчĕ, тусемпе утравсем пурте хăйсен вырăнĕнчен тапранса куçрĕç. 15 Çĕр çинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, çар пуçĕсем те, хуçасем те, ытти мĕн пур чурасемпе ирĕклисем те ту хăвăлĕсемпе хушăкĕсене пытанса пĕтрĕç. 16 «Пирĕн çине ӳкĕр, – терĕç вĕсем тусемпе чулсене, – пире престол çинче Лараканăн сăнĕнчен тата Путек çиллинчен пытарса хăварăр! 17 Унăн çиллин аслă кунĕ çитрĕ! Çак çилле кам тӳссе ирттерме пултарĕ?»
Пичет лартса палăртни
1 Çакăн хыççăн эпĕ тăватă ангела куртăм. Вĕсем, çĕр çине те, тинĕс çине те, нимĕнле йывăç çине те çил ан вĕртĕр тесе, çĕрĕн тăватă кĕтессинче çĕр çинчи тăватă çиле чарса тăраççĕ. 2 Унтан эпĕ хĕвел тухăç енчен Чĕрĕ Туррăн пичетне тытнă тепĕр ангел тухса хăпарнине куртăм. Çĕрпе тинĕсе сăтăр тума ирĕк панă тăватă ангела вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: 3 «Хамăр Туррăмăрăн чурисен çамкисем çине пичет лартса палăртса тухиччен çĕре те, тинĕсе те, йывăçсене те сăтăр ан тăвăр!» 4 Вара эпĕ пичетпе палăртнисен хисепне илтрĕм: Израилĕн мĕн пур йăхĕсенчен пичетпе палăртнисем пурĕ çĕр хĕрĕх тăватă пинччĕ. 5 Иуда йăхĕнчен вун икĕ пин çынна пичетпе палăртнă; Рувим йăхĕнчен – вун икĕ пин; Гад йăхĕнчен – вун икĕ пин; 6 Асир йăхĕнчен – вун икĕ пин; Неффалим йăхĕнчен – вун икĕ пин; Манассия йăхĕнчен – вун икĕ пин; 7 Симеон йăхĕнчен – вун икĕ пин; Левий йăхĕнчен – вун икĕ пин; Иссахар йăхĕнчен – вун икĕ пин; 8 Завулон йăхĕнчен – вун икĕ пин; Иосиф йăхĕнчен – вун икĕ пин; Вениамин йăхĕнчен – вун икĕ пин. 9 Вара эпĕ пăхрăм та, акă, никам шутласа кăларайми йышлă халăх куртăм. Унта тĕрлĕ йăх-ру, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ халăх çыннисем. Вĕсем престол умĕнче, Путек умĕнче тăраççĕ. Хăйсем шурă тумтир тумланнă, аллисене пальма турачĕсем тытнă. 10 Вĕсем вăйлă саслăн: «Çлăнăç престол çинче ларакан Туррăмăрпа Путекре!» – теççĕ. 11 Престол тавра, ватăсемпе тăватă чĕр чун тавра, мĕн пур ангелсем тăратчĕç. Вĕсем пурте престол умне ӳпне ӳксе Турра пуççапрĕç. 12 «Аминь! Туррăмăра ĕмĕр-ĕмĕрех пиллĕхпе мухтав, ăслăлăхпа тав, чыс та, вăй-хăват та, тĕреклĕх те пултăр! Аминь», – терĕç вĕсем. 13 Ватăсенчен пĕри калаçа пуçларĕ. «Çак шурă тумтирлисем камсем тата ăçтан килнине пĕлетĕн-и?» – тесе ыйтрĕ вăл манран. 14 «Ырă çыннăм! Ăна эсĕ хăвах пĕлетĕн», – терĕм эпĕ. Вара вăл мана çапла каларĕ: «Ку çынсем – тĕрĕслев асапĕ витĕр тухнисем. Вĕсем хăйсен тумтирне Путек Юнĕпе çуса тасатнă, шуратнă. 15 Çавăнпа вĕсем Турă престолĕ умĕнче тăраççĕ, Турă Çуртĕнче Уншăн кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ. Престол çинче Ларакан вара вĕсемпе пĕрле пурăнĕ. 16 Вĕсен ĕнтĕ текех нихăçан та хырăмĕ выçмĕ, ăшĕ те хыпмĕ. Вĕсене нимĕнле хĕвел те, шăрăх та пĕçертмĕ. 17 Мĕншĕн тесен престол умĕнчи Путек вĕсен кĕтӳçи пулĕ, вĕсене чĕрĕлĕх шывĕпе тапса тăракан çăлкуçсем патне ертсе кайĕ. Турă вĕсен куçĕнчи кирек епле куççульне те шăлса ярĕ».
Çиччĕмĕш пичет тата ылтăн тĕтĕркĕч
1 Путек çиччĕмĕш пичете хăйпăтса илсессĕн, тӳпе шăплăха путрĕ, çапла çур сехете яхăн тăчĕ. 2 Вара эпĕ Турă умĕнче тăракан çичĕ трубаллă çичĕ ангела куртăм. 3 Унтан ылтăн тĕтĕркĕч тытнă тепĕр ангел парне вырăнĕ умне пырса тăчĕ. Ăна престол умĕнчи ылтăн парне вырăнĕ çине хумашкăн пит нумай фимиам тата мĕн пур сăваплă çынсен кĕллисене панăччĕ. 4 Ангел аллинчи фимиамран тухакан тĕтĕм, сăваплисенĕн кĕллипе пĕрле, Турă патне çĕкленетчĕ. 5 Унтан ангел парне вырăнĕ çинчи вута тĕтĕркĕч ăшне тултарчĕ те ăна çĕр çине тăкрĕ. Çав самантрах çĕр çинче аслати сасси кĕрлесе кайрĕ, çиçĕм ялтăртатрĕ, çĕр чĕтренме тытăнчĕ.
Çичĕ трубаллă çичĕ ангел
6 Вара çичĕ трубаллă çичĕ ангел трубисене кăшкăртма хатĕрленчĕç. 7 Пĕрремĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, çĕр çине юнпа хутăш вутлă пăр çума пуçларĕ. Вара çĕр çинчи йывăçсен виççĕмĕш пайĕ тата пĕтĕм ешĕл курăк çунса кайрĕ. 8 Иккĕмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, темскер, вут-хĕм сирпĕтекен пысăк ту пекскер, тинĕсе ӳкрĕ. Вара тинĕсĕн виççĕмĕш пайĕ юн пулса тăчĕ, 9 тинĕсри чĕрĕ чунсен виççĕмĕш пайĕ вилсе пĕтрĕ, тинĕс çинчи карапсен те виççĕмĕш пайĕ пĕтрĕ. 10 Виççĕмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, çутаткăç пек çунса, тӳперен пысăк çăлтăр ӳкрĕ. Вăл юхан шывсемпе çăлкуçсен виççĕмĕш пайĕ çине ӳкрĕ. 11 Çав çăлтăр Армути ятлăччĕ. Вара çĕр çинчи юхан шывсен виççĕмĕш пайĕ армути тутиллĕ пулса тăчĕ. Вăл йӳçек шыва пула нумай-нумай çын вилсе пĕтрĕ. 12 Тăваттăмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, хĕвелĕн виççĕмĕш пайĕ, уйăхăн виççĕмĕш пайĕ тата çăлтăрсен виççĕмĕш пайĕ сӳнчĕ, тĕттĕмленсе ларчĕ. Çавна пула кунăн виççĕмĕш пайĕ, çĕрĕн виççĕмĕш пайĕ пекех, çутăсăр тăрса юлчĕ. 13 Унтан эпĕ пăхрăм та çӳл тӳпере вĕçсе пыракан ангела куртăм. Вăл вăйлă саслăн: «Юлашки виçĕ ангел кăшкăртма хатĕрленеççĕ, вĕсен трубисен сассисене илтсессĕн çĕр çинче пурăнакансене хуйхă пулĕ, хуйхă, хуйхă!» – терĕ.
1 Пиллĕкмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, эпĕ тӳперен çĕр çине çăлтăр ӳкнине куртăм. Çăлтăрне тĕпсĕрлĕхе уçмалли çăраççи панăччĕ. 2 Вăл вара тĕпсĕрлĕх шăтăкне уçрĕ те, унтан, пысăк кăмака анинчен тухнă евĕр, тĕтĕм палкаса тухрĕ. Тĕпсĕрлĕхрен йăсăрланакан тĕтĕмпе вара хĕвел те, сывлăш та тĕттĕмленчĕ. 3 Тĕтĕм ăшĕнчен хĕрлĕ шăрчăксем йăтăнса тухрĕç, вĕсене çĕр çинчи скорпионăнни пек вăй-хăват панăччĕ. 4 Анчах та хĕрлĕ шăрчăксене çĕр çинчи ешĕл йывăç-курăка сăтăр тума чарнă, çамкисем çине Турă пичечĕ лартса палăртман çынсене çеç сăтăр тума каланă. 5 Хĕрлĕ шăрчăксене çав çынсене вĕлерме хушман, вĕсен çынсене пилĕк уйăха яхăн асап кăтартмалла пулнă. Скорпион сăхнипе çын епле асапланать, хĕрлĕ шăрчăксем те çавнашкалах асаплантармалла. 6 Ун чухне çынсем вилĕм шырĕç, анчах ăна тупаймĕç; вилесшĕн пулĕç, анчах вилĕм вĕсенчен тарĕ. 7 Хĕрлĕ шăрчăксем çапăçăва хатĕр çар лашисем евĕрлĕччĕ. Вĕсен пуçĕ çинче ылтăн пуç кăшăлĕ пеккиччĕ, сăнĕпе вара вĕсем этем евĕрлĕрехчĕ. 8 Çăмĕсем вĕсен хĕрарăм çӳçĕ пек, шăлĕсем арăслан шăлĕ пек. 9 Çийĕсенче вĕсен çар тумтирĕ пек тимĕр тумтир, çуначĕсен шавĕ вара çапăçăва ыткăнакан йышлă лашасен тата çар ураписен шавĕ-кĕмсĕртетĕвĕ евĕр. 10 Хĕрлĕ шăрчăксен хӳри вĕçĕнче скорпион сăнни пек сăнă, çынсене сăтăр тумашкăн вĕсене пилĕк уйăха яхăн ирĕк панă. 11 Хĕрлĕ шăрчăксен патши – тĕпсĕрлĕх ангелĕ, еврейла ăна Аваддон теççĕ, грекла – Аполлион. 12 Пĕр хуйхă иртрĕ, акă, ун хыçĕнчен тепĕр икĕ хуйхă килет. 13 Улттăмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, вара эпĕ сасă илтрĕм. Çав сасă Турă умĕнчи ылтăн парне вырăнĕн тăватă мăйракинчен пĕр харăс тухать. 14 «Ефрат ятлă аслă юхан шыв хĕрринчи сăнчăрланă тăватă ангела ирĕке яр», – терĕ çав сасă трубаллă улттăмĕш ангела. 15 Вара хайхи тăватă ангела ирĕке ячĕç. Вĕсене çĕр çинчи çынсен виççĕмĕш пайне вĕлермешкĕн çак сехет, çак кун, çак уйăх, çак çул валли хатĕр тăратнă пулнă. 16 Эпĕ утлă çарăн хисепне илтрĕм: унăн йышĕ ик çĕр хут пин-пинччĕ. 17 Мана курăнура лашасемпе юланутçăсем акă еплерех курăнчĕç. Вĕсем çинче вут пек хĕрлĕ, гиацинт пек кăвак, кӳкĕрт пек сарă çар тумтирĕ. Лашисен пуçĕсем арăслан пуçĕ пек, çăварĕсенчен вутпа тĕтĕм тата кӳкĕрт чашласа тухать. 18 Вĕсен çăварĕсенчен тухакан çак виçĕ инкекпе – вутпа, тĕтĕмпе тата кӳкĕртпе – çынсен виççĕмĕш пайĕ вилсе пĕтрĕ. 19 Лашисен вăй-хăвачĕ çăварĕсемпе хӳрисенчеччĕ, хӳрисем вара çĕленсем пекчĕ. Вĕсем çав çĕлен пуçлă хӳрисемпе сăха-сăха çынсене пĕтеретчĕç. 20 Çак виçĕ инкекпе вилмесĕр юлнисем хăйсен ĕçĕсемшĕн ӳкĕнмерĕç. Вĕсем усал сывлăшсене тата ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, чул, йывăç кĕлеткесене – курма та, илтме те, çӳреме те пултарайманскерсене – пурпĕрех пуççапма пăрахас темерĕç. 21 Хăйсем çын вĕлернĕшĕн те, тухатнăшăн та, аскăнланнăшăн та, вăрланăшăн та пурпĕрех ӳкĕнмерĕç.
Çыру тĕркемĕ тытнă ангел
1 Унтан эпĕ тӳперен анакан тепĕр хăватлă ангела куртăм. Вăл пĕлĕтпе чĕркеннĕччĕ, пуçĕ çинче асамат кĕперĕ тăратчĕ. Хăйĕн пичĕ хĕвел пек çиçетчĕ, урисем вут юпа евĕрлĕччĕ. 2 Аллинче унăн пысăках мар, уçă çыру тĕркемĕччĕ. Сылтăм урипе вăл тинĕс çине пусрĕ, сулахаййипе – çĕр çине, 3 унтан арăслан сасси пек вăйлă саслăн кăшкăрса ячĕ. Ун сассине хирĕç çичĕ аслати сасă пачĕ. 4 Çичĕ аслати сасă парсассăн эпĕ çырма хатĕрлентĕм, анчах та тӳперен: «Çичĕ аслати мĕн каланине çырса ан хур, никама та ан пĕлтер», – тени илтĕнчĕ. 5 Унтан эпĕ çакна куртăм: хайхи хăрах урипе тинĕс çине пуснă, хăраххипе çĕр çине пуснă ангел аллине тӳпенелле çĕклерĕ. 6 Вара вăл ĕмĕр-ĕмĕрех Пурăнакан ячĕпе, тӳпепе тӳперине, çĕрпе çĕр çинчине, тинĕспе тинĕсрине йăлтах Пултаракан ячĕпе тупа туса: «Ĕнтĕ урăх вăхăт юлмарĕ, – терĕ. 7 – Çиччĕмĕш ангел трубине кăшкăртма хатĕрленсен, кăшкăртса ярсан, Туррăн вăрттăнлăхĕ пулса çитĕ. Ун çинчен Вăл Хăйĕн чурисене, пророксене, малтанах пĕлтернĕ». 8 Вара маларах мана тӳперен илтĕннĕ сасă каллех манпа калаçа пуçларĕ: «Кай та хăрах урипе тинĕс çинче, хăраххипе çĕр çинче тăракан ангел аллинчи уçă çыру тĕркемне ил», – терĕ. 9 Эпĕ ангел патне пытăм та: «Çыру тĕркемне мана парсамччĕ», – терĕм. «Илех, çисе яр ăна, – тавăрчĕ вăл. – Ăна çисен, туту-çăварунта пыл тути калĕ, анчах та ăш-чиккӳне йӳçек касĕ». 10 Эпĕ ангел аллинчи çыру тĕркемне илтĕм те ăна çисе ятăм. Çинĕ чухне тута-çăварăмра пыл тути каларĕ, анчах та ăш-чикĕме йӳçек касса кайрĕ. 11 «Санăн тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăхсемпе ăрусем çинчен, патшасем çинчен пророкла каласа татах пĕлтермелле пулĕ», – терĕ вара мана ангел.
Икĕ пророк
1 Мана виçе карчĕсем картнă патак евĕрлĕ туя пачĕç. Унтан çапла каларĕç: «Тăр та Турă Çурчĕпе парне вырăнне виçсе тух, унта пуççапакансем миçен пулнине те шутла. 2 Турă Çурчĕн тулаш картишне вара шута ан ил, мĕншĕн тесен вăл чăн Турра пĕлмен халăхсем валли. Вĕсем сăваплă хулара хĕрĕх икĕ уйăх хушши хуçаланĕç. 3 Эпĕ Хамăн икĕ пророкăма хăват парăп. Вĕсем, ӳкĕнӳ тумтирĕ тăхăнса, пин те ик çĕр утмăл кун хушши пророкла каласа вĕрентĕç». 4 Çав пророксем – çĕре тытса тăракан Турă умĕнчи икĕ çу йывăççи, икĕ çутаткăç. 5 Кам та пулин пророксене сăтăр тăвас тесен, вĕсен çăварĕнчен вут-çулăм тухĕ те тăшманĕсене кĕллентерĕ. Пророксене сăтăр тăвас текенсем вилĕме тивĕçлĕ. 6 Хăйсем пророкла калаçнă чухне, çĕр çине çăвакан çумăра чармашкăн, вĕсем тӳпене хупма та пултараççĕ. Кмăлĕсем пулсан, вĕсем юхан шывсене юн тума, çĕр çине тем тĕрлĕ чир-чĕр яма та пултараççĕ. Вĕсене çавнашкал ирĕк панă. 7 Вĕсем хăйсен пророкла сăмахне вĕçлесен, тĕпсĕрлĕхрен тискер кайăк тухĕ те, вĕсемпе çапăçса, çĕнтерĕ; вĕсене вĕлерĕ. 8 Вара вĕсен виллисем аслă хула урамĕнче выртĕç. Вăл хулана ытарлăн Содом теççĕ, Египет теççĕ; Хуçамăра çавăнта пăталанă. 9 Тĕрлĕ чĕлхеллĕ мĕн пур халăх, йăх-ру çыннисем виçĕ кун çурă хушши вилесене курма çӳрĕç, вĕсен ӳчĕсене тупăклăха хуртармĕç. 10 Çав пророксем пурăнни çынсемшĕн асап пек пулнă. Çавăнпа çĕр çинче пурăнакансем вĕсем вилнишĕн савăнĕç, пĕр-пĕрне парнесем парĕç. 11 Анчах та виçĕ кун çурăран Турă пророксем ăшне Хăйĕн чĕрĕлĕх сывлăшне кĕртрĕ, вара вĕсем урисем çине тăчĕç. Çакна куракансем хăраса-чĕтресе ӳкрĕç. 12 Унтан икĕ пророкĕ те тӳперен хăватлă сасă илтрĕç. «Кунта хăпарăр!» – терĕ вĕсене сасă. Вара тăшманĕсен куçĕ умĕнчех вĕсем, пĕлĕт çине ларса, тӳпене çĕкленчĕç. 13 Çав самантрах вăйлăн çĕр чĕтренчĕ те, хулан вуннăмĕш пайĕ ишĕлсе анчĕ. Çĕр чĕтреннипе çичĕ пин çын вилчĕ. Ыттисем вара, вилесле хăраса ӳксе, Çӳлти Турра мухтарĕç. 14 Иккĕмĕш хуйхă иртрĕ. Анчах та, акă, виççĕмĕш хуйхă çитет.
Çиччĕмĕш труба
15 Çиччĕмĕш ангелĕ трубине кăшкăртсан, тӳпере вăйлă сасăсем янăраса кайрĕç. «Çĕр çинчи патшалăх Хуçа Туррăмăрпа Унăн Христосĕн патшалăхĕ пулса тăчĕ! Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех Патша пулĕ!» – терĕç сасăсем. 16 Вара Турă умĕнчи хăйсен престолĕсем çинче ларакан çирĕм тăватă ватă ӳпне ӳксе Турра пуççапрĕç. 17 Вĕсем çапла каласа кĕлтурĕç: «Эй, Хуçамăр, Пурне те тытса тăракан Турăçăм, Эсĕ пур, пулнă, пулăн! Эпир Сана хăватлă вăй илсе Патшана ларнăшăн тав тăватпăр. 18 Чăн Турра пĕлмен халăхсем урсах кайнăччĕ, халĕ ĕнтĕ Санăн çиллӳ çитрĕ. Вилнисене суд тума, Хăвăн чурусене, пророксене тата сăваплисене, Хăвăн ятунтан хăракансене – аслисемпе кĕçĕннисене те – хăйсем тивĕçнине тавăрса пама вăхăт çитрĕ. Çĕре пĕтерекенсене пĕтерме вăхăт çитрĕ!» 19 Унтан тӳпери Турă Çурчĕ уçăлчĕ те, Турă Çуртĕнчи Унăн халалĕн арчи курăнса кайрĕ. Вара çиçĕм ялтăртатрĕ, аслати сасси кĕрлерĕ, çĕр чĕтренчĕ тата шултра пăр çурĕ.
Хĕрарăмпа аçтаха
1 Унтан тӳпере тĕлĕнмелле паллă – хĕвел тумтирлĕ хĕрарăм – курăнчĕ. Унăн ури айĕнче уйăх, пуçĕ çинче вун икĕ çăлтăртан тунă пуç кăшăлĕ. 2 Çав хĕрарăм, ача çуратма вăхăчĕ çитнĕскер, тертленсе кăшкăрать. 3 Унтан тӳпере тепĕр паллă курăнчĕ: çичĕ пуçлă, вунă мăйракаллă, çичĕ пуç кăшăллĕ пысăк та хĕрлĕ аçтаха. 4 Вăл хӳрипеле сулчĕ те тӳпери çăлтăрсен виççĕмĕш пайне çĕр çине шăлса тăкрĕ. Хĕрарăм çуратсассăнах унăн ачине çисе ярасшăн пулса, аçтаха хĕрарăм умне тăчĕ. 5 Хĕрарăм ывăл ача çуратрĕ. Çав ывăлăн мĕн пур халăхсене тимĕр туяпа пăхмалла пулĕ. Çавăнпа та ывăл ачана Турă патне, Унăн престолĕ патне илчĕç. 6 Вара хĕрарăм пуш хире тарчĕ. Унта Турă ун валли вырăн хатĕрлесе хунă, çавăнта хĕрарăма пин те ик çĕр утмăл кун хушши пăхса усрамалла пулнă. 7 Унтан тӳпере вăрçă пуçланса кайрĕ. Михаилпа унăн ангелĕсем аçтахапа çапăçрĕç. Аçтахапа унăн ангелĕсем те ăна хирĕç вăрçма тухрĕç. 8 Анчах та вĕсем, çĕнтереймен пирки, тӳпери хăйсен вырăнне çухатрĕç. 9 Çапла вара пысăк аçтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи çĕлене, пĕтĕм çут тĕнчене илĕртсе улталаканскере, çĕр çине çапса антарчĕç. Хăйĕнпе пĕрле тата унăн ангелĕсене те çĕре ӳкерчĕç. 10 Унтан эпĕ тӳперен çапла калакан вăйлă сасă илтрĕм: «Ĕнтĕ Туррăмăрăн çăлас вăхăчĕ, хăвачĕ, патшалăхĕ çитрĕ; ĕнтĕ Унăн Христосĕн влаçĕ çитрĕ. Мĕншĕн тесен ĕненекен тăванăмăрсем çинчен Туррăмăра кунĕн-çĕрĕн элек паракан элекçĕне çапса антарчĕç. 11 Вĕсем ăна Путек Юнĕпе тата хăйсем каласа пĕлтернĕ сăмахпа çĕнтерчĕç, вилĕмрен хăрамасăр пурăнăçне шеллемерĕç. 12 Эй, çӳлти тӳпе! Эй, çӳлте пурăнакансем! Халĕ ĕнтĕ савăнмаллипе савăнăр! Анчах та сире, çĕрпе тинĕс çинче пурăнакансене, хуйхă пулĕ, мĕншĕн тесен сирĕн патăра шуйттан анчĕ! Хăйĕн вăхăчĕ сахал пулнине пĕлнĕрен вăл хаярлăхпа тулса çитрĕ!» 13 Аçтаха, хăйне çĕр çине çапса антарнине туйса илсен, ывăл ача çуратнă хĕрарăма йĕрлеме тытăнчĕ. 14 Анчах та хăйĕн валли хатĕрленĕ пуш хирти вырăна вĕçсе каймашкăн хĕрарăма пысăк мăрт кайăкăн икĕ çунатне панă пулнă. Çавăнта, çĕленрен аякра, ăна виçĕ çул çурă пăхса усрамалла пулнă. 15 Вара, хĕрарăма шывпа юхтарса ярас тесе, ун хыçĕнчен хайхи çĕлен хăйĕн çăварĕнчен юхан шыв пек шыв кăларса ячĕ. 16 Анчах та хĕрарăма çĕр пулăшрĕ: вăл уçăлчĕ те аçтаха çăварĕнчен тухнă юхан шыва çăтса ячĕ. 17 Вара хĕрарăма тарăхса çитнĕ аçтаха хĕрарăм йăхĕнчи ытти çынсемпе, Турă пил-хушăвĕсене тата Иисус Христос вĕрентĕвне тытса пыракансемпе, çапăçма кайрĕ.
Икĕ тискер кайăк
1 Тинĕс хĕрринчи хăйăр çинче тăнă чухне эпĕ тинĕсрен тухакан çичĕ пуçлă, вунă мăйракаллă тискер кайăка куртăм. Мăйракисем çинче унăн вунă пуç кăшăлĕччĕ, кашни пуçĕ çинех Турра хурлакан пĕрер ят çырнă. 2 Манăн умри тискер кайăк барс евĕрлĕрехчĕ. Урисем унăн упан пек, çăварĕ арăсланăн пек. Аçтаха ăна хăйĕн вăйне, престолне тата пуç пулмалли аслă ирĕкне панă. 3-4 Пхрăм та, унăн пуçĕсенчен пĕри вилмеллех аманнă пек курăнчĕ, анчах та çав вилмеллех суран тӳрленчĕ. Тискер кайăка курнипе пĕтĕм тĕнче тĕлĕнчĕ. Вара пурте тискер кайăка вăй-хăват панă аçтахана пуççапрĕç. Унтан тискер кайăка çапла каласа пуççапрĕç: «Çак тискер кайăк пекки урăх пур-и? Кам унпа çапăçма пултарайĕ?» 5 Тискер кайăка мăнкăмăлланса калаçмалăх, Турра хурламалăх чĕлхе-çăвар тата хĕрĕх икĕ уйăх хушши усал тумалăх ирĕк панăччĕ. 6 Вара вăл Турă ятне, Вăл пурăнакан вырăна, тӳпере пурăнакансене хур тăвас тесе, Турра хурлама çăварне уçрĕ. 7 Тата çак тискер кайăка сăваплисемпе çапăçма, вĕсене çĕнтерме, тĕрлĕ йăх-русемпе, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ халăхсемпе пуç пулма ирĕк панăччĕ. 8 Тĕнчене пултаричченех пусса Турра кӳнĕ Путекĕн пурăнăç кĕнекине çĕр çинче пурăнакансенчен камăн ятне çырса хуман, çавсем пурте ăна пуççапĕç. 9 Илтме хăлха пурри илттĕр. 10 Тыткăна илсе каякана хăйне тыткăна илсе кайĕç; хĕçпе вĕлерекене хăйне хĕçпе вĕлерĕç. Çав саманара сăваплисен чăтăмлă та çирĕп ĕненӳллĕ пулмалла. 11 Унтан эпĕ çĕр ăшĕнчен тухакан тепĕр тискер кайăка куртăм. Унăн Путекĕнни пек икĕ мăйрака, калаçасса хăй аçтаха пек калаçать. 12 Пĕрремĕш тискер кайăкăн вăй-хăватне ăна та панă, вăл – пĕрремĕш тискер кайăк умĕнче ĕçлесе тăраканĕ, пулăшаканĕ. Çавскер пĕтĕм çĕре, çĕр çинче пурăнакансене вилмеллех аманса тӳрленнĕ тискер кайăка пуççаптарасшăн. 13 Вăл тĕлĕнмелле паллăсем кăтартать: çынсен куçĕ умĕнчех тӳперен çĕр çине вут-çулăм антарать. 14 Пĕрремĕш тискер кайăк умĕнче тĕлĕнмелле паллăсем кăтартса, вăл çĕр çинче пурăнакансене илĕртсе улталать. Вăл çынсене хĕçпе суранланнă, анчах та чĕрĕ тискер кайăкăн сăнарне ăсталама хистет. 15 Çав сăнар калаçма та, хăйне пуççапас теменнисене вĕлерттерме те пултартăр тесе, иккĕмĕш тискер кайăка малтанхин сăнарĕ ăшне чун вĕрсе кĕртме ирĕк панă. 16 Вăл пур çынсене те: аслисемпе кĕçĕннисене те, пуянсемпе чухăнсене те, ирĕклисемпе чурасене те – сылтăм алли е çамки çине çыру палли лартма хистет. 17 Камăн çак çыру палли çук, вăл сутма та, илме те пултараймасть. Çыру паллинче тискер кайăкăн ятне е çав ята палăртакан хисепе çырнă. 18 Кунта ăслăлăх кирлĕ. Камăн ăсĕ пур, вăл тискер кайăк ятне палăртакан хисепе хăех тавçăрса илтĕр. Çав хисеп – этемле хисепех: улт çĕр утмăл улттă.
Путек Сион тăвĕ çинче
1 Унтан эпĕ пăхрăм та, акă, Сион тăвĕ çинче Путек тăнине куртăм. Унпа пĕрле тата çĕр хĕрĕх тăватă пин çынччĕ. Вĕсен çамкисем çинче Унăн Ашшĕн ячĕччĕ. 2 Вара тӳперен шыв кĕрленĕ пек, вăйлă аслати сасси пек сасă илтрĕм. Тата кĕслисене каласа ларакан кĕслеçĕсен сасси пек сасă илтрĕм. 3 Престолпа тăватă чĕр чун умĕнче, ватăсем умĕнче çав çынсем çĕнĕ юрă пек юрă юрлаççĕ. Çĕр çинчи пурăнăç тыткăнĕнчен тӳлесе илнĕ çав çĕр хĕрĕх тăватă пин çынсăр пуçне никам та ку юрра юрлама пултараймарĕ. 4 Юрлаканĕсем хĕрарăмпа çывăрса вараланман, таса çынсем. Путек кирек ăçта кайсассăн та, вĕсем Ун хыçĕнчен çӳреççĕ. Вĕсене Турăпа Путекĕн малтанхисем пулмашкăн çынсем хушшинчен суйласа, тӳлесе илнĕ. 5 Вĕсен чĕлхи-çăварĕ суялăха пĕлмест: Турă престолĕ умĕнче вĕсем таса.
Виçĕ ангел
6 Унтан эпĕ çӳл тӳпере вĕçсе иртекен тепĕр ангела куртăм. Çĕр çинче пурăнакан тĕрлĕ чĕлхеллĕ йăх-рăва, халăха пĕлтермешкĕн çав ангелăн ĕмĕрлĕх Ырă Хыпар пурччĕ. 7 Вара вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Турăран хăрăр, Ăна мухтăр, мĕншĕн тесен Унăн суд тумалли вăхăчĕ çитрĕ. Тӳпене, çĕре, тинĕсе тата çăлкуçсене Пултаракана пуççапăр!» 8 Ун хыçĕнчен тепĕр ангел вĕçсе иртрĕ. «Аслă хула Вавилон тĕп пулчĕ, тĕп пулчĕ! Мĕншĕн тесен çав хула хăй аскăнлăхĕн хаяр эрехне мĕн пур халăхсене ĕçтерчĕ!» – терĕ çав ангел. 9 Вара ун хыçĕнчен виççĕмĕш ангел вĕçсе иртрĕ. Вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Кам тискер кайăкпа унăн сăнарне пуççапать, кам хăйĕн çамки е алли çине тискер кайăкăн çыру паллине ларттарать, 10 çавăн Турă тарăхăвĕн куркинче хатĕрленĕ Турă çиллин хаяр эрехне ĕçме тивĕ. Ăна святой ангелсемпе Путек куçĕ умĕнчех вутлă кӳкĕрт ăшĕнче асаплантарĕç. 11 Çав асап вучĕн тĕтĕмĕ ĕмĕр-ĕмĕр йăсăрланса тăрĕ. Тискер кайăкпа унăн сăнарне пуççапакансем, унăн ятне çыртарма килĕшнисем кунĕн-çĕрĕн канлĕх тупаймĕç. 12 Çавăнпа Турă пил-хушăвĕсене тытса пыракан, Иисуса ĕненекен сăваплă çынсене тӳсĕмлĕх кирлĕ пулĕ». 13 Унтан эпĕ тӳперен хама çапла калакан сасă илтрĕм: «Çырса хур, – терĕ çав сасă, – Хуçамăра ĕненсе вилнисем, çак вăхăтран пуçласа, телейлĕ пулĕç». «Чăнах та çапла, – тет Сывлăш, – вĕсем ĕнтĕ хăйсен ĕçĕсенчен канĕç, мĕншĕн тесен ĕçĕсем хăйсемех вĕсем çинчен калĕç».
Вырма вăхăчĕ
14 Вара эпĕ пăхрăм та, акă, шурă пĕлĕт куртăм. Пĕлĕт çинче Этем Ывăлĕ евĕрлĕскер ларать; пуçĕ çинче – ылтăн пуç кăшăлĕ, аллинче – çивĕч çурла. 15 Унтан тӳпери Турă Çуртĕнчен тепĕр ангел тухрĕ те пĕлĕт çинче ларакана вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Çурлуна ил те вырмашкăн пуçла, мĕншĕн тесен вырма вăхăчĕ çитрĕ, çĕр çинче тыр-пул пулса çитнĕ!» 16 Вара пĕлĕт çинче лараканĕ çурлипе çĕр çийĕн сулса ячĕ те çĕр çинчи тыр-пула вырса илчĕ. 17 Кайран тӳпери Турă Çуртĕнчен çурлаллă урăх ангел тухрĕ, унăн та çурли çивĕччĕ. 18 Тата тепĕр ангелĕ, вутпа пуç пулма ирĕк илнĕскер, парне вырăнĕ патĕнчен пычĕ. Вара вăл çивĕч çурлаллă ангела хыттăн кăшкăрса çапла каларĕ: «Çивĕч çурлуна ил те çĕр çинчи иçĕм çырли сапакисене кас, мĕншĕн тесен иçĕм çырли пиçсе çитнĕ!» 19 Хайхи ангел çурлипе çĕр çийĕн сулса ячĕ те иçĕм çырлине касса пуçтарса илчĕ. Вара ăна Турă çиллин пысăк юхтаркăчне пăрахрĕ. 20 Çав çырлана вара хула тулашĕнчи сĕткен пусса кăлармалли юхтаркăчра таптарĕç, юхтаркăчран юн тапса тухрĕ. Çав юн, лаша йĕвенĕ таран тулса, виç çĕр çухрăма яхăн сарăлса юхрĕ.
Юлашки инкексем
1 Унтан эпĕ тӳпере хăватлă та тĕлĕнмелле тепĕр паллă асăрхарăм: унта юлашки çичĕ инкеклĕ çичĕ ангел курăнчĕç. Çав юлашки инкексемпе Турă çилли иртсе каймалла. 2 Эпĕ темскер, вутпа хутăштарнă кĕленче тинĕс евĕрлĕскер, куртăм. Çав кĕленче тинĕс çинче тискер кайăкпа унăн сăнарне, çыру паллипе унăн ячĕн хисепне çĕнтернисем тăраççĕ. Вĕсем, Турă кĕслине тытса, 3 Турă чурин Моисейăн тата Путекĕн юррине çапла каласа юрлаççĕ: «Эй, Хуçамăр, Пурне те тытса тăракан Туррăмăр, Санăн ĕçӳсем аслă та тĕлĕнмелле! Эй, сăваплисен Патши! Санăн çулусем тӳрĕлĕхлĕ те чăн! 4 Эй, Хуçамăр! Кам Санран хăрамасăр тăрайтăр? Кам Санăн ятна мухтамĕ? Мĕншĕн тесен Эсĕ пĕртен-пĕр таси. Мĕн пур халăхсем Сана пырса пуççапĕç, мĕншĕн тесен Санăн тӳрĕлĕхӳ куçкĕретех!» 5 Унтан эпĕ пăхрăм та, акă, тӳпере Турă Çурчĕ – Таса кĕлĕ чатăрĕ – уçăлнине куртăм. 6 Вара тӳпери Турă Çуртĕнчен çичĕ инкеклĕ çичĕ ангел тухрĕç. Вĕсем таса та шурă йĕтĕн тумтир тăхăннă, кăкăр урлă ылтăн хăю çыхнă. 7 Вара çичĕ чĕр чунтан пĕри çичĕ ангела ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан Туррăн çиллипе тултарнă çичĕ ылтăн курка пачĕ. 8 Çавăнтах тӳпери Турă Çурчĕ Турă мухтавĕн, Унăн вăй-хăвачĕн тĕтĕмĕпе тулса ларчĕ. Çичĕ ангел аллинчи çичĕ инкек иртмесĕр çав Турă Çуртне кĕме никам та пултараймарĕ.
Турă çиллин куркисем
1 Унтан эпĕ Турă Çуртĕнче вăйлă сасă янăраса кайнине илтрĕм. «Кайăр та, – терĕ çав сасă çичĕ ангела, – Турă çиллин çичĕ куркине çĕр çине тăкăр». 2 Пĕрремĕш ангелĕ кайрĕ те хăй куркине çĕр çине тăкрĕ. Çав самантрах тискер кайăкăн çыру паллине ларттарнă, унăн сăнарне пуççапакан çынсен ӳчĕ пӳрлĕ, хăрушă та йĕрĕнмелле суранпа витĕнчĕ. 3 Иккĕмĕш ангелĕ хăй куркине тинĕсе тăкрĕ. Çав самантрах тинĕс шывĕ вилнĕ çын юнĕ евĕрлĕ пулса тăчĕ. Тинĕсри мĕн пур чĕрĕ чун вилсе пĕтрĕ. 4 Виççĕмĕш ангел хăй куркине юхан шывсемпе çăлкуçсем çине тăкрĕ, вара вĕсем те юн пулса тăчĕç. 5 Унтан эпĕ шыв ангелĕ çапла каланине илтрĕм: «Эй, Хуçамăр! Эсĕ пур, яланах пулнă. Эсĕ тĕрĕслĕхлĕ те таса, мĕншĕн тесен çапла суд турăн. 6 Сăваплисемпе пророкусен юнне юхтарнăшăн Эсĕ вĕсене юн ĕçтертĕн. Вĕсем çавна тивĕçлĕ те». 7 Вара эпĕ парне вырăнĕ енчен тепĕр сасă илтрĕм. «Эй, Хуçамăр, Пурне те тытса тăракан Туррăмăр! Санăн суду тӳрĕлĕхлĕ те чăн!» – терĕ çав сасă. 8 Тăваттăмĕш ангелĕ хăй куркине хĕвел çине тăкрĕ. Хĕвеле çĕр çинчи çынсене çунтарса яма ирĕк панăччĕ. 9 Ĕнтĕ çынсене вăйлă шăрăх çунтара пуçларĕ, анчах та вĕсем, ӳкĕнсе Турра мухтас вырăнне, инкексене пĕтерме пултаракан Турă ятне хурларĕç. 10 Пиллĕкмĕш ангел хăй куркине тискер кайăк престолĕ çине тăкрĕ. Çав самантрах тискер кайăк патшалăхĕ пĕтĕмпех сĕм-тĕттĕмлĕх ăшне путрĕ. Асапа тӳсеймесĕр çынсем чĕлхисене çырта-çырта лартрĕç. 11 Анчах та, хăйсен ĕçĕсемшĕн ӳкĕнес вырăнне, вĕсем инкек-асапĕсемшĕн Çӳлти Турра хурларĕç. 12 Улттăмĕш ангел хăй куркине аслă Ефрат юхан шывне тăкрĕ. Вара, хĕвел тухăçĕнчен килекен патшасемшĕн çул хатĕр пултăр тесе, Ефрат шывĕ типсе ларчĕ. 13 Çавăн чухне эпĕ пăхрăм та аçтаха çăварĕнчен, тискер кайăк çăварĕнчен тата суя пророк çăварĕнчен шапа евĕрлĕ виçĕ усал сывлăш тухнине куртăм. 14 Кусем – тĕлĕнмелле паллăсем кăтартакан усал сывлăшсем. Пурне те тытса тăракан Туррăн çак аслă кунĕнче патшасене вăрçа пухас тесе, усал сывлăшсем пĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсен патшисем патне тухаççĕ. 15 Итлĕр! Эпĕ, вăрă пек, кĕтмен çĕртен пырăп. Сыхă тăракан, çарамас тăрса юлса намăса кăтартас марччĕ тесе, тумтирне упраса пурăнакан телейлĕ! 16 Вара патшасене пĕр çĕре, еврейла Армагеддон текен вырăна, пухрĕç. 17 Çиччĕмĕш ангел хăй куркине сывлăша тăкрĕ. Çав самантрах тӳпери Турă Çурчĕн престолĕ патĕнчен: «Мĕн пулмалли пулчĕ!» – текен вăйлă сасă илтĕнчĕ. 18 Вара çиçĕмсем ялтăртатма пуçларĕç, аслати кĕрлесе авăтрĕ. Çав тери вăйлăн çĕр чĕтренчĕ. Кунашкалли этем çĕр çинче пурăнма пуçланăранпа та пулман! 19 Аслă хула виçĕ пая арканса кайрĕ, чăн Турра пĕлмен халăхсен хулисем ишĕлсе анчĕç. Аслă Вавилон хулине те, Хăйĕн çиллин куркине ĕçтерес тесе, Турă Хăй асĕнчех тытрĕ. 20 Мĕн пур утравсем çухалчĕç, тусем тăрса юлмарĕç. 21 Çынсем çине пĕлĕтрен темиçе пăт йывăрăш пăр катăкĕсем çурĕç. Çынсем, çакнашкал пăр çунин инкекĕ пит пысăк пулнăран, асапа тӳсеймесĕр, Турра ылханчĕç.
Аскăн хĕрарăмпа тискер кайăк
1 Унтан çичĕ куркаллă çичĕ ангелтан пĕри ман патăма пычĕ те çапла каларĕ: «Курсам, эпĕ сана нумай юхан шыв çинче ларакан аскăнран та аскăн хĕрарăма епле суд тунине кăтартăп». 2 Çĕр çинчи патшасем унпа асса пурăнчĕç, çĕр çинче пурăнакансем унăн ясарĕн эрехĕпе ӳсĕр çӳрерĕç». 3 Вара мана, Святой Сывлăш витĕмĕпе, ангел пуш хире ертсе кайрĕ. Унта эпĕ йăм-хĕрлĕ тискер кайăк çине утланнă хĕрарăма куртăм. Тискер кайăкĕ çине йăлтах Турра хурлакан ятсем çырса тултарнă, хăй çичĕ пуçлă та вунă мăйракаллă. 4 Хĕрарăмĕ тĕксĕм хĕрлĕ хăмач тумтир тăхăннă, ылтăн капăрчăксемпе, хаклă йышши чулсемпе, ĕнчĕпе илемленнĕ. Аллине хăй ылтăн курка тытнă, курка тулли вара – унăн аскăнлăхĕн ирсĕрлĕхĕпе тасамарлăхĕ. 5 Çамки çине вăрттăн пĕлтерĕшлĕ ят çырса хунă: «Çĕр çинчи аскăн хĕрарăмсен, ирсĕрлĕхсен амăшĕ – аслă хула Вавилон». 6 Эпĕ пăхрăм та – çак хĕрарăм сăваплисен юнне, Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсен юнне ĕçнипе ӳсĕррине куртăм. Ăна курсассăн вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. 7 «Эсĕ мĕншĕн тĕлĕнетĕн? – тесе ыйтрĕ манран ангел. – Эпĕ сана çак хĕрарăм тата вăл утланнă çичĕ пуçлă та вунă мăйракаллă тискер кайăк мĕне пĕлтернине ăнлантарса парăп. 8 Çак эсĕ курнă тискер кайăк чĕрĕччĕ, халĕ вăл вилĕ. Анчах та вăл тĕпсĕрлĕхрен каллех чĕрĕлсе тухĕ те тĕп пулĕ. Çĕр çинче пурăнакансенчен камсен ятне тĕнче пуçланнăранпах пурăнăç кĕнекине çырса хуман, çавсем тискер кайăка курсан тĕлĕнĕç. Мĕншĕн тесен вăл чĕрĕччĕ, халĕ вилĕ, унтан каллех чĕрĕлсе тухĕ. 9 Çакна ăнланма слăлăх кирлĕ. Тискер кайăкăн çичĕ пуçĕ хĕрарăм ларакан çичĕ сăрта 10 тата çичĕ патшана пĕлтерет. Çиччĕшĕнчен пиллĕкĕшĕ пĕтнĕ ĕнтĕ, пĕри çаплах патшара ларать, юлашки вара çĕр çине килмен-ха. Анчах та вăл, килсессĕн те, нумайлăха тытăнса тăраймĕ. 11 Тахçан чĕрĕ пулнă, халĕ вилĕ тискер кайăк çичĕ патшаран пĕрне, саккăрмĕшне пĕлтерет. Вăл та тĕп пулĕ. 12 Эсĕ курнă вунă мăйрака вунă патшана пĕлтерет. Хальлĕхе вĕсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайăкпа пĕрле вĕсем пĕр самантлăх влаçра пулса курĕç. 13 Вунă патшин те пĕр шухăш. Вĕсем хăйсен вăй-хăватне, влаçне тискер кайăка парас теççĕ. 14 Вĕсем Путекпе çапăçĕç, анчах та Путек вĕсене çĕнтерĕ. Мĕншĕн тесен Вăл – хуçасенĕн Хуçи, патшасенĕн Патши. Унпа пĕрле вара – Хăй чĕнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчăклисем». 15 Унтан ангел мана çапла каларĕ: «Хайхи эсĕ курнă аскăн хĕрарăм ларакан юхан шывсем тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăха, тĕрлĕ йăх-рăва пĕлтереççĕ. 16 Эсĕ курнă тискер кайăкăн вунă мăйраки аскăн хĕрарăма курайми пулĕç, ăна çаратса çаппа-çарамас хăварĕç, ăна çийĕç, вутра çунтарĕç. 17 Мĕншĕн тесен Турă вунă мăйракана – çав вунă патшана – Хăйĕн ирĕкне тутарĕ: Турă сăмахĕ пурнăçланиччен вĕсен тискер кайăка пуç пулма ирĕк памалла. 18 Эсĕ курнă хĕрарăм вара çĕр çинчи патшасемпе хуçаланакан аслă хулана пĕлтерет».
Вавилон хулине пĕтерни
1 Çакăн хыççăн эпĕ тӳперен анакан тепĕр ангела куртăм. Ăна питĕ пысăк влаç панăччĕ. Унăн чап-мухтавĕпе çĕр пичĕ те çуталса кайрĕ. 2 Вара вăл вăйлă саслăн кăшкăрса каларĕ: «Тĕп пулчĕ Вавилон! Виçесĕр аскăнчăк тĕп пулчĕ! Вăл шуйттан кил-çурчĕ, тĕрлĕрен усал сывлăш пурăнмалли вырăн, тĕрлĕрен таса мар та йĕрĕнмелле вĕçен кайăк йăви пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен вăл мĕн пур халăхсене ясарлăхăн хаяр эрехне ĕçтерсе ӳсĕртрĕ. 3 Çĕр çинчи патшасем унпа асса пурăнчĕç, унăн пысăк пуянлăхĕпе çĕр çинчи купсасем пуйса кайрĕç». 4 Тата эпĕ тӳперен урăх сасă илтрĕм. «Эй, халăхăм! – терĕ çав сасă. – Çак хулан çылăхлă ĕçĕсене хутшăнмалла ан пултăр тесен, ун çине янă инкеке тӳсмелле ан пултăр тесен, унтан тухса кай! 5 Мĕншĕн тесен çак хулан çылăхĕсем тӳпе таранах çĕкленчĕç, унăн усал ĕçĕсене Турă аса илчĕ ĕнтĕ. 6 Вавилон сире епле асап кăтартрĕ, эсир те ăна çаплах тавăрса парăр. Ĕçĕсене кура ăна икĕ хут та ытларах тавăрса парăр. Хăвăра ĕçтернĕ куркана эсир ун валли икĕ хут та хаяртарах эрех ярса хатĕрлĕр. 7 Вăл мĕн чухлĕ чаплăланчĕ, пуянлăхĕпе мĕн чухлĕ киленчĕ, ăна çавăн чухлĕ асаппа хуйхă кăтартăр. Мĕншĕн тесен вăл çаплах хăй шĕнче: „Эп патшара ларатăп, эп тăлăх арăм мар, нихçан та хурлăх курмăп“, – тет. 8 Çавăнпа та пĕр кун хушшинчех ун çине тĕрлĕ инкек-синкек – вилĕм, хуйхă, выçлăх – йăтăнса анĕ. Ăна вутра çунтарса ярĕç, мĕншĕн тесен ăна суд тăвакан Хуçа Турă хăватлă. 9 Çĕр çинчи патшасем, унпа асса та иртĕхсе пурăннăскерсем, унăн пушарĕн тĕтĕмне курсассăн, уншăн ӳлесе те татăлса йĕрĕç. 10 Унăн асапĕсенчен хăранипе аякра тăрса, вĕсем çапла калĕç: „Эй, аслă хула! Эй, тĕреклĕ Вавилон хули! Хуйхă çитрĕ сана, пысăк хуйхă! Пĕр самантрах санăн судпала айăпланмалла пулчĕ“. 11 Вара хăйсен таварĕсене никам та илекен пулманран çĕр çинчи купсасем те ӳлесе, татăлса йĕрĕç. 12 Вĕсен таварĕсем – ылтăн, кĕмĕл, хаклă йышши чулсем, ĕнчĕ, виссонпа порфира, пурçăнпа йĕпкĕн хĕрлĕ пир-авăр, ырă шăршăллă йывăç, слон шăмминчен, паха йывăçран, пăхăртан, тимĕртен, мрамортан тунă япаласем, 13 корицпа фимиам, мирăпа ладан, хĕрлĕ эрехпе олив çăвĕ, çăнăх, тулă, выльх-чĕрлĕх, сурăхсем, лашасемпе кӳмеллĕ урапасем, чурасем – никама та кирлĕ пулмĕç. 14 Ĕнтĕ санăн кăмăлланă çимĕçӳсем те çук, пуянлăхупа чаплă капăрлăху та пĕтрĕ, вĕсене эсĕ тек нихăçан та каялла тавăраймăн. 15 Çак тĕрлĕ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унăн асапĕсенчен хăранипе аякра тăрса, ӳлесе те татăлса йĕрсе, 16 çапла калĕç: „Эй, аслă хула! Хуйхă çитрĕ сана, пысăк хуйхă! Эсĕ виссонпа порфира, хĕрлĕ хăмач тумтир тăхăнаттăн, ылтăнпа тата хаклă йышши чулсемпе, ĕнчĕпе капăрланаттăн! 17 Акă ĕнтĕ, пĕр самантрах çав тĕрлĕ пуянлăху пĕтмелле пулчĕ! Карап капитанĕсем, караппа çӳрекенсем, моряксем, тинĕс ĕçченĕсем – пурте карапĕсемпе хуларан аякра чарăнса тăчĕç. 18 Пушар тĕтĕмне курсассăн вара вĕсем кăшкăрса ячĕç: «Çак аслă хулапа танлашма пултараканни урăх пур-и-!» 19 Хăйсем хулашăн хурланнине палăртса, ӳлесе йĕре-йĕре вĕсем çапла каларĕç: «Эй, аслă хула! Хуйхă çитрĕ сана, пысăк хуйхă! Караплă çынсем сан мулна пула пуйнăччĕ. Акă ĕнтĕ, пĕр самантрах эсĕ çука юлтăн!» 20 Эй, тӳпе! Эй, мĕн пур сăваплă апостолсемпе пророксем! Çак хулана эсир тăвас тенĕ суда Турă тунăшăн савăнса хĕпĕртĕр! 21 Унтан пĕр хăватлă ангел арман чулĕ пек чул илчĕ те ăна тинĕсе ывăтрĕ. «Аслă Вавилон хулин те çакнашкалах пĕтмелле пулĕ, унăн çĕр питĕнчен çухалмалла, – терĕ вăл. 22 – Кунта текех кĕсле калани те, юрлани те, шăхлич калани те, труба сасси те илтĕнмĕ. Кунта текех ăстасем те, ал ĕçĕ тăвакансем те пулмĕç. Кунта текех ал арманĕ сасси те илтĕнмĕ. 23 Кунта текех çутаткăç та çунмĕ, хĕрпе каччă сасси те янăрамĕ. Сан купсусем çĕр çинче чаплăран та чаплă хуçасемччĕ, санăн асамлăхупа мĕн пур халăх улталаннăччĕ. 24 Анчах та çак хула çылăхĕсене пула сăваплисемпе пророксен, çĕр çинче вĕлернисен пурин те – юнĕ юхнă!»
Вавилона суд тунăшăн Турра мухтани
1 Çакăн хыççăн эпĕ тӳпере йышлă халăх сасси пек вăйлă сасăсем илтрĕм. «Аллилуия! – тесе кăшкăрчĕç вĕсем. – Çăлăнăçпа мухтав та, чыспала хăват та пирĕн Хуçамăрта. 2 Мĕншĕн тесен Унăн сучĕ тӳрĕлĕхлĕ те чăн. Çав виçесĕр аскăнчăка, пĕтĕм çĕре астарса яракана, Турă суд туса айăпларĕ, Хăйĕн чурисен юнĕшĕн тавăрчĕ». 3 «Аллилуия! – терĕç тепĕр хут. – Унăн тĕтĕмĕ ĕмĕр-ĕмĕрех тӳпене çĕкленет!» 4 Унтан çирĕм тăватă ватăпа тăватă чĕр чун престол çинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе çĕре ӳксе пуççапрĕç.
Путекĕн туйĕ
5 Вара престол патĕнчен çапла калакан сасă илтĕнчĕ: «Эй, Туррăн мĕн пур чурисем, мĕн пур Унран хăракансем, асли те, кĕçĕнни те – Турра мухтăр!» 6 Каллех эпĕ йышлă халăх сасси пек сасă илтрĕм. Çав сасă шыв кĕрлени пек, вăйлă аслати сасси пек каларĕ: «Аллилуия! Пурне те тытса тăракан Хуçа Туррăмăр патшана ларчĕ! 7 Ĕнтĕ савăнса хĕпĕртер те Ăна мухтар, мĕншĕн тесен Путекĕн туйĕ çитрĕ. Ĕнтĕ çураçнă хĕрĕ те капăрланса хатĕрленчĕ. 8 Ăна таса та шурă виссон тăхăнтартрĕç. Виссон тумтир вара сăваплисен тӳрĕлĕхне пĕлтерет». 9 Унтан ангел мана: «Путекĕн туйне чĕннисем телейлĕ», – тесе çырма хушрĕ. Тата вăл мана çапла каларĕ: «Ку сăмахсем – Туррăн чăн сăмахĕсем». 10 Вара эпĕ ун ури умне ӳксе пуççапрăм, анчах та вăл мана: «Асту, кунашкал ан хăтлан, – терĕ. – Эпĕ сан пекех, Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерекен тăванусем пекех, Турă чури кăна. Турра пуççап! Мĕншĕн тесен Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерни – пророкла каланин тĕшши пулса тăрать».
Шурă ут çинчи юланутçă
11 Унтан эпĕ пăхрăм та тӳпе уçăлса кайнине тата шурă юланута куртăм. Тӳрĕ суд тунăран, çĕнтерӳллĕ пулнăран юланутçине Шанчăкли тата Чăнни теççĕ. 12 Куçĕсем Унăн вут çулăмĕ пек, пуçĕ çинче темĕн чухлĕ пуç кăшăлĕсем. Çавсем çине Унăн ятне çырнă, Хăйĕнсĕр пуçне вăл ята никам та пĕлмест. 13 Вăл юнпа хĕрелнĕ тумтир тăхăннăччĕ. Унăн ячĕ – Турă Сăмахĕ. 14 Тӳпери йышлă çар ун хыççăн шурă утсем çинче пырать, хăйсем таса та шурă виссон тумланнă. 15 Унăн чĕлхи-çăварĕнчен çивĕч хĕç тухса тăрать. Çав хĕçпе Вăл халăхсене çĕнтерĕ. Вĕсене Вăл тимĕр туяпа пăхĕ. Вăл Пурне те тытса тăракан Турă çиллин эрехне юхтаркăчра таптаса кăларĕ. 16 Тумтирĕпе пĕççи çине ят çырса хунă: патшасен Патши, хуçасен Хуçи. 17-18 Унтан эпĕ хĕвел çинче тăракан пĕр ангела куртăм. Çӳл тӳпере вĕçекен кайăксене вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Вĕçĕр, вĕçĕр! Патшасен, хуçасен, çар пуçĕсен, утсемпе юланутçăсен виллисене, ирĕклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кĕçĕннисен виллисене сăхмашкăн Туррăн аслă каçхи апатне пуçтарăнăр!» 19 Вара эпĕ тискер кайăкпа çĕр çинчи патшасене тата вĕсен çарне куртăм. Вĕсене ут çинче Лараканпа тата Унăн çарĕпе çапăçмашкăн пуçтарнă. 20 Анчах та тискер кайăка тата ун умĕнче тĕлĕнмелле паллăсем кăтартакан суя пророка ярса тытрĕç. Çав тĕлĕнмелле ĕçсене кăтартса вăл тискер кайăкăн çыру паллине ларттаракансене, тискер кайăк сăнарне пуççапакансене илĕртсе улталанă. Вара тискер кайăкпа суя пророка иккĕшне те кӳкĕрт çунакан вутлă кӳлле чĕрĕллех пăрахрĕç. 21 Ыттисен вара, вĕсен çарĕнчисен, ут çинче Лараканăн чĕлхи-çăварĕнчи хĕçпе пĕтмелле пулчĕ. Мĕн пур вĕçен кайăк вĕсен виллисене тăраничченех сăхрĕ.
Пин çул
1 Унтан эпĕ тӳперен анакан ангела куртăм. Унăн аллинче тĕпсĕрлĕх çăраççипе пысăк сăнчăрччĕ. 2 Вăл хайхи аçтахана, авалхи çĕлене, ярса илчĕ те пин çуллăха сăнчăрласа лартрĕ, çак çĕлен – шуйттан, сатана. 3 Пин çул иртмесĕр те шуйттан халăхсене илĕртсе ан улталатăр тесе, ангел ăна тĕпсĕрлĕхе пăрахрĕ. Вара питĕрсе илчĕ те пичет лартрĕ. Пин çул иртсессĕн ăна самантлăха ирĕке кăлармалла. 4 Унтан эпĕ престолсене тата вĕсем çинче ларакансене куртăм. Вĕсене суд тума ирĕк панă. Эпĕ тата Иисус çинчен, Турă сăмахĕ çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕшĕн пуçĕсене каснă çынсен чунĕсене куртăм. Вĕсем тискер кайăка та, унăн сăнарне те пуççапман; çамкисемпе аллисем çине çыру палли ларттарман. Вĕсем, чĕрĕлсе тăрса, Христоспа пĕрле пин çул патшара ларчĕç. 5 Вилнисенчен ыттисем вара пин çул иртмесĕр те чĕрĕлсе тăмарĕç. Çакă малтанхи хут чĕрĕлсе тăни пулчĕ. 6 Малтанхи хутĕнчех вилĕмрен чĕрĕлсе тăма тивĕç пулнисем телейлĕ те сăваплă. Иккĕмĕш вилĕм вĕсемпе пуç пулаймĕ. Вĕсем, Турăпа Христосăн священникĕсем пулса, Унпа пĕрле пин çул патшара ларĕç.
Шуйттана тĕп туни
7 Кайран, пин çул иртсессĕн, шуйттана тĕрминчен кăларĕç. Вăл тĕнчен тăватă кĕтессинчи халăхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илĕртсе улталаса çӳрĕ, вĕсене вăрçа хатĕрленмешкĕн пĕр çĕре пуçтарĕ. Вĕсен шучĕ – тинĕс çыранĕнчи хăйăр пĕрчисем чухлех. 8 Акă вĕсем, пĕтĕм çĕр тăрăх тухса, сăваплисем тăракан вырăна, Турă юратакан хулана, çавăрса илчĕç. 9 Анчах та тӳперен, Турă патĕнчен, вут анчĕ те вĕсене çунтарса ячĕ. 10 Вĕсене илĕртсе улталанă шуйттана вара кӳкĕрт çунакан вутлă кӳлле, тискер кайăкпа суя пророка пăрахнă çĕрех, ывăтрĕç. Вĕсене кунĕн-çĕрĕн, ĕмĕр-ĕмĕрех асаплантарĕç.
Суд
11 Унтан эпĕ пысăк шурă престол тата ун çинче Ларакана куртăм. Вăл пуртан çĕрпе пĕлĕт те çухалчĕ: вĕсем валли вырăн юлмарĕ. 12 Вара эпĕ вилнисем, аслисемпе кĕçĕннисем те, Турă умĕнче тăнине куртăм. Çавăнтах уçса хунă кĕнекесем пурччĕ. Пурăнăç кĕнеки те уçăччĕ. Вара вилнисене кĕнекесенче çырнине кура, кашнинех харпăр-хăй ĕçне кура, суд турĕç. 13 Тинĕс хăй шĕнчи вилнисене пачĕ, вилĕмпе тамăк та вилнисене пачĕç, кашнинех ĕçĕсене кура суд турĕç. 14 Вара вилĕмпе тамăка вутлă кӳлле пăрахрĕç. Çакă иккĕмĕш вилĕм пулчĕ. 15 Камăн ятне пурăнăç кĕнекине çырса хуман, çавна вутлă кӳлле пăрахрĕç.
Çĕнĕ тӳпепе çĕнĕ çĕр
1 Унтан эпĕ çĕнĕ тӳпепе çĕнĕ çĕре куртăм, мĕншĕн тесен ĕлĕкхи тӳпепе çĕр те, тинĕс те çукчĕ ĕнтĕ. 2 Вара эпĕ, Иоанн, сăваплă хулана – çĕнĕ Иерусалима – куртăм. Вăл çӳлтен, Турă патĕнчен анатчĕ. Хăйне, çураçнă хĕре пулас упăшки валли тирпейлесе тумлантарнă пек, хатĕрленĕ. 3 Çав самантрах тӳперен çапла калакан вăйлă сасă илтрĕм: «Акă, Туррăн çынсем хушшинче пурăнмалли чатăрĕ. Малашне Вăл çынсемпе пурăнĕ, вĕсем Унăн халăхĕ пулĕç, Вăл вара вĕсен Турри пулĕ. 4 Турă вĕсен куçĕнчи кирек епле куççульне те шăлса ярĕ. Текех ĕнтĕ вилĕм те, йĕрӳ-макăру та, чир-чĕр те пулмĕ, мĕншĕн тесен ĕлĕкхи йăлтах иртсе кайнă». 5 Вара престол çинче Ларакан: «Акă, пĕтĕмпех çĕнни пултаратăп!» – терĕ. Унтан Вăл мана: «Çак сăмахсем тĕрĕс те чăн, çавăнпа та вĕсене çырса хур!» – терĕ. 6 «Мĕн пулмалли пулчĕ! – терĕ Вăл мана. – Эпĕ – Альфа тата Омега, пуçламăшĕ тата вĕçĕ. Камăн ăшĕ хыпнă, çавна чĕрĕлĕх çăлкуçĕнчен ахалех ĕçтерĕп. 7 Çĕнтерекен пĕтĕмпех еткерлĕхе илĕ, вара Эпĕ унăн Турри пулăп, вăл Манăн ывăлăм пулĕ. 8 Анчах та хăракансем те, шанчăксăррисем те, ирсĕрсем те, çын вĕлерекенсем те, аскăнсем те, асамçăсем те, кĕлеткесене пуççапакансемпе мĕн пур суеç таврашĕ те хăйсен вырăнне кӳкĕрт çунакан вутлă кӳлĕре тупĕç. Ку – иккĕмĕш вилĕм».
Çĕнĕ Иерусалим
9 Унтан ман патăма юлашки çичĕ инкекпе тултарнă çичĕ куркаллă ангелсенчен пĕри пычĕ те çапла каларĕ: «Кил, эпĕ сана Путекĕн çураçнă хĕрне, çамрăк арăмне, кăтартатăп». 10 Вара вăл мана Святой Сывлăш витĕмĕпе пысăк та çӳллĕ ту çине илсе кайрĕ. Ту тăрринчен вăл мана çӳл тӳперен, Турă патĕнчен анакан сăваплă Иерусалим хулине кăтартрĕ. 11 Çак хулан Турă мухтавĕ пур. Вăл хаклă йышши чул пек, витĕр таса пăр евĕрлĕ яспис пек йăлтăртатса тăратчĕ. 12 Хули тавра вун икĕ хапхаллă пысăк та çӳллĕ хӳме. Хапхасем çинче – вун икĕ ангел, кашни хапхи çинех Израилĕн вун икĕ йăхĕн ятне çырнă. 13 Виçĕ хапхи – хĕвел тухăç енне, виçĕ хапхи – çурçĕр енне, виçĕ хапхи – кăнтăр енне, тепĕр виçĕ хапхи хĕвел анăç енне тухать. 14 Хула хӳмисене вун икĕ никĕс çине туса лартнă, кашни никĕсĕ çинех Путекĕн вун икĕ апостолĕн ятне çырнă. 15 Манпа калаçакан ангелăн хулапа хапхисене, хӳмине виçмешкĕн ылтăн туя пурччĕ. 16 Хули тăваткĕтеслĕх евĕр, унăн урлăш-тăршшĕ пĕрех. Ангел хулана туйипе виçсе тухрĕ те, пурĕ вун икĕ пин çурă çухрăма яхăн пулчĕ. Унăн тăршшĕ те, сарлакăшĕ те, çӳллĕшĕ те пĕрешкелех. 17 Унтан ангел хула хӳмине этем виçипе виçрĕ те, пурĕ çĕр хĕрĕх тăватă чике пулчĕ. Ангел виçи этем виçи пекехчĕ. 18 Хӳмине ясписран купаланă, хулине вара – витĕр курăнакан кĕленче пек таса ылтăнран. 19 Хӳме никĕсĕсене тĕрлĕ хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕ. Пĕрремĕш никĕсĕ – яспис, иккĕмĕшĕ – сапфир, виççĕмĕшĕ – халкидон, тăваттăмĕшĕ – смарагд, 20 пиллĕкмĕшĕ – сардоникс, улттăмĕшĕ – сердолик, çиччĕмĕшĕ – хризолит, саккăрмĕшĕ – вирилл, тăххăрмĕшĕ – топаз, вуннăмĕшĕ – хризопрас, вун пĕрмĕшĕ – гиацинт, вун иккĕмĕшĕ аметист текен чул. 21 Вун икĕ хапхи – вун икĕ ĕнчĕ. Кашни хапхине пĕр ĕнчĕрен тунă. Хула урамĕ – витĕр курăнакан кĕленче пек таса ылтăнран. 22 Хулара эпĕ Турă Çуртне курмарăм, мĕншĕн тесен çак хулашăн Турă Çурчĕ – Пурне те тытса тăракан Хуçа Турăпа Путек. 23 Хулана çутатмашкăн хĕвел те, уйăх та кирлĕ мар, мĕншĕн тесен ăна Турă мухтавĕ çутатать, унăн çутаткăçĕ – Путек. 24 Çăлăннă халăхсем çак çутăра çӳрĕç, патшасем хăйсен çĕр çинчи мухтавĕпе чапне унта илсе пырĕç. 25 Хула хапхисене кăнтăрла питĕрмĕç, каç вара унта пулмасть. 26 Халăхсем унта мухтавĕпе чапне илсе пырĕç. 27 Хулана таса марри нимĕн те кĕреймĕ, ирсĕрлĕхпе суялăха парăннисем те нихăшĕ те кĕреймĕç. Путекĕн пурăнăç кĕнекине çырса хунисем кăна унта кĕрейĕç.
Чĕрĕлĕх шывĕ
1 Унтан вара ангел мана чĕрĕлĕх шывĕн юхан шывне кăтартрĕ. Юхан шывĕ, Турăпа Путек престолĕ патĕнчен юхса тухса, витĕр курăнакан пăр пек йăлтăртатать. 2 Малалла çав юхан шыв хула витĕр юхать. Шыв икĕ енĕпе те пурăнăç йывăççисем ӳсеççĕ. Çулталăкра вĕсем вун икĕ хут çимĕç параççĕ. Кашни йывăççи уйăхра пĕрре çимĕç парать, йывăç çулçисем – халăхсене сиплемешкĕн. 3 Хулара ĕнтĕ тек ылханли нимĕн те пулмĕ. Унта Турăпа Путекĕн престолĕ ларĕ, Унăн чурисем Ăна пуççапса пурăнĕç. 4 Вара вĕсем Унăн сăнне курĕç, çамкисем çинче Унăн ячĕ пулĕ. 5 Унта ĕнтĕ каç та пулмĕ, хĕвел çути те, çутаткăç çути те кирлĕ пулмĕ, мĕншĕн тесен Хуçа Турă вĕсене çутатĕ. Вĕсем, патшасем пек, ĕмĕр-ĕмĕр хуçаланĕç.
Христос килесси
6 Унтан мана ангел: «Çак сăмахсем тĕрĕс те чăн. Малашлăхра часах мĕн пулассине Хăйĕн чурисене пĕлтермешкĕн сăваплă пророксен Хуçа Турри Хăйĕн ангелне ячĕ», – терĕ. 7 «Акă, Эпĕ часах пырăп. Çак кĕнекери пророкла сăмахсене тытса пурăнакан телейлĕ!» 8 Эпĕ, Иоанн, çакна йăлтах куртăм та, илтрĕм те. Вара, курнă-илтнĕ хыççăн, хама çакна йăлтах кăтартакан ангела пуççапмашкăн ун ури умне ӳкрĕм. 9 Анчах та вăл мана: «Асту, кунашкал ан хăтлан, – терĕ. – Эпĕ сан пекех, санăн пророк тăванусем пекех, çак кĕнекери сăмахсене тытса пыракансем пекех, Турă чури кăна. Турра пуççап!» 10 Тата вăл мана: «Çак кĕнекери пророкла сăмахсене пытарса, пичет хурса ан усра, мĕншĕн тесен вăхăт çывăх ĕнтĕ, – терĕ. 11 – Тӳрĕ мар çын усал тусах пурăнтăр, ирсĕрри татах ирсĕрлентĕр. Тӳрĕ çын ырă тусах пурăнтăр, сăвапли тата сăваплăрах пултăр». 12 «Акă, Эпĕ часах пырăп. Кашнинех харпăр-хăй ĕçĕшĕн тавăрса памашкăн тавăрăвăм Хампа пĕрлех. 13 Эпĕ – Альфа тата Омега, пуçламăшĕ тата вĕçĕ, Малтанхи тата Кайранхи». 14 Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыракансем телейлĕ. Пурăнăç йывăççи те вĕсемшĕн пулĕ, хулана хапхаран кĕме те вĕсем тивĕçлĕ пулĕç. 15 Усал йытăсемпе тухатмăшсем, аскăнсемпе çын вĕлерекенсем, кĕлеткесене пуççапакансем, тĕрĕсмарлăха юратса тĕрĕс мар пурăнакансем вара тулашĕнче юлĕç. 16 «Эпĕ, Иисус, сире çакна чиркӳсенче çирĕплетсе пĕлтермешкĕн Хамăн ангелăма ятăм. Эпĕ – Давид ăрăвĕн никĕсĕ тата тăхăмĕ, ирхи çутă çăлтăр». 17 «Килсем!» – теççĕ Сывлăш та, Путекĕн çураçнă хĕрĕ те. «Килсем!» – тетĕр çакна итлекенĕ те. Ăш хыпни те, кăмăл тăваканни те килсе чĕрĕлĕх шывне ахалех илтĕр. 18 Çак кĕнекери пророкла сăмахсене итлекен кашни çыннах эпĕ те çирĕплетсе калатăп: кам та кам çак сăмахсем çумне урăххи хушать, Турă ун çине çак кĕнекере çырса кăтартнă инкексене ярать. 19 Кам та кам çак кĕнекери пророкла сăмахсенчен хăшне те пулин кăларса пăрахать, Турă ăна пурăнăç кĕнекине те, сăваплă хулана та – вĕсем пирки çак кĕнекере çырнă – кĕртмĕ. 20 Çакăн çинчен çирĕплетсе Пĕлтерекен калать: «Ĕнтĕ часах пырăп!» Аминь. Килсемччĕ, Иисус Хуçамăр! 21 Сире пурсăра та Иисус Христос Хуçамăрăн тивлечĕ пултăр. Аминь.